Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Иккӗмӗш пай. Шухӑшламалли пурах ҫав

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.29 02:15

Пуплевӗш: 149; Сӑмах: 1006

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Энск карчӑкӗ

Эпӗ ҫак куна лайӑхах астӑватӑп-ха, ун чухне пӗрре ҫумӑр килсе чашлаттаратчӗ, тепре хӗвел пӑхса яратчӗ. Лӑп та шӑп ҫак кун ӗнтӗ эпӗ Кудринск площадӗнче симӗс бархат пальто тӑхӑннӑ ырханкка кӑна карчӑка тӗл пултӑм. Вӑл сумка тулли ӗҫме-ҫиме йӑтса пыратчӗ. Сумкинче ҫӗрулми те, йӳҫ кӑшкар та, сухан та — пурте пурччӗ. Тепӗр аллине вӑл сунчӑк тытнӑччӗ. Сумкине йӑтма йывӑрри те куҫ умӗнчех ӗнтӗ, анчах та вӑл ӑна-кӑна уяса тӑмасӑр савӑнӑҫлӑн пӑшӑлтатса шутласа пырать. Ҫур кӗрепенкке кӑмпа — пилӗкҫӗр тенкӗ; синька — ҫӗр аллӑ; чӗкӗнтӗр — ҫӗр аллӑ; пӗр курка сӗт — ҫӗр аллӑ; асӑнма — ҫичҫӗр утмӑл тенкӗ; виҫӗ ҫӑмарта — виҫҫӗр тенкӗ; каҫарттарма — пилӗкҫӗр тенкӗ тенисене эпӗ лайӑхах илтетӗп. Ун чухне япала хакӗсем ҫавнашкалччӗ.

Акӑ вӑл ҫӑмӑллӑн кӑна сывласа илчӗ, сумкине чул ҫине лартрӗ.

— Асанне, кӳр, хам йӑтам, — терӗм эпӗ.

— Тасал, ҫапкаланчӑк! Пӗлетӗп эпӗ сирӗн йышшисене! Киле ҫитиччен виҫӗ лимона вӑрласа кайрӗҫ.

Вӑл мана юнаса илчӗ те аллипе сумкине ярса тытрӗ.

Эпӗ айккинелле пӑрӑнтӑм. Анчах та пирӗн пӗр еннеллех каймаллаччӗ, ҫавӑнпа та тепӗр темиҫе самантран эпир каллех юнашарах утма пуҫларӑмӑр. Тен, карчӑк манран тарса ӳкме те шутларӗ пулӗ, анчах ҫавӑн йывӑрӑш сумкӑпа ӑҫта каяйтӑр-ха вӑл.

— Асанне, эсир вӑрласран хӑратӑр пулсан, — терӗм эпӗ, — эпӗ ахалех, укҫасӑр пулӑшма пултаратӑп. Тупата туршӑн, хӗрхенетӗп эпӗ сире, мӗнле асапланатӑр эсир.

Карчӑк ҫилленсе кайрӗ. Хӑрах аллипе вӑл сумкине ытамласа тытрӗ, тепринпе, сунчӑк тытнипе, вӗлле хурчӗсене хӑваланӑ пек, мана хӑвалама тытӑнчӗ.

— Ӗнен-ха сире! Виҫӗ лимона вӑрласа кайрӗҫ. Пӗлетӗп эпӗ сирӗн йышшисене!

— Кирек мӗн тӑвӑр. Ӑна килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенсем илсе кайнӑ, эпӗ вӗт ача ҫуртӗнчен.

— Ҫав ача ҫуртӗнчисем вӑрлаҫҫӗ те.

Эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр. Сӑмси унӑн кӑштах каҫӑр, хӑй маншӑн ырӑ, кӑмӑллӑ пек туйӑнать. Тен, эпӗ те ун кӑмӑлне кайрӑм пулас. Сасартӑках вӑл сунчӑкне сулкалама чарӑнчӗ те манран:
— Кам ачи эсӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Никамӑн та мар.

— Ӑҫтисем? Мускавранах-и?

Эпӗ Мускавранах тесен, вӑл мана хӑваласа ярасса ҫинчех тавҫӑрса илтӗм. Тен, вӑл лимонӗсене Мускав ачисем вӑрланӑ тесе шутланӑ пулӗ.

— Ҫук, Энскран эпӗ.

Вӑл та Энскранах иккен. Куҫӗсем унӑн йӑлкӑшса илчӗҫ, сӑн-пичӗ тата кӑмӑллӑрах курӑнчӗ.

— Суян эсӗ, суеҫӗ, — терӗ вӑл ҫилӗллӗн. — Мана пӗри, ав, паҫӑр Мускавран мар терӗ. Пӑхӑсӑн — лимона ҫаклатнӑ та. Апла Энскранах пулсан, ӑҫта пурӑннӑ эсӗ?

— Пасар хыҫӗнче, Песчинкӑра.

— Суятӑн.

Вӑл эпӗ суйманнине чухласа илчӗ.

— Песчинка вӑл нимех те мар-ха. Тен, ӑҫта та пулин ун пек ҫырма татах та пур-тӑр. Эпӗ сана астӑваймастӑп.

— Эсир, тен, тахҫанах, эпӗ пӗчӗк чухнех тухса кайнӑ-тӑр.

— Ҫук, тахҫанах мар, халӗрех кӑна. Ну, тыт эппин сумкӑна пӗр енчен, эпӗ тепӗр енчен тытӑп. Турткалашса ан пыр вара.

Эпир калаҫа-калаҫа сумкӑна йӑтса пытӑмӑр. Эпӗ ӑна Петькӑпа иксӗмӗр Туркестана кайни, Мускава килсе лекни ҫинчен каласа патӑм. Вӑл мана каҫса кайсах итлерӗ.

— Ак сана! Тупӑннӑ ӑслӑ ҫынсем! Ҫуран тухса утнӑ! Тупнӑ вӑйӑ!

Триумфальнӑйне ҫитсен, эпӗ ӑна хамӑр шкула кӑтартрӑм.

— Апла, чӑнах та, пӗр енчисемех, — терӗ карчӑк.

Вӑл иккӗмӗш Тверской-Ямской урамӗнче пӗчӗк чул ҫуртра пурӑнать иккен. Палланӑ кил-ҫурт.

— Кунта пирӗн заведующи пурӑнать, — терӗм эпӗ, — тен, эсир ӑна пӗлетӗр те пулӗ — Николай Антоныч?

— Авӑ мӗнле! — терӗ карчӑк. — Ну мӗнле вӑл? Лайӑх заведующи-и?

— Мӗн каласси пур!

Вӑл мӗншӗн кулнине пӗлеймерӗм. Эпир иккӗмӗш хута хӑпартӑмӑр, клеёнкӑ пустарнӑ алӑк умӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр. Алӑк ҫине хӑма ҫапнӑччӗ, унта темле хушамат ҫырса хунӑччӗ, эпӗ ӑна вулама ӗлкӗреймерӗм.

Карчӑк темскер мӑкӑртатса кӗсйинчен ҫӑраҫҫи уҫҫи кӑларчӗ. Эпӗ кайма хатӗрлентӗм, анчах вӑл мана тытса чарчӗ.

— Эпӗ ахалех, асанне, укҫасӑрах.

— Вӑт укҫасӑр ларса тӑма хушатӑп та сана.

Вӑл тӗпелти пӗчӗк пӳлӗме темшӗн чӗрне вӗҫҫӗн утса кӗчӗ, ҫутӑсӑр-мӗнсӗрех пальто хыврӗ, ҫӳҫеллӗ шел-тутӑрне салтрӗ, ҫанӑсӑр кӗпине хыврӗ, унтан тата тепӗр пӗчӗкрех шел-тутӑрне, явлӑкне салтрӗ. Унтан вӑл сунчӑкне уҫрӗ, унтан куҫран ҫухалчӗ. Шӑпах ҫак самантра темӗнле хӗрача кухня алӑкне уҫрӗ, ман умма тухса тӑчӗ. Эпӗ хамӑн карчӑк хӗре ҫаврӑнчӗ пулӗ тесех шутланӑччӗ ӗнтӗ. Анчах ҫак вӑхӑтра карчӑк та тухса тӑчӗ. Вӑл иккен хӑйӗн шел-тутӑрӗсемпе, ҫанӑсӑр кӗпине ҫакма шкапа кӗрсе тӑнӑ пулнӑ.

— Акӑ, Катерина Ивановна та кунтах, — терӗ карчӑк.

Катерина Ивановна та манран аслах мар, пӗр вуникӗ ҫулсенче пулмалла. Пыр та кур ӑна! Вӑл, ав, пуҫне те мӑнаҫлӑн каҫӑртса тытать, чӗрӗ куҫӗсемпе ҫынна тӳрех куҫран, шӑтарас пек пӑхать. Ҫӳҫӗ унӑн пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне тӑрать, ҫамки ҫинче те ҫаван пек пӗтӗрӗнсе ӳкнӗ ҫӳҫ пайӑркисем пур. Сӑн-пичӗ унӑн хӗп-хӗрлӗ. Анчах сӑмси вара леш карчӑкӑнни пекех ырӑ, лайӑх. Вӑл ӑна ҫирӗп ҫын пек кӑтартать. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл лайӑх хӗрача, анчах хӑйне ытлашши пысӑка хурать — кӑна пӗрре курсах пӗлме пулать.

— Катерина Ивановна, каллех ырӑ хыпар, — ҫаплах салтӑна-салтӑна каларӗ карчӑк, — каллех лимона вӑрласа кайрӗҫ.

— Каларӑм вӗт эпӗ сана пальто кӗсйине хур тесе, — кӑмӑлсӑр пулчӗ Катерина Ивановна.

— Э! Пальто кӗсйине! Ҫавӑнтан вӑрласа кайрӗҫ те.

— Апла, эсӗ, кукамай, каллех шутласа пынӑ.

— Нимӗн те шутламан эпӗ. Акӑ манпа ҫак каччӑ та пӗрлех килчӗ.

Хӗрача ман ҫине пӑхса илчӗ. Халиччен вӑл мана асӑрхаман та, ахӑр.

— Вӑл сумкӑна йӑтса килчӗ. Аннӳ мӗнле?

— Халех виҫсе пӑхатпӑр, — ман ҫине лӑпкӑн кӑна пӑхса каларӗ хӗрача.

— Ах, турӑ ҫырлахах! — Хыпса ӳкрӗ карчӑк. — Ҫапла кая юлатӑр-и? Тухтӑр вуниккӗре хушрӗ вӗт.

Вӑл хыпаланса тухса кайрӗ. Эпир хӗрачапа иккӗнех тӑрса юлтӑмӑр. Пӗр касӑ чӗнмесӗр тӑтӑмӑр. Унтан вӑл тӗксӗмленчӗ, вара манран:
— «Елена Робинзон» вуланӑ-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Вуламан.

— «Робинзон Крузо»?

— Ӑна та вуламан.

— Мӗншӗн?

Эпӗ кӗҫех, вулама вӗренни ҫур ҫул ҫеҫ-ха, тесе персе яраттӑм, анчах хама хам тытса чартӑм.

— Манӑн кӗнекесем ҫук ҫав.

— Миҫемӗш класра вӗренетӗн эсӗ?

— Нихӑш класра та мар.

— Ҫулҫӳревҫӗ вӑл, — терӗ карчӑк, халь ҫеҫ таврӑнса. — Вӑтӑр ҫиччӗ те иккӗ… Вӑл Туркестана ҫуран тухса утнӑ. Эсӗ, ан тив ӑна, Катя.

— Мӗнле, ҫуран?

— Ҫаплах, теппе-теппе.

Тӗпелте, куҫкӗски тӗлӗнче, сӗтел пур. Катя ҫав сӗтел патне тенкел лартрӗ те аллине сӗтел ҫине, пуҫне алли ҫине хурса:
— Ну, каласа пар? — терӗ.

Ман каласа парас килмерӗ: ара хӑйне мӗнле пысӑка хурать те вӑл. Туркестанах ҫитсе курнӑ пулсан, татахчӗ хуть, каласа парсан та юратчӗ. Ҫаванпа та эпе сӑпайлӑн кӑна:
— Нимех те ҫук унта, кӑмӑл туртмасть.
Тепӗр чух, — терӗм.

Карчӑк мана ҫӑкӑрпа повидло парасшӑн пулчӗ, эпӗ илмерӗм.

— Ахалех тенӗ-тӗк — ахалех пултӑр.

Мӗншӗн пӑшӑрханса ӳкрӗм эпӗ, хам та пӗлместӗп. Эпӗ каласа пама килӗшмесӗр алӑк патнелле утрӑм. Ҫак вӑхӑтра Катя хӗрелсе кайрӗ, ку вара маншӑн лайӑх пек те туйӑнчӗ.

— Юрать, эппин, кӑмӑлсӑр ан пул, — мана ӑсатнӑ май каларӗ карчӑк. — Мӗн ятлӑ эсӗ?

— Григорьев Александр.

— Чипер кай, Александр Григорьев. Тавтапуҫ. Площадка ҫинче, алӑк ҫумӗнчи хушамата вуласа, чылайччен пӑхса тӑтӑм эпӗ. Казаринов — Казаринов мар…

— Н. А. Татаринов, — сасартӑк вуласа илтӗм эпӗ. Ак сана, пыр та кур! Татаринов Николай Антоныч.

Пирӗн заведующи. Ку унӑн хӑваттерӗ иккен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех