Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XI сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.20 03:02

Пуплевӗш: 241; Сӑмах: 2470

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Лушка ҫаплах аппӑшӗ патӗнче пурӑнать. Чакан витнӗ, чалӑш-чӗлӗш чӳрече хуппиллӗ тата кивелнипе чалӑшса кайнӑ, ҫӗр айне путса аннӑ стеналлӑ пӗчӗк пӳрт ҫыран ҫинчи хысак хӗрринчех ларать. Пӗчӗк картишне курӑк, хыт хура пусса илнӗ. Алексеевнӑн, Лушка аппӑшӗн, хуҫалӑхра ӗнепе пӗчӗк пахчасӑр пуҫне урӑх ним те пулман. Картишне ҫырма енчен пӳлнӗ лутра ҫатан урлӑ каҫса ҫӳремелли тунӑ. Ватлӑх енне сулӑннӑ кил хуҫи ун урлӑ ҫырмана шыв ӑсма ҫӳрет, пахчара купӑста, хӑяр, помидор шӑварать.

Ҫатан урлӑ каҫса ҫӳремелли вырӑн таврашӗнче талпиҫенӗн сенкер те хӑмач пуҫӗсем мӑнаҫлӑн хӑпарса тӑраҫҫӗ, хир кантӑрӗ ашкӑрса ӳсет; ҫатан тӑрӑх, шалчасен хушшипе, вӗсене шӑнкӑрав евӗрлӗ сарӑ чечексемпе эрешлесе, кавӑн аври вайкаланса выртать; ирсенче ҫатан ҫеҫкисене сарнӑ йыт пыршипе ҫиҫет, инҫетрен вара вӑл ӑста тӗртнӗ кавир евӗрлех курӑнать. Кунта никам та ҫӳремест. Тепӗр кун ирхине ирех ҫыран хӗррипе Алексеевна кил-ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух Нагульнов шӑп ҫак вырӑна суйласа илчӗ.

Икӗ кун хушши вӑл, сунас иртессе кӗтсе, ним те тумарӗ, виҫҫӗмӗш кунне вара, тӗттӗмленсенех, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ пиншак тӑхӑнчӗ те питӗ асӑрханса урама тухрӗ, ҫырма хӗррине анчӗ. Вӑл ҫӗрӗпе — каҫӗ тӗп-тӗттӗм, уйӑхсӑр — ҫатан ҫумӗнчи кантӑр хушшинче выртрӗ, анчах каҫмалли вырӑн патне никам та пыракан пулмарӗ. Ҫутӑласпа Макар килне кайрӗ, темиҫе сехет ҫывӑрчӗ, кӑнтӑрла утӑ ҫулма тухнӑ пӗрремӗш бригадӑна кайса килчӗ, тӗттӗмленсен вара каллех ҫатан урлӑ каҫмалли вырӑн патне кайса выртрӗ.

Ҫур ҫӗр ҫитсен пӳрт алӑкӗ ерипен чӗриклетсе уҫӑлчӗ. Ҫатан витӗр Макар крыльца ҫине хура явлӑк пӗркеннӗ хӗрарӑмӑн хура мӗлки тухса тӑнине курчӗ. Макар Лушкӑна палласа илчӗ.

Лушка майӗпен крыльца ҫинчен анчӗ, кӑштах чарӑнса тӑчӗ, унтан урама тухрӗ те тӑкӑрлӑка пӑрӑнса кӗчӗ.

Макар, сасӑ кӑлармасӑр яра-яра пусса, унтан пӗр вунӑ утӑмра пычӗ. Ним сисмесӗр, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, Лушка ял хӗрринелле утрӗ. Вӗсем хутортан та тухнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ылханлӑ сунас Макара пӗтерсе хучӗ: вӑл хыттӑн ачху турӗ те ҫавӑнтах ҫӗр ҫине ӳпне выртрӗ. Лушка вартах каялла ҫаврӑнчӗ. Пӗр самант вӑл, хытса кайнӑ пек, ним хускалмасӑр, аллисене кӑкӑрӗ патне тытса, чарӑна-чарӑна та хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа тӑчӗ. Лифчикӗ ӑна сасартӑках тӑвӑрланса кайрӗ, лӗпкисене юн тапса тулчӗ. Пӑртак хӑюлланса, Лушка шиклӗн, вӗттӗн-вӗттӗн пусса, Макар еннелле утма пуҫларӗ. Макар чавсисемпе ҫӗре тӗренсе, куҫ айӗн ӑна сӑнаса выртать. Ҫитме пӗр виҫӗ утӑм юлсан, Лушка чарӑнса тӑчӗ, аран илтӗнекен сасӑпа:
— Кам ку? — тесе ыйтрӗ.

Тӑват уран тӑракан Макар ним чӗнмесӗр пуҫӗ ҫинчен пиншакне пӗркенме пуҫларӗ. Вӑл Лушкӑна хӑйне пӗрре те паллаттарасшӑн пулмарӗ.

— Ой, тур ҫырлах! — хӑраса ӳксе пӑшӑлтатрӗ те Лушка хуторалла чупрӗ.

…Ҫутӑласпа Макар Разметнова вӑратрӗ, сак ҫине ларса, тарӑхнӑн:

— Пӗрре ачху турӑм та пӗтӗм ӗҫе вараласа хутӑм!.. Пулӑш, Андрей, атту вӗҫертетпӗр Тимошкӑна!

Тепӗр ҫур сехетрен вӗсем иккӗшӗ пар лаша кӳлмелли урапапа Алексеевна пӳрчӗ патне ҫитсе тӑчӗҫ. Разметнов лашасене ҫатан ҫумне кӑкарчӗ, малтан крыльца ҫине хӑпарчӗ те чалӑшнӑ алӑка шаккаса илчӗ.

— Кам? — ыйтрӗ кил хуҫи ыйхӑллӑ сасӑпа. — Кам кирлӗ?

— Тӑр, Алексеевна, атту ӗнӳне вӑрласа кайӗҫ, — шавлӑн каласа хучӗ Разметнов.

— Кам вӑл?

— Км эпӗ, Совет председателӗ, Разметнов.

— Мӗн шуйттанӗ сӗтӗрсе ҫӳрет сана ҫӗр хута? — кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ хӗрарӑм.

— Ӗҫ,пур, уҫ!

Алӑк питӗркӗчӗ шалтартатса илчӗ те, Разметновпа Нагульнов кухньӑна кӗчӗҫ. Кил хуҫи хӑпӑл-хапӑл тумланса ячӗ, пӗр шарламасӑр лампа ҫутрӗ.

— Квартирантку килте-и? — Разметнов куҫӗпе малти пӳлӗмелле тӗллесе кӑтартрӗ.

— Килте. Мӗн тума кирлӗ пулчӗ вара вӑл сана кӑвак ҫутӑллах?

Разметнов, хирӗҫ чӗнмесӗр, алӑка шаккарӗ, хыттӑн:

— Эй, Лукерья! Тӑр, тумлан. Пилӗк минут паратӑп сана, салтак пек пул!

Лушка ҫара уран, ҫара хулпуҫҫийӗсем ҫине явлӑк пӗркенсе тухрӗ. Тӗксӗмрех ура хырӑмӗсене пула унӑн аялтан тӑхӑнмалли юбкин чӗнтӗрӗсем чӑлт шурӑ курӑнаҫҫӗ.

— Тумлан, — хушрӗ Разметнов. Вара ӳпкеленӗн пуҫне сулкаласа илчӗ:— Ҫиелти юбкӑна тӑхӑнасчӗ хуть… Мӗнле намӑссӑр хӗрарӑм!

Лушка килнӗ ҫынсем ҫине тимлӗн те тем пӗлесшӗн пулнӑн пӑхса илчӗ, куҫа шартармалла кулса ячӗ:

— Ара, кунта пурте хамӑр ҫынсем вӗт, камран вӑтанас-ха манӑн?

Ыйхӑ тӗлӗшпе те хӗр пекех таса та чипер вӑл, ҫак ылханлӑ Лушка! Разметнов, кулкаласа та хӑй тӗлӗннине пытармасӑр, шарламасӑр, ӑна киленсе сӑнать. Макар кӑмака ҫумне таянса тӑнӑ кил хуҫи ҫине куҫне мӑч та тутармасӑр пӑхать.

— Мӗншӗн килтӗр, хаклӑ хӑнасем? — Лушка, юрама тӑрӑшнӑн хусканкаласа, аялалла шуса аннӑ явлӑкне тӳрлетрӗ. — Эсир ӑнсӑртран Давыдова шырамастӑр пулӗ вӗт?

Вӑл ӗнтӗ ҫиеле тухнӑ пекех тата сӗмсӗртерех кулма пуҫларӗ, ҫӗнтернӗн, хӑйӗн йӑлкӑшса тӑракан куҫӗсене хӗскелерӗ, хӑй упӑшки пулнӑ ҫынна куҫӗнчен пӑхма тӑрӑшрӗ. Анчах Макар, пичӗпе ун енне ҫаврӑнса, ун ҫине йывӑррӑн та лӑпкӑн пӑхрӗ, сӑмахсене ҫавӑн пекех лӑпкӑн та йывӑррӑн пӑрахса:
— Ҫук, сан патӑнта эпир Давыдова мар, Тимофей Рваные шыратпӑр, — терӗ.

— Ӑна кунта шырамалла мар, — ним шутламасӑр тенӗ пек каларӗ Лушка, анчах хӑй ҫавӑнтах хул пуҫҫине шӑннӑ чухнехи пек сиктеркелесе илчӗ. — Ӑна, манӑн кӑйкӑрӑма, хӑвар янӑ сивӗ ҫӗрсенче шырамалла…

— Пӑрах суйма, — ҫавӑн пекех лӑпкӑн, хӑйне хӑй питӗ лайӑх тытса каларӗ Макар.

Лушкӑна унӑн ҫак пӗрре те кӗтмен лӑпкӑлӑхӗ уртарса ячӗ пулмалла, вара вӑл хӑй тапӑнма пуҫларӗ:

— Эпӗ кӗҫӗр хутор хыҫне кайнӑ чух ман ура кӗлисем ҫине пусса пыракан эсӗ пулмарӑн-и, упӑшкам?

— Чухласа илтӗн эппин? — Макар аран палӑрмалла кулса илчӗ.

— Ҫук, тӗттӗмре чухласа илеймерӗм, хӑратасса вара, савнийӗм, вилеслех хӑратса пӑрахрӑн! Кайран, хутора чупса ҫитсен тин, вӑл эсӗ пулнине чухларӑм.

— Мӗнле хӑраса ӳкнӗ-ха эсӗ, ҫакӑн пек шуйттан? — тӳрккессӗн ыйтрӗ Разметнов; юриех тӳрккес пулса, вӑл Лушкӑн илемлӗхне асӑрхама пӑрахас, терӗ.

Лушка аллисемпе пилӗкне тытрӗ, ун ҫине ҫунтарас пек пӑхса илчӗ.

— Эсӗ мана ан шуйттанлат! Кай та авӑ хӑвӑн Маринку патне ӑна кала вӑл сӑмаха, тен, Демид Молчун тытса хытӑ кӑна ислетӗ пӗрре. Мана кӳрентерме вара ансат, кунта ман хута кӗрекен ҫук…

— Вӗсем санӑн кирлинчен те ытларах, — кулса илчӗ Разметнов.

Анчах Лушка, ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасӑр, Макартан ҫапла ыйтрӗ:

— Мӗншӗн эсӗ ман хыҫҫӑн пытӑн вара? Сана манран мӗн кирлӗ? Эпӗ — ирӗкри кайӑк, ӑҫта кӑмӑл туртать — ҫавӑнта вӗҫетӗп. Манпа пӗрле манӑн Давыдов тусӑм пулнӑ пулсан, вӑл сана пирӗн йӗрсене таптанӑшӑн тав туман пулӗччӗ!

Макарӑн шурса кайнӑ питӗнче хытӑ мӑкӑльсем выляма пуҫларӗҫ, анчах вӑл хӑйне тытса чарчӗ-чарчех, чӗнмерӗ. Кухньӑра уҫҫӑнах вӑл чышка чӑмӑртанӑ пӳрнисем шӑтӑртатни илтӗнчӗ. Разметнов ытла шала кӗрсе кайма пултаракан калаҫӑва пӗтерме васкарӗ.

— Ҫитет, калаҫрӑмӑр! Пуҫтарӑнӑр — эсӗ те, Лукерья, эсӗ те, Алексеевна. Сире арестлерӗмӗр, халӗ района илсе каятпӑр.

— Мӗншӗн? — пӗлесшӗн пулчӗ Лушка.

— Ҫитсен пӗлӗн.

— Эпӗ пымасан вара?

— Сурӑха ҫыхнӑ пек ҫыхса пӑрахса илсе каятпӑр. Тапкаланма та памӑпӑр. Ну, хӑвӑртрах!

Лушка темиҫе ҫекунд тем шутласа тӑчӗ, унтан вара каялла чакрӗ те ҫынсем сиссе юличчен алӑкран кӗрсе кайрӗ, ӑна хупса хучӗ, шалтан ҫекӗлпе ҫаклатма хӑтланчӗ. Анчах Макар вӑхӑтра тата темле вӑй хумасӑрах алӑка хӑй енне туртрӗ, малти пӳлӗме кӗчӗ, сассине хӑпартса:
— Санпа шӳт тумаҫҫӗ! Тумлан, тарма ан та шутла. Эпӗ сан хыҫҫӑн чупас ҫук, сана, ухмаха, пуля хӑваласа ҫитӗ. Ӑнлантӑн-и? — тесе асӑрхаттарчӗ.

Йывӑррӑн сывласа, Лушка лучӑрканнӑ вырӑн ҫине ларчӗ.

— Тух, эпӗ тумланатӑп.

— Тумлан. Вӑтанма кирлӗ мар: эпӗ сана темлине те курнӑ.

— Ну, тӑрах эппин, — ҫилленмесӗр те ывӑнчӑклӑн каларӗ Лушка.

Вӑл каҫхи кӗпипе юбкине хывса пӑрахрӗ, ҫаппа-ҫарамасскер, ҫамрӑк пек тӑпӑл-тӑпӑл та хитрескер, ирӗклӗн арча патне иртрӗ, уҫрӗ. Макар ун ҫине пӑхмарӗ: маншӑн пурпӗрех, тенӗ пек пӑхакан куҫӗсемпе ҫаплах чӳрече енне тинкерчӗ…

Тепӗр пилӗк минутран чаплах мар ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ Лушка:
— Эпӗ хатӗр, Макарӑмҫӑм, — терӗ; вара Макар ҫине лӑпланнӑ, кӑштах салхулӑх пуснӑ куҫӗпе пӑхса илчӗ.

Кухньӑра тумланнӑ Алексеевна:
— Кил-ҫурта кама шанса хӑварас? Ӗнене кам сӑвӗ? Пахчана кам пӑхӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Кун ҫинчен эпир шухӑшлӑпӑр, кинемей, хӑв таврӑннӑ ҫӗре пурте йӗркеллех пулӗ, хальхи пекех, — лӑплантарчӗ ӑна Разметнов.

Вӗсем картишне тухрӗҫ, бричка ҫине ларчӗҫ. Разметнов тилхепене саркаласа тытрӗ, чӑпӑрккине ҫиллессӗн сулчӗ, лашасене вырӑнтанах сиккипе ячӗ. Ял Совечӗ умӗнче вӑл чарӑнчӗ, бричка ҫинчен сиксе анчӗ.

— Ну, майрасем, анӑр! — Вӑл ҫенӗхе чи малтан кӗчӗ, шӑрпӑк ҫутса, тӗттӗм чӑлан алӑкне уҫрӗ. — Кӗрӗр те майлашӑр.

— Района вара хӑҫан? — ыйтрӗ Лушка.

— Ҫутӑлсан каятпӑр.

— Апла-тӑк, мӗншӗн кунта лашапа илсе килтӗр, ҫуран мар? — ҫаплах хӑпмарӗ Лушка.

— Чапшӑн, — тӗттӗмелле кулса каларӗ Разметнов. Чӑнах та ҫав, ҫак тӗпчеме питӗ юратакан хӗрарӑмсене вӑл вӗсене ял Советне килнӗ чух кам та пулин курасран хӑраса ҫеҫ лашапа илсе килни ҫинчен каласа пама пултарайман вӗт-ха ӗнтӗ.

— Кунта кӑна ҫуран та ҫитме пулатчӗ, — терӗ Алексеевна, вара, сӑх-сӑхса илсе, чӑланалла ярса пусрӗ.

Салхуллӑн лаш! сывласа, Лушка ним чӗнмесӗр ун хыҫҫӑн кӗчӗ. Разметнов чӑлана питӗрсе илчӗ, вара хыттӑн кӑшкӑрчӗ:

— Лукерья, итле мана: ӗҫме-ҫиме сире парӑпӑр, кӗтесре. алӑкран сулахайра, тӗрлӗ япала тумалли савӑт пур. Лӑпкӑ ларма ыйтатӑп, ан шавлӑр, алӑка ан шаккӑр! Атту, тупата туршӑн, ҫыхса пӑрахатпӑр та ҫӑварӑрсене пӑкӑлатпӑр. Кунта шӳтлемелли ҫук. Ну, сыв пулӑр! Ирхине эпӗ килсе курӑп.

Ял Советне кӗмелли алӑк ҫине вӑл тепӗр ҫӑра ҫакрӗ, вара крыльца умӗнче кӗтсе тӑракан Нагульнова — сассинче унӑн йӑлӑнса ыйтни палӑрчӗ — ҫапла каларӗ:

— Виҫӗ талӑк тытса усратӑп эпӗ вӗсене кунта, ытларах вара — пултараймастӑп, Макар. Хуть те мӗн ту, анчах Давыдов пӗлес-тӑвас пулсан — пире хытӑ лекет!

— Пӗлеймӗ. Лашасене леҫсе яр, вара вӑхӑтлӑх арестанткӑсене мӗн те пулин хыпкалама пар. Ну, спаҫҫибӑ, эпӗ киле кайрӑм…

Ҫук, ӗлӗкхи — маттур та тӳрӗ пӳ-силлӗ — Макар Нагульнов мар пырать халӗ шурӑмпуҫ умӗнхи кӑвак ӗнтрӗкпе витӗннӗ Шырланпуҫ тӑкӑрлӑкӗсемпе… Вӑл кӑштах курпунне кӑларнӑ, пуҫне усса, сайра хутра пысӑк та сарлака ал лаппине кӑкӑрӗн сулахай енне тыта-тыта утать..

Давыдов куҫӗ умне пулас мар тесе, Нагульнов яра куна утӑ ҫулнӑ ҫӗрте пулать, хутора каҫпа ҫеҫ таврӑнать. Иккӗмӗш талӑк ҫине кайсан, каҫхине, заставӑна каяс умӗн, вӑл Разметнов патне пычӗ.

— Давыдов мана шырамарӗ-и?

— Ҫук. Эпӗ ӑна хам та курманпа пӗрех. Иккӗмӗш кун ҫырма урлӑ кӗпер хыватпӑр, манӑн вара пур ӗҫӗм те кӗпер ҫинче пуласси те хамӑр арестанткӑсене кайса курасси.

— Мӗнле вӗсем?

— Ӗнер кӑнтӑрла Лушка урсах кайрӗ! Алӑк патне пыратӑп та вӑл мана мӗн каласа ятламаллине те пӗлмест. Ятлаҫасса вара, ҫӗр ҫӑтман хӗрарӑм, ӳсӗр казакран та лайӑхрах ятлаҫать. Ӑҫта кӑна вӗренсе ҫитнӗ-тӗр вӑл ҫав ӑсталӑха! Аран лӑплантартӑм. Паян шӑпланчӗ. Макӑрать.

— Макӑртӑрах. Часах унӑн виле ҫинче хӳхлеме тивӗ.

— Тыттармӗ ҫав ,Тимошка, — иккӗленчӗ Разметнов.

— Килет! — Нагульнов чышкипе чӗркуҫҫине ҫапса илчӗ, ыйхӑсӑр ирттернӗ ҫӗрсене пула тӑртаннӑ, куҫӗсем унӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ. — Ӑҫта кайтӑр вӑл Лушкӑран?

…Тимофей чӑнах та килчӗ. Сыхланасси ҫинчен манса, виҫҫӗмӗш талӑка кайсан, ҫӗрле икӗ сехет ҫитеспе вӑл ҫатан урлӑ каҫмалли вырӑн патне пычӗ. Кӳлешӳ хӑваланӑ-ши ӑна хутора? Е выҫлӑх-ши? Тен, вӑл та, ку та хӑваланӑ пулӗ, анчах вӑл тӳсеймен, килнӗ…

Ҫырма енчен вӑл сукмакпа тискер кайӑк пек пӗр сас-чӳсӗр йӑпшӑнса килет. Макар ун ури айӗнче тӑм чӑштӑртатнине те, хыт хуран типӗ тунисем хуҫӑлнине те илтменччӗ, хӑйӗнчен пӗр пилӗк утӑмра малалла ӳпӗнсе тӑракан ҫын мӗлкине курсан, вӑл шартах сикрӗ.

Тимофей сылтӑм аллине винтовка тытса тӑрать, тимлесе итлет. Макар кантӑр хушшинче сывламасӑр тенӗ пек выртать. Ҫекундлӑха унӑн чӗри тӑпӑртатса илчӗ, унтан вӑл каллех тикӗссӗн ӗҫлеме пуҫларӗ, анчах ун ҫӑвар ӑшӗ типсе ларчӗ, йӳҫӗ тутӑпа тулчӗ.

Ҫырма патӗнче карӑш карклатса илчӗ. Хуторӑн леш айккинче ӗне мӗкӗрсе ячӗ. Таҫта, ҫырма леш енчи ҫыранра, путене хыттӑн пӗтпӗлтетме тытӑнчӗ.

Макара пеме меллӗ: Тимофей, ҫаплах тимлӗн итлесе, пӗтӗм пӗвӗпе сылтӑмалла пӑрӑнса, сулахай аякне кӑтартса тӑрать.

Чавса тӗлӗнчен хутлатнӑ сулахай алли ҫине Макар хуллен наган кӗпҫине хучӗ. Пиншакӗн ҫанни хӑйӗн сывлӑм шывӗпе йӗпеннӗ. Пӗрер ҫекунд пек Макар тӑхтаса тӑчӗ. Ҫук, вӑл, Нагульнов, тӑшмана вӑрттӑн пеме темле путсӗр кулак мар! Вара Макар, ҫапла выртнӑ халлӗнех, хыттӑн:
— Вилӗм енне питӳпе ҫаврӑн, ҫӗлен! — терӗ.

Пружинпа сиктерсе янӑ пек, Тимофей малалла, унтан — айккинелле сиксе ӳкрӗ, винтовкипе пеме хатӗрленчӗ, анчах Макар маларах ӗлкӗрчӗ. Нӳр ҫапнӑ шӑплӑхра наган сасси ытла хытах мар шаплатрӗ.

Винтовкине ӳкерсе, урисене чӗркуҫ тӗлӗнчен хутлатса, Тимофей майӗпен, Макар шутланӑ тӑрӑх, месерле ӳкме пуҫларӗ. Макар таптаса хытарнӑ сукмак ҫине вӑл ӗнсипе хыттӑн лаплатса ӳкнине илтрӗ.

Тата тепӗр вун пилӗк минут Макар хускалмасӑр выртрӗ. «Пӗр хӗрарӑм патне кӗтӳпе ҫӳремеҫҫӗ, тен, ҫырма патӗнче ун тусӗсем пытанса ларнӑ, кӗтеҫҫӗ? — шухӑшларӗ вӑл, питӗ тӑрӑшса итленӗ май. Анчах таврара пӗр сас-чӳ те ҫук. Пӑшал сасси пулнӑ хыҫҫӑн шӑпланнӑ карӑш каллех хӑюссӑррӑн та чарӑна-чарӑна карклатма пуҫларӗ. Тул васкасах ҫутӑлать. Тӗксӗм кӑвак тӳпен хӗвелтухӑҫ енчи кӗрен йӑрӑм ӳссех, сарӑлсах пырать. Ҫырма леш енчи ҫӳҫесем те лайӑх палӑракан пулчӗҫ. Макар тӑчӗ, Тимофей патне пычӗ. Лешӗ месерле выртать, сылтӑм аллине айккинелле сарса пӑрахнӑ. Шӑвӑҫланнӑ пулин те чӗррӗн йӑлтӑртатакан куҫӗсене вӑл чарса пӑрахнӑ. Вӗсем, ҫак вилӗ куҫсем, савӑнса та шӑппӑн тӗлӗнсе, сӳнсе пыракан тӗксӗм ҫӑлтӑрсем ҫине те, пуҫ ҫийӗнче ирӗлекен аялтан кӑштах кӗмӗл витнӗ пӗлӗт татки ҫине те, витӗр курӑнакан ҫӑмӑл тӗтре ӗнтрӗкӗпе витӗннӗ тӳпе ҫине те киленсе пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Макар вилнӗ ҫынна атӑ пуҫӗпе тӗкӗнчӗ:

— Ну мӗн, тӑшман, чупса тӑрантӑн-и?

Унӑн, хӗрарӑмсем иртӗнтерсе янӑ ҫыннӑн, вилли те илемлӗ выртать. Хӗвел тӗксӗмлетмен таса та шурӑ ҫамки ҫине хура ҫӳҫ пайӑрки ӳкнӗ, тулли питӗнчен хӗрлӗ сӑн кайса пӗтме ӗлкӗреймен-ха, ҫемҫе хура мӑйӑхӗ аялалла туртса тӑракан ҫӳлти тути, нӳрлӗ шӑлӗсене уҫса, кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, темиҫе кун каялла ҫеҫ Лушкӑна антӑхса кайса чуп тунӑ илемлӗ тутисем хушшине темле тӗлӗнчӗкрех кулӑ пытаннӑ. «Ҫапах та мӑнтӑрланнӑ эсӗ!», — шухӑшларӗ Макар.

Вилнӗ ҫынна лӑпкӑн пӑхса тӑнӑ май, Макар халӗ ывӑннисӗр пуҫне урӑх нимӗн те туймарӗ — ни паҫӑрхи пек ҫилленмерӗ вӑл, ни кӑмӑлӗ тулнине туймарӗ. Темиҫе кун, темиҫе ҫул хушши чӗре патне вӗри юн хӑваланӑ, чӗрене кӳрентерсе, кӳлештерсе, ыраттарса тӑнӑ япаласем халӗ, Тимофей вилнӗ хыҫҫӑн пурте таҫта аякка, ӗмӗр каялла таврӑнмалла мар кайрӗҫ.

Вӑл ҫӗр ҫинчен винтовкӑна илчӗ, йӗрӗннипе питне-куҫне пӗркелентерсе, кӗсйисене ухтарчӗ. Пиншакӑн сулахай кӗсйинче картлӑ-картлӑ ҫийлӗ «лимонка» граната хыпашласа тупрӗ, сылтӑмминче винтовка патронӗсен тӑватӑ обоймисӗр пуҫне урӑх нимех те ҫукчӗ. Документ таврашӗ Тимофейӑн пулмарӗ.

Каяс умӗн Макар виле ҫине юлашки хут пӑхса илчӗ, вара халӗ тин ун тӗрӗллӗ кӗпине нумай пулмасть кӑна ҫунине, симӗс шалаварӗн чӗркуҫҫине питӗ тирпейлӗ — хӗрарӑм аллисем пулмалла — ҫӗлесе лартнине курчӗ. «Сана вӑл япӑхах ҫитермен, пӑхман пулмалла», — кӳренсе шухӑшларӗ Макар, йывӑррӑн, питӗ йывӑррӑн ҫатан пусми ҫинелле ярса пусса.

Ирне пӑхмасӑр Разметнов Макара калинкке умӗнче кӗтсе илчӗ, ун аллинчи винтовкӑна, патронсемпе гранатӑна илчӗ.

— Шаккарӑн эппин. Хастар йӗкӗтчӗ, хӑрамасӑр пурӑнатчӗ… Эсӗ пенине илтрӗм эпӗ, тӑтӑм та тумлантӑм. Ӗнтӗ унта чупасшӑнччӗ, анчах куратӑп — хӑв килетӗн. Чӗрем лаштах кайрӗ.

— Ял Совет уҫҫисене пар-ха мана, — ыйтрӗ Макар.

Разметнов, ӑнкарса илчӗ пулин те, ыйтрӗ:

— Лушкӑна кӑларас тетӗн-и?

— Вара.

— Кӑлӑхах.

— Ан чӗн! — терӗ хуллен Макар. — Эпӗ ӑна, путсӗре, ҫапах та юрататӑп.

Вӑл уҫӑсем илчӗ те, пӗр чӗнмесӗр ҫаврӑнса, атти кӗлисене ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрсе, ял Совечӗ еннелле утрӗ.

Тӗттӗм ҫенӗхре Макар ҫӑра шӑтӑкне часах тупаймарӗ. Чӑлан алӑкне яри уҫса ярсан вара хуллен:
— Лукерья! Минутлӑха тух-ха, — тесе чӗнчӗ.
Кӗтесре улӑм чӑштӑртатрӗ. Пӗр сӑмах чӗнмесӗр, Лушка алӑк умне тухса тӑчӗ, ывӑннӑ чухнехи пек васкамасӑр, пуҫӗнчи шурӑ тутӑрне тӳрлетрӗ.

— Крыльца ҫине тух. — Макар, ӑна ирттерсе, айккинелле пӑрӑнчӗ.

Крыльца ҫинче Лушка аллисене хыҫалалла тытрӗ, ним чӗнмесӗр карлӑк ҫумне таянчӗ. Тӗрек шырарӗ-ши ӗнтӗ? Ним сас-чӳсӗр кӗтрӗ. Вӑл, Андрей Разметнов пекех, ҫӗрӗпе ҫывӑрман, ҫутӑласпа янравлах мар пӑшал сассине илтнӗ. Халӗ хӑйне Макар мӗн пӗлтерессине вӑл чухлать пулмалла ӗнтӗ. Пичӗ унӑн шурса кайнӑ, тӗксӗмрех куҫ лупашкине путса аннӑ типӗ куҫӗсем урӑхларах пӑхаҫҫӗ, — вӗсем кун пек пӑхнине Макар халиччен курманччӗ-ха.

— Тимофея вӗлертӗм эпӗ, — терӗ Макар, ӑна асапланса ҫитнӗ хура куҫӗнчен тӳрех пӑхса; унтан вӑл ирӗксӗрех ҫакӑн пек тӗлӗнмелле хӑвӑрт, икӗ талӑк хушшинче, тӑп-тӑп тутасен айккисене шанчӑклӑн тухса выртма ӗлкӗрнӗ хурлӑхлӑ пӗркеленчӗксем ҫине пӑхса илчӗ. — Халех килне кай та япалусене ҫых, хутортан яланлӑхах тухса кай, атту сана начар пулать,… Сана суд тӑвӗҫ.

Лушка чӗнмесӗр тӑчӗ. Макар хыпаланса ӳкрӗ, кӗсйисенче тем шырама пуҫларӗ. Вара ал лаппи ҫинче тӗркелесе тытнӑ, нумайранпа ҫуман, вараланнипе сӑрӑ тӗслӗ пулса кайнӑ чӗнтӗрлӗ сӑмса тутри тӑсса пачӗ.

— Ку — санӑн. Эсӗ манран тухса кайнӑ чух юлнӑ… Ил, халӗ вӑл мана кирлӗ мар…

Хӑйӗн сивӗ аллисемпе Лушка тутӑра лучӑрканнӑ кӗпи ҫанни ӑшне чикрӗ. Макар сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те каларӗ:

— Ӑна курас килет пулсан — вӑл сирӗн кил патӗнче, ҫатан урлӑ каҫмалли вырӑнта выртать.

Вӗсем шӑппӑн, текех нихҫан та тӗл пулмалла мар уйрӑлчӗҫ. Макар, крыльца пусмисемпе аялалла аннӑ май, ӑна: сыв пул, тенӗ пек пуҫӗпе сулчӗ, Лушка вара, ӑна куҫӗпе ӑсатса, ун ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ, ун енне мӑнаҫ пуҫне тайрӗ. Тен, ӑна ҫак яланах ӗҫлӗ те ҫиллес пек курӑнакан, ҫынсенчен кӑштах пӑрӑнакан ҫын халӗ, хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки тӗл пулура, тата урӑх енчен лайӑх курӑнчӗ пулӗ? Кам пӗлет…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех