Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Пай: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хушнӑ: 2019.12.22 23:53

Пуплевӗш: 697; Сӑмах: 6573

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пионер чунӗ

Володя шкул картишӗнчен урама тухсан, каялла пӑхса илчӗ те мӑйӗ ҫинчен хӗрлӗ галстукне салтрӗ, чӗркесе кӗсйине пытарчӗ. Шкул умӗнче ӳсекен пысӑк акаци айӗнче кӑшт чарӑнса тӑчӗ те, ҫӗкленӗ хулпуҫҫипе питҫӑмартине хаяррӑн сӑтӑрчӗ, унтан ассӑн сывласа, киле таврӑнас мар тесе, шкул патӗнчен аяккалла утрӗ…

Паян вӑл, ялан хӑйпе пӗрле киле таврӑнакан кӳршӗ ачисем шкултан тухса каясса юри кӗтсе тӑчӗ. Футбол команди тренировка тунӑ ҫӗре те юлмарӗ, унта вӑл сулахай хӗрринче вылять. Унӑн пӗччен юлас килчӗ. Ҫавӑнпа киле тавра ҫулпа кайма шут тытрӗ.

Шкул алӑкӗнчен Володя нихҫан та кунашкал кичем тухман.

Мӗн каласси пур, пулкаланӑ ӗнтӗ инкек-синкексем, сахал мар… Хӑш чух чаплах мар отметкӑллӑ табеле те илме тиветчӗ, сайра хутра сумкӑра «неудовлетворительно» лартнӑ тетрадь алла аялалла туртса выртатчӗ. Ох, мӗнле йывӑрччӗ те ҫавнашкал кун клеёнкӑран касса портфель евӗрлӗ ҫӗленӗ пӗчӗк сумки. Пӗтӗм ҫӗр йывӑрӑшӗ, Миккул Селянинович паттӑр ҫинчен ҫырнӑ былинӑра каланӑ пек, Володя сумкине пытаннӑн туйӑннӑ. Кун пек те пулкаланӑ: киле кайиччен шкул картишӗнчи хаяр ҫапӑҫу хыҫҫӑн юлнӑ паллӑсене пытарас тесе, кран айӗнче ҫӑвӑнса, штукатуркӑпа е рак хуранӗ тусанӗпе шӑлса пытарма тивнӗ. Кун хыҫҫӑн вара лӑпланма май пулнӑ, мӗншӗн тесен, тӑшмана штукатурка та пулӑшман.

Футбол вӑййинче намӑслӑ «типӗ» шутпа выляса яни те, класра темӗнле инкек-синкекпе ӑнӑҫсӑрлӑх хыҫҫӑн хӗрачасем витлени те пулнӑ. Эх, мӗн пулман пулӗ! Пурте пулнӑ. Анчах кун пекки пулманччӗ-ха…

Пионер галстукне ахаль мар пытарчӗ Володя.

Килтисем пӗлнӗ: таврӑннӑ чух галстукне салтса пытарнӑ пулсан, паллах, инкек пулнӑ.

Иртнӗ кӗркунне Октябрь уявне Володьӑна пионерсен ретне йышӑнчӗҫ. Ҫав кун умӗн вӑл, отрядӑн хӗрлӗ ялавӗ патӗнче, юлташӗсем умӗнче каламалли сӑмахне амӑшӗпе аппӑшне вунӑ хут та каласа пачӗ пулӗ — портран каҫа юлса таврӑннӑ ашшӗн ҫак сӑмахсене тата тепӗр хут итлеме тиврӗ. Никифор Семенович Володьӑна зал тӑрӑх темиҫе хут та марш уттипе утма, «налево кругом» ҫаврӑнма, салют пама хушрӗ. Тӳррипе каласан, ку каҫ ашшӗне политика тӗлӗшпе мар, строй тӗлӗшпе заняти тума тиврӗ, мӗншӗн тесен Володя калас сӑмахне пӑхмасӑрах калама пӗлнӗ.

Тепӗр кунне Володя килте чи чаплӑ ҫын пулнӑ. Чӑнах та, ку питӗ пысӑк савӑнӑҫ ӗнтӗ. Шкулта, ушкӑн умӗнче, комсомол ячӗпе ӑна Валентинӑн хӑйӗннех саламлама тиврӗ. Киле Володя кӑкӑрне каҫӑртса таврӑнчӗ; унӑн кӑкӑрӗ ҫинче революцин арканми виҫӗ сыпӑкӗн ҫирӗп те хастар ҫыхӑнӑвне кӑтартакан, пионер правилипе ҫыхнӑ виҫӗ кӗтеслӗ хӗрлӗ галстук ҫунать, ялкӑшать, ялтӑртатать.

Шкулта тӗкӗр пулман, ҫавӑнпа Володя киле таврӑннӑ чух, хӑйне курас тесе, темиҫе хут кантӑк витӗр те пӑхса илчӗ, анчах тӗксӗм кантӑкра мӗлки ҫеҫ курӑннӑ, галстук та тӗсне ҫухатнӑ, ялкӑшни те палӑрман. Ун вырӑнне вӑл килте нумайччен тӗкӗр умӗнчен хӑпмарӗ — пӗрмай пӗр вӗҫне вӑрӑмрах, теприне кӗскерех туса, пионер йӑлине тытса, галстукне майлаштарчӗ: кӑкӑр ҫинче комсомол галстук вӗҫӗ пионерӗнчен вӑрӑмрах пулмалла, ҫурӑм ҫинчи — большевиксен сарлака кӗтесӗ шӑп варринче, ик хулпуҫҫи хушшинче, хуҫланнӑ ҫуха айӗнчен самаях курӑнмалла.

Тӗрӗссипе каласан, Володьӑн галстук тыткалас опыт пулнӑ: Валя килте ҫук чух, унӑн галстукне илсе, тӗкӗр умне тӑрса, революциллӗ ачалӑхӑн паллине законлӑ ҫыхса ҫӳресси ҫинчен ӗмӗтленсе, час-часах ҫыхса пӑхнӑ. Акӑ ӗнтӗ халь ҫав вӑхӑт ҫитрӗ, кӗтнӗ палла ӑна шанса пачӗҫ, унӑн аллинех тыттарчӗҫ. Амӑшӗ пальтине тӳмелесе ҫӳреме хушрӗ пулсан та, сивӗпе шӑнса пӑсӑласса пӑхмасӑр, галстукне пурте курччӑр тесе килхушшинче Володя йӳле ҫӳрет. Вӑл юри кӳршисем патне кӗме тӗрлӗ сӑлтав шыраса тупать. Ҫав савӑнӑҫлӑ кун Володя йӑваш, пуринпе те кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫавӑнпа Алевтина Марковна та ӑна саламларӗ: «Пионера ҫырӑнтӑн-и? Ну, манӑн салама та йышӑн. Ку сана кӑштах тӳрлетессе шанатпӑр ӗнтӗ. Тен, халӗ пире те канлӗрех пулӗ» — терӗ.

Каҫхине ашшӗ тинӗс ҫинчен таврӑнсан, мӗнле пулса иртнине, Володя мӗнле тухса, мӗнле сӑмах панине, вожатӑй мӗн каланине, мӗнле те пулин айӑп пулман-и тесе, тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлчӗ.

Унтан ларчӗ те, Володьӑна ыталаса, хӑй патнелле туртса чӗркуҫҫи хушшине хӗстерсе, икӗ аллипе ывӑлӗн кӑкри ҫинчи галстукне якатса, хуллен вӗҫӗсенчен туртрӗ.

— Асту, Вовка, — терӗ вӑл, — халӗ асту. Паянтан пуҫласа санран халь урӑхла ыйтаҫҫӗ.

Сасартӑк ашшӗ китель тӳмисене вӗҫертрӗ те аркине тавӑрчӗ. Хуҫлатнӑ аркӑ хыҫӗнче, йӑрӑмлӑ кӑвак матрос фуфайки тӑхӑннӑ сарлака, каҫӑрӑлса тӑракан кӑкӑрӗ курӑнса кайрӗ.

— Мӗншӗн тӑхӑнатӑп ҫакна? Хӑнӑхса ҫитнӗ, тетӗн-и? — Ҫук — боевой матрос пурнӑҫне асра тытма. Мӗн теҫҫӗ ҫакна, пӗлетӗн-и?

— Ну, тельняшка.

— Тата мӗнле?

— Ну, фуфайка.

— Тинӗс чунӗ теҫҫӗ, во мӗнле! Эсӗ халь чӗрӳ ҫинче хӗрлӗ галстук ҫакса ҫӳретӗн. Ак хайхи ӗнтӗ ӑна та пионер чунӗ тейӗпӗр. Ӑнлантӑн-и?

Каникул вӑхӑтӗнче Кивӗ Карантина кайсан, Ваня Гриценкопа пӗр тан пек, пионер пионерпа сӑмахланӑ пек калаҫни питӗ кӑмӑллӑччӗ! Епле аванччӗ калаҫура ӑнсӑртран сӑмах тапратма: «Ак пирӗн отрядра пирӗн пионерсем решени йышӑнчӗҫ…»

Ку пурте пит аванччӗ. Паян акӑ шутсӑр усал истори пулса иртрӗ.

Ак ҫапла пулчӗ вӑл. Иккӗмӗш перемена хыҫҫӑн, майӗпен лӑпланакан класа литература учительници, вӑлах класс руководительници, — Юлия Львовна тата унпа пӗрле пӗр палламан ҫын кӗчӗ. Ҫынни, пӗчӗк калпак тӑхӑннӑ пек, ҫӑра, вӗтӗ кӑтра, хуп-хура ҫӳҫлӗ. Ҫӳҫӗ ытлашши хура пирки, тӑнлав ҫинчи кӑвак ҫӳҫӗ, ҫак вырӑна ӑнсӑртран пурлӑ пӳрнесемпе тӗкӗннӗ пек, шап-шурӑ курӑнать. Пысӑк сӑмси ҫинче ларакан шӑм харшаллӑ куҫлӑх айӗнчен питӗ чакӑр, начар куракан куҫсем пӑхаҫҫӗ. Юлия Львовна малти парта патне пычӗ.

— Ачасем, — терӗ вӑл, — пирӗн ҫав тери пысӑк, ҫав тери аван хыпар пур. Паянтан пуҫласа сире историпе ҫӗнӗ педагог Ефим Леонтьевич вӗрентме пуҫлать. Пурте илтрӗр-и? Ӑна курма та ӗлкӗртӗр пулӗ, тетӗп.

Юлия Львовна сасартӑк чеен йӑл кулса илчӗ те типшӗм, илемлӗ пит-куҫӗ ҫинчи сисӗмлӗ куҫхаршийӗ хускалчӗ; ҫакнашкал кулнӑшӑн ачасем ӑна: «Вӑл пире шутсӑр ҫирӗп тытать, ҫапах та темӗнле хамӑр ҫын пек», — тенӗ.

— Ҫапла, — сӑмахне тӑсрӗ Юлия Львовна, — Ефим Леонтьевич сире пӗтӗм класӗпе те, кашнине уйрӑм та, лайӑх пӗлсе ҫитессе шанатӑп. Ӑна йывӑртарах: эсир нумайӑн, вӑл пӗччен. Атьӑр, пирӗн правилӑпа, пӗрремӗш урокӑн малтанхи вунпилӗк минут хушши Ефим Леонтьевич пирӗн хаклӑ хӑна пултӑр. Эсир — класс хуҫисем, хӑнана кӑмӑллӑ йышӑнса, хӑй килне намӑслантарас мар текен хуҫасем пуласса ӗненетӗп. Ну, кайран, Ефим Леонтьевич хӑнӑхса ҫите, ҫав самантран вара кунта вӑл хуҫа пулать. Ефим Леонтьевич сире хӑйпе пӗрле тӗлӗнмелле наука — истори ҫулӗпе илсе кайнӑ вӑхӑта класа ун аллине шанса паратӑп… Ҫапла, Ефим Леонтьевич, йышӑнӑр класа пӑхса ӳстерме…

Юлия Львовна пӗтӗм класа хӑй ытамне ҫавӑрса илнӗ пек аллисене саркаларӗ, ҫаксене сирӗн алла паратӑп, тенӗ пек, ҫӗнӗ учитель еннелле ҫаврӑнчӗ.

Учитель именнипе куҫлӑх айӗнчен куҫне хӗссе илчӗ те нимӗн те чӗнмерӗ. Ачасем, мӗн пуласса кӗтсе, ун ҫине пӑхаҫҫӗ. Шкул йӑлипе, Володьӑн учителӗн мӗнле те пулин кулӑшла енӗсене тупасси килчӗ. Анчах ҫӗнӗ педагог сӑн-пичӗ ҫинче нимрен кулмалли те тупаймарӗ. Пӗвне шута илсен пуҫӗ кӑшт пысӑкрах пулӗ кӑна. Володьӑн мар ӗнтӗ кун ҫинчен калаҫмалла? Ӑна хӑй пӗчӗккӗ пулни те ҫав тери тарӑхтарать. Пӗвӗпе вӑл тантӑшсенчен пуринчен те кая юлнӑ, класра чи пӗчӗкки. Ачасем ҫӗнӗ учителе вӑрттӑн «лутрашка» тесе витлессине Володя малтанах сисет, анчах хӑй ҫакӑнта хутшӑнма пултарайман, ҫавӑнпа та пулӗ, Ефим Леонтьевича вӑл курайми пулчӗ.

Ҫав вӑхӑтра Юлия Львовна ҫӗнӗ учителе сӗтел патне хӑварчӗ те, тинкерсе класс ҫине пӑхса, алӑк патнелле утрӗ, унтан каллех ҫаврӑнса пӑхрӗ: «Ну, астӑвӑр, мана ан намӑслантарӑр», — тенӗ пек, шуралнӑ пуҫне силлерӗ те класран тухрӗ.

Ефим Леонтьевич лармарӗ. Вӑл малти партӑсем тӑрӑх ачасем ҫине пӑхса тухрӗ, унтан камран ыйтас-ши тесе куҫӗсемпе шырарӗ те, кӗске аллине, куҫӗсем сӑмси кӑкӗ ҫумӗнчех ларнӑ пирки сарлака питлӗ курӑнакан, кулма юратакан, иртӗнчӗк Дима Кленов ученик ларакан парта еннелле тӑсрӗ.

— Санӑн хушамату мӗнле? — йӑвашшӑн ыйтрӗ учитель. Сасси унӑн янӑравлӑ мар, анчах ҫав тери мӑн сасӑ. Ачасем, унӑн ҫакнашкал сасӑ пуласса кӗтменскерсем, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ.

— Кленов Дмитрий, — терӗ леш ҫавнашкалах хулӑн баспа, ялан ҫинҫе сасӑпа калаҫать пулсан та.

Класра пурте пӗрӗхтерсе кулса ячӗҫ. Ӗҫ савӑнӑҫлӑ пынине кура, Володя хӗпӗртесе кайрӗ. Анчах учитель нимӗн те асӑрхамасть пек.

— Ну, Кленов Дмитрий, каласа пар, тархасшӑн, эпӗ киличчен мӗн вӗреннӗ эсир?

— Эпир истори вӗренсе, — йӗркесӗр хулӑн баспа хӑрӑлтатрӗ Кленов, паянхи кун паллӑ ҫын пулнине кура.

— Эпир авалхи самана ҫинчен вӗреннӗ.

— Пит аван, — терӗ учитель. — Кала-ха, Кленов, сан сасӑ яланах ҫакнашкал-и е эс паян сывӑ мар-и?

Учитель учениксене ҫак шӳте хутшӑнма сӗннӗ пек, сасартӑк класс ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗ.

— Тӗлӗнмелле, — терӗ Ефим Леонтьевич: — шкулта мӗн чухлӗ ӗҫлетӗп, ачасен кунашкал хулӑн сасӑ пулнине илтменччӗ. Санӑн пыр ыратмасть-и? Ну-ка: «А-а-а», — те-ха.

Кленов ним тума пӗлмесӗр класс ҫине пӑхса илчӗ, анчах хута кӗнине курмарӗ.

— А-а-а-а! — хӑрӑлтатрӗ вӑл.

Класра аран-аран чӑтса лараҫҫӗ. Хӗрачасем аллисемпе тутисене хуплаҫҫӗ, арҫын ачасем питҫӑмартисене хӑмпӑлантарса пуҫсене усса лараҫҫӗ.

— Пырӗ таса, — терӗ Ефим Леонтьевич, нимӗн те пулман пек. — Тӗлӗнмелле! Сассу сан ангина чухнехи пек. Эп сана халех сыватӑп. Ну, юрла ман хыҫҫӑн: «Тра-ля-а-а-а»…

— Ла-а-а… а-а-а, — теме тытӑнса пӑхрӗ Кленов, хытӑ мӗкӗрленнипе тата вӑтаннипе хӗрелсе. Вӑл ҫак мыскарана пуҫланӑшӑн ӳкӗнсе те илчӗ.

— Ну, мӗн эсӗ? Ҫавнашкал бас, аялти «фа» илме пултараймастӑн-и? Ну, атя ҫӳлерех… Тра-ля-а-а… Тата ҫӳлерех… Ля-а-а-а…

— Пултараймастӑп… ман пыр ыратать, — суйрӗ Кленов.

— Сасӑ чӗлӗхӗсем ыратаҫҫӗ пулсан, Юлия Львовна патне кай, вӑл сана киле ярӗ. Тен, ангина пулӗ санӑн — вӑл ыттисене ерме пултарать. Чирлӗ мар пулсан, ман хыҫҫӑн юрла.

Кленов ним тума аптраса ҫаврӑнса пӑхрӗ те ҫинҫе сасӑпа: «Ля-ля-ля…» — юрласа ячӗ.

— Тинех! — терӗ Ефим Леонтьевич. — Халӗ чӑн-чӑн хӑвӑн сассуна илтетӗп. Тархасшӑн, ҫав нота ҫинчех юл. Ну-ка, кала мӗн те пулин!

— Мӗн калас-ха ман? — ыйтрӗ аптранӑ Кленов, яланхи ҫинҫе сассипе. Пӗтӗм класс ахӑлтатса ячӗ.

— Ну, халь ӗнтӗ тинех эпӗ санӑн сассуна нормӑна ҫитертӗм. Эсӗ мана улталасшӑнччӗ. Улталама кирлӗ мар! Халӗ атя, вӗренме тытӑнар. Ман шутпа, кашни ҫын хӑй паян пурӑнакан, ҫитӗнекен ҫӗр ҫинче, ӗлӗк-авал мӗн пулнине пит лайӑх пӗлме тивӗҫ. Тӗрӗс-и?

Вӑл сасартӑк пуҫне кӑлт сиктерсе сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, вара те пырӗнчен, те ҫӑварӗнчен темӗнле ӑнланмалла мар лӗрплетекен сасӑ тухрӗ.

Ҫӗнӗ учителӗн питӗ пысӑк ҫитменлӗх пурри палӑрсан, пурте хӑлхисене чӑнк тӑратрӗҫ, пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ. Учителӗн сывлама кансӗрлекен чир пулнӑ иккен, ӑна вӑл ку таранччен темӗнле пытарнӑ, анчах урок пуҫланса юратнӑ предмет ҫине куҫсан, малтанах интересленсе кайса асӑрханаймарӗ пулмалла.

— Тӗрӗс-и, тусӑмсем? — тепӗр хут ыйтрӗ те учитель, сывласа илчӗ.

Ҫавӑнтах Кленовпа унӑн яланхи тусӗ Миша Донченко ларакан парта хушшинчен сасӑ пачӗҫ.

— Тӗрӗс! Тлип-тлип!..

Учитель вӗсен еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Вӑл кантӑк патне пычӗ те аллине ҫӗклерӗ:

— Пӑхӑр-ха! Пирӗн шкул тӑвайккинче ларать, — вӑл каллех сывлӑш ҫавӑрса илеймесӗр тӗлӗнмелле лӗрплеттерчӗ, — Митридат тӑвӗ…

— Ми-тлип-дат, — илтӗнчӗ Кленов партти хушшинчен. Ачасем вӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхма пуҫларӗҫ.

— Икӗ пин ҫул каярах ҫакӑнта Боспор патшалӑхӗн тӗп хули Пантикапей пулнине пӗлетӗр-и эсир? Ҫакӑнтан Панти патши VI-мӗш Митридат Евпатор таврари ҫӗршывсене хӑратса пурӑннӑ. Вӑл Рима хирӗҫ вӑрҫнӑ, ют ҫӗрсене турта-турта илнӗ. Унӑн хаярлӑхне, вӑйлӑ римлянсемпе ӑнӑҫсӑр вӑрҫнине тата Фарнак ывӑлӗ тӑшмана сутӑннине тӳсеймесӗр Боспорта восстани пуҫланнӑ та, вӑл вара, предани тӑрӑх, ту ҫине хӑпарса хӗҫпе чикӗнсе вилнӗ.

Кунтан та тӗрӗсрех сведенисем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: вӑл хӑйне вӗлерме пултарайман, вилме васкасах та кайман, анчах тӑшман сӑннисем ӑна васкатнӑ…

Ҫапла вара легенда сирӗн хулари ту тӳпине Боспор патшалӑхӗн хаяр, харсӑр та тискер, пурне те парӑнтаракан ҫын ячӗпе ҫыхӑнтарать. Эпир сирӗнпе хӑҫан та пулин музее, лапидарие кайса, ҫав саманари памятниксене пӑхса тухӑпӑр. Вӑл памятниксемпе Пушкин та интересленнӗ. Вӑл Керчра 1820-мӗш ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче пулнӑ. «Кунта эпӗ Митридат тупӑкӗн ишӗлчӗкне куратӑп, кунта эпӗ Пантикапей йӗрне куратӑп», тесе ҫырнӑ поэт хӑйӗн дневникӗнче. Вӑл Митридат тӳпине хӑпарса, асӑнмалӑх чечек татса илнӗ… Вунӑ ҫул иртсен, поэт Крым ҫинчен «Онегин ҫул ҫӳренинче» ҫапла ҫырнӑ:

Воображаю край священный:
С Атридом спорил там Пилад,
Там закололся Митридат…

— Анчах пӗлетӗр-и эсир, — малалла каларӗ учитель, — кунти вырӑн авалтанпах ӗлӗкхи вырӑс ӑстаҫисен чапӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ, сирӗн хула ячӗ вӗсенчен пуҫланнӑ. Керчь! Тимлӗн итлӗр-ха ҫак сӑмаха… Керчь! Авалхи вырӑс чӗлхинче «корчий» е «керчий» сӑмах пулнӑ. Вӑл «тимӗрҫӗ» тенине пӗлтернӗ. Кунта ӗлӗк-авалах тимӗр тӑпри чавса кӑларнӑ. Ҫак вырӑнта тимӗрҫӗ лаҫҫисем пулнӑ пулӗ, ӗлӗкхи пек каласан — керчинницасем. Кунта тавроскиф, каярах вӗсен йӑхӗсем — авалхи вырӑс тимӗрҫисем, корчисем е керчисем хӑйсен ӑсталӑхӗпе чапа тухнӑ. Сӑмах май, авалхи вырӑс ҫырулӑхӗсенче Керче пур ҫӗрте те Корчев тенӗ, урӑхла каласан, «тимӗрҫсен хули», Кузнецк теме юрать. Интереслӗ-и, тусӑмсем? — Учитель ялтӑртатакан куҫӗсемпе класа пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Эпӗ сире тата тепӗр интереслӗ япала ҫинчен каласа кӑтартӑп. Пӗрре эп, Васильевский академикӑн 1908 ҫулта наукӑсен Академийӗ кӑларнӑ научнӑй ӗҫне тытса пӑхрӑм. Эпӗ унта мӗн ҫинчен вуланине пӗлетӗр-и? Тахҫан ӗлӗк-авал Ахиллес паттӑр пулнӑ, тет, ӑна никам та ҫӗнтереймен, никам та сиен тӑвайман. Тепринче эпӗ Гомерӑн «Илиадине» илсе килӗп те, уксах тимӗрҫӗ Гефест Ахиллес валли нимӗнле сӑнӑ витейми тимӗр тумсем туни ҫинчен вуласа парӑп. Васильевский академик ҫапла ҫырать: ӗлӗк Керчь ҫурутравӗ ҫинче Ахиллес князь пуҫ пулса тӑнӑ, вӑл тавроскиф ӑрӑвӗнчен пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна тавроскиф керчисем ахейсенпе троян ҫулпуҫӗсенни пек те мар ҫирӗпрех вӑрҫӑ хатӗрӗсем туптаса панӑ…

Класри чылай ачасене интереслентерме ӗлкӗрнӗ учитель сывлӑшӗ пӳлӗннипе кӗрешсе, хӑй те хӗрсе калаҫнӑ вӑхӑтра кайри кӗтесре шав пуҫланчӗ. Донченкопа Кленов малтан шӑппӑн, унтан хӑюлланса хытӑрах та хытӑрах учителе витлеме тытӑнчӗҫ. Пӗрмай: «Тлип-тлип… Керчь хули… тлип-тлип… Митридат…» — тени илтӗнме пуҫларӗ. Ҫакнашкал хаяр та никама хӗрхенми савӑнӑҫ, ерипен ачасене илӗртсе, пӗтӗм класа ҫавӑрса илет те, ачасем хӑйсем ҫапла хӑтланни киревсӗр иккенне туяҫҫӗ пулин те, чарӑнас тесен те чарӑнаймаҫҫӗ. Халӗ те ҫапла пулчӗ: Донченко е Кленов тепӗр хут витленӗ хыҫҫӑн тата вӑйлӑрах ахӑлтатни илтӗне пуҫларӗ. Малта ларакансем учитель ҫине пӑхайми пулчӗҫ, е аяккалла пӑхаҫҫӗ, е пуҫсене парта ҫинех усса лараҫҫӗ. Володя та ыттисем ҫине пӑхса пӗрӗхтерсе кулса ячӗ. Класс старости — ҫинҫе те ҫӳллӗ Светлана Смирнова, Юлия Львовна хӗрӗ — темиҫе хут хӑйӗн партти хушшинчен ҫӗкленсе, ылттӑн тӗслӗ ҫивӗтлӗ пӗчӗк пуҫне хӑвӑрт ҫӗклесе, ашкӑнчӑксем ларакан кӗтесселле хаяррӑн пӑхрӗ. Анчах ку та пулӑшмарӗ.

— Ҫак Митридат тӑвӗ патӗнче, сирӗн тӑван хулара, тусӑмсем, халӗ ҫӗнӗ, илемлӗ истори ҫыраҫҫӗ, — терӗ учитель.

— Тлип, тусӑмсем! — илтӗнчӗ чарусӑр сасӑ. Учитель сасартӑк калаҫма чарӑнчӗ.

Вал йывӑррӑн та шавлӑн сывласа ерипен хӑйӗн сӗтелӗ патне пычӗ; журнала хупрӗ, куҫлӑхне тӳрлетрӗ.

— Эпӗ йӑлтах паҫӑрах илтрӗм, — терӗ вӑл шӑппӑн, янӑравлӑ сассипе. — Кӑшт иртӗнкелӗҫ те йӑлӑхтарӗ тесе шутларӑм эпӗ. Эсир — кунти вырӑна, сирӗн хулана ҫӗнӗрен чапа кӑларнӑ ҫынсен ачисем… Тӗрӗс, тӗрӗс, мӗнле калаҫма пултаратӑп, чӗре мӗнле хушать, ҫавнашкал калаҫатӑп… Анчах чӗри манӑн йӗркеллех мар ҫав. Эп урӑх нимӗн те хушмастӑп, ҫакна ҫеҫ калатӑп: сирӗн пирки хама намӑс. Кам манран кулнине эпӗ асӑрхарӑм, лайӑх куртӑм, вӗсем манӑн асӑма хытӑ кӗрсе ларчӗҫ. Анчах эпӗ вӗсене ӳпкелешместӗп. Вӗсен ячӗсене те пӗлес килмест… Анчах урӑх эпӗ сире вӗрентместӗп. Эпӗ сирӗн класран тухса каятӑп. Эсир ман чӗрене ыраттартӑр. Сывӑ пулӑр.

Урӑх никам та витлеме хӑяймарӗ. Учитель пуҫне усса алӑк патнелле кайсан, пурте шӑп пулчӗҫ. Учитель малтан ерипен утса кайрӗ, унтан сасартӑк хытӑрах утрӗ те, алӑка яр уҫса, никам ҫук коридор шӑплӑхне тухса ҫухалчӗ.

Учениксем малтан хытса ларчӗҫ, ним тума пӗлмесӗр пӗр сас та кӑлармарӗҫ. Кӑшт тӑрсан калаҫу пуҫланчӗ, пурте сиксе тӑчӗҫ, шавлама тытӑнчӗҫ, унтан харӑсах каллех шӑп пулчӗҫ.

Класа Юлия Львовна кӗчӗ. Вӑл тӳрех учитель сӗтелӗ патне пычӗ. Унӑн типшӗм пит-куҫӗн илемлӗ сӑн-сӑпачӗ тата илемлӗрех пек туйӑнса кайрӗ. Кӑшт ҫеҫ чӗтрекен куҫхаршисене пӗркелентермест, класс ҫине яланхи пек уҫҫӑн та тӳрех пӑхать, анчах тутине ытти чухнехинчен ытларах пӑчӑртанӑ, тута хӗррисенче икӗ пӗрӗнчӗк курӑнать.

— Ку чӑнах-и? — ыйтрӗ вӑл. Класс чӗнмерӗ.

— Чӑнах та эсир ҫӗнӗ учителе ҫавнашкал ирсӗрле, намӑссӑрла кӳрентертӗр-и? Ефим Леонтьевич мана каласшӑн пулмарӗ. Анчах вӑл чирлесе ӳкрӗ… Унӑн чӗри начар. Астма, сывлӑш ҫавӑрайманнипе аптрать… Вӑл пит аван педагог, тава тивӗҫлӗ учитель. Ҫурҫӗр енче пурӑнма сывлӑхӗ япӑх пирки кунта кӑнтӑра куҫса килнӗ. Учениксем ӑна макӑрсах ӑсатнӑ. Вӗсем сире кӗвӗҫеҫҫӗ, мӗншӗн тесен сире ҫавнашкал тӗлӗнмелле аван педагог вӗрентет. А эсир?

— Мӗнле кӗтсе илтӗр эсир ӑна?

Пӗри те чӗнмерӗ, хӑйсен парттисем хушшинче аллисене парта ҫине хурса лараҫҫӗ.

— Кам пуҫларӗ ку ирсӗр ӗҫе? Эпӗ вӗсен ячӗсене ыйтса пӗлесшӗн тесе ан шутлӑр. Ефим Леонтьевич пуҫаракансен ятне каламастӑп терӗ. Мана хама та вӗсене шырама интереслӗ мар. Вӗсем хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартса, класс ятне ҫӗртекен киревсӗрлӗхрен тасалма пулӑшчӑр. Ан тив, кунашкал ӗҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен пурин умӗнче те халех тухса калаччӑр. Эпӗ кӗтетӗп.

Вара Юлия Львовна сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те кӗтме тытӑнчӗ.

Анчах пӗри те хускалмарӗ.

— Ҫитменнине, ку ирсӗр ӗҫе пуҫлакансем хӑравҫӑсем иккен. Вӗсем юлташлӑх законӗ пытарасса шанаҫҫӗ. Ну юрӗ, эпӗ ку ирсӗрлӗхе класс совеҫӗ ҫине хӑваратӑп. Эпӗ сире япӑх пӗлетӗп пулас. Сире япӑх вӗрентетӗп пулмалла… Директора эпӗ мана сирӗн класран хӑтарма ыйтатӑп.

Вӑл класран тухрӗ, партӑсем хушшинче хӗрӗхе яхӑн арҫын ачасемпе хӗрачасем лараҫҫӗ пулсан та, сасартӑк пурне те класс пӳлӗмӗ пушанса юлнӑ пек туйӑнчӗ.

Светлана Смирнова староста сиксе тӑчӗ:

— Эп сире пӗрмай алӑпа систертӗм, эсир ашкӑнса кайрӑр! Сире ним туса та чарма ҫук! Вӑл Керчь ҫинчен ҫав тери интереслӗ каласа пачӗ… — терӗ.

— Вӗсем пӗрмай кансӗрлерӗҫ те, нимӗн те илтме пулмарӗ, — хутшӑнчӗ тӗплӗ шухӑшлӑ, тирпейлӗ хӗрача.

— Ман шутпа, — малалла каларӗ Светлана, — Кленовпа Донченкон Ефим Леонтьевич патне кайса, каҫару ыйтас пулать. Дубининӑн та каймалла. Вӑл юнашар ларать, чарас вырӑнне малтан хӑй кулма пуҫларӗ. Ну, паллах, класӑн та каҫару ыйтас пулать. Тепӗр тесен, манӑн та ыйтмалла, эпӗ староста. Мӗншӗн тесен, эпӗ сире чараймарӑм. Сана, Дубинин, намӑс! Час-часах: «Эпир — пионерсем», — тетӗн. Паян мӗн…

— Дубининӑн мӗн ӗҫ унта? — тарӑхса кайрӗ Володя. — Кирек мӗн пулсан та, тӳрех — Дубинин. Ялан Дубинин айӑплӑ.

Эсӗ — староста, эсех ответ тыт. Сана суйларӑмӑр та, эсӗ тӳрех: «Дубинин». Кленов пуҫларӗ, ан тив, вӑл малтан каҫару ыйттӑр. Эпӗ витлемен.

— Витлемен пулсан та, култӑн.

— Юрать-ха эсӗ тепӗр вӗҫӗнче ларатӑн, санӑн юнашар ларасчӗ, Кленов упӑте пек хӑтланнине курасчӗ, ун чухне эсӗ те чӑтайрас ҫукчӗ.

Пӗтӗм класс хупӑрласа илнӗ Донченкопа Кленов кутӑнланса тӑраҫҫӗ:

— Кулма пурте хавас, мӗн те пулин пулсан — пирӗн ҫине йӑвантараҫҫӗ!

Киревсӗр япала пулса тухрӗ…

Халӗ Володя, пулса-иртни ҫинчен шухӑшласа, ерипен урам тӑрӑх пырать. Мӗнрен кулмалли тупрӗ-ха вӑл хӑй? Мӗнле-ха ӑна Кленов култарма пултарчӗ? Ялан унпа хирӗҫетчӗ, пӗрре ҫеҫ мар ҫапӑҫса та илнӗ, халӗ кӗтмен ҫӗртен унпа пӗр майлӑ пулчӗ. Ҫӗнӗ учитель интереслӗ япала ҫинчен калама тытӑннӑччӗ. Итлесе пӗтерме те памарӗҫ… Пӗтӗм класс намӑса кӗчӗ.

Киле каяс килмерӗ. Володя аяларахри урама анчӗ — вӗсен шкулӗ ту ҫинче ларнӑ, шкул картишӗ те терраса пек пулнӑ — «по долинам и по взгорьям», тесе шӳтленӗ ачасем, ҫӳлти картишпе аялти хушшинче вӑрҫӑлла вылянӑ чух.

Володя хресчен урамне каякан пысӑк чул пусма ҫине тухрӗ. Чарӑнчӗ те, чул ҫине касса ҫырнӑ ҫырӑва ҫӗр хут курнӑ пулин те, паян каллех вуласа пӑхрӗ.

«Ҫак пусмана 1866 ҫулта, Керчри пӗрремӗш гильди купца ывӑлӗ Василий Константинов укҫипе тунӑ».

Эх, купца ывӑлӗ Василий Константинов! Халӗ ерипен пусма тӑрӑх анакан моряк ывӑлӗ Владимир Дубинин пек ҫакнашкал йывӑр инкеке хӑҫан та пулин лекнӗ-и эсӗ?

Володя сарлака та тӳп-тӳрӗ Ленин урамӗпе тухрӗ те Энгельс урамне пӑрӑнчӗ.

Илемлӗ ҫурт — ҫӗнӗ гостиница умӗнче, пӗлӗш кайӑкҫӑ Кирилюк пуҫӗ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан читлӗхре ҫирӗктӑррисем юрлаҫҫӗ. Кунта Володя час-часах ҫирӗктӑррисене итлеме, хуҫипе калаҫкалама килет. Кайӑкҫӑ пӗтӗм хулари хыпарсене пӗлетчӗ. Ун патне яланах Володьӑн тинӗс хӗрринчи тусӗсем пуҫтарӑнаҫҫӗ.

— Ну, мӗн эсӗ паян пит кичем? Арифметика тухмарӗ-и? — ыйтрӗ Кирилюк.

— Ҫук, арифметика мар! — терӗ Володя, тротуар ҫине ларса. — Класра пирӗн пӗр киревсӗр япала пулса тухрӗ.

— Кампа та пулин ҫапӑҫрӑн-им? Ҫапӑҫман пек-ҫке, пит-куҫу та чиперех, пӗр паллӑ та ҫук.

— Никампа та ҫапӑҫман эп. Ҫапӑҫнинчен те усалтараххи пулчӗ.

— Ну-у? Шкултан кӑларса ячӗҫ-и?

— Кӑларасса кӑларман та, анчах кӑларма пултараҫҫӗ. Тен, кӑларса яма та кирлӗ пулӗ… Тӗрӗссипе каласан, эпӗ айӑплӑ мар, эпӗ кайран ҫеҫ кулма тытӑнтӑм, пуҫласса эпӗ пуҫламан.

Володя хӑйӗн урамри аслӑ тусне, ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ. Кирилюк шӑхӑрса ҫеҫ илчӗ. Ҫирӗктӑррисем сигнал панине илтсен, хаваслансах чӗвӗлтетме пуҫларӗҫ.

— Цима! — кӑшкӑрчӗ вӗсем ҫине Кирилюк. — Кунта сирӗн музык ҫеҫ ҫитместчӗ! Итле-ха, Вовка, ку ӗҫ чӑнах та чипер мар. Эсир старике ытла хытӑ кӳрентернӗ.

— Ҫапла ҫав, халӗ мӗн тумаллине те пӗлместӗп, — ассӑн сывласа илчӗ Володя. — Аппа та таврӑнсан — килте элек парса тултарать ӗнтӗ. Манӑн атте мӗнлине пӗлетӗн вӗт?

— Паллах, сахал лекмест ӗнтӗ сана, — килӗшрӗ Кирилюк. — Ну, мӗн те пулин пулсан, ман пата ҫывӑрма кил — ун чухне калаҫса татӑлӑпӑр.

Володя тинӗс патнелле утрӗ. Тинӗс ачана никампа та интересленмен хум шавӗпе кӗтсе илчӗ; хумсем хутлӑн-хутлӑн йӑванса пӗр-пӗрин ҫине пырса ҫапӑнаҫҫӗ те бетонлӑ парапет хыҫӗнчи шӑкӑлтатакан вӗт чулсене хускатаҫҫӗ. Каҫхине кунта тинӗс хӗррине ҫынсем уҫӑлса ҫӳреме тухаҫҫӗ. Халӗ кунта никам та ҫук. Гипсран тунӑ пысӑк арӑслансем кичем пирки анасласа ҫӑварӗсене карса пӑрахнӑн туйӑнаҫҫӗ, вӗсен ҫумне тӑрса Керчь ҫыннисем сӑн ӳкерттерме юратаҫҫӗ. Володя парапет урлӑ каҫрӗ те, пӗр виҫӗ лаптак чула тинӗселле, рикошетпа темиҫе хут шыв ҫинче сиккелемелле вӑркӑнтарчӗ. Вӑл ҫӑварӗпе, сӑмсипе пулӑ тата тинӗс шӑршине шалалла туртрӗ те ассӑн сывласа илчӗ. Ҫӑварне ҫил кӗрсе тулнипе кӗҫех антӑхса каятчӗ, куҫӗсем те шывланчӗҫ. Анчах та Володя ҫил енне тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ, тутине ункӑ пек туса тӑсрӗ те пӗрре сарса тепре пӗрсе илчӗ. Унӑн тути патӗнче ҫил хӑех: уо-уо-уоу! — терӗ. Анчах паян ку вӑйӑ та Володьӑна савӑнтармарӗ. Вӑл ерипен ҫурӑмӗпе ҫил енне ҫаврӑнчӗ те каялла уттарчӗ. Киле таврӑнма та вӑхӑт ӗнтӗ.

Евдокия Тимофеевна Володя ҫинче галстук ҫуккине курсанах, мӗнле те пулин инкек пулнине ӑнланчӗ.

— Ну, кала, мӗнпе чапа тухрӑн? — ыйтрӗ вӑл.

— Валентина килмен-и?

— Ҫук-ха, паян тем тытӑнса тӑчӗ.

«Пӗлет те пулӗ ӗнтӗ. Килсенех — элек сарать ӗнтӗ!» хӑй ӑшӗнче шухӑшларӗ Володя.

— Ну мӗн пулчӗ сан унта? — тӗпчет амӑшӗ.

— Ним те пулман.

— Мӗншӗн тата галстукна салтса илтӗн?

— Салтса илтӗм, ҫавӑ ҫеҫ.

Амӑшӗ урӑх тӗпчеме пӑрахрӗ. Вӑл пӗлет, ыйтни усӑсӑр. Володя суяс ҫук — вӑл нихҫан та суймасть, вӑл мӑнкӑмӑллӑ. Вӑхӑт ҫитсен — хӑех каласа парать. Тек вӑл ывӑлне тӗкӗнмерӗ.

Володя пӗччен юлсан, малтан ашшӗ кӗнекисем выртакан этажерка патне пычӗ. Тен, ҫак кӗнекесем ҫинче, — аслӑ ҫынсен ятне ҫырнӑ хулӑн хуплашкасем ӑшӗнче, тӗнчере пурне те ӑнланакан, этеме аван, тӗрӗслӗхре, тӳрлӗхре пурӑнмалла пултӑр тесе хӑйсен ӗмӗрне хӗрхенмен ҫынсем ҫырнӑ кӗнекесем ҫинче — ҫакнашкал килӗшӳсӗр инкеке лекнӗ пионерӑн малалла мӗн тумаллине кӑтартса паракан, юрӑхлӑ, питӗ ӑслӑ канаш та пулӗ. Анчах юлашки вӑхӑтра Володя кӗнекесене хисеплеме вӗренчӗ, кирлӗ-кирлӗ маррине ыйтмасӑр илмест. Кирлине хӑш страница ҫинче шырамалла-ши? Вӑл мӑкӑрӑлса тӑракан хуплашкана аллипе асӑрханса сӑтӑрса илчӗ, кунашкал кӗнекесене вулама ҫитӗнсе ҫитменшӗн кулянса, хӑйӗн сӗтелӗ патнелле утрӗ. Паянхи кун ӑна нимӗн те савӑнтарман: туса пӗтернӗпе пӗрех ҫӗнӗ линкор моделӗ те, шпулька ҫинчен кӑларса ямалли, вӗҫекен ҫӗнӗ вертушка та, гладиатор тумне тӑхӑнтартнӑ Спартак портречӗ те, — портрет йӑлтах хатӗр — восстани пуҫласа янӑ чурасен хастар ҫулпуҫӗн латӑ ҫинчи хӗрлӗ платне хӗрлӗ кӑранташпа сӑрламалли кӑна юлнӑ.

Ҫук, линкорсем ҫинче ҫула каякансем, пӗлӗте хӑпаракансем, ирӗклӗ пурнӑҫшӑн ҫынсене ҫапӑҫӑва ертсе каякансем манашкал ҫынсем мар пулӗ. Спартак та, Чапаев та, Чкалов та ҫавнашкал киревсӗр инкеке лексен, нихҫан та Дубинин пионер пек тӑвас ҫукчӗ.

Володя пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ; амӑшӗ кухньӑран вӑл радио янине илтрӗ, анчах ҫавӑнтах вилкине штепсельтен каялла кӑларчӗ: залра радио шӑпланчӗ. Володя аван музыка итлеме юратнине Евдокия Тимофеевна пӗлет. Сасартӑк вӑл, пӗчӗкҫӗ ывӑлӗ кухньӑна чупса пырса, амӑшне юбкӑран тытса туртнине аса илчӗ: «Анне, атя зала, унта радио калать, эпӗ юратнине — «Матрос Железняка». Эсӗ пыриччен пӗтӗмпех каласа ан пӗтерччӗр тесе, эпӗ юри выключать туса хӑвартӑм». Хӑш чухне амӑшӗ, ӑна кӳрентерес мар тесе, ун хыҫҫӑн зала каятчӗ те Володя репродуктор вилкине штепселе чикме пукан ҫине тӑратчӗ; кунта урӑх юрӑ параҫҫӗ-мӗн. Пӗчӗк ача пит кӳренетчӗ — вӑл вилкӑна штепсельтен кӑларсан, унсӑр пуҫне репродуктортан юрӑ тухса пӗтмест тесе шухӑшланӑ.

«Радио та итлесшӗн мар, питӗ кӳреннӗ, курӑнать», шухӑшларӗ амӑшӗ.

Часах Валентина шкултан килчӗ. Амӑшӗ унран тем ҫинчен шӑппӑн ыйтнине илтрӗ Володя, Валентина. та шӑппӑн ответлерӗ, унтан иккӗленсе зала кӗчӗ.

— Килте-и-ха? — ыйтрӗ вӑл.

Володя ун ҫине пӑхса илчӗ те, аппӑшӗ пурне те пӗлнине ӑнланчӗ.

— Ну, элек пама ӗлкӗртӗн те-и?

Аппӑшӗ хӑй хыҫҫӑн, коридора тухакан алӑка, ҫирӗп хупса хӑварчӗ.

— Володя, санпа калаҫса пӑхма юрать-и? Анчах хӑшпӗр чух пионерсемпе сборта калаҫнӑ пек.

— Тархасшӑн, мӗнле калаҫас тетӗн, ҫавӑн пек калаҫ.

— Итле-ха, Володя… Ман санпа пӗртте хирӗҫес килмест. Чӑнах, Володя, эп санпа шӳт туса калаҫасшӑн мар. Ҫапах та эпӗ комсомолка вӗт, эсӗ пионер. Сан мана аслӑ аппу вырӑнне хисеплес килмест пулсан, мӗнле пулсан та, эпӗ общество енӗпе санран аслӑрах.

Володя хӑйпе мӑнаҫлӑн калаҫнине те, кӑшкӑрашса сӑмахланине те чӑтма пултарайман, хӑйне кӑшт ҫеҫ сӑмахпа кӳрентерсенех, вӑл тата ытларах йывӑр сӑмахпа ответлеме тӑрӑшнӑ. Анчах хӑйӗнпе тимлӗн, чӑтӑмлӑхне ҫухатмасӑр, ҫемҫен — кӗскен каласан, аван сӑмахласан, вӑл ун чухне ним тума та, ним калӑма та пӗлмен. Халӗ те вӑл сӗтел патӗнче ним чӗнмесӗр, туса пӗтермен линкор модельне аллинче ҫавӑркаласа тӑрать. Аппӑшӗ мӗнпе те пулин кӳрентӗрччӗ тесе ӗмӗтленет. Ун чухне вӑл ҫак йывӑр калаҫӑва харӑсах чарса лартма пултарӗччӗ. Анчах Валентина — ох, чее те! — ҫав тери хурлӑхлӑ сасӑпа сӑмахлать, ҫавӑнпа ӑна Володя ниепле те чараймасть.

— Эпӗ кама та пулин элеклеме те ӗлкӗрнӗ пулӗ, тесе шухӑшлатӑн-и?

— Эсӗ ҫук, тесшӗн-и?

— Паллах, ҫук, Володя… Эпӗ каласа панинчен мӗн усси пулать-ха? Аннен кӑмӑлӗ хуҫӑлать те вӑл аттене каласа парать! Сана пӑсӑрлантараҫҫӗ. Володя, эсӗ хӑвах ӑнланатӑн пулӗ, тетӗп.

— Эпӗ ӑнланмастӑп, тетӗн-и?

— Ӑнланатӑн пулсан, сана вӗрентме те кирлӗ мар. Валентина Володя патнех ҫывхарчӗ те сӗтел вӗҫне ларчӗ.

— Ан саркаланса лар. Сӗтел ҫинче япаласем пуррине курмастӑн-им? — мӑкӑртатрӗ Володя, аппӑшне хӑй вырӑнне лартас тесе мар, йӗркене тытас тенӗрен ҫеҫ. — Ну, мӗн эсӗ ман ҫине шӑтарасла пӑхатӑн?

Володя тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Вовка… Чӑнах та, халӗ пӗр-пӗринпе ятлаҫма вӑхӑт мар. Иксӗмӗр те пӗчӗк мар ӗнтӗ. Сирӗн ӗҫ ҫинчен илтсен эпӗ хам та кӳрентӗм. Мана сирӗн пионерсем каласа пачӗҫ. Эп пӗлетӗп, малтан эсӗ пуҫламан, ҫапах эсӗ те айӑплӑ. Тӗрӗс-и?

Володя аптраса аппӑшӗ ҫине тинкерчӗ:

— Эсӗ, Валендра, тем пысӑкӑшех ҫитӗннӗ, анчах нимӗн те ӑнланмастӑн… Эпӗ хӑратӑп, тетӗн-и? Каясси маншӑн нимӗн те мар. Кам малтан пуҫларӗ тесе ыйтма пултараҫҫӗ вӗт. Мӗн ман, сан шутпа, каласа кӑтартмалла-и?

Пусма ҫинче йыта урисем чӗрнисемпе шакӑртаттарчӗҫ, кухньӑран рейсран выҫӑ таврӑннӑ Бобик ҫиме ыйтса нӑйкӑшни илтӗнчӗ, вӑл хуҫинчен малтантарах чупса килнӗ пулмалла. Унтан ашшӗ сасси илтӗнсе кайрӗ. Амӑшӗ ӑна темскер шӑппӑн калани илтӗнчӗ. Унтан алӑк уҫӑлчӗ те, ашшӗ, брезент плащне алӑ вӗҫҫӗн йӑтса, зала кӗчӗ. Вӑл пулӑҫсем тӑхӑнакан ҫӳллӗ атӑпа, хулӑн пустав бушлатпа, суту-илӳ флочӗн формӑллӑ моряк картузӗпе. Пит-куҫӗ унӑн хӗрелсе кайнӑ, ҫилпе кӑшӑрканнӑ.

— Сывӑ-и, Валя? Салам, Вовка! — сывлӑх сунчӗ те ачисене, диван ҫине ларса, йывӑр аттине хывма тытӑнчӗ. — Валенька, кӑмӑл тусамччӗ, пӳлӗмре тӑхӑнмалли пушмак пар-ха мана. Авӑ ҫав кӗтесре хӑварнӑччӗ… Ну, мӗн эсир иксӗр те тӗксӗм? Мӗн те пулин пулчӗ-и? Валентина, мӗн пулчӗ? — Вӑл хӗрӗ ҫинчен кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ ывӑлӗ ҫине куҫне хыврӗ, иккӗшне те тинкерчӗ. — Володька, мӗншӗн эсӗ галстукна кӗсьене чикнӗ, унӑн вырӑнӗ ҫавӑнта-им? Килте салтса илтӗн пулсан, тирпейлӗ ҫак. Ку мӗнле мода, пионер чунӗ кӗсьерен курӑнни ҫинчен хӑш уставра ҫырнӑ?

Хӗрелсе кайнӑ Валентина, аллине ниҫта чикме пӗлмесӗр, пукан ҫинчен темӗнле кӗнеке ҫавӑрса тытрӗ те тимлесе кӗнеке вуланҫи пулса ларчӗ.

— Эсӗ, чунӑм, пуҫ ҫине тӑр, атту нимӗн те ӑнланаймӑн, — тӗксӗмленсе кулса илчӗ ашшӗ.

— Е кӗнекӳне ҫавӑр, кутӑн тытатӑн… Чӑнах та, сире мӗн пулнӑ? Владимир, эпӗ санран ыйтатӑп. Эсӗ мана ответ пама пултаратӑн-и?

— Пултаратӑп, — терӗ те Володя, Валя хӑйӗн кӗнекине ҫӗре кӗрӗслеттерсе ӳкерчӗ.

Никифор Семенович ывӑлин шурса кайнӑ сӑнӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Володя палӑрмаллах пӑшӑрханать, гимнастерка хӗррине пӳрнисемпе чӗпӗте-чӗпӗте туртать.

— Ну, хӑвӑртрах кала, мӗн пулчӗ сан унта? Шкултан хӑваласа кӑларчӗҫ-и?

— Ҫук, атте… Нимех те мар, пӗтӗмӗшпе илсен… Анчах манӑн санпа калаҫса пӑхмалли пур. Манӑн санпа… парти ӗҫӗ ҫинчен калаҫнӑ пек калаҫса пӑхмалла.

— Парти ӗҫӗ ҫинчен? — тӗлӗнчӗ ашшӗ. — Эсӗ, шӑллам, ку сӑмаха кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре ан хутшӑнтар. Мӗне пӗлтерет вӑл: парти ӗҫӗ ҫинчен тени?

— Эсӗ мана… тӳрех, коммунист пек кала. Паян пирӗн класра, пӗлетӗн-и, мӗн пулса тухрӗ… ӑнсӑртран…

Володя, макӑрас патнех ҫитсе, мӗн пулни ҫинчен ашшӗне каласа пачӗ. Валентина ӳкнӗ кӗнекине хӑй ҫумне пӑчӑртаса, хӑраса ӳкнипе, мӗн пуласси ҫинчен шухӑшласа, ни чӗрӗ, ни вилӗ тӑрать.

Ҫав вӑхӑтра ашшӗ, ывӑннӑ урисене канлӗ кӗҫҫе туфли тӑхӑнаканскер, ерипен тӳрленсе ларчӗ. Пичӗ унӑн йӑм-хӗрлӗ пулчӗ. Володя та пайтах хӑраса ӳкрӗ.

— Пӗтрӗ-и?

— Пӗтрӗ, — аран-аран илтмелле каларӗ Володя.

— Пар-ха, табак хутаҫҫи сӗтел ҫинче выртать… Табак хутаҫҫи, табак хутаҫҫи пар, тетӗп!

Володя сӗтел патне ыткӑнчӗ, ашшӗне табак хутаҫҫи пырса пачӗ.

Ашшӗ хутаҫне салтрӗ, кӗске чӗлӗмне тытнӑ аллине хутаҫа чикрӗ, хыпашлакаларӗ, туртса кӑларчӗ, силлесе тасатрӗ, ҫыртса пӗтернӗрен тӗсӗ кайнӑ чӑпӑкне ҫӑвара хыпрӗ, ялан чӗлӗм туртакансем пек сарӑхман, шап-шурӑ таса шӑлӗсемпе ҫыртрӗ, зажигалкине кӑларчӗ, ҫутрӗ, тем пысӑкӑш кӑвак тӗтӗм пӗлӗтне шавлӑн вӗрсе кӑларса ячӗ. Унтан аллипе сулса тӗтӗмне сирсе ячӗ.

— Ну, калаҫар эппин. Партилле калаҫу кирлӗ, тетӗн-и-ха? Апла Валентинӑна та кунтан тухма ыйтмалла мар-и е, ВЛКСМ членӗ тесе, юлма ирӗк паратӑн-и? Ҫапла, ҫамрӑк пионер. Интереслӗ хӑтланатӑн! — Вӑл аллисене ик еннелле сарчӗ те пуҫне сулласа илчӗ. — Хытӑ калаҫма юрататӑн, тӗрлӗ сӑмахсем пӗлетӗн, ӑҫта килчӗ унта кӗртсе хуратӑн «Парти калаҫӑвӗ!» — ҫилленсе тата тепӗр хут каларӗ ашшӗ. — Класра пулса иртнӗ хыҫҫӑн, мӗнле мана ҫакӑн пек сӑмахсем калама совеҫӳ ҫитет? Э?

Ашшӗ ҫав тери хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ; унӑн капитанла янӑравлӑ сассине илтсен, амӑшӗ мискӑпа алшӑлли тытсах чупса кӗчӗ те алӑк патӗнче чарӑнчӗ.

— Ну, Дуся, — терӗ ашшӗ малалла, — ҫук, эсӗ илтнӗ-и: пирӗн ывӑл мӗн хӑтланать! Пӑх-ха эс, ӑна учитель калаҫӑвӗ кӑмӑла кайман. Учитель тӑван ҫӗршыв ҫинчен калама тытӑннӑ, ӗлӗкхи самана ҫинчен, эпир ак ҫакӑнпа туса ҫитернӗ ӗҫ ҫинчен, — ашшӗ ӗнсине ҫапса кӑтартрӗ, — хамӑр юна юхтарса ҫапӑҫса илни, сыхласа хӑварни ҫинчен… Пуҫтахсем, хулигансем попугайла хӑтланма тытӑннӑ, пирӗн тата, пирӗн ӑслӑ ача вӗсемпе пӗрле хи-хи-ха-ха… Иртӗнчӗксене чарас вырӑнне! Вӑл хӑй те вӗсемпе пӗрле.

— Атте, эпӗ пуҫламан-ҫке… Эпӗ…

— Чарӑн!.. Лайӑх пионер пулнӑ пулсан, санӑн класс чысӗшӗн тӑрас пулнӑ… Ҫук, Дуся, эсӗ асту-ха. Куратӑн-и, учитель калаҫни кулӑшла, тет. Ну-ка, пар-ха мана хӑвӑн вырӑс чӗлхи тетрачӗсене! Кунта ак мӗн ҫырнӑ? «Тетрадь по русскому языку ученика 4-го класса Дубинина Владимира». Ак ҫак Дубинин Владимир яка калаҫнипе мухтанать. Хӑй вырӑсла тӗрӗс ҫырма пӗлмест. Акӑ, диктант… «Удивлятся» тесе ҫырнӑ, унта мягки знак кирлӗ пулнӑ. Ав куратӑн-и, хӗрлӗ кӑранташпа айӗнчен туртнӑ. Кунта тата «мальчишька» ҫырнӑ, «ш» хыҫҫӑн мягки знак лартнӑ. Вӑл кунта пачах кирлӗ мар! Учительница чӗрсе пӑрахнӑ. Ху вӗренмен ача, йӑнӑшсем туса ҫыратӑн, мӗнле эс, учительтен, вӗреннӗ ҫынтан, санран пин хут ытларах пӗлекенскертен кулма хӑятӑн? Мӗнле ҫитменлӗх тупса ун ҫумне ҫулӑхрӑр? Э?

Ашшӗ тӑчӗ, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, тӗпне якӑр тунӑ йывӑр карап пепельници ҫине чӗлӗм кӗлне шаккарӗ.

— Ав Алексей Максимович Горький, эпир ун патӗнче Соррентора пулнӑ чух… Астӑватӑн-и, Володя, эпӗ сана «Незаможник» ҫинче служить тунӑ чух, ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫулта Италие кайни ҫинчен каласа панине?..

Володя сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. Ашшӗ миноносец ҫинче Италие кайсан, Горькипе тӗл пулни ҫинчен каласа панине Володя темиҫе хут та илтнӗ. Никифор Семенович ҫак тӗлпулӑва, аслӑ писатель вӗсене кӑмӑллӑ йышӑнни ҫинчен, хӑй дачинче вӗсемпе — ҫамрӑк моряксемпе юлташла калаҫнӑ пек калаҫни ҫинчен асӑнма юратнӑ. Ашшӗ асӗнче юлнӑ пысӑк кун халӗ ӑнсӑртран аса килни, калаҫу кӑмӑллӑ пӗтессине пӗлтернӗ.

— Максим Горький ун чухне, эпир унпа культура ҫинчен калаҫнӑ чух, мӗн каларӗ? — терӗ малалла ашшӗ. — Вӑл пире ун чухне ак ҫапла каларӗ: «Хулиганла хӑтланнипе фашизм хушши ҫерҫи сӑмсинчен те кӗскерех», терӗ. Вӑл ун чухне пире этеме мӗнле хисеплеме кирлине вӗрентрӗ. «Этем, вӑл чаплӑ пултаруҫӑ, эп ӑна ҫав тери хисеплетӗп», терӗ. Ҫавӑнтах Алексей Максимович пире ача чухне пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл ача чухне урамри хунарсене чулпа персе ҫӗмӗрме юратнӑ. Чанкӑртатса ҫӗмӗрӗлни унӑн кӑмӑлне кайнӑ имӗш. — Пӗрре ҫапла лампа хуралҫи ӑна ҫавӑрса тытнӑ та ӗнсерен тивӗҫлипе парас вырӑнне, заводра стеклодувсем вӗри шӗвеке вӗрсе кӗленче туни ҫинчен каласа панӑ. Ҫыннӑн ӳпкисем ҫӗрнӗ, ҫын пӗтӗмпех пӗтнӗ… «Ҫапла, — тет ҫав лампа хуралҫи, — этем сывласа кӗленчене ӗҫе юрӑхлӑ тунӑ, эсӗ — чулпа!» Ҫапла, Вовка, ман сана этеме хисеплеме, вӑл сывланине упрама вӗрентес килет. Ӑнланмалла калатӑп-и?

— Ӑнланмалла.

— Ну, чӗрӳ патне ҫитрӗ-и пӗреххут? — ырӑ кӑмӑлпах ыйтрӗ те ашшӗ, хӑйӗн куллине пытарас тесе, тутине тутӑрпа шӑлса илчӗ. — Кӑштах вӗрилентӗм пулас… Эсӗ, Вова, манӑн кӑмӑла хуҫрӑн. Халӗ мӗнле тӳрлетме шухӑшлатӑн ӗнтӗ?

— Хам та пӗлместӗп… Эпӗ, атте, кайӑттӑм, анчах кам малтан пуҫларӗ тесе тӗпчеме тытӑнӗҫ те… Ман вӗсем ҫинчен каласа парас килмест.

— Кӑна эсӗ тӗрӗс калатӑн, — Володя кӗтмен ҫӗртен килӗшрӗ ашшӗ. — Элеклени — пысӑк пултарулӑхах мар.

— Апла пулсан, эпӗ хам пуҫларӑм, тетӗп.

— Куншӑн та мухтамастӑп. Ку ытла та типӗ калаҫу, чиркӳре ҫылӑх каҫарттарнӑ пек пулать. Асаплӑ пуҫ кӑшӑлӗ. Каллех пире кирлӗ пек пулмасть, Владимир. Ҫын айӑпне хӑвӑн айӑп ҫумне хушма кирлӗ мар. Хӑвӑн та ҫителӗклӗ. Ак, хӑвӑн юлташусене ҫав ӗҫӗн тӗп тупсӑмне ӑнлантарса парсан, вӗсем санпа пӗрле кайса, учитель умӗнче ним пытармасӑр хӑйсен айӑпне йышӑнса, пӗтӗм ирсӗрлӗхе хулпуҫҫи ҫинчен йӑвантарса янӑ пулсан, ку аван ӗҫ пулӗччӗ. Ку — урӑх калаҫу, ку вара пионерла пулать.

— Вӗсем каясшӑн пулмасан?

— Каясшӑн пулмасан, пӗтӗм класс умне ыйту ларт. Ан тив, коллектив хистетӗр. Ху та класс умӗнче хӑвӑн айӑпна йышӑн. Ун чухне те кутӑнлансан, вӗсемшӗн класс чысӗ хаклӑ мар пулсан, хӑйсен хӑравҫӑлла, ниме юрӑхсӑр мӑнаҫлӑхӗ пӗрлехи ырӑ чапран хаклӑрах пулсан, пӗтӗм класпа каварлӑр: директора вӗсем ҫинчен каламалла-и е ҫук-и. Паллах, ху ыттисем ҫинчен кайса элеклени — шутсӑр паттӑр ӗҫех мар. Эсӗ вӗсене хӑвах хистетӗн пулӗ, тетӗп. Вӗсен те, тӳррипе каласан, усал шухӑшланипе мар, ухмахланнипе кӑна ӗнтӗ. Сирӗн ун пекки пулакан марччӗ.

Володя сиксе тӑрса, пальто патне ыткӑнчӗ те кепкине тӑхӑнса лартрӗ.

— Ӑҫта каятӑн? — хыпӑнса ӳкрӗ амӑшӗ. — Халӗ вӑхӑт нумай ӗнтӗ, урамра тӗттӗм.

— Чӑнах та.. Тӑхта, ӑҫта каятӑн? — ыйтрӗ ашшӗ те.

— Хистеме! — терӗ те Володя, пысӑках та мар, ҫирӗп чӑмӑрне кӑтартрӗ. — Донченкона эпӗ тӳрех хистетӗп. Кленов ак вӑйлӑ. Ну, нимех те мар, малтан эпӗ Донченкона хам майлӑ ҫавӑратӑп, унтан иксӗмӗр пӗрле Кленова тытӑнатпӑр.

Володя Дубинин Миша Донченкона урама чӗнсе тухас умӗн картишӗнче кӑшт хирӗҫкелесе сӑмахлани те, унпа пӗрле Дима Кленов патне кайса, юлташӗсене вӑл каҫ мӗнле сӑлтавласа калани те, мӗнле майпа хӑй майлӑ ҫавӑрни те паллӑ мар юлчӗ. Ун ҫинчен эпир те сире тӗплӗн нимӗн те каласа пама пултараймастпӑр. Анчах эпир сире малалла мӗн пулни ҫинчен каласа пама пултаратпӑр.

Вӑхӑт чылай ҫӗрлене кайнӑ. Юлия Львовна вӗренекенсем класра ҫырнине вуласа пӗтерчӗ те, сарӑ та сенкер тетрадьсене хӑй сӗтелӗ ҫине тирпейлӗн купаласа хучӗ. Вӑл ывӑннӑ, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене чӑмӑрӗсемпе сӑтӑркаласа илсе сӗтел хушшинчен тӑма тытӑнчӗ, анчах ирхине класра пулса иртнӗ киревсӗр историе аса илсен, каллех шухӑша кайрӗ. Светлана ҫывӑрма хатӗрленсе, кухньӑна пит ҫума тухрӗ. Ҫав вӑхӑтра Юлия Львовна кухньӑра хӗрӗ такампа шӑппӑн сӑмахланине илтрӗ. Унта ҫапла пӑшӑлтатнӑ:

— Эс ӑна кала ҫеҫ… Вӗсем килчӗҫ, те…

— Мӗншӗн пит ҫӗрле килтӗр? Вӑл сире халӗ калле ярать… Вӑл ывӑннӑ, кӳреннӗ.

— Эсӗ кала ҫеҫ…

— Светлана! — чӗнчӗ Юлия Львовна. — Эсӗ кампа унта? Светлана пӳлӗме чупса кӗчӗ. Вӑл именнипе хӗрелсе кайрӗ, анчах сӑн-питӗнче пытарма май ҫук савӑнӑҫ курӑнать.

— Анне! Унта пирӗн ачасем… Кленов, Донченко… тата Дубинин.

— Ку мӗн тата, калаҫма халь вӑхӑт-и? — терӗ те Юлия Львовна, яланхи пек тӳп-тӳрӗ утса, хумханмасӑр шкул ҫумӗнчи хваттерӗн пӗчӗк кухнине мар, актовӑй зала кӗнӗ пек, ерипен кухньӑна кӗчӗ. Тӗрӗссипе каласан, виҫӗ юлташа вӑл ҫавнашкал курӑнчӗ, паян кунӗпе нумай тӳснӗ учительница чӗри савӑнӑҫлӑн тапнине вӗсем илтме пултарайман.

Виҫҫӗшӗ те алӑк патӗнче, айӑплӑ пуҫӗсем ҫинчен хывнӑ ҫӗлӗкӗсене тытса тӑраҫҫӗ. Володя куҫ хӗррипе хӑй хыҫне пытанма тӑрӑшакан юлташӗсем ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ.

— Ырӑ каҫ сунатӑп, Юлия Львовна, — терӗ те Володя, алӑк патӗнче тӑракан Светлана ҫине кӑмӑлсӑр пӑхса илчӗ; чӑнах та ӗнтӗ, вӑл кунта кирлӗ пулман. Ҫав вӑхӑтрах тата хӑй хыҫне пытанма ӗлкӗрнӗ Донченкона чавсипе ыратмаллах тӗртрӗ.

— Ырӑ каҫ пултӑр, Юлия Львовна! — терӗҫ харӑс айӑпа кӗнисем.

— Салам, — ответлерӗ Юлия Львовна. — Мӗн эсир ҫӗр хута ҫӳретӗр? Халӗ вӑхӑт нумай ӗнтӗ.

— Нумай ҫав… — мӑкӑртатса илчӗ Володя. — Вӗсене час ҫавӑраймарӑм-ҫке… Ну, калӑр, эппин… Йӑлтах калӑр ӗнтӗ, мӗн унта…

Володя хӑюллӑн юлташӗсем еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Юлия Львовна… — пуҫларӗ Донченко.

— Юлия Львовна… — хыпаланма тытӑнчӗ Кленов, — ак эпир пурте — Миша Донченко, эпӗ те, Володя та…

— Ман ҫинчен каламасан та пултаратӑн, эпӗ хамах, — чарчӗ ӑна Володя.

— Юлия Львовна, — терӗ те Кленов, Донченкона малалла тӗртрӗ, — эпир сиртен каҫару ыйтатпӑр. Малтан эпӗ пуҫларӑм, урӑх ун пек нихҫан та тумастӑп.

— Унтан вара эпӗ, — шӑппӑн хушрӗ Донченко.

— Эпӗ тата, вӗсене чарас вырӑнне, хам кулма пуҫларӑм… Ҫавӑнпа эпӗ те айӑплӑ. Эпӗ, Юлия Львовна, пӗртте тунса тӑмастӑп. Малтан эпир сирӗн пата килме шут тытрӑмӑр, унтан тӳрех Ефим Леонтьевич патне… Анчах эпир вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлместпӗр…

— Ефим Леонтьевич паян пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн халсӑрланчӗ. Вӑл чирлӗ ҫын, — терӗ Юлия Львовна — Ҫывӑрма та выртрӗ пулӗ тетӗп. Эп халех кайса шаккаса пӑхӑп.

Виҫҫӗшӗ те ирӗксӗрех алӑк патнелле чакрӗҫ:

— Вӑл кунта-и?

— Кунта. Ефим Леонтьевич вӑхӑтлӑха пирӗн обшежитине вырнаҫрӗ, ӑна пӳлӗм пачӗҫ. Ҫак кунсенче хула совечӗ хваттер пама пулчӗ. Анчах ӑна хваттер кирлӗ пулмасть пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл Керчьрен кайма хатӗрленет пулмалла.

Ачасем пӑшӑрханса пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ.

— Кунтах юлмӗ-ши? — иккӗленсе ыйтрӗ Володя.

— Эпир юлма тархаслӑпӑр, — хутшӑнчӗ Кленов.

— Урусене шӑлӑр та ман пата иртӗр, эпӗ халех кайса пӑхам — тен, вӑл ҫывӑрмасть пулӗ.

— Эсир хӑвӑр пире каҫартӑр-и ӗнтӗ? — тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ Володя.

Юлия Львовна хулпуҫҫисене ҫӗклентерчӗ:

— Кӑна курӑпӑр-ха, ку халӗ Ефим Леонтьевичран килет. Вӑл сире каҫарма килӗшет пулсан, манӑн та каҫарас пулать.

Юлия Львовна кухньӑран тухрӗ, ачасене хӑй патне ӑсатрӗ. Светлана вӗсене пукансем лартса пачӗ, хӑй аякка, тетрадьсем купаланӑ сӗтел патне тӑчӗ.

— Отметкӑсене вӑрттӑн пӑхса илетӗн пулӗ? — йӗкӗлтесе илчӗ Володя. — Анне учительница пулсан пит аван!

— Мӗнле намӑс мар сана, Дубинин! — тарӑхса кайрӗ Светлана. — Эсӗ мӗн, аннене пӗлместӗн-им? Вӑл мана ыттисенчен те ҫирӗпрех тытать. Килте пӗр тетрадь те кӑтартмасть.

Алӑк хыҫӗнче ура сасси илтӗнсе кайрӗ; ачасем пукансем ҫинчен сиксе анчӗҫ те тӳп-тӳрӗ тӑчӗҫ.

— Кӗрӗр, Ефим Леонтьевич, — терӗ алӑк хыҫӗнче учительница, унтан алӑкне яр уҫса, Ефим Леонтьевича малтан кӗртсе ячӗ.

Ачасем именсе учитель ҫине пӑхса илчӗҫ. Вӑл ирхинехи пиншакӗпех пулнӑ, анчах кӗпесӗрех пулмалла, мӗншӗн тесен сулахай аллипе ҫӗкленӗ лацкансене тытнӑ.

Ефим Леонтьевичӑн сухалӗ пӗр кун хушшинчех манерсӗр ӳссе кайнӑн туйӑнчӗ ачасене — унӑн питҫӑмартисем тӗксӗмленнӗ, куҫлӑх айӗнчи куҫӗсем, пиҫсе кайнӑ пек, хӗп-хӗрлӗ пулнӑ.

— Салам. Эсир ман пата-и? Мӗн калас тетӗр? — хуллен ыйтрӗ учитель.

Володя ун умне тӑрса ответлерӗ:

— Ефим Леонтьевич, тархасшӑн каҫарӑр пире!

— Эсӗ-и вара вӗсен пуҫлӑхӗ? — тӗлӗнчӗ учитель, Володя пит-куҫӗ ҫине шӑтарас пек пӑхса.

— Ҫук… Эпӗ кунӗпех шухӑшларӑм… Эпӗ аттене те каласа патӑм, вӑл мана: кай та тӳрех юлташсене хисте, терӗ. Ак эп вӗсене хистерӗм те, халӗ вӗсем те… Ну, калӑр, мӗн ним те чӗнместӗр!

— Эпӗ витлерӗм, — хӑй йӑнӑшне йышӑнчӗ Кленов, аран-аран илтмелле.

Донченко та каллех шӑппӑн хушрӗ:

— Эпӗ те кӑштах…

— Эпӗ, — терӗ Володя, — эпӗ ун чухне вӗсене чарас вырӑнне, хам та… Манӑн хушамат Дубинин Владимир, — сасартӑк чарӑнчӗ те вӑл, пуҫне каҫӑртса, тӳрех учителе куҫӗнчен пӑхрӗ. — Эпир сире тархасласа ыйтатпӑр, историпе пире эсирех вӗрентӗр.

Ефим Леонтьевич, ним тума аптраса, аллисене сарчӗ. Пиншакӗ уҫӑлса кайрӗ, аялта темскер, алшӑллипе ҫыхнӑскер, ҫаврака хӗрлӗскер, шӑмпӑртатаканскер курӑнса кайрӗ. Ефим Леонтьевич ачасем тӗлӗнсе пӑхнине курсан, икӗ аллипе пиншакне хупларӗ те каҫару ыйтнӑ пек каларӗ:

— Кунта манӑн сивӗ шыв тултарнӑ хӑмпӑ. Манӑн, ачамсем, кӑштах чӗре ыраткалать, ытлашши вӗри. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна сивӗтме шутларӑм. Халӗ кирлӗ мар ӗнтӗ! — вӑл хӑмпине тӑпӑлтарса илнӗ пек туртса кӑларчӗ те пукан ҫине ывӑтрӗ.

— Эпӗ, ачамсем, тӗлӗнтермӗшсен ӑраттинчен, вӗсем ҫинчен пӗр поэт ҫапла каланӑ:

«Ҫавнашкал ҫынран каҫару ыйтатӑн пулсан, унӑн чи лайӑх тусӗ пулатӑн…» Тепӗр тесен, нимех те мар. Вӗрентмеллех тетӗр пулсан, пурте йӗркеллӗ. Вӗренӗпӗр, тусӑмсем!

— Музее каятпӑр-и? Митридат ҫинчи лапидарие? — асӑрхануллӑн ыйтрӗ Володя.

— Митридат ҫинчи лапидарие те кайӑпӑр, пур ҫӗрте те пулӑпӑр, пурте аван пулӗ. Тӗрӗс-и, тусӑмсем?

Ачасем Светланӑпа пӗрле хавасланса, янӑравлӑн кӑшкӑрса ячӗҫ:

— Тӗрӗс!

Тӗттӗм картишне тухсанах, юлташсем савӑннипе пӗр-пӗрне чышкӑлама, тӗрткелеме пуҫларӗҫ, унтан ыталанса, чӑнкӑ та тӗттӗм урам тӑрӑх, иртнӗ вырсарникун ҫеҫ курнӑ кинокартинӑри юрра юрласа, анаталла утрӗҫ:

Три танкиста, три веселых друга — Экипаж машины боевой…

Килтисем пӑшӑрханма та пуҫланӑччӗ, ҫав вӑхӑтра Володя чӗриклетекен карлӑкран тытса, пусма картлашкисем урлӑ пӗр виҫҫӗ ярса пусрӗ те, акӑ вӑл хӑй те, савӑнӑҫпа ҫиҫекен сӑн-питлӗскер, зала кӗрсе тӑчӗ.

— Ну? — ыйтрӗ ашшӗ, хӑй патӗнче, сӗтел ҫинче ларакан лампа ҫутинчен куҫне алтупанӗпе хупласа. — Ҫылӑхна каҫарсан, чуну вырӑна ларчӗ-и?

Володя пальто тӳмисене вӗҫертсе ячӗ: пальто айӗнче пионер галстукӗ хӗп-хӗрлӗн курӑнать.

Ҫакӑн хыҫҫӑн часах Ефим Леонтьевич хӑй сӑмах панине пурнӑҫа кӗртрӗ, пӗтӗм класа лапидарие илсе кайрӗ.

Тӗлӗнмелле япаласем курчӗҫ пӗчӗк экскурсантсем музее кайсан. Пуринчен малтан «лапидарий» ячӗ «ляпис» сӑмахран пулнӑ, грекла, «чул» тенине пӗлтерет. Тӗлӗнсе хытсах каймалла: Володя юлташӗсемпе Митридат тӑвайккине миҫе хут хӑпарса анман пулӗ, унта сӑрӑ, вӗтӗ картлӑ музей колоннисене курнӑ, хӑш чухне, аслӑ классен учебникӗнчи картинкӑсене пӑхнӑ чух, страницӑсем ҫинче ҫавнашкал колоннӑллӑ ҫурт ӳкерчӗкӗсене курсан, пур, ҫӗрте те мӗн чухлӗ лапидарий тесе тӗлӗнетчӗҫ. Вӗсен хулинчи музей архитектурине авалхи грексен Тезея чиркӗвӗ евӗрлӗ тунӑ иккен, унӑн ӑшӗнче вӑхӑт хӑйраса ҫӳхетнӗ вилӗ тӗми ҫинчи, ученӑйсене паха, пӗтӗм тӗнчене паллӑ чул плитасене упраҫҫӗ.

Ефим Леонтьевич музей сотрудникӗпе — кӗске каснӑ шурӑ мӑйӑхлӑ, ҫутӑ куҫлӑ тӗксӗм ҫынпа, — ачасене монументсем, гробницӑсем, чул ваннӑсем, плитасем, пӗтӗм пионер звени шӑнӑҫма пултаракан тем пысӑкӑш кӑкшӑмсем, амфарсем, пифоссем ҫумӗпе ертсе кайнӑ чух чи чарусӑррисем те шӑпланчӗҫ. Тӗлӗнмелле: ҫак япаласене икӗ пин ҫул ытла каярах пурӑннӑ ҫынсем тунӑ. Чул ҫине тӗлӗнмелле капӑрлатса, ӑста касса тунӑ чечексем, тӗрӗсем, турӑсем, галерсем, грифон ӳкерчӗкӗсем — ӑмӑрткайӑк пуҫлӑ арӑслансем, — ҫар ҫынни кӗлеткисем, грекла кӗтеслӗ саспаллисем, чул скамье катӑкӗсем — ҫаксем пурте Керчь Пантикапей пулнӑ чухнехи, тахҫанах иртнӗ ӗмӗр йӗрне упранӑ. Ӗлӗк Хӑмӑш-Бурунӑн та ячӗ питӗ кулӑшла пулнӑ — Дия-Тиритака. Анчах ун чухне те, авалхи вӑхӑтра, чул кӑларакан вырӑнта, шурӑ рак хуран чулӗ чавса кӑларнӑ, ҫав чултан хуласем, ҫуртсем, чиркӳсем тунӑ. Хальхи хулана та ҫав чултанах тунӑ.

Шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ, якалса пӗтнӗ, кашниех пин ҫулхи историллӗ чулсем тавра Володя асӑрханса ҫӳрет. Ефим Леонтьевич авалхи Пантикапей чулӗсене чӗтретекен вӑрҫӑсем ҫинчен, хаяр Митридат патша ҫинчен каласа парать; ту ун ятне йышӑнса юлнӑ иккен, халӗ унта музей ларать. Хӗвел пуҫлӑ Савмак ҫинчен те каласа пачӗ Ефим Леонтьевич. Вӑл Пантикапейре восстани ҫӗкленӗ скиф чурисен хастар ҫулпуҫӗ пулнӑ, чурасем ӑна хӑйсен патши туса лартнӑ, вӑл хӑй те чура пулнӑ. Унӑн патшалӑхӗ пӗтӗм Боспорӗпех сарӑлса выртнӑ. Анчах Савмак Митридатпа ҫапӑҫнӑ чух тан мар кӗрешӳре пӗтнӗ.

Володя часах Митридата курайми пулчӗ. Анчах вӑл ҫакӑнтах акӑ мӗн пӗлнӗ: ҫав ҫулсенчех Рим сеначӗ Спартакпа ҫапӑҫма янӑ ҫар пуҫлӑхӗсенчен пӗри кирлӗ вырӑна ҫитеймен, мӗншӗн тесен Митридатпа вӑрҫнӑ. Кун хыҫҫӑн Володя Боспор патшалӑхӗн пуҫлӑхне кӑштах каҫарчӗ: тем пулсан та вӑл Спартакпа вӑрҫакан римлянсене кӑшт та пулин кансӗрленӗ.

Ҫапла вара тӗнчере темӗнле шалт тӗлӗнтерекен ҫыхӑнусем курӑна пуҫларӗҫ. Пӗчӗк чухне ача садӗнчи градусникпе чул кӑларакан вырӑнти ашшӗ касса тунӑ паллӑ хушшинче мӗнле ҫыхӑну пурри ҫинчен шухӑшласа тӑман пек, Володя кунашкал ҫыхӑнусем ҫинчен ӗлӗк шухӑшлама пултарайман.

Музей сотрудникӗ ӗлӗкхи ҫинчен, хӑй Митридат патшалӑхӗнче пулнӑ пек, галера ҫинчи чурасемпе сӑмахланӑ пек, амфорсенчен эрех ӗҫсе пӑхнӑ пек, лампадӑсем ҫутнӑ пек, Митридат ывӑлӗпе тавлашнӑ ҫӗрте пулнӑ пек калани Володьӑна питех те килӗшрӗ. Ҫийӗнче унӑн — кӗсйинчен кӑранташ курӑнса тӑракан сӑрӑ толстовка, уринче «скороход» сандали пулсан та, вӑл Пантикапей урамӗсенче ҫухалса каяс ҫуккине ӗненетӗн, мӗн те пулин пулсан, вӑл авалхи ҫынсемпе те калаҫса татӑлатчӗ пулӗ, Савмак е Спартак ӑна хӑйсен пӗлӗшне йышӑннӑ пек йышӑнатчӗҫ пулӗ.

Чул ҫине касса ҫырнӑ саспаллисене курсан, Володя каллех халӗ хупса лартнӑ ҫӗр айне, унта ашшӗ чаплӑ ҫамрӑк ӗмӗрӗнче чул ҫине касса тунӑ асран кайми паллӑсене аса илчӗ. Ак ҫакнашкал, хӑҫан та пулин ҫав чула кӑларса илӗҫ, лапидарине хурӗҫ, ҫынсем килӗҫ те вуласа пӑхӗҫ: «Н. Дубинин, И. Гриценко, 1919». Пилӗк юплӗ ҫӑлтӑра та курӗҫ ҫынсем. Пирӗн ӗмӗрте, 1919 ҫулта, чул хушшинче ҫавнашкал паттӑрсем ҫапӑҫнине ӑнланӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех