Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫпа (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам пӗлет, тен шӑпах ҫавӑнпа пуль кунта «ҫамрӑклантӑм» та эпӗ, вӑрҫӑ пуҫлансанах ӑрӑскалӑм мана хӗрхенмесӗр тыткаларӗ те, кунта вара Н. полкӗнче вӑл ман ҫине урӑхла куҫпа пӑхрӗ.

Кто знает, может быть, именно потому, что я так «помолодел», судьба, которая сурово расправилась со мной в начале войны, здесь, на Н., отнеслась ко мне совершенно иначе.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сылтӑмалла — борт ҫине! — кӑшкӑрать тискер сасӑпа капитан руль тытакан матроса, хӑй компас тавра тӗлӗнсе пӑхса тӑракан пассажирсене куҫпа та пӑхмасть.

— Право на борт! — не обращая ни малейшего внимания на пассажиров, почтительно обступивших компас, кричал капитан рулевому хриплым, горчичным голосом обжоры и грубияна.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах эпӗ сцена ҫинче урӑххине курнине пӗлеттӗм, мӗншӗн тесен пурин ҫине те санӑнни пек мар, урӑх куҫпа пӑхнӑ эпӗ.

Но я знал, что вижу другое на сцене, потому что на всё смотрел другими глазами, чем ты.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ман ҫине ырӑ куҫпа пӑхрӗ, чӑмлам пек туса тутине тӑсрӗ.

Он посмотрел на меня добрыми, старыми глазами, пожевал и выпятил губу:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ҫине ҫакӑн пек ырӑ куҫпа пӑхать пулсан, хамӑн ятӑмпа хушаматӑма, ҫарти звание ыйтать пулсан, ман ӗҫ ытла лайӑхах мар пулмалла-ха эппин, тесе шухӑшларӑм эпӗ.

и я подумал, что, должно быть, плохи мои дела, если на меня смотрят такими добрыми глазами, если у меня спрашивают имя и отчество, фамилию и звание

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна — вӑл мана алла илтӗм-ха тесе, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклетсе мана курасшӑн сивлек куҫпа пӑхнӑ пек.

И его — поднявшего очки, смотрящего на меня с выражением холодного любопытства и полной власти надо мной.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пек палӑрми хисеплӗ куҫпа тата кам пӑхтӑр ман ҫине?

Кто же другой мог уставиться на меня с таким неопределённо вежливым выражением?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара Петя хам куҫпа вуларӑм ҫав заметкӑна тесе ҫырса ярсан шырами те пултӑм.

Потом перестала, когда Петя написал мне, что он читал заметку своими глазами:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак сӑмахсене илтӗнмеллех каларӑм пулас эпӗ, мӗншӗн тесен Берта самантлӑха хӑй салфеткисене пӑрахрӗ те ман ҫинелле алчӑранӑ куҫпа пӑхса илчӗ.

Должно быть, я сказала это вслух, потому что Берта на мгновение оторвалась от своих салфеток и рассеянно посмотрела на меня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам куҫпа хам чӳрече витӗр куртӑм: лешӗ, тӑсланки, сӗтел ҫинчи хучӗсене васкавлӑн пуҫтарать, ҫыхать, темӗнле ещӗксене пӑрахать.

Сейчас там ходил, вижу через окно — этот ихний длинный всякие бумаги на столе собирает, связывает и в какие-то ящики бросает.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эп, чӑн сӑмах, хамӑнне ҫеҫ тытрӑм, ыттисене, кирек те мӗн кала, ӗненсен — ӗнен, ӗненмесен ан ӗнен, куҫпа та пӑхман.

— Я, честное слово, только свою взял, другие, хоть что говори, хочешь верь, хочешь не верь, в глаза не видел.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Куҫпа пӑхнипех пӗтӗм ӑшчик тапранать.

Глядеть только — и то с души воротит.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ вӑл ҫакӑнтан пуҫланать, сӑртсем хыҫӗнчен, ӑна эп халь-халь куратӑп — куҫпа виҫсе илейми шыв тӗнчи!..

Вот, это начинается там, за холмами, сейчас я увижу это — край света без суши, целый мир воды…

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Алчӑранӑ куҫпа пӑхса илчӗ Петя ман ҫине.

Петя растерянно смотрел на меня.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӑл Евгений Онегина суд тунине аса илтӗм, ун чухне вӑл мана салхуллӑ куҫпа пӑхатчӗ, юлашки сӑмахне каланӑ чух Гришка Фабера «питӗ пултараканскер» тенӗччӗ.

А я вспомнила, как он судил Евгения Онегина и всё время мрачно смотрел на меня, а потом в заключительном слове назвал Гришку Фабера «мастистый».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шухӑшӑмра эп ӑна савӑкрах пулма сӗнтӗм, пурнӑҫра мӗн лайӑххи пур, пурте санпа пӗрле пултӑр, терӗм, вара мӗн алӑк патне ҫитсе тӑричченех ӑна куҫпа пӑхса ӑсатрӑм.

Я мысленно пожелал ей бодрости и всего самого лучшего, что я только мог пожелать ей в эту минуту, и до самого подъезда проводил её взглядом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн мӗнле ӗҫсем иккенне питех те ыйтса пӗлесшӗнччӗ эпӗ, анчах Кораблев ман ҫине нимӗнле пӗлтермен куҫпа пӗр тикӗссӗн пӑхса илчӗ те эпӗ, унпа кунӑҫса, ҫӑварӑма хупрӑм.

Я хотел спросить, в чём, собственно говоря, заключались его труды, но Кораблёв посмотрел на меня ровным, как бы ничего не выражавшим взглядом, и я послушно закрыл рот.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла ӑшӑ сӑнарлӑ пулмарӑм пулас ун чух, мӗншӗн тесен Иван Павлыч малтан ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ, унтан ман ҫине, вара сасартӑк — вӑл мӗне пӗлтернине ҫинчен сиссе те ӗлкӗреймерӗм эпӗ, — аллине сӗтел ҫине сарса хучӗ те ун ҫине куҫпа кӑтартрӗ.

Должно быть, у меня был при этом не очень приветливый вид, потому что Иван Павлыч внимательно посмотрел сперва на него, потом на меня и вдруг — я не сразу вспомнил, что это значит, — положил руку на стол и показал на нее глазами.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ куҫа уҫрӑм, унтан каллех хупрӑм: хамӑн куҫпа курни мана ҫав тери савӑнтарса ячӗ.

Я открыл глаза — и снова закрыл: таким счастьем показалось мне то, что я увидел.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӗри-тавра нимӗн те курӑнмарӗ, эпӗ вара темчуль вӑхӑт хушши самолета ниҫталла пӑхмасӑр, суккӑр куҫпа тенӗ пекех, стенасене хыпашласа майӗпен илсе пытӑм.

Ничего не было видно вокруг, и некоторое время я вёл самолёт в полной темноте, как будто натыкаясь на стены.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех