Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асне (тĕпĕ: ас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саня ҫакӑнтан иртнӗ чух макӑрса ярас марччӗ-ха тесе, пӗррехинче епле майӗпен ҫеҫ шухӑшласа пынине асне илет, кунта ҫитсен вара телефонпа калаҫнӑ пек: — Ч. юлташӑм. Кӑна Григорьев калаҫать-ха, — терӗ.

Саня вспоминает, как однажды он шёл к нему, стараясь медленно думать, чтобы перестать волноваться, и, когда пришёл, обратился к нему как будто по телефону: «Товарищ Ч.? Это говорит Григорьев».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ача ӑна-куна асне те илмест, ҫӗлен пек хӑмсарса тӑракан бомбӑна путарать.

Он не обращал внимания, топил шипящую бомбу в воде.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑнпа Ишек (Ышек е Эшек) текен чӑваш сӑвап-учӳкӗн халӑх асне юлнӑ мӑчавӑрӗ теме те пулать.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Унтан вӑл Энскра эпир пӗрле епле паллашнине асне илчӗ, епле эп вӗсен патне хӑнана пырсан Даша инке ман ҫинчен: «Пырать, килӗшрӗ мана. Сӑнӗ-пичӗ илемлӗ, салху. Сывӑ ҫын» тенине каларӗ.

Она вспомнила, как мы познакомились в Энске, как я была у них в гостях и тётя Даша сказала про меня: «Ничего, понравилась. Такая красивая, грустная. Здоровая».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Саша маковка ҫиме юратнине асне илнӗ ӗнтӗ вӑл, — ӑнлантарчӗ Саня.

— Это он вспомнил, что Саша любит маковки, — объяснил Саня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килелле эпир тулли кӑмӑлпа таврӑнтӑмӑр, Петя тин ҫеҫ эпӗ поездран аннине асне илчӗ, чей те пулин лартса ӗҫтереймерӗм, терӗ.

В прекрасном настроении мы вернулись домой, и тут Петя вспомнил, что я — с поезда, а он даже не напоил меня чаем.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Энскра чух вӑл ҫӳлӗ кӑна, лапсӑркка пуҫлӑ ҫамрӑк ачаччӗ, кирек хӑҫан та вара мӗн кӗтменнине тӑватчӗ — кӗтмен чухнех хӑнана пыратчӗ, кӗтмен ҫӗртех асне илсе тухса каятчӗ.

В Энске это был длинный, лохматый молодой человек, который всегда делал что-нибудь неожиданное — неожиданно приходил в гости, когда его никто не ждал, и так же неожиданно срывался с места и уходил.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Асне илми пулчӗ, — пӑшӑлтатса кала пуҫларӗ кукамай, — иртнӗ кун сӗтел патне те ҫӗлӗк тӑхӑннипех пычӗ.

Забывается, — шёпотом сказала бабушка, — на днях в шапке к столу пришёл.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑштах сӑмах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Саня проекчӗ ҫинчен асне илчӗ.

Он деликатно помолчал некоторое время, потом вернулся к Саниному проекту.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн пултӑр унтан та чапли пурнӑҫра! — асне илчӗ те вӑл пӗр сӑвӑран, унтан хир шӑшийӗсене тытасси ун ӗҫӗ мар, терӗ.

Что может быть в жизни прекрасней подобной игры? — и сказал, что ловить полевых мышей — это не его стихия.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗне асне илчӗ-ши вӑл эпӗ «хам валли ҫеҫ кирлӗ» тесен, пӗлейместӗп, анчах ун куҫӗсем урнӑ пек чарӑлчӗҫ, вӑл пуҫне каҫӑртса урай тӑрӑх утса иртрӗ.

Не знаю, что ему почудилось, когда я сказала «нужны лично мне», но у него вдруг стали бешеные глаза, он закинул голову и легко прошёлся по комнате.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнтах вӑл хамӑр пӗрле ярӑнма ҫӳренине асне илчӗ, вара епле мана питҫӑмартинчен чуптунине шухӑшласа кӑларчӗ, питҫӑмарти ӑна темле «калама ҫук хытӑ та, сивӗ, тӗклӗ пек» туйӑннӑ имӗш.

Потом он вдруг вспомнил, как мы ходили на каток, и выдумал, что один раз на катке поцеловал меня в щёку и что «это было что-то страшно твёрдое, пушистое и холодное».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч асне илнӗ пек туса малалла ярса пусрӗ те Ромашка ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Как будто очнувшись, Николай Антоныч сделал шаг вперед и уставился на Ромашку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ытла хӗрсе ҫитнине асне илчӗ.

Он опомнился.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Кораблев тем асне илнӗ пек пулчӗ, мана кайсан лайӑхрах пулӗ, терӗ.

Потом он спохватился и сказал, что мне лучше уйти:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ унӑн хушаматне пӗлет-ши тесе ыйтрӑм та, анчах старик ниҫтан асне илеймерӗ.

Я спросил, как его фамилия, но старик не мог вспомнить.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Татаринов, Татаринов… — асне иле пуҫларӗ секретарь.

— Татаринов, Татаринов… — припоминая, сказал секретарь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл нихҫан та хуйхӑрман, ҫӗрри те унӑн асне сайра-хутра ҫеҫ килкеленӗ, вӑл та пулин шӑнкарнӑ чух кӑна (Палан Тӑван, паллах ӗнтӗ, ахаль ҫын пулнӑ, сӑмса тутӑрӗсӗр те аптӑраман).

Но он никогда не унывал и редко вспоминал о перстне, разве только когда нос утирал, потому что человек он был простой и обходился без платков.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах французсен 14-мӗш номерлӗ егерь полкӗнчи барабанҫӑн мундирӗпе Устя Бирюкова — Кореванов улпутсен крепостной хӗр ачи пытанса ҫӳрени камӑн асне килӗ?

Но кому может прийти в голову, что в мундире французского барабанщика 14-го егерского полка скрывается дворовая девчонка господ Коревановых Устя Бирюкова?

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен, ун чӗрӗпӗ хӗлле ҫывӑрманнине асне илчӗ пуль е икӗ эрне шетникре ларса начарланнӑ пуль, курӑнасса вара ытла имшеркке курӑнать.

Может быть, он вспомнил, что не спал зимой, может быть, ослабел, просидев в кадке две недели, но только вид у него был неважный.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех