Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.17 04:41

Пуплевӗш: 397; Сӑмах: 4055

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Июнь пуҫламӑшӗнче час-часах ҫуллахи пек мар лӑпкӑ, кӗркуннехи евӗр тӳлек, аслатисӗр, ҫилсӗр ҫумӑрсем ҫурӗҫ. Ирсенче хӗвеланӑҫ енчен, инҫетри тӗмсем хыҫӗнчен, кӗл тӗслӗ сӑрӑ пӗлӗт ҫӗкленсе тухать. Вӑл ӳсет, сарӑлать, ҫур тӳпене йышӑнать, — унӑн тӗксӗм ҫунат айӗсем, усала систерсе, шурала-шурала каяҫҫӗ, — унтан вӑл аннӑҫем анать, унӑн аялти шӑла пир пек витер курӑнакан лапка-лапка ҫупкӑмӗсем ҫеҫен хирти тӗме ҫинче ларакан ҫил арманӗ тӑррине лекеҫҫӗ; таҫта ҫӳлте илтӗни-илтӗнми лӑпкӑ аслати хӑлтӑртатса иртет те ырӑ, сиплӗ ҫумӑр ҫума пуҫлать.

Сӑвакан сӗт сирпӗнчӗкӗ пек ӑшӑ тумламсем тӗтреллӗ шӑплӑхра пытанса выртакан ҫӗр ҫине тӳп-тӳрӗ анаҫҫӗ, типме ӗлкӗреймен кӑпӑклӑ кӳлленчӗксенче шурӑ хӑмпӑсем пулса хӑпараҫҫӗ; питӗ лӑпкӑ та йӑваш ҫуллахи вӗтӗ ҫумӑр: чечексем те пуҫне усмаҫҫӗ, кил картисенче чӑхсем те унтан хӳтлӗх шырамаҫҫӗ. Вӗсем, сарайсен айккинче, йӗпенсе хуралса кайнӑ ҫатан картасен ҫумӗнче апат шыраса, тӑрӑшсах чаваланаҫҫӗ, мӑнаҫлӑ кӗрнеклӗхне кӑштах ҫухатнӑ йӗпе автансем, ҫумӑра пӑхмасӑр, пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑратса авӑтаҫҫӗ, вӗсен хаваслӑ сасси кӳлленчӗксенче ним именмесӗр шыва кӗрекен ҫерҫисем чӗриклетнипе, ҫумӑрпа тусан шӑрши кӗрекен, хӑй патне ачашшӑн чӗнекен ҫӗр ҫийӗн ярӑна-ярӑна вӗҫекен чӗкеҫсем йӑнӑшнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ.

Шырланпуҫри автансем тӗлӗнмелле нумай тӗрлӗ сасӑпа авӑтаҫҫӗ, ун пекки чӑнах та сайра тӗл пулать. Ҫур ҫӗрте вӗсем пӗр-пӗрне чӗнсе авӑтма пуҫлаҫҫӗ. Пуринчен малтан Любишкинсен автанӗ вӑранать. Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.

Юратнӑ чунсемпе йывӑр чирлисемсӗр пуҫне, — Нагульновшӑн пулсан вӗсем пурте пӗрех, — хуторта Макар Нагульнов хӑй чи кая юлса ҫывӑрма выртать. Вӑл, каҫхи пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, ӗлӗкхи пекех акӑлчан чӗлхине тӑрӑшса вӗренет. Пӳлӗмӗнче ун, пукан хыҫӗ ҫинче, пир тӑрӑхӗнчен касса илнӗ ал шӑлли ҫакӑнса тӑрать, кӗтесре пӗр кӑкшӑм сивӗ ҫӑл шывӗ ларать. Йывӑрпа парӑнать Макара наука! Кӗпе ҫухине ярханах ярса, ҫӳҫне тӑмаласа, йӗп-йӗпе тара ӳксе, вӑл яри уҫса хунӑ чӳрече умӗнче сӗтел хушшинче ларать, кӑкӑрӗ тата ҫурӑмӗ ҫинчи тарне ал шӑллипе шӑла-шӑла илет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, чӳрече урлӑ сӗвенсе, пуҫӗ ҫине кӑкшӑмран шыв ярать, киленнипе лӑпкӑн хӑрлата-хӑрлата илет.

Пиллӗклӗ лампа тӗксӗм ҫунать, хаҫат хутӗнчен тунӑ абажур тавра каҫхи лӗпӗшсем вӗҫеҫҫӗ, стена хыҫӗнче кил хуҫи арӑмӗ харлаттарса ҫывӑрать. Макар ҫав тери йывӑр, анчах хӑйне пит кирлӗ чӗлхене сӑмах хыҫҫӑн сӑмах вӗренсе ларать… Пӗррехинче ҫур ҫӗр ҫитеспе вӑл, канма тесе, чӳрече ҫине табак туртма ларчӗ те ҫав каҫ чӑн-чӑн автан хоралне малтанхи хут итлерӗ. Тимлӗн итлесе, Макар хытӑ тӗлӗннипе савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ: «Ара, ку парадри пекех-ҫке, дивизие смотра илсе тухнӑ чухнехи пекех! Шалт тӗлӗнмелле, чӑнах та!..»

Ҫавӑнтанпа вӑл кашни ҫӗр автансем сасӑ парасса кӗтет, каҫхи юрӑҫӑсем команда парса авӑтнине киленсе итлет, хӑй ӑшӗнче шӑпчӑксен ҫепӗҫ юррине йӗрӗнсе хурлать. Майданниковсен автанӗн генерал басӗ ӑна уйрӑмах килӗшет, автансен пӗтӗм хорӗнче вӑл юлашки аккорд пек пулнӑн туйӑнать. Макар автансем пӗр-пӗрне чӗнсе авӑтас йӗркене хӑнӑхрӗ ӗнтӗ, хӑй ӑшӗнче ӑна ырларӗ. Анчах пӗррехинче ҫак йӗркене кӗтмен ҫӗртен хулиганла пӑсса хучӗҫ: хӑватлӑ автан басӗ хыҫҫӑн таҫта юнашарах, сарай хыҫӗнче, кӳршӗре пурӑнакан Аркашка Менок кил картинче пӗр ӑнман автан, ҫамрӑк автан, ачалла шухӑ альтпа ҫухӑрса ячӗ, кайран нумайччен чӑхла кӑтиклерӗ, темле йӗрӗнчӗк какришпе чыхӑнса ларчӗ. Шӑпланса ҫитсен, Макар чӑх картинче ҫав йӗксӗк автан, ҫунатне ҫапа-ҫапа, лайӑхрах вырнаҫса ларма хӑтланнине лайӑхах илтрӗ, — лешӗ хӑй сассинчен хӑй кашта ҫинчен сирпӗнсе анасран хӑрарӗ пулас.

Ку ӗнтӗ дисциплинӑна уҫҫӑнах пӑснине, субординацие ним вырӑнне те хуманнине пӗлтерчӗ. Макар шучӗпе, ку ҫакӑн пекрех пулса тухрӗ: чӑн-чӑн генерал каланӑ хыҫҫӑн, ӑна тӳрлетсе, сасартӑк пӗр-пӗр ӑҫтиҫук отделени командирӗ, ҫитменнине селӗпскер, тухса калать. Чунтан тарӑхнӑ Макар ҫавӑн пек йӗркесӗрлӗхе тӳсме пултараймарӗ. «Чарӑн!» — тесе кӑшкӑрчӗ тӗттӗмелле, чӳречене хаяррӑн хупрӗ, ҫурма сасӑпа вӑрҫса илчӗ.

Иккӗмӗш ҫӗр те ҫав историех курма тиврӗ, виҫҫӗмӗшӗнче те — ҫавах. Макар тӗттӗмелле татах икӗ хут: «Чарӑн!..» — тесе кӑшкӑрчӗ, хӑйӗн кил хуҫи арӑмне, ыйхӑран вӑрата-вӑрата, сехрине хӑпартрӗ. Ҫӗрле автансем пӗр-пӗрне чӗнсе авӑтас йӗркене, хӑш вӑхӑтра мӗнле сасӑпа авӑтассине рангсем тӑрӑх палӑртса тухнӑ илемлӗ йӗркене тӳрлетме ҫук пӑсса хучӗҫ. Макар ҫур ҫӗр иртсен тӳрех ҫывӑрма выртма пуҫларӗ… Вӑл малалла вӗренме, ӑслӑ сӑмахсене астуса юлма пултараймарӗ. Ҫав пуҫтах автан унӑн пӗтӗм пуҫне ҫавӑрчӗ, ҫилленсе хӑй ҫапла шутларӗ: ҫак автан пурнӑҫра, хӑйӗн хуҫи пекех, ниме тӑман шӑрчӑк ӗнтӗ. Макар хӑй ӑшӗнче пӗр айӑпсӑр кайӑка путсӗр те, паразит та, каппайчӑк та тесе ятларӗ. Кӳршӗ автанӗ, Майданниковсен автанӗ хыҫҫӑн сасӑ пама хӑйса, Макара пӗр хӑнӑхнӑ ӗҫрен йӑлтах пӑрса ячӗ: унӑн акӑлчан чӗлхине вӗренес хастарлӑхӗ чакнӑҫем чакса пычӗ, кӑмӑлӗ кунтан-кун ытларах пӑсӑлчӗ… Ҫак йӗркесӗрлӗхе пӗтермеллех пулнӑ!

Тӑваттӑмӗш кун ирхине Макар Аркашка Менок кил картине пырса кӗчӗ те, кӑмӑлсӑр сывлӑх сунса, ыйтрӗ:

— Ну, кӑтарт-ха хӑвӑн автанна.

— Мӗн тума кирлӗ пулчӗ вӑл сана?

— Унӑн сӑн-сӑпачӗпе интересленетӗп.

— Мӗн, шуйттан тума кирлӗ сана унӑн сӑн-сӑпачӗ?

— Халех кӑтарт! Санпа ҫураҫса тӑма вӑхӑт ҫук кунта ман! — терӗ Макар тарӑхса.

Вӑл пирус чӗркенӗ вӑхӑтра Аркашка, чылаях ӑшталанса, амбар айӗнчен шукӑль чӑхсен чӑпар ушкӑнне ҫапӑпа хуса кӑларчӗ. Ну каснӑ лартнӑ ҫапла! Макар шутлани тӗрӗсех пулчӗ: темӗн тӗслӗ, вӗлтӗркке те йӑрӑ чӑхсем хушшинче пысӑк мар, тӗкне ҫӑлса пӗтернӗ, шӑши пек сӑрӑ, кӗлеткесӗр автан, ҫӗлен пулӑ пек, явкаланса ҫӳрет. Макар ун ҫине уҫҫӑнах йӗрӗнсе пӑхса тӑчӗ.

— Пус эс ҫак ӑнман автана! — канаш пачӗ вӑл Аркашкӑна.

— Мӗн тума пусас-ха ман ӑна?

— Салма пӗҫерме, — кӗскен ответлерӗ Макар.

— Мӗн сӑлтавпа? Вӑл хуҫалӑхра ман пӗрре анчах тата чӑхсене те хавас.

Макар, тутине пӑрса, тӑрӑхласа кулса илчӗ.

— Чӑхсене хавас, ҫавӑ кӑна-и? Пулин, мӗнех вара! Ухмах ӗҫе пурте пӗлеҫҫӗ.

— Унран урӑх мӗн ыйтас. Эп унпа пахча сухалама шутламастӑп, вӑл пӗр касӑллӑ плуга та сӗтӗрес ҫук…

— Ну, эс шӳтлесе ан тӑр! Шӳтлеме эп хам та пӗлетӗп, кирлӗ чухне…

— Мӗн турӗ-ха вӑл сана, ман автан? — Халӗ ӗнтӗ тӳсеймесӗр ыйтрӗ Менок. — Сан ҫул урлӑ каҫрӗ-и е тата мӗн?

— Ухмах вӑл санӑн, нимле йӗрке пӗлмест.

— Мӗнле йӗрке? Сан кил хуҫи арӑмӗн пахчине вӗҫсе кӗрет-и е тата мӗн?

— Пахчана вӗҫсе кӗмест вӑл, ҫавах йӗркене пӗлмест… Мӗнле йӗркене пӑсни ҫинчен ӑнлантарса пама Макара аван мар пулчӗ. Пӗр самант вӑл сӑмах чӗнмесӗр, автан ҫине ҫисе ярас пек сиввӗн пӑхкаласа тӑчӗ, унтӑн сасартӑк пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗчӗ.

— Акӑ мӗн, кӳршӗ, — терӗ вӑл Аркашкӑна, хӗпӗртесе, — айта автансене улӑштарар?

— Мӗнле автан пултӑр-ха сан лашасӑр хуҫалӑхунта? — ыйтрӗ Менок интересленсе.

— Тупӑнать, кун пек асси те мар!

— Мӗнех вара, илсе кил, автанӗ юрӑхлӑ пулсан, улӑштарӑпӑр. Эп килӗшетӗп.

Тепӗр ҫур сехетрен Макар, ҫул май пекле, нумай чӑхлӑ Аким Бесхлебнов кил картине кӗчӗ. Уни-куни калаҫкаласа, Макар кил картинче ҫӳрекен чӑхсене питӗ сӑнаса тӑчӗ, автансен сассине итлерӗ. Бесхлебновӑн пилӗк автан, пурте суйласа илнӗ пек пысӑк, тӗсӗ те аван, пуринчен ытла вӗсем пурте хытӑ авӑтаҫҫӗ, пӑхма сумлӑ. Сывпуллашас умӗн Макар ҫапла сӗнчӗ:

— Акӑ мӗн, хуҫа, сут-ха мана пӗр автанне, э?

— Тархасшӑн, Нагульнов юлташ, анчах яшкара чӑх тутлӑрах, кирек хӑшне суйла, арӑмӑн вӗсем шуйттан чухлех!..

— Ҫук, мана автан кӑна кирлӗ. Пар-ха вӑхӑтлӑха михӗ, ӑна чиксе кайма.

Кӑшт тӑхтасан, вӑл Аркашка Менок кил картине ҫитсе те тӑчӗ, миххе салтма пуҫларӗ. Паллӑ ӗнтӗ, кирек мӗн улӑштарас тесен те, Аркашка таҫта кайса кӗме хатӗр, пулас улӑшӑва кӗтсе, вӑл аллисене кӑмӑллӑн сӑтӑркаларӗ.

— Пӑхар-ха, мӗнле козырь унта сан, тен, сӗтев ыйтмалла пулӗ. Салт хӑвӑртрах, мӗн эс мӗштӗртететӗн! Эпӗ хам автана самантрах тытса килетӗп, эпир вӗсене ҫапӑҫтарса пӑхӑпӑр, кам автанӗ ҫӗнтерет, ҫав мӑкарич ыйтать. Турӑшӑн та, ахаль эпӗ улӑштарас та ҫук! Сан автан пӑхма мӗнлерех? Тӗреклӗ-и?

— Гвардеец! — мӑкӑртатса илчӗ Макар, миххе ҫыхнӑ тӗвве шӑлӗпе туртса салтса.

Аркашка, чупнӑ май анса ларакан йӗмне ҫӗкле-ҫӗкле, чӑх картине вӗҫтерчӗ. Тепӗр самантран унта автан тискеррӗн ҫухӑрашни илтӗнчӗ. Анчах вӑл вилес пек хӑраса ӳкнӗ, сиксе сывлакан автана кӑкӑрӗ ҫумне хӗстерсе пынӑ ҫӗре Макар михӗ умӗнче аптӑранипе ӗнсине хыҫса тӑратчӗ: «гвардеец», ҫуначӗсене сарса пӑрахса михӗре выртать, хӑй вилес умӗн ҫавра сарӑ куҫӗсене ҫавӑрса пӑрахнӑ.

— Мӗн пулнӑ ӑна? — ыйтрӗ тӗлӗннӗ Аркашка.

— Йӑнӑш! Чирлӗ-им?

— Калатӑп-ҫке сана, йӑнӑш пулчӗ.

— Мӗн йӑнӑшӗ пултӑр автанӑн? Тӗлӗнтеретӗн эсӗ!

— Автанӑн мар, айван этем, манӑн йӑнӑш пулчӗ. Ҫӗклесе килеттӗм те ӑна, вӑл михӗрех, халӑх умӗнче мана намӑса яма шутланӑ, — шӑпах правлени тӗлне ҫитнӗччӗ, — ну, эпӗ ун пуҫне кӗлт ҫеҫ айккинелле пӑртӑм… Ӑнланатӑн-и, кӗлт ҫеҫ, халӗ куратӑн-и, мӗн пулса тухнӑ. Илсе кил хӑвӑртрах пуртӑ, атту ним усӑсӑр кӑнса выртать.

Пуҫне татнӑ автана Макар ҫатан урлӑ ывӑтрӗ, крыльца умӗнче тем кӑштӑртатакан кил хуҫи арӑмне кӑшкӑрчӗ:

— Эй, аннеҫӗм! Тӗкне тат сивӗниччен, ыран салма пӗҫерӗн!

Аркашкӑна пӗр сӑмах каламасӑр, вӑл каллех Бесхлебнов патне кайрӗ. Лешӗ малтан кутӑнлашрӗ, «капла эсӗ ман чӑхсене пурне те тӑлӑха хӑваратӑн!» — терӗ, кайран ҫапах иккӗмӗш автанне сутрӗ. Аркашкӑпа автан улӑштарчӗҫ, тепӗр темиҫе минутран Аркашкӑн пуҫне татнӑ автанӗ ҫатан урлӑ вӑркӑнчӗ, кӑмӑлӗ ҫитнипе чунтан савӑнса, Макар кил хуҫи арӑмне кӑшкӑрса каларӗ:

— Ил ҫав йӗксӗке, аннеҫӗм! Тӗкне тат та тӳрех хурана яр ӑна — дисциплинӑна пӗлмен усала!

Вӑл, пысӑк та кирлӗ ӗҫ тунӑ ҫын пек, урама тухрӗ. Чунтан шеллесе, пуҫне сулкаласа, куҫӗпе ӑсатса ячӗ ӑна Аркашка арӑмӗ, Макар хӑйсен кил картинче автан юнне ним хӗрхенмесӗр юхтарнӑран хытӑ тӗлӗнсе. Аркашка, шӗвӗр пӳрнине ҫамки ҫине тытса, ӑна енчен енне пӑркаларӗ те тӗлӗнсе тӑракан арӑмне каларӗ:

— Сӳтӗлнӗ! Лайӑх ҫын, анчах сӳтӗлнӗ. Йӑлтах ухмаха ернӗ, урӑх нимӗн те мар. Мӗн чухлӗ ларать вӑл, мӑнтарӑн, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе! Пӗтерчӗҫ ӑна акӑлчан чӗлхисем, мур илесшӗсем!

Пӗчченлӗхе паттӑр тӳссе ирттерекен Макар ҫавӑнтанпа кашни ҫӗр автан юррине ним чӑрмавсӑр итленӗ. Кӑнтӑрла вӑл кунӗ-кунӗпе хӗрарӑмсемпе, ачасемпе пӗрле хирте ҫум ҫумланӑ, каҫхине, ҫу яшкипе ҫӗт ҫисе, акӑлчан чӗлхине вӗренме ларнӑ, ҫур ҫӗр ҫитессе тӳсӗмлӗн кӗтнӗ.

Часах унпа Ҫӑрттан мучи пӗрлешрӗ. Пӗрре каҫхине, алӑка ерипен шаккаса, вӑл:
— Кӗме юрать-ши? — тесе ыйтрӗ.

— Кӗр. Эс мӗн тума килтӗн? — кӑмӑлсӑртарах ыйтупа кӗтсе илчӗ ӑна Макар.

— Мӗнле калас… — аптрарӗ Ҫӑрттан мучи, — Тен, эп саншӑн ҫав тери тунсӑхласа ҫитнӗ, Макарушка. Чим-ха, хӑй ҫути пур чухне кӗрсе курас ӑна, тетӗп.

— Эсӗ мӗн, маншӑн тунсӑхлама хӗрарӑм мар пулӗ вӗт?

— Ватӑ ҫын хӑш чухне хӗрарӑмран та ытларах тунсӑхлать. Манӑн ӗҫӗ те питӗ кичем-ҫке: ялан ӑйӑрсем патӗнче, ялан ӑйӑр пӑхатӑн, йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана ҫав чӗлхесӗр янавар! Эсӗ ӑна ырӑ сӑмах калатӑн, вӑл ним шарламасӑр сӗлӗ кӳпет, хӳрине авӑсать. Мана ку мӗн усси? Тата леш качака таки, аҫа ҫапасшӗ пуҫне! Хӑҫан ҫывӑрать-ши ҫав качака тени, Макарушка? Ҫӗрле куҫа кӑшт хупатӑн ҫеҫ — вӑл, усал, ҫитсе те тӑрать. Миҫе хут мана вӑл, ҫывӑраканскере, хӑй чӗрнипе таптанӑ! Вилес пек хӑратать те, вара куҫран тӗксен те, пурӗ пӗр ҫывӑраймастӑп, шабаш! Ытла путсӗр, сиенлӗ качака, пурнӑҫ памасть вӑл мана! Ҫӗрӗпех витере е утӑлӑхра ҫӳрет. Айта пусатпӑр ӑна, Макарушка?

— Ну, ун пек калаҫупа тухса кай кунтан! Эп правленири качака такисен хуҫи мар, вӗсен командирӗ Давыдов, ун патне кай.

— Турӑ ҫырлахтӑрах, эпӗ качака таки пирки килмен кунта, сана ҫеҫ кӗрсе курас килчӗ. Пар-ха мана пӗр-пӗр интереслӗ кӗнеке, эпӗ вара сан патра лӑпкӑ ҫеҫ ларӑп, шӑтӑкри шӑши пек. Сана та хаваслӑрах пулӗ, мана та. Эпӗ сана пӗр чӗптӗм те кансӗрлемӗп!

Макар шухӑшларӗ те килӗшрӗ. Ҫӑрттан мучие вырӑс чӗлхи словарьне тыттарса, каларӗ:

— Юрӗ, лар пӗрле, вула, анчах хӑв ӑшра, тутусене вылятса ан лар, ан ӳсӗр, ачху ан ту — кӗскен каласан, нимле сасӑ та ан кӑлар! Табак туртма хам команда парӑп. Задача паллӑ-и?

— Пуринпе те килӗшетӗп эп, анчах ачху пирки мӗнле-ха? Сасартӑк, ҫӗр ҫӑтасшӗ пуҫне, ачху килсен, мӗнле вара? Хам должноҫа кура ман сӑмса шӑтӑкӗсенче ялан утӑ тусанӗ тӑп-тулли. Хӑш чух эп ҫывӑрнӑ вӑхӑтра та ачху тӑватӑп. Вара пирӗн мӗн тӑвас-ха?

— Пуля пек ҫенӗхе!

— Эх, Макарушка, манран пуля япӑх ҫав, тутӑхнӑ! Эпӗ ҫенӗхе чупса ҫитиччен вунӑ хут ачху тума, пилӗк хут шӑнкарса пӑрахма ӗлкӗретӗп.

— Эсӗ васка, старик!

— Хӗр качча кайма васканӑ, тет те, каччи тупӑнман, тет. Пӗр ырӑ ҫын тупӑннӑ та ӑна инкекрен хӑтарнӑ. Пӗлетӗн-и, хӗртен венчетсӗрех мӗн пулса тухнӑ? Ла-а-йӑх матка! Манпа та ҫавӑн пек пулма пултарать: васкӑп та, чупнӑ май ҫылӑха кӗрӗп, вара эс мана кунтан тӳрех хӑваласа кӑларатӑн, ӑна эпӗ пӗлсех тӑратӑп!

Макар кулса ячӗ:

— Эсӗ тирпейлӗрех васка, хӑвӑн авторитетна пӗтерме юрать-и вара. Кӗскен каласан, акӑ мӗн: шӑплан, мана ан чӑрмантар, вула та культурӑллӑ старик пул.

— Тепӗр ыйту пама юрать-и? Ан ҫиллен ӗнтӗ, Макарушка, вӑл ман юлашки ыйту.

— Ну? Хӑвӑртрах!

Ҫӑрттан мучи сак ҫинче именсе хускалкаларӗ, сӑмахӗсене чӑмлакаласа, каларӗ:

— Пӗлетӗн-и, акӑ мӗн… Вӑл, мӗнле калас, нимех те мар та, анчах ман карчӑк уншӑн питӗ кӳренет. «Ҫывӑрма памастӑн!» — тет. Ыйтас килет, эп айӑплӑ-и-ха ӗнтӗ?

— Ӗҫ ҫинчен кала!

— Ҫав ӗҫ ҫинчен калатӑп та ӗнтӗ. Ман, пӳсӗртен-и е урӑх чиртен, хырӑм хӑрушӑ кӗрлет, ҫумӑр пӗлӗтӗнчи аслати пек кӗмсӗртетет! Вара эпир санпа мӗн тӑвӑпӑр? Вӗренӳре ку та чӑрмав-ҫке-ха?

— Ҫенӗхе! Кунта нимле аслати те, ҫиҫӗм те ан пултӑр! Задачӑ паллӑ-и?

Ҫӑрттан сӑмах чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ, ассӑн сывласа илсе, словаре уҫрӗ. Ҫур ҫӗрте вӑл, Макар ертсе пынипе тата вӑл ӑнлантарса пынипе, малтанхи хут автансене итлерӗ, тепӗр виҫӗ кунтан вӗсем чӳрече янаххи ҫинче иккӗш юнашар выртрӗҫ, Ҫӑрттан мучи чунтан савӑнса ҫапла пӑшӑлтатрӗ:

— Эй, турӑҫӑм, турӑҫӑм! Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫав автансен хӳри ҫине таптаса пурӑннӑ, ачаранпах чӑхсем патӗнче ӳснӗ, анчах вӗсен юррин ҫак илемне ӑнланма пӗлмен. Ну, халӗ эп те пӗлекен пултӑм ӗнтӗ! Макарушка, Майданниковӑн шуйттанӗ мӗнле янӑратать, э? Чат Брусилов генерал, тупата!

Макар ҫилленчӗ, анчах лӑпкӑн пӑшӑлтатса илчӗ:

— Каларӗ! Эс, мучи, пирӗн генералсене итлесчӗ — кусем хамӑрӑн, чӑн-чӑн сасӑсем. Мӗн вӑл сан Брусилову? Пӗр енчен, вӑл патша генералӗ пулнӑ — апла пулсан, маншӑн шанчӑксӑр этем, тепӗр енчен — куҫлӑхлӑ интеллигент. Унӑн сасси те иксӗмӗр ҫисе янӑ Аркашка автанӗн сасси евӗрлӗ пулнӑ пулӗ. Сасӑсене те политика енчен хаклама пӗлес пулать. Акӑ, сӑмахран, пирӗн дивизире бас пурччӗ — пӗтӗм ҫаршӑн бас! Анчах ирсӗр этем пулчӗ: тӑшман енне куҫрӗ. Мӗнле шутлатӑн, вӑл халӗ те маншӑн бас тетӗн-и? Аҫа ҫаптӑр пуҫне! Халӗ вӑл маншӑн сутӑнчӑк фистуля, бас мар!

— Макарушка, политикӑ вӑл автансене тивмест пулӗ? — хӑюсӑр ыйтрӗ Ҫӑрттан мучи.

— Автансене те тивет! Майданников автанӗ вырӑнӗнче пӗр-пӗр кулак автанӗ пулсан — эпӗ ана, паразита, ӗмӗрте те итлес ҫук! Мӗн шуйттан тума кирлӗ мана кулак хӳрешки!.. Ну, ҫитӗ калаҫма! Эс хӑв кӗнекӳпе лар, эп хам кӗнекепе, тӗрлӗ ухмахла ыйтусемпе мана ан чӑрмантар. Чӑрмантарсан, ним хӗрхенмесӗр хуса кӑларатӑп.

Ҫӑрттан мучи автан юррине чи юратакан, хисеплекен ҫын пулса тӑчӗ. Макара вӑлах ӗнтӗ Майданниковсен автанне кайса курма ӳкӗте кӗртрӗ. Ӗҫпе пынӑ пек, вӗсем Майданников кил картине пырса кӗчӗҫ. Кондрат ҫуллахи ҫӗртме тунӑ ҫӗрте, хирте, пулнӑ. Макар унӑн арӑмӗпе калаҫрӗ, сӑмах майӑн тенӗ пек, мӗншӗн ҫум ҫумлама кайман тесе ыйтрӗ, хӑй кил карти тӑрӑх мӑнаҫлӑн ҫӳрекен автана шӑтарас пек пӑхрӗ. Автанӗ питӗ ырӑ та кӗрнеклӗ, хӗрлӗ тӗкӗсем капӑр. Автан Макар кӑмӑлне кайрӗ. Калинккерен тухнӑ чух вӑл, сӑмах чӗнмесӗр пыракан Ҫӑрттан мучие чавсипе тӗксе:
— Мӗнле? — тесе ыйтрӗ.

— Сассине кура кӗрнекӗ. Архирей ку, автан мар! Танлаштару Макара ҫав тери килӗшмерӗ, анчах вӑл ним те шарламарӗ. Вӗсем правлени тӗлнех ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк Ҫӑрттан, куҫне чарса пӑрахса, Макара гимнастерка ҫаннинчен ярса тытрӗ:

— Макарушка, пусма пултараҫҫӗ!

— Кама?

— Мана мар ӗнтӗ, турӑ ҫырлахах, автана!

— Мӗншӗн пусаҫҫӗ-ха ӑна? Мӗн сӑлтавпа? Ӑнланмастӑп эп сана, тем сӳпӗлтететӗн;эс!

— Мӗн ӑнланмалла мар-ха ӗнтӗ? Вӑл ҫӗрнӗ тислӗкрен те ватӑрах, ҫулӗпе вӑл манпа тантӑш, тен, ватӑрах та пулӗ. Эпӗ ку автана ачаранпах астӑватӑп!

— Ан суй, мучи! Автансем ҫитмӗлшер ҫул пурӑнмаҫҫӗ, ҫутҫанталӑк законӗсенче ун ҫинчен нимӗн те ҫырман. Пӗлетӗн-и?

— Пурӗ пӗрех ватӑ вӑл, сухалӗнчи тӗкӗсем йӑлт кӑвакарнӑ. Е эсӗ асӑрхамарӑн-и? — шӑртланса тавӑрчӗ Ҫӑрттан мучи.

Макар кӗли ҫинче вӑртах каялла ҫаврӑнчӗ. Вӑл, сулмаклӑн та сарлакан яра-яра пусса, хӑвӑрт утрӗ, Ҫӑрттан мучие, унран юлас мар тесе, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе чупса пыма лекрӗ. Темиҫе минутранах вӗсем каллех Майданников кил картине пырса ҫитрӗҫ. Макар Лушкӑран асӑнмалӑх юлнӑ чӗнтӗрлӗ тутӑрӗпе ҫамки ҫинчи тарне шӑла-шӑла типӗтрӗ, Ҫӑрттан мучи, ҫӑварне карса пӑрахса, ҫур кун тилӗ хыҫҫӑн хӑваланӑ вӗшле йытӑ пек сывлать. Унӑн кӗрен чӗлхи ҫинчен шӗвӗр сухалӗ ҫине тумлам-тумлам тӑрӑ сӗлеке юхса анать.

Кондрат арӑмӗ, вӗсем патне пырса, кӑмӑллӑн ыйтрӗ:

— Мӗн те пулин манса хӑвартӑр-им?

— Калама астуман сана, Прохоровна, акӑ мӗн: хӑвӑр автана эс ан пуснӑ пул.

Ҫӑрттан мучи ыйту палли пек авӑнчӗ, аллине малалла тӑсрӗ, таса мар шӗвӗр пӳрнипе сулкаласа, йывӑррӑн сывласа, аран-аран хӑйӑлтатрӗ:

— Турӑ сыхлатӑрах!..

Макар ун ҫине кӑмӑлсӑр ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑй малалла каларӗ:

— Эпир ӑна санран колхоз валли ӑратлӑх туянасшӑн, улӑштарма та пулать, мӗншӗн тесен сӑнне кура, вӑл лайӑх ӑратран, тен, ун мӑн аслашшӗсене, хамӑр патра ҫӗнӗ ӑрат ӗрчетме, пӗр-пӗр Англирен е темле Голландирен илсе килнӗ. Шатра сӑмсаллӑ голландски хур аҫисем пулаҫҫӗ-и? Пулаҫҫӗ. Тен, ҫак автан та Голланди нацийӗ, — эсӗ ӑна пӗлместӗн-и? Ну, эпӗ те пӗлместӗп, апла пулсан, ӑна пусма юрамасть ниепле те.

— Вӑл ӗнтӗ ӑратлӑха юрӑхсӑр, ытла та ватӑ, эпир ӑна троицӑ тӗлне пусас та ҫӗнӗ автан тупас тенӗччӗ.

Ку хутӗнче Ҫӑрттан мучи Макара чавсипе тӗксе илчӗ: эп мӗн каларӑм сана? — анчах Макар ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, Майданников арӑмне малалла ӳкӗтлерӗ:

— Ватлӑх — инкек мар, пире ӑратлӑха юрать, эрехре шӳтернӗ тулӑпа лайӑх тӑрантарӑпӑр та, чӑхсене вал мӗнле пӑхӗ — тусан вӗҫсе тӑрӗ! Кӗскен каласан, ҫак хаклӑ автана пӗтерме юрамасть ниепле те. Задача паллӑ-и сана? Ну юрӗ! Ҫӑрттан мучи сана паян ҫамрӑк автан кӳрсе парӗ.

Макар ҫав кунах Демка Ушков арӑмӗнчен юрӑхлӑ хакпа хуҫалӑхра ытлашши автана туянчӗ те, Ҫӑрттан мучи ӑна Майданников патне кайса пачӗ.

Юлашки йывӑрлӑха ҫӗнтернӗ темелле ӗнтӗ. Анчах хутор тӑрӑх кулӑшла хыпар сарӑлчӗ: Макар Нагульнов тем шутпа ӑҫта пынӑ унта, курттӑмӑн та, уйрӑмшарӑн та автансем туянать, вӗсемшӗн пысӑк укҫа тӳлет имӗш. Ну, ҫакӑн хыҫҫӑн хаваслӑ шӳте юратакан Разметнов мӗнле тӳссе тӑтӑр-ха ӗнтӗ? Хӑйӗн тусӗ тӗлӗнмелле хӑтланни ҫинчен илтсен, вӑл пӗтӗмпех хӑй тӗрӗслеме шут тытать, каҫхине, вӑхӑт нумая кайсан, вӑл Нагульнов патне хваттере пырса кӗрет.

Макарпа Ҫӑрттан мучи сӗтел хушшинче хулӑн кӗнекесем вуласа ларатчӗҫ. Хӑюне ытлашши хӑпартнӑ лампа тӗтӗм мӑкӑрлантарать. Пӳлӗмре хӑрӑм вӗҫет, лампа труби ҫине тӳрех тӑхӑнтарса лартнӑ, ӗнсе ҫурмалашнӑ абажуртан ҫуннӑ хут шӑрши кӗрет, пӳлӗмре шӑп, пуҫламӑш шкулӑн пӗрремӗш класӗнче чистописани урокӗ вӑхӑтӗнче кӑна ҫавӑн пек пулать. Разметнов шаккамасӑр кӗчӗ, алӑк умӗнче чарӑнса, ӳсӗркелесе тӑчӗ, анчах тӑрӑшса вулакансенчен ӑна пӗри те асӑрхамарӗ. Вара, кулса ярасран аран-аран чӑтса, Разметнов хыттӑн:
— Нагульнов юлташ кунта пурӑнать-и? — тесе ыйтрӗ.
Макар пуҫне ҫӗклерӗ, Разметнова куҫран тинкерсе пӑхрӗ. Ҫук, каҫхи хӑна ӳсӗр мар, анчах ахӑлтатса кулса ярас пек тӑрать, тути чӗтрет. Макарӑн куҫӗсем тӗксӗммӗн ҫутӑлса илсе хӗсӗнчӗҫ. Вӑл лӑпкӑн каларӗ:

— Эс, Андрей, хӗрсем патне улаха кай, манӑн, куратӑн, санпа вӑхӑта сая яма май ҫук.

Макар хӑйпе пӗрле савӑнма пачах шутламаннине курса, Разметнов сак ҫине ларчӗ те табак туртса ячӗ, хӑй чӑнласах ыйтрӗ:

— Тӗрӗссипе кала-ха: мӗн тума туяннӑ эс вӗсене?

— Салма та купӑста яшки пӗҫерме. Эсӗ мӗн, эп вӗсенчен хуторти хӗрсене ҫитерме мороженӑй тӑватӑп тесе шутланӑ-и?

— Мороженӑй, паллах, ман асра та пулман, анчах тӗлӗнессе тӗлӗннӗ: мӗн тума ҫавӑн чухлӗ автан кирлӗ пулнӑ-ха ӑна, тетӗп, тата мӗншӗн автансем ҫеҫ кирлӗ?

Макар кӑмӑллӑн кулса илчӗ:

— Салма яшкинче автан киккирикне юрататӑп, ҫавӑ кӑна. Эсӗ эп автансем туяннинчен тӗлӗнетӗн, а эп, Андрей, акӑ мӗншӗн тӗлӗнетӗп — мӗншӗн-ха эс ҫум ҫумлама ҫӳреместӗн?

— Манӑн унта мӗн тӑвас вара? Хӗрарӑмсем мӗнле ӗҫленине пӑхса ҫӳрес-и — унта бригадирсем те пур.

— Пӑхса ҫӳремелле мар, хӑвӑн ҫумламалла. Разметнов, аллисемпе сулса, хаваслӑн кулса ячӗ.

— Манӑн вӗсемпе пӗрле анра ҫарӑк ҫумламалла-и? Ну, тӑванӑм, каҫар! Арҫын ӗҫӗ мар ку, ҫитменнине эпӗ ахаль ҫын та мар, ялсовет председателӗ.

— Пысӑк шишках мар. Тӳрех калас пулать, тӳрем ҫӗрти ахаль шишка кӑна! Мӗншӗн-ха эпӗ анра ҫарӑкне те, ытти ҫум курӑкне те вӗсемпе танах ҫумлатӑп, эсӗ пултараймастӑн иккен?

Разметнов хулпуҫҫисене хускатса илчӗ:

— Пултараймастӑп мар, казаксем умӗнче намӑса кӗрес мар, тетӗп.

— Давыдов нимле ӗҫе те тиркемест, эпӗ те ҫавах, мӗншӗн-ха эсӗ кӑна картусна пуҫ тӳпине лартатӑн та кунӗ-кунӗпе хӑвӑн Советӑнта ларатӑн, е ҫӗтӗк-ҫатӑк портфельне хул хушшине хӗстеретӗн те хутор тарӑх ӑш вӗҫнӗ ҫын пек ҫӳретӗн? Эс, Андрей, пӑрах ун пек хӑтланма! Ыранах пӗрремӗш бригадӑна вӗҫтер, кӑтарт хӗрарӑмсене граждан вӑрҫи паттӑрӗсем мӗнле ӗҫлеме пултӑрнине!

— Эсӗ мӗн, ухмаха ернӗ-и е шӳт тӑватӑн-и? Ҫакӑнтах ҫапса пӑрахсан та каймастӑп! — Разметнов пирус тӗпне ҫилленсе ывӑтрӗ те сак ҫинчен сиксе тӑчӗ. — Ҫынна култарас килмест! Арҫын ӗҫӗ мар вӑл — ҫум ҫумласси! Тен, ҫӗр улми купалама кай, тейӗн тата?

Макар, кӑранташ татӑкӗпе сӗтел ҫине лӑпкӑн шаккаса илчӗ:

— Арҫын ӗҫӗ вӑл — парти хушнӑ ӗҫ. Калаҫҫӗ мана, сӑмахран: кай, Нагульнов, контра пуҫне касма, — савӑнсах каятӑп! Калаҫҫӗ: кай ҫӗр улми купалама — савӑнмастӑп, анчах каятӑп. Калаҫҫӗ: кай ӗне сума, — шӑла ҫыртатӑп та пурпӗрех каятӑп! Ҫав ӗне тенине, хам пӗлнӗ пек, чӗччисенчен енчен енне турткалӑп, сӑвасса, йӗксӗке, сӑватӑпах!

Разметновӑн хӗрсе кайни ирте пуҫларӗ, кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ:

— Сан аллупа шӑпах ӗнӗ сумалла ҫав. Эсӗ ӑна тӳрех туртса ӳкеретӗн!

— Ӳкерсен — каллех тӑрататӑп, сӑвасса мӗн ҫӗнтериччен, юлашки тумлам сӗт юлмиччен сӑватӑп. Ӑнланатӑн-и? — унтан, ответ кӗтмесӗрех, шухӑша кайса, малалла каларӗ: — Эсӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх, Андрюха, хӑв арҫынлӑхупа та казаклӑхупа ытла ан мухтан. Пирӗн парти чысӗ унта мар, ҫапла шутлатӑп эпӗ. Акӑ пӗркун района каятӑп, ҫӗнӗ секретаре курма, ҫул ҫинче Тубянскри ячейка Секретарьне Филонова тӗл пултӑм, ыйтать вӑл манран: «Ӑҫталла ҫул тытрӑн, райкома мар-и?», тет. Райкома, тетӗп. «Ҫӗнӗ секретарь патне-и?» Ҫавӑн патне, тетӗп. «Ну, апла пулсан, пирӗн ҫаран ҫине кӗр, вӑл унта», тет. Пушӑ аврипе ҫултан сулахаялла тӗллесе кӑтартать. Пӑхатӑп: унта хӗрсех ҫулаҫҫӗ, ултӑ лобогрейка ҫӳрет. Эсир мӗн, ӑсран тухрӑр-им, ытла ир ҫулатӑр? — тесе ыйтатӑп. Вӑл калать. «Унта пирӗн курӑк мар, ҫара хыт хура та тӗрлӗ талпиҫен, ҫавӑнпа ӑна силослӑх ҫулма йышӑнтӑмӑр». Хӑвӑр йышӑнтӑр-и? — тесе ыйтатӑп. «Ҫук, — тет вӑл, — ӗнер секретарь килчӗ те пирӗн уйсене пӑхса ҫӳрерӗ, ҫав хыт хура ҫине пырса кӗчӗ те, ну, ыйтать пирӗнтен: ку хыт хурапа мӗн тӑвӑпӑр? — тет. Ҫӗртме сухи тӑвӑпӑр,терӗмӗр эпир, вӑл кулса ячӗ те калать: сухалама айван та пӗлет, силослӑх ҫулса илсен — ӑслӑрах пулать».

Макар чарӑнчӗ, Разметнов ҫине сӑнаса пӑхса илчӗ.

— Секретаре куртӑн-и эс? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ Разметнов.

— Курмасӑр! Ҫултан пӑрӑнтӑм та пӗр икӗ километр кайрӑм — икӗ урапа лараҫҫӗ; пӗр мучи вут ҫинче пӑтӑ пӗҫерет, урапа айӗнче вӑкӑр пек тӗреклӗ, сарлака пит-куҫлӑ йӗкӗт выртать, ура тупанне хыҫкалать, ҫулҫӑллӑ туратпа шӑнасене хӑвалать. Секретарь майӗ ҫук: ҫара уран выртать, пичӗ-куҫӗ — ала пек. Секретарь пирки ыйтрӑм та — ҫак йӗкӗт кулать: «Вӑл, тет, ирех лобогрейка ҫинче ман вырӑна йышӑнчӗ, ав вӑл хир тӑрӑх вӗҫтерет, ҫулать». Эп ут ҫинчен антӑм та ӑна урапаран кӑкартӑм, хам ҫулакансем патне утрӑм. Пӗр лобогрейка иртсе кайрӗ, ун ҫинче улӑм шӗлепке тӑхӑннӑ мучи ларса пырать, кӗпи ҫурӑк, тарпа исленнӗ, пиртен ҫӗленӗ йӗмӗ урапа маҫӗпе вараланнӑ. Паллах — секретарь мар. Теприн ҫинче — шакла пуҫлӑ ҫамрӑк ача, кӗпине хывнӑ, тарланипе хӑй ҫу сӗрнӗ евӗрлех, хӗвел ҫинче хӗҫ пек йӑлтӑртатать. Паллах ӗнтӗ, секретарь мар, тетӗп. Секретарь косилка ҫине кӗпе хывса ларас ҫук. Малалла пӑхрӑм та, ыттисем те пурте кӗпесӗр! Ак тамаша, пӗл-ха унта, хӑшӗ вӗсенчен секретарь! Интеллигент сӑнарӗнчен уйӑрса илетӗп, тесе шутлатӑп, пурне те хам умран ирттерсе ятӑм — ҫавах пӗлеймерӗм, мур илесшӗ! Пурте пилӗк таран ҫарамас, пурте пӗр евӗрлӗ, пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫа пек, вӗсенчен хӑшӗ секретарь иккенне ҫамки ҫине ҫырса хуман. Ак сана интеллигент сӑнарӗ! Пурте интеллигент пулса тухрӗҫ. Чи ҫӑмламас пупӑн ҫӳҫне шакла кас та салтаксем ҫӑвӑнакан мунчана кӗртсе яр, — тупайӑн-и эс ҫав пупа? Кунта та ҫавах.

— Эсӗ, Макарушка, лериги ҫыннисене ан тӗкӗн: ҫылӑх! — хӑюсӑр хушса хучӗ Ҫӑрттан мучи, ку таранччен ним чӗнмесӗр шӑпӑрт ларнӑскер.

Макар ун ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ те малалла калама пуҫларӗ:

— Урапасем патне каялла пытӑм та йӗкӗтрен ыйтатӑп: ҫулакансенчен хӑшӗ секретарь? А вӑл, ала пит-куҫлӑ айван, калать: секретарь кӗпесӗр, тет. Эсӗ куҫна сӑтӑркала-ха, шӑна вараласа хӑварнӑ ӑна, тетӗп, косилка ҫинче, мучисӗр пуҫне, пурте кӗпесӗр, тетӗп. Вӑл урапа айӗнчен тухрӗ, куҫӗсене сӑтӑркаларӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ! Пӑхрӑм та хам та кулса ятӑм: эпӗ урапасем патне таврӑннӑ хушӑра мучи те кӗпипе шӗлепкине хывса пӑрахнӑ, йӗм вӗҫҫӗнех пуринчен малта ҫӗмӗрттерсе пырать, кукши кӑна йӑлтӑртатать, кӑвак сухалӗ ҫилпе ҫурӑмӗ хыҫӗнчех вӗлкӗшет. Хыт хура ҫинче акӑш пек ишсе пырать. Шутлатӑп хам: ак япала! Райком секретарӗ вӗсем патне хуларан мӗнле йӑла илсе килнӗ — ҫеҫен хирте ҫара пакартан ҫӳреме вӗрентнӗ, ватӑ мучие те пулин ҫылӑха кӗртнӗ. Сарлака пит-куҫлӑ каччӑ мана вӗсем патне илсе пычӗ те секретаре кӑтартрӗ. Эпӗ — ун патне, косилка айккипе пыратӑп, хам ҫинчен пӗлтеретӗп, унпа паллашма райкома кайма тухни ҫинчен каласа паратӑп, вӑл кулса ячӗ, лашисене чарчӗ та калать: «Лар, лашасене тытса пыр, ҫулӑпӑр тата санпа та паллашӑпӑр, Нагульнов юлташ», тет. Лашасене тытса пыракан ачана хуса ятӑм та ун вырӑнне лартӑм, лашасене тапратрӑм. Ну, тӑватӑ хут ҫаврӑннӑ ҫӗре паллашрӑмӑр… Аван йӗкӗт! Пирӗн ун пек секретарьсем пулман-ха. «Эпӗ, тет, кӑтартӑп-ха сире, Ставрополь тӑрӑхӗнче мӗнле ӗҫленине! Сирӗн лампаслӑ шалавар тӑхӑнаҫҫӗ, а пирӗн лайӑхрах ҫулаҫҫӗ», — тесе кулать. Пӑхӑпӑр-ха, тетӗп ӑна, кам лайӑхрах ӗҫленине: мухтанӑ хӗр туйӗнче намӑс курнӑ, теҫҫӗ. Пурин ҫинчен те пӑртак ыйтса пӗлчӗ вӑл, унтан калать: «Каях киле, Нагульнов юлташ, кӗҫех эп сирӗн пата ҫитетӗп», — тет.

— Тата мӗн каларӗ-ха вӑл? — хавасланса ыйтрӗ Разметнов.

— Урӑх нимех те каламарӗ. Тата Хопров ҫинчен ыйтрӗ: активист пулнӑ-и вӑл е ҫук? — тет. Мӗн активист пултӑр унтан, тетӗп ӑна, — мемме, активист мар.

— Вӑл мӗн тет?

— Ыйтать: мӗншӗн-ха, тет, ӑна арӑмӗпе пӗрлех вӗлернӗ? Кулаксем темшӗн те вӗлерме пултарнӑ, тетӗп. Юрайман вӗсене, ҫавӑнпа вӗлернӗ.

— Вал мӗн тет?

— Тутисемпе чӑмлакаларӗ, йӳҫӗ улма ҫинӗ пек, те тем каларӗ, те ӳсӗрсе илчӗ: «гм, гм» — текелерӗ, уҫӑмлӑ нимех те каламарӗ.

— Хопровсем ҫинчен ӑҫтан илтнӗ-ха вӑл?

— Чӗмере пӗлет ӑна. Районти ГПУ пӗлтернӗ пулӗ, урӑх кам пултӑр.

Разметнов ним шарламасӑр татах тепӗр пирус туртса ячӗ. Вӑл темле тарӑн шухӑша кайса ларчӗ, Нагульнов патне хӑй мӗншӗн килнине те манса кайрӗ. Сывпуллашнӑ чух Макара тӳрех куҫран пӑхса йӑл кулчӗ те каларӗ:

— Ман пуҫра пурте вырӑна ларчӗ! Ыран кӑвак ҫутӑллах пӗрремӗш бригадӑна каятӑп. Ан пӑшӑрхан, Макар, ҫум ҫумланӑ ҫӗрте ҫурӑма хӗрхенсе тӑмӑп. Анчах эс вырсарникун ҫур литр эрех лартӑнах, пӗлсех тӑр!

— Лартӑп-ҫке, пӗрле ӗҫӗпӗр, лайӑх ҫумлан пулсан. Анчах ыран иртерех кай, хӗрарӑмсене ӗҫе мӗнле тухмаллине кӑтартса пар. Ну, чипер кай! — тесе сывлӑх сунчӗ те Макар каллех тимлесе вулама ларчӗ.

Ҫур ҫӗр ҫитеспе, хутор ҫине ним сас-чӳ илтӗнми шӑплӑх ансан, Ҫӑрттан мучипе иккӗшӗ малтанхи автансем авӑтнине чаплӑн итлерӗҫ, вӗсен юррипе кашни хӑй пӗлнӗ пек хытӑ хӗпӗртерӗ.

— Архирей соборӗнчи пек, — кӑмӑлӗ тулнипе чунтан савӑнса селӗп чӗлхипе пӑшӑлтатрӗ Ҫӑрттан.

— Утлӑ стройри пек! — терӗ Макар, лампӑн хуралса кайнӑ труби ҫине шухӑшлӑн пӑхса.

Ҫапла пуҫланчӗ ҫак тӗлӗнмелле, нихҫан пулман юрату, Макар уншӑн кӗҫех пуҫне хумарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех