Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑваттӑмӗш пай. Ҫурҫӗр

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.06 20:54

Пуплевӗш: 165; Сӑмах: 1835

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Виҫе ҫул

Ҫамрӑклӑх пӗр кунтах иртсе каймасть, вӑл куна «паян манӑн ҫамрӑклӑх иртсе кайрӗ» тесе календарь ҫинче те паллӑ тума ҫук. Вӑл ҫав тери сисӗнмесӗр иртсе каять, унпа сывпуллашма та ӗлкӗрейместӗн. Халӗ кӑна акӑ эсӗ ҫамрӑкчӗ, хитреччӗ, пӑхӑсӑн, ав, трамвай ҫинче пионер сана «пичче» тесе чӗнет. Эсӗ вара трамвайӑн тӗксӗм кантӑкӗ ҫинче хӑвӑн сӑн-питна куратӑн та: «Ҫапла, пичче ҫав» тесе тӗлӗнетӗн. Ҫамрӑклӑх иртсе кайрӗ, хӑҫан, хӑш кун, хӑш сехетре? Паллӑ мар.

Манӑн ҫамрӑклӑхӑм та ҫавӑн пекех иртсе кайрӗ ӗнтӗ.

Анчах та хам ӗлӗкрех мӗн ӗмӗтленнине пӑрахӑҫа кӑларса, ҫав ӗмӗт ҫине пачах урӑхла пӑхма пуҫланӑ куна эпӗ лайӑх астӑватӑп…

Ленинградран мана Балашова ячӗҫ, ҫапла ӗнтӗ эпӗ летчиксен пӗр шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн тепринче — хальхинче ӗнтӗ чӑн-чӑн инструктор патӗнче, чӑн-чӑн машинӑпа вӗренме пуҫларӑм.

Хамӑн пурнӑҫра ҫакӑн пек чун хурса ӗҫленине эпӗ урӑх астӑваймастӑп.

— Пӗлетӗр-и, хӑвӑр мӗнле вӗҫнине? — тенӗччӗ мана Ленинградрах шкул начальникӗ. — Арча пек. Ҫурҫӗрте вӗҫме пултаруллӑх кирлӗ.

Эпӗ ҫӗрле вӗҫме вӗрентӗм, кун пек чухне старт пуҫланать, вара мӗн ҫӳле хӑпарса ҫитичченех сӗм тӗттӗм пӑлтӑрта хыпашласа утнӑ пек туйӑнать. Аялта, аэродромра Т ҫуталса тӑрать, хура хирте вара ҫип ҫапнӑ пек майлаштарса тухнӑ хӗрлӗрех ҫутӑсем курӑнаҫҫӗ. Чутун ҫул ҫинче разъездри сигналсем мӗлтлетеҫҫӗ, вӗсене ҫӗрлехи тӗрӗслӗхпе лартса тухнӑ, кӑнтӑрла вӗсем пӗрре те ун пек мар. Сывлӑш хура, ҫӗр куҫа курӑнмасть. Анчах та акӑ инҫетре шурӑмпуҫ курӑнса каять, — тата темиҫе самант иртет, вӑл шурӑмпуҫ мар иккен, пин-пин ҫутӑпа ҫиҫсе тӑракан хула ҫуттисем, вӗсем ҫӗр те пӗр тӗслӗ, ҫӗр те пӗр евӗрлӗ… Тӗлӗнмелле картина!

Самолета эпӗ «куҫ хупса» илсе ҫӳреме вӗренетӗп. Ун пек чухне пӗтӗм тавралӑха шурӑ тӗтре карса илет, саншӑн вара миллион ҫул урлӑ геологин урӑхла эпохине вӗҫнӗ пек туйӑнать. Эсӗ пӗрре те самолет ҫинче мар, вӑхӑт машини ҫинче малалла та малалла ыткӑнатӑн!

Летчик сывлӑш свойствине, унӑн йӑлине лайӑх моряк шыв свойствине пӗлнӗ пекех пӗлмеллине те ӑнланса илтӗм эпӗ…

Ӗлӗкрех юрӑхсӑр пӑрлӑ Арктика таҫта инҫетре-инҫетре пек туйӑнатчӗ. Хальхинче вӑл пирӗн паталла ҫывхарчӗ, чи малтанхи аслӑ вӗҫевсем ҫине вара пӗтӗм ҫӗршыв куҫ хыврӗ.

Кашнийӗнех пирӗн хӑйӗн летчик идеалӗ пурччӗ, эпир вара А юлташ Л-ран лайӑхрах вӗҫет, Ч иккӗшӗнчен те лайӑхрах вӗҫет, тесе пӗр вӗҫӗмрен тавлашаттӑмӑр. Америка службин полковникӗ Бен Эйельсон хӑйӗн ваннӑ аллипе хӑйсен наци ялавне кӑкӑрӗ тавра яваланӑскерне С летчик халь ҫеҫ Америкӑна каҫарса янӑччӗ. Ҫак вӗҫев темшӗн пире тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Ҫук, ку-ха вӑл ҫамрӑклӑх пулнӑ!

Хаҫатсенче кунсеренех Арктика экспедицийӗсем ҫинчен тинӗсрисем те сывлӑшрисем ҫинчен те ҫыратчӗҫ. Эпӗ вӗсене пӗр пӑлханмасӑрах вулаймастӑп. Манӑн чун-чӗрем ҫурҫӗреллех туртӑнатчӗ.

Пӗррехинче ҫапла, — ҫак кун манӑн зачет тытмалли чи йывӑр вӗҫевсенчен пӗрне тумаллаччӗ, — машина ҫинче ларнӑ ҫӗрте, эпӗ хамӑн инструктор аллинче хаҫат куртӑм. Ҫав хаҫат ҫинче пӗр япала вуласа илнӗренех ӗнтӗ эпӗ, хам та сисмерӗм — шлема, куҫлӑха хывса самолетран тухрӑм.

«Экспедици участникӗсене, пӑрлӑ океан тӑрӑх пӗр чарӑнмасӑр ишсе тухас задачӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланӑскерсене, хӗрӳллӗ салам!» Ҫаксене пурне те малтанхи страницӑн варринче шултӑра саспаллисемпе ҫырнӑ.

Тӗлӗнсе кайнӑ инструктор мӗн каланине итлемесӗр, эпӗ каллех ҫав страница ҫине пӑхса илтӗм — манӑн ӑна пӗрре пӑхнипех вуласа илес килчӗ. «Аслӑ Ҫурҫӗр ҫулӗ уҫӑлнӑ» — ку вӑл пӗр статьян ячӗ! «Сибиряков» Беринг проливӗнче» — ку вӑл — теприн ячӗ! «Ҫӗнтерӳҫӗсене салам» — тет виҫҫӗмӗшӗ! Ку вӑл «Сибиряковӑн» историллӗ похочӗн хыпарӗ. Ҫак карап пӗтӗм тинӗсри ишевсен историйӗнчи чи малтанхи хут, пӗр навигаци вӑхӑтӗнчех, Ҫурҫӗр тинӗс ҫулне, Татаринов капитан «Св. Мария» шхунӑпа тухма шутланӑ ҫула, ишсе тухнӑ.

— Мӗн пулнӑ сире? Чирлӗ мар-и эсир?

— Ҫук, инструктор юлташ!

— Пин те икҫӗр метра вӗҫсе хӑпаратӑн, икӗ хутчен пӗр еннелле, икӗ хутчен тепӗр еннелле «тарӑн вираж» тӑватӑн. Тӑватӑ хутчен ӳпне-питне ҫаврӑнатӑн.

— Итлетӗп, инструктор юлташ.

Эпӗ ҫав тери пӑлханса кайнипе, чутах «паянлӑха вӗҫес мар» тесе яраттӑм…

Кунӗпех эпӗ Катьӑпа ҫӗре кӗнӗ Марья Васильевна ҫинчен, капитан ҫинчен шутласа ҫӳрерӗм. Капитанӑн пурнӑҫӗ вара тӗлӗнмелле майпа манӑннипе ҫыхӑнса каять. Анчах та халӗ эпӗ вӗсем ҫинчен ӗлӗкхин пек мар, урӑхла шухӑшлатӑп. Хам кӳреннӗ вӑхӑтсем те мана халӗ урӑхларах, темле лӑпкӑнрах курӑнаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, эпӗ нимӗне те манман-ха. Хам Марья Васильевнӑпа юлашки хут калаҫнине те манман-ха эпӗ. Унӑн кашни сӑмахӗнчех темӗнле вӑрттӑнлӑх, — вӑл ҫамрӑклӑхпа, хӑйӗн пурнӑҫӗпе сывпуллашни сисӗнетчӗ. Тепӗр кунхине карчӑкпа иксӗмӗр чирлисене йышӑнмалли пӳлӗмре ларнине, алӑк уҫӑлсан, эпӗ темле хура пуҫлӑ шурӑ япала, диван ҫинчен аялалла усӑнса тӑракан ҫара алӑ курнисене те манман-ха. Пытарнӑ чухне Катя хамран пӑрӑнса кайнине те астӑватӑп-ха. Тепӗр темиҫе ҫултан пӗр-пӗринпе тӗл пулса, хамӑн тӗрӗслӗхӗме кӑтартса парас тесе ӗмӗтленни те асран тухмасть-ха. Николай Антоныч хама питрен сурнине те манман-ха эпӗ.

Анчах та ҫаксем пурте тӗп герой юлашки актӑра ҫеҫ килсе тухакан темле пьесӑри пек курӑнса кайрӗҫ. Унта мӗн юлашки акта ҫитичченех ҫав герой ҫинчен калаҫса ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Пурте стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан портрет ҫинчи сарлака ҫамкаллӑ моряк ҫинчен калаҫаҫҫӗ…

Ҫапла, ку историре вӑл — тӗп герой, енчен ҫав историре манӑн ҫамрӑклӑх та пайтах вырӑн йышӑннӑ-так — ку вара вӑл чи интереснӑй шухӑшсем вунсаккӑрти ҫамрӑкӑн пуҫне пырса кӗнипе ҫеҫ пулнӑ темелле. Вӑл аслӑ ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ. Ӑна, унӑн ӗҫӗсене хисепе хуманни ҫеҫ пӗтерсе лартнӑ, унӑн историйӗ вара хӑйӗн пурнӑҫӗпе кил-йышри пурнӑҫпа ҫеҫ ҫыхӑнса тӑмасть, вӑл унтан аякка тухса каять. Аслӑ Ҫурҫӗр ҫулӗ уҫӑлнӑ — ку вӑл унӑн историйӗ. Пӑрлӑ тинӗс тӑрӑх пӗр чарӑнмасӑр, пӗр навигаци вӑхӑтӗнчех, ишсе тухасси — ку вӑл унӑн шухӑшӗ. Этемлӗх умӗнче тӑватҫӗр ҫул хушши тӑракан задачӑна пурнӑҫланӑ ҫынсем — унӑн ҫыннисем. Вӗсемпе вӑл хӑйпе тан ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫма пултарать.

Ҫаксемпе танлаштарсан, мӗне тӑраҫҫӗ манӑн шухӑшӑмсем, шанчӑкӑмсем, ӗмӗтӗмсем! Мӗн тӑвасшӑн-ха эпӗ? Мӗншӗн летчик пултӑм-ха эпӗ? Мӗншӗн эпӗ ҫурҫӗре каясшӑн-ха?

Хам каланӑ пьесӑри пекех, сасартӑк пурте хӑйсен вырӑнне йышӑна-йышӑна тухрӗҫ, вара манӑн пуҫӑма манӑн пуласлӑхпа ӗҫӗмсем ҫинчен питӗ ҫӑмӑл шухӑшсем килсе кӗчӗҫ. Ҫурҫӗр летчиксем ҫинчен эпӗ хам мӗн пӗлни темле урӑх енчен курӑннӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Манӑн куҫ умне вара Ҫурҫӗрти ҫур ҫул хушши тӑсӑлакан каҫсем, ҫанталӑк улшӑнасса тарӑхса кӗтмелли эрнесем, юрлӑ-пӑрлӑ ҫӳлӗ тусем ҫинчен вӗҫмелли самантсем (ун пек чухне ирӗксӗрех куҫ анса ларма меллӗрех вырӑн шырать), хӑвӑн машину ҫуначӗ курӑнми ҫил-тӑманра вӗҫнисем, аллӑ градуслӑ сивӗре мотора ӗҫлеттереймесӗр тарӑхнисем куҫ умне тухса тӑчӗҫ. Эпӗ ҫурҫӗрти пӗр летчикӗн: «Ҫурҫӗре вӗҫесси — ҫил-тӑмана тӳссе ирттересси, шыв вӗретесси» — текен формулине аса илтӗм. Ҫынна хӑйӗн килӗнчен икӗ метртах пытаракан хӑрушӑ ҫил-тӑмансем ҫинчен каласа панисем те манӑн асӑма килсе кайрӗҫ.

Анчах сибиряковецсем ҫавнашкал йывӑрлӑхсемпе хӑрушлӑхсенчен хӑраман-ҫке-ха? Вӗсем, ав, винтне ҫухатнӑ пӑрҫӗмӗрене Беринг тинӗсне парӑссемпех илсе тухнӑ.

Тӗрӗс каланӑ иккен Петя. Профессие ӑна хӑвӑн ҫеҫ суйласа илмелле. Эпӗ ҫурҫӗрелле, ҫурҫӗр летчикӗ пуласшӑн шухӑшлатӑп. Ҫав професси мана чӑтӑмлӑ та паттӑр пулма, тӑван ҫӗршыва, хамӑн ӗҫе юратма хушать.

Кам пӗлет, тен мана та хӑҫан та пулин Татаринов капитанпа калаҫма пултаракан пӗр тан ҫынсен хушшине кӗртӗҫ!?

Эпӗ ҫак шухӑшсем пуҫа килсе кӗнӗ куна октябрӗн 3-мӗшне, 1932-мӗш ҫула, хамӑн асӑмра палӑртса хӑвартӑм.

Балашоври шкултан вӗренсе тухиччен пӗр уйӑх маларах эпӗ хама ҫурҫӗре яма ыйтса ҫырса патӑм. Анчах шкултан ямарӗҫ мана. Мана инструктор туса хучӗҫ, вара эпӗ Балашовра тата тепӗр ҫул пурӑнса ирттертӗм. Паллах ӗнтӗ, эпӗ ҫынна вӗҫме вӗрентме пултарнӑ, анчах та ҫав вӑхӑтрах манӑн ӑна пӗрре те вӑрҫас-ятлас килместчӗ. Эпӗ хамӑн вӗренекенсене лайӑх пӗлеттӗм — сӑмахран, пӗри самолет ҫинчен ансанах мӗншӗн табак туртма васкани, тепӗри хӑйӗн савӑнӑҫне палӑртма тӑрашни маншӑн паллӑччӗ. Анчах та эпӗ учитель пулма ҫуралман-мӗн, мана вара хам тахҫанах пӗлекен япалана пин хут ӑнлантарса парасси ҫав тери кичемччӗ.

1933-мӗш ҫулхи август уйӑхӗнче эпӗ отпуск илсе Мускава кайрӑм. Литер мана Энск урлӑ Ленинграда ҫитиччен панӑччӗ, мана Ленинградра та, Энскинче те кӗтетчӗҫ. Анчах та эпӗ Мускава, хама кӗтмен ҫӗре, кӗрсе тухасах терӗм.

Мускавра манӑн ӗҫсем те пурччӗ. Чи малтанах манӑн Главсевморпуте кӗрсе хама ҫурҫӗре куҫарттарасси пирки калаҫса пӑхмаллаччӗ. Унтан Валя Жуковпа Кораблева курса калаҫасшӑнччӗ. Ӗҫӗмсем нумайччӗ манӑн, вара эпӗ хама Мускава кӗрсе тухмасан юраманнине ҫӑмӑллӑнах ӗнентертӗм…

Паллах ӗнтӗ, Катя патне шӑнкӑртаттарса пӑхасшӑнах марччӗ эпӗ, ҫитменнине тата ҫак юлашки виҫӗ ҫул хушшинче унтан пӗртен-пӗр салам кӑна илнӗ, ӑна та Саня урлӑ ҫеҫ. Пурте тахҫанах пӗтнӗ ӗнтӗ, пурте манӑҫа юлнӑ. Пурте тахҫанах пӗтнине, манӑҫа юлнине курах ӗнтӗ эпӗ ун патне шӑнкӑртаттарса пӑхма шутларӑм, мӗн пулать те мӗн килет тесе ҫепӗҫ те хамӑн ӑшӑма вӑркатман сӑмахсем шыраса хутӑм. Анчах та манӑн темшӗн, трубкӑна тытсанах, алӑ чӗтресе кайрӗ, эпӗ кӗтмен ҫӗртенех урӑх номер, Кораблев номерне, персе ятӑм.

Эпӗ ун тӗлне пулайман иккен, — вӑл канма кайнӑ. Палламан хӗрарӑм сасси вара мана вӑл вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн ҫеҫ таврӑнассине пӗлтерчӗ.

— Ӑна унӑн вӗренекенӗ чӗререн саламлать, — терӗм эпӗ. — Григорьев летчик калаҫрӗ тесе пӗлтерӗр.

Эпӗ трубкӑна хутӑм. Ун чухне эпӗ гостинницӑраччӗ, манӑн малтан хулана чӗнмелле пулнӑ иккен, унтан тин номере каламалла пулнӑ. Эпӗ телефон ҫине салхуллӑн пӑхса илтӗм. Пӗр хушӑ телефонпа калаҫмасӑр шухӑша кайса тӑтӑм. Мӗн калӑп-ха эпӗ ӑна? Эпӗ унпа ют ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫма пултараймастӑп-ҫке-ха.

Малтанах эпӗ зоопарка, Валя патне шӑнкӑртаттарма шутларӑм.

Валя та Мускавра мар иккен. Мана Жуков ассистент инҫетри Ҫурҫӗрте пурӑнни ҫинчен сӑпайлӑн каласа пӗлтерчӗ. Мускава вӑл ҫур ҫулсӑр та таврӑнать-и, таврӑнмасть-и кӑна.

— Кам ыйтать ӑна?

— Салам калӑр, тархасшӑн, — терӗм эпӗ. — Сирӗнпе Григорьев летчик калаҫать.

Урӑх манӑн Мускавра никампах та калаҫмалли ҫук, пӗр-пӗр гражданла сывлӑш флочӗн управленийӗн секретарӗпе калаҫсан кӑна. Анчах манӑн секретарьсемпе калаҫма вӑхӑт ҫук.

Трубкӑна илтӗм те эпӗ:
— Хула, — терӗм.

Хула ответ пачӗ, эпӗ номере каларӑм.

Нина Капитоновна телефон патне пычӗ, эпӗ унӑн ырӑ кӑмӑллӑ сассине самантрах уйӑрса илтӗм.

— Катьӑна чӗнме юрать-и?

— Катьӑна-и? — тӗлӗнсе кайса тепӗр хут ыйтрӗ Нина Капитоновна. — Вӑл ҫук.

— Килте ҫук-и?

— Килте те, хулара та ҫук. Кам ыйтать ӑна?

— Григорьев, — терӗм эпӗ. — Эсир мана унӑн адресне пӗлтерме пултараймастӑр-и?

Нина Капитоновна чӗнмерӗ. Вӑл мана пӗлейменни пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Сахал-и-ха ҫут тӗнчере Григорьевсем!

— Практикӑра вӑл. Адресӗ: Троицк хули, Мускав университечӗн геологи партийӗ.

Эпӗ ӑна тав турӑм та трубкӑна ҫакса хутӑм. Ҫакӑ пӗччен ҫеҫ пурӑнмалли кичем номерте эпӗ урӑх тытӑнса тӑма пултараймарӑм, икӗ сехетчен, Главсевморпуть секретарӗ йышӑниччен вӑхӑт чылай-ха. Эпӗ тухса кайса, ним тӗлли-паллисӗр Мускав тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме пуҫларӑм.

Иккӗн ҫӳренӗ ҫӗрте нихҫан та пӗччен ҫӳреме юрамасть иккен, Мускав варринчи чӑн-чӑн сад пахчи те тӗнчери чи кичем вырӑн пек туйӑнса каять. Ытлашши шавлах мар та, анчах пылчӑклӑ урам, ун пеккисем Мускавра лак- туллиехчӗ, пушшех кичемлентерсе яратчӗ. Ирӗксӗрех вара хӑвна ху ватӑрах та ӑслӑрах ҫын вырӑнне хураттӑн.

Калӑн, эпӗ темиҫе ҫултан хамӑн чунӑм ҫине лӑпкӑн кӑна пӑхса, пурне те — хамӑн ҫӗр ҫинчи чи хаклӑ япалана — этем чӗрине пырса тивекен ӗҫри кирлӗ мар вӗрилӗхӗме, хама хам шанманнине, хама, тен, чӗлхесӗр ача чухнех, тӗнче маншӑн ӑнланма пӗлмелле мар йывӑр япала пек туйӑннӑ чухне те хыҫран йӗрлесе пынӑскерне, хакланӑ пек тесе. Халӗ ӗнтӗ маншӑн ҫав чӗлхесӗр пулнин юлашки йӗрӗсем хамра кӑштах тытӑнса юлнӑ пек туйӑнчӗ. Сӑмахран, хамӑн юратура эпӗ хам калас тенине пурне те калаймарӑм, чи кирли ҫинчен вара калаймасӑрах юлтӑм.

Хамӑн юрату, ӑна пур енчен те тӗрлӗ йывӑрлӑхсем сӑрса илнипе, ӑнӑҫсӑр пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Ку каллех — ҫавнашкал ӑнланма пӗлмелле мар йывӑр тӗнче, эпӗ унӑн умӗнче ҫав чӗлхесӗр ача пекех, хама темле пӑталаса хунӑ пек хытса каятӑп.

Ҫук, пурте улшӑнчӗҫ манӑн чунӑмра, эпӗ ӑна хам та чухлатӑп! Текех ӗнтӗ эпӗ, пӗр самант та ҫухатмасӑр хамӑн тӗрӗслӗхе кӑтартасшӑн хыпса ҫунакан ача мар. Халӗ ӗнтӗ эпӗ хама пуринчен ытла лӑпкӑлӑхпа ҫирӗплӗх кирлине лайӑх пӗлетӗп.

Эпӗ хурланса, хама хам хӗрхенсе, ҫав ҫулсенчи, хамӑн ҫамрӑклӑхӑмпа шкулти юратӑвӑм ҫинчен шухӑшларӑм, халӗ ӗнтӗ ҫамрӑклӑхӑм та иртсе кайнӑ, юратӑвӑм та ӗлӗкхи мар. Анчах ӗлӗкхи пекех, пурте манӑн умӑмра, эпӗ пуласлӑха татах та пысӑк шанчӑкпа куратӑп.

Мускавра эпӗ нумаях пурӑнмарӑм. Главсевморпутьпе гражданла сывлӑш флотӗнче мана ырӑ кӑмӑлпа йышӑнчӗҫ. Анчах та Ҫурҫӗр пирки шухӑша та илме ҫук иккен. «Балашов шкулӗ ирӗк памасӑр ниҫта та каймастӑн», — терӗҫ мана.

Тепӗр ҫул ҫурӑран тин — ку пачах ӑнсӑртран пулчӗ — эпӗ Ҫурҫӗре кайма назначени илтӗм. Ленинградра эпӗ пӗр ватӑ летчикпе, ҫурҫӗрте ӗҫлекенскерпе, паллашрӑм, Ватӑла-киле ҫурҫӗрте вӗҫме йывӑр иккен ӑна. Ҫавӑнпа вӑл централла куҫасшӑн. Эпир вырӑнсене пӗр-пӗринпе улӑштартӑмӑр. Вӑл ман вырӑна йышӑнчӗ, эпӗ инҫетри ҫурҫӗр линийӗсенчен пӗринче иккӗмӗш пилот пулма назначени илтӗм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех