Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавах сăмах пирĕн базăра пур.
ҫавах (тĕпĕ: ҫавах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑҫта чӗнсен те ҫавах ниҫта та каймастӑн вӗт, халиччен те тухса курман.

— Да ведь куда ни позовешь, никуда не идешь, и до сих пор не выходила.

Арӑма театра чӗнсен // Сувар. «Сувар», 2019.09.10

Ӗҫрен ямарӗҫ пулсан та Пӑлхар хулине командировкӑна кайса ҫавах та тӗл пултӑм ҫулҫӳревҫӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Ун ҫуррине пире уйӑрса пачӗ, вуникӗ пӳлӗм; сӗтел-пукансем хыснан, хутассипе ҫутасси те ҫавах, пурӑнма пулать…

Он нам целую половину отвел, двенадцать комнат; мебель казенная, отопление, освещение тоже: можно жить…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫавах та ӗҫлесен пулать — тӗллевӗ хӑрушла инҫетре пулин те ӳркенмесен вӑл кӑтартусем патне ҫитме пӗрре те йывӑр мар!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23215.html

Иван Иванычпа иксӗмӗр ҫапла Ванокан становищине вӗҫсе кайнӑччӗ те, унта окрисполком членӗ Ледков юлташ урине йывӑр амантнӑскер, выртатчӗ, ҫавах иккен вӑл.

Это был тот самый член окрисполкома, за которым мы с Иван Иванычем некогда летали в становище Ванокан, где Ледков лежал, тяжело раненный в ногу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, тепӗр хут аслӑ помощник патне пырса, пароход хӑҫан тапранса каясси ҫинчен ыйтса пӑхнӑ, анчах хальхинче те отвечӗ ҫавах пулнӑ: тиесе пӗтерсен каятпӑр, кайсан, тиесе пӗтеретпӗр.

Он еще раз, на всякий случай, подошел к старшему помощнику узнать, скоро ли наконец поедем, и еще раз получил ответ, что как погрузим, так и поедем, а погрузим тогда, когда поедем.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавах каларӗ те мана эсир Ленинградра тесе.

Именно он сказал мне, что вы в Ленинграде.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман ҫире ҫаптарса ҫӗлетнӗ брюки, пиншакӗ те ҫавах, пуҫра — мулахай.

Я ходила в толстых ватных брюках, в стеганке и малахае.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗлӗк те тӑшманччӗ вӑл, халь те ҫавах, Халӗ кӑштах ӑсланнӑ пек туйӑнатчӗ, ҫук иккен.

Раньше он был враг, и сейчас то же, казалось, что сейчас немного поумнел, но оказывается нет.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑш чухне вӑл каланине юри итлес мар тетӗн, чуна хускатакан хыпартан упранма пӑхатӑн, анчах ыратнинчен тарма ҫук, кунтан та ҫавах.

Иногда не хотелось слышать то, что сообщалось, хотелось уберечь себя от этого тревожного знания, но деваться от него было некуда, как от боли.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Яра кунах — тӗтре, ҫав ҫавах пирӗн куҫсене ыраттаракан тӗссӗр ҫутӑ.

Весь день — туман и тот матовый свет, от которого так сильно болят глаза.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӳркенме те — ҫавах.

Cниматься — тоже.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каллех ӗнтӗ эп, яланхи пекех, шкул ачи кӑна, шкулта никамран та нимӗнпе те уйрӑлса тӑмастӑп, ыттисем мӗнле — эпӗ те ҫавах.

Вот я снова самая обыкновенная школьница, ничем от других не отличающаяся, такая же, как все в нашем классе.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ирина Михайловна куҫӗсем йӑл кулчӗҫ, анчах сӑн-пичӗ улшӑнмарӗ, ҫав ҫавах юлчӗ.

Мне показалось, что Ирина Михайловна улыбнулась мне одними глазами, но лицо у нее по-прежнему оставалось строгим.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн шанчӑклӑ адъютанчӗсем, Павлушӑпа Лабардан, иккӗн ик енчен ҫунат ҫине тӑчӗҫ, вара вӑл, улшӑннӑ пит-куҫлӑскер, ҫунӑхнӑ тутисемпе ҫавах та кулма хӑтланса, аран сывласа машина ҫытарӗсем ҫинче сиккелесе, петардсем хирсе пӗтернӗ; хир тӑрӑх кайрӗ.

Верные адъютанты его, Павлуша и Лабардан, вскочили с обеих сторон на подножки, и, бледный, задыхающийся, с запекшимся ртом, который все еще силился улыбнуться, с запавшими глазами, откидываясь минутами на подушки машины, он ехал по полю, изрытому петардами.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ку ҫавах та инкекех мар-ха.

— Это еще не беда.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Ивановнӑна эпӗ ҫакӑн ҫинчен нимӗн пытармасӑр, тӗрӗссипех, каласа патӑм; хам ҫавах та атте патне ҫыру ҫырса, ӑна мӗн пултарнӑ таран лайӑхрах, илемлӗрех сӑмахсемпе ҫырса пӗлтерсе пиллӗх ыйтрӑм.

Я чистосердечно признался в том Марье Ивановне и решился, однако, писать к батюшке как можно красноречивее, прося родительского благословения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пирӗн авӑ, батюшка, пӗрререн пӗр чун кӑна — Палашка ҫеҫ те, ҫавах, тав турра, хуллен пурӑнкалатпӑр.

А у нас, мой батюшка, всего-то душ одна девка Палашка; да слава богу, живем помаленьку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Иван Кузмич килте ҫук-ха», — терӗ вӑл, «отец Герасим патне хӑнана кайсаччӗ; анчах эпӗ те ҫавах мар-и, батюшка, эпӗ унӑн хозяйки.

«Ивана Кузмича дома нет, — сказала она, — он пошел в гости к отцу Герасиму; да все равно, батюшка, я его хозяйка.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Ҫавах мар-и вӑл, Петруша, — тет анне мана хирӗҫ. — Вӑл санӑн хӑйматлӑх аҫу. Чупту та унӑн аллине, вӑл сана пиллетӗр» … — тет.

— Все равно, Петруша, — отвечала мне матушка, — это твой посажёный отец; поцелуй у него ручку, и пусть он тебя благословит…

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех