Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 24 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.17 16:38

Пуплевӗш: 266; Сӑмах: 2015

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Игорь Малинин шӑпи

Тепӗр кун ирхине эпӗ орудисен хаяр сассипе вӑранса кайрӑм. «Каллех тревога-ши? — шухӑшласа илтӗм эп. — Ытла та ир-ҫке?»… Ҫакӑ ир ман вырӑн ҫинче нумайрах выртас килчӗ. Паян — ноябрӗн ҫиччӗмӗш кунӗ, Октябрь революцин уявӗ. Пӳлӗмре сивӗ, ҫурта хутмаҫҫӗ. Мӗнле лайӑх ирттернӗ эпир ҫак куна ӗлӗк чух.

Урамра ҫав-ҫавах залпсем кӗрӗслетеҫҫӗ. Анчах ку пӗрре те ӑшталанса ӳксе перекен зениткӑсен тактчӗ мар. Тупӑсем, тикӗс интервалсем туса, пӗр виҫеллӗ переҫҫӗ, вӗсен сасси: «Ҫав пултӑр!» тесе паттӑррӑн ҫирӗплетнӗ пек, тӑрсан-тӑрсан кӗрӗслете-кӗрӗслете каять. Эхо ҫак сасса ҫине-ҫине хутлать, урамран урама хӑвалать: «Ҫав пултӑр! Ҫав пултӑр!»

Юнашар пӳлӗмре радио кӗрлет. Унта пурӑнакан Проторов майор мана алӑка уҫса ячӗ те: «Итлӗр, Сима, итлӗр! — тесе хыттӑн кӑшкӑрчӗ. Хӗрлӗ площадьре парад. Тин ҫеҫ Сталин калаҫрӗ. Ӑнлантӑн-и, Хӗрлӗ площадьре калаҫрӗ! Тӗлӗнмелле! Ку вӑл Гитлера янратса ҫупса яни. Ку пӗтӗм тӗнчешӗн пулнӑ ӗҫ».

Мускавран, пирӗн Мускавран, ҫак кун пӗтӗм ҫӗршыв анлӑхӗпе тата фронт ҫийӗпе Сталин сӑмахӗ янрарӗ.

— Ан тив сире ҫак вӑрҫӑра пирӗн аслӑ асаттесен паттӑр сӑнарӗ хавхалантартӑр — Александр Невскин, Дмитрий Донскойӑн, Кузьма Мининӑн, Дмитрий Пожарскин, Александр Суворовӑн, Михаил Кутузовӑн! Ан тив сире аслӑ Ленинӑн ҫӗнтерӳ ялавӗ мухтав кӳтӗр!

Кремль тупписем ҫакна пӗр саслӑн ҫирӗплетеҫҫӗ: «Ҫав пултӑр!» «Ҫав пултӑр!»

Уяв уявах пулса тӑчӗ. Ҫак кун эп кунӗпех мӗнелникри пек ҫӳрерӗм.

Каҫхине ман зенитчицӑсен клубӗнче тухса каламалла пулчӗ. Пуху таҫта ҫӗр тӗпӗнчех пулса иртрӗ. Зенитчица-хӗрсем мана тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ. Тем тесен те, пирӗн картина та ҫынсене хамӑрӑн мухтавлӑ асаттесен сӑнарӗпе хавхалантарасшӑн пулнӑ. Сӑмахӑма вӗҫленӗ чух — эпӗ Сталин каланине — Суворов ҫинчен, Кутузов ҫинчен — тепӗр хут астутартӑм. Вӑл сӑмахсене эп ӗмӗрне те манас ҫук.

Мускав ҫывӑхӗнчи фронтра пӗр вӑхӑт лӑпланнӑ пек пулчӗ. Тӑшман Мускавӑн аякри пусӑмӗсем ҫине ерипен ҫеҫ хӗсет, ахӑрнех, хула ҫине сасартӑк сиксе ӳкме хатӗрленет пулас. Ҫакна пурте ӑнланаҫҫӗ.

Ноябрь вӗҫӗнче ман пата комендант Ружайкин пычӗ. Эпӗ хыпӑна ӳкрӗм. Тем курса тӑрӑн, вӑйпах эвакуацине ӑсатӗ. Комендант аллинче виҫкӗтеслӗ хутлатнӑ сарӑ конверт.

— Акӑ мӗскер, Сима, — шухӑшлӑн пуҫларӗ Ружайкин. — Малинин Игушкӑн йӗрӗ тупӑнчӗ. Акӑ ме, вула.

Эпӗ чӗркев хутӗнчен тунӑ сарӑ конверта часрах туртса илтӗм, шултра саспаллисемпе сикчӗллӗн ҫырнӑ графаллӑ хут татӑкне кӑлартӑм (хутне пӗр-пӗр кантур кӗнекинчен татса илнӗ пулас, мӗншӗн тесен графисен пуҫӗнче ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Штуклӑ хисеп», «Мӗнпур хисепрен миҫе процент», «Мӗн пурӗ»). Вара эп ҫакна вуларӑм:

«17-мӗш ҫурт правленин комендантне.

Арина Парфеновна Шубинӑран.

Сире Шубина Арина Парфенова ҫырать. Ман патӑмра сирӗн ачӑр (17-мӗш ҫуртран, 12-мӗш хваттертен) пурӑнать. Вӑл чирлӗ выртрӗ. Ахӑрнех, тифпа пулас. Вӑл кунти пӗр сӗт майрин сивӗ сарайӗнче выртса тӑнӑ. Патнех ҫитнӗ. Пур иккен ҫавӑн пек ҫынсем — ҫынна ним чул та шеллемеҫҫӗ. Чӗрере ӑнлану ҫук. Ача, эвакуацине кайнӑ чух, поездран тӑрса юлнӑ. Эпӗ, паллах ӗнтӗ, ӑна хам пата илтӗм, хӳтлӗх патӑм, чиртен хӑтартӑм. Хушамачӗ ун — Малинин. Ячӗ — Игорь. Вӑл сирӗн ҫуртран. Ашшӗ фронтра, командир. Эпӗ хам хальхи вӑхӑтра Коревановӑра, музейре, пурӑнатӑп, мӗншӗн тесен, манӑн Мускаври хваттере бомбӑна аркатнӑ. Пурлӑхӑм ҫук. Ачан — ни ҫине тӑхӑнма, ни урине. Апат начар. Ӑҫта ман каяс унпа, пӗлместӗп. Тен, ун валли Мускава кайма хут тумалла пуль. Хӑвӑр кӑмӑлӑр ҫинчен пӗлтерӗр, ачана пулӑшу кирлӗ.

Алӑ пусатӑп Шу6ина».

— Мӗн тӑвӑпӑр? Мӗнле решени йышӑнар? — ыйтрӗ Ружайкин.

— Халех каятӑп, — терӗм эп, — Ҫурт. управленинчен ман ятпала справка ҫырӑр. Проторов майор военкомат урлӑ пропуск туса парӗ. Унта зонӑна пропусксӑр кӗме юрамасть.

Асту эс, Сима, малтан пӗл: мӗнле пек унта, ҫав вырӑнта, унсӑрӑн тем курса тӑрӑн… Е пӑртак тӑхта, эп сана ҫул пӗлекен юлташ тупса парӑп… Мӗнле-ха капла, пӗччен…

Чим!..

Эпӗ ӑна урӑх итлесе тӑмарӑм, вӗҫтере патӑм. Пропуск туянма чылай вӑй хумалла пулчӗ. Проторов майор килӗшӗве киличчен картузне хывса, пуҫне чылайччен кача пӳрнипе кӑтӑртаттарса тӑчӗ, унтан тин Кореваново зонине кӗме ирӗк паракан хут илме тухса утрӗ. Пропуска тыттарнӑ чух, вӑл мана халех, ырана хӑвармасӑр, тухса кайма канаш пачӗ, асӑрханма хушрӗ, унтан, чи кирли, ҫитнӗ-ҫитменех каялла килмелли ҫинчен астутарчӗ.

Ромка Каштан, эпӗ Коревановӑна каяссине пӗлсен, сасартӑк сӗлкӗшленчӗ.

— Итле-ха, Сима, ахалех тӑватӑн ҫакна. Кореваново мӗнле положенинче тӑнине пӗлместӗн. Фронт ҫумӗнчех. Каналӗн леш айкки… Эпӗ сан вырӑнта пурнӑҫа шелленӗ пулӑттӑм. Ирӗк парсан, сана ӑсатма эп хатӗр, анчах кун ҫинчен — ҫӑвар уҫма та ҫук.

Эпӗ ӑна-куна хӑлхана та чикмерӗм. Игорь тупӑнни мӗн пурне мантарчӗ. Ӑна эп, епле пулсан та, халех Мускава ҫитерме шут тытрӑм. Мӗскӗн, тем пекех пӗтсе кайнӑ пулас, ӑна уйрӑм пӑхни кирлӗ.

— Ну, кирек те мӗн ту, Сима, — терӗ кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ Ромка. — Апла пулсан, ӳлӗме ан хӑвар, халех тухса кай. Халӗ кашни кун, тен, кашни сехет те, шутра. Ӑнлан мана. Эпӗ чухламасӑр калаҫмастӑп.

Вӑл ун-кун пӑхса илчӗ, алӑка лайӑхрах хупрӗ, унтан, ман ҫуммах пырса, хӑлхаран:
— Итле, Крупицына, лайӑхрах ӑнлан, — тесе пӑшӑлтатса каларӗ.
— Ҫакна калама юрамасть, нарушение, анчах сана эп калатӑп: эпир халь-халь тухас пек тӑратпӑр… Шӑп! — Эпӗ тем ыйтасшӑн хускалса илнине курсан, вӑл пӳрнине ҫӗклерӗ. — Урӑх сан пӗлме кирлӗ мар. Тухатпӑр, ҫав кӑна. Ӑнлантӑн-и? Вӑл ку пулас пулсан — асту. Эпӗ аякрах пулмӑп. Астуса юл. Каналӑн сулахай ҫыранӗ, пиллӗкмӗш шлюз хыҫӗ, — ҫапла вӑл мана хӑй пулас тӗле тӗплӗн каласа пачӗ. — Урӑхла каласан: сирӗн утравӑр… Чӗнӳ палли — «Марс». Ӑҫта та пулин илтсен, пӗл — вӑл эпӗ. Ну, сывлӑхлӑ пул. Ахалех каятӑн… Маншӑн ан пӑшӑрхан. Вилӗмрен пуҫне, эпӗ пурне те чӑтса ирттереп.

Горкине поездсем ҫӳреме пӑрахнӑ, унта эп красноармеецсемпе пӗрле грузовик ҫине ларса ҫитрӗм.

Коревановӑна ҫывхарнӑ май, манӑн асӑрханас туйӑм ҫивӗчленсех пычӗ. Ҫак хӑйне евӗр туйӑм пӗтӗм тавралӑхра сисӗнсе тӑрать. Ҫын ҫукпа пӗрех. Йӗплӗ пралукпа тыттарнӑ шалҫасем таҫта ҫитиех каяҫҫӗ. Вӗсен ҫуммипе тем ҫӳллӗш купаланӑ ҫӗр валсем. Пырсан-пырсан, пӗр ҫара тӗм айӗнче темӗскер йӑшӑлтатса илни палӑрать, унта — шӑтӑк. Ҫав шӑтӑкран пӗр мӑшӑр куҫ тата пулемет кӗпҫин хура пӑнчи чӑлт-чалт пӑхса тӑраҫҫӗ.

Аякра темӗскер хускалсах, кӗмсӗртетсех тӑрать. Кӗрхи салху горизонт тӑрӑх татти-сыпписӗр аслати ҫӳрет. Ку вӑл зениткӑсен тревога вӑхӑтӗнче пулакан тапӑртатуллӑ ташши мар. Горизонт леш енче, темӗнле йывӑр, асаплӑ, кӗмсӗртетекен ӗҫ пырать. Вӑл самантлӑха та чарӑнмасть. Эпӗ пӗлетӗп — унта фронт… Анчах курасчӗ, мӗнле-ши вӑл фронт? Мӗн чухлӗ илтмен ун ҫинчен, ҫапах ӑна эп йӗркеллӗн тавҫӑраймастӑп. Ну, чӑнах та мӗнле-ши вӑл? Акӑ, уй, тейӗпӗр, — кунта пирӗннисем, унта нимӗҫсем… Тен, вӗсем хушшине йӗр ҫырса тухнӑ пуль. Тен, апла мар пуль. Анчах, мӗнле пулсан та, эпӗ лайӑх туятӑп: фронт кунтан инҫе мар, таҫта ҫакӑнтах, горизонт хыҫӗнчех, паянхи сивӗпе пасарнӑ сӑртсен, катасен леш енче. Унта вӗҫӗмсӗр халтӑртатать, вӑрҫӑ ахӑрать.

Ҫакӑ вӑл тинӗс патнелле ҫывхарнӑ пек те туйӑнать… Чӑн! Темшӗн мана хам чи малтан тинӗсе курни аса килчӗ. Акӑ тинӗс утти. Шыв курӑнмасть-ха. Анчах мӗнпур тавралӑх унпа темӗнле вӑрттӑн ҫыхӑну тытнӑ пек сисӗнет. Часрах, часрах курасчӗ. Ун ҫинчен эп нумай илтнӗ, нумай вуланӑ, анчах нихҫан та курман. Мӗнле-ши ҫав тинӗс, хӑй ҫинчен ҫавӑн чухлӗ чап сарнӑскер? Тен вӑл хӑрах ҫыранлӑ ҫырма, горизонта ҫити шыв? Акӑ вӑл ҫакӑнтан пуҫланать, сӑртсем хыҫӗнчен, ӑна эп халь-халь куратӑп — куҫпа виҫсе илейми шыв тӗнчи!..

Халӗ те эп ҫавӑн майлӑ туйӑмпах утатӑп. Ав ҫав сӑрт хыҫӗнче вӑл, хайхискер, эпир нихҫан асран яманскер, халь-халь уҫӑлассӑн тӑрать, унта хӑрушлӑх тӗнчи пуҫланать, унта мӗн пурӗ вилӗмпе пӗр каварлӑ, ячӗ унӑн — Вӑрҫӑ.

Мана Коревановӑна ямарӗҫ. Ҫитесси нумай та юлманччӗ, анчах пӗр ҫырма кӗперӗ патӗнче ман ҫула часовой пӳлчӗ:

— А ну, каялла!..

Эпӗ ӑна ҫителӗклӗ таранах пичетсем пусса ҫирӗплетнӗ хамӑн пропуска кӑтартрӑм.

— Паян кун ку хут юрӑхсӑр, — терӗ часовой. — Вӗҫтер кунтан хӑвӑртрах, сарӑ хӗр!

Часовой горизонт еннелле шухӑшлӑн пӑхса илчӗ, унта халӗ те пӗр чарӑнмасӑр кӗрлет. Вара эп ӑна ҫак ҫамрӑк ҫынна, хир ҫулӗ ҫинче пӗр пӗчченех тӑма епле кичем те салху пуль, тесе шутларӑм.

— Каях кунтан, кай, — терӗ часовой.

Эпӗ пуҫа чиксе, каялла сӗнкӗлтетрӗм, ҫак вырӑнтан аяккарах пӑрӑнса, Коревановӑна урӑх енчен ӳкме шут тытрӑм. Вара вӑрмана кӗрсе кайрӑм. Сивӗ. Ҫара йывӑҫсем ҫинчен пас тӑкӑнать. Ҫывӑхри вӑрҫӑ сасси кунта уҫӑ хиртинчен те хытӑрах илтӗнет. Ҫав йывӑҫсем хушшинчен тухсанах фронт пулассӑн туйӑнать. Ҫак ултавлӑ туйӑм пӗрре те пуҫран тухмасть.

Вӑрмантан тухса пынӑ чух, эпӗ вӑрман хӗрринче красноармеецсен ушкӑнне куртӑм. Апла пулсан, кунтан та иртме ҫук иккен. Эпӗ часрах каялла уттартӑм, пысӑкрах ҫаврӑм тӑвам та, Коревановӑна тепӗр енчен тухам терӗм. Ҫил тухрӗ, йӗплекен сивӗ юр ӳке пуҫларӗ. Вӑрманта хӑрушланса пырать. Сасартӑк хамӑн хыҫра такам асӑрханса шӑхӑрса янине илтрӗм. Каллех шӑхӑрать, хальхинче ҫывӑхрах. Такам мана ҫитесшӗн пулас. Эпӗ чарӑнтӑм, сехрем хӑпнипе — ни вилӗ, ни чӗрӗ.

— Ырӑ кун пултӑр, Симочка, — илтех кайрӑм эп. Ҫаврӑнса пӑхрӑм та — Васька Жмырев! — Пирӗн паталла-и? Кам ку, аташса ҫӳрет? — тетӗп. Эсӗ иккен. Мӗнле-ха эс капла? Паян никама та ямаҫҫӗ-ҫке.

— Итле-ха, Жмырев, — терӗм эп чӑн-чӑн мирлӗ тонпа. — Халӗ тавлашма та, вӑрҫма та вӑхӑт ҫук унпа. — Ман Кореванӑвӑна ҫитмелле. Пулӑшаймӑн-и?

— Атя, кунта пӗлмен йӗр те ҫук. Атя, кунталла тыт. Чим-ха, эп маларах каям. Никам та курӑнмасан, шӑхӑрӑп, эс вара — ут ман хыҫран. Хӑюллӑ эс, Симочка! Туршӑн та. Эс ман хӑраххӑм, хам та эп ҫапла. Эх, шансанччӗ эс мана пӑртакҫӑ, мӗнле кӑна чаплӑ ҫӳрӗттӗмӗр санпа! Во, мӑшӑр, амутке: графин та черкке. Мӗнрен хӑрасси пур вара пирӗн санпала! Тӗрӗс-и, Сима?

— Пӑрах! — пӳлтӗм эп ӑна. Вӑл хӑй те, ун хытланкалани те ытла та йӗрӗнтерет. Вӑл йӑх-йӑх кулни те паян пушшех аван мар туйӑнать. Игорь мар пулсан, эпӗ, паллах, унӑн пулӑшуне нихҫан та йышӑнас ҫукчӗ. Анчах кун пек чухне мӗн тӑвас тейӗн-ха… Чӗрӗк сехет те иртмерӗ, эпӗ ӗнтӗ музей хуралҫин килӗнче канӑҫлӑн ларатӑп, умри кровать ҫинче Игорь, урисене ҫӗрелле усса янӑ, мӗскӗн, тем пекех начарланнӑ, пуҫӗ — шакла. Ариша пирен валли чей хатӗрлет, вӑл чупкала тӑрать, пӗр кӗрет, пӗр тухать, ҫав вӑхӑтрах чи кирлине каласа пама та ӗлкӗрет.

— Вячеслав Андреевича вӑйпа тенӗ пек илсе кайрӗҫ… Музейрех юласшӑнччӗ. Вилсен те, Мускав ҫывӑхӗнче, тет — сӗтеле ҫиттипе витсе, чей чашӑкӗсене — Иртеньевсен несӗлӗн авалхи куркисене тирпейлӗн хатӗрлесе шӑкӑлтатать Ариша. — Кунтан нумай япала ӑсатрӗҫ, анчах юлни те пайтах. Шухӑшлатӑп, шухӑшлатӑп та, кунта ҫитеймӗҫ те, тетӗп. Каялла хӑвалаҫҫӗ тенине илтнӗ…

Эпир Игорьпе пурин ҫинчен те калаҫрӑмӑр. пурин ҫинчен те. Вӑл ман алӑсене хӑйӗн чӗрҫи ҫине тытнӑ та, ниепле те вӗҫертесшӗн мар, тек хӑйӗн ҫинҫелсе юлнӑ пӳрнисемпе ман пӳрнесене явкаласа ларать. Чӑн, вӑл нумай асап курни таҫтан паллӑ. Анчах Жмырев… мӗнле тӑшман пулса тӑнӑ уншӑн Жмырев! Тӗрӗс, ӑна вӑл малтан пулӑшам пек тунӑ, комендант патӗнчен тартнӑ, хӑй патне яла илсе пынӑ, вара ҫине тӑрсах ачана хӑйӗн тӗттӗм ӗҫӗсене явӑҫтарма пикеннӗ. Игорь килӗшмен, яхӑнне те яман, ҫакна пула, Жмырев ун мӗнпур кирлӗ пек япалисене туртса илет — тутӑрне, кӗпине, унтан пальтоне — таҫта кайса сутать. Игорь чирлесен, Жмырев ӑна сарайне куҫарать. «Ерекен чирпе пӳртре тытма юрамасть» — тет. Аван-ха, таҫтан ӑна, вилес пек выртаканскерне, Ариша курать. Игорь Аришӑна часах паллать, Ирина Михайловна вилнӗ кун, Расщепейсен ишӗлсе выртакан ҫурчӗ патӗнче хамӑр унпа калаҫнине астӑвать: Ариша аппа, ҫемҫе чӗреллӗ хӗрарӑм, ачана хӑй патне куҫарать.

Игорь ҫарамаспа пӗрех, анчах халь ӗнтӗ аптӑрамасть, эп ун валли, пӗлнӗ пекех. кирлӗ япаласем илсе килтӗм, вӗсене манран комендант парса ячӗ. Эпир халех, нимӗн тӑхтамасӑр тухса утас терӗмӗр. Анчах кӗрхи кӗске кун иртме те ӗлкӗрчӗ, поезда ҫитме — пайтах.

Вара ыран ирччен юлма шут тытрӑмӑр. Усадьба кил-хушши сӗмленсех пырать, юрпа пасарнӑ парк салху та кичем. Ҫавӑн пекех, чӳречисене ҫапса питӗрнӗ шурӑ колоннӑллӑ авалхи кермен те чуна илемсӗр курӑнать.

Аякра горизонт ҫийӗпе шевле вылять, пӗрре яр каять, тепре ҫухалать. Ҫӳлте, пуҫ тӗлӗнче, инҫе-инҫе, кӗрхи ҫӑлтӑрсем патӗнчех, самолет моторӗсем кӗрлеҫҫӗ.

Эпир лайӑх ӑшӑтнӑ пӗчӗкҫӗ хурал пӳртӗнче ларатпӑр. Самовар шавлать, чейпе ҫемҫелсе кайнӑ Ариша пирӗн калаҫӑва юлхавлӑн итлет. Сӗтел айӗнче кушак ҫури нӑйкӑшать, вӑл чӑлт шурӑ, кӗрен сӑмси тӗлӗнче пӑртак ҫӳлерех, хӗрлӗ пӑнчӑ пур. Кушак ҫури чӗвен тӑрать, малти урисемпе сӗтел ҫиттине тытма хӑтланать, чӗрнисемпе ярса илсе, шереперен ҫакӑнать, татӑлса анать. Вӑл ҫинҫе саслӑн макӑрать, сӗтел ҫинчен ӑна валли мӗн те пулин пӑрахсан, вӑрҫа-вӑрҫа тытать, кӗтесселле сӗтӗрсе кайса, мӑрӑлтата-мӑрӑлтата ҫиет.

— Дачниксенчен юлнӑ. Кӳршӗсем пурччӗ кунта, — ӑнлантарать Ариша. — Васкавлӑн куҫса кайрӗҫ, кушакӗ ҫухалса юлнӑ, пӗр-пӗччен, хуҫасӑр. Темӗнччен макӑрса ҫӳрерӗ, пӗтӗм чӗрене хускатрӗ, чӑтаймарӑм, тухса илтӗм.

— Эвка ятлӑ вӑл, — пӗлтерчӗ Игорь, — мӗншӗн тесен вӑл эвакуацирен тӑрса юлнӑ, пытаннӑ, тарнӑ. Ман хӑраххӑм, — хушса хучӗ вӑл, чир хыҫҫӑн пушшех те пысӑкланса кайнӑ куҫӗсемпе ман ҫине пӑхса. Ариша пӳртрен пӑртак пӑрӑнсанах, Игорь васкавлӑн пӑшӑлтатма пуҫларӗ:

— Атте таврӑнсан, чи малтан сан ҫинчен пӗлтеретӗп, Сима. Мӗнле эс мана пӑхатӑн… Пӗлетӗн-и, эс, маншӑн пулсан, тӑван аппаран лайӑх. Ак, калӑпӑр, Расщепей саншӑн мӗнле пулнӑ, эсӗ те маншӑн ҫапла… Чӑн сӑмах! Эпӗ сана ӗмӗр-ӗмӗр пулӑшӑп. Мӗнчул савӑнмарӑм эп эс килнипе!

— Ӗнен сана, хӑв манран тарса ҫӳрен!

— Кам пулӗ тесе шутлатӑн эс мана, Сима? Хӑравҫӑ чун тетӗн-и? Ҫук, эпӗ Витькӑн сӑмахне тӳсеймерӗм. Унтан Мускава хӳтӗлес шухӑш канӑҫ памарӗ. Сана мӗн, ман пирки командировать турӗҫ-и?

— Ҫапла…

Игорь ман ҫине чеен пӑхса илчӗ.

— Ох, чее те-ҫке эс, Сима! Эсӗ мӗн тери чее иккенне пӗлмеҫҫӗ-им? Анчах эс ахаль чее кӑна мар, хӑвна хӑв тытма пӗлекен йӗркеллӗ чее! Куратӑн-и, мӗнле? Пур ачасем те сан ҫинчен ҫапла калаҫҫӗ.

Манӑн Игорьтен ҫакна ыйтас килчӗ: мӗншӗн-ха апла, пирӗн гороскопсене вӑл тивмен пулсан, пирӗн нӳхрепе ун лезвийӗ лекме пултарнӑ? Анчах ун ытла та пӗтсе кайнӑ пичӗ ҫине пӑхсан, эпӗ ӑна-куна нимӗн те шарламарӑм. Чӗлхем ҫаврӑнмарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех