Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗммӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.05 21:46

Пуплевӗш: 130; Сӑмах: 1242

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Пурте урӑхла пулма пултарнӑ

Каҫхине вунӑ сехет хыҫҫӑн киле таврӑннӑ чухне эпир алӑк патӗнче, табуретка ҫинче, пысӑк кӗрӗк тӑхӑнса тӗлӗрсе ларакан хаяр Яфет умӗнчен хӑра-хӑра иртсе ҫӳренӗ вӑхӑтсем аякка-аякка тӑрса юлчӗҫ ӗнтӗ. Халӗ эпӗ юлашки ҫул вӗренетӗп, пире хӑҫан таврӑнсан та юрать.

Анчах та вӑхӑт ытлашши нумаях мар-ха, — вуникӗ сехет патнелле ҫеҫ ҫывхарать. Ачасем те калаҫса лараҫҫӗ-ха. Валя кровать ҫинче, урине хуҫлатса ларнӑ та, темскер ҫырать.

— Саня, сана вуниккӗччен таврӑнсан Иван Павлыч кӗрсе тухма хушрӗ, — терӗ вӑл. — Вӑхӑт мӗн чухлӗ халӗ?

— Вунпӗр ҫурӑ.

— Вӗҫтер!

Эпӗ пальтона уртса ятӑм та Кораблев патне тухса чупрӑм.

Ку вӑл маншӑн ӗмӗрне курман-илтмен, яланлӑхах асамра тӑрса юлакан калаҫу пулчӗ, ҫавӑнпа та манӑн ӑна ним хумханмасӑр каласа памалла. Халӗ ӗнтӗ манӑн, нумай ҫулсем иртсе кайнӑ хыҫҫӑн, пушшех те пӑлханмалла мар. Пурте урӑхла пулма пултарнӑ, темелле. Хамӑн кашни сӑмахӑм уншӑн мӗне тӑнине ӑнланнӑ пулсан ӗнтӗ, эпӗ ҫак калаҫу хыҫҫӑн мӗн пулассине пӗлсе тӑнӑ пулсан, пурте урӑхла пулма пултарнӑ, темеллеччӗ… Анчах та «енченсен» вӗҫне-хӗрне тухаймӑн. Манӑн ҫылӑха каҫармалли, ҫылӑха кӗмелли сӑлтав ҫук. Акӑ мӗнле пулчӗ пирӗн калаҫу.

Эпӗ Кораблев патне пырса кӗнӗ вӑхӑтра Марья Васильевна ун патӗнче ларатчӗ. Вӑл ҫав каҫа ун патӗнчех ирттерсе ячӗ. Анчах та вӑл ун патне мар, ман пата, чӑнах та, ман пата килнӗ иккен, кӑна вӑл манпа тӗл пулсанах каларӗ.

Вӑл туп-тӳрӗ, ниҫта хускалмасӑр ларать, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫинҫешке аллипе ҫӳҫне пуҫтарать. Сӗтел ҫинче эрех кӗленчи пур, печени купаласа хунӑ. Кораблевӗ пӗр вӗҫӗмрен тултара-тултара ӗҫет, Мария Васильевна вара хӑйӗнне тутанса анчах пӑхрӗ, тултарнӑ черккине те ӗҫсе ямарӗ. Марья Васильевна пӗр вӗҫӗмрен туртать, унта та кунта, унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине те кӗл тӑкӑннӑ. Эпӗ курнӑ ӗнчӗ-ахах ҫиппине ҫакса янӑ, темиҫе хутчен вара вӑл ӑна аллипе турткаларӗ, калӑн, ҫиппи пӑвать тейӗн.

— Штурман ҫав ҫырӑва почтӑпа яма хӑратӑп, тесе ҫырать, — терӗ вӑл. — Икӗ ҫырӑвӗ те тата почта сумкинех лекнӗ. Кун пирки мӗн калама пултаратӑн эсӗ?

Эпӗ: «Пӗлместӗп, ун ҫинчен штурманран хӑйӗнчен, ырӑ-сывӑ пулсан, ыйтса пӗлмелле», терӗм.

Марья Васильевна пуҫне пӑркаларӗ.

— Вӑл сывӑ пулсан, аплаччӗ те-ха!

— Тен, унӑн тӑванӗсем пӗлеҫҫӗ-тӗр. Кайран, Марья Васильевна, — кӗтмен ҫӗртен ҫӗкленсе кайрӑм эпӗ, — штурмана Седов лейтенант экспедицийӗ илсе тухнӑ вӗт. Вӗсем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Вӑл вӗсене пурне те каласа панӑ, эпӗ кун пирки шанса тӑратӑп.

— Ҫапла пулма та пултарать, — терӗ Марья Васильевна.

— Гидрографи управленине янӑ ҫыру пирки тата. Ҫав штурман ҫырӑвӗсене почтӑпа янӑ пулсан, пакетне те вӑл ҫав почтӑнах янӑ пулӗ. Пӗлес пулать ӑна.

Марья Васильевна каллех:
— Ҫапла, — терӗ.

Эпӗ калаҫма чарӑнтӑм. Эпӗ пӗччен ҫеҫ калаҫрӑм, Кораблев ҫӑвар уҫса та чӗнмерӗ-ха. Вӑл Марья Васильевна ҫине мӗнле пӑхнине каласа параймастӑп эпӗ. Сасартӑк вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне тытса, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, урай тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ. Вӑл ҫак каҫ тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ, ҫунатланнӑ пек, вӗҫме хатӗрленнӗ пек пулчӗ. Сухалӗ тата ҫилпеле халь-халь варкӑшса каяс пек туйӑнчӗ. Мана ҫаксем пӗрре те кӑмӑла каймарӗҫ. Тӗрӗссипе каласан, лайӑхах ӑнлантӑм эпӗ ӑна, Николай Антоныч хӑй ҫавӑн пек ҫын пулнӑшӑн савӑнать, ҫакна малтан курса тӑнипе мухтанать, кӑштах Марья Васильевнӑран хӑрать-ха, вӑл асапланнипе хӑй те асапланать. Анчах та Кораблев ытларах савӑнать, ҫакӑ вара мана темшӗн йӗрӗнтерет.

— Энскра мӗн турӑн вара эсӗ? — сасартӑк ыйтрӗ манран Марья Васильевна. — Санӑн унта тӑванусем пур-и?

— Ҫапла, тӑванӑмсем. Йӑмӑкӑм унта манӑн, — терӗм эпӗ.

— Эпӗ Энска питӗ юрататӑп, — Кораблев еннелле пӑхса каларӗ Марья Васильевна. — Тӗлӗнмелле илемлӗ унта. Сачӗсем мӗне тӑраҫҫӗ! Эпӗ ҫав садсенче Энскран тухса кайнӑранпа та пулман.

Сасартӑк вӑл Энск ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. Вӑл темӗншӗн, хӑйӗн унта виҫӗ тӑванӗ, турра ӗненменскерсем, ҫавӑнпа мухтанаканскерсем, пурӑнни ҫинчен, вӗсенчен пӗри Гейдельбергра философи факультетне пӗтерни ҫинчен каласа пачӗ. Ӗлӗкрех вӑл кун пекех нумай калаҫакан марччӗ. Вӑл, шуранкаскер, хитрескер, ҫав тери илемлӗ куҫлӑскер, пӗр вӗҫӗмрен табак туртса ларчӗ.

— Катя тата эсӗ ҫав ҫырури темле сӑмахсене асӑннине каланӑччӗ, — терӗ вӑл, сасартӑк тӑванӗсем ҫинчен, Энск ҫинчен манса кайса. — Анчах та вӑл мана, тем тери тархасласан та, пӗр сӑмахне те каласа памарӗ.

— Ҫапла аса илсеттӗм.

Эпӗ, вӑл халех манран ҫак сӑмахсене калама ыйтать пулӗ тесеттӗм, анчах та вӑл, ҫак сӑмахсене манран илтме хӑранӑ пекех пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.

— Ну, Саня, — темле урӑх сасӑпа, савӑнӑҫлӑн сӑмах хушрӗ Кораблев.

— «Салампа санӑн…» тесе вӗҫленетчӗ вӑл ҫыру. Тӗрӗс вет? — терӗм эпӗ.

Марья Васильевна пуҫне сулчӗ.

— Малалла: «…Санӑн Монготимо Хурчка Чӗрне…» — тенӗччӗ.

— Монготимо-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Кораблев.

— Ҫапла, Монготимо, — тепӗр хут ҫирӗплетрӗм эпӗ.

— Монтигомо Хурчка Чӗрне, — терӗ Марья Васильевна, унӑн сасси пӗрремӗш хут кӑштах чӗтресе илчӗ. — Ҫапла калаттӑмччӗ эпӗ ӑна.

Тен, халӗ вӑл Татаринов капитана «Монтигомо Хурчка Чӗрне» тени кӑштах кулӑшларах тухать пулӗ. Маншӑн вара тата пушшех кулӑшла пек туйӑнать, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна ҫӗр ҫинче никамран та ытларах пӗлетӗп. Анчах та ун чухне вӑл, ҫак пӗр евӗрлӗн, сасартӑк чӗтренсе тухакан сасӑ пӗрре те кулӑшла тухмарӗ.

Ҫав ят пӗрре те эпир Катьӑпа иксӗмӗр шухӑшланӑ пек пулман, Густав Эмартан пулман иккен. Чеховӑн пулнӑ. Чеховӑн пӗр калав пур, унта темӗнле хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ача хӑйне хӑй ялан «Монтигомо Хурчка Чӗрне» тесе калать.

— Юрать, Монтигомо пултӑр эппин, — терӗм эпӗ. — Эпӗ Монготимо пек астӑватӑп… «Ҫапла калаттӑнччӗ эсӗ мана. Тур ҫырлах, мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ унтанпа! Тӗрӗссипе каласан, эпӗ иккӗленместӗп, курнӑҫӑпӑр-ха эпир. Вара пурте йӗркеллех пулӗ. Анчах та пӗртен-пӗр шухӑш ҫеҫ касать манӑн чӗрене» — кӑна икӗ хутчен каланӑ, анчах та ӑна эпӗ мар, ҫырура ҫапла ҫырнӑ.

Марья Васильевна каллех пуҫне сулчӗ.

— «Пурте урӑхла, — татса-татса малалла каларӑм эпӗ, — пулма пултарнӑ тесе шухӑшлама та йывӑр. Пире ӑнӑҫсӑрлӑх йӗрлет. Малтанхи ӑнӑҫсӑрлӑх вӑл — эпӗ экспедици валли япаласем хатӗрлеме Николая хушни. Эпир ӗнтӗ ҫак йӑнӑша пула сехетсерен,минутсерен инкек тӳсетпӗр».

Тен, эпӗ «Николай» сӑмах ҫинче кӑлахах ударени туса тӑтӑм пулӗ, ҫак сӑмаха илтсен Марья Васильевна, малтанах шуранкаскер, пушшех шуралса кайрӗ. Халӗ ӗнтӗ вӑл шуранка ҫеҫ те мар, темле шап-шурӑ шуралса кайнӑскер, пирӗн умра чарӑна пӗлми табак туртса ларчӗ. Унтан вӑл пачах вырӑна килмен тӗлӗнтермӗш сӑмахсем каларӗ, эпӗ чи малтанхи хут, вӑл кӑштах ӑсран тайӑлма пуҫланӑ иккен, тесе шутларӑм. Анчах та эпӗ ӑна-кӑна асра тытса тӑмарӑм, вӑл ҫеҫ мар, ҫак каҫ Кораблев та ухмаха тухнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Вӑл ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ Марья Васильевнӑпа мӗн пулнине! Анчах та Кораблев пуҫне те ҫухатрӗ, темелле. Тен, Марья Васильевна ыран хӑйне качча тухӗ, тесе те тӗлленчӗ пулӗ вӑл.

— Ҫав пуху хыҫҫӑн Николай Антоныч чирлесе ӳкрӗ, — терӗ Марья Васильевна Кораблева. — Эпӗ тухтӑр чӗнсе пӑхас, терӗм. «Кирлӗ мар», тет. Унпала эпӗ ку ҫырусем ҫинчен калаҫмарӑм. Ҫитменнине унӑн халӗ кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ. Халлехе калаҫманни лайӑхрах вӗт?

Марья Васильевна пусӑрӑннӑ, ӑнтан кайнӑ пулнӑ иккен, анчах та эпӗ нимех те ӑнланса иллеймен.

— Авӑ мӗнле, калаҫса пӑхас мар, тетӗр эппин — хирӗҫлерӗм эпӗ. — Питӗ аван. — Апла-тӑк эпӗ ӑна хамах тӑвӑп. Эпӗ ун патне копине ярса парӑп. Ан тив, вуласа пӑхтӑрах.

— Саня! — тӑна кӗнӗ пек пулса кӑшкӑрчӗ Кораблев.

— Ҫук, Иван Павлыч, эпӗ калатӑпах, — терӗм эпӗ. Ку вӑл мана тарӑхтарать. — Экспедици ун пирки пӗтнӗ вӑл — факт. Историллӗ факт. Ӑна ҫав тери пысӑк айӑплӑ ҫын вырӑнне хурӗҫ. Эпӗ, апла-тӑк, Марья Васильевна, Татаринов капитанӑн арӑмӗ хӑйӗн ӑна айӑпласси пирки ӗҫ хускатмалла, тесе шутлатӑп.

Вӑл арӑмӗ мар, Татаринов капитанӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ пулнӑ. Вӑл Николай Антоныч арӑмӗ пулнӑ, апла-тӑк, вӑл хӑйӗн упӑшкине айӑпламалла пулать иккен. Ҫакӑ та манӑн пуҫа пырса кӗреймен-ҫке.

— Саня! — каллех кӑшкӑрса пӑрахрӗ Кораблев. Анчах та эпӗ калаҫма чарӑнтӑм ӗнтӗ. Манӑн урӑх калаҫмалли сӑмахӑм та ҫук. Калаҫу пирӗн татах та тӑсӑлатчӗ-ха, анчах калаҫмалли сӑмах урӑх тупӑнмарӗ. Эпӗ, ҫырура каланӑ ҫӗре, Ҫурҫӗр Ҫӗрне Татаринов капитан уҫни ҫинчен ҫеҫ каларӑм. Анчах та, географири «долгота, широта» сӑмахсем ҫав пӳлӗмре, ҫав самантра тӗлӗнмелле илемсӗр тухрӗҫ. Кораблев ҫаплах алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳрерӗ, Марья Васильевна чарӑна пӗлми табак туртрӗ, ун умӗнчи пепельница ҫине вара пӗр купа хӗп-хӗрлӗ (унӑн сӑрланӑ тутинчен ернӗ ӗнтӗ) пирус тӗпӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӑл, пӗр хускалмасӑр, лӑпкӑ, хушӑран-хушӑран кӑна ӗнчӗ-ахах ҫипне, ҫав сарлака ҫип мӑйне пӑвнӑ пекех, турта-турта ларчӗ. Темле меридиансем хушшинче выртакан Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ унтан ҫав тери аякра-аякра пулнӑ!

Пурне те каласа пӗтертӗм. Сывпуллашнӑ май эпӗ тата темскер мӑкӑртатрӑм, Кораблев тилӗрсе кайса ман паталла ыткӑнчӗ, эпӗ вара хам пӳртрен тухса кайнине те сисмесӗрех юлтӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех