Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫиччӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.02 21:46

Пуплевӗш: 202; Сӑмах: 1716

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Заметкӑсем. Валька чӗрчунӗсем. Палланӑ ҫын

Шкулта эпӗ юлашки ҫул вӗренетӗп, тӗрӗссипе каласан, хӑнана ҫӳремелле мар ӗнтӗ, ярӑнса ҫӳремелле мар, уроксем хатӗрлемелле манӑн. Хӑшпӗр предметсемпе лайӑх вӗренетӗп-ха эпӗ, сӑмахран, математикӑпа, географипе. Хӑшин-пӗринпе вара — япӑх, сӑмахран — литературӑпа.

Литературӑпа пире ҫав тери айван ҫын, Лихо хушаматлӑскер, вӗрентетчӗ. Пӗтӗм шкулӗпех ӑна Лихосел тесе виртлетчӗҫ. Яланах вӑл кубанка тӑхӑнса ҫӳретчӗ. Пӗррехинче эпир унӑн кубанкине доска ҫине ӳкертӗмӗр. Ҫӗлӗкӗ ҫумне ашак хӑлхисем те туса лартрӑмӑр. Лихо мана, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, юратмастчӗ. Пӗррехинче вӑл диктант ҫыртарнӑ чух: «Обстрактно», терӗ. Эпӗ унӑн йӑнӑшне тӳрлетсе каларӑм. Тавлашса кайрӑмӑр хайхи. Эпӗ Аслӑлӑхсен Академийӗнчен ыйтса пӗлме сӗнтӗм. Вӑл ҫилленсе кайрӗ.

Ачасем ытларахӑшӗ тата хӑйсен сочиненийӗсене кӗнекесемпе пӗр-пӗр статьясем ҫинчен ҫырӑ-ҫыра илетчӗҫ. Эп ун пек хӑтланма юратмастӑм. Эпӗ малтан сочинени ҫыраттӑм, кайран тин кӗнекине вулаттӑм. Ҫакна юратмастчӗ те ӗнтӗ Лихо! Вӑл вара тӳрех: «Ҫынсенчен уйрӑмрах ҫырма тӑрӑшан. Начар», тесе ҫырса хуратчӗ. Кам ҫынсенчен уйрӑмрах ҫырма тӑрӑштӑр-ха? Пӗр сӑмахпа каласан, литературӑпа ҫулталӑкшӑн «начар» паллӑ пуласран хӑраттӑмччӗ эпӗ.

Юлашки, вӗренсе тухмалли, сочинени валли Лихо темиҫе тема пачӗ. Вӗсенчен мана «Октябрьти революци хыҫҫӑнхи литературӑра хресчен пурнӑҫӗ» ятлӑ тема кӑмӑла кайрӗ. Эпӗ ӑна хӗрсе кайса ҫырма пуҫларӑм, анчах часах манӑн хӗрӳлӗхӗм, Катя панӑ кӗнекесене пула, сӳнсе ҫитрӗ. Ҫав кӗнекесене вуланӑ хыҫҫӑн мана хамӑн сочинени калама ҫук япӑх пек туйӑнма пуҫларӗ.

Вӗсене интереслӗ кӗнекесем кӑна тени сахалтарах пулӗччӗ! Кусем вӗсем Катя ашшӗн, Франклинпа Андрэ пек юрпа пӑрсен хушшинче тӗлли-паллисӗр ҫухалнӑ ҫурҫӗр капитанӗн кӗнекисем!

Хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ нихҫан та кун пек вӑрах вуланине астумастӑп. Кашни страницӑра тенӗ пекех паллӑ тунӑ вырӑнсем, хӑшпӗр йӗркесене аялтан туртса тухнисем пурччӗ. Страница хӗрринче вара кӑшкӑру, ыйту паллисем ларта-ларта тухнӑччӗ. Пӗрре капитан «килӗшетӗп», тепре «килӗшместӗп» тесе ҫырса хунӑ. Вӑл Нансенпа тавлашнӑ. Ку вара мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Вӑл ӑна, полюса ҫитме тӑватҫӗр километр ҫеҫ юлсан калле ҫаврӑннӑшӑн ятлать. Нансен кӗнеки ҫумне хунӑ картта ҫинче Нансен дрейфин ҫурҫӗрти чи аякри пӑнчӑ тавра капитан хӗрлӗ каранташпа ҫавӑрса паллӑ тунӑ. Ку шухӑш капитана самаях тыткӑна илнӗ пулмалла, мӗншӗн тесен кун ҫинчен вӑл ытти кӗнекесем ҫинче те пӗр хутчен кӑна паллӑ туман. «Пӑр задачӑна хӑех татса парӗ» тесе ҫырнӑ вӑл пӗр страница ҫине. Ҫав страницӑна ҫавӑртӑм та эпӗ, кӗнеке ӑшӗнчен сарӑхса пӗтнӗ хут татки тухса ӳкрӗ. Ӑна та ытти кӗнекесем ҫинчи пекех пӗр алӑпа ҫырнӑ. Акӑ вӑл:

«…Ҫак задача этем ӑс-хакӑлне чӑннипех те ҫавӑрса илчӗ. Ӑна шутласа кӑларасси вилӗмпе пӗрле ҫӳрет пулин те (ҫулҫӳревҫӗсене чылайӑшне ҫав шӑпа ҫитнӗ те ӗнтӗ), ҫак задачӑна шутласа кӑларасси вӑл пӗтӗм халӑхсен ӑмӑртӑвӗ пулса тӑчӗ. Ҫак ӑмӑртӑва культурӑллӑ ҫӗршывсем пурте тенӗ пекех хутшӑннӑ, пӗр вырӑссем ҫеҫ хутшӑнайман. Анчах та вырӑс ҫыннисен ҫурҫӗр полюсне уҫас текен хӗрӳллӗ ӗмӗчӗ Ломоносов тапхӑрӗнчех пуҫланса кайнӑ, вӑл паян кунччен те сӳнмен-ха. Амундсен, кирек мӗнле пулсан та, ҫурҫӗр полюсне уҫакан ҫӗршывӑн чапне Норвегие парасшӑн, а эпир кайӑпӑр та кӑҫал вырӑссем те ку тӗлӗшпе пултаруллӑ иккенне тӗнчене кӑтартӑпӑр».

Ку пӗр-пӗр докладӑн сыпӑкӗ пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тепӗр енче «Гидрографи тӗп управленин начальникне» тесе ҫырни тата «Апрелӗн 17-мӗше, 1911 ҫул» тесе палӑртни пур.

Акӑ мӗн шутланӑ иккен ӗнтӗ Катя ашшӗ! Вӑл, Нансен пекех, куҫакан пӑрсемпе ытларах та ытларах ҫурҫӗрелле каясшӑн, унтан йытӑсемпе полюса ҫитесшӗн пулнӑ. Эпӗ вӑл самолетпа миҫе хут хӑвӑртрах ҫитессине шутласа пӑхрӑм.

Ҫакна ҫеҫ ӑнланаймарӑм эпӗ: ҫулла, 1912 ҫулхине, «Св. Мария» шхуна Петербургран Владивостока тухса кайнӑ. Мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха вӗсене унта кайма?

Тепӗр кунхине, ирхи апат ҫиечченех-ха, эпӗ швейцарскине чупса кайса Катя патне шӑнкӑртаттартӑм:
— Катька, санӑн аҫу ҫурҫӗр полюсне тухса кайнӑ-и вара?

Вӑл кун пек ыйтӑва кӗтмен пулас, ответ вырӑнне эпӗ вӑл ӗнӗрленине ҫеҫ илтме пултартӑм. Унтан вӑл:
— Ҫук. Мӗн вара? — терӗ.

— Нимех те мар. Вӑл Нансен ҫитнӗ ҫӗртен малалла Полюса йытӑсемпе ҫитесшӗн пулнӑ. Эх, эс те ҫав!

— Мӗншӗн апла калан?

— Ху аҫу ҫинчен пӗлместӗн те. Паян эсӗ пушах-и?

— Киркӑпа зоопарка каятпӑр.

Зоопарка! Валька тахҫантанпах мана хӑйӗн чӗрчунесене пырса курма чӗнет, эп пур, ухмах, халь те кайман унта!

Эпӗ Катьӑна алӑк патӗнче кӗтме пултӑм.

Кирка вӑл леш «Дубровские» вуласа тухнӑ Киренах, «Маша Дубровские качча тухнӑ» текенни. Вӑл ӗнтӗ халӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗр. Сарӑ ҫивӗт вӗҫӗсене пуҫ тавра ҫавӑрса ҫӳрет. Ӗлӗкхи пекех, Катьӑн ҫӑварӗнчен пӑхса вӑл хушнине итлеме юратать. Хӑш-хӑш чухне ҫеҫ вӑл, хирӗҫ сӑмах калас вырӑнне, сасартӑк ахӑлтатса кулса ярать, пурте чӗтресе ӳкеҫҫӗ вара; Катя, хӑнӑхса ҫитнӗскер, хӑлхисене аллисемпе хупласа хурать.

Валька мана алӑк патӗнче кӗтсе илме пулчӗ, анчах та вӑл темшӗн ҫук-ха, билет илсе кӗрес — айванла хӑтланни пулать, ара вӑл билетсӑрах кӗртеп тесе мухтанчӗ вӗт.

Акӑ вӑл та ҫитрӗ. Эпӗ хӗрсемпе паллаштарсан, вӑл хӗрелсе кайрӗ, унтан: «Чӗрчунсем сирӗншӗн интереслех пулмӗҫ ҫав», тесе мӑкӑртатса илчӗ. Катя сӑпайлӑн кӑна хирӗҫлем пекки турӗ. «Чӗрчунсене Евгений Онегина суд тунӑ чухнехи пекех хакласан, ҫав тери интереслӗ пулмалла», — терӗ Катя. Эпир йӗркеллӗн кӑна хуралҫӑ умӗнчен иртсе кайрӑмӑр. Валька ӑна виҫӗ хутчен хӑй экспериментальнӑй биологи енӗпе ӗҫлекен лаборатори сотрудникӗ, эпир «ун патне» иккенне каласа хӑварчӗ.

Ун чухне зоосад хальхин пек марччӗ. Нумай пӳлӗмсене хупнӑччӗ, хӑшпӗр ҫӗрте уй-хирти пек юр ҫеҫ сарӑлса выртатчӗ. Валька ҫав хирсенче песецсем пурӑнни, унта шӑтӑксем пурри ҫинчен каласа пачӗ. Анчах эпир нимӗнле песецсем те курмарӑмӑр, тӗрӗссипе, юртан пуҫне нимӗнех те асӑрхаймарӑмӑр.

Валька хӑйӗн «кышлакан» чӗрчунӗсене кӑтартма ҫав тери васкарӗ. Ҫавӑнпа та эпир тигра, слона тата ытти интереслӗ тискер кайӑксене кураймасӑрах юлтӑмӑр. Вӑл пире пӗтӗм зоосад урлӑ васкатса темӗнле вараланчӑк пӳрт патнелле илсе кайрӗ. Ку пӳртре Валькӑн «кышлаканӗсем» пурӑнаҫҫӗ иккен. «Кышлакансем» тенӗ сӑмаха кам мӗнле ӑнланнине пӗлейместӗп эпӗ. Тепле пулсан та, эпир хамӑра хамӑр кышлакансем ахаль шӑшисемех пулӗ тесе шутланӑ пек кӑтартрӑмӑр.

Вӗсем ҫав тери нумайӑн. Пурте вӗсем темӗскерпе чирленӗ иккен. Кун пирки вара Валька мухтансах каласа пачӗ. Вӑл хӑй ҫара ҫерҫисене пӑхни ҫинчен те каларӗ, вӑл вӗсене алӑ вӗҫҫӗнех ӑманпа тӑрантать иккен. Пурте интереслӗ пулчӗ темелле, пӳртӗнче ырӑ мар шӑршӑ тапса тӑрать те ӗнтӗ, анчах вӑл нимех те мар. Валька вара пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ.

Эпир ӑна кӑмӑлласах итлерӗмӗр. Кирен тата лайӑхрах итлерӗ. Унтан унӑн темскер кӑмӑлӗ пӑтраннӑ пек пулчӗ, вӑл вара: «Шӑшисене юратмастӑп», терӗ.

— Ухмах, — шӑппӑн кӑна каларӗ Катя.

Кирен кулса ячӗ.

— Ҫук, чӑнах та, йӗрӗнмелле, — терӗ вӑл.

Валька та кулса ячӗ. Эпӗ вӑл хӑйӗн шӑшийӗсене хурланӑшӑн кӳреннине туйса илтӗм. Эпир ӑна тав турӑмӑр та малалла утрӑмӑр.

— Вӑт мӗнле кичем! Атьӑр упӑтесене куратпӑр хӑть, — сӗнчӗ Кирен.

Эпир упӑтесене курма кайрӑмӑр.

Акӑ ӑҫта иккен вӑл шӑршӑ! Валькӑн «кышлаканӗсем» патӗнчи пек кӑна-и? Кирен: «Сывлама та пултараймастӑп», терӗ.

— Хуралҫӑсем мӗнле тӳсеҫҫӗ-ши? — терӗ Катя.

Эпир читлӗх патӗнче тӑракан айван та мӑнкӑмӑллӑрах сӑн-питлӗ хуралҫӑ ҫине пӑхса илтӗмӗр.

Ку вӑл — Гаер Кулий! Пӗр самантлӑха эпӗ иккӗленсе тӑтӑм — ара эпӗ ӑна вунӑ ҫул ытла курман та-ха. Акӑ вӑл маларах утса тухрӗ те хӑйӗн кӑмӑла пӑтрантаракан тачка сассипе:
— Макака-упӑте, — терӗ.

Вӑлах!

Эпӗ ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӑм, анчах та вӑл мана паллаймарӗ. Вӑл ватӑлса кайнӑ, сӑмси те унӑн темле кӑвакалӑнни пекех. Кӑтрисем те ӗнтӗ ӗлӗкхи мар — сайра, таса мар, кӑвакарнӑ тата. Ӗлӗкхи маттур Гаертан пӗтӗрӗнсе тӑракан мӑйӑхӗпе шатрисем кана тӑрса юлнӑ.

— Чӗрчунӑн кӑкӑрӗпе хырӑмӗ ҫинче, — ӗлӗкхи пекех сӑнне тискерлетсе малалла каларӗ Гаер, — эсир чӗчӗсем куратӑр, ку вӑл вӗсен ачисем сӗтпе тӑранса пурӑннине пӗлтерет.

Ҫав. Ҫавӑ! Манӑн кулас килсе кайрӗ, Катя манран эпӗ мӗншӗн кулнине ыйтрӗ. Эпӗ пӑшӑлтатса:
— Пӑх-ха эсӗ ун ҫине, — терӗм.

Вӑл пӑхса илчӗ.

— Кам иккенне пӗлетӗн-и?

— Ну!

— Манан тавӑн мар атте.

— Суян!

— Пӗртте суймастӑп.

Вӑл ӗненмесӗр куҫхаршисене сиккелеттерчӗ, унтан куҫне хӗссе илчӗ те итлеме тытӑнчӗ.

— Тепӗр читлӗхре эсир этем евӗрлӗ Гиббон-упӑтене курӑр, вӑл хӑй этем евӗрлех пулнипе пурне те тӗлӗнтерет. Ҫак гиббон, хӑйӗн пӳлӗмӗнче тустарса ҫӳренӗ чухне, тӑнран тухнӑ пек пулать.

Мӗскӗн гиббон! Эпӗ, ҫак эсрел чарӑна пӗлми калаҫма тытӑнсан, хам та тӑнран тухма пуҫлаттӑм.

Эпӗ Катьӑпа Кира ҫинелле пӑхрӑм. Паллах ӗнтӗ, вӗсем мана ӑсран тухнӑ тесе шутлама пултарӗҫ! Анчах та эпӗ, ҫак самантпа усӑ курман пулсан, хама хам та хисеплеме пӑрахнӑ пулӑттӑм.

— Патаксем попиндикулярно пулмалла, — терӗм эпӗ, хыттӑнах мар.

Вӑл чалӑшшӑн ман ҫине пӑхрӗ, анчах та эпӗ гиббон ҫине пӑханҫи пултӑм.

— Тепӗр читлӗхре, — малалла каларӗ Гаер, — Гибралтартан илсе килнӗ хӳресӗр упӑтене куратӑр. Вӑл пӗчӗк ачасем пекех ӳсет. Ҫӑварӗнче унӑн кӗсье пур, вӑл унта тутлӑ апат-ҫимӗҫ хурать.

— Ну, паллах ӗнтӗ, — терӗм эпӗ, — кашнийӗнех лайӑхрах татӑк илес килет-ҫке-ха. Анчах та ун пек татӑка тӑрантаракан татӑк теме пулать-и-ха?

Ҫак ниме кирлӗ мар сӑмахсене пӑхмасӑр калама пӗлнинчен эпӗ хам та тӗлӗнсе кайрӑм. Кирка кулса ячӗ. Гаер калаҫма чарӑнчӗ, ман ҫине темӗнле айванла, мана палланӑ пек пӑхса илчӗ. Унӑн ухмах пуҫӗнче темӗнле пӑтранчӑк асаилӳсем вӗлтлетсе иртрӗҫ, ахӑр… Анчах та вӑл мана паллаймарӗ.

— Эпир вӗсене урӑххипе тӑрантаратпӑр, — халӗ ӗнтӗ урӑхла, ӗҫлӗ ҫын пекех те салхуллӑрах каларӗ вӑл. — Кашни кун ҫиеҫҫӗ, кӳпеҫҫӗ, — чарӑна пӗлми кӳпеҫҫӗ. Тепӗр ҫын ҫак ирсӗр чухлӗ ҫисе яраймасть пулӗ.

Вӑл темскер аса илнӗ пек пулчӗ.

— Хыҫалтан пӑхӑр-ха эсир вӗсене, — малалла каларӗ вӑл, — ҫак тавраш вӗсен хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе тӑнине куратӑр эсир. Вӑл тир мар, ҫирӗп хупӑ, мозоль пекки.

— Калӑр-ха, тархасшӑн, — ыйтрӑм эпӗ, пӗр кулмасӑр, — калаҫакан упӑтесем пулаҫҫӗ-и?

Кирен кулса ячӗ.

— Илтмен, — хирӗҫлерӗ Гаер. Вӑл эпӗ кулнипе чӑн калаҫнине ниепле те пӗлме пултараймарӗ.

— Мана пӗр упӑте, пристаньте ӗҫлекен упӑте ҫинчен каласа панӑччӗ, — малалла каларӑм эпӗ, — унтан ӑна кӑларса ҫапрӗҫ, вӑл вара ачасене воспитани пама пуҫларӗ.

Гаер кулса илчӗ.

— Мӗнле ачасене?

— Ютсене. Вӑл вӗсене атӑ хывмаллипе хӗнетчӗ, — терӗм эпӗ, ҫаксене асӑннипе чӗре хӑвӑрттӑн тапма пуҫланине туйса, — хӗрачана вӑл тата хытӑрах хӗнетчӗ, мӗншӗн тесен арҫын ачи хирӗҫ тавӑрса пама та пултарнӑ.

Эпӗ хытӑран хытӑ калаҫма пуҫларӑм. Гаер ҫӑвар карса итлесе тӑчӗ. Сасартӑк вӑл, хӑраса ӳкнӗ пек, ҫӑварне хупрӗ, куҫне хӗсе-хӗсе илчӗ.

— Ҫав упӑте хӑй ӗҫлемест пулин те, ҫын ҫинче кӑна тӑранса пурӑнать пулин те, — эпӗ хамӑн хулран тытма тӑна Кира аллинчен вӗҫерӗнтӗм, — апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӑйне тав тума хушатчӗ. Ҫав эсрел иртен пуҫласа каҫчен хӑйӗн аҫа ҫапмӗш аттине тасататчӗ. Кӗскен каласан, каярахпа вӑл вилӗм батальонне кӗчӗ, уншӑн вӑл икҫӗр тенке укҫа, ҫӗнӗ форма илчӗ. Вӑл калаҫатчӗ! — Эпӗ шӑлсене шатӑртаттарма пуҫларӑм курӑнать. — Ҫак батальона ҫӗмӗрсе тӑксан, вӑл хуларан тухса тарчӗ, хӑйпе пӗрле килти япаласене те ним хӑвармиччен илсе кайрӗ.

Эпӗ ҫав тери хытӑ ҫухӑрма пуҫларӑм, ахӑр, Катя Гаерпа ман хушша кӗрсе тӑчӗ.

Гаер темскер мӑкӑртатса читлӗх ҫумнелле йӑпшӑнчӗ. Вӑл мана палласа илчӗ. Тутисем унӑн чӗтресе тӑчӗҫ.

— Саня! — чарӑнма хушрӗ Катя.

— Тӑхта! — пӑрса ятӑм эпӗ. — Юрать-ха вӑл тарчӗ, ку вӑл унӑн телейӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна…

— Саня!

Эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм, Гаер сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ те аллисемпе пуҫне ярса тытрӗ. Эпӗ тӑна кӗнӗ пек пултӑм. Темӗнле мелсӗррӗн кулса, Катя ҫине пӑхрӑм. Мана, хам хытӑ кӑшкӑрнипе, аван мар пек пулса кайрӗ.

— Кайрӑмӑр, — кӗскен кӑна каларӗ Катя.

Эпир зоопарк тӑрӑх ним чӗнмесӗр утрӑмӑр. Эпӗ Кирка хӑраса куҫӗсене хупа-хупа илнине, манран аяккарах пӑрӑннине асӑрхарӑм. Катя ӑна темскер пӑшӑлтатса каларӗ.

— Эсрел, — мӑкӑртатрӑм эпӗ.

Эпӗ ҫаплах лӑпланаймарӑм-ха.

— Паянах зоопарка Валька урлӑ ыйту паратӑп. Вӗсем мӗн мурне ҫав эсреле тытса тӑраҫҫӗ? Вӑл — шура гварди ҫынни.

— Эпӗ халӗ хӑратӑп санран, — терӗ Катя. — Эсӗ ухмаха тухнӑ иккен. Авӑ, тутусем те кӑвакарса кайнӑ санӑн.

— Манӑн ӑна вӗлерес килсе кайрӗ. Ҫавӑнпа вӑл, — терӗм эпӗ, — юрать, ҫӑва патне! — Урӑххи ҫинчен калаҫар. Мӗнле, гиббонсене кӑмӑлларӑр-и эсир?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех