Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахаль сăмах пирĕн базăра пур.
ахаль (тĕпĕ: ахаль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре пӑхсах паллӑ: Ишек сӑрчӗ — сӑвап-учӳк тӑвӗ, ахаль киремет мар вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Ахаль те ун ҫинчен ытла нумай шухӑшлатӑп-ха, пӗрмай шухӑшласа тӑрас чухлех лайӑх мар ӗнтӗ вӑл, терӗм ӑна эпӗ.

Я сказала, что я и так думаю о нём слишком много и не такой уж он хороший, чтобы о нём думать и думать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь, паллах ӗнтӗ, вӑл ахаль Вышимирский кӑна, нимӗнле «фонӗ» те ҫук.

Теперь он был, понятно, просто Вышимирский, а никакой не «фон».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшне аса илнӗ май та, ахаль те хӗрхенет.

И в память матери жалеет, и так.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анчах вӗсем пӑрӑнма пӗлмеҫҫӗ, — терӗ вӑл, — ахаль пырасса — лайӑх пыраҫҫӗ.

— Они только поворачивать не умеют, — сказал он серьёзно, — а так очень хорошо везут.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӑхма ӗнтӗ ҫакӑ ахаль ҫыру пек ҫеҫ туйӑнать.

На вид это было обыкновенное письмо.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ ахаль те, дворянина вӗсен начальникӗ туса, казаксене кӳрентер-тӗн; ан хӑрат ӗнтӗ дворянсене, пӗри элекленӗ-элеклеменех вӗлерсе.

Ты уж оскорбил казаков, посадив дворянина им в начальники; не пугай же дворян, казня их по первому наговору.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Оренбургран офицер килнӗ тенӗ хыпар пӑлхавҫӑсене чылаях хускатни палӑрать, ахаль мар ӗнтӗ вӗсем мана чыслӑн кӗтсе илме хатӗрленнӗ.

Видно было, что весть о прибытии офицера из Оренбурга пробудила в бунтовщиках сильное любопытство и что они приготовились встретить меня с торжеством.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ытти: саксем, сӗтел, кантра ҫинче ҫакӑнса тӑракан рукомойник, пӑта ҫинчи алшӑлли, кӗтесри ухват, анлӑ кӑмака анинчи чӳлмексем — ахаль пӳртри пекех.

Впрочем, лавки, стол, рукомойник на веревочке, полотенце на гвозде, ухват в углу и широкий шесток, уставленный горшками, — все было как в обыкновенной избе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр-пӗрне вара эпир тӗнчере ахаль кӑна пурӑнманнине, усӑллӑ пурӑннине кӑтартма тӑрӑшрӑмӑр.

и стараясь доказать друг другу, что мы живем на свете не просто так, а философски целесообразно.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анне ахаль те йывӑрпа пурӑнать.

 — Маме очень тяжело живется,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сан вырӑнта пулсан эпӗ ахаль тумӑттӑм ӑна.

 — На твоем месте я бы пожаловался.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепле пулсан та, эпир хамӑра хамӑр кышлакансем ахаль шӑшисемех пулӗ тесе шутланӑ пек кӑтартрӑмӑр.

Во всяком случае, мы сделали вид, что так и думали, что грызуны — это обыкновенные мыши.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахаль мар ӑна вырӑссем «тӗллев» пӳрне теҫҫӗ те, — сӑмах хушрӗ Расщепей, шӗвӗр пӳрнине ҫӗклесе.

— Не случайно русские его Указательным называют, — сказал Расщепей и поднял палец.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Таса сӑмахсем пӗрре те ахаль ҫухалман, вӗсене такам илтнӗ, вара пӗтӗм халӑх хушшине хӑйсен телейне хӑварса хулана ҫӑлнӑ ҫынсем ҫинчен хыпар кайнӑ.

Кто-то слышал эти слова, и скоро все узнали, кто, отказавшись от своего счастья, спас город.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах вӑл нихҫан та хуйхӑрман, ҫӗрри те унӑн асне сайра-хутра ҫеҫ килкеленӗ, вӑл та пулин шӑнкарнӑ чух кӑна (Палан Тӑван, паллах ӗнтӗ, ахаль ҫын пулнӑ, сӑмса тутӑрӗсӗр те аптӑраман).

Но он никогда не унывал и редко вспоминал о перстне, разве только когда нос утирал, потому что человек он был простой и обходился без платков.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах ӗнтӗ, куна никам та ахаль тӑвас ҫук.

Только, разумеется, я не собираюсь выпрямлять ваших детей бесплатно.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑнах та куҫҫуль ҫӗре ахаль ӳкмен, вӗсен йӗкӗреш ҫуралнӑ — пӗр ывӑл, пӗр хӗр.

Слёзы были не зря, наконец родились близнецы — мальчик и девочка.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Палуба ҫинче пӗр ача аппаланать, вӑл шалҫа пек вӑрӑм, ҫийӗнче — ҫуланса кайнӑ матрос тумтирӗ, йӗмне чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ, аллинче — наждак хучӗ, унпа вӑл ахаль те хӗвел пек ялтӑракан пӑхӑра тата та сӑтӑрать.

А на палубе длинный, как жердь, мальчишка с завернутыми по колено штанами, в замасленной матросской робе наждачной шкуркой надраивал медяшку.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Комитета каятӑп, ахаль хӑвармастӑн…

Я съезжу в комитет, нельзя потакать…

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех