Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтан сăмах пирĕн базăра пур.
Малтан (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тата эпӗ каччӑшӑн ӗҫме сӗнетӗп, — малалла каларӑм эпӗ, — тӳррипе илсен, малтан вӑл хӑй маншӑн ӗҫмеллеччӗ-ха.

— Во-вторых, я предлагаю выпить за молодого, — продолжал я, — хотя по сути дела он должен был прежде выпить за меня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн ҫурӑм тӑрӑх сивӗ сӑркӑлтатса чупать, малтан мана вӗри, унтан сивӗ шыв ҫине чиксе кӑларнӑ пек туйӑнать.

Мурашки бегут у меня по спине, и кажется, что меня окунули сперва в горячую, а потом в холодную воду.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нумайччен калаҫрӑм, анчах та эпӗ хам мӗн калассине малтан хатӗрлесе хутӑм, ҫавӑнпа та пӗр такӑнмасӑр каларӑм.

Это была довольно длинная речь, но я приготовил ее заранее и поэтому сказал без запинки.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, лайӑхах ӑнлантӑм эпӗ ӑна, Николай Антоныч хӑй ҫавӑн пек ҫын пулнӑшӑн савӑнать, ҫакна малтан курса тӑнипе мухтанать, кӑштах Марья Васильевнӑран хӑрать-ха, вӑл асапланнипе хӑй те асапланать.

Впрочем, я понимал его: он радовался, что Николай Антоныч оказался таким негодяем, гордился, что предсказал это, немного боялся Марьи Васильевны и страдал, потому что она страдала.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дама хӑй малтан сӑмах хускатнӑ.

Дама первая перервала молчание.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Юрӗ, юрӗ, хатӗр; анчах шанатӑп, Малтан ӗҫӗм ҫинчен калама Ирӗк паратӑр пулӗ, тетӗп.

— Извольте, я готов; но я в такой надежде, Что дело объяснить дозволите мне прежде.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эсӗ мана малтан ун пек каламарӑн-ҫке, — терӗ Пугачев, пит-куҫне тӗксӗмлентеререх.

— Ты мне этого не сказал, — заметил Пугачев, у коего лицо омрачилось.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Анчах та санӑн малтан вӑл обществӑна юрӑхсӑр ҫын иккенне тӑрӑ шыв ҫине кӑлармалла пулнӑ, — терӗ вӑл.

— Но ты должен был сперва доказать, что он — общественно-вредный тип, - сказала она разумно.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан ӑна вӑл сӑмах партарать, унтан ӑна хӑйӗн киревсӗр вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа парать.

Он сперва берет с него честное слово, а потом рассказывает ему о своих подлых секретах.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӗт ӑна ахалех каласа паман, малтан ӑна «никама та каламӑп» тесе сӑмах партарнӑ.

Потом он ему не просто так рассказывал, а под честным словом.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӑл хӑй малтан

Только пускай сначала…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан вӑл эпӗ идеалист иккенне кӑтарттӑр-ха.

Пускай он сперва докажет, что я — идеалист.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана унта, салтӑнмалли пӳлӗмре, чи малтан куракан ҫын Ромашка пулчӗ.

Первый человек, которого я встретил еще в раздевалке, был Ромашка.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан ку горизонт патӗнченех курӑнакан кӗмӗл ярӑм пулнӑ.

Сперва это была серебристая полоска, идущая от самого горизонта.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫырӑвӗсене малтан салатса тухмалла пулнӑ ӗнтӗ, — хушса хучӗ Даша инке.

— Хоть бы письма-то вперед разнес! — с досадой добавила тетя Даша.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ идеалист иккенне малтан кӑтарттӑр-ха.

Пусть он прежде докажет, что я — идеалист.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Айӑплас тесен, малтан айӑпне кӑтартмалла.

которое нужно сперва доказать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ малтан сочинени ҫыраттӑм, кайран тин кӗнекине вулаттӑм.

Я сперва писал сочинение, а потом читал критику.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан нӑйкӑлтатса ҫеҫ ҫӳретчӗ.

А прежде был писклявый-писклявый.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сулахай енчи борт ҫинче хӗрлӗ ҫул хунарӗ ҫутӑлчӗ, вара, ӑна хирӗҫ ответ панӑ пек, тӗттӗмленсех те ҫитеймен пӗлӗтре, шӑп горизонт тӗлӗнче, малтан йӑваш, кайран — вӑйлӑрах та пикенерех пӗр хӗп-хӗрлӗ ҫӑлтӑр йӑмӑхма тапратрӗ.

На пароходе с левого борта зажгли красный ходовой фонарь, и, как бы в ответ, над горизонтом, в светлом еще небе, сперва слабо, а потом все сильнее и напряженней разгораясь, налилась звезда, алая, как кровинка.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех