Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVIII

Пай: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хушнӑ: 2019.12.28 11:44

Пуплевӗш: 140; Сӑмах: 1043

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Доброволед-разведчиксем Вазуза урлӑ каҫмалли ӑшӑх вырӑн шырама кайрӗҫ. Ыттисем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса, ҫыран хӗрринелле вырнаҫма тытӑнчӗҫ. Пурте канма хатӗрленеҫҫӗ.

Чӑнкӑ ҫырантан инҫех мар вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тӑпӑлтарса ӳкернӗ пысӑк чӑрӑш выртать. Чӑрӑшӗнчен кӑшт ҫӗрӗк шӑрши тата пӑнтӑхнӑ шӑршӑ кӗрет. Ӳкнӗ чухне вӑл тымарӗсемпе пӗрле пысӑк ҫерем лаптӑкне тӑпӑлтарса кӑларса, ӑна хӑяккӑн тӑратнӑ-мӗн. Андрей чӑрӑш вулли ҫумне ларчӗ те пуҫне тымарлӑ ҫерем лаптӑкӗ ҫинелле хучӗ, унтан вара, темшӗн-ҫке, куҫне хупанҫи пулса, ҫак вӑрман ҫийӗпе иртсе кайнӑ ҫил-тӑвӑла шухӑшӗпе куҫ умне илсе пыма хӑтланчӗ. «Мӗнле йывӑҫа тӑпӑлтарса кӑларнӑ вӗт!» шухӑшларӗ те вӑл, ӑна хӑйӗн шухӑшӗ, вилӗм шухӑшӗ, татах та ытларах, ҫул ҫинче чухнехинчен те хытӑрах хӑратса пӑрахрӗ.

— Эсӗ кунта лар-ха. Эпӗ шыв хӗрринелле кайса пӑхам, ҫынсемпе сӑмахлам, — терӗ Юргин, ун патнелле пӗшкӗнсе.

— Юрӗ, ларӑп, — килӗшрӗ Андрей, хӑйне пурпӗрех иккенне палӑртса.

Тӑпӑлса тухнӑ чӑрӑш ҫумӗнче мӗн чухлӗ ларнӑ вӑл, — Андрей астуман: вӑл каллех темле, хӑй Юргинпа пӗрле тӗмӗсем хушшинче пытаннӑ чухнехи пек, мӗн пулни-иртнине питех чухлайми пулса кайнӑ. Ҫиҫӗм ялт та ялт! ҫиҫсе илнӗ чухнехи пек, ун умӗнче пӗрре нимӗҫ танкӗсем, тепре вилсе юлнӑ ҫынсем, унтан тата шурӑ хурӑнсен сӳнми ҫуттипе ҫутӑлса ларакан тӑван Ольховка ялӗ тӗлӗнчи шурӑ кӑвакарчӑнсем вӗлтлетсе илнӗ… Пӗрре тата вӑл ашшӗн сассине те уҫҫӑнах илтрӗ: «Таврӑнатӑр? Таврӑнасси пулӗ-ши?» терӗ вӑл.

Вӑл ашшӗпе калаҫма тытӑнасшӑнччӗ, анчах юнашар урӑх сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, туратсем ҫӑт-ҫат туни тата типӗ курӑк чӑштӑртатни илтӗнсе кайрӗ.

— Ларатӑн? — ыйтрӗ Юргин. — Эпӗ ав, хамӑр ачасене тӗл пултӑм. Чи ҫывӑх туссене! Пирӗн хыҫҫӑн утнӑ, халь ҫеҫ килсе ҫитрӗҫ.

— Мӗн утни пултӑр унпа, тӑрнаккайпа? — терӗ Семен Дегтярев тарӑхса, хӑйне ларма тесе тӗттӗмре чӑрӑша хыпашлакаласа. — Асапланни ҫеҫ! Кашни тӗм айнех ларать, явӑл! Ӑна кӗтсе тӑр!

— Ҫавӑн пек сехре хӑпнипе кирек камӑн та пулма пултарать вӑл! — пӗр кӳренмесӗр хирӗҫ тавӑрчӗ Умрихин. — Ҫырлахтӑрах, ун пеккине урӑх курма турӑ ан хуштӑрах!

Умрихин Андрейпа юнашар чӑрӑш вулли ҫине вырнаҫса ларчӗ. Юргин та ларчӗ. Пӗрле тӗл пулнӑ ятпа, яланхи пекех, пурте тапак туртма пуҫларӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Андрее хӑйсен пурнӑҫӗнче нимле улшӑну та пулман пек туйӑнса кайрӗ. Яланхи пек, канма ҫеҫ вырнаҫнӑн туйӑнчӗ. Анчах вӑл ҫавӑнтах Мартьянов, Вольных, Глухань ҫинчен аса илчӗ те хуллен ҫеҫ, шухӑша кайнӑ пек, ыйтрӗ:

— Мӗн-ха ӗнтӗ, пирӗн отделени мӗнпурри те ҫакӑ ҫеҫ-и халь?

— Ҫапла пулса тухать, — ассӑн сывласа илчӗ Умрихин. — Пурте пӗтрӗҫ пулмалла. Юрать-ха, эпир вӗҫерӗнсе тухрӑмӑр…

— Мӗнле тухрӑр? — ыйтрӗ Юргин.

— Ан та ыйт луччӗ, сержант юлташ! — терӗ Умрихин. — Вӑл тамӑкран мӗнле тухнине халь те астуса илейместӗп. Каламалли те ҫук, сехре хӑппи куртӑмӑр! Епле турри мана вилӗмрен ҫӑлса хӑварчӗ-ши, э? Йӗри-тавра ҫавапа ҫулнӑ пек тӑкӑнчӗҫ вӗт-ха! Тӗлӗнмелле ҫӑлӑнса тухнинчен!

— Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче аптӑрасах каймарӑн эс, юрамалла! — терӗ Юргин. — Хӑранӑ пек туйӑнмарӗ. Авӑ, калӑпӑр, танка ҫӗмӗрнӗ чухне…

— Танка? Хӑшне?

— Хайхи леш, Семенпа иксӗмӗр персе амантнине.

— Мӗн вара… эпӗ те унтаччӗ-им?

— Пулемёт кӗпҫинчен чулпа хаплаттартӑн-иҫ, — мантӑн-им?

— Эпӗ-и?

— Эсӗ — мӗн вара? Танкиста ҫапса ӳкерекенни кам?

— Эпӗ-и? Хм!.. — тӗттӗмре йӑшӑлтаткаласа илчӗ Умрихин. — Пӑх-ха, мӗнле ҫапӑҫнӑ эпӗ, э? — чӑннипех тӗлӗнчӗ вӑл, унтан вара мухтанса илчӗ:  — Паллах, ҫапӑҫнӑ! Анчах ӑҫтан-ха пурне те астуса ҫитерӗн! Ун пек тӳпелешнӗ ҫӗрте!

Аялта, шыв хӗрринче, хуллентерех кӑшкӑрчӗҫ:

— Атьӑр, ан хӑрар!

Шыв урлӑ каҫма тытӑнчӗҫ.

— Эпир те каяр эппин, — ура ҫине тӑчӗ Юргин.

Темиҫе минут канса ларнӑ хушӑра пит ывӑннӑ шӑм-шакӗсем кашниннех йывӑрланса, вӑйсӑрланса кайрӗҫ, — пурте е ҫӗр ҫине, е чӑрӑш ҫумне тайӑнкаласа вӑраххӑн ҫеҫ ура ҫине тӑчӗҫ.

Озеров капитан чул ҫумӗнче плащ-палатка айӗнче ларать. Пӗчӗк хунарне ҫутнӑ та вӑл картӑ ҫиле пӑхкалать, — малалла каймалли ҫула палӑртать.

Ун патне полк командирӗн адъютанчӗ Целуйко чупса пычӗ.

— Капитан юлташ, пирӗн майор вилсе кайрӗ, — терӗ вӑл уҫӑмсӑртарах сасӑпа.

Озеров тӑчӗ, аран ҫеҫ чӑнкӑ ҫыраналла хӑпарма пуҫларӗ. Юнашар утнӑ хушӑра Целуйко ӑнлантарса пачӗ.

— Акӑ халь ҫеҫ…

Ҫул ҫинче, пӗчӗк чӑрӑш айӗнче, санитар урапи ларать. Озеров капитан ун ҫинелле пӗшкӗнчӗ, пӗчӗк хунарне ҫутрӗ те, — тӳрех Волошин майора курчӗ. Вӑл урапа кӗтессинелле тайӑнса, тӗлӗрсе пыракан ҫын пек ларать. Ҫӗрӗпех ҫавӑн пек ларса пынӑ ӗнтӗ вӑл, хушӑран, ҫӳҫене-ҫӳҫене илсе, чӗри тӗлӗнчен яра-яра тытнӑ. Майор вилнӗ иккенне манса, Озеров ӑна хуллен ҫеҫ кӑкӑрӗнчен тӗртрӗ.

— Майор юлташ! Иван Андреевич! — терӗ вӑл ӑна шӑппӑн.

— Вилнӗ! — илтӗнчӗ урапа хыҫӗнчи сасӑ.

Озеров Волошин майора аллинчен тытрӗ те, вӑл сивӗнсех пынине туйса, пӗр хушӑ ним шухӑшламасӑр тӑчӗ.

Урапа тавра ӗнтӗ халӑх пуҫтарӑнса тӑчӗ. Халӑх хушшинче шиклӗ сасӑсем илтӗнкелеҫҫӗ:

— Пирӗн майор-и? Вӑл-и?

— Эх, ҫутӑ тинӗс!

— Ҫавӑн пек тӳпелешнӗ ҫӗрте…

— Ак ӗнтӗ мӗнле вӗсем, ӗҫсем!

— Полкне те ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ, майор та…

Урапа ҫумӗнчен уйрӑлса, Озеров итлесе пӑхрӗ: шыв шӑмпӑлтатни илтӗнмест. Озеров вара тӑруках салтак ушкӑнӗ еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Кам каларӗ ӑна, — полка ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тесе? — терӗ вӑл, ҫиллине шӑнараймасӑр, хыттӑн, унтан вара, хӑвӑрт сывласа илсе, тепӗр хут ыйтрӗ:  — Кам каларӗ ҫавна?

Вӑл фуфайка тӳмисене вӗҫертсе те хӗвӗнчен полк ялавне туртса кӑларчӗ. Ун умӗнче ылтӑн ҫӳҫеллӗ те тӗксӗрех тӗслӗ ялав вӗлкӗшсе илчӗ.

— Акӑ вӑл полк ялавӗ! — кӑшкӑрнӑ пек, хыттӑн каларӗ вӑл. Инҫетре, шыв леш енче вара унӑн сӑмахӗсем тепӗр хут илтӗннӗ пек пулчӗҫ. — Вӑл пирӗнпе пӗрле чух — полк чӗрӗ! Илтетӗр-и? Эпир ӑна упрӑпӑр тесе, тупа турӑмӑр! Кам ӑна пӑрахса хӑварма хӑйӗ? Кам ӑна мӑшкӑл тумашкӑн тӑшман аллине пама хӑйӗ? Вырӑс ҫар ҫыннисем хӑйсен ҫапӑҫу ялавне пӑрахни хӑҫан пулнӑ вӑл?

…Чӑнкӑ ҫыр патӗнче Озерова Целуйко хӑваласа ҫитрӗ:

— Капитан юлташ, майорпа мӗн тӑвас? — ыйтрӗ вӑл.

— Пытармалла!

Волошин майора Матвей Юргин пытарма пулчӗ. Вӑл пулӑшмашкӑн хӑйӗн боецӗсене чӗнчӗ те шӑтӑк алтма вырӑнне тупрӗ. Чул ҫине перӗне-перӗне, кӗреҫесем хӑвӑрт чӑнкӑртатма пуҫларӗҫ. Пурте шарламасӑр, салхуллӑн ӗҫлерӗҫ, виле шӑтӑкне полк командирӗ валли мар, хӑйсене валли хатӗрлеҫҫӗ, тейӗн. Ӗҫленӗ хушӑра пӗр Умрихин ҫеҫ тӳсеймесӗр, темӗнле вӑраххӑн сӑмах хушса илчӗ.

— Ҫапла ҫав, ҫаплалла ҫав ӗҫсем! — терӗ вӑл.

Каллех шыв урлӑ каҫма тытӑнчӗҫ. Шыв хӗрринче хӑва темисем ҫатӑртатма, вӗт чулсем качӑртатма пуҫларӗҫ, — повозкӑсем каҫма тытӑнчӗҫ, чӑнкӑ ҫӗртен, мӗнле май килнӗ ҫапла, салтаксем анаҫҫӗ. Шывӗ ӑшӑх ҫӗрте, утса каҫма меллӗ вырӑнта, хуллен ҫеҫ мӑкӑртатса калаҫнисем илтӗнеҫҫӗ, сӑмала пек хура шыв чӑмпӑлтаткаласа илет.

Вазуза урлӑ хӗвелтухӑҫ еннелле каҫсан, Озеров шыв урлӑ каҫас ӗҫе хӑй ертсе пыма пуҫларӗ. Вӑл пӗрмаях ҫынсене хыпалантарчӗ. Сайра-хутра унӑн хунарӗ ҫутӑлкаласа илет, йӑлт! ҫутӑлса илет те, унӑн ҫути шыв ҫине ӳкет, ҫынсем хускатни вӑйлӑ юханшыв ҫинче вара йӑл-йӑлт! ҫутӑсем курӑнса каяҫҫӗ.

Волошин майора пытаракан салтаксем каҫса пӗтсен, Озеров капитан ыйтса пӗлчӗ:

— Халь пурте-и? — терӗ вӑл.

Боецсем каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ.

— Пурте!

— Кайрӑмӑр!

Анчах ҫак вӑхӑтра Матвей Юргин малалла тухса тӑчӗ.

— Тӑхтӑр, пӗри кая юлнӑ! — терӗ вӑл.

— Кам вӑл?

— Пӗр боец. Ӑҫта вара вӑл? Ӑҫта кайса кӗчӗ? Вӑл пирӗн хыҫҫӑнах утрӗ-ҫке! — Юханшыва лайӑхрах курас тесе, Юргин пӗшкӗнсе ларчӗ, пӑшӑрхансарах чӗнчӗ:  — Андре-ей! Андрей, ӑҫта эсӗ?

— Ан кӑшкӑр, — чарчӗ ӑна Озеров. — Кунтисем-и вӑл?

— Кунтисем.

— Эппин паллӑ! Атьӑр!

— Тьфу, шуйттан! Ӑҫта вара вӑл?

Вӗт чулсене кӑчӑртаттарса, пурте шыв хӗрринчен аяккалла утрӗҫ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех