Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ишек

Автор: Наг ТУРАН

Ҫӑлкуҫ: Самант, 2013, 11№

Хушнӑ: 2019.09.13 22:44

Пуплевӗш: 101; Сӑмах: 1091

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тӑтӑшах гиперборейсем пирки сӑмах хускатаҫҫӗ. Гиперборея ҫӗр-шывӗн йӗррисене те тупнӑ пулать, вӗсене «пайлама» тытӑннӑ та ӗнтӗ. Чӑвашсене ку енчен ӑннӑ. Вӗсене официаллах гиперборейлатнӑ. Тӑван халӑха ҫурҫӗрлетекенӗ — Мӑн Маркара (Анаткас Марка, Ҫатра Марка) ҫуралса ӳснӗ гидрограф, геодезист К.Петров — паллӑ полярник, И.Папанинӑн ӗҫтешӗ. 1935-1937 ҫулхи экспедицире Челюскин сӑмсахӗнче хӗл каҫнӑ чух, Таймыр ҫур утравне ӳкернӗ вӑхӑтра унти юханшывсене тӑван кӗтесри ҫырмасен ятне панӑ Константин Петрович. Ҫавӑнтанпа Таймырта Ишек тӑрӑхӗн тӑван кӗтесӗ пур.

«Арҫури» балладӑна пӗлмен ҫын та ҫук, апла пулсан — Ишек салине те ас туман чӑваш ҫук. «…Карчӑк Микули каймарӗ, Ӑна юлташ пулмарӗ, Микул турра пуҫҫапма Ишекелле каймалла терӗ. Тyр кӗллине тӳрлетме Тиха тытса пусмалла терӗ. Арӑм сыв мар, суя мар, Хӗл-ҫӑвӗпех хӗн курать терӗ». Карчӑк Микули мӗн тӗв тытни Михаил Федоров вӑхӑтӗнче те Ишек таврашӗнчи чӑвашсем авалхи тӗне сума сунине палӑртать. Ырӑ кӑмӑллӑ Микулана пуҫ ҫапнӑ хыҫҫӑн балладӑри Микула тиха пусасшӑн — арӑмне сыватас тесе чӳк тӑвасшӑн. Ишеке кайсан ҫӑл патӗнчи йывӑҫ ҫине хӑю ҫыхса хӑваратех ӗнтӗ вӑл: ҫут ҫанталӑк хӑвачӗсене арӑмне чӗртме ыйтать. Пусма татки ҫыхса хӑвармасӑр тихана чӳклемен Карчӑк Микули.

Паян та шкул ҫумӗнчи тӗмсен турачӗсенчен ҫыхса хӑварнӑ хӑюсем ҫил ҫинче шерепеленсе вӗлкӗшеҫҫӗ. Ишек сӑрчӗн, ҫӑлӗн асамне, ҫут ҫанталӑк хӑватне палӑртаҫҫӗ вӗсем. Тӳпери Аслӑ Турра ӗненнӗ, ҫут ҫанталӑка Турӑ тӗкӗрӗ тесе йышӑннӑ халӑхсен культуринче йывӑҫран хӑю ҫакасси анлӑ сарӑлнӑ. Пусма таткисенчен пӳрне сарлакӑш ҫурнӑ. Пӳрне тӑршшӗ-сарлакӑшӗ универсаллӑ виҫе ҫеҫ мар, сӑпайлӑх виҫи те. Сукнапа е пурҫӑнпа усӑ курма юраман. Ӑнланмалла каласан, хӑю ҫакни — ҫутҫанталӑк тата ҫӳлти хӑватсене кӗл туни, хӳтлӗх-пулӑшу-ҫӑмӑллӑх ыйтни. Хӑшӗсен шухӑшӗпе, пусма таткисем таса вутӑн ҫулӑмне сӑнарлаҫҫӗ. Теприсем вара вӗсене вут ҫӗлен е тӗнчен тата вӑхӑтсен пуҫламӑшӗнчи ҫӗленсен сӑнарӗсем-элккисем тесе палӑртаҫҫӗ. Чӑвашсем ытларах шурӑ хӑю ҫыхнӑ — ҫӳлти тӗнчен тасалӑхӗ, чӗмлӗхӗ чунри тасалӑхпа шайлаштӑр тенӗ. Ҫак шайлашуран сывлӑх та, ӑнӑҫу та, телей те пулать тесе ӗненнӗ, чир-чӗртен хӑтӑласса та шаннӑ (хӑю мӗн тӗсли, ӑна миҫе хут ҫыхнин те пӗлтерӗшӗ пур).

Пӗрре пӑхсах паллӑ: Ишек сӑрчӗ — сӑвап-учӳк тӑвӗ, ахаль киремет мар вӑл. Ишек тӑвне сӑнасан — ун айккипе тахҫан ҫӗр хапхи пулнӑ тесе те калас килет. Халӗ Ишекре 14 урам та 200 яхӑн кил. Сала тепӗр 10-15 ҫултан хула поселокне куҫасса иккӗленмеҫҫӗ кунта пурнакансем. Ял мӗнле пуҫланса кайнин хавхи те чаплӑ, Ылтӑн Уртан «ылтӑн» тапхӑрӗпе, Узбек хан вӑхӑчӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Паллӑ этнограф Спиридон Михайлов-Яндуш тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Ишек — Ылтӑн Урта ханӗн пӗлӗшӗ. Ҫав ҫын халӑх тӗнне пӑрахса ислам йышӑннӑ пулать, тавралӑхӑн тӑрӑхтӗперӗ (наместник) пулса тӑрать. Каярахпа, ҫак хавха ытла та хӑюллӑ, ӗненмеллех мартан, В.Грузинцев 1914 ҫулта кӑларнӑ «Ишек ялӗ» кӗнекинче Ишеке Хусанти темле «Узбек ханпа» ҫыхӑнтарать.

Ишек сали малтанласа сӑвап-учӳк сӑрчӗ ҫинче никӗсленмен. Чӑвашсем кӑна мар, ҫармӑссем, ирҫесем, тутарсем те сума сунӑ ту ҫинче никам та вырнаҫман ӗнтӗ. Унта пуҫ ҫапма, кӗл тата чӳк тума ҫӳренӗ. Ахӑртнех ку тӑрӑха чӑвашсем килсе тухичченех сӑваплӑ шутланнӑ ҫак вырӑн.

В.Нестеров историк-архивҫӑ, документсене тӗплӗн тишкерессипе палӑрнӑскер, Степан Разин вӑхӑтӗнче те Ишек ялне асӑннӑ хут ҫуккине, вӑл саманара Ишекӗн пысӑк ҫулӗ пуррине палӑртнине ҫеҫ асӑрхаттарать. Степан Разин вӑхӑтӗнчех Ишеке пуҫ ҫапма йышлӑн ҫӳренине пӗлтерет ку. Ҫавӑнпа Ишек (Ышек е Эшек) текен чӑваш сӑвап-учӳкӗн халӑх асне юлнӑ мӑчавӑрӗ теме те пулать. Ишек ҫӑлӗ, Ишек тӑвӗ тени шайлашӑнать вара. Ишек мӑчавӑр ислам йышӑнса тӑрӑхтӗперне тухни чӑна та килме пултарать. Ишек тени вара ҫав тӑва чыслакансен ялӗсен пӗрлӗхлӗ ячӗ пулнӑ.

Ишек ялне никӗслекенӗ — чиркӗвӗн малтанхи пачӑшки Федор Лукин. Унпа пӗрле кунта тиекпе 2 причетник килнӗ. 1748 ҫулта салара ҫаксем кӑна пурӑннӑ — 4 кил тата ту айӗнче, Ункӑ ҫырминче, Микулин купсан арманӗ ларнӑ.

Ишек тӑвӗ ҫинче малтан ял ларман, аялта шурлӑхра та пулман вӑл. Чи ҫывӑх ялӑн, йӑла-курӑм тӑрӑх, ҫырма урлӑ вырнаҫмалла. Ҫырми вара Ункӑ пулмасса та пултарнӑ. Ҫынсем йышлӑн ҫул сӑваса (пуҫ ҫапма) ҫӳренине христианлатассине ансат та витӗмлӗ, ытти ҫӗрте ӗмӗрсем тӑршшӗпе тӗрӗсленнӗ мелпе усӑ курнӑ. Асамлӑ турӑш тупнӑ та — ҫӗнӗ, христианлатнӑ историе пуҫланӑ.

1751 ҫулта Шӑпачав ял ҫынни, тӗне кӗмен Алтасан хирте хура чул-турӑш (тепӗр вариант — хӑма-турӑш) тупать пулать. Унта пӗр енне Асам тӑван Николайӑн сӑнне (Микула турӑ), тепӗр май вара Михаил аслӑ стратигпа аслӑ Василий ҫветтуй сӑнӗсене ӳкернӗ тесе ӑнлантарса параҫҫӗ тет ӑна тӗне кӗнисем. Алтасан турӑша Паруня хӗрне парать, лешӗ ӑна каткана хурать имӗш. Каҫпа хӗр тӗлӗкре пӗр старике курать: лешӗ каткари япалана чиркӗве кайса пама хушать. Ашшӗ турӑша каялла хире кайса пӑрахать. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӗрӗ хӗне каять — ал-ури ӗҫлеми пулать. Тӗлӗкре Паруня каллех старике курать: лешӗ турӑша чиркӗве пама тепӗр хут хушать. Алтасан ӑна илме каять те — тупаймасть. Шырасан-шырасан таса ҫӑл патӗнче тупӑнать хайхи, чиркӗве кайса парать. Хӗрӗ ҫаплах сывалмасть. Паруняна тӗлӗкре старик Микул турра пуҫ ҫапма хушать. Хӗре чиркӗве йӑтса каяҫҫӗ, Федор Лукин пачӑшкӑ ӑна тӗне кӗртет, хӗр Екатерина ят йышӑнать. Вара Екатерина тӳрех чӗрӗлет, килне хӑй тӗллӗнех утса каять имӗш.

Ишек чиркӗвӗ чӑвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ шутланнӑ. Унӑн чапӗ 1748 ҫулта лартнӑ йывӑҫ чиркӳпе мар, 1754 ҫулта хӑпартма тытӑннӑ, 1780 ҫулта святить тунӑ чул чиркӳпе ҫыхӑннӑ. 1760 ҫул тӗлне Ишек салинче пурӗ те 10 кил пулнӑ. Таса ҫӑл патне часавай туса лартнӑ. Микул турра пуҫ ҫапма вырӑссем те йышлӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Чӑвашсем христианлӑха хапӑл туса йышӑннӑ теме ҫук. 1774 ҫулта, Пугачев вӑрҫи вӑхӑтӗнче, чӑвашсем Иоанн Филиппов пачӑшкӑна, ҫынсене тӗне кӗртме шутсӑр тӑрӑшаканскере, ҫакса вӗлерме шут тытнӑ. Лешӗ: «Таса кӗпе-йӗм тӑхӑнса вилме ирӗк парӑр», — тесе тархаслать те Чашлама вӑрманне тухса тарать — хӑтӑлса юлать (каварланнӑ чӑвашсене кайран айӑпланӑ). 1780 ҫулта Ишекре 15 кил шутланнӑ. Ту ҫинче чиркӳ, притч ҫурчӗ, 2 училище ларнӑ. Уяври суту-илӳ речӗ те пулнӑ.

Ишек авал чиркӗвӗпе кӑна мар, пасарӗпе те чаплӑ пулнӑ. Официаллӑ вӑл 1780 ҫултанпа пухӑнать. Пасар маларах та пулни пирки иккӗленӳ ҫук. Ҫул сӑвасне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнни сартсене (купсасене) илӗртнех. Пуҫ ҫапма килекенсем сӑрт тӑрринче, халӗ шкул ларакан вырӑнта чарӑннӑ. Пасар сарӑлсах пынӑран ӑна сӑрт айӗнчи лапама куҫарнӑ. 150 ҫул ытла шавланӑ пасар ҫак вырӑнта. 1930 ҫулсен варринче, ҫак тӗле колхоз клубне тата правлени кантурне хӑпартнӑран, стадион тунӑран, пасара Ункӑ ҫырмин анӑҫ енне куҫарнӑ.

Ишек пасарӗн чапне-мухтавне тытса тӑраканни — Микула турра халалланӑ ярмарка пулнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 9-10 кунӗсенче (хальхи стильпе 23-24-мӗшӗсенче) иртнӗ, 3-4 пин халӑха пуҫтарнӑ. Хӑш чухне унта 10 пине яхӑн ҫын та килни пулнӑ. Кашни киле 100-шер ҫын чарӑннӑ. Тӗрлӗ ҫӗртен ҫитнӗ ярмӑркӑна, анатри чӑвашсем те йышлӑн ҫӳренӗ. Улача тум тӑхӑннӑ, тухья-тенкӗ ҫакнӑ анатри хӗрсен илемӗ куҫ туллин тӑнӑ. Спиридон Михайлов ҫапла ҫырать: «… Тӗрлӗ халӑх йышлӑ кунта: мӑкшӑсем те, ҫармӑссем те тӗл пулчӗҫ, анатри чӑвашсем вӗт шӑрҫапа эрешленӗ уяв тумӗ тӑхӑннӑ, пуҫне тутар тюпеттейӗ майлӑрах кӗмӗл тухья тӑхӑннӑ арӑмӗсемпе, хӗрӗсемпе. Ҫак халӑх хушшинче пӑлхар тапхӑрне лекнӗ пекех туйрӑм, хам та ӑнланмастӑп — мӗншӗн, хаваспа та тунсӑх ӑшне путрӑм».

Ишек ярмӑркки авалхи ҫул сӑвасӑн еткерне йышӑнни ӑнланмалла ӗнтӗ. Уява Самар тӑрӑхӗнченех халӑх пуҫтарӑнни Ишек авалхи миграци ҫулӗн пайрӑшӗ пулнине те палӑртать ҫакӑ. Республика территорине чӑваш-пӑлхарсем Атӑл леш енчен ҫеҫ мар, Самар-Саратов ҫеҫен хирӗсенчен те куҫса килнине пӗлтерет. Тепӗр уйрӑмлӑх та пулнӑ Ишексен. Ҫакӑнти халӑх калаҫакан чӗлхе таса, тӗрӗс, тӗслӗхлӗ шутланнӑ. Ӑна тӗпчеме XIX ӗмӗртех ют ҫӗр-шыв ӑсчахӗсем килнине та ҫырать Спиридон Михайлов.

Ишекӗн тепӗр ытарайӗ — тавра пӗлӳ музейӗ. «Самант» тусӗсем унпа килес ҫул — экскурсисен ярӑмне пуҫласан — паллашӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех