Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунулттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Ҫиччӗмӗш пай. Пилӗк ҫул

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.20 20:21

Пуплевӗш: 167; Сӑмах: 1892

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Айӑп ан ту, Ленинград!

1942-мӗш ҫулхи январьте мана Ленинградран илсе кайрӗҫ. Ытла начарланнӑччӗ эпӗ, врачсем эшелонпа яма хушмарӗҫ те, Варя мана самолетпа ямалла турӗ.

Каяс умӗн пӗр кун малтан мана сортировочнӑй госпитальтен шӑнкӑртаттарчӗҫ те Сковородников лейтенант аманнӑ, мана салам калама сӗнчӗ, тесе пӗлтерчӗҫ.

— Эсир унӑн йӑмӑкӗ-и?

— Унӑн, — терӗм эпӗ пӑшӑрханнӑ сассӑмпа, — йывӑр аманнӑ-и?

— Ытлах мар. Тӗл пуласса шанать.

Эпӗ кайса килесшӗнччӗ те Варя чарса тӑчӗ. Вӑл тӗрӗс те турӗ пулас — ҫул ҫинче эпӗ вилнех пулӑттӑм. Ман ӑшӑмра пурнӑҫ пурри ытла имшерӗн, кӑшт ҫеҫ сисӗнетчӗ, Васильевски утрав ҫинчи госпиталь, тӗнче хӗрринчи пекех, вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетре. Петьӑна Ҫарпа медицина Академине вырнаҫтарма пулать тесе шанатчӗ Варя, паллах «стоматологине» мар ӗнтӗ — унӑн кӑкӑрӗпе алли суранланнӑ — ӑна хирти хирурги отделенине вырнаҫтармалла. Анчах ҫав отделени «стоматологинчен» инҫе мар. Варя кунсеренех ун патне кӗрсе ун сывлӑхне сыхласшӑн тӑрӑшӑп тесе сӑмах пачӗ. Вӑл панӑ сӑмаха тытни Петьӑшӑн ҫеҫ мар, хӑйшӗн те епле хаклӑ иккенне тавҫӑраймастчӗ-ха вӑл, ун пирки ним каламалли те ҫук.

Манӑҫакан тӗлӗкри пек, кӑшт ҫеҫ астӑватӑп эпӗ ҫӳлӗ йывӑҫ хуралта — ангарччӗ-ши? — унта эпӗ хам пекех пӗркенсе ларнӑ салху ҫынсем хушшинче пайтахчен лартӑм. Унтан вара пире халӗ ҫеҫ ҫуса кайнӑ юр тӑрӑх ансӑр сукмакпа, арканнӑ самолет ванчӑкӗсем выртакан тарӑн шӑтӑксен хӗррипе ертсе кайрӗҫ, юрпа ҫурма витӗннӗ хӗрлӗ тӗмсен хӗррипе иртрӗмӗр. Ҫав хӗрлӗ тӗмсем ӗне какайӗ иккенне малтан пӗлеймерӗм те эпӗ, ӑна Ленинграда самолетпа тиесе килнӗ-мӗн. Кайран акӑ ансӑр кӑна тимӗр пусма тӑрӑх улӑхса пушӑ та сивӗ самолета кӗтӗмӗр. Шалта аяккисенче тенкелсем пурччӗ, витӗр курӑнакан калпак айне пулемет вырнаҫтарса хунӑччӗ.

Урӑх нимӗн те ҫук. Ҫиллес кӑна пӗчӗк летчик, тир атӑ тӑхӑннӑскер, кабина патнелле кӗрсе кайрӗ. Мотор кӗмсӗртетрӗ, сулӑнтарчӗ, унтан вара сулахай енчен те, сылтӑм енчен те йӑлкӑшса тӑракан хир вылянса ҫеҫ тӑчӗ. Ҫав самантра вӑрантӑм та эпӗ. Айӑп ан ту, Ленинград!

Эпӗ Ладога кӳлли ҫийӗн вӗҫетӗп, тата темиҫе кунтан ҫавӑн тӑрӑх Ленинград ҫыннисене лартнӑ машинӑсем «Пысӑк ҫӗр ҫине» куҫса кайӗҫ, Ленинградалла ҫӑкӑр та ҫӑнӑх турттарӗҫ. «Пурнӑҫ ҫулне» кӑтартакан маяксем унта-кунта лартса тухнӑ ӗнтӗ, халӑх пӗтӗм чунне парса, юр ашса ҫул хывать.

Аслӑ вӑрҫӑн картти ҫинчен вӗҫетӗп те эпӗ. Ман самолетӑн штурвалне ҫав ҫиллес пӗчӗк летчик мар иккен, Вӑхӑт хӑех тытса пырать.

Малалла та малалла пӑхать Вӑхӑт, вара ман куҫ умне те аслӑ сӑн-сӑпатсем тухса тӑраҫҫӗ. Вӗҫӗмсӗр ҫулсем тӑрӑх хӗвелтухӑҫнелле калама ҫук пысӑк заводсен пайӑн-пайӑн уйӑрнӑ цехӗсем пыраҫҫӗ. Юрпа витӗннӗ станоксем вӗҫӗмсӗр туртӑнаҫҫӗ, вӗсене ӗҫе кӗртиччен темиҫе ҫул иртессӗн туйӑнать. Анчах юр ирӗлмест-ха, хӗллехи хӗвел те хӗрхенсе ҫеҫ ӑшӑтать-ха, пушӑ хирсенче вара, пӗр юртӑран тепӗр юртта ҫити наянӑн туртӑнакан кӳмесем ҫӳренӗ ҫӗрте, ватӑ казах-кӗтӳҫӗ хӑй тӑмрине шӑрантарса кӗтӳне кӗтнӗ ҫӗрте, кунсерен ӳсен темиҫе хутлӑ ҫуртсем ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ. Ҫӗршывӑм малалла сикме хатӗрленсе вӑй-хӑватне карӑнтарса тӑрать…

Мана вара, кӑшт ҫеҫ сывлаканскере, Ярославльти «Ленинградрисен» палатине илсе каяҫҫӗ, ҫав палатӑсенче питӗ лӑпкӑ ҫынсем ҫиесси ҫинчен шухӑшлас мар тесе выртаҫҫӗ. Врачсем ҫиесси ҫинчен шухӑшлама хушмаҫҫӗ, ӗненменнисене вӗсем кӗлетсене кӗртсе кӑтартаҫҫӗ. Кӗлечӗсем вара туп-тулли!

Ҫак больницӑра мана кукамай шыраса тупать те — тупаймасть: анӑраса тӑрать вӑл алӑк урати ҫинче, палатӑна ҫитсе кӗрсен пур енне те пӑхкалать. Вӑл ман ҫине пӑхать те паллаймасть, мана кулӑш хыпса илет, эпӗ те ӑна чӗнсе илместӗп, кулатӑп та, йӗретӗп те хам…

Малалла та малалла! Ир те каҫ. Каллех ир ҫитет. Кунпа ҫӗр тахҫанах хутӑшнӑ та, ӗнтӗ хӗвел кисреннӗ ҫӗр ҫине хӑҫан тухасса хай те пӗлмест пуль.

Нимӗҫ салтакӗ хытнӑ урине кӗрт айӗнчен кӑтартса выртать. Пӳрнисемпе вӑл шӑнӑр туртнӑн ют ҫӗре чӑмӑртать, ют ҫӗрпех унӑн ҫӑварӗ те тулса ларнӑ — ӑна ҫӑтасшӑн пулса, пырне лартнипе вилнӗ тейӗн ҫав.

Вырас салтакӗ малалла талпӑннӑ, гранатне ҫӗкленӗ, шӑпах ҫав самантра ун чӗрине хаяр пуля шӑтарнӑ. Хыр ҫумне таяннипех хытса тӑнӑ вӑл хӗрӗх градуслӑ сивӗре. Пӑрланнӑ статуя пек тӑрать вӑл, вӑрҫӑра кӑмӑлӗ ҫӗкленнине хӑй ҫинчен хӑй те манса кайнӑ пек каҫӑрӑлса пӑхса тӑрать вӑл.

Ку вӑл — хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи хӗл.

Акӑ иртет тӗнче асӗнчен кайми хӗл. Совет Саюзӗн пӗтӗм куҫ виҫейми тавралӑхӗнче ҫӗнӗ вӑй ҫӗкленни сисӗнет. «Ленинградрисен» палатине вӑл ҫил вӗрнӗ пек ҫитет. Каллех чӗрем тапса ҫӗкленет. Пурнӑҫ шаккать те чӗнет, ӗнтӗ хам ӗҫсӗр ларни чунӑма касать, хам вӑйсӑр пулни тарӑхтарать.

Мартра эпӗ больницӑран тухатӑп. Кукамай мана вокзал патнелле илсе пырать те, хӗвел ҫинче ялкӑшакан ҫурхи шыва куратӑп, уҫӑ сывлӑша ҫӑтса, иртен-ҫӳрен ҫынсемпе машинӑсене курса пуҫӑм ҫаврӑнать. Эпир Ҫӗрӗшнӗ Яра каятпӑр.

Ҫакӑн пек кӑмӑллах мар ял ятне илтсен, ачасене ялта лайӑх пулмӗ тесе кӑлӑхах пӑшӑрханнӑ иккен эпӗ! Ачасене лайӑх пулчӗ ку ялта. Петенька пысакланчӗ, ӳсрӗ, шӑпах ял ачи пулса тӑчӗ, сӑмсине те хӗвел ҫиекен пулчӗ, хӗвелпе пиҫӗхнӗ урисенчи ҫемҫе ҫӑмӗ те ылттӑн тӗслӗ пулса кайрӗ.

Ытти ачасен умӗнче ӑна хам чуптусан вӑл халӗ вӑтанать ӗнтӗ, вӑл маркӑсем пуҫтарать, нӑйка Витька Котелкова, лешӗ амӑшне «элеклесе панӑшӑн» кураймасть. Вӑл ашшӗ патне ҫыру ҫыракан пулчӗ, тӗлӗнмелле вара — ашшӗ ӑна хутран-ситрен темле Варя ятлӑ инкӗшӗнчен салам ярать.

— Ватӑ-и вара вӑл?

— Ҫук, ҫамрӑк-ха.

— Мӗн вӑл тата саламсем ярать? Паллашасшӑн пулинех?

— Ҫапла та пулӗ…

… … … … … … … … … … …

Ҫӳлӗ сӑрт ҫинче ял масарӗ выртать, тӑр уяр кун унӑн хӗресӗсемпе пилӗк юплӑ ҫӑлтӑрсем курӑнаҫҫӗ. Эпир — масарпа ҫул хушшинчи айлӑмра тӑратпӑр, ҫул леш енче симӗс те кӑвак, ешӗл те сарӑ хирсем вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлаҫҫӗ. Эпир хирти хӑмла ҫырли сулхӑнӗнче ларатпӑр.

— Анне те вилнӗ чухне ҫамрӑк пулнӑ пуль-ҫке?

— Ҫап-ҫамрӑкчӗ вӑл.

Мӗн шухӑшлать-ши вӑл, сарӑ нӑрӑ хӑпаракан курӑка татса илнӗ май?

— Саня кукка анне пекчӗ-и вара?

— Аннӳ пекчӗ!

Именерех пӑхать вӑл ман ҫине, аллӑма шӑлать, чуптӑвать. Эпӗ йӗретӗп те куҫҫулӗм тӳрех унӑн хӗвелпе пиҫӗхсе хӑйпӑнкаланӑ сӑмси ҫине тумлать. Пӗр-пӗринпе ыталашса хӑмла ҫырли тӗми ҫумӗнче сӑмах чӗнмесӗр ларатпӑр, кӑшт катарах, пирӗн ҫинелле куҫ хӗссе, нимӗн пулман пек Саньӑн сивлек вилӗмӗ тӑрать.

Малалла, малалла! Аса илмесӗр, ҫаврӑнса пӑхмасӑр.

1942-мӗш ҫулхи ҫулла. Худфонд лагерьне Новосибирск облаҫне куҫарнӑ. Эпӗ Мускава таврӑнатӑп. Тӗксӗм те тӗттӗмленнӗ Мускав, пӳрт тӑррисенче ҫӳлелле перекен орудисем, площадьсем ҫине пӳрт виттисем ӳкере-ӳкере тухнӑ.

Ӗлӗкхи пек тирпейлӗ те ҫӗнӗ метро, вӑрҫӑ ҫулӗсенче ним чухлӗ те улшӑнман. Гоголевски бульварта ачасемпе няньӑсем. Авӑнчӑк, тӑвӑр Сивцево-Вражек. Ҫӗнӗ икӗ ҫурт хӑйсен ҫаралнӑ кӳршисене ҫӳлтен пӑхса тӑраҫҫӗ пулин те эпӗ ҫак савнӑ кӗтесе пыратӑп. Палланӑ тасатман пусма, алӑкӗ ҫинче йӗс хӑма татӑкӗ: «Валентин Николаевич Жуков профессор». Кур-ха, профессор тет! Ку ҫӗнӗ хыпар! Эпӗ шӑнкӑртаттаратӑп, шаккатӑп! Алӑк уҫӑлать. Сухаллӑ ҫар ҫынни, куҫлӑхлӑскер, алӑк умӗнче тӑра парать.

_____

Эпӗ ӑна ҫийӗнчех палласа илтӗм. Ҫакӑн пек палӑрми хисеплӗ куҫпа тата кам пӑхтӑр ман ҫине?

— Валентин Николаевич Жуков кунта пурӑнать-и? — тесе ыйтсан, кам вара куҫне мӑчлаттарса та, пуҫне хӑяккӑнрах кулӑшла пӑрса тытакан пултӑр?

Кам вара малтан хӑлха илтми пуличчен кӑшкӑрса, унтан ҫапла вырӑнсӑр, таҫта хӑлха патӗнчен чуптуса илтӗр-ха? Кам-ха тата хама кӑшкӑртичченех ман урана пустӑр-ха!

— Катя, савнӑ Катя, епле хаваслантартӑн-ха мана! Тӗлӗнмеллех тухрӗ-ҫке, шӑпах хам пур чухне килсе кӗтӗн!

Вӑл ман чӑматана ҫӗклерӗ те, эпир кайрӑмӑр вара — ӑҫта пултӑр, кухньӑна пулмасӑр, унта унӑн пӗр вӑхӑтрах кабинечӗ те, столовӑйӗ те, ача пӳлӗмӗ те иккен. Анчах, тупата, мӗн пулса тӑнӑ-ха ҫак тахҫан тирпейлӗ те сапӑр пулнӑ кухньӑран! Сӗтел ҫинче темле чашкӑ пекрех япаласенче пӑтӑ пур, урайне шӑлса кайман, кантӑксем ҫинче кӑвак хут татӑкӗсем…

Валя мана алӑран тытрӗ.

— Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех пӗлетӗп, — пит-куҫӗ чӗтренчӗ унӑн, куҫлӑхӗ витӗр куҫне хӗссе илни курӑнчӗ. — Хаклӑ юлташӑм, хаклӑ Саня… Анчах шанчӑк пур-ҫке-ха. Иван Павлыч вуласа пачӗ мана сан ҫыруна, эпир пӗр полковникпе канашларӑмӑр та, вӑл та пире таврӑнаканнисем питӗ нумай, терӗ.

«Нумай ҫав», терӗм те эпӗ, вӑл мана каллех ыталаса илчӗ.

— Сана ниҫта та ямастӑп эпӗ, — терӗ вӑл татсах. — Хваттерӗм пушах-ха, сана питӗ лайӑх пулать. Иван Павлыч эс килессе пӗлтерчӗ те кӑштах тирпее кӗртес терӗм. Кунта ҫумаллаччӗ пуль, ҫапла-и? — именсе ыйтрӗ вӑл.

Эпӗ кулса ятӑм. Вӑл та, крават ҫине ларнӑ май, кулса ячӗ.

— Пушанаймастӑп, чӑнах. Кунта пурӑнманпа пӗрех вӗт эпӗ — ялан фронтра. Хӗлле вара кунта питӗ аванччӗ. Институтра ытла сивӗччӗ те кайӑкӑмсене хам патӑмра усрарӑм.

Пур тискер кайӑкне те кунта усраман ӗнтӗ, паллах чи хаклӑ йышшисене ҫеҫ, ҫакна вара питӗ вырӑнлӑ ӑс ҫитернӗ, Вальӑн инҫетри ҫӗршывран илсе килнӗ йӗкехӳре пурччӗ те хӗсӗрччӗ вӑл, килте усрани усса пычӗ пулмалла — вӑл ҫурланӑ. Сӗтел-пуканне Валя ҫунтарса янӑ пулнӑ, ку та ырра пулнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Кира ҫак «хаклӑ йышши япаласене» ҫав кайӑксем епле пӑсса пӗтернине курнӑ пулсан, питӗ кӳреннӗ пулӗччӗ.

— Чи кирлӗ сӗтелсенчен эпӗ кухньӑри сӗтеле ҫеҫ вутта вакларӑм, — хӗрхеннӗ пек пӗлтерчӗ Валя, — ыттисем, мӗн тесен те, юлчӗҫ-ха. Акӑ тенкелсем, Кира питӗ юратнӑ тумбочка та, портьерсем те, пурте пур.

Ҫуркунне кайӑксене каллех института леҫнӗ, Вальӑна капитан званине панӑ та вӑл вара Военно-санитарнӑй управленийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Фронтра вӑл кама кирлӗ-ши ҫав хӑйӗн кайӑкӗсемпе, тесе ыйтрӑм та эпӗ, вӑл мана темле пысӑк хыпар пӗлтернӗ пек:
— Кӑна ӗнтӗ военная тайна теҫҫӗ, — терӗ.

Мӗн каласан та, кунта пурте чиперччӗ. Чи начарри те — хӗлле электричество ҫутине ҫеҫ ытлашши нумай пӗтернӗ имӗш, ҫавӑншӑн ҫутта касса кайнӑ. Тепӗр каласан, кун халь вӑрӑмланчӗ, Валя каҫсенче спирт лампочки ҫутипе те ӗҫлет — питӗ лайӑх япала.

— Шыв та вӗретме пулать-и ҫав лампочкӑпа?

Валя ман ҫине аптранӑ пек пӑхать.

— Ах, турӑҫӑм, епле сӳпӗлти ҫав эпӗ, — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, — ҫул ҫинчен килнӗ ҫынна чей те сӗнеймерӗм, чӑнах.

— Чимӗр, мана питӗ нумай шыв кирлӗ, питӗ нумай, — терӗм эпӗ. — Витрӳ тупӑнать-и санӑн?

Эпӗ салтӑнтӑм та юбкӑма кӑшт хӑпартса, алла тытнӑ йӗпе ҫӗтӗк-ҫурӑкпа пӳрте чыса кӗртме пуҫласан, вӑл хашлатса ҫеҫ сывларӗ.

Сӑмсине пӳрнипе шӑлкаласа, вӑл тӗлӗнсе пӑхать ман ҫине, эпӗ акӑ крават айӗнчен ҫӗрулми хуппи шӑлса кӑларатӑп, чӳрече ҫинчи вараланчӑк хутсене хӑйпӑтса тӑкатӑп, кӑвакарнӑ ҫӑкӑр купи урайӗнче ӳснӗҫемӗн ӳсет. Ҫапла, сӗтел ҫине ҫаруран тӑрса стена ҫинчи эрешмен картисене тасатас тесе, мелке ҫумне йӗпе ҫӗтӗк-ҫурӑк вырнаҫтарнӑ чух такам алӑка шаккарӗ те, Валя, таса мар шыва витрепе ҫӗклесе, алӑк уҫма васкаса чупрӗ.

Такампа вӑл пӑшӑлтатса калаҫнине те илтрӗм: «Пырать-ха, лайӑх сывлать! Маттур та, чӑнах», терӗ вӑл, урӑх нимӗн те илтмерӗм.

Уҫнӑ алӑксен ҫумӗпе такамӑн ҫӳлӗ пӗвӗ иртни курӑнчӗ, шлепкине хыврӗ, патакне хучӗ, турине кӑларса, куҫкӗски умӗнче кӑвакарнӑ мӑйӑхне турарӗ. Такам кӗчӗ акӑ, чарӑнчӗ те куҫ илмесӗр ман ҫине тӗлӗнсе пӑхать.

— Иван Павлыч, чунӑм!

Эп килессе пӗлнӗ вӑл, — ҫыру ҫӳрететтӗмӗр; мана Валя патӗнче тӗл пулнӑшӑн нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, анчах эпӗ ҫапла тӗл пуласса тӗлӗкре ҫеҫ курма пултарнӑ, эпир пӗрне-пӗри ыталарӑмӑр. Чӑтаймасӑр йӗрсе ятӑм эпӗ, вӑл та вӑшӑклатрӗ, кӗсйинчен сӑмса тутӑрӗ илме туртӑнчӗ.

— Мӗншӗн ман пата пымарӑр? — тесе ҫиленерех ыйтрӗ те вӑл мӑйӑхӗпе куҫне шӑлма тытӑнчӗ.

— Паян кӗрсе тухасшӑнччӗ-ха, Иван Павлыч!

Шкап алӑкӗн хӳттинче тумлантӑм та эпӗ вара вӗҫӗмсӗр сӑмах пуҫларӑмӑр, — хам епле вӗҫни ҫинчен, чирлесе ӳкни ҫинчен, Ленинград блокадипе Мускав патӗнчи наступлени ҫинчен темӗн чухлӗ калаҫрӑмӑр. Халӗ акӑ Иван Павлыч ватӑла пуҫлани те курӑнчӗ, унӑн ҫӳлӗ ҫамки картлана-картлана кӗнӗ, питҫӑмартисенче ватӑ сӑн кӗртекен пӗр тикӗс мар хӗрелчӗксем курӑнаҫҫӗ. Ҫапах та хӑй каҫӑр та тӳрех-ха.

Юлашки хут унпа эпир хӗрӗхмӗш ҫулхине курнӑҫсаттӑмӑр. Анчах унтанпа мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ! Унӑн Садовой-Триумфальнӑй урамӗнчи пӗччен пурӑнмалли хваттерне эпир старике тунсӑхласа ҫитнипе кӗтмен ҫӗртенех тортпа та француз эрехӗпе пырса кӗрсеттӗмӗр. Епле савӑнчӗ вӑл ун чух, эрехпе епле йӑпанчӗ, Гриша Фабера аса илсе, «Сехет ҫитрӗ» трагедире ҫав киле кӗртнӗ еврей рольне вылякан Гриша ҫинчен калаҫса епле кулчӗҫ вӗсем Саньӑпа иккӗшӗ! Камин умӗнче ытла каҫа юлса лартӑмӑр вара. Урӑх тӗнчеччӗ ҫав ун чух, урӑх вӑхӑтчӗ!

— Ватӑлтӑм пулас, ҫапла-и? — тесе ыйтрӗ вӑл, хам пӗрмаях ун ҫине пӑхса тӑнине асӑрхаса.

— Пурсӑмӑр та ватӑлтӑмӑр ӗнтӗ, савнӑ Иван Павлыч. Эпӗ те-ҫке?

Сӑмах хушмарӗ вӑл. Кашт тӑрсан ҫеҫ салхуллӑн:
— Эсӗ, Катя, аннӳ пек пула пуҫланӑ… — терӗ.

Каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ. Валя хӑй лампине ҫутса ячӗ те, эпир ӑна ҫинчех сӳнтертӗмӗр — карса тӗттӗмлетмен пӳртре уҫӑ кантӑк умӗнче ларма питех те кӑмӑллӑччӗ, урамран каҫхи ҫемҫе ҫутӑ кӗрет. Лере, тӑкӑрлӑкра, витӗр курӑнакан тӗттӗмлӗх, Валя пӳлӗмӗнчи — урӑхла йышши, пӳлӗмри тӗттӗмлӗх. Сарӑмсӑр тӗттӗм пулса ҫитрӗ, Иван Павловича ӗнтӗ хӑйне мар, ун мӑйӑхне ҫеҫ куратӑп, Вальӑнне те, ҫаврӑнкаласа тӑнӑ май, хӑйне мар, куҫлӑхӗ йӑлтӑртатнине ҫеҫ куратӑп. Ку ӗнтӗ шӑплӑх саманчӗччӗ, эпӗ хам ӗмӗрне пӑрахми ҫывӑх та чӑн-чӑн туссен хушшинче пулнине тӗлӗнмелле хӑватпа туйрӑм. «Хама питӗ юратакан ҫынсем манпа пӗрлех пурнӑҫра пурте лайӑх та ҫӑмӑл пултӑр тесе шухӑшлама тытӑнчӗҫ-тӗк, ҫакӑн пек шӑплӑх тӑрать пулсан, тата ҫак тӗттӗмре ырӑ кӑвак мӑйӑх курӑнать пулсан, чи йывӑрри хыҫала тӑрса юлчӗ пуль ӗнтӗ», — терӗм эпӗ вара ӑшӑмра.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех