Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.02 22:45

Пуплевӗш: 71; Сӑмах: 690

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Малтанхи тӗлпулу. Ыйӑх килмест

Пурнӑҫ пӗр йӗрпе чупса пынӑ ҫӗртенех сасартӑк аяккинелле пӑрӑнса ӳкнисем, «бочкисемпе» «иммельмансем» пуҫланса кайни манӑн кун-ҫулӑмра пӗрре кӑна пулман.

Эпӗ хам сакӑр ҫулта чухне, вилнӗ хуралҫӑ патӗнче, кӗпер ҫинче, пекӗ ҫухатнӑ чух та ҫакӑн пекех пулнӑччӗ. Наробразӑн тӑлӑх ачасене вырнаҫтармалли ҫуртӗнче те, кичемлӗхе сирсе ярас тесе, тӑм кӗлеткесем тунӑ чухне те ҫакӑн пекехчӗ. Кораблева хирӗҫ «кавар» тунӑ ҫӗрте ӑнсӑртран свидетель пулса тӑнӑ чухне, Татариновсен пӳртӗнчен намӑслантарса кӑларса янӑ чухне те ҫакӑн пекех пулнӑччӗ. Халӗ те ҫаплах пулчӗ. Мана унтан тепӗр хут хӑваласа кӑларчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ ӗмӗрлӗхех!

Акӑ ӑҫтан кукӑрӑлма пуҫларӗ манӑн пурнӑҫ ҫулӗ. Эпир Катьӑпа Оружейнӑйӗнче, тимӗр-тӑмӑр мастерскойӗ патӗнче, тӗл пулас тесе калаҫса татӑлтӑмӑр, анчах та вӑл килмерӗ.

Ҫакӑ телейсӗр кун нимӗнех те ӑнса пымарӗ манӑн. Эпӗ улттӑмӗш урока кӗмерӗм — ку, паллах ӗнтӗ, айванлӑх, мӗншӗн тесен Лихо уроксем хыҫӗнчен килте ҫырнӑ сочиненисене салатса парасшӑнччӗ. Эпӗ тӗл пулсан мӗн калаҫмалли ҫинчен шухӑшласа хурас тенӗччӗ. Анчах йытӑ пек шӑнса кӳтсен ӑҫтан шухӑшлан-ха? Эпӗ урасемпе тапӑртатса, пите, хӑлхасене алӑсемпе хуплакаласа кӑна тӑтӑм!

Ҫапах та ҫакӑ маншӑн тӗлӗнмелле интереслӗ пек туйӑнчӗ. Ӗнерхи кунтан вара мӗн чухлӗ улшӑну пулчӗ! Сӑмахран, ӗнер эпӗ: Катька — ухмах! — теме пултарнӑ. Паян калаймастӑп. Ӗнер эпӗ ӑна кая юлса ҫитнӗшӗн вӑрҫма та пултарнӑ. Паян — вӑрҫаймастӑп. Акӑ вӗт вӑл — лӑп та шӑп манран: «Елена Робинзон» вуланӑ-и? тесе ыйтакан, лактометра пӑсакан, уншӑн манран ҫупкӑ туянакан Катька. Кун ҫинчен шутлама вара пушшех те интереслӗ. Вӑлах-ши вара?

«Вӑлах», — савӑнӑҫлӑн шухӑшларӑм эпӗ.

Анчах вӑл та вӑл мар ӗнтӗ халӗ, хам та — хам мар.

Акӑ пӗр сехет те иртрӗ. Урлӑ урамра шӑп, пӗр витре тӗплекен ҫеҫ, лутакарахскер, пысӑк сӑмсаллӑскер, хӑйӗн мастерскойӗнчен темиҫе хут тухса, хӑранӑ пек, шанман пек ман ҫине пӑха-пӑха илет. Эпӗ ун енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑтӑм, анчах та ку вӑл мана пушшех шанчӑксӑртарах кӑтартрӗ. Эпӗ тепӗр енне каҫса кайрӑм, вӑл ҫаплах, Энск соборӗнчи мачча ҫинчи турӑ пекех, алӑк патӗнчен, йӑсӑрланса тӑракан пӑс ӑшӗнчен, хӑпма пӗлмерӗ. Манӑн вара аялалла, Тверской еннелле, утма тӳрӗ килчӗ…

Эпӗ шкула таврӑннӑ ҫӗре ҫынсем кӑнтӑрлахи апат та ҫинӗччӗ ӗнтӗ. Эпӗ кухньӑна ӑшӑнма кайрӑм, повар мана ятла-ятла пӗр турилкке ӑшӑ ҫӗрулми тултарса пачӗ. Ҫӗрулмине шавламасӑр кӑна ҫисе ятӑм та Валькӑна шырама пуҫларӑм. Анчах та Валька зоопаркра. Манӑн сочинение Лихо Ромашкӑна панӑ иккен.

Эпӗ хамӑн кӑмӑлӑм пӑсӑлса кайнипе, Ромашка мана мӗн тери пӑлханса кӗтсе илнине те сисме пултараймарӑм. Библиотекӑна кӗрсен, унта эпир уроксене хатӗрлентӗмӗр, вӑл ман тавра кускаласа ҫӳрерӗ.

Темиҫе хутчен вӑл пӗр сӑлтавсӑр-мӗнсӗр кулса ячӗ, сочинение те мана васкаса тыттарчӗ.

— Вӑт Лихосел-тӑк Лихосел, — терӗ вӑл. — Сан вырӑнта пулсан эпӗ ахаль тумӑттӑм ӑна.

Эпӗ хамӑн ҫырнине уҫа-уҫа пӑхрӑм. Кашни страница ҫинех хӗрлӗпе туртса тухнӑ, вӗҫӗнче вара: «Идеализм. Ҫав тери начар», тесе ҫырса хунӑ.

Эпӗ ним пулман пекех лӑпкӑн: «Ухмах», терӗм те, тетраде хупса, тухса кайрӑм. Ромашка ман хыҫҫӑн чупса тухрӗ. Тӗлӗнмелле, мӗнле вайӑкласа ҫӳрет вӑл паян, пӗрре ман умма чупса тухать, тепре питрен пырса пӑхать! Манӑн сочинени ӑнӑҫсӑр пулнишӗн хӗпӗртенӗ курӑнать вӑл. Унӑн хӑтланкаларӑшӗ мӗншӗн ун пек пулни ҫинчен шухӑшлас тесе эпӗ аса та илмерӗм.

— Ак сана Лихосел, — пӗр вӗҫӗмрен мӑкӑртатрӗ вӑл. — Шура Кочнев лайӑх каларӗ ун ҫинчен: «Унӑн пуҫӗ кокос мӑйӑрӗ пекех: ҫиелтен хытӑ, шалтан шӗвӗ», терӗ.

Вӑл кӑмӑла пӑтратмалла кулса илчӗ те каллех малалла чупса кайрӗ.

— Тасал, ҫӑва патне, — терӗм эпӗ шӑл витӗр. Юлчӗ вара вӑл…

Ачасем культпоходран таврӑничченех эпӗ вырӑн ҫине кӗрсе выртрӑм. Анчах та манан кун пекех ир выртмалла пулман иккен. Ыйӑхӑм манӑн, куҫа хупса пӗр енчен тепӗр енне ҫавӑрӑнса выртсанах, сирӗлсе кайрӗ.

Халиччен ыйӑх вӗҫсе кайни пулманччӗ-ха манӑн. Эпӗ ҫав тери лӑпкӑн шухӑшласа выртрӑм. Мӗн ҫинчен? Пӗтӗм ҫут тӗнче ҫинченччӗ пулас!

Кораблев патне ыран хамӑн сочинение илсе кайса вулама ыйтасси ҫинчен. Хама вӑрӑ вырӑнне хунӑ витре тӗплекен ҫинчен. Катя ашшӗн «Грили экспедицийӗ пӗтнин сӑлтавӗ» ятлӑ кӗнеки ҫинчен те шухӑшларӑм эпӗ.

Анчах та эпӗ мӗн ҫинчен шухӑшласан та пӗр Катя ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӑм! Эпӗ, тӗлӗрсе кайма пуҫласанах, ӑна ҫав тери ҫепӗҫҫӗн те ачашшӑн аса илтӗм, вӑл манӑн чунӑма тыткӑна илчӗ, чӗрем те вара манӑн ерипен те хӑватлӑн тапма пуҫларӗ. Эпӗ ӑна ҫак самантра хам ҫумринчен те лайӑхрах куртӑм. Манӑн куҫ умне унӑн аллисем тухса тӑчӗҫ.

«Юрать эппин, юратрӑм-тӑк — юратнах пултӑр. Атя-ха, тӑванӑм, ҫывӑр» — терӗм эпӗ хама хам.

Анчах та, чун ҫакӑн пек ҫӗкленнӗ чухне, ҫывӑрас килсен те ҫывӑрмастӑн иккен. Эпӗ ҫутӑлас умӗн кӑна, Петя пичче кухньӑри Махмет ятлӑ кушак ҫурине вӑрҫма тытӑнсан тин, ҫывӑрса кайрӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех