Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамки (тĕпĕ: ҫамка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аттен ҫамки ҫине ҫутӑ кӗрен пӑнчӑсем сиксе тухрӗҫ.

На лбу у отца выступили розовые пятна.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӑна — вӑл мана алла илтӗм-ха тесе, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклетсе мана курасшӑн сивлек куҫпа пӑхнӑ пек.

И его — поднявшего очки, смотрящего на меня с выражением холодного любопытства и полной власти надо мной.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ акӑ Иван Павлыч ватӑла пуҫлани те курӑнчӗ, унӑн ҫӳлӗ ҫамки картлана-картлана кӗнӗ, питҫӑмартисенче ватӑ сӑн кӗртекен пӗр тикӗс мар хӗрелчӗксем курӑнаҫҫӗ.

Теперь стало видно, как постарел Иван Павлыч, как покрылся морщинами его высокий лоб и на щеках появилась неровная, старческая краснота.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑмӑр ҫӳҫ пайӑркисем ҫамки ҫине ҫыпӑҫнӑ.

с тёмно-жёлтыми космами волос, облепившими лоб,

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун вырӑнне ҫурт ҫамки ҫинчи фигурӑсем, ҫӗртен пӑхсан сӗтел лампинчен те пысӑк мар пек туйӑнаканскерсем, кунтан пӑхсан буфет шкафӗнчен те кая мар иккен…

Зато лепные фигуры у карниза на фронтоне нашего дома, всегда казавшиеся мне не больше настольной лампы, на самом деле оказались размером в целый буфет…

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫамки питӗ вӗриччӗ.

Лоб был очень горячий.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тӗлӗнсе ӳкрӗ, унтан вара амӑшӗ Валя Кирӑна хӑй енне ҫавӑрнӑ тесе ӳпкелешет терӗ, пӗррехинче ҫапла Валя пӳртрен тухса кайсан амӑшӗ ҫамки ҫине йӗпе тутӑр хурса выртрӗ те текех йӑм-хӑмӑр тилӗ гибричӗсем ҫинчен пӗр сӑмах та илтес килмест тесе калать, терӗ.

Она очень удивилась, а потом сказала, что мама каждый день жалуется, что Валя её заговаривает, и однажды даже лежала после его ухода с мокрой тряпкой на лбу и говорила, что больше не может слышать о гибридах чёрно-бурых лисиц и что Кира сумасшедшая, если выйдет замуж за человека, который никому не даёт открыть рта, а сам говорит и говорит.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӑшӑ кӑвак пижамине тӑхӑннӑччӗ, халӗ ҫеҫ ваннӑран ҫӑвӑнса тухнӑччӗ пулас, ҫамки ҫине усӑннӑ хӗрле ҫӳҫне тураса якатма та ӗлкӗрейменччӗ-ха.

Он был в тёплой голубой пижаме; должно быть, только что из ванны и ещё не успел причесаться — мокрые жёлтые волосы свисали на лоб.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑлхисем унӑн хӗрелсе кайрӗҫ, куҫӗсем алчӑрарӗҫ, ҫамки пӗрӗнчӗкӗсем тикӗсленчӗҫ.

У него запылали уши, а глаза вдруг стали бешеные, лоб разгладился.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухтӑр куҫлӑхне ерипен ҫамки ҫине ҫӗклесе лартрӗ.

Доктор медленно поднял очки на лоб.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫамки ҫине вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн анса ларакан калпакне тӳсеймесӗр тӳрлете-тӳрлете хуратчӗ.

которое было видно даже в том нетерпеливом движении, которым она поправляла шапку, иногда съезжавшую на лоб, —

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл тӗлӗнмелле портрет: пӗчӗк ача куҫӗсем шухӑша кайса пӑхаҫҫӗ, ҫамки сарлака унӑн, куҫхаршиӗсем ҫӑра.

Это был чудный портрет: задумчивые детские глаза и решительный лоб с прямыми, сросшимися бровями.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тата ытларах кӑвакарса кайрӗ, сайра ҫӳҫ пайӑркисем, вирелле тураса вырттарнӑскерсем, сасартӑк ҫамки ҫинелле персе анчӗҫ.

Он еще больше побледнел, и редкая прядь волос, зачесанная на затылок, вдруг отстала и свесилась на лоб.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем унтан пӑртакҫӑ аяккарах, сӑрт ҫамки ҫине, ҫурма ҫаврашка пулса пухӑнса ларчӗҫ.

Ребята сидели чуточку поодаль, расположившись полукругом на склоне холма.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл сӑрӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑччӗ, эпӗ шкула кайса киличчен, ҫамки ҫинчи ҫӳҫ пайӑркисем пасарма та ӗлкӗрнӗччӗ.

Она была в сером треухе с не завязанными ушами, и колечки на лбу успели заиндеветь, пока я бегал в школу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та кӑкӑрӗ ҫине вырттарнӑ ҫивӗт вӗҫӗсем ӗлӗкхин пекех пӗтӗрӗнсе тӑраҫҫӗ, ҫамки ҫинче те унӑн ҫавӑн пекех пӗтӗрӗнчӗк пайӑркасем пур.

Но косы, перекинутые на грудь, по-прежнему были в колечках, и такие же колечки на лбу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫамки ҫинчи ҫивӗт ҫеҫ, леш каҫӑр сӑмсаллӑ Катерина Ивановнӑн ҫӳҫӗ пек, ункӑн-ункӑн пулса тухрӗ.

Вышли только косы колечками и такие же колечки на лбу, как у Катерины Ивановны, той девчонки с задранным носом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӳҫӗ унӑн пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне тӑрать, ҫамки ҫинче те ҫаван пек пӗтӗрӗнсе ӳкнӗ ҫӳҫ пайӑркисем пур.

У нее были косички кольцами и такие же кольца на лбу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫамки ҫине пуҫкӑшӑлӗ хунӑччӗ, аллине «ҫула ӑсатмалли» тыттарнӑччӗ.

где она лежала с венчиком на лбу, с подорожной в руке, —

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лавҫӑ, кӗпер ҫине кӗмелли ҫула хӑмасемпе, пӗренесемпе, кирпӗчсемпе картласа хунине курмӑш пулса ҫӗлӗкне ҫамки ҫинерех антарса лартрӗ, унтан чӑпӑрккине пуҫӗ ҫинче ҫавра-ҫавра лашине тӳрех кӗпер еннелле тытрӗ.

Надвинув пониже свою кепку и крутя над головой кнутом, кучер гнал лошадь прямо на мост, как будто не видя, что въезд перегорожен какими-то балками, досками, кирпичами.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех