Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VI сыпӑк

Пай: Дубровский –> Пӗрремӗш том

Автор: Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.08.05 19:50

Пуплевӗш: 118; Сӑмах: 1160

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

«Халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех пӗтрӗ; паян ирпе акӑ манӑн хамӑн кӗтес, ҫӑкӑр татӑкӗ пурччӗ. Ыран манӑн ҫак хам ҫуралнӑ ҫуртран, атте вилсе выртнӑ ҫуртран тухса каймалла, вӑл манӑн атте вилнӗшӗн, хам кӗлмӗҫе юлнӑшӑн айӑплӑ ҫын аллине юлмалла» — терӗ те вӑл хӑйне хӑй, куҫӗсем унӑн хӑй амӑшӗн сӑн-ӳкерчӗкӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Картинӑна ҫыраканӗ ӑна карлӑк ҫине тайӑнса тӑнӑ пек, ирхи шурӑ кӗпепе ӳкернӗ, ҫӳҫӗ ҫинче унӑн пӗр роза чечекӗ. «Ҫак портрет та ҫемьем тӑшманӗ аллине лекмелле» — тесе шухӑшласа илчӗ Владимир, — ӑна ӗнтӗ е юрӑхсӑра тухнӑ пукансемпе пӗрле кладовойне кӑларса пӑрахӗҫ, е юриех, йытӑ пӑхакансем пӑхса темӗн те пӗр каласа мӑшкӑламалли япала пултӑр тесе, кайри пӳлӗме ҫакса хурӗҫ. Унӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмне — атте вилсе кайнӑ пӳлӗме — тӑшманӑн приказчикӗ вырнаҫӗ, е унта вӑл гарем туса хурӗ… Ҫук, ҫук! Мана тӑшман хӑваласа кӑларакан ҫак хурлӑхлӑ ҫурт ӑна та ан пултӑр эппин». Владимир шӑлне ҫыртрӗ — калама ҫук хӑрушӑ шухӑшсем ҫуралчӗҫ унӑн пуҫӗнче.

Подтьячисем калаҫнӑ сасӑсем унӑн хӑлхине пыра-пыра кӗнӗ, лешсем ӗнтӗ кунта хуҫаланма тытӑнна; ӑна тупса пар та, куна тупса пар вӗсене; хуйхӑллӑ шухӑша путнӑскерӗн кӑмӑлне вӗсем ҫав тери ыраттарнӑ. Юлашкинчен пурте шӑпланнӑ.

Владимир комодсене, арчасене уҫрӗ те, ашшӗн хучӗсене пӑхса тухма тытӑнчӗ. Вӗсем пӳртӗпе пӗрех хуҫалӑх ӗҫӗпе ҫыхӑнса тӑракан счётсем-мӗнсем тата тӗрлӗ ӗҫсем пирки ҫырса янӑ хутсем пулнӑ. Владимир вӗсене вуламасӑрах ҫуркаласа тӑкрӗ. Ку хутсем хушшинче «Ман арӑмӑн ҫырӑвӗсем» — тесе ҫырнӑ пакет алла лекрӗ. Вӑйлӑн хумханса, Владимир вӗсене вула пуҫларӗ. Ку ҫырусене туркӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Кистенёвкӑран армие ҫырнӑ пулнӑ иккен. Владимир амӑшӗ хӑйӗн упӑшкийӗ патне хӑй пӗччен тунсӑхласа пурӑнни ҫинчен, хуҫалӑх енӗпе ӗҫлеме тивни ҫинчен, пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнас килменни ҫинчен питех те ачашшӑн ӳпкелешсе, ӑна килӗ, юратакан арӑмӗ патне, таврӑнма йӑлӑнса ыйтса ҫырнӑ. Пӗр ҫырӑвӗнче вӑл пӗчӗк Владимир сывлӑхӗ тӗлӗшӗпе хӑй шикленни ҫинчен пӗлтернӗ, тепринче — Владимир пӗчӗклех питӗ пултаруллӑ пулнипе хӑй савӑннине палӑртса, ывӑлӗн пулас пурнӑҫӗ питӗ телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пулассине шанса ҫырнӑ. Владимир тӗнчере мӗн пуррине пурне те манса пекех вуланӑ вӗсене, шухӑшӗсемпе телейлӗ ҫемье кунҫулӗн ырлӑхӗ ӑшне путнӑ та, вӑл вӑхӑт иртнине те туйман. Стена ҫинчи сехет вунпӗр ҫапнӑ. Владимир ҫырусене кӗсьене чикет те ҫутнӑ ҫуртапа кабинетран тухать. Зал урайӗнче приказнӑйсем ҫывӑрнӑ. Сӗтел ҫинче вӗсем пушатнӑ стакансем ларнӑ, пӳлӗмре ром шӑрши кӗрет. Владимир, вӗсем патӗнчен йӗрӗнсе иртсе, малти пӳлӗме тухрӗ. Алӑка питӗрнӗ пулнӑ. Уҫӑ тупаймасӑр, Владимир залӑна таврӑнчӗ, ҫӑраҫҫи сӗтел ҫинче пулнӑ. Владимир алӑка уҫрӗ те, кӗтесре хӗсӗнсе тӑракан этеме асӑрхарӗ. Аллинче лешӗн пуртӑ йӑлтӑртатнӑ. Владимир ҫуртана ун патне илсе пычӗ те Эрхип тимӗрҫе палларӗ.

— Мӗн тӑватӑн эсӗ кунта? — ыйтрӗ вӑл.

— Ах, Владимир Андреевич, эсир-ҫке ку, — терӗ Эрхип пӑшӑлтатса, — тур каҫартӑр, ҫырлахах… Пырать, телее, эсир ҫуртапа пултӑр! — Владимир ун ҫине ӑнран кайса пӑхса тӑрать.

— Мӗн кунта лӑпчӑнса тӑратӑн-ха эсӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл тимӗрҫӗрен.

— Пурте килте-ши, тесе, килсе тӗрӗслес терӗм те эпӗ, — терӗ Эрхипе, ерипен те такӑнарах.

— Мӗншӗн пуртӑ ҫӗклесе тухрӑн вара?

— Пуртӑ мӗншӗн тетӗр-и? Халӗ пуртӑсӑр епле тухса ҫӳретӗн вара? Ку приказнӑйсем, авӑ, ҫав тери чӑрсӑр, кӗтсех тӑр мӗн те пулин…

— Эсӗ ӳсӗр, пӑрах пуртуна, кай, ҫывӑрса кан.

— Эпӗ ӳсӗр-и? Батюшка Владимир Андреевич, турӑ курать акӑ, пӗр тумлам ҫӑвара илмен… Эрех шучӗ-и вара халӗ? Халиччен курман-илтмен мӑшкӑл, подьячисем пирӗн улпутӑмӑрсене килтен хӑваласа кӑлараҫҫӗ. Авӑ епле харлаттарса ҫывӑраҫҫӗ вӗсем, ҫӗрҫӑтасшӗсем, — пурне те пӗр харӑс хӑнклаттармалла та, юмах-сӑмахӗ те пӗтетчӗ.

Дубровский сӑн-пичӗ тӗксӗмленсе илчӗ.

— Итле-ха, Эрхип, — терӗ вӑл кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — путлӗ шухӑш мар ку санӑн. Унта приказнӑйсем айӑплӑ мар. Хунар ҫут-ха эсӗ, пыр ман хыҫҫӑн.

Улпучӗ аллинчен Эрхип ҫуртӑва илчӗ, кӑмака хыҫӗнче хунар шыраса тупса ӑна ҫутрӗ. Иккӗшӗ вара крыльца ҫинчен анчӗҫ те килкартине тухрӗҫ. Хуралҫӑ чугун таткине чанлаттарма тытӑнчӗ, йытӑсем вӗрсе ячӗҫ.

— Кам хуралта паян? — терӗ Дубровский.

— Эпир, Василисӑпа Лукерья та-ха, батюшка, — терӗ ӑна хирӗҫ ҫинҫе сасӑ.

— Кайӑрах килӗрсене, эсир халӗ кирлӗ мар, ҫитӗ кун чухлӗ тӑнипе, — терӗ Дубровский.

— Шабаш, — терӗ Эрхипӗ.

— Тавтапуҫ, улпутӑмӑр, — терӗҫ те инкесем, ҫавӑнтах килӗсене кайрӗҫ.

Дубровский малалла утрӗ. Икӗ ҫын ун патнелле ҫывхарчӗҫ. Сасӑ пачӗҫ вӗсем ӑна — Дубровский Антунпа Гриша сассисене палласа илчӗ.

— Мӗншӗн ҫывӑрмастӑр-ха эсир? — ыйтрӗ вӑл вӗсенчен.

— Ыйхӑ шучӗ-и халӗ пирӗн, — терӗ Антунӗ, — мӗнле пурӑнӑҫ ҫаврӑнса тухрӗ ку капла, кам шутланӑ ун пек пуласса…

— Ерипен! — пӳлчӗ ӑна Дубровский. — Егоровна ӑҫта?

— Вӑл барин пӳртӗнче, хӑйӗн пӳлӗмӗнче, — терӗ Гриша.

— Чуп, чӗнсе кил эсӗ ӑна, ҫуртран хамӑрӑннисене пурне те илсе тухӑр, пӗр чун та унта ан юлтӑр — приказнӑйсемсӗр пуҫне. А эсӗ, Антун, урапа кӳлсе хатӗрле.

Гриша кайрӗ те часах амӑшне ҫавӑтса пычӗ. Карчӑк ку каҫ хывӑнмасӑрах выртнӑ; кил-ҫуртра приказнӑйсемсӗр пуҫне, пӗр ҫын та куҫ хупман.

— Пурте кунта-и? Кам та пулин юлман-и ҫуртра?

— Никам та юлман, подьячисем кӑна, — терӗ Гриша.

— Илсе килӗр-ха кунта утӑ е улӑм, — терӗ Дубровский.

Ҫынсем витене чупса кайрӗҫ те утӑ ҫӗклесе килчӗҫ.

— Крыльца айне хурӑр… ҫапла, ҫапла. Ну ачасем… вут кӳрӗр-ха!

Эрхип хунарне уҫрӗ. Дубровский хӑйӑ чӗртрӗ.

— Тӑхта-ха, — терӗ вӑл Эрхипе, — эпӗ васканипе алӑка питӗрсе хӑварнӑччӗ пулас, пыр, кайса уҫ часрах!

Эрхип пӑлтӑра чупса кӗчӗ — алӑксем уҫах иккен. Уҫ часрах, тет, ҫапла пулмасӑр, ара! тесе, Эрхип алӑка хупрӗ, ӑна ҫӑрапа питӗрсе илчӗ, Дубровский патне таврӑнчӗ.

Дубровский хӑййине утӑ ҫывӑхне илсе пычӗ те, утта вут хыпса илчӗ — часах пӗтӗм картиш ҫап-ҫутӑ ҫутӑлса кайрӗ.

— Ахти, — темле хурлӑхлӑн, нимӗн тӑвайманнипе сасартӑк ҫухӑрса ячӗ Егоровна, — Владимир Андреевич, мӗн тӑватӑн эсӗ?

— Ан шарла, — терӗ Дубровский. — Ну, ачасем, сывӑ пулӑр. Кайрӑм эпӗ, ӑҫта куҫ курать — ҫавӑнта. Телейлӗ пурӑнмалла пултӑр ҫенӗ улпутӑрпа, — хушса хучӗ вӑл ҫавӑнтах.

— Аттемӗр, улпутӑмӑр! Вилетпӗр те, анчах сана пӗччен пуҫӑн хӑвармастпӑр, пыратпӑр пӗрле, — теҫҫӗ ҫыннисем.

Лашасем кӳлсе килчӗҫ. Дубровский Гришӑпа пӗрле урапа ҫине ларчӗ, Кистенёвка ращинче курнӑҫмалли вырӑн пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ. Антунӗ лашасене ҫапрӗ те, вӗсем картишӗнчен тухса кайрӗҫ.

Ҫил тухрӗ. Пӗр самантрах пӗтӗм ҫурта ҫулӑм хыпса илчӗ. Кантӑксем чӑнкӑртатса ҫӗмӗрлеҫҫӗ, туха-туха ӳкеҫҫӗ вӗсем, хӗмленсе ялкӑшакан пӗренесем татӑла-татӑла анаҫҫӗ. Пӳрт ҫинче хӗрлӗ тӗтӗм палкаса, явӑнса тӑрать. «Ҫӑлӑр тархасшӑн, ҫӑлӑр, ҫунатпӑр!» — йынӑшса ҫухӑрса яни илтӗнсе кайрӗ.

— Ҫапла пулмасӑр, — терӗ Эрхип, пушар ҫине тарӑхуллӑ кулӑпа пӑхса тӑраканскер.

— Архипушка, — йӑлӑнса ыйтать Егоровна, — ҫӑл, вутран тухма пулӑш ҫав эсрелӗсене, уншӑн сана турӑ ырӑ кунҫул парӗ.

— Ҫапла пулмасӑр, — тет тимӗрҫӗ.

Ҫав самантра чӳречере приказнӑйсем курӑнчӗҫ, икӗ хут рамӑсене ҫӗмӗрсе тухасшӑн вӗсем. Анчах ҫавӑнтах пӳрт тӑрри ҫатӑртатса ишӗлсе анчӗ те, ахлатнӑ сасӑсем лӑпланчӗҫ.

Часах пӗтӗм дворовӑйсем картишне тухса тулчӗҫ. Хӗрарӑмсем ҫухӑра-ҫухӑра хӗвӗшеҫҫӗ. Вӗсем ҫуртри кӑпӑр-капӑрсене, кӗпе-йӗмсене ҫӑлма васкаҫҫӗ, ачисем ҫурт мӗнле ҫуннине пӑхса сиккелесе ҫӳреҫҫӗ. Ҫил-тӑман пек ҫавӑрттарса ҫулӑм варкӑшать, йӑлтӑртатса вут-хӗм сирпӗнет тавралла, пӳртсене вут хыпса илчӗ.

— Халь ӗнте пурте йӗркеллӗ, — терӗ Эрхип. — Епле вирлӗ ҫунать, э? Покровскинчен пӑхма пит те аван пулӗ.

Ҫав самантра вӑл тепӗр япалана асӑрхарӗ: ҫунакан сарай тӑрринче, ниҫта та сикме аптӑраса, кушак хыпаланса ҫӳрет, — йӗри-тавра пур ҫӗрте те ҫулӑм явӑнать. Ӑҫта сиксе хӑтӑлас?

Мӗскӗн кушак, хурлӑхлӑ меуклатса, хӑйне ҫӑлма, пулӑшу пама йӑлӑнать, — ачасем кушак нимӗн тума аптӑраса хыпкаланнинчен каҫса кайса кулаҫҫӗ.

— Мӗн кулатӑр, эсрелӗ ҫурисем, турӑран та хӑрамастӑр-им? Турӑ чӗрчунӗ петет, а эсир ухмахла савӑнатӑр, — терӗ те тимӗрҫӗ хаяррӑн, ҫунакан ҫивитти ҫине пусма сӗвентерсе, кушак патне улӑхрӗ. Кушакӗ вӑл мӗн тӑвасшӑннине ӑнланчӗ имӗш, хӑйне хӑй ҫӑлаканне тав тунӑ пек тыткаласа, васкавлӑн тимӗрҫӗ патне пырса, унӑн ҫаннинчен ҫакӑнчӗ. Ҫулӑмпала ӗннӗ тимӗрҫӗ кушака ҫӗре илсе анчӗ.

— Ну, ачасем, сывӑ пулӑр, — терӗ вӑл ӑнран кайса пӑхса тӑракан халӑха, –манӑн кунта ӗнтӗ урӑх ӗҫ те ҫук. Телейлӗ юлӑр, усал ятпа ан асӑнӑр.

Тимӗрҫӗ кайрӗ, пушар тата пӗр кана явӑнса тӑчӗ. Унтан вӑл тамалчӗ — каҫхи тӗттӗмлӗхре купи-купипе кӑвар шӑранса, ҫуттӑн курӑнса выртрӗ, вӗсен ҫывӑхӗнче кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ Кистенёвка ҫыннисем уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех