Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хушнӑ: 2019.12.24 04:19

Пуплевӗш: 461; Сӑмах: 4091

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗр айӗнчи крепость

Ҫапла Володя «асламӑшӗ патне кайрӗ»…

Лифт ачасене каменоломня тӗпне антарсан, унта электричество ҫунатчӗ. Шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ, катрашкаллӑ шурӑ-кӑвак известь чул стенасем подъемник стволӗ ҫӳрекен ҫӗрти яка чутласа ҫавӑрнӑ йывӑр чул маччана тӗкӗнсе тӑраҫҫӗ. Сулахайра, сылтӑмра рельсӑсем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫурма тӗттӗмре, пӗр-пӗрин урлӑ каҫса каякан ҫӗр айӗнчи галереясенче ҫухалаҫҫӗ. Партизансем ещӗксем, тӗркесем, ҫыхӑсем тиенӗ вагонеткӑсене тӗртсе куҫараҫҫӗ. Отряд ҫӗр айӗнчи пурнӑҫа пуҫлас умӗн пурне те вырнаҫтарма тӑрӑшать. Ҫап-ҫутӑ электричество лампочкисене, ҫирӗп те шанчӑклӑ ҫӗрай стенисене, куҫса ҫӳрекен вагонеткӑсене курсан, Володя ҫавӑнтах лӑпланчӗ. «Халлӗхе кунта ытлашши хӑрамаллиех ҫук, метрори пек» — шухӑшларӗ вӑл.

Ачасем, ниҫта вырнаҫма пӗлмесӗр, темиҫе минут хушши тӗп ствол патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗҫ. Пурте ӗҫлеҫҫӗ, никам та вӗсем ҫине пӑхмасть. Акӑ галерейӑран проводсене, йывӑҫ крепленисене тӗкӗнес мар тесе, пӗшкӗнсе, хӑвӑрт утса командир тухрӗ:

— Халӑха кунта пуҫтарӑр! Хӑвӑртрах! Ҫутӑ пур чух. Кӗҫ-вӗҫех ак сӳнтерме пултараҫҫӗ.

Подъемник патне пур енчен те ҫынсем пухӑна пуҫларӗҫ. Кунта ватӑла пуҫланӑ каменоломня шахтерӗсем, Кивӗ Карантинпа Хӑмӑш-Бурун пулӑҫисем, тимӗр тӑпри комбинатӗнчи рабочисем пухӑннӑ. Вӗсен кӑвак спецовкисем ҫӗр айӗнчи стенасем ҫумӗнче шуралма та ӗлкӗрнӗ. Партизансем хушшинче Володя ватӑла пуҫланӑ темиҫе хӗрарӑма тата часовой патӗнче тӗл пулнӑ икӗ ҫамрӑк хӗре курчӗ. Кунта ачасем те пур: сӑнтан пӑхсан пӗрремӗш класра вӗренекен ача пек арҫын ача аллинчен тытса пӗр тӑватӑ ҫулхи хӗрача тӑрать. Тата икӗ арҫын ача пырса тӑчӗҫ; пӗрне, аслӑраххине, Ваня Гриценкӑн юлташне, Толя Ковалева Володя палларӗ.

— Аьтӑр, юлташсем, перекличка туса ирттерер. — Командир кӗсйинчен список кӑларчӗ. — Важенин Влас Иванович!

— Пур! — хирӗҫ чӗнчӗ партизан; Володя ӗнер ӑна разведкӑран таврӑннине курнӑччӗ.

— Гриценко Иван Захарович!

— Эпӗ! — салтакла маттуррӑн ответлерӗ Гриценко мучи.

— Гриценко Иван Иванович!

— Ну, мӗн эсӗ? — пӑшӑлтатса илчӗ Володя, Ваньӑна аяккинчен тӗртсе. Лешӗ Иван Иванович тенӗшӗн хумханса, нимӗн те тавҫӑрса илеймерӗ.

— Эсӗ мӗн, сасартӑк чӗлхесӗр пултӑн-и? — ыйтрӗ командир. — Эсӗ йӗркене тытма вӗрен. Чӗнсен — тӳрех хирӗҫ чӗн.

— Кунта, — шӑппӑн, ҫинҫе сасӑпа каларӗ Ваня.

— Ак халӗ кунтине илтетӗп, — кулса илчӗ те командир, каллех хӑйӗн ӗҫне тытӑнчӗ. — Ҫапла… Дубинин Владимир Никифорович!

— Кунта! — хӑлхана ҫурса ярасла кӑшкӑрчӗ Володя.

— Вӑйлӑ каларӗ. — Командир пуҫне пӑркаларӗ те Володя еннелле савнӑҫлӑн пӑхрӗ. — Юрать… Ну, Жученков кунта, Зябрев та хӑй вырӑнӗнчех.

Перекличка малалла пырать. Хирӗҫ чӗнекен партизансене асра тытса юлас тесе, Володя пуҫне пӗрмай унталла та, кунталла та пӑрать. Ваня пурне те аван пӗлет, вӑл халь Володьӑна шӑппӑн ӑнлантарать:

— Шульгин — лешӗ, ӗнер часовойпа тытӑҫакан Надьӑн ашшӗ.

— Лазарев Семен Михайлович кунтах, — тет командир.

Ваня ӑнлантарать:

— Ку штаб начальникӗ… вӑрҫӑччен мӗнпур каменоломньӑсен начальникӗ пулнӑ, Аджи-Мушкайрин те, кунтин те. Жученков — авӑ хураскер — пирӗн каменоломньӑн начальникӗ.

— Лазарева Акилина Яковлевна!

— Ку начальник арӑмӗ, Киля инке. Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ.

— Любкин Ефим Андреевич!

— Ох, пит харсӑр та савӑк ҫын! Эпӗ унпа тахҫанах паллашнӑ.

— Манто Яков Маркович!

— Ав, ҫавӑ, вӑрӑмскер. Вӑл повар. Кулӑшла ҫын! Хӑвах курӑн ак.

Ҫапла Володя пурне те пӗлчӗ, унӑн ҫак ҫынсемпе ҫӗр айӗнче пӗрле пурӑнма тивет. Кунта пӗтӗм ҫемйипе килнисем те пур — Ковалевсем, Шульгинсем, Емелинсем, Лазаревсем. Нумайӑшӗн упӑшкисемпе, ашшӗсемпе уйрӑлас килмен, ҫавӑнпа вӗсем тӑшман тытса илнӗ ҫӗрҫинче пурӑниччен ҫӗр айӗнчи ҫутӑсӑр, уҫӑ сывлӑшсӑр йывӑр пурнӑҫа ытларах хакланӑ.

— Халӗ, — терӗ командир, перекличка пӗтерсе, — отряд командованийӗ палӑртса хунӑ пек, Жученков юлташ кӑтартнӑ тӑрӑх, пурин те тӗплӗн вырнаҫас пулать. Ыйтатӑп, кӑтартса панӑ вырӑна ан улӑштарӑр. Ҫемьеллисене те, уйӑрса панӑ вырӑнах йышӑнма ыйтатӑп, вырӑнтан вырӑна куҫмалла ан пултӑр. Унсӑрӑн пирӗн кунта табор пулать. Ӑнлантӑр-и? Халех, Лазарев юлташ, кашни сектора хурал тӑратас пулать; чи малтан «Атӑл» секторне, штаб умне те тӑратӑр. Пӗтӗмӗшпе илсен, юлташсем, пӗлтеретӗп: ҫак минутран эпир вӑрҫӑ пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫлатпӑр. Ҫакна ан манӑр: эпир кунта пытанса пурӑнма мар, ҫапӑҫма килнӗ. Ку, — вӑл ҫӗр ҫине кӑтартрӗ, йӗри-тавра пӳрнипе тӗллесе ҫаврӑнчӗ, — ку фронт. Пирӗн оборона линийӗ. Ну, манӑн пӗтрӗ. Ак тата Иван Захарович пӗр-ик сӑмах калас тет.

Стена ҫумӗнчен пысӑк пуҫлӑ, патмар та сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫын малалла иртрӗ. Унӑн пуҫӗ йывӑр пирки хулпуҫҫисем варрине кӑшт анса ларнӑ пек курӑнать. Ӑна тӳрех, пӗрре тытӑнсанах, пӗр татӑкран касса тунӑн туйӑнать. Ун ҫинче рак хуранӗ тӗслӗ комбинезон; хӑй те вӑл халӗ ҫеҫ чулран катӑлса аннӑ пек курӑнать. Вӑл вӑраххӑн малалла икӗ утӑм турӗ те чарӑнчӗ. Пуҫне усса тӑрать. Анчах пуҫне ҫӗклесен, Володя сасартӑк хӗпӗртерӗ те тӗлӗнчӗ те: унӑн ҫивӗч куҫӗсем ҫав тери лӑпкӑ та уҫҫӑн пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах чул витӗр шӑтарса тухма пултарнӑ пек, шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.

— Ку Котло, комиссар, — пӗлтерчӗ Ваня. Комиссар сӑмах пуҫларӗ:

— Эпӗ, юлташсем, кӗскен калатӑп. Пиртен сӑмах мар, тӑвасса кӗтеҫҫӗ. Эпир кунта аллӑ ҫынна яхӑн. Нумаййӑн мар, анчах кашни хӑй совет ҫыннине, тӗнчере нихҫан та пулман ҫӗршывӑн гражданинӗ пулнине асра тытсан, сахаллӑнах мар. Пире йывӑрлӑхсем кӗтеҫҫӗ. Хатӗрленессе эпир, чӑн та, аван хатӗрлентӗмӗр. Пурне те пачӗҫ — хӗҫпӑшал та, апат-ҫимӗҫ те. Анчах экономи тӑвасси, паллах, чи кирли пулса тӑрать: мӗн чухлӗ ҫапӑҫма тивет пире кунта, халӗ калама хӗн. Пире, коммунистсене, ҫак ҫӗр айӗнчи партизансен вӑрттӑн кӗрешӗвне ертсе пыма парти хушрӗ. Ҫӳлте кӗҫех тӑшман пулать. Пирӗн ҫӗр ҫине вӗсем мӗнле шухӑшпа, мӗн илсе килнине эсир пӗлетӗр. Тепӗр хут каламастӑп. Анчах, пирӗн ҫӗр ҫинче вӑл канлӗх тупаймӗ! Эпир, хамӑр чӗрӗ чух, кунтан ӑна канлӗх памӑпӑр. Вӑхӑтлӑха пирӗн ҫар Керчь районӗнчен каять. Тен, хуларан та кайӗ. Эпир юлатпӑр. Эпир, юлташсем, кунта юлатпӑр. Командир сире каларӗ, пит аван каларӗ, эпир кунта пытанса пурӑнма мар, ҫапӑҫма килнӗ, терӗ. Ку пирӗн ҫӗр айӗнчи крепость. Кунтан ҫапӑҫӑпӑр. Лӑпкӑ пурнӑҫ пулать тесе сӑмах пама пултараймастӑп. Анчах эпир ҫӗнтерессе шанатӑп. Хаклӑ ҫыннӑмсем… — юлташсем…, эсир кашни — ваттисем те, ҫамрӑккисем те, коммунистсем те, партире тӑман юлташсем те, комсомолецсем те, пирӗн пионерсем те, Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫа кӗртес тесе кашни мӗн тумаллине пурне те тӑвӗ тесе чунтанах ӗненетӗп, хытӑ шанатӑп. Вӑхӑт килсен, пире ҫӳле тухса, унта ҫӗнӗрен, ҫӳлте, пирӗн ҫӗр ҫинче хӗрлӗ ялав курма вӑхӑт ҫитсен, ҫынсем пире хисеплесе пуҫ тайӗҫ, Сталин юлташ: «Кивӗ Карантинта чӑн-чӑн совет ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ, эпӗ ахаль мар вӗсене шаннӑ», — тейӗ. Сталин юлташ умӗнче хамӑр ята ярас мар!

Комиссар ҫумӗнче тӑракан ҫаврака питлӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ Любкин «урра» кӑшкӑрса ячӗ, анчах комиссар хӑйӗн тӑваткал алтупанӗпе ун ҫӑварне хупларӗ:

— Карма ҫӑвар… Капла юрамасть, атьӑр хамӑр ӑшӑмӑрта «урра» кӑшкӑрар. Ҫӳлте пирӗн халь хурал ҫук, — ствол патӗнче кам ҫапкаланса ҫӳрени паллӑ мар. Пирӗн ытлашши шавлама юрамасть. Чӗре хушать пулсан, атьӑр, шӑппӑн, кӑшкӑрмасӑр пирӗн Сталин юлташа «Урра!» калӑпӑр.

Ҫӗр айӗнчи чулсем хушшине хӗсӗнсе тӑнӑ аллӑ ҫын — ватӑла пуҫланисем те, ҫамрӑккисем те, ачасем те — пурте пӗрле виҫӗ хут шӑппӑн:
— Урра… Урра… Урра… — терӗҫ.
Чӗрине лӗп шывпа ҫунӑ пек туйӑнчӗ Володьӑна. Ҫутӑ виҫӗ хут чӑлт туса илчӗ. Йӗри-тавра самантлӑха сӗм-тӗттӗм, ним курӑнми пулсан, Володьӑн чӗри виҫӗ хут картах сикрӗ. Ҫӳлте станци ӗҫлеме пӑрахсан, ҫӗр айӗнче ҫутӑ йӑлтах ҫухалсан, мӗн пулать-ха!

— Юлташсем, хӑвӑртрах пулар! Пире станцирен сигнал параҫҫӗ, — илтӗнчӗ комиссар сасси. — Хунарсем, карбидкӑсем хатӗр-и? Ҫутса ярӑр та хӑвӑртрах, харпӑр хӑй вырӑнне саланӑр. Жученков юлташ, Владимир Андреевич! Санӑн пурте хатӗр-и? Ток пур чух вырнаҫтар! Вӑхӑта асӑрха. Ҫынсене хӑйсен вырӑнне ҫитерме сана ҫирӗм минут паратӑп. Пурне те тӗрӗсле те сирпӗт… пӗтер.

Ачасем ҫӗр айӗнчи пӗр галерейӑна кӗме ӗлкӗрчӗҫ кӑна, ҫутӑ сӳнчӗ те.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр, тахҫан-тахҫан авалтан пуҫланнӑ сӗм тӗттӗм куҫ ҫине темӗнле лаптак хура япала хурса пусарнӑн, урӑх ӗмӗрне те куҫа уҫма ҫук пек туйӑнса кайрӗ. Тӗттӗмре Володя Ваньӑна куртка ҫаннинчен ҫавӑрса тытрӗ. Малтан вӑл нимӗн те кураймарӗ. Кӑшт тӑрсан малта темӗнле аран палӑракан ҫутӑ выляни палӑрчӗ; куҫ кӑшт хӑнӑхса ҫитрӗ. Володя таҫта аякра ҫутӑ курчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех стенасемпе штрекӗн лутра маччи тӑрӑх йӑм хура мӗлкесен темӗн тӑршшӗ ярӑмӗсем сулкаланса тӑнине асӑрхарӗ. Вӗсем, ҫав тери пысӑк хачӑ пек, пӗрлешрӗҫ те уйрӑлчӗҫ.

— Ну, атя, мӗн чарӑнтӑн? — терӗ Ваня. — Хӑнӑхас пулать. Володя Ваня хыҫҫӑн утрӗ, анчах ҫавӑнтах чул кӗтессе ҫапӑнса, ҫамки ҫине мӑкӑль лартрӗ.

— Эс варрипе ут, стена ҫумне ан ҫыпҫӑн, — вӗрентет ӑна лайӑхрах пӗлекен Ваня.

— Ну тӑхта эппин, карбидка ҫутам. Эх, кирлӗ мар ҫӗртенех газ пӗтерес килместчӗ!

Ачасем чарӑнчӗҫ. Ваня шахтер лампочкине майлаштарма тытӑнчӗ; вӑл ун аллинчех пулнӑ иккен; насоспа уҫларӗ, шӑрпӑк ҫутрӗ. Лампочкӑран шӗвӗртнӗ кӑранташ вӗҫӗ пек, шӗвӗр те пӗчӗк ҫулӑм пайӑрки курӑнчӗ; вӑл пӗрре тӑсӑлать, тепре кӗскелет те таврана кӑшт ҫеҫ ҫутатать: тикӗс мар тоннеле, лутра чул маччана… Анчах умри ҫутӑ инҫе те каяймасть, шыв хӑйӑр ӑшне кӗрсе ҫухалнӑ пек, тӗттӗмлӗхре сасартӑках ҫухалать. Малта халӗ тата тӗттӗмрех, куҫ ним те курмасть.

Ҫапла вӗсем малалла утрӗҫ. Володя галерея аялалла аннине туйрӗ. Часах ӑна Ваня ҫӗр айӗнчи пӗр коридортан аяккарах касса тунӑ пысӑках мар шӑтӑк патне ертсе пычӗ; кӗтессине ҫутатрӗ те:
— Эпир иксӗмӗр ак ҫакӑнта пурӑнӑпӑр, — терӗ вӑл.
— Япалусене пар кунта.

Володьӑн куҫӗ ҫурма-тӗттӗме хӑнӑхса ҫитрӗ; унтан вӑл утӑ тултарнӑ тӳшек, тирпейсӗр чул сентре пекки курчӗ. Вырӑн тӗлӗнче, стена ӑшне, хунар е лампа кӗртсе лартма, пӗчӗк путӑк касса кӑларнӑ.

Унтан Ваня хӑйӗн тусне ансӑр коридорсем тӑрӑх ҫӗр айӗнчи крепоҫа кӑтартма ертсе кайрӗ. Кунта виҫӗ хутлӑ пулнӑ иккен; ҫав кашни хутне горизонт тенӗ. Ҫӗр айӗнче, известь чулӗ кӑларнӑ вырӑнта, вӑрӑм коридорсем — штрексем юлнӑ. Вӗсем тӗрлӗ еннелле куҫа-куҫа кайса, темиҫе километр тӑсӑлакан лабиринт пулса тӑраҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчен кунта тайлӑк штольнӑсемпе ҫӳлтен аялалла анакан пусӑсем — шурфсем тӑрӑх килмелле. Халӗ ачасем иккӗмӗш горизонтра, ҫӳлтен вӑтӑр пилӗк метрта пулнӑ. Кунта «Мускав» текен сектор. Ваня часовой ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, ун умӗнче, чул путӑкра, хунар ҫунса ларать. Ҫавӑнтах, часовой патӗнче, чул йӑвасенче икӗ пулемет пытанса ларнӑ, кӗпҫисене ик еннелле — галерея тӑрӑх ҫавӑрнӑ. Часовой хыҫӗнче тӑватӑ ҫӳллӗ шкап курӑнса тӑрать. Вӗсене ретпе икшерӗн лартнӑ та, варрине плащ-палатка ҫакса, кӗрсе тухмалли хушӑк тунӑ. Ку — штаба кӗмелли алӑк пулнӑ. Унтан, чаршав айӗнчен те, ҫийӗнчен те, ҫутӑ сӑрхӑнать. Командирӑн янӑравлӑ сасси илтӗнет. Тата утмӑл метр тарӑнӑшӗнче виҫҫӗмӗш аялти горизонт пулнӑ. Унта боеприпас склачӗ вырнаҫнӑ. Партизансем нумайӑшӗ иккӗмӗш горизонтра пурӑннӑ.

Володя коридорсен чул урайӗ тӑрӑх, стена ҫумӗпе, проводсем пуррине асӑрхарӗ. Сайра хутра таҫта хӑйӑлтатакан гудоксем янӑраҫҫӗ. Ваня ҫӗр айӗнчи крепоҫра телефон ҫыхӑнӑвӗ пурри ҫинчен те ӑнлантарса пачӗ. Телефон кашни хуралра пулнӑ — «Атӑл» секторӗнче те, чи ҫӳлти, хӑрушӑ «Киев» секторӗнче те — вӗсене пурне те штабпа ҫыхӑнтарнӑ.

«Киев» сектора ачасене ямарӗҫ. Часовой каялла таврӑнма хушрӗ.

— Ну, апла пулсан, камбуза каяр, — сӗнчӗ Ваня. — Тен, пире Яша пичче, ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ ятпа, мӗнпе те пулин хӑналӗ…

Ваня ним иккӗленмесӗр, лампочкӑпа ҫула ҫутатса, малта утать. Володя ӑна аран ҫитсе пырать. Вӑл каменоломньӑра темиҫе ҫул пулман ӗнтӗ. Тата кунашкал тарӑн ҫӗре те нихӑҫан та лекмен. Ҫавӑнпа Володя утса пынӑ чух пуҫне хулпуҫҫисем хушшине лӑпчӑтса пырать, мӗншӗн тесен ӑна пӗрмай пуҫне тӑрӑнтарассӑн туйӑнать: пуҫ тӗлӗнче усӑнса тӑракан тем пысӑкӑш чул хулӑнӑшне ытларах та ытларах туйма тытӑнать.

Аякри галерейӑра темӗскер шавлӑн хускалчӗ те хӑрӑлтатса мӗкӗрсе ячӗ. Унтан Володя пӗр виҫеллӗ кавленӗ саса илтрӗ.

— Ваня, мӗн унта?

Яшша пиччен зверинецӗ! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрчӗ аякран, чылай мала кайнӑ Ваня. — Пирӗн кунта, шӑллӑм, выльӑх карти те пур. Ан кулян, пурне те хатӗрленӗ.

Тип утӑ, тислӗк шӑрши кӗрсе кайрӗ: ҫав тери мирлӗ, килти шӑршӑ ҫак ҫӗр айӗнчи хӑрушӑ тӗттӗмлӗхре тӗлӗнмелле пек туйӑнать.

Тата пӗр ҫӗр метра яхӑн кайсан, сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ те, Володя сӑмси, ӑшаланӑ какай шӑршине туйрӗ. Малта ҫутӑ курӑна пуҫларӗ, хӗрарӑм сассисем, савӑт-сапа шанкӑртатни илтӗнчӗ. Тепӗр самантран ачасем ҫӗр айӗнчи пысӑк пӳлӗме пырса кӗчӗҫ, унӑн маччи ҫинче хаваслӑн ҫунакан вучахри ҫулӑмӑн хӗрлӗ ҫути ташлать. Киля инкепе ирхине шахта картишӗнче курнӑ хӗрсем кӗтесре, йывӑҫ сӗтел хушшинче, темӗн тӑрмашаҫҫӗ. Шурӑ калпак тӑхӑннӑ, пир саппун ҫакнӑ, ҫаннисене тавӑрнӑ, шутсӑр ҫӳллӗ те капмар ҫын плита умне пӗшкӗннӗ.

— Ырӑ кун пултӑр, Яша пичче, уявпа саламлатпӑр, — терӗ те Ваня, ак асту, халех мӗн те пулин кулӑшла пулса тухать тесе систернӗ пек, Володьӑна чавсипе тӗртсе илчӗ.

— Кун пулӗ, тетӗп, — ку пӗрре! Ырӑ пулӗ, тетӗп, — ку иккӗ! — ответлерӗ Яша пичче. — Эпӗ кунта виҫҫӗмӗш кун тӑрмашатӑп, кун-и, каҫ-и — нимӗн те пӗлместӗп. Ну, кӗрӗр, ачасем, кӗрӗр! Ку кам, Ваня? «Кала, ӑҫтан-ха эс, чипер ачам?»

Володя ҫилленме шухӑшланӑччӗ ҫеҫ, Ваня хӑвӑрт пуҫларӗ:

— Ку Володя Дубинин. Астӑватӑр-и, Яша пичче, эпӗ сире ун ҫинчен каласа панӑччӗ. Вӑл электричество пирки лайӑх пӗлет. Сире самантрах динамика майлаштарса парӗ.

— О-о, — тесе тӳрленсе тӑчӗ те Яша пичче, ҫавӑнтах маччаран ҫапӑнса, пуҫне ярса тытрӗ. — Ҫапла. Перӗнтӗм… Ҫырса хурар: сакӑр хут перӗнтӗм, кашнинчех ҫак вырӑнтах, пуҫпа. Ӑнланаймастӑп, камбуз пӳлӗмне кӑшт ҫӳлерех касса тума юраман-ши е, питех кирлӗ пулсан, шеф-повара лутрараххине илмелле пулнӑ. Абсолютнӑ хирӗҫле япала пулса тухать. Ман ҫав йӑнӑшшӑн хамӑн пуҫпа ответ тытма тивет. Мӗн тума кирлӗ мана халь динамо, ахаль те кунта куҫран электричество хӗмӗсем тӑкӑнаҫҫӗ… Ну-ну! Унта, кӗтесре, мӗнле хӗрарӑм кулли! Эсир, ачасем, вӗсем ҫине ан пӑхӑр! Часах ак, йӗкӗтсем, кӑнтӑр апачӗ — сирӗн ҫӗр ҫинче пулман, ҫӗр айӗнче паллах, ҫимен — кӑнтӑрлахи апат пулать.

— Яша пичче, кӑнтӑрлахи апата паян мӗн пӗҫернӗ? — ыйтрӗ Ваня.

— Пӗрремӗшне — яшка пейзан аля партизан, иккӗмӗшне — фикасе — сӗлӗ пӗрчисем. Виҫҫӗмӗшне — сире, пионерсене, пампушка тата пӗрер чышкӑ. Палланӑран тесе, икшер порци пама пултарӑп.

— Ой, калатӑр та эсир, Яша пичче! — савӑнать Ваня. Володя та чун хавалӗпех кулать. Вӑл Яша пиччене курсанах юратса пӑрахрӗ. Володя ӑна ӗлӗк те тӗл пулкаланӑ.

Керчьре спец-столовӑйри шеф-повар Яков Маркович Мантона, спортсмена, гонщике, мыскараҫӑна мотоциклетлӑ Яша, тесе чӗннӗ. Унӑн хӑйӗн мотоцикл пулнӑ, вӑл ӑна хулара пуринчен малтан туяннӑ. Яша пичче пушӑ вӑхӑта, кӑвак тӗтӗм кӑларса, хӑлхана ҫурас пӗк, ачӑххулатакан хурҫӑ машинӑн сӑран йӗнерӗ ҫинче ирттернӗ; вӑл Керчь урамӗсем тӑрӑх калле-малле казакланса ҫӳренӗ. Яша пиччен «лаши» йӑлӑнтармӑш пулнӑ. Яков Марковича час-часах хӑйӗн лашине чӗлпӗртен тытса, тар юхтарса тӑвалла туртма тивнӗ; ӑна хӗпӗртесе кайнӑ ачасем пулӑшнӑ. Чи хастаррисем ҫавӑнтах хырӑмӗсемпе йӗнер ҫине выртнӑ та машинӑна пур енчен тӗкекенсен вӑйӗпе усӑ курнӑ. Пурте вӗсем пӗр харӑссӑн Яша пиччене кансӗрленӗ.

Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех Яша пичче хӑйне те, хӑйӗн мотоциклне те истребительнӑй батальон распоряженине панӑ. Мантона аван пӗлекен Зябрев ӑна партизансен отрядне ҫырӑнма сӗннӗ. Яша пиччен арӑмӗпе ачи тахҫанах эвакуаципе кайнӑ, ҫавӑнпа вӑл Зябрев сӗнӳне хаваслансах йышӑннӑ. Вӑл хӑйне валли пӗр услови ҫеҫ ыйтнӑ: машинине ҫӗр айне антарма ирӗк памалла пулнӑ. Вӑл хайӗн хурҫӑ мустангне фашистсен аллине пама ниепле те пултарайман.

Халӗ хӗрлӗ ялавлӑ мотоцикл ҫӗр айӗнчи галерейӑн камбуз хыҫӗнчи тупикра тӑрать.

— Итле-ха, шӑллӑм, — терӗ Яша пичче Володьӑна, ҫапӑнас мар тесе, пуҫне хулпуҫҫи ҫине тайса. — Эсӗ чӑнласах техникӑпа, физикӑпа, электричествӑпа, психотерапийӑпа ҫав тери пысӑк спец-и?

— Эпӗ вӑл мӗне пӗлтернине те пӗлместӗп, — терӗ Володя.

— Тӗрӗс. Психотерапине тӗкӗнер мар, — Яша пичче асӑрханса пуҫне тепӗр хулпуҫҫи ҫине тайрӗ. — Электричество хунарӗн лампипе батарейӗ ҫинчен чухлатӑн-и?

— Паллах, чухлатӑп… Анчах ман вӑл япаласем халь ҫук.

— Эппин, чухлатӑн пулать. Сан хӑвӑн хунар ҫук-и? Манӑн, шӑллӑм, мотоцикл пур. Ун ҫинче, эс те пӗлетӗн, динамо пур. Эпӗ ак мӗнле шухӑш тытрӑм: эсӗ ҫав динаморан провод тӑсатӑн. Вӗҫне патрон лартатӑн. Ҫав патрон ӑшне лампочка пӑрса хуратӑн. Лампочкине штаба ҫакатпӑр. Эпӗ кунта мотора яратӑп, динамо ҫаврӑнать, токӑн вара, ним тума та ҫук, провод тӑрӑх чупасах пулать. Штабра сасартӑк ҫутӑ ҫунма пуҫлать. Ну, мӗнле? Сан шутпа, япӑх-и? Ҫав-ҫавах! Яша пиччӳн пуҫӗ мӑкӑльсемшӗн анчах мар… Полундра, ҫунать! — кӑшкӑрса ячӗ те вӑл, плита патнелле ыткӑнчӗ. Кухньӑра ӗнӗк шӑрши персе тухрӗ. Яшша пичче мӑкӑртатса вут ҫинчен хӑвӑрт темскер антарма пуҫларӗ:  — Акӑ ҫыхлан сирӗнпе. Килеҫҫӗ те, пуҫлаҫҫӗ вара калаҫма, эсӗ пур пӗр сӑмах та хушаймастӑн, — кайран пуриншӗн те Яша пиччен ответ тытас пулать. Акилина Яковлевна, ҫавсене пӗрер пончик тыттарӑр та, урӑх кунта ман куҫ умне ан курӑнччӑр..

Сасартӑк шатӑртатса кӗмсӗртетни пӗтӗм ҫӗр айне янӑратса чӗтретрӗ. Ҫӑра сывлӑш хумӗ ачасене чӗркуҫҫисенчен пырса ҫапрӗ. Вучахран вутпа тӗтӗме ҫапса кӑларчӗ. Ваньӑн лампочкине вӗрсе сӳнтерчӗ. Пурне те известь тусанӗ хупласа илчӗ. Яша пичче кастрюльсене витме тытӑнчӗ. Хӗрсемпе Киля инке, мӗн пулчӗ тесе ыйтнӑ пек, хӑраса, ун ҫине пӑхса илчӗҫ. Ачасен ҫӑварӗнчи чӑмласа пӗтереймен пончиксем пырӗсене урлӑ ларчӗҫ.

— Психотерапийӑсӑр, юлташсем, — терӗ Яша пичче, нимӗн пӑшӑрханмасӑр. — Мӗнле калас, лифт юсава чарӑнчӗ. Жученков клете сирпӗнтерчӗ. Пурте йӗркеллӗ. Пирӗннисем пурте килте!

Вырнаҫмалла пулнӑ.

Ачасем хӑйсен сентри ҫине утӑ тултарнӑ тӳшек майласа хучӗҫ, утиялсем сарчӗҫ. Известь стена ҫумӗнче вараланас мар тесе, чул кровать тӗлне хаҫатсем ҫакрӗҫ. Вӗсене ҫакма рак хуранӗ чулне юри шӑтарса, шӑтӑксене шӑрпӑк чике-чике ҫирӗплетме тиврӗ. Пуҫ тӗлне хаҫатран касса илнӗ Сталин юлташ портретне вырнаҫтарчӗҫ, юнашар — «Пионер» журналтан илнӗ «Тинӗсри ҫапӑҫу» ятлӑ тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗк ҫыпӑҫтарчӗҫ. Япаласене, баулсене пуҫтарса хучӗҫ. Володя хӑйӗн пуҫ айне килтен илсе килнӗ кӗнекесене купаласа хучӗ.

Ҫӗр айне куҫнӑ вӑхӑтра унӑн кӗнеке нумай юлман. Тимур обхочӗ тунӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн подшефнӑй пӗчӗк ачасене парнелесе пӗтерчӗ. Чи кирлисем, чи юратнӑ кӗнекисем ҫеҫ юлнӑ. Вӗсене Володя ҫӗр айне илсе анчӗ. Тӗксӗм хунар ҫути ҫӗтӗк кӗтеслӗ Джованниоли кӗнеки ҫинчи Спартакӑн илемлӗ профильне, Фурманов кӗнеки хуппи ҫинчи сывлӑшра сарӑлса кайнӑ ҫунатлӑ бурка тӑхӑннӑ, юланутпа вӗҫтерекен Чапаева ҫутатать. Кунта тата Пушкинӑн «Полтава», Чкалов ҫинчен ҫырнӑ пӗчӗк кӗнеке, Юлия Львовна калашне хисеплесе илнӗ синтаксис учебникӗ тата «Том Сойер» пулнӑ. Юлашки кӗнекине Володя малтан илӗсшен марччӗ, анчах кайран Том ҫӗр айӗнчи лабиринтсенче ҫухалса ҫӳресе, приключенисем пулса иртни ҫинчен сасартӑк аса илчӗ. Кам пӗлет, тен, ҫак кӗнеке каменоломньӑра мӗнле те пулин справка валли кирлӗ пулӗ. Тем те пулма пултарать…

Ашшӗн этажерки ҫинчен илнӗ хуплашкисӗр, ятсӑр, ытла та таткаланса пӗтнӗ кӗнекене хулӑн, кивӗ тетрадӗн клеёнка хуппи ӑшне уйрӑммӑн чиксе хунӑ. Кӗнекен малтанхи страници, Володя ӑс-тӑнне тахҫанах тӗлӗнтернӗ, ӗмӗрлӗхе асра юлнӑ сӑмахсемпе пуҫланнӑ: «Европа тӑрӑх мӗлке ҫӳрет…»

Малтанхи кун, вырнаҫас енӗпе тӑрмашса, ҫӗр айӗнчи крепоҫа пӑхса ҫӳресе, сисӗнмесӗрех иртрӗ. Ваня пулмасан Володя пӗр виҫӗ хут та ҫухалса каятчӗ пулӗ — каменоломньӑн хӑшпӗр еннелле каякан ҫӗр айӗнчи ҫулӗсем ҫав тери арӑш-пирӗш пулнӑ..

Ҫӗр айӗнче пӑчӑ тесен пӑчӑ та мар, анчах кӑкӑра тем хӗснӗ пек туйӑнать — тен, вӑл пуҫ тӗлӗнче темиҫе миллион пӑт тӑпра пулнӑ пирки тата ҫынсем ҫӳрекен пӗчӗк те ансӑр уҫлӑха пур енчен те чул хӗстернӗ пирки пулӗ. Хӑшпӗр ҫӗрте, стенасем ҫинче, сӑрхӑнса тӑракан шыв тымарӗсем йӑлтӑртаткалаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те нӳрлӗх — стенасем ҫинче те, тумтирсемпе утиялсем ҫинче те. Металран тунӑ япаласем те, тарланӑ пек пулса, нӳрленнӗ, Ҫак пӑчӑ тӗттӗмре, хупса лартнӑ нӳрлӗ вырӑнта пӗр кун, пӗр эрне мар, тен, пӗр уйӑх та ытларах пурӑнма тивет пулӗ…

Ҫапах та Володя кунта амӑшӗпе, стариксемпе, ачасемпе бомбоубежищӗре фугаскӑсем ӳкнипе ҫӗр чӗтренине итлесе ларнӑ чухнехи пек намӑс тӳсмен. Унта ҫынсем ним тумасӑр, пулӑшусӑр кӗтсе ларнӑ. Кунта Володя мачча ҫумне ҫакнӑ хунарсем патӗнче часовойсене курать; пулеметсем, икӗ тимӗр грифон пек, штаба кӗмелли вырӑна сыхлаҫҫӗ; патрон ещӗкесене тирпейлӗн чӗркесе лартнӑ. Вӑл партизансем винтовкисене сӗрнӗ чух затворсемпе шакӑлтаттарнине илтет. Вӑл хӑй те сисет: ҫук, ку пытанмалли вырӑн мар, ку крепость, ку юри чул айне анса пытаннӑ, пӗр ҫӗре пухӑннӑ хӑрушла вӑй, анчах вӑл хӑйсене те, ҫӳлте тӑшман аллине юлнисене те хӳтӗлеме хатӗр тӑрать. Хӑнӑхса ҫитмен нӳрлӗх шӑмшака витӗрех шӑнтса чӗтретет пулсан та, хӑйне ҫак вӑйлӑ та туслӑ, комиссар каланӑ пек, Сталин ҫирӗп шанакан ҫемьене йышӑннӑшӑн Володя савӑнать.

Каҫхи апат хыҫҫӑн, Яша пичче повидлӑпа пӗҫернӗ пончик хушса панине илсен, ачасем хӑйсен вырӑнӗ ҫине хӑпарса выртрӗҫ. Халӗ вӗсем ашшӗсен чапӗпе тӑванлӑх пуҫланса кайнипе мӑнкӑмӑлланса, иккӗшӗ те стена ҫине хӗрлӗ кӑранташпа: «В. Дубинин. И. Гриценко. 7. XI. 1941» тесе ҫырса хучӗҫ. Унтан нӳрлӗ утиялсемпе витӗнчӗҫ те хунара сӳнтерчӗҫ. Вӗсем пӗр вӑхӑт ним чӗнмесӗр, итлесе выртрӗҫ. Тӗттӗмлӗх вӗсен вырӑнне ҫавӑрса илчӗ; кунашкалли ҫӗр ҫинче, кантӑксене карнӑ, чи тӗттӗм каҫ та, нихҫан та пулмасть. Куҫ курми, йывӑрӑшсӑр теттӗм утияла пусса выртрӗ, вӑл куҫ умӗнче, витӗр курӑнман хура шыв пек, тӑрать. Таҫта, ҫӳлти галерейӑсенче пӗр-пӗрне аякран кӑшкӑракан сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Инҫетри ҫӗр ай хӑвӑлӗсенче кӗмсӗртетни аран-аран илтӗнет. Унтан пурте шӑпланчӗ. Тӗттӗмлӗхпе шӑплӑх ачасене ҫавӑрса илчӗҫ.

— Ҫӗр ҫинче мӗнле-ши халь? — ыйтрӗ шӑппӑн Володя. — Тен, ҫапӑҫу пырать, — ответлерӗ Ваня. — Разведчиксем ыран урӑх сукмакпа каяҫҫӗ, пурне те пӗлсе килӗҫ.

Пӗр вӑхӑт ачасем чӗнмесӗр выртрӗҫ. Ҫывӑрас килнӗ.

— Ваня, атя эпир те разведкӑна яма ыйтар?

— Ҫапла, ярасса кӗтсех тӑр, — сӑмахӗсене тӑсса, анасласа ответлерӗ Ваня.

— Эсӗ вӗсене: кашни кӗрсе тухмалли шӑтӑка, сукмака пӗлетӗп, те. Иксӗмӗр пӗчӗк чух кунта кӗнине те калатӑн-и? Э, Ваня?

Анчах кункаҫа ӗшеннӗ Ваня ҫывӑрса та кайнӑ.

…Володьӑна Гриценко мучи ачасен пичӗсем патнех илсе пынӑ хунар ҫутти вӑратрӗ.

— Ҫитӗ… Ҫынсем тахҫанах тӑчӗҫ. Атту Манто пиччӳ сире валли пӑтӑ хӑвармӗ. Ну-ну, хӑвӑртрах уҫӑр куҫусене!

Ҫӳлтен темӗнле пӗр пек мар, чӗтренсе кӗрлени илтӗнет. Самантлӑха вӑл ҫухалчӗ. Унтан каллех илтӗнме пуҫларӗ. Хутран-ситрен стена ҫинчи известь тусанӗ тӑкӑнать.

— Тӑрӑр, кахалсем, хускалӑр! — тӑсать сӑмахне Гриценко мучи, ачасем ҫинчи утиялне туртса, алтупанӗпе вырӑн ҫинчен рак хуран чулӗ тӗпренчӗкӗсене шӑлса антарса. — Тӑрса ҫӑвӑнӑр та ӗҫе тытӑнӑр. Сире валли боевой задани пур…

Ачасем яшт! сиксе тӑчӗҫ вырӑн ҫинчен.

— Ваня мучи, мӗнле задани? — интересленчӗ Володя, кӗпине шӑлавар ӑшне чиксе.

— Мӗнлине вырӑна ҫитсен пӗлӗн.

— Задани камран?

— Камранни паллах, командованинчен. Санӑн сахалтарах калаҫас пулать.

Ачасем аяккинчи штрека, кӑмкан ҫакӑнса тӑракан ҫӗрелле ыткӑнчӗҫ; хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫӑвӑнкаларӗҫ те, вӗҫӗсене тӗрлӗ еннелле турткаласа, пӗр алшӑллипе шӑлӑнчӗҫ. Тепӗр минутран вӗсем хунар йӑтса пыракан Гриценко хыҫҫӑн утрӗҫ. Часах пурте ҫӗр айӗнчи кухньӑн тӑвӑр пӳлӗмне пырса кӗчӗҫ. Унта вӗсене шурӑ саппун ҫакнӑ Яша пичче саламларӗ. Лутра маччана ҫапӑнас мар тесе, калпак тӑхӑннӑ пуҫне ҫӗклемесӗр, ачасем умне сӗтел ҫине пӑтӑпа вӗри консерва тултарнӑ икӗ котелок кӗмсӗртеттерсе лартрӗ.

— Ак сана, Яков Маркович, помощниксем, — терӗ Гриценко мучи. — Вӑхӑтлӑха ӗҫлеме сан пата, сан распоряженине ячӗҫ. Ҫитер те, ӗҫе тӑрат.

Ачасем хӑвӑрт апатланчӗҫ те, вӗсене тата пӗрер курка вӗри чей, пӗрер татӑк джем сӗрнӗ ҫӑкӑр пачӗҫ; кусене те вӗсем хӑвӑрт ҫӑтса ячӗҫ те тав турӗҫ, тутисене шӑлса, сиксе тӑчӗҫ, боевой приказ парасса кӗтеҫҫӗ.

— Ну, мӗнле, ачасем — ыйтрӗ Яша пичче, — хырӑмсене тултартӑр-и? Тата тепрер порци парас мар-и?

Ачасем тав турӗҫ те, кирлӗ мар, терӗҫ.

— Сывлӑха пултӑр, — терӗ Яша пичче. — Халӗ сире задани паратӑп. Малтанах каласа хуратӑп, ачасем: задани боевой та, васкавлӑ та. Манӑн командӑна итлӗр. Вӑл ҫакна пӗлтерет. Пуринчен малтан, мӗн вӑл сухари?

— Ну, типӗтнӗ ҫӑкӑр, — ответлерӗ Володя.

— Тӗрӗс, типӗтнӗ, анчах пачах та йӗпе мар. Юнашар штрекра пирӗн хатӗрлесе хунӑ вунӑ ещӗк сухари пур; ӗнер мана акӑ мӗн паллӑ пулчӗ: ҫак манӑн шӑм-шакка, ӳпке-пӗвере кӗрсе ларакан ылханлӑ нӳрлӗхре сухари йӳҫӗхме, йӗпенме, унтан та ытла, кӑвакарма пуҫланӑ. Ҫапла, ачамсем, вӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйласа уйӑрас пулать. Кӑвакарнине — уйрӑм хумалла. Типӗреххине — тепӗр вырӑна. Ку ӗҫ, паллах, интереслӗ темеллех мар, анчах мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ, ачасем! Тӳррипе каласан, ҫапӑҫасси те интереслӗ ӗҫех мар. Паллах, ҫӳлте пурӑнма кунтинчен интереслӗрех. Апла пулин те эпир сирӗнпе кунта антӑмӑр. Ну, мӗн ара, манӑн сире агитацилемелле-и? Эсир хӑвӑр — тӑнлӑ ачасем. Хунар илӗр те, кайрӑмӑр.

Кунӗ-кунӗпе Володьӑна, Ваньӑна, унтан вӗсене пулӑшма янӑ Толя Ковалева, Жора Емелина, Вова Лазарева сухари суйлама тиврӗ. Ку питӗ кичем, кӑмӑла кайман ӗҫ пулнӑ. Хӑш-пӗр сухарисем шӳсе кайнӑ. Теприсем кӑвакарса, шурӑ мамӑкпа витӗнсе кӑмпаланнӑ. Тӗксӗм хунар ҫутинче сухарисем тахҫанах тасатман, пӑнтӑхса ларнӑ пӑхӑр татӑкӗ пек курӑнаҫҫӗ. Ачасем ним чӗнмесӗр сухари суйлаҫҫӗ. Лайӑххисене, ҫӗр айӗнчи нӳрлӗх тивменнисене, аяккалла хураҫҫӗ. Пӑсӑлнисене плита ҫинче типӗтме, тӑватӑ кӗтеслӗ ҫатма ҫине хураҫҫӗ. Йӑлтах шӳсе кайнисене янтӑласа лартнӑ таса витресене пӑрахаҫҫӗ.

Хутран-ситрен штрека хытӑ янӑракан саслӑ Надя Шульгина пыркаланӑ.

— Ну, ҫерҫисем! — тенӗ вӑл хӑватлӑ сассипе. Унӑн сассине партизансен кладовойне пур енчен те хупӑрласа илнӗ чул та пусарма пултарайман. — Хӑвӑртрах сӑхӑр! Мӗшӗлтететӗр…

Унӑн юлташӗ, пысӑк куҫлӑ, самӑр Нина Ковалева ним шарламасӑр ҫатмасене пырса илет, витресем йӑтать, пушшисене каялла илсе килет. Сайра хутра ҫеҫ:
— Эсир, ачасем, тирпейлӗрех тӑвӑр… Толик, — кӑтартать вӑл хӑй шӑллӗне, — мӗншӗн эсӗ лайӑх сухарипе пӗрле кӑвакарнине пӑрахатӑн?

Ачасем пӗр чеӗмесӗр ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш чух вӗсем ҫӳлте вӑйлӑн кӗмсӗртетнине тимлӗн итлеҫҫӗ; ҫав сасӑ кунта хӗрӗх метрлӑ чул хулӑнӑш витӗр ҫитет. Вӗсен халӗ ҫӗр ҫинче мӗн пулса иртнине ҫав тери пӗлес килет. Тата вӗсене тума хушнӑ ӗҫ те, мӑшкӑл пек, арҫына тивӗҫлӗ мар пек, кухня ӗҫӗ пек туйӑннӑ; чӑнах та, капла мирлӗ сухари суйласа ларас пур, партизансен отрядне ҫырӑнса, ҫӗр айне анмалла та пулман! Юлашкинчен Володя чӑтаймарӗ, халех таврӑнатӑп терӗ те, камбуза тухса утрӗ. Унта та хӗрсех ӗҫлеҫҫӗ: хӗрарӑмсем савӑт-сапа ҫӑваҫҫӗ, сӗтелсене хыраҫҫӗ, нӳрлӗ сухарипе галетсене типӗтеҫҫӗ.

— Яша пичче, — шӑппӑн пуҫларӗ Володя, шеф-повар патне пырса, — мӗнле ку, нумайччен капла хӑтланатпӑр-и? Мӗнле те пулин урӑх задани парӑр. Унта, ҫӳлте ҫапӑҫу пырать пулӗ, эпир кунта сухарипе выляса ларатпӑр.

Пукан ҫинче ларакан Яша пичче хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те, анчах ҫавӑнтах пуҫӗпе маччана ҫапӑнасран хӑраса, вӑраххӑн тӳрленсе, ҫӳлелле пӑхса илчӗ.

— Мана ҫакнашкал сӑмахсем тӗлӗнтереҫҫӗ, — терӗ вӑл. — Пионер: «Яланах хатӗр», — тенине илтме хӑнӑхнӑ эпӗ. Ун вырӑнне пионер боевой задание тӑвасшӑн маррине илтетӗп. Ҫиме вӑл хатӗр. Ҫӗр айӗнчи ҫынсене ҫимелли пултӑр тесе, вӗсене пулӑшма вӑл хатӗр мар.

— Ку мӗнле боевой задани-ха, кӑна тума пӗчӗккисене те хушма пулать, эпӗ ӗнтӗ… Ванька та…

— Эсӗ «боепитани» текен сӑмаха илтнӗ-и? Кӑшт та пулин ӑнланатӑн-и? Чӑнах та, капла ытларах снарядсем, патронсем тата ыттисем ҫинчен калаҫҫӗ. Анчах тупӑсемпе винтовкӑсене ҫеҫ авӑрламаҫҫӗ. Этемӗн ӑс-тӑнне, урӑхла каласан, пуҫ мимине тата чӗрине, мӗнле калас — сознанине авӑрлас пулать. Ку — ӑс-тӑн апачӗ. Ҫак апатпа комиссар командовать тӑвать. Мана командовани ак ҫапла приказ пачӗ: ҫынсем тутӑ пулмалла, ҫак ылханлӑ нӳрлӗхре юн тымарӗнче юн ан шӑнса лартӑр, алли-урисем вӑйлӑ пулччӑр. Сан шутпа, ку боепитани мар-и? Итле, ачам, пӗчӗк ача ан пул! Мана эс калаҫни тӗлӗнтерет. Ме, пӗреххут, повидло пончикӗ ҫи, ак кусене юлташусене леҫсе пар. Ҫакна ан ман: чӑмлакан ҫӑвар палкаканнинчен усӑллӑрах. Ну, — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл, Володя хирӗҫ калаҫма хатӗрленнине курса, — манӑн кӑмӑла ан пӑс! Ҫухал.

Володьӑн ирӗксӗрех ҫухалма тиврӗ.

…Каҫхине отряд разведчикӗсем Влас Важенинпа Иван Гаврилович Шустов ҫӳлтен таврӑнчӗҫ. Ҫутӑлас умӗн вӗсем каменоломньӑран ҫӳле аякри сукмакпа тухнӑ, каялла та ҫав ҫулпах таврӑнчӗҫ. Тӗксӗм, сӑнран ӳкнӗ, ывӑннӑ разведчиксем, штрекра ҫул парса тӑракан партизансем ыйтнине хирӗҫ чӗнмесӗр, штаба иртсе кайрӗҫ. Володьӑпа Ваня вӗсем тавра ахалех ҫаврӑнкалаҫҫӗ, мала иртсе каяҫҫӗ, ыйтаҫҫӗ:

— Шустов мучи, халӗ ҫӳлте мӗнле? Унта ҫапӑҫаҫҫӗ-и? Разведчиксем ним чӗнмесӗр штаб патнелле утаҫҫӗ, сайра хутра ҫеҫ Важенин утнӑ май:
— Ан васка… — тет, — вӑхӑт ҫитсен пӗлӗн.
Ну, иртсе кайма пар…

Унтан икӗ разведчик пӗрле кайнӑ штабран Зябрев тухрӗ. Штаб патне пуҫтарӑннӑ партизансем командирӑн хунар мӗлки ӳкнӗ пичӗ ҫине шикленсе пӑхаҫҫӗ.

— Юлташсем, — терӗ командир, — пирӗн ҫинче, — вӑл пӳрнипе мачча ҫине кӑтартрӗ, — пирӗн ҫинче ҫапӑҫу пырать. Хӑмӑш-Бурун ҫунать. Осаднӑй йӗркене куҫма хушатӑп. Тӑшман пирӗн ҫӗр ҫинче. Апла пулсан, вӑл ҫӗр айне те сӑмсине чикме пултарать. Хуралсене тӗрӗслӗр, вӑйлатӑр! Ытти — малтанхи пекех юлать.

Ачасем пӑшӑрханса пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Володя пуҫне ҫӗклерӗ те нумайччен хыпӑнса ӳкнӗ хунар мӗлкисем вӗҫсе ҫӳрекен лутра чул мачча ҫине пӑхрӗ. Ӑнланса илме те хӗн: ҫӳлте, ачаранпах пӗлнӗ ҫӗр ҫинче, ют ҫынсем утаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫӗр ҫав тери кисренет пулмалла; ҫӗр тӑрӑхӗ кунта, хӗрӗх метр тарӑнӑшне, сисӗнет.

Ӗнтӗркесе кайнӑ Володьӑна Зябрев сасси вӑратрӗ.

— Ну, мӗн пирки ӗҫ чарӑнса тӑрать? Жученков, Манто! Хӑвӑр ҫынсене харпӑр хӑй участокне ӗҫлеме ярӑр.

Унта, ҫӳлте, хӑйсен тӑван ҫӗрӗ ҫинче, тискеррӗн ахӑракан пит пысӑк усаллӑх йывӑрӑшӗ ҫӗр айӗнчи галерея маччисене пусарса лутралатнӑ пек, ҫынсем пуҫӗсене тата аяларах усса пӗр сас кӑлармасӑр салана пуҫларӗҫ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех