Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.05 22:24

Пуплевӗш: 149; Сӑмах: 1474

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Каллех правилӑсем. Вӑл мар

Кунсем те ҫав тери салхуллӑн иртсе пычӗҫ, эпӗ ун чухнехи кашни калаҫӑва, кашни тӗлпулӑва, кашни шухӑша тенӗ пекех астӑватӑп пулин те, манӑн вӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартас килмест. Ҫак кунсем манӑн пурнӑҫӑмра пысӑк мӗлке хурса хӑваракан кунсем пулса юлчӗҫ.

Марья Васильевна вилсенех эпӗ ӗҫлеме тытӑнтӑм. Манӑн хама хам сыхлас тӗлӗшпе темӗнле туйӑм пулнӑ пулӗ ҫав. Вӑл вӑхӑтра эпӗ хама пурин ҫинчен те шухӑшлама чарса, нимӗн ҫине пӑхмасӑр, ҫине тӑрса ӗҫлерӗм. Е Петька манран каллех: «Санӑн летчик пулмалли паллӑсем пур-и-ха?» тесе ыйтнӑ пулсан, эпӗ ӑна халӗ шантарсах «пур» тенӗ пулӑттӑм.

Анчах ку вӑл ҫӑмӑл япала мар. Ҫитменнине Марья Васильевнӑна пытарнӑ чухне эпӗ Катя патне пытӑм, вӑл манран пӑрӑнса кайрӗ. Ҫак вӑхӑт яланах куҫ умӗнчен тухмасть.

Ҫавӑн чухнехине халиччен те пӗр хумханмасӑр аса илме пултараймастӑп. Мӗн-мӗн кӑна тӳсмерӗм эпӗ ун чухне, мӗн чухлӗ кӑна тӗлӗнмерӗм, хумханмарӑм пулӗ.

Акӑ мӗнле пулчӗ вӑл. Марья Васильевнӑна пытарма кӗтмен ҫӗртенех ҫав тери нумай халӑх пуҫтарӑнчӗ. Пӗрле ӗҫленӗ ҫынсем, пӗрле Медицина институтӗнче вӗренне студентсем те пычӗҫ. Вӑл яланах пӗр-пӗччен ҫын пек туйӑнатчӗ. Анчах та ӑна нумай ҫын пӗлнӗ, юратнӑ иккен. Ҫав пӑшӑлтатса калаҫакан, вӑрахчен хапха ҫине пӑхса тӑракан (унтан ҫаплах тупӑка илсе тухмаҫҫӗ-ха) ют ҫынсем хушшинче Кораблев та пур. Куҫӗсем унӑп вӑйсӑрланнӑ, пысӑк мӑйӑхӗ вара, пичӗ ырханланнипе, ватӑлнипе, пушшех те пысӑкланса кайнӑ пек курӑнать.

Вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсем тупӑкпа пӗрле тухнине, алӑк патӗнче ют ҫынсем тӑнине, тупӑка йӑтнӑ чух вӗсем хуҫа пулнине тахҫанах асӑрханӑ-ха эпӗ. Анчах та кунта пачах урӑхла пулчӗ. Ку вӑл тупӑка вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсенчен никамах та йӑтса тухма пултарайманнинчен килчӗ-и, тен.

Николай Антоныч пуҫне усса айккинче тӑчӗ. Нина Капитоновна ӑна аллинчен тытнӑ. Вӑл ӑна, лешӗ тӳп-тӳре тӑчӗ пулин те, ӳкесрен тытнӑ пекех туйӑнчӗ. Авалхилле шлейфлӑ хура пальто тӑхӑннӑ Бубенчиковсем те, манашкӑ пекскерсем те, унтахчӗ.

Катя вӗсен ҫумӗнче алӑк ҫине тинкерсе пӑхса тӑчӗ. Сӑнӗ унӑн, вӑл ҫав тери пысӑк хуйхӑ курнӑ пулин те, хӗрлӗччӗ. Вӑл ҫамки ҫине вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн анса ларакан калпакне тӳсеймесӗр тӳрлете-тӳрлете хуратчӗ. Ахӑртнех, Катя ҫивӗтне лайӑх пуҫтарайман курӑнать.

Ҫур сехете яхӑн кӗтрӗмӗр, тупӑкне ҫаплах илсе тухмарӗҫ-ха. Эпӗ акӑ Катя патне утса пыратӑп.

Пӗлейместӗп, тен, ҫакӑн пек самантра ун патне пыни вӑл лайӑхах та мар пулӗ. Анчах та манӑн ӑна пӗр сӑмах пулин те калас килчӗ.

— Катя.

Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те айккинелле пӑрӑнчӗ…

Эпӗ кунӗ-кунӗпе кӗнекесем тытса лартӑм. Эпӗ хамӑн йӗркене ҫӗнӗрен пуҫласа ятӑм, каллех ултӑ сехетре вӑранатӑп, сивӗ шывпа ҫӑвӑнатӑп, уҫӑ кантӑк умӗнче гимнастика тӑватӑп, уроксене те расписани тӑрӑх хатӗрленетӗп. Тахҫан ӗлӗк туса хатӗрленӗ «Чӑтӑмлӑха ӳстерсе пымалли йӗрке» мана каллех кирлӗ пулса тӑчӗ. Уйрӑммӑнах «Ху мӗн шухӑшланине пытар, кирӗк мӗнле пулсан та, ҫынна ан палӑрт» тени мана халӗ пуринчен те ытларах кирлӗ пулчӗ. Манӑн пурнӑҫӑм куллен-кун йывӑрланса пычӗ пулин те, эпӗ пурпӗрех хамӑн шухӑша палӑртмарӑм. Леш эпӗ маларах асӑннӑ пысӑк мӗлке хам паталла аякран-аякран ҫывхарса пынӑ пекех туйӑнчӗ маншӑн.

Шкулта ӗнтӗ манӑн ҫак юлашки ҫур ҫул кӑна вӗренмелле. Манӑн кашни предметпах «ҫав тери лайӑх» паллӑ илсе тухас килет. Анчах ку вӑл ҫӑмӑл япала мар. Литературӑпа тата йывӑртарах.

Анчах та пӗррехинче Лихо мана, тулхӑра-тулхӑра, шӑртлана-шӑртланах «ҫав тери лайӑх» паллӑ пачӗ. Вӗренсе тухмалли юлашки сочинени мана хӑратмарӗ. Ӑна эпӗ, ҫав вӗрентекен мӗн юратнине пӗлсе, вӑл хӑй майлӑ ҫырнӑшӑн, пӗр хӑйне хӑй юратнӑ пиркиех мана чи лайӑх паллӑ парасса шанса, ҫӑмӑллӑнах ҫырса пӑрахрӑм.

Класра эпӗ чи лайӑх вӗренекенсенчен пӗри пулса тӑтӑм, халӗ ӗнтӗ пӗр Валька кӑна ман умра. Анчах та вӑл тӗлӗнмелле пултаруллӑ ача, ҫитменнине тата манран ӑслӑрах та.

Мӗлки ҫаплах шуса пырать-ха. Кораблев, тӗл пулсан-тусан, ман ҫине ҫав тери йывӑрпа пӑхать, унӑн мана курасси килмест, ахӑр. Николай Антоныч шкула ҫӳремест. Эпир унпа педсоветра вӑрҫни ҫинчен халӗ ӗнтӗ никам та асӑнмасть. Анчах та ман ҫине пурте урӑхла пӑхма пуҫларӗҫ. Вӑл педсоветра тӑнне ҫухатни, Марья Васильевна вилни ӑна пӗтӗмпех тӳрре кӑларчӗҫ темелле.

Ман ҫине халӗ пурте ҫилленсе пӑхаҫҫӗ. Эпӗ ӗнтӗ халӗ пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм. Тӗрӗссипе, нихҫан та кун пек пулманччӗ-ха.

Анчах та эпӗ хамӑн умра тата мӗнле инкек сиксе тухассине пӗлеймен иккен.

Пӗррехинче эпӗ, Марья Васильевна вилни икӗ эрне ҫитсен, Кораблев патне кӗтӗм. Эпӗ ӑна пӗрле Геологи музейне кайса курма чӗнсе пӑхасшӑнччӗ (ун чухне эпӗ вожатӑйчӗ, манӑн ачасем ҫав музее кайса курас терӗҫ). Эпир пуҫламӑш классенчех-ха унта Кораблевпа кая-кая килеттӗмӗр. Ҫав тери интереслӗччӗ унта.

Анчах та вӑл мана хирӗҫ тухрӗ те хӑй патне халь мар, каярахпа кӗме хушрӗ. Унӑн ун чухне кӑмӑлӗ ҫав тери пӑсӑлса кайнӑччӗ.

— Хӑҫан вара, Иван Павлыч?

— Пӗлместӗп, кайран.

Алӑк патӗнчи пӳлӗмре кӗрӗкпе ҫӗлӗк ҫакӑнса тӑратчӗҫ, сӗтел ҫинче ҫыхса тунӑ хӑмӑр шарф выртатчӗ. Ӑна манӑн куҫ умӗнче карчӑк ҫыхрӗ. Кораблев патӗнче Николай Антоныч пулнӑ иккен.

Эпӗ хурланса тухса кайрӑм, «Ӗлӗкхипе хальхи сывлӑш ҫар флочӗ» ятлӑ кӗнекене тытса лартӑм. Халӗ те астӑватӑп-ха, ун чухне эпӗ ҫав кӗнекене вулаттӑмччӗ. Анчах манран вуласси пулмарӗ, манӑн шухӑшӑмсем таҫта аякка вӗҫсе каятчӗҫ, кашни страницӑрах вара манӑн хама — «чӑтӑмлӑха ӳстерсе пымалли йӗркерен» хӑшпӗр вырӑнсене аса илме тӳрӗ килетчӗ. Николай Антоныч мӗн тума ун патне пынӑ-ха? Ара вӑл вӗт Кораблев патӗнче тӑватӑ ҫул пулманччӗ ӗнтӗ. Мӗншӗн Кораблев ҫав териех пӑлханса ӳкнӗччӗ-ши?

Эпӗ ун патне калле ҫаврӑнса пынӑ ҫӗре Николай Антоныч тухса кайнӑччӗ. Хальхи пекех астӑватӑп-ха, кӑмакине чӗртсе янӑччӗ. Кораблев, хулӑм та лапсӑркка френч тахӑннӑскер (вӑл ӑна ӳсӗрӗлсен е чирлесен-тусан тӑхӑнатчӗ), кӑмака умӗнче вут ҫине пӑхса ларатчӗ. Вӑл, эпӗ пырса кӗрсенех, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те:
— Мӗн туса хутӑн эсӗ, Саня! Туршӑн та, мӗн туса хутӑн эсӗ! — терӗ.

— Иван Павлыч!

— Туршӑн та, мӗн туса хутӑн эсӗ! — тарӑхса кайса, тепӗр хут каларӗ Кораблев. — Ара вӗт вӑл мар, вӑл мар. Хӑйӗн тӗрӗслӗхне вӑл никам хирӗҫлемелле мар кӑтартса пачӗ.

— Эпӗ ӑнланаймастӑп-ха, Иван Павлыч. Кам ҫинчен калаҫатӑр эсир?

Кораблев ура ҫине тӑчӗ, унтан ларчӗ, унтан каллех тӑчӗ.

— Ман патӑмра Николай Антоныч пулчӗ. Вӑл мана капитан ҫырӑвӗнче хӑй ҫинчен ҫырманнине тӗпӗ-йӗрӗпех кӑтартса пачӗ. Вӑл темӗнле урӑхла Николай. Темӗнле фон-Вышимирский промышленник.

Эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм.

— Иван Павлыч, суя япала ку, улталать вӑл.

— Ҫук, тӗрӗсне калать, — терӗ Кораблев. — Ку вӑл пысӑк ӗҫ пулнӑ, эпир пур, ун ҫинчен нимӗнех те пӗлеймен. Нумай ҫын пулнӑ унта, темӗнле купцасем те, поставщиксем те, капитан ӗҫ пуҫламӑшӗнчех пурне те пӗлсе тӑнӑ. Вӑл экспедицие ҫав тери япӑх майласа янине те пӗлнӗ, вӑл кун пирки Николай Антоныч патне те ҫырса янӑ, эпӗ ҫав ҫырусене хам куҫпа хам куртӑм.

Эпӗ ӑна, хамӑн хӑлхасене хам ӗненми пулса, итлесе тӑтӑм. Темшӗн эпӗ Энскра тупнӑ ҫыру пӗртен-пӗр ҫыру пулӗ тесе шутларӑм, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ҫак хыпар, капитанӑн тата темле урӑх ҫырӑвӗсем те упранса юлнӑ тени мана тӗлӗнтерсе, хыпӑнтарса пӑрахрӗ.

— Ӑнӑҫсӑрлӑхсем пайтах пулнӑ унта, — малалла каларӗ Кораблев. — Темӗнле судовладелец тинӗсе тухса каяс умӗн командӑна чӗнсе илнӗ, радиотелеграфа ҫав тӗри хӗнпе кӑна тупаҫҫӗ, ӑна та радист пулман пирки хӑварма тӳрӗ килет, тем те пулнӑ унта. Апла-тӑк мӗншӗн-ха пуриншӗн те Николай Антоныч айӑплӑ пултӑр? Ара пурте куҫ умӗнче вӗт! Эпӗ… Эпӗ ҫакна тавҫӑрса илтӗм… Анчах та эпӗ…..

Вӑл каласа пӗтереймерӗ, эпӗ сасартӑк вӑл йӗнине асӑрхарӑм.

— Иван Павлыч, — терӗм эпӗ, ҫак картина ҫине, Кораблев макӑрнине пӑхасшӑн мар пулса, — апла-тӑк вӑл мар, темле фон айӑплӑ пек тухать эппин. Мӗншӗн-ха апла Николай Антоныч ҫак ӗҫе яланах хӑй ертсе пынӑ пек кӑтартма тӑрӑшатчӗ? Экспедици хӑйпе пӗрле типӗтнӗ бульон, макарон, сухари, кофе илсе кайнине ыйтӑр-ха эсир унтан? Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗкрех ҫав фон ҫинчен пӗрре те асӑнмастчӗ?

Кораблев тутӑрӗпе куҫне, мӑйӑхне шӑлса илчӗ. Вӑл стена ҫумӗнчи шкапран эрех кӑларчӗ, ҫур стакан тултарчӗ, унтан чӗтӗрекен аллипе кӑштах калле ячӗ. Эрехне ӗҫрӗ те тенкел ҫине ларчӗ.

— Юрать, халь тин пурпӗрех, — вӑл аллипе сулчӗ. — Анчах та суккӑр пулнӑ-ҫке эпӗ, ним курми суккӑр пулнӑ! — каллех ӗмӗтне ҫухатнӑ пек каларӗ вӑл. — Манӑн ӑна, Марья Васильевнӑна, ҫав ҫын Николай Антоныч пулсан та, ун пек пысӑк ӗҫ ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр ҫынна ҫеҫ айӑплама ҫуккине ӗнентерме тӑрӑшмалла пулнӑ. Эпӗ Марья Васильевнӑна, эсӗ вӑл Николай Антонычах пулнӑ, тесе ӑна курайманнипе ҫине тӑрать теме те пултарнӑ вӗт-ха.

Эпӗ нимӗн чӗнмесӗр Кораблев калаҫнине итлесе лартӑм. Эпӗ ӑна яланах юрататтӑмччӗ, ҫавӑнпа та вӑл мӗскӗнленсе ларни пӗрре те манӑн кӑмӑла каймарӗ. Вӑл, хӗрарӑмсем пекех, сӑмсине шӑнкартрӗ, унӑн ҫӳҫӗсем те, сухалӗ те арпашса пӗтнӗччӗ.

— Куратӑп-и эпӗ, кураймастӑп-и? — терӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна, — ку вӑл ӗҫ патне пырса та вӑрӑнмасть. Эпӗ, тӗрӗссипе каласан, эсир мӗн калас тенине те пӗлейместӗп вӗт-ха. Мӗн пирки эпӗ юриех ҫине тӑнӑ-ха, хам курайманнипе тетӗр-и?

Кораблев чӗнмерӗ.

— Иван Павлыч!

Вӑл ҫаплах чӗнмерӗ.

— Иван Павлыч! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Эпӗ ҫав юри, Николай Антоныча тавӑрас шутпа хутшӑннӑ тесе шутлатӑр-и-мӗн эсир? Эсир апла ҫавӑнпа «Ҫав ҫын темле фон мар, Николай Антоныч пулсан та, ун пек пысӑк ӗҫ ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр ҫынна ҫеҫ айӑплама ҫук» терӗр. Эсир апла пӗтӗмпех эпӗ айӑплӑ тесе шутлатӑр пулӗ? Калӑр! Ҫапла шутлатӑр-и?

Кораблев чӗнмерӗ. Манӑн куҫ-пуҫӑм тӗтреленсе кайрӗ эпӗ вара хамӑн чӗре вӑйлӑн та вӑраххӑн тапнине илтрӗм.

— Иван Павлыч, — чӗтӗрекен сасӑпа татса каларӑм эпӗ. — Манӑн халӗ вилсен те хамӑн тӗрӗслӗхе кӑтартса памалла. Эпӗ ӑна кӑтартӑп. Паянах эпӗ Николай Антоныч патне каятӑп та ҫав ҫырусемпе докуменчӗсене кӑтартма ыйтатӑп. Вӑл сире ҫырура ун ҫинчен мар, темле фон ҫинчен ҫырнӑ тесе ӗнентернӗ иккен. Апла-тӑк вӑл мана та ӗнентертӗр.

— Ху мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна ту, — салхуллӑн каларӗ Кораблев.

Эпӗ тухса кайрӑм. Вӑл вырӑнӗнчен хӑпмарӗ, ҫаплах халтан кайнӑ пек, ӗмӗтне татнӑ ҫын пек, кӑмака умӗнчех тӑрса юлчӗ.

Эпир иксӗмӗр те ним тума пӗлеймерӗмӗр, анчах та манӑн ҫак вӑхӑтра тата темӗнле тилӗрсе каяс та килчӗ. Кораблева вара эпӗ, нихҫан та иртсе каймасла ывӑннӑскерне, сивӗ хваттерте тӑп-тӑр пӗччен тӑратса хӑвартӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех