Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Супӑнь

Автор: Николай Григорьев

Ҫӑлкуҫ: Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Хушнӑ: 2019.12.21 14:58

Пуплевӗш: 368; Сӑмах: 2978

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сы-мин арӑмӗ хӑйӗн сакӑр ҫулхи Сю-эр хӗрӗпе пӗрле хутран ҫӗрӗ ҫыпӑҫтарать. Хӑй вӑл анса лара пуҫланӑ хӗвел пайӑркисем чалӑшса кӗрекен чӳрече енне ҫурӑмӗпе тӑнӑ. Сасартӑк алӑк хыҫӗнче сулмаклӑ ура сасси илтӗнсе кайрӗ. Ку ӗнтӗ хӑйӗн упӑшки ҫемҫе тӗплӗ туфлипе утса кӗнине пӗлет вӑл, ҫавӑнпа каялла ҫаврӑнса та пӑхмасть, ҫаплипех ӗҫлет. Ура сасси ҫывхарчӗ. Сы-мин ун умне кӗрсе тӑчӗ. Арӑмӗ ирӗксӗрех ҫаврӑнса пӑхрӗ. Хулпуҫҫисене ҫӗклесе те пӗкӗрӗлерех тӑрать ун умӗнче упӑшки. Аллине хӑй куртка кӗсйи витӗр халачӗн шалти кӗсйине чиксе янӑ, тем пӑлхатать. Юлашкинчен, ҫӑмӑллӑн пӑрӑнса илсе, аллине туртса кӑларчӗ те арӑмне пиҫсе ҫитеймен хӗвелҫаврӑнӑш тӗслӗ хутпа чӗркенӗ тӑрӑхла япала тӑсса пачӗ. Арӑмӗ ана тытрӗ те темле, ҫу йывӑҫҫин ҫимӗҫӗ евӗр шӑрш кӗнине туйрӗ. Симӗсрех хуплашки ҫинче вӗтӗркке эрешсемпе ылтӑн пичет пуррине курчӗ. Ҫав вӑхӑтра Сю-эр чупса пычӗ, чӗркеме туртса илме хӑтланчӗ, анчах амӑшӗ ӑна айккинелле пӑрса ячӗ.

— Пасарта пултӑн-им эс? — ыйтрӗ упӑшкинчен вӑл, илсе килнӗ япалине ҫавӑркаласа.

— Йя, — хуравларӗ лешӗ, куҫне ҫав япала ҫинчен иле пӗлмесӗр.

Ҫиелти хуплашкин айӗнче тата тепӗр ҫӳхе си пур имӗш, вӑл та симӗсрехскер, унпала вара эрешлесе пӗтернӗ, йӑлкӑшса тӑракан шупка симӗс тӗслӗ хытӑ тӑваткӑла чӗркенӗ пулнӑ. Ҫӳхе хутне сӳрӗҫ те леш япали шурӑ тӗслӗ пулах кайрӗ. Вара ҫу йывӑҫҫин ҫимӗҫне аса илтерекен телӗнмелле ырӑ шӑршӑ тата ытларах сарӑлчӗ.

— Ха епле! Мӗнешкел лайӑх супӑнь, — терӗ Сы-мин арӑмӗ, ҫав симӗсрех япалана, ачана тытнӑ пек, ик аллипе сӑмси патне илсе пырса шӑршланӑ май.

— Ара! Малашне ҫакӑнпа кӑна ҫӑвӑнатӑн ӗнтӗ…

Ҫак сӑмахсене каланӑ чух упӑшкин куҫӗсем хӑйӗн мӑйӗ ҫине сӑнаса пӑхнине аванах сисрӗ арӑмӗ, ҫавна пула ун пит-куҫӗ пӗҫерсе кайрӗ. Аллисем мӑйне перӗнмессеренех вӑл, уйрӑммӑнах хӑлха хыҫӗсем, хытса ларнине туятчӗ. Ҫак япала темиҫе ҫул хушши пухӑнса пынӑ лӑпӑрккине те пӗлетчӗ вӑл, ҫапла пулин те ӑна нихҫан ним вырӑнне хуманччӗ. Халӗ, ав, упӑшкин хытӑ сӑнаса пӑхакан куҫӗсенчен пӑрӑнаймарӗ, тинӗс леш енчен кӳрсе килнӗ тӗлӗнмелле тутлӑ шӑршлӑ симӗсрех супӑнь тытса ларнӑ май, вӑл ирӗксӗрех хӗрелсе кайрӗ, ҫитменне ҫак чарусӑр хӗрлӗ тӗс сарӑлса пынӑҫемӗн хӑлха ҫунаттисем патнех ҫитрӗ. Сы-мин арӑмӗ вара каҫхи апат хыҫҫӑнах ҫак супӑньпе ла-айӑх ҫӑвӑнса тасалма тӗв турӗ.

«Супӑнь кӑпӑкӗпе ниепле ҫуса тасатайми вырӑнсем те пур», — шутларӗ вӑл.

— Анне! Пар-ха ӑна мана! — симӗсрех хуплашкине илесшӗн аллине тӑсрӗ Сю-эр. Пӗчӗк Чжао-эр та картишӗнчен чупса кӗчӗ. Амӑшӗ вӗсене сирсе ячӗ, супӑнне малтан ҫӳхе хучӗпе, унтан симӗсрех хуплашкипе чӗркерӗ те умывальник хуппи ҫине пырса хучӗ. Супӑнӗ енне тепӗр хут пӑхса илсе, каллех ҫӗрӗ ҫыпӑҫтарма тытӑнчӗ.

— Сюэ-чэн! — тем аса илнӗ евӗр, тӑстарарах чӗнчӗ те Сы-мин, арӑмӗ патне, ҫӳлӗ хыҫлӑ пукам ҫине, вырнаҫрӗ.

— Сюэ-чэн! — кӑшкӑрчӗ арӑмӗ, упӑшкине пулӑшма хатӗрленсе. Вара ӗҫне пӑрахсах итлеме пикенчӗ. Анчах хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. Упӑшки, пуҫне ҫӗклесе, тӳсейми кӗтнине кура канӑҫсӑрлана пуҫларӗ:
— Цюар! — хыттӑнах кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Ку хутӗнче чӗнни усӑллӑ пулчӗ. Кӗҫех сӑран тӗплӗ калуш тӑхӑннӑ ура сасси илтӗнчӗ. Тепӗр самантранах амӑшӗ умне трусик вӗҫҫӗн ҫӳрекен Сюэ-чэн ҫитсе тӑчӗ. Ун туллирех ҫаврака пит-куҫӗ йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ.

— Ӑҫта ҫухалса ҫӳретӗн эс? Аҫу чӗннине илтместӗн-им? — терӗ ӑна амӑшӗ ӳпкелесе.

— Гимнастикӑпа айкашатӑп вӗт — кӗрешӗвӗн сакӑр приемӗ… — Вӑл варт ҫеҫ ашшӗ енне ҫаврӑнчӗ те, мӗн каласса куҫран пӑхса кӗтсе, яшт! тӑсӑлса тӑчӗ.

— Сюэ-чэн, санран ыйтасшӑнччӗ эпӗ, мӗне пӗлтерет вӑл «оду-фу» тени?

— Оду-фу?.. «Усал хӗрарӑм» тениччӗ пулас вӑл?

— Айван! Патне те пымасть! — сасартӑк тарӑхса кайрӗ Сы-мин. — Эп хӗрарӑм мар пуль вӗт!

Сюэ-чэн хӑраса ӳкрӗ, каялла чакрӗ, малтанхинчен те тӳрленерех тӑчӗ. Чӑн та ӗнтӗ, тепӗр чух ашшӗ ӑна сцена ҫинче ҫемӗ майӗн уткаласа ҫӳрекен ват актер пекех туйӑнатчӗ, ҫапах та ӑна хӗрарӑм вырӑнне хума пултарасси нихҫан та пуҫа пырса кӗмен. Ача хӑй йӑнӑшне ӑнланчӗ.

— «Оду-фу» усал хӗрарӑм тени пулать, тетӗн-ха эппин эсӗ? Ӑнланмастӑп. Китай сӑмахӗ мар вӗт ку, тинӗс леш енчисен… илтетӗн-и? Мӗне пӗлтерет-ха апла ку сӑмах, э? Ӑнланатӑн-и эс ӑна?

— Эп… эп пӗлместӗп! — ҫухалса кайрӗ Сюэ-чэя.

— Пустуях шкула укҫа тӳлетӗп иккен эп саншӑн! Ҫакнашкал ним мар япалана та пӗлейместӗн те! Темле калаҫупа-илтӳ меслечӗпе вӗрентетпӗр тесе мухтанаҫҫӗ-ха тата шкулӗнче. Ним те пулаймӗ! Ниме вӗрентме те пултараймӗҫ сире… Ҫак сӑмаха шуйттан чӗлхипе калакан ача санран пӗр вунпилӗк ҫул кӗҫӗнрех пулӗ, апла пулин те вӑл ҫав чӗлхепе хытах ҫаптарать! Эс пур — ҫав сӑмах пӗлтерӗшне те чухлаймастӑн! Мӗнле намӑс мар сана «пӗлместӗп» теме! Кай, ҫак сӑмаха халех словарьте тупса килсе панӑ пул мана!

— Юрӗ, — мӑкӑртатса илчӗ те Сюэ-чэн тухса ҫухалчӗ.

— Вӑт инкек! — вӗчӗрхенсе калаҫрӗ Сы-мин. — Хальхи вӗренекенсем пирки каларӑм эп. Астӑватӑп, халӑх шкулӗсем уҫтарассишӗн ӗлӗк хам та сиксе тӑрсах калаҫаттӑм. Хальхи шкулсем ӑҫта ҫитсе лекесси асра та пулман вӗт ун чух: темле «ирӗке кӑларни», «ирӗклӗхсем» шутласа кӑларнӑ тата, нимле пӗлӳ те ҫук! Сӳпӗлтетни кӑна! Тӗслӗхшӗн хамӑрӑн Сюэ-чэнех илер. Мӗн чухлӗ тӑккаланнӑ ӗнтӗ уншӑн — веҫех усӑсӑр. Акӑлчан-китайӑн хутӑш шкулне уйӑрма ҫӑмӑл пулман вӗт ӑна. «Ҫӗнӗ калаҫу-илтӳ меслечӗпе вӗренмелли акӑлчан чӗлхи!» Ну, тулкки пулать ӗнтӗ, тетӗп. Пачах та апла мар имӗш. Ҫулталӑкӗпех вӗренчӗ, «оду-фу» мӗнне пурпӗрех пӗлмест! Каллех пур ӑпӑр-тапӑра кив кӗнекесем тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ пулмалла. Ну, шкул та вара! Мӗне юрӑхлӑ ку?! Хупса хумалла вӗсене веҫех!

— Чӑнахах, хупса хурсан та пӑсӑках пулмӗ… — ҫирӗплетрӗ арӑмӗ, ҫӗрӗ ҫыпӑҫтарнӑ май.

— Сю-эрпа кӗҫӗн хӗрача вӗренмӗҫ! Астӑватӑп, хуньӑм калатчӗ, «мӗне кирлӗ хӗрачасен вӗренни?» тетчӗ. Эпӗ пур — хӗрарӑмсен вӗрентӗвне хирӗҫленӗшӗн ӑна ятлаҫаттӑм. Ваттисем тӗрӗсех калани пуҫа килчӗ ав. Хӗрсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе урам тӑрӑх кускаласа ҫӳрени те аван мар. Ку та сахал-ха! Тата темле, ҫӳҫ кастарса ҫӳрес йӑла пур… Тӳсме пултараймастӑп ҫав шакла пуҫлӑ студенцӑсене. Тӳрех калатӑп, вӑрӑ-хурахсемпе военщинӑсене тӳрре кӑлармалли сӑлтавсем тупма ҫак студенцӑсем валли тупассинчен ҫӑмӑлрах. Ҫавсене пула ӗнтӗ Китайра веҫех пуҫхӗрлӗ ҫаврӑна пуҫларӗ. Ав, камсене вӗрентмелле кирлӗ пек…

— Ия, тӗрӗс! Арҫынсем пурте, манахсем пек, шакла кастарса ҫӳрени ҫитмест, хӗрарӑмсем те манашкӑсем пек пуласшӑн тата.

— Сюэ-чэн!

Ҫав вӑхӑтра ача, ылтӑн хӗрӗллӗ хулӑн кӗнеке йӑтса, пӳлӗме чупса кӗчӗ. Кӗнекине ашшӗне тыттарчӗ.

— Ҫак тӗлте ҫавна майлӑрах сӑмах пур.

Сы-мин ку словарь иккенне пӗлет. Шрифчӗсем калама ҫук вӗтӗ, ҫитменне йӗркисене ҫӳлтен аялалла та мар, сулахайран сылтӑмалла пичетленӗ. Сы-мин ҫамкине пӗркелерӗ, кантӑк умне пычӗ те Сюэ-чэн кӑтартнӑ вырӑна тинкерсе пӑха пуҫларӗ. Унта китайла ҫапла ҫырса хунӑ: «XVIII ӗмӗрте йӗркеллӗ обществӑллӑ пулӑшу паракан туслӑх ячӗ».

— Ҫук! Тӗрӗс мар! Мӗнле илтӗнет вӑл? — ыйтрӗ Сы-мин, китайла ҫырнин умӗнче ют саспаллисем тӑнине кӑтартса.

— Отэ фулосы.

— Ҫук! Аплӑ мар! Вӑл мар ку! — Сы-мин каллех шӑртлана пуҫларӗ:  — Каларӑм вӗт эп сана, ку темле усал сӑмах, ятлаҫу сӑмахӗ пулӗ тесе… ну, ман пеккисене вӑрҫмалли сӑмах. Ӑнланмалла-и? Кай ӗнтӗ, тупса кил!

Сюэ-чэн ашшӗ ҫине пӑхрӗ те вырӑнтан хускалчӗ.

— Мӗнле сутмалли юмах ку, пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫукскер? йӗркеллӗрех каласа ӑнлантарасчӗ сан, ӑҫта шырамаллине тавҫӑртӑр хуть!— ывӑлӗ ҫухалса кайнине кура, хута кӗчӗ амӑшӗ. Ҫакна вӑл кӑмӑлсӑррӑн та ҫураҫтаракан сасӑпа каларӗ.

— Эпӗ «Гуан Хунь Сян» магазинӗнче супӑнь илнӗ чух, — пуҫларӗ Сы-мин, арӑмӗ енне ҫаврӑнса, — унта тепӗр виҫӗ вӗренекен пурччӗ, вӗсем те тем туянатчӗҫ. Эп вӗсене кулӑшла курӑнтӑм пулмалла. Ҫак супӑне иличчен пилӗк-ултӑ катӑкне тыткаласа пӑхрӑм. Вӗсем пурте хӗрӗхшер фэнь тӑратчӗҫ. Йӳнӗреххисем те пурччӗ унта, япӑхрахскерсем, шӑрши-марши те ҫук хӑйсен. Эп луччӑ вӑтаммине туянам терӗм, вара ҫирӗм тӑватӑ фэнь тӑракан ҫак катӑка суйласа илтӗм. Лавккаҫсем ӗмӗрнех мӑнаҫланаҫҫӗ вӗсем, куҫ шуррине кӑларса хураҫҫӗ те вара йытӑ пек вӗрме те хатӗр. Инкеке, шӑпах ҫав вӑхӑтра леш путсӗр ачисем тӗрткелеше пуҫларӗҫ, куҫӗсене хӗсе-хӗсе шуйттан чӗлхипе тем сӳпӗлтетме тытӑнчӗҫ. Укҫине тӳличчен супӑнне путлӗрех тыткаласа пӑхасшӑнччӗ. Чӗркемӗ тинӗс леш енчи-ҫке-ха! Епле пӗлӗн унсӑр, те лайӑх тавар, те начар? Унччен тӗ пулмарӗ — ҫак сӗмсӗркке, шуйттан илесшӗ, тытӑнчӗ хӑртма, тем те пӗр каласа пӗтерчӗ. Ӑна пула ытти путсӗрӗсем те йӑхлатса кула пуҫларӗҫ, чи кӗҫӗнни вара, мана куҫран тӗллесе пӑхса, ҫав сӑмаха каларӗ. Ун хыҫҫӑн пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ… Ку, чӑн та, ирсӗр сӑмах пулмалла… — Сюэ-чэн енне ҫаврӑнса хушса хучӗ:  — Ӑна ирсӗр сӑмахсем пайӗнче шыра. Ҫавӑнта ҫеҫ пулма пултарать вӑл.

— Юрӗ, — мӑкӑртатса илчӗ те Сюэ-чэн каллех тухса ҫухалчӗ.

— Вӗсем тата темле ҫӗнӗ цивилизаци, ҫӗнӗ культура ҫинчен кӑшкӑрашаҫҫӗ! Хӑҫан пӗтӗҫ-ши ҫав «измсем»! Вӗсене ку та сахал-ха! — ҫаплипех тарӑхӑвне ирттереймерӗ Сы-мин. — Малашне те ҫаплах пулсан, Китай йӑлтах пӗтет. Шутла-ха хӑвах, мӗн тери хурлӑхлӑ пулчӗ пӑхма…

— Мӗн? — ниме пӗлтерменле ыйтрӗ арӑмӗ.

— Ашшӗ-амӑшне хисеплесе сума сума хӑнӑхса ӳснӗ хӗр куртӑм, — хавхалансах калаҫа пуҫларӗ Сы-мин. — Урамра икӗ ыйткалакан лараҫҫӗ: вунтӑххӑрти хӗр — тӗрӗссипе каласан, ун ҫулӗсенче пуҫтарма килӗшӳллех те мар, вӑл пурпӗрех ыйткалать, — унпа пӗрле — ҫитмӗлелле ҫитнӗ, кӑвакарнӑ суккӑр карчӑк. Пир-авӑр лавкки умӗнче лараҫҫӗ хӑйсем. Мӑнукӗпе, тет, иккен. Хӑй мӗн пуҫтарнине вӑл веҫех асламӑшне парса пырать, хӑйне ним те хӑвармасть. Мӗн шутлатӑн эс, паракансем нумай пулӗ тетӗн-и? — арӑмӗ ҫине ыйтуллӑн пӑхса каларӗ Сы-мин.

Арӑмӗ чӗнмерӗ, ним калама аптраса упашки ҫине пӑхрӗ.

— Шел! — терӗ вӑл малалла, арӑмӗ хуравламаннине кура. — Чылай тӑтӑм эп, юлашкинчен тахӑшӗ вэнь пӑрахса панине куртӑм. Иртен-ҫӳренсем пухӑнса тӑнӑ та вӗсем ҫине пӑхса киленеҫҫӗ. Темле икӗ киревсӗр ҫын намӑса пӗлмесӗр калаҫса кайрӗҫ.

«А-фа! Хӗрачи ытла таса мар тесе ан шутла эс. Пӗр-икӗ татӑк супӑнь илмелле те ӑна ла-айӑх кӑна ҫуса тасатмалла, манерлӗ пулӗччӗ вара!» — терӗ пӗри теприне. Шутла-ха эс, ҫапла сӑмах калама!

— Хм! — арӑмӗ пуҫне усрӗ. Кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн: — Эс ӑна мӗн те пулин патӑн-и? — терӗ ҫемҫен.

— Эпӗ-и? Паллах, ҫук! Сахал пама аван мар. Хӗрӗ ахаллисен йышши мар вӗт. Парас-тӑк…

— А! — итлесе пӗтереймесӗрех вырӑнтан тӑчӗ те арӑмӗ кухньӑна кӗрсе кайрӗ. Тӗттӗмлене пуҫларӗ, каҫхи апат тума та вӑхӑт ӗнтӗ.

Сы-мин та тӑрса картишне тухрӗ. Унта пӳлӗмринчен ҫутӑрах. Сюэ-чэн картишӗнче ҫаплипех гимнастикӑпа айкашать-ха. Гимнастикӑпа тумалли «килти ӗҫсене» вӑл яланах каҫ пулттипе тӑвать. Кӑнтӑрла ытти предметсемпе урока хатӗрленет. Сы-мин мухтаса, пуҫ сулса илчӗ, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, картишӗнче каллӗ-маллӗ ута пуҫларӗ. Кӗҫех чӳлмекри пӗртен-пӗр ӗмӗр симӗс ларакан курӑк ӗмӗлки те тӗттӗмлӗхре ирӗлсе ҫухалчӗ. Тӳпери катрам пӗлӗтсем хушшипе ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшса ҫуталаҫҫӗ. Тавралӑха каҫ сӗмлӗхӗ карса илчӗ. Сасартӑк Сы-мин, пысӑк ӗҫ тӑвас умӗнхи пек, хавхаланса ӳкрӗ. Кӗҫех вӑл пур вӗренекенсемпе пӗтӗм пысӑк обществӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗччӗ. Ун ӑшчиккинче тӑвӑлса килнӗ хӗрӳлӗхпе пӗрле утӑмӗ те сулмаклӑрах та ҫирӗпрех пула пуҫларӗ. Витере вӑл хускатнипе хыпӑнса ӳкнӗ чӑх-чӗп кускалать.

Столовӑйӗнче ҫутӑ курӑнчӗ, ку ӗнтӗ каҫхи апат хатӗррине пӗлтерет. Пӳлӗм варринче ларакан сӗтел тавра пӗтӗм килйыш пухӑнчӗ. Сы-мин ҫывӑхӗнче лампа ҫунать. Кил хуҫи чи хисеплӗ вырӑнта ларать, пичӗ-куҫӗ те Сюэ-чэнӗнни пекех: ҫавра та сарлакарах, мӗнпур уйрӑмлӑхӗ те ашшӗн авӑкрах ансӑр мӑйӑх пурринче кӑна. Яшка чашӑкӗнчен хӑпаракан вӗри пӑс кӳмеркки ҫывӑхӗнче вӑл кумирньӑри пуянлӑх туррине аса илтерет. Унран сулахайра, Чжао-эра чӗрҫи ҫинче тытса, арӑмӗ ларать, сылтӑм енче — Сюэ-чэнпа Сю-эр. Апат хушшинче пурте шӑпӑртах, ҫимелли патаксем кӑна ҫумӑр тумламӗсем пек шакӑртатаҫҫӗ.

Чжао-эр яшка чашӑкне ӳпӗнтерсе ячӗ те сӗтелӗпех йӗпетсе пӗтерчӗ. Сы-мин пӗчӗк куҫӗсене ун ҫине тӗллерӗ, хӗрача кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярас пек ларчӗ. Ашшӗ куҫне ун ҫинчен пӑрчӗ те малтанах кӑмӑлласа хунӑ купӑста тунине патакӗпе туртса илесшӗн пулчӗ, анчах хӑй сисиччен чашӑк ҫинчен тасалнӑ та иккен вӑл. Сы-мин сылтӑмалла пӑхрӗ те Сюэ-чэн купӑста тунине ҫӑварне чышса лартнине курах кайрӗ. Ашшӗн вара сархайнӑ купӑста ҫулҫисемпех ҫырлахма тиврӗ.

— Ну, мӗнле, Сюэ-чэн, — ыйтрӗ вӑл ывӑлӗ ҫине пӑхса, — тупрӑн-и эс ҫав сӑмаха е ҫук-и?

— Мӗнле сӑмаха? Ах, лешне… Ҫук-ха.

— Эх эс те ҫав! Тӳрккес те ним пӗлмен ача! Ҫиме ҫеҫ ӑста. Курасчӗ сан ҫав сӑпайлӑха вӗренсе ӳснӗ хӗре. Ҫука тӑрса юлнӑ вӑл, ыйткаласа ҫӳрет, асламӑшне хисеплесе сума сунӑран мӗн пуҫтарнине веҫех ӑна парать. Хӑй выҫӑ вӗт. Ӑҫта сирӗн, хальхи шкул ачисен, ҫавна пӗлесси? Пурте пуҫсӑрланса кайнӑ. Эс те вӑт леш путсӗрсем пекех сӗтӗрӗнчӗк пулса ӳсетӗн.

— Ӑна ҫывӑх сӑмах аса илтем эп, тулӗк пӗлместӗп, ҫаках-ши вӑл… Тен, вӗсем «Отэ фуло» тенӗ пуль?

— Вӑт, вӑт! Чӑнахах ҫапла! Шӑпах ҫав «Оду фулэ»! Мӗн тени пулать вӑл? Эс те вӗсен урапи ҫинченех, пӗлме тивӗҫ!

— Вӑл мӗне пӗлтернине ӑнлансах ҫитейместӗп-ха эп.

— Суятӑн! Мана улталас тетӗн-и! Пурте пӗр калӑпран эсир…

— Турӑ та апат умӗнче айӑпламасть! Мӗн урса кайнӑ эс паян? — сасартӑк ывӑлӗ хутне кӗчӗ амӑшӗ. — Чипер ҫисе тӑранма та памастӑн! Мӗн тесе ҫулӑхатӑн-ха ӗнтӗ ача ҫумне?

— Мӗн тесе? — Сы-мин хӑр-хар кӑшкӑрса тӑкма та хатӗрччӗ, арӑмӗ сӑнран улшӑннине, ун виҫкӗтеслӗ куҫӗсем сиввӗн йӑлкӑшнине кура, сассине улӑштарчӗ. — Ҫулӑхса мар эп, Сюэ-чэн йӗркеллӗ ача пултӑр тесе ҫеҫ тӑрашатӑп.

— Ӑҫтан пӗлейтӗр вӑл эс мӗн шутланине? — тарӑхӑвне ирттереймерӗ арӑмӗ. — Йӗркеллӗ ачах пулсан, вӑл тахҫанах пур лампӑсене те ҫутӗччӗ те сана валли леш хӗре шырама тухса кайӗччӗ. Эс ҫав хӗр валли пӗр татӑк супӑнь илнӗ те ӗнтӗ, тепре кӑна илмелле.

— Мӗн сӳпӗлтететӗн эсӗ? Ӑна эп мар, леш сӗтӗрӗнчӗксем каларӗҫ вӗт…

— Тепле-ҫке. Тепӗр татӑк супӑнь кайса туянмалла та ҫав хӗре, ҫуса тасатса, сан патна илсе килмелле… Вара пурте тӳрех майлашӗ, ҫӗр ҫинче те ҫӑтмах пулӗ!

— Мӗн палкатӑн эс! Нимле ӗҫ те ҫук ун ман ҫумра. Сан супӑнь ҫуккине аса илтӗм те эп…

— Епле ӗҫ ҫук пулать ун санпа? Ку супӑне эс ун валли илнӗ вӗт. Кай, ҫуса тасат ӑна. Эп ку супӑнь хакне тӑмастӑп. Эп кирлӗ мар сана, кансӗрлем те мар.

— Мӗн уссӑра калаҫатӑн эс? Эпир пурте, хӗрарӑмсем…

Сы-мин каласа пӗтереймерӗ, такӑнчӗ. Пит-куҫне, Сюэ-чэн гимнастикӑпа айкашнӑ чухнехи пекех, тар тапса тухрӗ. Тен, апачӗ вӗрирех лекрӗ пулӗ…

— Мӗн эпир, хӗрарӑмсем? Эпир, хӗрарӑмсем, сирӗнтен, арҫынсенчен, темиҫе хут лайӑхрах! Эсир, арҫынсем, студенцӑсене вӑрҫатӑр, ыйткаласа ҫӳрекен ҫамрӑк хӗрсемпе савӑшатӑр! Сирӗн хушӑрта йӗркелли пӗр ҫын та ҫук! Намӑс мар-и!

— Каларӑм вӗт сана, сӗтӗрӗнчӗксем ӑна ҫапла… Сасартӑк алӑк хыҫӗнчен такамӑн ура сасси илтӗнчӗ:

— Сы-мин!

— Дао-тун, эсир-и ку? Эп часах! — Сы-мин Хэ Дао-туна сассинченех палларӗ те, айӑплӑ ҫын кӗтмен-туман ҫӗртен амнистие лекнӗ пек, савӑнса кайрӗ.

— Сюэ-чэн! Хэ пиччӳ патне часрах ҫутӑпа тух та кабинета ертсе кӗр!

Сюэ-чэн ҫурта ҫутрӗ те Хэ Дао-туна пӳртӗн анӑҫ енчи уйрӑмне, ашшӗн кабинетне, ертсе кӗчӗ. Унпа пӗрле Бу Вэй-юань те пурччӗ.

— Пит хавас! Пит хавас! Каҫарсам, — ҫыртӑкне чӑмласа янӑ май, чыслӑн пуҫ тайса саламларӗ Сы-мин хӑнасене. — Килте пеҫӗрнӗ апата ҫисе пӑхма кӑмӑл тумӑр-ши?

— Тавтапуҫах, эпир ҫисе тухрӑмӑр! — Бу Вэй-юань маларах иртрӗ те, пысӑк аллисене чӗтретсе, хисеплӗн пуҫ тайрӗ. — Хамарӑн «Переменный ветер» литература обществин вунсаккӑрмӗш конкурсӗ валли васкасах темӑсем тӑратмаллине пула сирӗн пата ҫапла каҫа юлсах килме лекрӗ. Фын-ци ыранах вӗт.

— Акӑ ӗнтӗ сана! Паян вунулттӑмӗш эппин? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Сы-мин.

— Кур-ха, мӗнешкел халтан янӑ ӑна! — кӗмсӗртетрӗ Хэ Дао-тун сасси.

— Ҫапла вара, текстсене ыранах хаҫат ҫине пичетлеттерес тесен вӗсене паян каҫах редакцине леҫмелле.

— Пӗр текстне шутласа тупрӑм та ӗнтӗ. Пӑхӑр-ха ак, каять-и вӑл е ҫук? — Хэ Дао-тун Сы-мине сӑмса тутрипе чӗркенӗ хут листи тыттарчӗ.

Сы-мин ҫурта ҫывӑхнерех сиксе ларчӗ, хут листине саркаласа тытрӗ те хуллен вулама тытӑнчӗ:

«Китай республикин Аслӑ президентӗнчен халӑхпа пӗрле пухӑнса тархасласа ыйтмалли хисеплӗ чӗнӳ текстне ҫырса хатӗрлемелли конкурс. Хавшаса ҫитнӗ мораль никӗсӗсене хӳтӗлесе тата Китай нацийӗн чысне ӗмӗрлӗхе упраса хӑварас шутпа авалхи Китай ӑсчахӗсен йӑли-йӗркисене чун-чӗререн хисеплеме кирли тата авалхи Мын-цзы философӑн амӑшне тивӗҫлипе чыс тумалли ҫинчен уйрӑм йӗркепе декрет ҫапса кӑларас». Пит аван! Тӗлӗнмелле! Ҫапах та кӑшт вӑрӑмрах пек!

— Аптрамасть! — кӑшкӑрса ячӗ Хэ Дао-тун — Шутласа пӑхрӑм эп: рекламӑллӑ пӗлтерӳсем пичетлеттерессинчен хаклах та тӑмасть. Ну, поэзи темисем пирки мӗнле унта?

— Поэзи темисем пирки-и? — Сы-мин хавхалануллӑн тӳрленсе тӑчӗ. — Хатӗр сюжет пур ман! «Ҫынна хисеплекен хӗрӗн пархатарлӑ ӗҫӗ». Пурнӑҫран илнӗскер. Ваттисене, ашшӗ-амӑшне хисеплеме вӗренсе ӳснӗ хӗр! Кӑна епле пулсан та палӑртса хӑвармалла, мухтамаллах! Паян эп пасарта пултӑм…

— Эй, ҫук! Майлӑ мар ку! — аллисемпе сулкалашсах хирӗҫлерӗ ӑна Бу Вэй-юань. — Пӗлетӗп эп ӑна. Вӑл хӗр таҫтан килнӗскер пулмалла: ӑнланаймарӑм-ха эп ӑна, вӑл хӑй те мана чухлаймарӗ курӑнать. Ҫаплипех пӗлеймерӗм вӗт — ӑҫтан килнӗскер вӑл. Благовоспитаннӑй хӗр теҫҫӗ ӑна, анчах эп унран: «Сӑвӑсем ҫырма пӗлетӗн-и?» — тесе ыйтрӑм та, вӑл хирӗҫлесе пуҫне пӑркаларӗ. Сӑвӑсем ҫыркалама пултарать-тӗк, тепӗр майччӗ хуть. Е?

— Ҫапла та, ваттисемпе ашшӗ-амӑшне ырӑ тӑвассишӗн хӑйне те хӗрхенменни арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ тасалӑхӗ пекех вӗт — хӗрарӑмӑн чи ырӑ енӗ вӗт ку. Вӑл сӑвӑсем ҫырма пӗлменнипе те ҫырлахма тивет…

— Капла май килес ҫук! — Сы-мин патне сиксе пычӗ Бу Вэй-юань, тӗксе те илчӗ. — Сӑвӑсем ҫырма пӗлни кирлӗ пире! Вара кӑсӑклӑрах пулать!

— Сюжетне кӑна илӗпӗр, ӑна кӑшт-кашт ӑнлантарса ҫырӑпӑр та хаҫата вырнаҫтарӑпӑр, — Бу Вэй-юане ҫумӗнчен сирнӗ май, хӑйӗннех хистерӗ Сы-мин. — Кунпала эпир, пӗрремӗшӗнчен, хӗре чапа кӑларатпӑр, иккӗмӗшӗнчен, обществӑлла ушкӑна тӗксе илетпӗр. Хӑвах чухла, ӑҫта ҫитсе перӗнчӗ хальхи общество! Чылай хушӑ сӑнаса тӑтӑм эп ҫав хӗре, шутлӑр-ха хӑвӑрах, пӗр ҫын хуть парасчӗ ӑна мӗн те пулин. Ҫакӑ мар-и ӗнтӗ ҫынна ним вырӑнне те хуманни, чунсӑрлӑх!..

— Мӗн тата, Сы-мин! — каллех сиксе анчӗ Бу Вэй-юапь. — Мана тӑрӑхласа калаҫатӑн вӗт эсӗ. Аса ил-ха ваттисен «шакла пуҫлӑ манах умӗнче хураха вӑл шаклишӗн ятлаҫас!» текен сӑмахне. Шӑпах ун чух ман ҫумра пӗр вэнь те пулмарӗ, ҫавӑнпа кӑна кӑмӑл тӑваймарӑм эп ӑна.

— Вэй-юань, ҫав териех шиклӗ ан пул-ха! — ал сулчӗ Сы-мин. — Пачах сан пирки мар эп, сӑмаха та унталла пӑрмастӑп. Каласа пӗтерме пар эс мана. Ҫав ыйткалакансене карма ҫӑварсем сырса илнӗ те пӗр именмесӗр тӑрӑхласа кулаҫҫӗ. Темле икӗ сӗмсӗркке йӗркеренех тухса кайрӗҫ. «А-фа! Икӗ татӑк супӑнь туянӑн та ҫуса тасатӑн ӑна лайӑх кӑна, пӑхӑсӑн, вӑл сана килӗшсе те кайӗ!» — терӗ вӗсенчен пӗри. Ну, шухӑшлӑр-ха хӑвӑрах, ку вӗт…

— Ха-ха-ха! Икӗ татӑк супӑнь! — Хэ Дао-тун хӑлхана ҫуракан сасӑпа каҫса кайсах ахӑра пуҫларӗ. — Супӑнь туянмалла, ха-ха-ха!

— Дао-тун! Дао-тун! Ара, ан кӑшкӑрашсам каплах! — шикленерех мӑкӑртатрӗ Сы-мин.

— Ҫумалла… ха-ха-ха!

— Дао-тун! — Сы-мин мӑйне тӑсса пӑрахрӗ. — Кирлӗ ӗҫ пирки калаҫатпӑр вӗт! Эс пур — шӳтлеме пӑхатӑн, пире ҫултан пӑратӑн. Итле! Ҫак икӗ сюжета халех редакцине леҫӗпӗр, ыран вӗсене хаҫат ҫине ҫапса кӑлараҫҫех, кирек епле пулсан та! Эпӗ сире иксӗре ҫак ӗҫе хӑвӑр ҫине илме ыйтӑттӑм…

— Юрать, юрать, паллах, юрать! — патӑртаттарчӗ Бу Вэй-юань.

— Хэ-хэ-хэ! Ҫумалла… Тасатмалла… Хи-хи-хи!

— Дао-тун! — тарӑхсах кӑшкӑрчӗ Ҫы-мин.

Хэ Дао-тун, ҫакна кӗтменскер, пӳлӗнсе ларчӗ, кулма пӑрахрӗ. Вара вӗсем ӑнлантару сӑмахне мӗнлерех ҫырасси пирки шутласа ларчӗҫ. Бу Вэй-юань ҫыркаламалли тетрачӗ ҫине план пекки тукаларӗ, вара кӗҫех хӑнасем иккӗшӗ те хаҫат редакцине тухса чупрӗҫ. Сы-мин вӗсене хапхаран тухичченех ӑсатрӗ. Киле таврӑннӑ чух вӑл хӑйне темле аван мар пек туя пуҫларӗ, самантлӑха иккеленсе тӑнӑ хыҫҫӑн пӳрте кӗчӗ. Куҫ умне тӳрех сӗтел ҫинче выртакан супӑнь татӑкӗ курӑнса кайрӗ. Ӑна чӗркенӗ хучӗ ҫинчи тӗрлӗ эрешлӗ ылтӑн пичет хӑй ҫутинче йӑлтӑртаткаласа тӑрать.

Сю-эрпа Чжао-эр сӗтел айӗнче мӗштӗртетеҫҫӗ, выляҫҫӗ. Сюэ-чэн сӗтел хушшинче словарьпе тӗрмешет. Пӳлӗмӗн тӗттӗм кӗтессинче, ҫӳлӗ хыҫлӑ пукан ҫинче, арӑмӗ ларать. Лампа ун ниме пӗлтермен хускалми куҫлӑ хавассӑр сӑн-питне ҫутатать.

— Ҫумалла… Мӗнле намӑс мар!.. — илтӗнчӗ Сю-эр сасси ҫурӑм хыҫӗнчех. Сы-мин ҫаврӑнса пӑхрӗ, анчах никам та курӑнмарӗ. Чжао-эр кӑна таса мар питне пӗчӗк аллисемпе мӗнпур вӑйран катӑртаттарать.

Сы-мин текех тӳссе тӑраймарӗ. Ҫуртине сӳнтерсе, картишне тухрӗ. Ниҫта кайса кӗрейми каллӗ-маллӗ ута пуҫларӗ, ҫавна пула чӑх-чӗп каллех хускалчӗ, кӑтиклетме, шиплетме тытӑнчӗ. Сы-мин утӑмне чакарчӗ, чӑх витинчен инҫетерех пулма тӑрӑшрӗ. Лампӑна ҫывӑрмалли пӳлӗме куҫариччен чылай вӑхӑт иртрӗ. Уйӑх ҫута тавралӑха тем пысӑкӗш шӑналӑкпа витсе хунӑ тейӗн. Ак ӗнтӗ кӗмӗл уйӑх ҫаврашки ҫӳхе пӗлӗт хыҫне пытанчӗ, ун витӗр ҫутӑ ункӑн курӑнса тӑчӗ.

Сы-мин хуйӑха ӳкнӗ, кӳреннӗ. Халь вӑл хӑйне те аслисене хисеплеме хӑнӑхса ӳснӗ, кил-ҫуртсӑр хӗр евӗрех, хисепсӗр те хӳтлӗхсӗр ҫын пек туя пуҫларӗ. Ҫак каҫ Сы-мин пит кая юлса ҫывӑрма выртрӗ.

Тепӗр кунне ирхине супӑнь хӑй ӗҫне турӗ-турех. Сы-мин халичченхинчен кая юлса вӑранчӗ те арӑмӗ умывальник умне пӗшкӗнсе мӑйне сӑтӑркаласа тӑнине курах кайрӗ. Хӑлхисем хыҫӗнче ҫӑра кӑпӑк хӑпарса тӑрать, супӑнь ку териех нихҫан та кӑпӑкланса курман пулӗ.

Ҫак кунтан пуҫласа Сы-мин арӑмӗнчен яланах ҫу йывӑҫҫин ҫимӗҫне аса илтерекен тутлӑ шӑршӑ килсе ҫӳре пуҫларӗ. Ҫур ҫул иртсен ҫав шӑрш урӑххипе, чылайӑшӗн шучӗпе, сандал йывӑҫҫин ырӑ шӑршине аса илтерекеннипе, ылмашӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех