Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутрӗ (тĕпĕ: ҫут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татьяна икӗ лампа ҫутрӗ те хӗрлӗ скатертьпе витнӗ кӑнтӑрлах кӗнекесемпе хаҫатсем хурса тултарнӑ сӗтел ҫине лартрӗ.

Татьяна зажгла две лампы и поставила на стол, накрытый красной скатертью, на которой были разложены еще с полудня книги и газети.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тата кӑштах выртсан, тӑрса лампа ҫутрӗ те, сӗтел патне пырса ларчӗ; лампа ҫутинче вара унӑн йывӑр та канӑҫ паман шухӑшӗсем ватӑ пичӗ ҫине мӗнле пысӑк хуйхӑ хӑварни курӑнчӗ.

Полежав еще немного, поднялся, зажег лампу, сел у стола; при свете лампы было видно, как резко опечалили его постаревшее лицо тяжелые думы.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеров капитан ун ҫинелле пӗшкӗнчӗ, пӗчӗк хунарне ҫутрӗ те, — тӳрех Волошин майора курчӗ.

Капитан Озеров наклонился к ней, включил фонарик, — и сразу увидел майора Волошина.

XXVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унтан сехечӗ ҫине пӑхрӗ те, командир разведчиксене 17.00 таврӑнса донесени тума приказ панине аса илсе, хушӑк патӗнчен чакрӗ, юлашки хут ҫӗр ҫинчи сывлӑша кӑкрипе сывласа илчӗ, чул муклашкине йӑвантарса, хушӑка хупларӗ, лампине ҫутрӗ, чехолӗпе витрӗ.

Потом он взглянул на часы, вспомнив, что командир приказал разведчикам вернуться с донесением к семнадцати ноль-ноль, отполз от отверстия, еще раз всей грудью вдохнул свежий наземный воздух, подтащил камень, старательно заложил им отверстие в зажег лампочку, прикрыв ее чехлом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ваня шахтер лампочкине майлаштарма тытӑнчӗ; вӑл ун аллинчех пулнӑ иккен; насоспа уҫларӗ, шӑрпӑк ҫутрӗ.

Ваня умело налаживал шахтерскую лампочку, которую он, оказывается, нес в руке, покачал насосиком, чиркнул спичкой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ашшӗ хутаҫне салтрӗ, кӗске чӗлӗмне тытнӑ аллине хутаҫа чикрӗ, хыпашлакаларӗ, туртса кӑларчӗ, силлесе тасатрӗ, ҫыртса пӗтернӗрен тӗсӗ кайнӑ чӑпӑкне ҫӑвара хыпрӗ, ялан чӗлӗм туртакансем пек сарӑхман, шап-шурӑ таса шӑлӗсемпе ҫыртрӗ, зажигалкине кӑларчӗ, ҫутрӗ, тем пысӑкӑш кӑвак тӗтӗм пӗлӗтне шавлӑн вӗрсе кӑларса ячӗ.

Отец развязал мешочек, сунул туда руку с короткой капитанской трубочкой, пошарил ею там, вытащил, отряхнул, вставил обкусанным, порыжевшим мундштуком в рот, крепко стиснул белыми, чистыми зубами, которых не брал обычный для курильщиков налет, вынул зажигалку, чиркнул, шумно выпустил огромное облако дыма.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Алевтина Марковна чӑрк! тутарса шӑрпӑк ҫутрӗ те сӗтел патнелле шӑвӑнчӗ.

Алевтина Марковна чиркнула спичками и поплыла к столу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Сюэ-чэн ҫурта ҫутрӗ те Хэ Дао-туна пӳртӗн анӑҫ енчи уйрӑмне, ашшӗн кабинетне, ертсе кӗчӗ.

Сюэ-чэн зажег свечу и провел Дао-туна в западную пристройку.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

— Шӑллӗн пӳлӗмне кӗрсен, Чжан Пэй-цзюнь лампа ҫутрӗ.

Вернувшись в спальню, он зажег лампу и поднес ее к лицу брата.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Шур кӗпе тӑхӑннӑ ҫын сӑмаварне илсе кайрӗ те кӗтесри турӑш умӗнче лампадка ҫутрӗ.

Человек в белой рубахе убрал самовар и зажег в углу перед образом лампадку.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Минут та иртмерӗ, Аврӑмицӑпа Огнянов тӑвӑр ҫенӗк витӗр тӗттӗм пӳлӗме кӗчӗҫ, Хупах хуҫи арӑмӗ краҫҫын лампине шӑрпӑк тивертсе ҫутрӗ.

Полминуты спустя Аврамица и Огнянов прошли через тесные сени в темную каморку, Чиркнув спичкой, корчмарка зажгла жестяную керосиновую лампочку, осветив и комнату и гостя.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кил хуҫи хӑпӑл-хапӑл тумланса ячӗ, пӗр шарламасӑр лампа ҫутрӗ.

Хозяйка наскоро оделась, молча зажгла лампу.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич шӑрпӑк ҫутрӗ, сухаллӑ ҫын аллинче офицер йӗнерӗсем икӗ йӗнер асӑрхарӗ, хулпуҫҫи ҫине вӗсем кӗмӗлпе чӗнтӗрленӗ йӗвенсем ҫакнӑ, теприн хулпуҫҫи ҫинче ҫӑмламас хура буркӑпа чӗркенӗ вӑрӑм та кӳтрем ҫыхӑ пур.

Яков Лукич зажег спичку, увидел на руках у бородатого два офицерских седла, перекинутые через плечо уздечки с серебряным набором; второй держал на плече какой-то сверток, длинный и бесформенный, завернутый в черную лохматую бурку.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шань-сы тӑрса лампа ҫутрӗ те пӳлӗм пушанса юлнине тата ытларах туйса илчӗ.

Вдова Шань зажгла светильник, но стало еще тише.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Вара хунар ҫутрӗ, светильникне сӳнтерчӗ те юнашар пӳлӗмелле утрӗ.

Потом зажег фонарь, погасил светильник и прошел в другую комнату,

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Хуа Лао-шуань сасартӑк сиксе тӑчӗ те, шӑрпӑк чӗртсе, шӳсе тӑртаннӑ светильникне ҫутрӗ, вара чайнӑйӑн икӗ пӳлӗмӗ те кӑвакрах ҫутӑпа ҫуталчӗҫ.

Хуа Лао-шуань вдруг проснулся и сел в постели, чиркнул спичкой, поднес ее к фитилю в промасленной плошке, и обе комнаты чайной озарились голубоватым светом.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

— Акӑ мӗн иккен! — сехӗрленсе каларӗ те Обломов, вырӑн ҫинчен тӑрса, чӗтрекен аллипе ҫурта ҫутрӗ.

— Вот оно что! — с ужасом говорил он, вставая с постели и зажигая дрожащей рукой свечку.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Светофорӑн симӗс ҫути ҫутрӗ пулин те хӗр вырӑнтан та хускалмарӗ.

Загорелся зеленый свет светофора, но девушка не сдвинулась с места.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Ҫав самантра Николай Антоныч алӑк патнелле пычӗ те, мана асӑрхасан, ҫутӑ ҫутрӗ.

В эту минуту Николай Антоныч вышел в переднюю и, увидев меня, зажег свет.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Улпучӗ аллинчен Эрхип ҫуртӑва илчӗ, кӑмака хыҫӗнче хунар шыраса тупса ӑна ҫутрӗ.

Архип взял свечку из рук барина, отыскал за печкою фонарь, засветил его.

VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех