Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӑм (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пыратӑп, терӗм те трубкӑна ҫакса хутӑм.

Я сказала, что приду, и повесила трубку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӑванса кайрӑм, пуҫелӗк вырӑнне ҫыххӑмсенчен пӗрне хутӑм, пальтопа витӗнтӗм, тӗлӗре пуҫларӑм.

Я подкладываю под голову один из моих узлов, накрываюсь пальто и засыпаю.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тен, манпала та пӑртак калаҫӑн? — тӗртсе хутӑм эп ӑна.

— Может быть, ты и со мной теперь поговоришь? — сказала я.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ой, мӗн туса хутӑм пулать-ха, Амед!

— Ой, что это я, Амед, такое наделала!

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ мӗн туса хутӑм пулать…

Что же я наделала.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, ҫил пек, хамӑр купене персе ҫитрӗм, чи кирлӗ япаласене часрах пуҫтартӑм, одеялпа чӗркерӗм, вӑш-ваш ҫыхса хутӑм, чемодана ярса тытрӑм.

Я, как ветер, вбежала в свое купе, быстро собрала самые необходимые вещи и одеяло, наскоро свернула, завязала узлом, подхватила свой чемоданчик.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Поезӗ — товарнӑй», — хушса хутӑм эп.

— В товарный поезд, — сказала я.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Маковкӑсем туянма кайнӑ, — терем эпӗ кӑмӑлсӑрланса, унтан телефон трубкине ҫакса хутӑм.

— Пошёл покупать маковки, — с недоумением сказала я и повесила трубку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ответлӑ редактор кабинетӗнче питӗ тӗплӗн калаҫрӑмӑр; ҫав хушӑра ҫаксене черетӗн сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара хутӑм:

Это был очень серьезный разговор в кабинете ответственного редактора, разговор, во время которого на стол по очереди были положены:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗчӗкҫӗ ҫеҫ тинӗс компасӗ такамӑнччӗ вара, пӗлейместӗп, вӑл мана тахҫанах сӑхлантарнӑччӗ-ха, — эп ӑна чӑматана Катьӑран вӑрттӑн чиксе хутӑм.

Не знаю, кому принадлежал маленький морской компас, который когда-то так поразил меня, — тайком от Кати я сунул и его в чемодан.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ ӑна темшӗн пӗчӗк сӗтел ҫине картус ҫумне хутӑм.

Но я почему-то положил их на столик рядом с фуражкой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Татаринов капитан экспедицийӗ ҫинчен, — ҫавӑнтах пӳлсе хутӑм эп ӑна.

— Об экспедиции капитана Татаринова, — возразил я сухо.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малицӑна эпӗ, кӑштах чӗркуҫҫинчен ҫӳлерех ҫыхса хутӑм та, ун ӑшне ура-аллӑмпа кӗрсе лартӑм.

Я перевязал малицу немного выше колен и влез в неё с головой и руками.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кӑштах астивсе пӑхрӑм та, хамӑрӑн ача ҫуртӗнчи повар Петя пичче пекех: — А, наркӑмӑш пекех! — тесе хутӑм.

Я попробовал и сказал, как наш детдомовский повар, дядя Петя: — А, отрава!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ урапа ҫинчен сиксе антӑм та пӗррех янлаттарса ятӑм ӑна хӑлха урлӑ (айӑпа кӗтӗм, виноват), вара хамах рогаткӑна парса хутӑм.

Я выскочил из телеги, треснул его (виноват) в ухо и сам отодвинул рогатку.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав вырӑнтан эпӗ мӗнпур саспаллисене, «а»-ран пуҫласа «я»-на ҫитичченех, ҫырса илтӗм, «штурман азбукине» туса хутӑм.

Я выписал из этих мест все буквы — от «а» до «я» — и составил «азбуку штурмана».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юрать, — терӗм те эпӗ тетрадьне хупса хутӑм.

— Ладно, — сказал я и закрыл тетрадку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна тав турӑм та трубкӑна ҫакса хутӑм.

Я поблагодарил и повесил трубку.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ трубкӑна хутӑм.

Я положил трубку.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте тахҫанах пӗтнине, манӑҫа юлнине курах ӗнтӗ эпӗ ун патне шӑнкӑртаттарса пӑхма шутларӑм, мӗн пулать те мӗн килет тесе ҫепӗҫ те хамӑн ӑшӑма вӑркатман сӑмахсем шыраса хутӑм.

Всё было так давно кончено и забыто, что я даже решил позвонить ей и на всякий случай приготовил первую вежливо-равнодушную фразу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех