Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ура сăмах пирĕн базăра пур.
Ура (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Итлетпӗр эпир, кухньӑра, хайхискер, темӗнччен киленсе ҫӑвӑнать, Даша инке те пӗтӗмпех йӗпетсе пӗтертӗн тесе ятлаҫать, вӑл ҫаплах лӗклетсе ҫӑвӑнать: «Пите лайӑх-ҫке!» тет хӑй, унтан ҫӳҫне тураса, якалса ҫара ура вӗҫҫӗн ҫӑмӑл пушмак тӑхӑнса, ҫине таса толстовка уртса, пирӗн пата килет.

И мы слышим, как он долго, с наслаждением кряхтит в кухне, и тётя Даша ворчит, что он снова залил весь пол, а он всё кряхтит и фыркает и говорит: «Ох, хорошо!» — и наконец появляется причёсанный, в туфлях на босу ногу, в чистой толстовке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара эп нумаях шутламасӑр, ура ҫине чӗвен тӑтӑм та, кондуктор шӑнкӑравӗн кантӑрине туртрӑм.

И тогда я подтянулась на носках, достала веревку кондукторского звонка и дернула.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пире курсанах, ура ҫине тӑчӗ (суд килет!).

Он встал на ноги, увидя нас (суд идет).

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах пӗррехинче, кӑвак ҫутӑпа эпӗ аллӑмри кӗнекепех ҫывӑрса кайнӑ та, сасартӑк ура сасси илтнипе, шӑппӑн мӑкӑртатнине илтнипе вӑранса кайрӑм.

Но однажды, когда под утро я задремала над книгой, вдруг шорох и бормотанье разбудили меня.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя мӗнле тесе ыйтрӑм та ун ҫине вӑл мана чӗнмесӗрех кӑтартрӗ, Петя ура вырнаҫнӑ тупӑк вӗҫӗнче кӗпӗрленсе тӑракан халӑх хушшинче тӑрать.

Я спросила у него, как Петя, он молча показал мне его в толпе, стоявшей в ногах у гроба.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӗнтӗ пӗтӗм Ленинграда ура ҫине тӑратрӗ пуль.

Он, наверно, весь Ленинград на ноги поднял.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн кулассӑм та килчӗ, анчах вӑл ман паталла ура ярса пусрӗ те, сӑнарӗ вара хӑйӗн мана халех ҫапса ярассӑн курӑнчӗ.

Я хотела засмеяться, но он шагнул ко мне, и у него стало такое лицо, что, кажется, ещё секунда, и он бы меня ударил.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эп ура ҫине тӑтӑм, мӗншӗн тесен мана чӑн та, ку ытла йӗрӗнтерчӗ.

— Я поднялась, потому что мне стало очень противно.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫта пурте ура ҫинчех тӑратчӗҫ, анчах эп никама та кураймарӑм, площадкӑран аннӑ чухне те кӑшт ҫеҫ ӳкеймерӗм.

Все где-то стояли, но я не видела никого и чуть не упала, когда спускалась с площадки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вышимирский ура ҫине тӑчӗ.

Вышимирский встал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ыратакан суран ӑна сасартӑк ҫӗклерӗ, вӑл кровать пуҫӗнчен тытса ура ҫине тӑчӗ, унтан тенкел ҫинелле сулӑнса кайрӗ.

И эта боль вдруг поднимала его; он вставал, хватаясь за спинку кровати, и одним махом перебрасывался на стул.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан ҫӑварне вӑрӑм-вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм хыпнӑ старик, пуҫне хӗрарӑм тутӑрӗ ҫыхнӑскер — тутӑрӗ ӑна хӑйне ыттисенчен аслӑраха хума нимӗн чухлӗ те кансӗрлемерӗ — ура ҫине сиксе тӑчӗ, ненецла калаҫма пуҫларӗ, маншӑн вӑл ҫав тери вӑрӑм пуплев каланӑ пек туйӑнчӗ.

Потом старик с длинной трубкой в зубах, повязанный женским платком, что, впрочем, ничуть не мешало ему держаться с необыкновенным достоинством, поднялся и что-то сказал по-ненецки, мне показалось — одну длинную-предлинную фразу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ вӗҫне ҫитиччен хӑвӑн ӳт-тирне туйса тӑнӑ вӑхӑтра, хӑлха ҫурхахӗ шӑнса кӳтнӗ пекех, таҫта шалта-шалта хӑлха шӑнса кайнине чухланӑ самантра, юр питҫӑмарти ҫумне ҫыпҫӑнса пӑр-маскӑ пулнине туйнӑ чухне, примус чӗртсе ярасси йывӑр япала вӑл.

Трудно разжечь примус, когда ежеминутно чувствуешь с ног до головы собственную кожу, когда вдруг становится холодно где-то глубоко в ушах, как будто мёрзнет барабанная перепонка, когда снег мигом залепляет лицо и превращается в ледяную маску.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблев ура ҫине тӑчӗ, унтан ларчӗ, унтан каллех тӑчӗ.

Кораблев встал, потом сел и опять встал.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут ҫавӑн пек лав тытса (ура вӗҫӗнче корзинка та пур ман) пуян каятӑп.

Первый раз в жизни я так богато ехал: на извозчике, с корзинкой в ногах.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ура ҫине тӑтӑм та судьяна ответ патӑм.

Я встал и ответил судье.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анчах та унӑн пӗр ура лаппи ҫеҫ пулман.

— Но у него не было только ступни.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Мӗн ура ҫинче тӑратӑн-ха?

Да ты что стоишь?

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ура атӑ ӑшне ҫирӗп кӗрсе ларнӑ.

Нога прочно застряла.

18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Анчах унтан шалалла ура нимӗн тусан та кӗмерӗ.

Дальше нога решительно не лезла.

18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех