Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗммӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.22 22:23

Пуплевӗш: 187; Сӑмах: 1947

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Мӗлке

— Ку шкулта чухнех, тахҫанах пуҫланчӗ, — терӗ Ромашов малалла. Уроксене сан пекех ирӗккӗн калас тесен, манӑн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех лармаллаччӗ. Укҫа ҫинчен шухӑшласшӑн марччӗ эпӗ, мӗншӗн тесен укҫа сана ним чухлӗ те илӗртменнине курсах тӑраттӑм. Эпӗ сан пекех пулма ӗмӗтленеттӗм, эсех пуласшӑнччӗ, эсӗ яланах пур ҫӗрте манран ҫӳлерех те вӑйлӑрах иккенне курса асапланаттӑм.

Чӗтӗреме тытӑннӑ пӳрнисемпе вӑл сӗтел ҫинчи кӗленче коробкӑран пирусне илчӗ те чӗртесшӗн пулчӗ. Эпӗ тивертрӗм. Вӑл чӗртсе тӗтӗмне ӑшне илчӗ те пирусне пӑрахрӗ.

— Хушӑран сана урамсенче тӗл пулаттӑм, — хапхасенчен кӗре-кӗре пытанса эпӗ сан хыҫҫӑн мӗлке пек ҫӳреттӗм. Театрта пулсан, эпӗ сан хыҫна пырса лараттӑм, турӑҫӑм, мӗнрен уйрӑлса тӑраттӑмччӗ-ши вара эпӗ санран? Анчах эпӗ сцена ҫинче урӑххине курнине пӗлеттӗм, мӗншӗн тесен пурин ҫине те санӑнни пек мар, урӑх куҫпа пӑхнӑ эпӗ. Ҫапла ҫав, пирӗн тавлашу пирӗн Катя пирки кӑна пымастчӗ. Хам мӗн туйса тӑни пур ҫӗрте те кирек хӑҫан та сан туйӑмупа кӗрешетчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ сан ҫинчен пӗтӗмпех пӗлеттӗм те: эсӗ Атӑл таврашӗнче ял-хуҫалӑх авиацийӗнче ӗҫлерӗн, унтан вара Инҫетри хӗвелтухӑҫӗнче. Каллех Ҫурҫӗре каясшӑнччӗ эсӗ — сана хирӗҫ пулчӗҫ. Вара эсӗ Испание тухса кайрӑн — тупата, ку ӗнтӗ мана асапланса та тертленсе ӗмӗтленни хӑй тӗллӗнех пурнӑҫа кӗнӗ пек туйӑнчӗ. Анчах эс таврӑнтӑн — йӗрӗнсе кӑшкӑрчӗ Ромашов, — ҫавӑнтан вара санӑн кун-ҫул пӗтӗмпех ӑнса пычӗ. Эсӗ Катьӑпа Энск хулине куҫса кайрӑн, — куратӑн-и, эпӗ пурне те, ху тахҫан маннине те, пӗлсе тӑратӑп вӗт. Эсӗ телейлӗ те, ҫавӑнпа манма та пултарнӑ, эпӗ — манман, телейӗм ҫук ҫав манӑн.

Вӑл хыпӑнса сывларӗ те куҫне хупрӗ, каллех куҫне уҫрӗ те, ун куҫӗнче темӗнле урӑ та ытла ҫивӗччи, ҫак еккине янӑ чухне калакан сӑмахсенчен вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетре тӑраканни йӑлтлатса илчӗ. Эп ӑна сӑмах чӗнмесӗр итлерӗм.

— Уйрасшӑнччӗ ҫав эпӗ сире, мӗншӗн тесен ҫав юрату санӑн пӗтӗм пурнӑҫӑнтан тӗлӗнмелле телейлӗ пулса пыратчӗ. Вилес пек хапсӑнаттӑм сана, эсӗ акӑ ху юратас тенине ҫеҫ юрататтӑн, эпӗ тата ӑна санран уйӑрса илес тенипе те юрататтӑм. Санпа юрату ҫинчен калаҫни кулӑшла та пулса тухать пулӗ! Пӗтрӗ ӗнтӗ пирӗн хирӗҫӳ, выляса ятӑм ӑна эпӗ, халь эсӗ сывах та чипер иккенӗпе танлаштарсан тинех мӗне тӑтӑр манӑн хамран хам кулни; шӑпам каллех мана улталарӗ!

Алӑк патӗнчи пӳлӗмре телефон шӑнкӑртатрӗ, Вышимирский телефонпа калаҫни илтӗнчӗ:

— Килчӗ вӑл, килчӗ. Ӑҫтан калаҫҫӗ кӑна?

Вӑл темшӗн Ромашова чӗнмерӗ.

— Вара вӑрҫӑ та пуҫланчӗ. Эпӗ хам кайрӑм. Манӑн броня пурччӗ, ҫапах кунта юлма килӗшмерӗм, Вӗлерсен — пит лайӑх! Ӑшӑмра эпӗ эс вилессе шанаттӑм, эс вилессе! Винница патӗнче эпӗ аслӑк айӗнче выртаттӑм. Пӗр летчик кӗчӗ те алӑк патӗнчех чарӑнса тӑчӗ, аллинче хаҫатчӗ унӑн. «Курӑр-ха, ачасем! — терӗ вӑл вуланӑ май. — Ҫунса кайнӑшӑн питӗ шел». — «Кам?»  — «Григорьев капитан хӑй экипажӗпе». Хаҫат ҫинче мӗн ҫырнине пин хут вуласа тухрӑм эпӗ, пӑхмасӑр калатӑп. Анчах тепӗр темиҫе кун иртсен сана эпӗ эшелонта тӗл пултӑм.

Хӑй кӗтнӗ шанчӑкне пӳлнӗшӗн, эп вилменшӗн вӑл мана хамах хӗрхенме ыйтнӑ пек калаҫни мана уйрӑмӑнах тӗлӗнтерчӗ. Анчах вӑл хӗрсе кайнипе хӑй кулӑшла пулса тӑнине те сисмерӗ.

— Малалла мӗн пулнине эс пӗлетӗн ӗнтӗ. Аташнӑ ҫав эпӗ, ун ҫинчен калама та намӑс! Поезд ҫинчех-ха эсӗ Катя ҫинчен шухӑшламан пек пулни мана тӗлӗнтерчӗ. Ҫав пыльчӑк та йӗркесӗрлӗх сана асаплантарнине пӗлеттӗм эпӗ, анчах каялла чакасси ан пултӑр тесе эсӗ пурнӑҫна пама та хатӗрччӗ. Маншӑн вара ку эс каллех манран ҫӳлте тӑнине те вӑйлӑраххине кӑтартса пачӗ.

Шӑпланчӗ вӑл. Тӗнчере нихҫан та ӑвӑслӑх кати те, йӗпе ҫулҫа куписем те, хама сулӑнса ҫапма кансӗрлекен вутӑ сыпписем те пулман тейӗн ҫав, ал вӑйӗпе ҫӗре тӗренсе «Ромашов, ҫаврӑн!» тесе калас мар тесе тӑрӑшса эпӗ пӗртте выртман тейӗн ҫав. Ман умра тирпейлӗ сӑрӑ костюмлӑ хисеплеме тивӗҫлӗ господин ларать. Аллӑм та сӑрӑлтатса кайрӗ манӑн — тем пек ӑна пистолетпа ҫапса ярас килчӗ.

— Вӑл ӗнтӗ, чӑн, тарӑн шухӑш, — терӗм ӑна, — чим-ха, асӑма килнӗ чух, алӑ пусса пар-ха ҫак хут ҫине.

Вӑл ӳкӗнсе калаҫнӑ хушӑра эпӗ Татаринов капитана шырас ӗҫ епле пӗтни ҫинчен калакан историе ҫырса пытӑм. Ку маншӑн питӗ кансӗр ӗҫчӗ, эпӗ канцеляри ӗҫне ытла та юратмастӑп. Но «Ромашов кӑтартса пани» лайӑх тухрӗ пулмалла-ха, мӗншӗн тесен эпӗ унта «Главсевморпуть руководствине киревсӗр улталаса» тесе, ҫавӑн евӗрлӗ пур сӑмахсемпе малалла та ҫырса пырсаттӑм.

Ромашов ӑна васкавлӑн вуласа тухрӗ.

— Юрӗ, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — унччен малтан манӑн ҫакна ӑнлантарса памалла пулать.

— Алӑ пус эсӗ малтан, унтан ӑнлантарӑн.

— Анчах эсӗ пӗлместӗн-ха…

— Алӑ пус, ӑншӑрт! — терӗм эпӗ ӑна шартах сиктерекен сасӑпа, шӑлӗ ҫине шӑлӗ ларми пулчӗ унӑн.

— Тархасшӑн.

Вӑл алӑ пусрӗ те перине ҫилленсе пӑрахрӗ.

— Эсӗ мана тав тумалла-ха, ху тата тӳрӗрен каланӑшӑн мана тӗп тӑвасшӑн, хӑвна усӑ кӳресшӗн. Юрӗ?

— Юрӗ, тейӗпӗр.

Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ, тен шӑпах ҫакӑн чух мана ӑвӑс катинче персе пӑрахманшӑн пӗтӗм чунӗпе кӳренчӗ пуль!

— Эпӗ Мускава таврӑнтӑм, — терӗ малалла, — ҫинчех вара хама Ленинграда куҫарттарасшӑн ӗҫ ҫӳретме тытӑнтӑм. Эпӗ Ладога кӳлли урлӑ кайрӑм, нимӗҫсем пӑрахутсене путаратчӗҫ, ҫапах та шӑпах вӑхӑтра ҫитрӗм эпӗ. Мухтав турра, турра мухтав, — хушрӗ вӑл васкаварлӑн, — тепӗр кун-и, нумай пулсан иккӗ-и, манӑн вара Катьӑна шӑтӑка пытарасси кӑна юлатчӗ.

Ку тӗрӗс те пулӗ тен. Вышимирскиех-ха Ромашов Ленинградра пулчӗ тесен, эпӗ хайхи ачасемпе килкартинче ӗҫлекен карчӑк хӗрлӗ майор ҫинчен каласа панине асӑма илтӗм. «Вӑл ҫав хӗрлӗскере уҫса кӗртрӗ, хӗрлӗскерӗн ҫӑкӑр пурччӗ. Пысӑк хутаҫпаччӗ, ӑна вӑл хӑй ҫӗкленӗччӗ, мана памарӗ», тенӗ сӑмахсем аса килчӗҫ. Тата урӑххи пӑшӑрхантарчӗ мана. Ромашов ӗнтӗ Катьӑна эпӗ вилнӗ тесе ӗнентерме пултарнӑ, паллах, вӑл ӑвӑс катине асӑнман, вӑрҫӑра ҫапла пулса тӑчӗ, теме пултарнӑ.

— Акӑ Ленинграда та ҫитрӗм. Унта мӗн пулнине эс пӗлме те пултараймастӑн. Эпӗ виҫҫӗр грамм ҫӑкӑр илеттӗм, ҫуррине Катя валли илсе пыраттӑм. Декабрь уйӑхӗ иртес чух манӑн кӑштах глюкоза тупма май пулчӗ, ӑна Катя патне илсе ҫитериччен пӳрнемсене ҫыртса кышларӑм. Катя кравачӗ умне ҫитсе ӳкрӗм те, вӑл мана «Миша», терӗ. Анчах манӑн ҫӗкленме халӑм ҫукчӗ. Эп хӑтартӑм ӑна, — терӗ те вӑл салхуллӑн, хама ӗнентерме пултараймасран тем пек хӑрани каллех ӑна ӑсран ячӗ, — хам вилмен пулсан, эпӗ уншӑн та, саншӑн та кирлӗ пулассине пӗлсех тӑтӑм.

— Маншӑн та-и?

— Саншӑн та. Сковородников Катьӑна эсӗ вилнӗ тесе ҫырса пӗлтернӗ, эпӗ ҫитнӗ ҫӗре вӑл хуйхӑра-хуйхӑра вилес пек пӗтсе кайнӑччӗ. Эпӗ сана куртӑм тесе каласа кӑтартсан кайран курӑсӑнччӗ Катя епле савӑнса кайнине. Ҫав самантра ӑнлантӑм та эпӗ хам епле йӗрӗнчӗк иккенне, — терӗ Ромашов пӗтӗм сасӑпа та хыттӑн, ҫав сасӑран алӑк патӗнче ларакан Вышимирский те пуканӗ ҫинчен ӳкнӗ пек илтӗнчӗ. Ромашов малалла каларӗ: — ҫав юрату умӗнче йӗрӗнчӗк иккен эпӗ. Хам сана вӗлересшӗн пулнӑшӑн ҫав самантра ытла хытӑ ӳкӗнтӗм. Сана вӗлерни ултавлӑ утӑм пулнӑ пулӗччӗ. Сан вилӗмӳ мана пурпӗрех телей кӳмен пулӗччӗ.

— Пӗтертӗн-и каласа?

— Пӗтертӗм. Январьте мана Хвойнӑй станцине командировкӑна ячӗҫ, икӗ эрнелӗхе кайсаттӑм эпӗ, какай илсе пытӑм, анчах хваттер пушахчӗ. Эс паллатӑн пуль Варя Трофимовӑна, вӑл Катьӑна самолетпа ӑсатнӑ.

— Ӑҫта?

— Вологдӑна, эпӗ ӑна тӗплӗн пӗлтӗм. Унтан вара Ярославле.

— Ярославльтисенчен камран ыйтса пӑхрӑн эс?

— Эвакопункт урлӑ, начальникӗ ман палланӑ ҫын.

— Ответ илтӗн-и?

— Илтӗм. Анчах унта Катя эвакопунктра пулни ҫинчен кӑна пӗлтерчӗҫ, ӑна Ленинградран пынӑ чирлисен больницине янӑ.

— Кӑтарт-ха.

Сӗтел сунтӑхӗнчен ҫыру илсе кӑтартрӗ. «Всполье станцийӗ, — тесе вуларӑм эпӗ. — Эсир ыйтнине хирӗҫ…»

— Мӗншӗн Всполье вара?

— Эвакопункт ҫавӑнта ӗҫлет, вӑл Ярославльтен икӗ километрта.

— Халь пӗтӗмпех пӗтертӗн-и?

— Пӗтӗмпех.

— Эппин мана итле, — хӗремесленес марччӗ тесе тем пек тӑрӑшса каларӑм Ромашова. — Катя валли мӗн-мӗн кӑна тумарӑн пулин те эпӗ сана ниепле те каҫарма пултараймастӑп. Ман пирки вара ху мӗн хӑтланса пӗтни вӑл иксӗмӗр хушшӑмӑрти хирӗҫӳ мар. Мана, аманнӑскере, вӑрманта ҫаратса пӗр-пӗччене пӑрахса хӑварса, пӗтӗмпех вӗлерсе пӑрахас тенӗ чух, эсӗ пӗр мана хирӗҫ кӑна мӑр тӑтӑн. Эсӗ ҫар ӗҫӗ енӗпе айӑпа кӗтӗн. Ҫав айӑпа тунӑшӑн сан ҫине чи малтанах присягӑна пӑсакан ирсӗр ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхӗҫ.

Эпӗ ӑна тӳрех куҫран пӑхрӑм, пӑхрӑм та — тӗлӗнсе кайрӑм. Вӑл мана итлемерӗ. Пусма тӑрӑх такамсем иккӗн-виҫҫӗн хӑпаратчӗҫ, ура сассисем янравлӑн илтӗнсе кайрӗҫ. Ромашов канӑҫсӗр пӑхса илчӗ те ура ҫине тӑчӗ. Шаккарӗҫ, унтан шӑнкӑртаттарчӗҫ.

— Уҫас-и? — ыйтрӗ стена леш енчен Вышимирский.

— Юрамасть! — кӑшкӑрчӗ Ромашов. — Кам иккенне ыйтса пӗлӗр, — темӗн асне илнӗ пек майӗпен ҫеҫ хушрӗ вӑл, унтан, ташланӑ чухнехи пек, пӳлӗм тӑрӑх урисемпе шукаласа иртрӗ.

— Кам унта?

— Домоуправленирен, уҫӑр.

Ромашов шӑлӗ витӗр ассӑн сывласа илчӗ.

— Эпӗ килте ҫук, тейӗр.

— Пӗлмен эпӗ. Телефонпа ыйтрӗҫ те, эпӗ сире килте терӗм.

— Килтех-ҫке, — терӗм эпӗ хыттӑн.

Ромашов ман ҫинелле ӳпӗнчӗ, аллӑмран ярса тытрӗ. Эпӗ ӑна тӗртсе ятӑм. Вӑл анӑрашса илчӗ те унтан вара ман хыҫҫӑн алӑк патӗнчи пӳлӗмелле тапӑлтатса пырса, паҫӑрхи пекех, стенана шкап хушшине кӗрсе тӑчӗ.

— Тӑхтӑр-ха кӑштах, халех уҫатӑп, — терӗм эпӗ.

Иккӗн пырса кӗчӗҫ. Пӗри, салху сӑнне-питне пӑхсан, хуҫалӑха йӗркеллӗ пӑхакан ҫын пек туйӑнать те, управдом пулмалла, вӑтам ҫулхи ҫын, тепри ҫамрӑкскер, пуҫне чипер картуз тӑхӑннӑ, сӑпайскер, ӑна эпӗ домоуправленире курсаттӑм. Ҫамрӑкки кӗрсенех ман ҫине пӑхрӗ, унтан васкамасӑр Ромашова куҫларӗ.

— Ромашов гражданин?

— Эпӗ.

Вышимирский шӑлӗсене хыттӑн шатӑрттарчӗ, пурте ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

— Пӑшалӑр?

— Ҫук, — терӗ Ромашов хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшса; унӑн хускалми пичӗ ҫинче темле пӗр шӑнӑрӗ ҫеҫ туртӑнса илчӗ.

— Мӗнех эппин, пуҫтарӑр хӑвӑра кирлӗ япалӑрсене. Нумаях кирлӗ мар: кӗпе-йӗм илӗр, улӑштарса тӑхӑнмаллӑх. Управдом, эсир арестленнӗ ҫынпа пыратӑр. Капитан юлташ, документӑрсене кӑтартма сӗнетӗп…

— Николай Иваныч, ку нимӗне тӑман ӗҫех, — хыттӑн каларӗ Ромашов таҫти тепӗр пӳлӗмрен, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн япалисене ҫурӑм миххине чикетчӗ. — Ҫав пыршӑ-пакарта пирки тухнӑ ухмах историшӗнех чӗнеҫҫӗ ӗнтӗ. Астӑватӑр пуль, эп сире каланӑччӗ — леш, Хвойнӑйран илсе килнӗ пыршӑ-пакарта ҫинчен.

Вышимирский каллех шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ. Вӑл нимӗнле пыршӑ-пакарта ҫинчен те илтменни таҫтанах паллӑ.

— Саня, эсӗ Катьӑна Ярославльте тупасса шансах тӑратӑп, — тата хыттӑн каларӗ Ромашов, — эс кала ӑна…

Ромашов миххине ӳкерчӗ те кӑштах куҫне хупса тӑчӗ, эпӗ ӑна тепӗр пӳлӗмрен пӑхса тӑтӑм.

— Юрӗ, ним те мар, — мӑкӑртатрӗ вӑл.

— Айӑп ан тӑвӑрах, сирӗн пӗр стакан шыв тупӑнмӗ-ши, — терӗ Вышимирскине чипер картузли.

Вышимирский тултарса пачӗ. Халӗ ӗнтӗ пурте алӑк патӗнчи пӳлӗмреччӗ — ҫурӑмӗ ҫине михӗ ҫакнӑ чӗмсӗр Ромашов, алчӑранӑ Вышимирский аллинчи пушӑ стаканӗпех. Пӗр минутлӑха пурте шӑпланчӗҫ. Унтан агент алӑка тӗкрӗ.

— Чипер юлӑр, айӑп ан тӑвӑр чӑрмантарнӑшӑн, — терӗ те вӑл, Ромашова иртме сӗнчӗ.

_____________

Вӑхӑтӑм пулнӑ пулсан, мӗн пулса иртнине чухлама тӑрӑшнӑ пулӑттӑм, шӑпа Мускав милицийӗ урлӑ Ромашов хваттерне ҫитсе пирӗн пуҫланӑ сӑмаха пӗтериччен уямасӑр татрӗ. Анчах поезд Ярославле 20 сехет те 20 минутра тухса каятчӗ, манӑн тумаллисем пайтахчӗ-ха:

а) Слепушкин патне пырса ӗҫе пӗтермеллеччӗ, ҫав ӗҫ хӑех сехет ҫурра яхӑн вӑхӑтӑма йышӑнать;

б) наградной отдела кӗмелле — Мускавра чухнех-ха хыпар илсеттӗм мана тепӗр Хӗрлӗ Ялав орденне памалла тунӑ тенине, наркоматра эпӗ документ та илме пултаратӑп;

в) ҫула кайма мӗн те пулин тупас пулать: М-овран мӗн илсе килнине, пӗтӗмпе тенӗ пекех, Ленинградра эпӗ хампа пӗр полкра пулнӑ, Балти тинӗс летчикне парса хӑвартӑм;

г) билет тупмалла пулать, ку ӗнтӗ ытла чӑрмантарас та ҫук-ха, мӗншӗн тесен эпӗ билетсӑр та кайма пултаратӑп.

Унсӑр пуҫне тата Ромашов ҫинчен ҫар прокурорне ҫырса пӗлтермелле.

Ҫаксене тӑвасси маншӑн кирлех пек туйӑнчӗ, поезд кӗтмеллӗх юлнӑ тӑватӑ-пилӗк сехет хушшинчи пурнӑҫӑма шӑпах ҫак тертленӳсемпе ирттерес тесеттӗм. Чӑннипе, манӑн Валя Жуков патне ҫеҫ таврӑнмалла пулнӑ иккен, унта ҫитмешкӗн пилӗк минут ҫеҫ утмаллаччӗ. Вара тен, кам пӗлет — Ромашов ман умра тӳрре тухасшӑн мӗн суйса та мӗн чӑннине арпаштарса калани ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт ҫитнӗ пулӗччӗ-и.
Эпӗ Арбат плошадӗнче чарӑнса тӑрсаттӑм.
«Пӗр-ик минутлӑха Валя патне кӗрсе тухас мар-и», терӗм. Анчах Валя патне кӗрес вырӑнне сухал хыртарма кӗтӗм, Географически управленине кӗриччен ҫавӑнтах ҫухана та ҫӗннипе улӑштарса ҫӗлӗп терӗм, Управленире мана пӗр контрадмирал тепӗрин патне кӗртесшӗнччӗ.

Шӑпах 17 сехетре эпӗ Слепушкин патне пытӑм, 18-мӗш сехетре мана ГУ кадрне кӗртрӗҫ те чи Инҫетри Ҫурҫӗре, хайхи Р. патне ӗҫе кӗме, командировка пачӗҫ. Ик-виҫӗ ҫул ӗлӗкрех пулсан, ҫак канцелярилле сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн ман куҫ умне инҫетри-инҫетри сӑрт-тусем тухса тӑнӑ пулӗччӗҫ; халӗ акӑ, тӗрлӗ ӗҫпе те пӑшӑрханупа вӗресе тӑнӑ май, удостоверенине те ним асилмесӗрех кӗсьеме чикрӗм, кӑлӑхах Р. юлташа Управленирен телеграф тӑрӑх Ярославльпе ҫыхӑнма сӗнмерӗм тесе ӳкӗнтӗм.

Наградной отделта пулса сехет ҫурӑ вӑхӑтӑма ҫухатни ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ. Анчах Мускаври ҫак асран кайми юлашки тӗлпулу ҫинчен манӑн каласа памаллах.

Ытла ӗшеннӗскер, ҫурӑм миххине хӑрах алла тытрӑм, тепӗр аллӑмра чемодан, эпӗ «Охотнӑй рядри» станцинче метрона антӑм. Ӗҫлес кунӑм иртрӗ, 1942-мӗш ҫулхи ҫуллахи вӑхӑтра метрора ирӗкчӗ пулин те эскалатор умӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑратчӗ. Куҫса пыракан лента хирӗҫ ҫӗкленетчӗ. Эпӗ, ҫак ывӑнтаракан та тертлӗ куна пула Мускава та кураймарӑм тесе шухӑшласа илтӗм те Мускав ҫыннисем ҫине пӑхма тытӑнтӑм. Катаранах эпӗ картузлӑ пӗр лӳппер ҫынна асӑрхарӑм, тӑваткӑл хулпуҫҫиллӗ пальтопаччӗ вӑл, хӑй улӑхмастчӗ, ҫак шавлӑ машина ӑна хӑҫан-ха ҫӳле ҫӗклетсе ҫитерӗ тесе, кӑмӑлне хывнӑ чухнехи пек кӗтсе, ишсе пыратчӗ. Вӑл Николай Антоновиччӗ.

Палларӗ-ши вӑл мана? Темӗн, ҫук-тӑр. Палларӗ пулсан та, мӗн ӗҫӗ пур-ха унӑн ҫак якалнӑ кительлӗ, ҫакӑр сӑмси чикнӗ илемсӗр хутаҫлӑ капитан ҫумӗнче?

Хӑйӗн тӗлӗрекен ҫынӑнни пек сивӗ куҫӗпе вӑл ман ҫине ним сӑнамасӑрах пӑхса иртрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех