Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавах сăмах пирĕн базăра пур.
ҫавах (тĕпĕ: ҫавах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Давыдов нимле ӗҫе те тиркемест, эпӗ те ҫавах, мӗншӗн-ха эсӗ кӑна картусна пуҫ тӳпине лартатӑн та кунӗ-кунӗпе хӑвӑн Советӑнта ларатӑн, е ҫӗтӗк-ҫатӑк портфельне хул хушшине хӗстеретӗн те хутор тарӑх ӑш вӗҫнӗ ҫын пек ҫӳретӗн?

— Давыдов никакой работой не гнушается, я тоже, почему же ты фуражечку на бочок сдвинешь и по целым дням сиднем сидишь в своем совете либо замызганную свою бумажную портфелю зажмешь под мышкой и таскаешься по хутору, как неприкаянный?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пахчана вӗҫсе кӗмест вӑл, ҫавах йӗркене пӗлмест…

— На огород он не летает, а так, вообще…

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗмӗш ҫӗр те ҫав историех курма тиврӗ, виҫҫӗмӗшӗнче те — ҫавах.

На вторую ночь эта история повторилась, на третью — то же самое.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хампа та ҫавах.

Со мной тоже самое.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

— Сана ҫавах вӗлеретӗп эп, — терӗ вырханса Половцев, хӑй кравать умӗнче пуҫне вӑкӑр пек пӗксе тӑчӗ.

— Все равно я убью тебя, — упрямо твердил Половцев, по-бычьи склонив голову, стоя возле кровати.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

… Шӑтса-путса пӗтнӗ вилтӑприне типӗ ҫилсем ҫиеҫҫӗ, кӑнтӑрлахи хӗвел хӗртсе вӗрилентерет, чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑрсем ислентереҫҫӗ, раштав сиввисем ҫурса таткалаҫҫӗ, анчах ҫак вилтӑпри тӗмески ҫав ҫавах, пин ҫул авал тӑнӑ пекех, ҫеҫенхирте пуҫпулса, хавшанми тӗреклӗн ҫӗкленсе выртать.

…Точат заклеклую насыпную землю кургана суховеи, накаляет полуденное солнце, размывают ливни, рвут крещенские морозы, но курган все так же нерушимо властвует над степью.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ыттисем те ҫавах, пурте Макарӑн ыйтуллӑн пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пуласран пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, Ун пирки тӑракан ыйтӑва вӗсем хӑйсем хушшинче малтанах татса хунӑ пулмалла; пӗртен-пӗр милици начальникӗ Балабин кӑна унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ, ӑна ӑнланнӑ пек пулчӗ:

Да и все остальные избегали вопрошающих глаз Макара, сторонились его, вопрос о нем между ними, вероятно, был уже решен заранее; лишь один начальник милиции Балабин сочувственно улыбнулся Макару, крепко пожимая его руку:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лаши те ҫавах, сакӑлта ураллӑскер, пӗчӗк пуҫне мӑнаҫлӑн ҫӳлелле каҫӑртса, мӑйне кустӑрма пек кукӑртса, чарӑнма пӗлми ыткӑнса чупать…

А конь, все такой же белоногий и сухоголовый, шел заводным, высоко и гордо неся голову, колесом изогнув шею…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ сан ӑна ватмалла пулать ӗнтӗ, — вӑл ҫавах та хваттере уҫах хӑварнинчен лайӑхрах. Хам кайиччен сан пата тепӗр хут та кӗрсе тухма пулмӗ-и-ха, тетӗп».

Теперь тебе придётся ломать её, — это всё-таки лучше, чем оставить квартиру открытой. Может быть, мне удастся перед отъездом ещё раз зайти к тебе».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав каҫхине Ромашова салтӑнтарса тумлантаракан Варя каланӑччӗ ҫав, унӑн сулахай енче темле пиҫнӗ вырӑн пур тесе, ҫавах пулмалла ӗнтӗ вӑл «хӑмӑррӑн курӑнать» текенни.

Варя, которая в ту ночь раздевала и одевала Ромашова, говорила, что у него левая сторона обожжена; должно быть, это и было то, что он назвал «буреет».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫурҫӗрти полюса ҫара пӑр ҫине лекеҫҫӗ ҫынсем, ҫавах аптӑрамаҫҫӗ.

— На Северный полюс, на льдину люди попали и то не кисли.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр нарти ҫинче вилнӗ ҫын пулнӑ, тен ҫавах капитан пулнӑ пуль.

и на этих нартах — мертвеца, — быть может, самого капитана.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сире ҫавах хам алла ҫавӑрса илетӗп!

Я до вас доберусь!

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эсрелӗ Гаер Кулий, ҫавах пӗтерчӗ вӗт ӑна.

Подлец Гаер Кулий, вот кто околдовал и погубил ее!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е ӑна, ҫавах та Пӑлхар хулине ярса илнӗ хыҫҫӑн туса лартнӑ?

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Ҫавна май ман шутпа Пӑлхар мунчисене ҫавах та Вӑтам Азирен илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех