Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӗрремӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.06 20:45

Пуплевӗш: 163; Сӑмах: 1501

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Летчиксен шкулӗ

Ҫулла. 1929-мӗш ҫул. Эпӗ хама, аллӑма ҫыхӑ тытнӑскере, Ленинград урамӗпе утса пынӑ пек куратӑп. Ҫыххӑмра — «Юлашки пулӑшу». Ача ҫуртӗнче вӗренекенсене шкултан тухса кайнӑ чухне «малтанхи хут каҫ выртмалли юлашки пулӑшу» параҫҫӗ. Кашӑк, кружка, аялтан тӑхӑнмалли икӗ мӑшӑр кӗпе-йӗм пулать унта. Эпир Петькӑпа иксӗмӗр хамӑр шкултан вӗренсе тухнӑ Электросила заводра ӗҫлекен слесарь Сема Гинзбург патӗнче пурнатпӑр. Сема амӑшӗ управдомран хӑрать, ҫавӑнпа та эпӗ «малтанхи хут каҫ выртмаллисене» хампа пӗрле илсе тухса каятӑп, каҫ кӳлӗм каллех илсе килетӗп. Хама хам эпӗ халь ҫеҫ килсе ҫитнӗ пек кӑтартма тӑрӑшатӑп ӗнтӗ. Столовӑйӗнче эпир пӗр кун вунпилӗк пуслӑх шӳрпе ҫиетпӗр, тепӗр кун вара иккӗмӗшне те, ҫирӗм пилӗк пус парса, илетпӗр. Эпир сарлака та аслӑ хула тӑрӑх, аслӑ Нева хӗррипе ҫӳретпӗр. Петька, Ленинградра хӑйне килти пекех тытаканскер, мана пӑхӑр юланутҫӑ ҫинчен каласа парать. Эпӗ «илӗҫ-ши, илмӗҫ-ши?» тесе шухӑшлатӑп.

Виҫӗ комисси — медицина, мандат тата пӗлӗве тӗрӗслемелли комиссисем пулмалла. Чӗрене, хӑлхасене ӳпкене, каллех чӗрене тӗрӗслеҫҫӗ! Кам эпӗ, ӑҫта вӗреннӗ, мӗншӗн тата эпӗ летчик пуласшӑн?

Эпӗ чӑнахах та вунтӑхӑр ҫулта-и вара? Ҫулне ӳстермен-и эсӗ? Пӑхма ҫамрӑкрах курӑнан! — теҫҫӗ мана. Райком рекомендацине мӗншӗн Григорьев алӑ пуснӑ, кам вӑл, тӑван-и е пӗр хушаматлӑ ҫын ҫеҫ-и?

Акӑ манӑн пурнӑҫа татса паракан кун та ҫитрӗ! Эпӗ Аэромузей умӗнче тӑратӑп: кунта пирӗн пӗлӗве тӗрӗсленӗ. Ҫак арӑсланлӑ пысӑк ҫурт Рошаль проспектӗнче ларать. Петя, ҫав арӑслансем ҫинчен «Пӑхӑр юланутҫӑ» ҫинче ҫырса кӑтартнӑ, тет. Евгений хулана шыв илнӗ вӑхӑтра ҫав арӑслансем ҫинче хӑтӑлса юлнӑ пулать, иккен, — ҫаксем тӗрӗссипе тӗрӗс маррине эпӗ халӗ те пӗлейместӗп. Пушкин ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт мар халӗ манӑн. Арӑслансем те, ав, ман ҫине халь-халь манран: «Кам эсӗ, ӑҫта ҫуралнӑ, чӑнах вунтӑххӑрта-и эсӗ?» тесе ыйтас пек пӑхса тӑраҫҫӗ.

Эпӗ иккӗмӗш хута хӑпаратӑп та хура хӑма ҫинче летчиксен шкулне илнисен спискине куратӑп. Акӑ хӑҫан чӑннипех хӑраса ӳкетӗн иккен.

Эпӗ: «Власов, Воронов, Голомб, Грибков, Денисяк»… тесе вулатӑп. Манӑн ят список ҫине лекмен. Манӑн куҫ-пуҫ хуралса каять. Эпӗ каллех вулатӑп: «Власов, Воронов, Голомб, Грибков, Денисяк»… Ман ят ҫук! Эпӗ, лӑпкӑнрах вулас тесе, сывлӑша ытларах ҫӑтса илетӗп: «Власов, Воронов, Голомб, Грибков, Денисяк». Эпӗ ҫак список ҫине, унта маннинчен пуҫне тӗнчери мӗнпур хушаматсене кӗртнӗ пекех, пӑхатӑп. Мана вара ҫав тери кичем пулса каять. Кун пекки ҫут тӗнчере пурнас килмен чухне кӑна пулать вӑл.

Чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗр эпӗ килелле таврӑнатӑп, «Власов, Воронов, Голомб…» Голомб телейлӗ!

Ҫак хушамата каланӑ чухне сарлака хулпуҫҫиллӗ илемсӗртерех сӑнлӑ пысӑк-пысӑк арҫын, темле Васька Нуньес Бальбоа, манӑн куҫ умне тухса тӑрать. Чӑнах! Ӑҫтан илччӗр-ха мана! Аҫа ҫапмӗш пӗвӗм-сийӗмех пӗтерчӗ!

Петька алӑка уҫать те хӑраса ӳкет. Эпӗ йӗпенсе, шурса кайнӑ иккен.

— Мӗн пулнӑ сана?

— Петя, списока кӗртмен мана.

— Суятӑн!

Сема амӑшӗ кухньӑран чупса тухать те манран, управдома курман-и, тесе ыйтать. Эпӗ чӗнместӗп. Эпӗ кухньӑра тенкел ҫинче ларатӑп. Петя пуҫне чиксе, май умра шухӑша кайса тӑрать,
Ирпеле эпир иксӗмӗр Аэромузее кайрӑмӑр, списокра манӑн хушамата та тупрӑмӑр.
Вӑл урӑх йӗркере, унта «Г»-па пуҫланакан ытти ачасем те лекнӗ иккен, Григорьевсем тата иккӗн, Иванпа Александр, пулнӑ. Петя мана, эсӗ ӑна пӑлханса ӳкнипе тупайман, тесе шантарчӗ…

Вӑхӑт вӗҫет, эпӗ акӑ хама ҫав хамӑр пӗлӳсене тӗрӗсленӗ Аэромузейри вуламалли залрах куратӑп. Мандатпа медицина комиссийӗсем суйласа илнӗ вунвиҫӗ ҫын стройра тӑраҫҫӗ. Шкул начальникӗ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, пирӗн умма кула-кула тухать те ҫапла калать:

— Итлӗр, учлет юлташсем!

Учлет юлташсем! Эпӗ — учлет! Эпӗ — вӗҫме пуҫлатӑп! Манӑн ҫурӑм тӑрӑх сивӗ сӑркӑлтатса чупать, малтан мана вӗри, унтан сивӗ шыв ҫине чиксе кӑларнӑ пек туйӑнать. Эпӗ — учлет! Эпӗ вӗҫме пуҫлатӑп! Эпӗ начальник мӗн калаҫнине те илтместӗп…

Вӑхӑт вӗҫет. Эпир заводран тӳрех лекцие кӗретпӗр. Сема Гинзбург мана электросила завода слесарь помощникне вырнаҫтарчӗ. Эпир материальнӑй пайсем ҫинчен авиаци теорине, мотор ҫинчен итлетпӗр. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑна Миша Голомб, ман пекех пӗчӗкскер, манӑн ҫурӑм ҫине тӗренсе лӑпкӑн кӑна мӑшлатса ҫывӑрма пуҫлать. Унтан вӑл хытӑран хытӑ харлаттарма тытӑнать, эпӗ асӑрханса кӑна унӑн пуҫне сӗтел ҫумне шаккатӑп…

Эпир летчиксен шкулӗнче вӗренетпӗр, анчах пӗрре те хальхи летчиксен шкулӗ пек мар! Пирӗн моторсем те, самолетсем те, вӗренмелли ҫурт та, укҫа та ҫук. Тӗрӗссипе, Аэромузейре кивӗ, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ темиҫе самолет пур-ха, кӑмӑл пулсан, хӑвна ху «Хавеланд» ҫинчи разведчик е «Ньюпор» ҫинчи истребитель теме те пултаратӑн. Вӗсем граждан вӑрҫинче чи юлашки хут вӗҫсе курнӑ. Анчах та ҫав тава тивӗҫлӗ «тупӑксемпе» ним вӗренме те ҫук-ҫке-ха.

Эпир моторсем пуҫтаратпӑр. Осоавиахим мандачӗпе тӗлӗнмелле ырӑ мандатпа (унпа эпир стена ҫинчен самолетӑн кирек хӑш пайне те тытса илме пултаратпӑр), эпир Ленинградри пӗтӗм хӗрлӗ кӗтессене ҫитсе куратпӑр. Хӑш-хӑш чухне самолет пайӗсем хӗрлӗ кӗтессенче ҫеҫ мар, ӑҫта та пулин домкомсенче, пӗр-пӗр авиацине юратакан бухгалтерӑн сӗтелӗ тӗлӗнче те ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Эпир вӗсене туртса илетпӗр те аэродрома илсе каятпӑр. Хӑш чухне ҫакӑ вӑл мирлӗ иртет, хӑш чухне вара харкашкаласа та илетпӗр. Техникпа иксӗмӗр эпир виҫӗ хутчен ҫӗвӗҫсен клубне кайса килтӗмӗр, фойере ларакан кивӗ мотор агитаци валли ытлашши кирлех марри ҫинчен клуб заведующине ӑнлантарса паратпӑр. Ҫав тутӑхса пӗтнӗ тимӗр-тӑмӑр алла лекиччен мӗн чухлӗ асапланмастпӑр-ши эпир! Эпир вӗсене пӗр вӗҫӗмрен тасататпӑр, кана-кана тасататпӑр. Малтанхи ҫур ҫул ҫавсене тасатнипех, моторсене пуҫтарнипех иртсе каять. Маншӑн ку ӗҫ тата йывӑртарах пек туйӑнать. Ытти ачасем пирӗн, пурте тенӗ пекех, слесарьсем, шоферсем пулнӑ. Анчах та эпӗ юриех чи йывӑр ӗҫе илетӗп. Хамӑр вӗреннӗ «У–1» самолетӑн сулахай енӗ ӗмӗрлӗхех манӑн асӑмра тӑрса юлать. Ку вӑл самолетӑн чи таса мар вырӑнӗ. Мотортан ҫу тавраш сулахай енне юхса тухать. Эпӗ вара ӑна кашни кунах, мӗн шкултан вӗренсе тухичченех, ҫуса тасататӑп. Эпӗ месерле выртса турпас таткипе тусанне, таса мар вырӑнсене хыра-хыра илетӗп, унтан щеткӑпа, тутӑр татӑкӗпе шӑлатӑп. Хам лачкам шыва ӳкетӗп. Касторка шӑрши кӑмӑла пӑтрантарма пуҫлать…

Паллах ӗнтӗ, эпир пӗрре те пулас летчиксем пек мар. Каҫхине вара, аэродромран киле таврӑннӑ чухне, трамвай ҫинчи халӑх шӑршлама, пирӗн ҫине тӳртӗн пӑхма тытӑнать. Анчах та эпир хыпсах ӳкместпӗр.

— Кам шуйттанӗнчен ку касторка шӑрши кӗрет? Тьфу! — тет Мишка.

Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче сӑмсине хупланҫи пулать. Эпир ирех, ҫичӗ сехетрех, ӗҫлеме пуҫлатпӑр. Вунӑ сехетчен моторсем пуҫтаратпӑр. Ваня Грибкова черетпе горизонт ҫинчен ӑнлантаратпӑр. Пирӗн пӗр Ваня Грибков хушаматлӑ ҫын пур, ӑна пӗтӗм шкулӗпех горизонт ҫинчен ӑнлантараҫҫӗ. Каярахпа инструкторсем килсе ҫитеҫҫӗ, вара эпир вӗҫме тытӑнатпӑр.

Манӑн инструктор — шкул начальникӗ, вӑл хӑех хуҫалӑхпа материальнӑй пайӗн заведующийӗнче те ӗҫлет. Ватӑ летчик вӑл, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчех вӗҫсе курнӑ. Питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын хӑй, тӗрлӗ-тӗрлӗ историсене юратать вӑл, вӗсене сехечӗ-сехечӗпе каласа парать. Вӑл час ҫиленекен ҫын, анчах ҫилли унӑн часах иртсе каять. Хӑюллӑхӗ те, тӗшмӗше ӗненесси те пур ун. Инструктор ӗҫне вӑл пите ҫӑмӑл ӑнланать: вӑрҫать вӑл мана, ҫӗртен ҫӳлерех хӑпарнӑ май хытӑран хыт вӑрҫма пуҫлать. Юлашкинчен ак вӑл вӑрҫми пулать. Ҫур ҫулта пӗрремӗш хут!.. Ку маншӑн ырӑ япала! Эпӗ пӗр вунӑ минут хушши лайӑхах вӗҫетӗп-ха. Вӑл вӑрҫмасть мана. Тен, эпӗ, чӑнах та, лайӑхах вӗҫетӗп пулӗ! Мотор шавлать пулин те, маншӑн хам ҫав тери лӑпкӑ, пӗр сас-чӳсӗр вӗҫнӗ пек туйӑнать. Эпӗ хӑнӑхман вара кӑна!

Эпӗ мӗн пулнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илтӗм: телефон уйрӑлса кайнӑ, трубки борт айккинче ҫапкаланса пырать. Эпӗ ӑна тытса илтӗм. Ӑна тытнӑ вӑхӑтрах тата:
— Кӗреҫе! Вӗҫмелле мар сирӗн, ассенизаци обозӗнче ҫеҫ ӗҫлемелле! — тенине те илтсе юлтӑм.

Манӑн инструктор хаяррӑн тавлашнӑ вӑхӑтрах ҫепӗҫҫӗн кӑна «эсир» сӑмаха та хутӑштарать…

Хам Ленинградра ирттернӗ малтанхи ҫула аса илсен, ман куҫӑм умне тата тепӗр ҫын сӑнарӗ тухса тӑрать. Вӑл Корпусной аэродрома кашни кунах киле-киле каять. Унӑн ӗҫӗ ытлашши ҫын куҫ умне ӳкмеллиех мар. Вӑл ванса пӗтнӗ машинӑпа пассажирсем илсе ҫӳрет. Анчах та эпир вӑл мӗнле ҫын иккенне лайӑхах пӗлетпӗр. Пӗлетпӗр ҫеҫ те мар, эпир ӑна хамӑр ҫӗршыв пӗлсе ҫитсе, юратса пӑрахичченех юратма пуҫланӑ. Летчиксем Аэромузее пуҫтарӑнсан (музей ун чухне пирӗн клуб пекки пулнӑ) кам ҫинчен калаҫнине те пӗлетпӗр эпир. Шкул начальникӗ кам пек пулма тарӑшнине, юриех кӑштах тытӑнчӑклӑн, лӑпкӑ кӑна баспа калаҫнине те чухлатпӑр.

— Ӗҫӗрсем мӗнле пыраҫҫӗ? «Тарӑн вираж» тӑваятӑр-и? Анчах, тӑхтӑр, ан суйнӑ пултӑр! Ну-ка!

Вӑл хӑйӗн тӗлӗнтермелле фигурисене тунӑ хыҫҫӑн, аэродрома таврӑннӑ самантра вара эпир, ҫав ҫын патнелле тирӗнсе ӳкес пекех чупатпӑр, чи аслӑ пилотажа юратакансем, курӑк пекех ешӗлскерсем, кӑшт ҫеҫ тӑват ураланса шумаҫҫӗ вӗт. Вӑл, пӗр куҫлӑхсӑр-мӗнсӗр, кабинӑран пӑхать. Пирӗншӗн вӑл тӗлӗнмелле пултаруллӑ летчик пек, ӑмӑрткайӑк чунлӑ ҫын пек туйӑнать.

Иван Иваныч тухтӑр асӑнмалӑх хӑварнӑ стетоскоппа пӗрле эпӗ ҫак летчикӑн портретне те, кирек хӑҫан та, хамран уйӑрмастӑп. Вӑл мана ҫав портрета Ленинградра, эпӗ учлет пулнӑ чухне мар, темиҫе ҫул иртсен Мускавра парнеленӗччӗ. Ҫав портрет ҫине вӑл хӑй аллипе «Пулсан — чи лайӑххи пул» тесе ҫырса хунӑччӗ. Ку вӑл — унӑн сӑмахӗ…

Ҫапла иртсе кайрӗ Ленинградри ҫак йывӑр, анчах та тӗлӗнмелле ырӑ ҫул. Вӑл мӗншӗн йывӑрри паллӑ: эпир халран кайиччен ӗҫлеттӗмӗр, стипендине вара уйӑхне те 46 тенкӗ ҫеҫ илеттӗмӗр, апатланасса ӑҫта килчӗ унта апатланаттӑмӑр е ҫимесӗр ҫӳреттӗмӗр, вӗҫме вӗренес вырӑнне вӑхӑта мотор тасатса та мотор пуҫтарса ирттереттӗмӗр. Анчах та ҫак ҫул тӗлӗнмелле ырӑ ҫул пулчӗ. Ҫак ҫул эпӗ ӗмӗтленнӗ, ҫак ҫул пунктир йӗрӗ пек манӑн пуласлӑха кӑтартса панӑ. Ҫак ҫул хамӑн пуласлӑха мӗнле тӑвас тетӗп, ҫавӑн пек тума пултарнине те туйса илтӗм эпӗ.

Эпӗ, пӗр пушӑ самант та пулман пулин те, темле дневник пекреххи тунӑччӗ пулас. Унта хамӑн хӑшпӗр шухӑшсене, курни-илтнисене ҫырса пыраттӑм. Анчах пите те шел, сыхланса юлаймарӗ вӑл манӑн. Халӗ те астӑватӑп-ха, малтанхи страницӑрах Клаузевицран илнӗ цитата тӑратчӗ: «Ҫывӑха сикме — инҫете сикессинчен ҫӑмӑлрах. Анчах та сарлака канав урлӑ сиксе каҫас тесен, эпир унӑн ҫуррине кӑна сиксе, унӑн тӗпне лекместпӗр».

Ленинградра манӑн ҫак шухӑша, ҫурри таран кӑна сикессине пӑрахӑҫа кӑларса, малалла каяс шухӑш тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ.

Вӑхӑт вӗҫет, вӑл 1930 ҫулхи август вӗҫӗнче пӗр кунлӑха кӑна чарӑнса тӑрать. Ҫав кун эпӗ тулӑх сӗтел хушшинче, темиҫе сӗтелсене пӗрлештерсе лартнӑ тӗлӗнмелле пысӑк сӗтел хушшинче ларатӑп. Ҫурчӗн кантӑкӗсем — ҫӳлӗ. Маччи — кӗленче. Ку вӑл Беренштейн фотограф-жудожникӑн ательи. Манӑн йӑмӑкӑм Саня ҫак пӳлӗме пурӑнма куҫать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех