Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 5 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.14 22:01

Пуплевӗш: 222; Сӑмах: 1665

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Пулӑ ҫӑлтӑрӗсен ушкӑнӗнче

Пурте Игоре мухтама пуҫларӗҫ, вӑл кӗске вӑхӑтрах ҫакӑн чухлӗ пулӑ тытса килни ытлашшипех тӗлӗнтерчӗ. Игорь ӗнентерет: «Вырӑнне пӗлетӗп!» — тет. Эпир пулӑсене каҫса кайса тасатма пуҫларӑмӑр, вут чӗртрӗмӗр, яшка ҫакрӑмӑр. Пуллӑн пӗр пайне, вӑрӑм кантӑрапа тирсе, шыва ятӑмӑр: чӗррӗнех тӑтӑр, ӑшӑпа ан пӑсӑлтӑр, терӗмӗр. Пулӑ пиҫрӗ! Кӑмӑл пурин те уҫӑлса кайрӗ. Акӑ шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, хӑналанса ларатпӑр. Шӑп ҫак вӑхӑтра чатӑр хыҫӗнчи йывӑҫ тӗмисем шатӑртатса кайрӗҫ: такам йывӑррӑн, анчах васкавлӑн пускаласа килет. Унччен те пулмарӗ — пирӗн умма пӗр ҫӳлӗ кӑна ҫиллес ват ҫын тухса тӑчӗ, аллинче ун, туя вырӑнне, кимӗ калакӗ.

— Мӗскер, ҫынсен шакне пӑхса ҫӳреме сирӗншӗн закон тухнӑ-им? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл ахӑр сасӑпа. — Сирӗншӗн эп шакӑ лартнӑ-им? Э? Пӑх-ха, епле практикантсем тупӑннӑ, хатӗррине тытма! Хӑйсем пионерсем пулас-ха, галстуксем ҫакнӑ. Пӗлетӗр-и эсир, пионерсем, ҫакӑншӑн мӗн пуласса? — Пирвай ачасем, нимӗн ӑнланмасӑр, пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑллах пӑхкала-пӑхкала илчӗҫ. Унтан пурте Игорь ҫинелле тирӗнчӗҫ. Вӑл нар пек хӗрелсе кайнӑ, ним тӑвайман енне, кашӑкӗпе тахҫанах пушаннӑ чашӑкне пӑтратать.

Эпӗ тӑтӑм та старик патне пытӑм:

— Мӗскер пулнӑ, гражданин? Мӗншӗн ахалех ҫуйӑхатӑр?

— «Гражданин, гражданин!» — мӑкӑртатса илчӗ старик, пӑртакҫӑ сивӗнерех парса. Ахӑрнех, манӑн лӑпкӑн ҫеҫ каланӑ сӑмахӑм ӑна сӗвӗрӗлтерчӗ пулас. — Ҫав ӗҫе вӗрентеҫҫӗ-и сире? Ҫын шаккинчен пулӑ сӗрме? Питӗ илемлӗ ӗҫ, мӗн калама! Ӗнер шакӑ лартса хӑвартӑм, паян ав пӑхма тесе килтӗм, пыр та кур: пӗтӗмпех кӑлара-кӑлара пӑрахнӑ, чӑлхантарса пӗтернӗ, эрнере майласа ҫитерес ҫук. Пулли — сывӑ пул. Ав вӗсем — вырӑн тупнӑ, апат тутлӑ пултӑр, сиплӗхлӗ пултӑр! Епле ҫиеҫҫӗ! Ав, практикантсем!

Пурте Игорь ҫине шӑтарас пек пӑхатпӑр.

— Малинин, — ыйтрӑм эп, — пулла ӑҫтан илтӗн?

— Ну, ҫавӑнтан, тейӗпӗр… — Вӑл янахӗпе, утравӑн леш еннелле тӗллесе, сӗлтсе илчӗ.

— Мӗнех вара? Хӑвах каламанччӗ-и йывӑр самант — пӳкле самант ҫинчен? Кунта эпир пӗр хӗлхем апатсӑр ларатпӑр пулсан… Эпӗ пӗтӗмпех илмен, ун валли те юлнӑ…

— Мӗншӗн эс пире ӑҫтан илнине каламарӑн? Епле намӑс мар сана, Малинин!

— Кайран каланӑ пулӑттӑм. Пӗлместӗп-им, ҫийӗнчех калас-тӑк, эсир собрани пуҫласа янӑ пулӑттӑр, сасӑлама тытӑнӑттӑр; ҫиме юрать-и, ҫук-и?

— Мӗн тет, мӗн тет ку ача? — ыйтрӗ старик, алтупанне хӑлхи патнелле тытса. Ахӑрнех, ун хӑлхара пулмалла. — Мӗн калать вӑл сире, — тӑнлаймарӑм-ҫке?

Эпӗ пулӑ мыскари пирки старике хӑлхаран ӑнлантартӑм. Вӑл эпӗ сӑмах каламассерен (ҫуррине илтмест те пулас) пуҫне сӗлтет. Игорь ҫав вӑхӑтра йӑпӑр-япӑр шыв хӗррине ҫитсе килчӗ, аллинче — паҫӑр шыва янӑ пулӑ ҫыххи. Вӑл ӑна ҫӗре пӑрахасшӑнччӗ, анчах эп вӑхӑтра ярса тытса, старике:
— Акӑ сирӗн пуллӑр, мучи. Ан ҫиленӗр, — терӗм.

— Мӗн тен? — каллех тепӗр хут ыйтрӗ старик.

— Ан ҫиленӗр тетӗп, асатте! — кӑшкӑртӑм эп ӑна хӑлхаран. — Кам сирӗн шаккӑрсене арпаштарнӑ, халӗ ҫавна пионерла суд тӑватпӑр, сирӗн умӑртах. Ларӑр ак ҫакӑнта, эсир шыраканни пулатӑр.

Халӗ кӑна ман пуҫа пӗр лайӑх шухӑш килсе кӗчӗ. Ват ҫынна мӗнле йӑпатмаллине пӗлетӗп ӗнтӗ халь. Ҫавӑн пек тӑвас: утрав ҫинчен те хӑтӑлас, ҫав вӑхӑтрах Игоре те вӗрентсе илес.

— Ачасем, — терӗм эп пионерсем енне ҫаврӑнса. — Игорӗн ӗҫне походри пионер сучӗпе пӑхса тухма сӗнетӗп. Эпӗ — председатель, Витя Минаев — прокурор, Дёма Стрижаков — защитник пултӑр. Изя Крук, барабанпа тӑр. Игорь кил кунта, ак ҫак тунката ҫине лар. Ку пирӗн айӑпланакансен тункати пулать.

Пурте эп кӑтартнӑ пек вырнаҫса тухрӗҫ. Ватӑ пулӑҫӑ пирӗн ҫине иксӗлми интереспа пӑхса тӑрать, вӑл мӗскер пуласса, ахӑрнех, ӑнкарсах ҫитеймест. Вӑл чатӑрӑн аркине хыпашласа пӑхрӗ, ҫыхӑри пулла тыта-тыта шутларӗ, унтан махорка тултарнӑ шӑвӑҫ банка кӑларса, чыкарккӑ чӗркерӗ, чӗртсе ячӗ. Шӑрпӑкне параканни Галя пулчӗ.

— Ҫапла ӗнтӗ, — каларӑм эп, — походри васкавлӑ судӑн ларуне уҫӑлнӑ тесе шутлатӑп. 637-мӗш шкулти 5-мӗш «А» класри пионер отрядӗнче тӑракан Игорь Малининӑн ӗҫне пӑхса тухатпӑр. Вӑл вӑрӑ ӗҫӗпе… (Игорь пуҫне калтах ҫӗклесе илчӗ) — ну, урӑхла каласан, ют гражданинӑн тетелӗнчен ыйтмасӑр пулӑ илнӗ ӗҫпе айӑпланать. Ҫав гражданин… Хушаматӑр мӗнле?

— Мӗн? Илтеймерӗм. Сире мӗне кирлӗ? Пулла ҫинӗ чух ыйтса-туса тӑман-ҫке? Камӑн, мӗнӗн…

— Асатте, пире суд ирттерме кирлӗ. Куратӑр-и, эпир леш ачана, сирӗн тетелӗрсене сиен кӳрекене тата пуллӑра пӑртак илекене суд тӑватпӑр.

— Ну, илнӗ пулсан, илнӗ пултӑр… Эсир ӑна лайӑх кӑна пӑрӑҫлӑр хӑвӑр йӗркепе, пионер тивӗҫӗпе… Мӗнле унта сирӗн? Анчах ман ята ан ыйтӑр, кирлӗ мар сире. Ӗмӗр судлашма юратман.

— Ну, юрӗ асатте. Ӗҫ унсӑрах паллӑ… Малинин, хӑвна хӑв айӑплӑ тесе шутлатӑн-и?

— Апла мар. Айӑпланакан, хӑвӑр айӑпӑра йышӑнатӑр-и? — тесе каламалла, — тӳрлетрӗ мана Витя Минаев.

— Ну, пурпӗрех. Малинин, тунмастӑн-и?

— Ну, тунмастӑп, вара, — шӑппӑн каларӗ Игорь, — хӑтланатӑр та ҫав тупата, темӗскер пулнӑ пек. Ют ҫынсен умӗнче тата… — Вӑл пулӑҫӑ ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. — Эпӗ сирӗншӗн тӑрӑшнӑ-ҫке. Кайран эп пурпӗрех каланӑ пулӑттӑм.

Сӑмах прокурор, Витя Минаев, илчӗ.

— Эпӗ Малинин ӗҫне киревсӗр тесе шутлатӑп.

— Шутлӑсӑн тата! — персе ячӗ Игорь.

— Айӑпланакана йӗркене кӗртме ыйтатӑп, унсӑрӑн сӑмах тытма ҫук. Ун евӗр ӗҫе эп тивӗҫсӗр тесе шутлатӑп, ҫавӑнпа та Малинина, лайӑх кӑна хӑтӑрса, выговор пама сӗнетӗп. Шкула та пӗлтерес кун ҫинчен, отряда та…

Ку тӗлте Дёма Стрижаков защитник тивӗҫӗпе усӑ курса, калаҫӑва кӗрсе кайрӗ:

— Паллах ӗнтӗ, эп шутланӑ тӑрӑх, Малининӑн пӑртак айӑп пурах, ку пӗр енчен, анчах тепӗр енчен илсен, тишкерсе пӑхсан, вӑл пирӗншӗн ҫавӑн пек тунӑ, мӗншӗн тесен пирен лару-тӑру, хай, мӗнле калас, питӗ йывӑр пулнӑ! Эрне ӗнтӗ, пӗр те пӗр тесен, вӑл пире ҫийӗнчех калама пултарнӑ пек. Анчах ман енчен, тепӗр тесен, тӗрӗсех мар ун енчен…

— Ӑнланмалларах кала, часрах пӗтер! — кӑшкӑрчӗҫ ачасем.

— Эпӗ пӗтеретӗп… чим, ман регламент пур-ха, — каллех тапратса ячӗ сӑмах ҫаптарма тем пекех хавас Дёма, — эпӗ пӗтеретӗп. Хам енчен, урӑхла каласан, хам пуҫпа ҫапла шутлатӑп: хӑтӑру пама кирлӗ мар, палӑртса хӑварсан ҫитет. Мӗншӗн тесен, Игорь, урӑхла Малинин, питӗ активлӑ пионер, вӑл лайӑх ӗҫсемпе палӑрса тӑрать, ӑна эпир лагерь пурнӑҫӗнчен те, шкул пурнӑҫӗнчен те пӗлетпӗр — отрядшӑн вӑл яланах нумай ӗҫлет. Ҫакна шута илмесӗр иртес пулмасть. Ҫапах та, тепӗр енчен, палӑртса хӑварни кирлӗ.

Игорь, пуҫне чикнӗ те, ларать, ҫара урисем ҫине пӑхкалать, тӑмлӑ пӳрнисене вылятать.

— Малинин, санӑн юлашки сӑмаху, — терӗм эп. Игорь тӑчӗ.

— Ачасем, — терӗ вӑл аран-аран илтӗнмелле. — Мана хӑвӑр судӑрпа тем те тума пултаратӑр, ирӗк сирте. Анчах шкула ҫитерме кирлӗ мар. Кун ҫинчен эп питӗ ыйтатӑп. Луччӗ эп пулӑшӑн укҫа тӳлӗп. Ан тив, пурте ҫинӗ пулсан та… Паллах ӗнтӗ, эп айӑплӑ.

— Суд канашлӑва каять, — терӗм эп. Унтан Изя Крукпа тата Гальӑпа чатӑра кӗтӗмӗр.

Нумай ирттертӗмӗр-и, сахал-и, канаш пекки турӑмӑр, походри тетрадь ҫине приговор ҫыртӑмӑр, ҫак вӑхӑтра тулта темӗнле сас-чӳ пулчӗ, шавлани илтӗнчӗ. Эпӗ часрах тулалла васкарӑм.

— Суд килет! — чаплӑн хыпарларӗ Изя Крук, барабан ҫапса. Анчах чатӑр умӗнче никам та ҫук. Пӗр Игорь анчах тунката ҫинче хӑйӗн шӑпине кӗтсе ларать. Сулахайра, тӗмӗсем хыҫӗнче, чаштӑртаттарни, чупни тата пулӑҫӑ ҫиллессӗн мӑкӑртатни илтӗнет. Эпир те ҫавӑнталла чупрӑмӑр.

Старик, вӑрӑммӑн яра-яра пусса, утравӑн тепӗр еннелле пырать, ун хыҫӗнчен, такӑна-тӑкӑна ӳксе пӗр мала тухса, пӗр кая юлса, Дёмӑпа Витя васкаҫҫӗ.

Мучи, ӑҫта эсир? Тӑхтӑр-ха! Халех решени пулать…

— Ну тата сирӗнпе, — хӑлаҫланать старик. — Ӗмӗр судлашма юратман! Ну, хӑтӑрса илмелле те пӗрре, ҫитет ачана. Атту йӑлт судпа айӑпласа пӑрахрӗҫ. Пӑхма та шел. Сӑнран ӳкрӗ, шеремет. Мӗн, пулла хӗрхенет, тетӗр-им? Мейӗр, илӗр! Анчах шакка ан тапратнӑ пултӑр…

Эпир чупса ҫитнӗ ҫӗре, старик пулӑпа тата тетелсемпе тулнӑ кимӗ ҫине сиксе ларма та ӗлкӗрчӗ, калакӗпе ҫырана ҫиллессӗн таптарса, утрава хӑй хыҫне пӑрахах хӑварчӗ.

— Асатте! — кӑшкӑртӑм эп, алӑри хута вӑркӑштарса. — Чимӗр, ӑҫта эсир капла? Сиртен каҫару ыйтма решени турӑмӑр! Тӑхтӑр-ха, вӑл халех килет, каҫару ыйтать… Хӑвӑр адреса хӑварӑр — пулӑшӑн укҫа ярӑпӑр…

Анчах хӑлхасӑр старик малалла ишет те ишет, ҫӑмламас пуҫне силлет.

— Илтессе те илтмен, курасса та курман! Пӑхӑр-ха, мӗнле кӗнчелер туса хунӑ вӗсем! Тата — алӑ пусас мар-и?..

Эпир, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ инкекпе ӑнтан кайнӑскерсем, тин кӑна астуса илтӗмӗр: старик пире утрав ҫинчен ҫыран хӗррине каҫарма пултарнӑ-ҫке, е, калӑпӑр, эпир Робинзонсем пулса тӑни ҫинчен станцие пӗлтерме те йывӑрах мар уншӑн.

— Мучи-и-и! — мӗнпур вӑйпа кӑшкӑртӑм. — Пӗлтерӗр унта эсир, ачасем ларса юлнӑ, тейӗр! Мучи-и-и, илтетӗр-и?

Старик пиртен таҫта аякрах — Водохранилище варринчех ӗнтӗ. Ун ҫурӑк сасси аран ҫеҫ хӑйӑлтатса килет:

— Нимӗн те илтӗнмест… Илтессӗм те килмест. Никама та каламӑп, ан пӑшӑрханӑр… Пӗр сӑмах каламӑп… Эх, практикантсем!..

Эпир ӑна вилес пек алӑ сулатпӑр, кӑшкӑратпӑр, ӑсран каймалли паллӑсем тӑватпӑр, пӗрре хамӑр ҫине, тепре утравпа шыв ҫине тӗллесе кӑтартатпӑр. Вӑл хӑнк та тумасть, аллине ҫеҫ сулать…

Ҫапла эпир пӗр нимӗнсӗрех хамӑр чатӑр патне таврӑнтӑмӑр. Унта мӗскӗн Игорь пире ҫав-ҫавах, хӑйӗн тункати ҫинче ларса, тӳсӗмлӗн кӗтет. Пире курсанах, ура ҫине тӑчӗ (суд килет!). Анчах халӗ ӗнтӗ приговор вулани айванланни кӑна пулӗччӗ. Эпӗ тетраде хупласа чӗркерӗм. Ҫапах Игорь ыйтмасӑр тӳсеймерӗ:

— Мӗнле решени йышӑнчӗ суд?

— Ан чӗн! — хӑвӑрт каласа хучӗ Галя. — Мӗн ыйтмалли пур унта «решени»! Палӑртса хӑварас тенӗччӗ, вӑл ав — лар та кай! Сана шеллерӗ пулать. Сан пирки каллех шӑвӑҫ чуман ҫине ларса юлтӑмӑр. Лар ӗнтӗ халь кунта…

Хӗвел пуҫ тӳпинех хӑпарчӗ, аванах пӗҫертет. Анчах паян вырсарникун пулсан та, темшӗн яхтӑсем курӑнмаҫҫӗ. Кунта вӗсем тем чухлех пулаканччӗ.

Шӑрчӑксем пӗр чарӑнмасӑр сӑйлаҫҫӗ тата, такӑш тӗлерех куккук хыттӑн янратса авӑтать.

— Куккук, куккук! Пирӗн лармалли нумай-и кунта? Куккук чылайччен шарламасӑр тӑчӗ. унтан сывлӑш ҫавӑрса илчӗ пулас, тепӗр си авӑтма пуҫларӗ. Шутлатпӑр: Пӗрре… иккӗ… виҫҫӗ… ҫирӗм улттӑ!

— Эй, турӑҫӑм, чӑнах та ҫирӗм ултӑ сехет ларма килӗ-ши? — сехӗрленсе сас пачӗ Люся.

— Кам каларӗ сана — сехет тесе? — тесе хучӗ Витя. — Тен ҫавӑн чул кун пулӗ?

Пурте лаштӑрах кайрӗҫ.

Ытла та вӑрӑммӑн туйӑнчӗ ҫак кун. Водохранилище ҫав-ҫавах пушӑ. Пер хӗррипе кӑна, аякри фарватерпа, икӗ теплоход иртсе кайрӗҫ. Эпир чылайччен вӗсене кӑчӑк туртрӑмӑр, анчах, паллах, вӗсем ҫинчен пире никам та асӑрхаймарӗ.

Вӑйӑсем выляма пӑхрӑмӑр, кроссворда пикентӗмӗр, анчах паян пирӗн нимӗн те ӑнмасть: кроссворд йывӑрри лекрӗ, эпир горизонталь тӑрӑх виҫҫӗмӗш сӑмах ҫинчех такӑнтӑмӑр: «Юриспруденцинчи термин»… Тупаймарӑмӑр, выляма та пӑрахрӑмӑр.

Ачасене пуринчен ытла килте ашшӗ-амӑшӗсем пӑшӑрханса тӑни кӳрентерет.

— Ох, лекет те пире, киле таврӑнсан!

— Чӑн ӗнтӗ, малашне килтен нихҫан та шанса кӑларас ҫук.

Эпӗ те хама хам калама ҫук кансӗр туятӑп. Никам та мар, мана шаннӑ ҫак ачасене.

Кун майӗпе каҫ еннелле сулӑнчӗ. Канал ҫинчи, Водохранилищӑн аякри ҫыранӗсем хӗрринчи паянхи лӑпкӑлӑх мана темӗншӗн ытла та тӗлӗнмелле туйӑна пуҫларӗ. Ҫак ҫынсӑрлӑха тата яхтӑсемпе катерсем ҫуккине ниепле ӑнланма та ҫук темелле.

Эпир, аптӑранӑ енне, хорпа та кӑшкӑрса пӑхрӑмӑр, хирӗҫ чӗнекен никам та пулмарӗ.

Кун ҫути тӗттӗмленсех килет. Хӗвел те анчӗ. Йывӑҫ ҫинчи кайӑксем шӑпланчӗҫ.

Ачасене тепӗр хут ҫитермелле. Анчах мӗн? — Вӗсем, юлнӑ пулӑ ҫине чалӑшӑн пӑха-пӑха, ассӑн сывласа илнине эпӗ лайӑх куратӑп.

Пӑхаҫҫӗ-пӑхаҫҫӗ те, ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ.

— Ачасем, килӗр-ха кунта! — чӗнтӗм эп вӗсене. — Ма пулӑ ҫине хӑяккӑн пӑхатӑр — халӗ вӑл пурпӗрех пирӗн, пирӗн валли хӑварнӑ ӑна… Ахаль сая ямӑпӑр… Хӗр ачасем, килӗр хӑвӑртрах, тасатар, пӗҫерме тытӑнар.

Хуран айӗнчи вут шартлатса ҫунма тытӑнсан тата пулӑ шӑрши тухсан, ачасем самаях пуҫа ҫӗклерӗҫ, унтан тутлӑ уҫӑ апата мӗн пур кӑмӑлтан пикенчӗҫ, пыра пулӑ шӑрпӑкӗ лартасран шикленсе, пӗр шарламасӑр ҫиме тӑрӑшрӗҫ. Пӗр мӑнаҫ кӑмӑллӑ Игорь ҫеҫ ҫиме лармарӗ. Вӑл тем чул ӳкӗтлесен те, яхӑнне те пымарӗ. «Пулӑ тенине ӗмӗр курайман эпӗ», — тесе чӑнласах йӑлӑнтарчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех