Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 32-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.11 21:57

Пуплевӗш: 430; Сӑмах: 4737

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Алкумне кӗрсенех, атти ҫумне ҫыпҫӑнса тулнӑ, тасатса тасалми пылчӑка йӗпе акаци шӑпӑрӗпе шӑлса тасатнӑ чухнех, Разметнов Нагульнов пӳлӗмӗнчен алӑк хушӑкӗ витӗр тулалла ҫутӑ пайӑрки чалӑшшӑн ӳкнине курчӗ. «Ҫывӑрмасть Макар. Унӑн тата мӗншӗн ыйхи ҫук-ши?» — тесе шухӑшласа илчӗ Андрей, алӑка шӑппӑн уҫнӑ хушӑра.

Хаҫатран тунӑ, ҫункаласа хуралнӑ абажурпа витӗнсе тӑракан пилӗк линиллӗ пӗчӗк лампа кӗтесри сӗтеле, уҫса хунӑ кӗнекене тӗксӗмреххӗн ҫутатать. Макарӑн ҫӳҫӗ тӑрмаланса тӑракан пуҫӗ сӗтел умне тимлӗн пӗшкӗннӗ, сылтӑм аллипе питҫӑмартине тӗревленӗ, сулахай аллипе, тарӑхнӑн, ҫӳҫне ҫатӑртаттарса тытнӑ.

— Сывлӑх сунатӑп, Макар! Мӗне пула ыйху вӗҫнӗ-ха санӑн?

Нагульнов пуҫне ҫӗклерӗ, Андрей ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ.

— Эсӗ мӗн тума килтӗн?

— Калаҫса ларма кӗтӗм. Чӑрмантартӑм-им?

— Чӑрмантартӑн-и, чӑрмантармарӑн-и, ҫапах та, пӗр килнӗскер, лар, сана хӑваласа кӑларса яраймӑп.

— Мӗн вулатӑн ара эсӗ?

— Пӗр ӗҫ тупрӑм-ха. — Макар, темскер кӗтнӗ пек, Разметнов ҫинелле пӑхкаласа, кӗнекине алтупанӗпе витсе хучӗ.

— Маришка патӗнчен тухса кайрӑм эпӗ. Пӑрахсах тухрӑм… — тесе, ассӑн сывласа ячӗ теАндрей, пукан ҫине йывӑррӑн пырса ларчӗ.

— Тахҫанах ҫапла тумаллаччӗ.

— Мӗншӗн?

— Чӑрмантаратчӗ вӑл сана, халӗ пурнӑҫӗ ҫавнашкал-ҫке, мӗн ытлашшине пурне те хӑв ҫумӑнтан сирсе ывӑтмалла. Пирӗн, коммунистсен, халӗ кирлӗ мар ӗҫсемпе аппаланмалли вӑхӑт мар!

— Пирӗн хамӑрӑн хушшӑмӑрти юрату пулсан, епле кирлӗ мар ӗҫ пултӑр-ха вӑл?

— Ну, мӗн юратӑвӗ унта? Вӑл юрату мар. Эсӗ пуху ирттеретӗн, вӑл пур сан ҫинчен куҫне илмест, кӗвӗҫсе ларать. Ку вӑл, тӑванӑм, юрату мар, асап кӑтартни ҫеҫ.

— Апла, сан шухӑшупа коммунистсен хӗрарӑмсен яхӑнне те пыма юрамасть-и?

— Юрамасть ҫав, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн тата? Ӗлӗкрех ухмахланса авланса янисем, ан тив, арӑмӗсемпе пурнӑҫне пурӑнса ирттерччӗрех ӗнтӗ, анчах ҫамрӑк йӗкӗтсене эпӗ декрет кӑларсах авланма чарнӑ пулӑттӑм. Ҫын, арӑмӗн кӗпи аркинчен тытса пурӑнма хӑнӑхнӑ пулсан, мӗнле революционер пулма пултартӑр-ха вӑл? Хӗрарӑм вӑл пирӗншӗн выҫӑ шӑнасене илӗртекен пыл пекех. Часах ҫыпӑҫтарса лартать. Эпӗ ӑна хам тӳссе курнӑ, питӗ лайӑх пӗлетӗп! Эсӗ хӑвӑн пӗлӳне ӳстерес тесе кӗнеке вулама ларатӑн, арӑму ҫывӑрма выртать. Эсӗ вулатӑн-вулатӑн та пырса выртатӑн, вӑл пур сан еннелле ҫурӑмне ҫавӑрса хурать. Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑйне ҫапла тыткалани чуна кӳрентерсе ярать, вара е унпа вӑрҫма тытӑнатӑн, е нимӗн чӗнмесӗр пирус чӗртсе яратӑн та тарӑхса выртатӑн, ыйӑхсӑр асапланатӑн. Ҫывӑрса тӑранайманран ирхине хайхи, йывӑр пуҫпа, политикӑлла пӗр-пӗр йӑнӑш туса хуратӑн. Ку ӗнтӗ — тӳссе курнӑ япала! Теприн тата ачи-пӑчисем ҫуралаҫҫӗ те, ҫын вара партишӗн пачах та пӗтнӗ ҫын пулса тӑрать. Ачине пиелеме вӑл пӗр самантрах вӗренсе ҫитет, унран сӗт шӑрши кӗнине хӑнӑхса ҫитет те — пулчӗ те хайхи, пӑчланса ларчӗ вара ҫын! Ун пек ҫын кӗрешессе те начар кӗрешет, ӗҫлессе те япӑх ӗҫлет. Патша вӑхӑтӗнче эпӗ ҫамрӑк казаксене вӗрентеттӗм те, ҫавӑнпа пайтах куркаланӑ: авланман ҫын сӑнран-питрен те савӑк ҫӳрет, каланине те ӑнланать, анчах ҫамрӑк арӑмне хӑварса пынӑ ҫын пулсан, ун пекки вара, тунсӑхласа ҫитнипе, питӗ хӑвӑрт сӳрӗке тухса каять, тункатапа пӗрех пулса тӑрать. Путлӗн ним тума та пӗлмест, ним каласа та ӑнлантарма ҫук ӑна. Эсӗ ӑна служба уставӗ ҫинчен калатӑн, унӑн куҫӗсем тӳме пек курӑнма пуҫлаҫҫӗ. Вӑл сан ҫинелле пӑхнӑ пек те туйӑнать, анчах тӗрӗссипе, куҫшӑрҫийӗ хӑйӗн шал еннелле ҫаврӑннӑ, хӑйӗн ӑшчиккинелле пӑхать, унта вӑл хӑйӗн савнӑ арӑмне курать. Ӗҫ пулать-и вара ҫакӑ? Ҫук, хаклӑ юлташсем, малтан эсӗ хӑв епле пурӑнас тенӗ, ҫапла пурӑнма пултарнӑ, халӗ ӗнтӗ, ытах эсӗ партире тӑратӑн пулсан, ун пек-кун пек ухмахланма пӑрах. Пӗтӗм тӗнчери революци пулса иртсен акӑ — маншӑн пулсан — эсӗ хӑвӑн арӑму ҫумӗнчех выртса вил, сурса хурам ун чухне, анчах халӗ эсӗ пӗтӗмпех ҫав революци патнелле ӑнтӑлакан ҫын пулмалла. — Макар ура ҫине тӑчӗ, карӑнса илчӗ, шӑмми-шаккисене шатӑртаттарса, анлӑ та тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсене саркаларӗ, Разметнова хулпуҫҫинчен шаплаттарса, кӑшт палӑрмалла йӑл кулчӗ. — Эсӗ ман пата хӑвӑн хуйху-суйхуна калаҫа пама тата мана та хӑвпа ҫурмалла хуйхӑрттарма килтӗн пулӗ-ха: «Ҫапла ҫав, Андрей, санӑн та ӗҫсем япӑх, арӑмсӑр пурӑнма йывӑр пулать сана, ку йывӑрлӑха эсӗ, мӗскӗн, епле тӳссе ирттеркелӗн-ши?..» — тесе калаттарасшӑнччӗ пулӗ. Ҫапла мар-и? Ҫук, Андрюха, эпӗ тем тума та пултаратӑп, анчах уншӑнах кулянса ларнине кӗтсе илеймӗн! Эсӗ хӑвӑн вахмистершунтан хӑпнишӗн эпӗ савӑнатӑп кӑна. Акӑ, эпӗ, сӑмахран, Лушкӑпа уйрӑлса кайрӑм та, халӗ хама питех те лайӑх туятӑп. Никам та чӑрмантармасть мана, халӗ эпӗ ҫивӗч штык пекех, пӗтӗм ҫивӗчлӗхе кулаксене хирӗҫ тата коммунизмӑн тӗрлӗ тӑшманӗсене хирӗҫ кӗрешме хӑйраса хунӑ. Тата, акӑ, хама-хам вӗрентме, ҫутта тухма та пултаратӑп.

— Мӗн вӗренетӗн-ха вара эсӗ? Мӗнле наукӑсене вӗренетӗн? — тӑрӑхласа, сиввӗн ыйтрӗ Разметнов.

Хӑй ӑшӗнче вӑл Макар ҫапла калаҫнӑшӑн, Макар унӑн хуйхи-суйхине ӑнланса ӑна ырӑ сӑмах калас вырӑнне савӑнса ӳкнине кӑтартнӑшӑн тата, Андрей шухӑшӗпе, авланас пирки ниҫта юрӑхсӑр сӑмахсем каласа тултарнӑшӑн, ун ҫине хытӑ кӳренчӗ. Андрей пӗр вӑхӑтра, Макар чӑнласах, ӗненсех ҫапла калаҫнине итлесе ларнӑ хушӑра: «Сӗкекен ӗнене юрать-ха турӑ мӑйрака памасть, унсӑрӑн, Макар аллине власть парас пулсан, мӗн-мӗн кӑна туса тӑкнӑ пулӗччӗ-ши вӑл? Хӑй ӑссӗн хӑтланса, пӗтӗм пурнӑҫа пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса хунӑ пулӗччӗ! Социализм тӑвас ӗҫрен ан пӑрӑнччӑр тесе, вӑл пӗтӗм арҫынсен класне хусахлантарса хӑварма ӑс ҫитернӗ пулӗччӗ!» — тесе шухӑшларӗ.

— Мӗне вӗренетӗп, тетӗн-и? — тепӗр хут ыйтрӗ те Макар, кӗнекине хупса хучӗ. — Акӑлчан чӗлхине.

— Мӗне-е-е?

— Акӑлчан чӗлхине. Ҫакӑ вӑл шӑпах харпӑрхӑй тӗллӗн вӗренмелли кӗнеке.

Нагульнов хӑйӗнчен Андрей куласран хӑраса ун ҫине чӑр! пӑхса илчӗ, анчах Андрей пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫакна илтнипе тӗлӗнсе хытсах кайнӑ-мӗн, ҫавӑнпа та Нагульнов унӑн чарса пӑрахнӑ ҫилленчӗкрех куҫӗсенче вӑл акӑш-макӑш тӗлӗнсе кайнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те асӑрхаймарӗ.

— Эсӗ вара… ҫав чӗлхепе, вӗсем пек, вулама е калаҫма пултаратӑн-и?

Нагульнов, ӑшӗнче вӑрттӑн мӑнкӑмӑлланса, ҫапла хуравларӗ:

— Ҫук, калаҫмах пултараймастӑп-ха, ӑна хӑвӑртах вӗренсе ҫитме ҫук, ҫапах та кӑштах, ну, пӗр сӑмахпа каласан, пичетлесе ҫырнине ӑнланкалама пуҫларӑм. Эпӗ тӑватӑ уйӑх вӗренетӗп-ҫке-ха.

— Йывӑр-и? — сурчӑкне ҫӑтса, Макарпа унӑн кӗнеки ҫине ирӗксӗрех хисеплесе пӑхса ыйтрӗ Разметнов.

Макар, унӑн вӗренӗвӗпе Разметнов питех те интересленсе кайнине курса, сыхланса калаҫма пӑрахрӗ, хавассӑнах пуплеме пуҫларӗ:

— Калама ҫук йывӑр! Ҫак уйӑхсем хушшинче эпӗ мӗн пурӗ те… пӑхмасӑр калама сакӑр сӑмах кӑна вӗренсе ҫитрӗм-ха. Чӗлхи ӗнтӗ хамӑр чӗлхе пекех теме пулать. Пиртен илнӗ сӑмахсем нумай вӗсен, анчах ҫав сӑмахсем ҫумне вӗсем хӑйсене майлӑ вӗҫсем ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара тултарнӑ. Эпир, акӑ, тӗслӗхрен, «пролетариат» тетпӗр, вӗсен чӗлхипе те ҫаплах вӑл, сӑмах вӗҫе вара урӑхла, «революци» тата «коммунизм» сӑмахсен те ҫавӑн пекех, вӗҫӗсем кӑна урӑхла. Сӑмах вӗҫӗсене вӗсем темле, ҫав сӑмахсем ҫине тарӑхнӑ пек, кӑшкӑрса калаҫҫӗ, анчах вӑл сӑмахсенчен ӑҫта тарса хӑтӑлӑн-ха? Вӑл сӑмахсем пӗтӗм тӗнчипех тымар янӑ ӗнтӗ, калассу килет-и, килмест-и, калама тиветех.

— Апла икке-е-ен… Авӑ епле эсӗ, вӗренетӗн пулать? Ҫапах та, мӗн тума кирлӗ пулчӗ-ха сана, Макар, ҫав чӗлхе? — ыйтрӗ юлашкинчен Разметнов.

Разметнова шелленӗ пек йӑл кулса, Нагульнов ҫапла хуравларӗ:

— Тӗлӗнмелле ыйтатӑн эсӗ, Андрюха! Эсӗ ӑнланма пултарайманнинчен шалт тӗлӗнсе каймалла… Эпӗ коммунист вӗт, ҫапла-и? Англире те совет влаҫӗ пулмалла-и? Хӑвах пуҫна сулса килӗшетӗн, пулатех апла? Анчах пирӗн акӑлчанла калаҫакан вырӑс коммунистсем нумай-и-ха? Ҫапла ҫав, сахал. Англи буржуйӗсем авӑ Индие, ҫур тӗнчене, хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ те хура ӳт-тирлӗ тата тӗксӗм ӳт-тирлӗ тӗрлӗрен халӑхсене пусмӑрласа пурӑнаҫҫӗ. Ыйтас килет: мӗнле йӗрке пултӑр-ха ку? Унта совет влаҫӗ пулса тӑрӗ, анчах акӑлчан коммунисчӗсенчен нумайӑшӗ чӑн-чӑн класс тӑшманӗ мӗн иккенне пӗлеймӗҫ, ҫавна пула, хӑнӑхман пирки, вӗсем ӑна кирлӗ пек тыткалама та пултараймӗҫ. Ҫавӑн чухне вара эпӗ вӗсем патне, вӗсене вӗрентме яма ыйтатӑп, унта тухса каятӑп, вӗсен чӗлхине пӗлнипе хайхи, пырса ҫитетӗп те тӳрех кирлӗ ҫӗре тӗллесе кӑтартатӑп: «Сирӗн революшьен-и? Коммунистишьен-и? Апла пулсан, атьсемӗр, капиталистсемпе генералсене ярса тытӑр та чӗрне айне хурса лапчӑтӑр! Эпир Российӑра вӗсене, ҫав ҫӗлен-калтасене, вунҫиччӗмӗш ҫулта, хамӑрӑн айванлӑха пула, ирӗке кӑларкаласа ятӑмӑр та, вӗсем кайран хамӑр шӑнӑрсенех касма пуҫларӗҫ. Ҫавӑн пек йӑнӑш ан пултӑр тесен, олрайт пулса тухтӑр тесен, тытӑр та вӗсене, чӗрне айне хурса хӗстерӗр!» — тетӗп. — Макар сӑмса ҫунаттисене карӑнтарса ячӗ, Разметнова куҫ хӗссе илчӗ. — Акӑ мӗн тума кирлӗ мана вӗсен чӗлхи, ӑнланатӑн-и? Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫыврам мар эпӗ, юлашки сывлӑхӑма пӗтерем, анчах… — вара, йӑвӑ ларакан вӗтӗ шӑлӗсене шатӑртаттарса, сӑмахне ҫапла пӗтерчӗ: — ҫапах та ҫав чӗлхене вӗренетӗпех! Тӗнчери контрӑпа пӗр ачашланса тӑмасӑр акӑлчанла калаҫӑп! Ан тив малтанах чӗтресе тӑччӑр ҫӗлен-калтасем Макар Нагульновран! Кхм… Макар вӗсемшӗн ниме тӑман ҫын мар! Вӑл каҫармасть. «Хӑвӑрӑн акӑлчан рабочи класӗн, индеецсен тата пусмӑрта пурӑнакан тӗрлӗрен ытти нацисен юнне ӗҫсе пурӑнатӑн-и? Ҫын ӗҫне пусмӑрларӑн-и? Апла пулсан кайса тӑр-ха эппин, юнлӑ хура ҫӗлен, стена ҫумне!» Пӗтӗм калаҫу та ҫакӑ кӑна пулӗ! Ҫав сӑмахсене эпӗ пуринчен малтан вӗренсе хуратӑп. Вӗсене пӗр такӑнмасӑрах каламалла пултӑр.

Вӗсем тата тепӗр ҫур сехете яхӑн тӗрлӗрен ӗҫсем ҫинчен калаҫкаласа ларчӗҫ, унтан Андрей тухса кайрӗ, Нагульнов вара хӑй тӗллӗн вӗренмелли кӗнеки ҫине тирӗнчӗ. Тути хӗррисене майӗпен хускаткаласа, тар юхтарса, тимлӗн вуланине пула саркаланчӑк куҫхаршисене пӗрӗнтерсе, вӑл ҫурҫӗр иртсе икӗ сехет ҫурӑ ҫитичченех ларчӗ.

Тепӗр кунне ирех вӑранчӗ, икӗ стакан сӗт ӗҫрӗ те колхоз витине тухса утрӗ.

— Мана пӗр-пӗр шухӑрах лаша илсе тухса пар-ха, — ыйтрӗ вӑл витери дежурнӑйран.

Лешӗ усӑк купарчаллӑ, хӑйӗн сайра тӗл пулакан ывӑнма пӗлменлӗхӗпе те шухӑлӑхӗпе чап илнӗ лутра хӑла лашана ҫавӑтса тухрӗ те интересленсе пӑхрӗ:

— Инҫе ҫула каяс тетӗр-и?

— Района. Давыдова кала, эпӗ ҫӗрле пулнӑ ҫӗре паянах каялла таврӑнатӑп.

— Юланутпа каятӑр-и?

— Аха. Йӗнер илсе тух-ха.

Макар лашана йӗнерлесе тӑратрӗ, ун пуҫне халиччен Титокӑн пулнӑ эрешлӗ йӗвене тӑхӑнтарса, нӑхтине хывса илчӗ те, юланутпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ ҫын пек хӑрах урине йӗнерӗн шӑлланса пӗтнӗ пускӑчи ҫине пусрӗ. Лутра лаша, тапӑртатса ташланӑ пек, вырӑнтанах юртӑпа тапранса кайрӗ, анчах хапхаран тухнӑ чухне сасартӑк такӑлт такӑнчӗ, чӗркуҫҫипе ҫӗре перӗнсе илчӗ, кӗҫех ӳкмерӗ, унтан, аран-аран тӳрленкелесе, йӑпӑр-япӑрах ура ҫине сиксе тӑчӗ.

— Каялла ҫаврӑн, ырра мар ку, Нагульнов юлташ! — кӑшкӑрса ячӗ хапха патне ҫывхаракан Щукарь мучи. Ун ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнса, Макар, ӑна хирӗҫ ним чӗнмесӗр, хутор тӑрӑх юрттарса кайрӗ, аслӑ урама тухрӗ. Ял Совет умӗнче, темшӗн пӑлханса, пӗр ҫирӗме яхӑн хӗрарӑм сӑмах ҫапса тӑраҫҫӗ.

— Пӑрӑнӑр, чакаксем, унсӑрӑн лашапа таптаса каятӑп! — шӳтлесе кӑшкӑрчӗ Макар.

Хӗрарӑмсем ним те чӗнмерӗҫ, ҫул ҫинчен пӑрӑнса тӑчӗҫ. Вӗсен тӗлӗнчен иртсе кайсан, хӑй хыҫӗнчен тарӑхнипе хӑйӑлтатса тухакан сасӑ янӑраса юлнине илтрӗ:

— Сана, шуйттана, хӑвна таптаса ан кайччӑр! Асту, тирӗнсе анӑн-ха…

Райком бюровӗн ларӑвӗ вунпӗрте пуҫланчӗ. Кун йӗркинче тырӑ акас ӗҫ малтанхи пилӗккунлӑх хушшинче епле пыни ҫинчен райҫӗрӗҫпай пуҫлӑхӗ Беглыхӑн доклачӗ пулмалла. Бюро членӗсемсӗр пуҫне, ларӑва районти Контроль комиссин председателӗ Самохин тата районти прокурор та пынӑ. — Тӗрлӗрен ыйтусем хушшинче сан ҫинчен те ыйту тӑрать, тухса ан кай, — асӑрхаттарчӗ Нагульнова оргпай пуҫлӑхӗ Хомутов. Беглыхӑн ҫур сехете тӑсӑлнӑ докладне аран-аран шӑпланса итлесе ларчӗҫ. Районта, вырӑнӗ-вырӑнӗпе, ҫӗр типсе ҫитнӗ пулин те, акма пуҫламан-ха; хӑшпӗр ял Совечӗсенче вӑрлӑх фондне пухса ҫитереймен, Войсковой ял Советӗнче те малтан колхозник пулнӑ хресченсем вӑрлӑхлӑх тырра пӗтӗмпех килӗсене илсе кайса пӗтернӗ, Ольховатскинче колхоз правленийӗ вӑрлӑха колхозран тухнисене хӑех салатса панӑ. Докладчик тырӑ акас ӗҫ япӑх пынин сӑлтавӗсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ, юлашкинчен ҫапла каларӗ:

— Паллах ӗнтӗ, юлташсем, тырӑ акас ӗҫре эпир кая юлса пыни мар, пӗр вырӑнта хытса тӑни, тейӗттӗм эпӗ, вӑл акӑ мӗнрен килет: чылай ял Совечӗсенче колхозсем вырӑнта ӗҫлекен ҫынсем хӗснине пула шӑтса тухнӑ, ҫав ҫынсем коллективизаци хисепне кӑтартакан цифрӑсене епле те пулин ӳстерсе ярасчӗ тесе кӑна тӑрӑшнӑ, хӑшпӗр ҫӗрте тата, эсир пурте пӗлетӗр-ха ӑна, ҫынсене наганпа хӑратсах колхоза кӗме хистенӗ. Ҫавӑн пек ҫирӗп мар колхозсем хальхи вӑхӑтра саманран купаланӑ стена аялтан шыв ҫинипе ишӗлсе пынӑ пекех ишӗлеҫҫӗ, ҫав колхозсенче йӗркесӗрлӗхсем пулса пыраҫҫӗ, колхозниксем хире тухмаҫҫӗ, тухсан та ӳрӗк-сӳрӗк кӑна ӗҫлекелеҫҫӗ.

Райком секретарӗ, асӑрхаттарса, графин хупӑлчине кӑранташпа шаккаса илчӗ:

— Вӑхӑту иртсе кайрӗ!

— Эпӗ халех пӗтеретӗп, юлташсем! Выводсем ҫинче чарӑнса тӑма ирӗк парӑр: эпӗ докладра каласа патӑм-ха ӗнтӗ, Райҫӗрӗҫпайӗнчи цифрӑсем тӑрӑх, малтанхи пилӗккунлӑхра районӗпе мӗн пурӗ виҫҫӗр сакӑрвун виҫӗ га акса хӑварнӑ. Эпӗ районти пӗтӗм актива мобилизацилесе, халех колхозсене кӑларса яма кирлӗ тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа, пур майсемпе те колхозниксене колхозран тухасран тытса чарма тӑрӑшас пулать тата колхоз правленийӗсемпе ячейка секретарӗсене ҫапла тума хушмалла: вӗсем колхозниксем хушшинче ӑнлантару ӗҫне куллен кунах туса пыччӑр, пуринчен ытла колхозсене патшалӑх мӗнле-мӗнле льготӑсем пани ҫинчен анлӑн пӗлтерсе тӑччӑр… мӗншӗн тесен чылай вырӑнсенче ҫакна нимӗн чухлӗ те ӑнлантарса паман-ха. Питӗ нумай колхозниксем патшалӑх колхозсене мӗнле кредитсем панине тата ытти ҫавнашкал япаласене халиччен те пӗлмеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тата эпӗ ҫакӑн пек сӗнӳ паратӑп: перегибсем туса айӑпа кӗнисен ӗҫӗсене питӗ хӑвӑрт пӑхса тухмалла, ҫав перегибсем пиркиех эпир тырӑ акас ӗҫе тытӑнма пултараймастпӑр, ун пек ҫынсене партин Центральнӑй Комитечӗ мартӑн вунпиллӗкмӗшӗнче йышӑннӑ постановлени тӑрӑх ӗҫрен кӑларса пӑрахмалла. Эпӗ ҫавсен ӗҫӗсене халех пӑхса тухса вӗсене пурне те парти енӗпе питӗ хытӑ ответ тыттарма сӗнетӗп. Эпӗ пӗтертӗм.

— Беглых доклачӗ тӑрӑх калас текенсем пур-и? — ыйтрӗ райком секретарӗ, ларури ҫынсем ҫине пӑхса ҫаврӑнса. Нагульнов куҫӗсемпе тӗл пуласран хӑраса вӑл юриех пӑрӑнчӗ.

— Ара мӗн калаҫса тӑмалли пур, ӗҫсем мӗнле пыни уҫҫӑнах курӑнать, — ассӑн сывласа илчӗ бюро членӗсенчен пӗри, районти милици начальникӗ, яланах тарласа ҫӳрекен ҫутам та тӗреклӗ ҫар ҫынни. Унӑн хырса якатнипе ҫуталса тӑракан пуҫӗ ҫинче суран ҫӗвекӗсем йӗрленсе тӑраҫҫӗ.

— Беглых туса пынӑ выводсене хамӑрӑн решени никӗсне хурса йышӑнӑпӑр, ҫапла-и? — ыйтрӗ секретарь.

— Паллах.

— Халӗ ӗнтӗ Нагульнов ҫинчен. — Секретарь лару пуҫланнӑранпа Макар ҫине малтанхи хут пӑхса илчӗ, хӑйӗн унӑн-кунӑн ҫапӑнса пӑхкалакан сивӗннӗ куҫӗсемпе пӗр самант ун ҫине пӑхса тӑчӗ. — Эсир, пӗлетӗр, вӑл, Гремячири партячейка секретарӗ пулса ӗҫленӗ май, партие хирӗҫ чылай йывӑр ӗҫсем тунӑ… Райком кӑтартӑвӗсене пӑхмасӑр, коллективизаци вӑхӑтӗнче тата вӑрлӑх фончӗ пуҫтарнӑ вӑхӑтра, сулахайла лини тытса пынӑ. Вӑл уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан пӗр вӑтам хресчене наганпа хӗнесе тӑкнӑ; колхозниксене сивӗ пӳлӗме хупса лартнӑ… Самохин юлташ Гремячий хуторне хӑй кайса килчӗ, ҫак ӗҫе тӗпчесе йӗрлерӗ, унта вӑл Нагульнов революциллӗ саккунлӑха ҫав тери иртӗнсе пӑснисене, парти линине сӑтӑрла туса пынине палӑртнӑ. Самохина сӑмах парӑпӑр. Самохин юлташ, Нагульновӑн айӑплӑ ӗҫӗсем ҫинчен мӗн-мӗн тупса палӑртнине бюрона каласа пар. — Секретарь куҫӗсене тӑртаннӑ куҫхупанкийӗсемпе кӑштах хупларӗ те йывӑррӑн чавсаланса ларчӗ.

Нагульнов райкома пырса кӗнӗ чухнех хӑйӗн ӗҫӗ начаррине, ӑна каҫарас ҫуккине ӑнланса илчӗ. Райком секретарӗ ӑна халичченхинчен урӑхларах, сиввӗн сывлӑх сунчӗ, тата, унпа калаҫасран пӑрӑнас тесе, ҫав вӑхӑтрах райисполком председателӗпе урӑх япала ҫинчен сӑмахлама пуҫларӗ.

— Манӑн ӗҫ мӗнле унта, Корчжинский? — хӑюсӑртараххӑн ыйтрӗ Макар секретарьтен.

— Бюро татса парӗ, — калаҫасшӑн мар пулса хуравларӗ лешӗ.

Ыттисем те ҫавах, пурте Макарӑн ыйтуллӑн пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пуласран пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, Ун пирки тӑракан ыйтӑва вӗсем хӑйсем хушшинче малтанах татса хунӑ пулмалла; пӗртен-пӗр милици начальникӗ Балабин кӑна унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ, ӑна ӑнланнӑ пек пулчӗ:

— Ан хӑра, Нагульнов! Ну, айӑпа кӗнӗ пултӑр, ну, пӑтрашса кайса йӑнӑш ӗҫсем тунӑ пултӑр, ара эпир политика тӗлӗшӗнчен питех вӗреннӗ ҫынсем мар-ҫке-ха. Санран ӑслӑраххисем те йӑнӑш тукаланӑ! — Вӑл хӑйӗн ҫап-ҫаврашка та ҫирӗп, шыв хӗрринчи нӑкӑт чулӗ пек йӗри-тавра яп-яка хыртарса якатнӑ пуҫне ҫавӑркалать, кӗске те хӗп-хӗрлӗ мӑйӗ ҫинчи тарне шӑлкалать, уншӑн пӑшӑрханнӑ пек, хулӑн тути хӗррисемпе чаплаттаркаласа илет. Макар, кӑштах хавхаланса, Балабинӑн юнпа карӑнса тӑракан тулли хӗрлӗ сӑн-пичӗ ҫине пӑхать, ҫак йӗкӗт ӑна витӗрех курса тӑнине, ӑнланнине тата шелленине чухласа, ӑна тав тунӑн йӑл кулать. «Строгий выговор лаплаттарӗҫ акӑ, секретарьтен кӑларса пӑрахӗҫ», — шухӑшлать Макар, ҫав хушӑрах Самохин ҫине шиклӗн пӑха-пӑха илет. Ҫав мӑн ҫамкаллӑ пӗчӗкҫеҫ этем, арӑмӗпе упӑшки уйрӑлнисене тӳсме пултарайманскер, ӑна пуринчен те ытларах канӑҫ памасть. Самохин портфелӗнчен сулмаклӑ папкине туртса кӑларсан, шикленсе ӳкнипе Нагульновӑн чунӗ йӑштах чикнӗ пек ыратса кайрӗ. Унӑн чӗри аманнӑ пек хыттӑн тапма пуҫларӗ, пуҫне юн пырса капланчӗ, тӑнлавӗсем хӗрсе кайрӗҫ, ӑшӗ пӑтранса килчӗ, пырне питӗрсе лартрӗ. Кунашкал туйӑм унӑн хӑйне тытамак тытса пӑрахас умӗн кӑшт маларах пулкалать. «Халех тытса ан пӑрахтӑрччӗ!» — ӑшӗнче шартах сиксе илчӗ вӑл, Самохин сӑмах каланине итлесе, ӑна тӑна илме тӑрӑшса.

— Райком тата районти Контроль комиссийӗ хушнипе эпӗ ку ӗҫе тӗпчесе, йӗрлесе тухрӑм. Нагульновран хӑйӗнчен тата Гремячий Лог хуторӗнчи унӑн ӗҫӗсене пула инкек курнӑ колхозниксемпе уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех тата свидетельсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, эпӗ ҫакна тупса палӑртрӑм: пӗр иккӗленмесӗр каламалла, Нагульнов юлташ парти ӑна шанса тӑнине тӳрре кӑларайман, хӑйӗн айӑплӑ ӗҫӗсемпе партие ҫав тери пысӑк сиен кӳнӗ. Сӑмахран, вӑл, коллективизаци вӑхӑтӗнче, февраль уйӑхӗнче, килӗрен-киле кӗрсе ҫӳресе, наганпа хӑрата-хӑратах ҫынсене колхоза кӗме хистенӗ. Ҫапла майпа вӑл ҫичӗ вӑтам хресчене колхоза «кӗртнӗ». Ҫакна Нагульнов хӑй те тунмасть…

— Вӗсем — чӑн-чӑн шуррисем-ҫке! — терӗ хӑйӑлтатакан сассипе Нагульнов, пукан ҫинчен тӑрса.

— Сана эпӗ сӑмах паман. Йӗркеллӗ пул! — хӑтӑрса пӳлсе хучӗ ӑна секретарь.

— …Вӑрлӑх фончӗ пухнӑ вӑхӑтра та вӑл уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан пӗр вӑтам хресчене тӑнран яричченех наганпа хӗнесе тӑкнӑ, ҫитменнине ку ӗҫ колхозниксемпе ял Совечӗн исполнителӗсем умӗнче пулса иртнӗ. Хӗнессе ӑна вӑрлӑх фондне ҫав самантрах кӳрсе пама килӗшменшӗн хӗненӗ…

— Намӑс! — тесе хучӗ прокурор хыттӑн. Нагульнов алтупанӗпе пырне шӑлкаласа илчӗ, шурса кайрӗ, анчах ним шарламасӑрах ирттерсе ячӗ.

— Ҫав каҫах тата вӑл, юлташсем, пӗр-пӗр становой пристав пекех, виҫӗ колхознике сивӗ пӳлӗме хупса лартнӑ та, ҫӗр каҫичченех унта тытнӑ, вӑрлӑхлӑх тырӑ кӳрсе пама килӗшменшӗн вӗсене наганпа хӑратнӑ.

— Эпӗ вӗсене хӑратман…

— Кӑна эпӗ вӗсен сӑмахӗсем тӑрӑх калатӑп, Нагульнов юлташ, тата эпӗ калаҫнӑ чухне шӑпрах ларма ыйтатӑп. Вӑл ҫине тӑнипех Гаев хушаматлӑ вӑтам хресчене раскулачить туса хутортан кӑларса янӑ. Гаевӗ пачах та раскулачить тума тивӗҫлӗ ҫын пулман, мӗншӗн тесен, хӑйӗн пурлӑхӗ енчен илсен, ӑна ниҫтан та кулаксен шутне кӗртме май ҫук. Раскулачить тӑвасса ӑна Нагульнов хистенипе, 1928 ҫулта тарҫӑ тытса усранӑ тесе раскулачить тунӑ. Анчах мӗнле тарҫӑ тытнӑ-ха ҫав ҫын? Ҫав тарҫӑ, юлташсем, тырӑ вырнӑ вӑхӑтра пӗр уйӑхлӑха тара тытнӑ Гремячий Лог хуторӗнчи хӗрех пулнӑ. Гаев ӑна 1927 ҫулта хӑйӗн ывӑлӗ Хӗрлӗ Ҫара тухса кайнӑ пирки, ачи-пӑчи йышлӑран тырри-пуллине пуҫтарса кӗме вӑй ҫитереймен пирки ҫеҫ тара тытнӑ пулнӑ. Тара тытнӑ ӗҫ вӑйӗпе унашкал усӑ курма ун чухне совет саккунӗ енчен чару пулман. Ҫав тарҫа Гаев батрачкомпа тунӑ договор тӑрӑх тытса усранӑ, ӗҫ укҫине ӑна пӗтӗмпех тӳлесе татнӑ. Ку факта эпӗ тӗпӗ-йӗрӗпех тӗрӗслесе пӑхрӑм. Кунсӑр пуҫне тата Нагульнов хӗрарӑмсемпе те йӗркесӗр пурӑнать. Парти членне характеристика панӑ чухне ҫакӑ та паллӑ вырӑн йышӑнмалла. Нагульнов арӑмӗнчен уйрӑлнӑ, уйрӑласса та ҫын пек мар, ӑна килӗнчен йытта хӑваланӑ пек хӑваласа кӑларса янӑ. Сӑлтавӗ вара ҫакӑ ҫеҫ пулнӑ: арӑмӗ хӑйне Гремячири пӗр темле каччӑ килӗштернине кӑмӑлласа йышӑннӑ имӗш. Пӗр сӑмахпа каласан, элекпе усӑ курнӑ та, хӑйӗн аллисем ирӗклӗ пулччӑр тесе, хӑваласа кӑларса янӑ. Хӗрарӑмсемпе ҫыхӑнас тӗлӗшпе хальхи вӑхӑтра вӑл епле пурӑннине пӗлместӗп эпӗ, анчах та мӗн пуррине пӗтӗмпе илсе каласан, ҫапла шутламалла, юлташсем: вӑл, паллах, аскӑн пурнӑҫпа пурӑнать. Апла пулмасан, мӗншӗн арӑмне килтен хӑваласа кӑларса ямалла-ха унӑн? Нагульнов пурӑнакан хваттер хуҫи арӑмӗ мана ҫапла каласа пачӗ: вӑл кунсеренех килне питӗ кая юлса таврӑнать иккен, вӑл ӑҫта ҫӳренине ҫав хӗрарӑм пӗлмест, анчах пире, юлташсем, вӑл ӑҫта ҫӳреме пултарни паллах ӗнтӗ! Эпир пӗчӗк ачасем мар, арӑмне хӑваласа янӑ унашкал савӑнӑҫ шыракан ҫын ӑҫта кайса ҫӳренине пӗлетпӗр — … Эпир пӗлетпӗр! Акӑ, юлташсем, кӗскен каласан, инкеке пула ячейка секретарӗ пулса ӗҫлекен Нагульновӑн кӗске вӑхӑтрах тума ӗлкӗрнӗ паттӑрла ӗҫӗсем (айӑпласа калакан хӑйӗн сӑмахӗ ҫак тӗле ҫитсен, Самохин усаллӑн тӑрӑхласа кулса ячӗ). Мӗн патне илсе ҫитерчӗ-ха ҫакӑ? Ҫак айӑплӑ ӗҫсен тымаррисем мӗнре пулаҫҫӗ? Кунта тӳрех калас пулать, ку вӑл, пирӗн ҫулпуҫ Сталин юлташ генилле сӑмахсемпе каласа панӑ пек, ҫитӗнӳсене пула пуҫ ҫаврӑнса кайни мар, ку тӳррӗнех сулахайла пӑрӑнчӑк туни, партин генеральнӑй линине хирӗҫ наступлени туни пулать. Тӗслӗхрен, акӑ, Нагульнов, вӑтам хресченсене раскулачить тума тата ҫынсене наганпа хӑратсах колхоза хӑваласа кӗртме кӑна мар, вӑл килти кайӑк-кӗшӗксемпе пӗтӗм вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхе, сӗт паракан выльӑхсене пӗрлештерме те ӑс ҫитернӗ, ятарласа решени йышӑннӑ. Хӑшпӗр колхозниксем каласа панӑ тӑрӑх, колхозра чи хытӑ дисциплина туса хума та вӑлах хӑтланнӑ.

— Кайӑк-кӗшӗксемпе выльӑх-чӗрлӗх пирки райкомран директивӑсем пулман, — терӗ шӑппӑн Нагульнов.

Халӗ ӗнтӗ вӑл пӗтӗм пӗвӗпе тӳп-тӳрӗ тӳрленсе, сулахай аллине чӗтрентерсех, кӑкӑрӗ ҫумне тытса тӑрать.

— Ҫук, кун пирки эсӗ тӗрӗсне кала! — хӗремесленсе кайрӗ секретарь. — Райком кӑтартусем панӑ. Хӑвӑн айӑпна ҫынсем ҫине йӑвантарса тӑмалли ҫук! Артель уставӗ пур, унта мӗн ҫырнине ӑнланмасӑр ӗҫлеме эсӗ кӑкӑр ачи мар!..

— …Гремячири колхозра самокритикӑна йӑлтах хӗстерсе хунӑ, — малалла калама пуҫларӗ Самохин. — Нагульнов террор пуҫласа янӑ, никама та пӗр сӑмах калама паман. Ҫынсене ӑнлантарса парас вырӑнне, хресченсем ҫине кӑшкӑрать, урине тапса ятлать, пӑшалпа хӑратать. Ҫавӑнпа Гремячири колхозра асар-писер ӗҫсем пулса пыраҫҫӗ те ӗнтӗ. Халӗ унта колхозран ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех тухаҫҫӗ, тырӑ акма та тин ҫеҫ тытӑннӑ. Тӳрех каламалла, ӑна йӗркеллӗ акса пӗтерес ҫук. Районри контроль комиссийӗ, партие пирӗн аслӑ строительство ӗҫӗнче тӗрлӗ оппортунистсенчен тасатма тивӗҫлӗскер, паллах ӗнтӗ, Нагульнов пирки хӑйӗн вывочӗсене тӑвӗ.

— Пӗтертӗн-и? — ыйтрӗ секретарь.

— Пӗтертӗм.

— Нагульнова сӑмах парар. Вӑл хӑй ҫакнашкал пурнӑҫ патне епле ҫитсе ҫапӑнни ҫинчен хӑех каласа патӑр. Каласа пар, Нагульнов.

Самохинӑн сӑмахӗ вӗҫленес умӗн Макара ҫулӑм пек хыпса илнӗ ҫав тери хаяр ҫилӗ сасартӑках сирӗлсе кайрӗ, ун вырӑнне шанчӑксӑрлӑх, шиклӗх ҫавӑрса илчӗ ӑна. «Мӗн туса хураҫҫӗ-ха вӗсем мана? Епле ун пек тума юратӑр-ха? Пӗтерсех хурасшӑн-мӗн!» — шухӑшласа илчӗ вӑл, нимӗн тума пӗлмесӗрех сӗтел патнелле утнӑ май. Самохин тухса каланӑ вӑхӑтра ӑна хирӗҫ ҫилӗллӗн тавӑрса калама хатӗрлесе хунӑ сӑмахсенчен ним те юлмарӗ. Унӑн пуҫӗ пуш-пушах пушанса юлчӗ, асра пӗр вырӑнлӑ сӑмах та ҫук. Макарпа темскерле ытла тӗлӗнмелле япала пулса иртет…

— Эпӗ, юлташсем, революци пулнӑранпах партире… Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ…

— Ана эпир пӗтӗмпех пӗлетпӗр. Ӗҫ ҫинчен кала! — тӳсеймесӗр пӳлсе хучӗ секретарь.

— Эпӗ пур фронтсенче те шуррисемпе ҫапӑҫнӑ… Пӗрремӗш утлӑ ҫарта та… Мана орден панӑ…

— Ара ӗҫ ҫинчен кала-ха эсӗ!

— Ку ӗҫ мар-им-ха тата?

— Эсӗ пӑркаланса ан тӑр, Нагульнов! Ӗлӗк тава тивӗҫлӗ ӗҫсем туни ҫине таянма кирлӗ мар халь! — пӳлчӗ ӑна райисполком председателӗ.

— Калама парсамӑр ӗнтӗ юлташа! Мӗн эсир унӑн чӗлхи ҫине ура пуссах пыратӑр ҫак? — тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ Балабин, унӑн шакмак чул евӗрлӗрех ҫаврашка шакла пуҫӗн йӑлтӑркка тӳпине пӗр самантрах кӑваккӑн курӑнакан хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ.

— Тӳррӗн, ӑнланмалла калатӑр!

Нагульнов паҫӑрхи пекех сулахай аллине кӑкри ҫумӗнчен илмесӗр тӑрать-ха, типсе ҫитнипе йӗп пекех чикекен хытса ларнӑ пырӗ патнелле сылтӑм алли унӑн майӗпен ҫӗкленет. Вӑл шурнӑҫем шурса пырать, сӑмахне аран-аран малалла тӑсать:

— Мана калама парӑр-ха. Эпӗ тӑшман мар-ҫке, мӗншӗн манпа ҫапла хӑтланмалла? Эпӗ ҫарта суранланса-аманса пӗтнӗ ҫын… Касторнӑй патӗнче контузи пулнӑ… Броньленӗ площадка ҫинчен персе янӑ йывӑр снарядпа… — унтан шӑпӑртах пулчӗ, хуралса кайнӑ тути хӗррисем кап та кап тутарса сывлӑша ӗме-ӗме илчӗҫ.

Балабин вӑр-варах графинран стакана шыв ячӗ те, Макар ҫине пӑхмасӑрах, ӑна шыв ӗҫме сӗнчӗ.

Корчжинский Нагульнов ҫине пӑхрӗ, унтан куҫӗсене вӑштах аяккалла пӑрчӗ: Нагульновӑн стакана ҫатӑрласа тытнӑ алли сиксех чӗтрет.

Пӳлӗмри шӑплӑхра стакан Макар шӑлӗсене тивсе епле чӑнкӑртатни илтӗнсе тӑрать.

— Ара, ан пӑлхан-ха эсӗ, сӑмахна кала! — терӗ Балабин пӑшӑрханса.

Корчжинский питне-куҫне пӗркелентерсе хучӗ. Кӗтмен ҫӗртенех унӑн чӗрине шеллес кӑмӑл пырса кӗчӗ, анчах вӑл хӑйне хӑй алла илчӗ. Вӑл ҫирӗппӗнех ҫакна ӗненет: Нагульнов — партишӗн сиенлӗ ҫын, ҫавӑнпа та ӑна ӗҫрен кӑна кӑлармалла мар, партирен те кӑларса пӑрахмалла. Балабинсӑр пуҫне ыттисем пурте секретарӗн ҫак шухӑшӗпе килӗшрӗҫ.

Макар стаканри шыва пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ; сывлӑшне ҫавӑрса илчӗ те калама тытӑнчӗ:

— Самохин каланисене эпӗ йышӑнатӑп. Чӑнах та ҫавнашкал ӗҫсем туса хӑтланнӑ эпӗ. Анчах парти ҫине наступлени тӑвасшӑн пулнипе мар. Кун пирки Самохин суять. Тата эпӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен те вӑл, аҫа йытӑ пекех, суять. Шухӑшласа кӑларнӑ япала ку! Эпӗ хӗрарӑмсенчен пӑрӑнса ҫӳретӗп, манӑн вӗсемпе аппаланма вӑхӑт та ҫук…

— Ҫавӑнпа арӑмна хӑваласа ятӑн-и-ха эсӗ? — мӑшкӑлласа ыйтрӗ оргпай пуҫлӑхӗ Хомутов.

— Ҫапла, шӑпах ҫавӑн пирки, — чӑнласах хуравларӗ Макар. — Анчах эпӗ ҫавсене пӗтӗмӗшпех акӑ мӗншӗн тунӑ… Эпӗ революцие ырӑ тӑвасшӑн пулнӑ. Тен, йӑнӑшнӑ пулӗ эпӗ… Пӗлместӗп. Эсир манран ытларах вӗреннӗ ҫынсем. Эсир курссенче вӗреннӗ, сире лайӑхрах курӑнать. Хамӑн айӑпа пӗчӗклетместӗп эпӗ. Мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр. Пӗр ҫакна ҫеҫ ӑнланса илме ыйтатӑп… — Унӑн каллех сывлӑшӗ ҫитеймерӗ, ҫур сӑмах ҫинчех пӳлӗнсе ларчӗ, вара пӗр минута яхӑнах чӗнмесӗр тӑчӗ. — Ӑнлансамӑрччӗ, тӑвансем, ку вӑл манӑн партие хирӗҫ усал шухӑш тытнипе мар. Баннике те эпӗ вӑл партирен мӑшкӑлласа кулнӑшӑн тата вӑрлӑхлӑх тыррине сыснасене ҫитерсе яма тӑнӑшӑн хӗнерӗм…

— Калаҫах! — мӑшкӑллӑн тӗртсе илчӗ Самохин.

— Мӗн пулнине калатӑп. Ҫав Баннике вӗлерсе пӑрахманшӑн халичченех кулянса ҫӳретӗп. Урӑх нимӗн каламалли те ҫук.

Корчжинский тӳрленсе ларчӗ, унӑн айӗнчи пукан лӑчӑр-лачӑр туса илчӗ. Ҫак йывӑр ӗҫе унӑн хӑвӑртрах пӗтерес килет. Ҫавӑнпа вӑл васкавлӑн калама тытӑнчӗ:

— Ну, мӗн калас ӗнтӗ, юлташсем, пурте паллӑ. Нагульнов хӑй те тунмасть. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тӳрре тухма хӑтланать ӗнтӗ вӑл, анчах айӑпне сирме хӑтланнисем унӑн ӗненмелле пулса тухмаҫҫӗ. Хӑйне хӗстерме пуҫласан кирек кам та, ҫапла, айӑпне кӑштах та пулин хӑй ҫинчен сирсе яма е ответлӑха теприсем ҫине йӑвантарма пӑхатех… Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: Нагульнова, колхоз юхӑмӗнче парти линине киревсӗррӗн пӑснӑскере, коммунист пулин те йӑла тӗлӗшӗнчен пӑсӑлса кайнӑскере, парти ретӗнчен кӑ-лар-са пӑрахмалла! Эпир Нагульнов ӗлӗкрех мухтава тивӗҫлӗ ӗҫсем туни ҫине пӑхса тӑмӑпӑр, вӑл иртсе кайнӑ тапхӑр. Пирӗн ӑна, ыттисене ӑса вӗрентессишӗнех айӑпламалла. Кам та кам парти ятне варалама тата ӑна сулахаялла е сылтӑмалла сӗтӗрме хӑтланать, ҫавсене пурне те эпир пӗр хӗрхенсе тӑмасӑрах ҫапса хуҫатпӑр. Нагульновпа тата ун йышши ытти ҫынсем тӗлӗшпе ҫурма мерӑсем йышӑннипех ҫырлахса ларма юрамасть. Эпир ӑна ахаль те чылайччен пуҫран лӑпкаса пурӑнтӑмӑр. Пӗлтӗрех-ха вӑл, пӗрлешсе ҫӗр ӗҫлемелли юлташлӑхсем йӗркеленӗ чухнех, сулахай еннелле туртӑнкалатчӗ, ҫавӑн чухнех эпӗ ӑна асӑрхаттарнӑччӗ. Каланине итлемерӗ пулсан — ан тив хӑйне ӳпкелетӗр! Атьӑр сасӑлар! Кам Нагульнова партирен кӑларас тет? Сасӑласса, паллах, бюро членӗсем кӑна сасӑлаҫҫӗ. Юрать, тӑваттӑн пулчӗҫ эппин? Эсӗ хирӗҫ-им, Балабин юлташ?

Балабин ывӑҫ тупанӗпе сӗтеле ҫатлаттарса ҫапрӗ. Унӑн тӑнлавӗсем ҫинчи юн тымарӗсен ҫыхланчӑк эрешӗсем карӑнса кайрӗҫ.

— Эпӗ-и, эпӗ сире пӗтӗмпех хирӗҫлетӗп! Ку вӑл тӗпренех тӗрӗс мар хӑтланни пулать!

— Эсӗ хӑвӑн шухӑшупах юлма пултаратӑн, — терӗ Корчжинский сиввӗн.

— Ҫук, эсӗ мана калама ирӗк пар!

— Каласси кая юлчӗ ӗнтӗ, Балабин. Нагульнова партирен кӑларас тесе ытларах сасӑпа йышӑнтӑмӑр.

— Ку вӑл ҫын ҫине чиновникле пӑхни пулать! Ка-ҫа-рӑр мана, анчах ку ӗҫе эпӗ ҫаплипех хӑвармастӑп! Эпӗ окружкома ҫырса яратӑп! Партин ватӑ членне, Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ ҫынна, партирен кӑларса пӑрахасшӑн… Эсир ухмаха ертӗр-им-ха, юлташсем? Урӑхла айӑплама май ҫук пек хӑтланатӑр!

— Ун пирки дискусси туса тӑмалли те ҫук. Сасӑларӑмӑр ӗнтӗ!

— Унашкал сасӑланӑшӑн янахран тӑрӑнтармалла! … — Балабинӑн сасси ҫинҫен янраса тухрӗ, тӑвӑнса тӑракан хулӑн мӑйӗ калама ҫук хытӑ карӑнса кайрӗ, кӑштах тӗкӗнсенех пӳрне айӗнчен юн пӗрхӗнсе тухассӑн туйӑнать.

— Ну, янахран тӑрӑнтарас пирки эсӗ хуллентерех калаҫ, — сиввӗн каласа хучӗ оргпай пуҫлӑхӗ Хомутов. — Эпир сана та йӗркене кӗртме пултаратпӑр. Кунта эсӗ хӑв патӑнта, милицире мар, парти райкомӗнче ларатӑн.

— Сансӑрӑнах пӗлетӗп! Мӗншӗн эсир мана калаҫма памастӑр-ха тата?

— Мӗншӗн тесен урӑх калаҫма кирлӗ мар тесе шухӑшлатӑп эпӗ! — сасартӑках ҫилленсе ӳкрӗ Корчжинский. Вӑл та Балабин пекех хӗремесленсе кайрӗ, креслин чавсалӑхӗсене ҫатӑрласа тытрӗ. — Эпӗ кунта райком секретарӗ. Эпӗ сана сӑмах памастӑп, калаҫассу килетех пулсан — авӑ, крыльца ҫине тухса калаҫ!

— Балабин, ан вӗчӗрхенсем! Мӗн хыпӑнатӑн-ха эсӗ? Тархасшӑн, ара хӑвӑн шухӑшна окружкома ҫырса пар, капла халь епле вара, сасӑласа ирттертӗмӗр пулать те, эсӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн чышкусемпе хӑмсарма тытӑнатӑн-и, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ райисполком председателӗ милици начальникне.

Вӑл Балабина формӑллӑ кӗпи ҫаннинчен ярса тытрӗ те ҫурма сасӑпа темскер кала-кала кӗтесселле ҫавӑтса кайрӗ.

Ҫав хушӑра Корчжинский, Балабинпа хирӗҫсе илнӗ май тарӑхса кайнӑскер, тӑртаннӑ куҫхупанкисем хушшипе ҫилӗллӗн ялкӑшса пӑхакан пӗчӗк куҫӗсене Макар ҫинелле ҫӗклерӗ, халь ӗнтӗ курайманлӑхне пӗр пытармасӑрах, ҫапла каларӗ:

— Калаҫмалли пӗтрӗ, Нагульнов! Бюро йышӑннӑ решенине сана хамӑр ретрен кӑларса пӑрахрӑмӑр. Сирӗн йышши ҫынсем партие кирлӗ мар. Партбилетна кӑларса хур ҫакӑнта! — терӗ те, хӗрлӗ ҫӑмлӑ аллин ывӑҫ тупанӗпе сӗтеле шарт ҫапрӗ.

Нагульнов вилнӗ пекех шурса кайрӗ. Вӑл хыттӑн чӗтреме тапратрӗ, илтӗнмиех пулса ҫитнӗ сассипе ҫапла каларӗ:

— Партбилета памастӑп эпӗ.

— Партарӑпӑр.

— Окружкома кай, Нагульнов! — кӑшкӑрса ячӗ кӗтесрен Балабин, унтан, ҫурма сӑмах ҫинчех райисполком председателӗпе калаҫма пӑрахрӗ те, алӑка хыттӑн шалтлаттарса хӑварса, пӳлӗмрен тухса кайрӗ.

— Партбилета сана памастӑп эпӗ! — терӗ тепӗр хут Макар. Унӑн сасси ҫирӗпленчӗ, ҫамки ҫинчен тата сарлака шӑмӑллӑ питҫӑмартисем ҫинчен кӑвакрах тӗслӗ шупка сӑнӗ майӗпенех ирте пуҫларӗ. — Партие эпӗ татах та кирлӗ пулӑп-ха… Эпӗ партисӗр пурӑнма пултараймастӑп! Сана, ҫапах та, пӑхӑнмастӑп!.. Акӑ вӑл, билечӗ, кӑкӑр умӗнчи кӗсьерех… Анчах илме хӑтланса пӑх-ха ӑна! Карланкуна ҫыртса татӑп!..

— Трагедилле пай пуҫланать иккен! — прокурор хулпуҫҫисене хутлаткаласа илчӗ. — Анчах эсӗ тулхӑрса ан тӑр-ха кунта…

Унӑн сӑмахӗсене хӑлхана та чикмесӗр, Макар Корчжинский ҫине пӑхса тӑрать, шухӑша кайнӑ пек, ерипен калаҫать:

— Партисӗр ӑҫта кайса кӗрем-ха эпӗ? Мӗн тӑвӑп тата? Ҫук, партбилета памастӑпах эпӗ! Эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫӑма панӑ… пӗтӗм пурнӑҫӑма… — сасартӑк ватӑ ҫын пек мӗскӗнӗн, тӗлсӗр хыпаланса ӳкрӗ, сӗтел ҫинче тем шыраса, аллипе хыпашлама пуҫларӗ, сӑмаххисене пӑтраштарса, васкавлӑн, ӑнланмалла мар мӑкӑртатма пуҫларӗ:  — Ун пек тӑвиччен эсӗ… йӗкӗтӳсене кӑтарту пар. Персе вӗлерччӗр мана… Урӑх ним тумалли те ҫук… Мана текех пурнӑҫ кирлӗ мар ӗнтӗ, пурнӑҫран та кӑларса пӑрахӑр… Серко ҫамрӑк чух кирлӗ пулнӑ… Ватӑлнӑ та — картишӗнчен хуса кӑлармалла…

Макарӑн сӑн-пичӗ гипсран тунӑ маска пек пӗр хускалми хытса кайрӗ, тути хӗррисем кӑна кӑрт-карт турткаланса вылянкалаҫҫӗ, анчах юлашки сӑмахӗсене каланӑ чухне куҫӗсенчен хӑй ӗмӗрӗнче малтанхи хут куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса анчӗ. Куҫҫуль тумламӗсем, питҫӑмартисене йӗп-йӗпех йӗпетсе, тахҫантанпах хырманнипе шӑртланса ларнӑ сухалӗ ҫинче тытӑнкаласа тӑраҫҫӗ те, кӗпине кӑкри тӗлӗнче хура пӑнчӑсемпе эрешлесе пӗтерсе, юха-юха анаҫҫӗ.

— Ҫитӗ сана! Куҫҫулӗпе пулӑшаймӑн ӗнтӗ, юлташ! — Секретарь тем ыратнӑн питне-куҫне пӗркелентерсе илчӗ.

— Эсӗ маншӑн юлташ мар! — кӑшкӑрса ячӗ Нагульнов. — Эсӗ — кашкӑр! Эсир кунта пурсӑр та — наркӑмӑшлӑ ҫӗлен-калтасем! Пусмӑрласа хӑтланатӑр! Яп-яка калаҫма вӗренсе ҫитнӗ! Эсӗ мӗн, Хомутов, шӑлна йӗрсе ларатӑн? Манӑн куҫҫулӗнчен кулатӑн-им? Эсӗ!.. Ҫирӗм пӗрремӗш ҫулта, Фомин хӑйӗн бандипе округ тӑрӑх ӗрӗхсе ҫӳренӗ чухне, эсӗ окружкома пынӑччӗ, астӑватӑн-и?.. Астӑватӑн-и, аҫа йытӑ хӳри?.. Пытӑн та партбилетна кӑларса патӑн, ялхуҫалӑх ӗҫӗпе пурӑнӑп, тесе хӑвартӑн… Эсӗ Фоминран хӑраса ӳкнӗччӗ! Ҫавӑнпа партбилетна кӑларса патӑн, ялхуҫалӑх ӗҫӗпе пурӑнӑп, пӑлкка ҫӗрура чулсем хушшипе хӗсӗнсе кӗнӗ пек, партие хӗсӗнсе кӗтӗн!.. Халӗ акӑ мана хирӗҫ сасӑлатӑн. Манӑн вилӗмле хуйхӑран кулатӑн!

— Ҫитӗ, Нагульнов, ан кӑшкӑр тархасшӑн. Пирӗн тата урӑх ыйтусем те пур-ҫке-ха, — терӗ пӗр именмесӗрех кӗре сӑн-питлӗ чипер Хомутов. Вӑл, чее йӑл куллине паҫӑрхи пекех хура мӑйӑхӗсем айне пытарса, Нагульновпа килӗштерме хӑтланнӑ пек пулчӗ.

— Ҫитет мана сирӗнпе калаҫни, анчах эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхе тупатӑп-тупатӑпах. ЦК-на каятӑп!

— Во-во! Каях! Унта пӗр самантрах пурне те татса парӗҫ! Унта сана тахҫантанпах кӗтсе ларатчӗҫ-ха… — йӑл кулчӗ Хомутов.

Макар хуллен алӑк патнелле утрӗ, тӑнлавӗпе алӑк янаххине пырса ҫапӑнчӗ, йӑнӑшса ячӗ. Юлашки хут ҫилленсе кайни ӑна шалтах халран ӳкерчӗ. Пӗр шухӑшсӑр-мӗнсӗр, пӗр туйӑмсӑр юлса, вӑл хапха патне утса ҫитрӗ, карта ҫумне кӑкарса тӑратнӑ лутра лашине салтса тытрӗ, темшӗн, ӑна чӗлпӗр вӗҫҫӗнех ҫавӑтса уттарса кайрӗ. Станицӑран тухнӑ чухне утланса ларасшӑн пулчӗ, анчах утланаймарӗ: йӗнер пускӑчи ҫине пусма хӑтланса тӑватӑ хутчен хӑрах урине ҫӗклерӗ, кашнинчех ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна илсе йӗнер ҫумӗнчен татӑла-татӑла анчӗ.

Урам вӗҫӗнчи пӗчӗкҫеҫ пӳрт умӗнче, тӑпрас ҫинче, пӗр ватӑ, анчах та патвар мучи ларать. Казак картузӗн сӗвенкелесе пӗтнӗ кусурукӗ айӗнчен Макар хӑйӗн лутра лаши ҫине епле ларма хӑтланнине тимлӗн сӑнаса пӑхса ларчӗ, унтан ӑна хавхалантармалла кулса ячӗ.

— Маттур ӑмӑрткайӑк-ҫке эсӗ! Хӗвел юман хыҫӗнче кӑна-ха, вӑл пур урине те ҫӗклейми пулнӑ. Мӗнле сӑлтавпа ҫакӑн пек ирех ӗҫсе ӳсӗрӗлтӗн-ха? Е уяв-и паян?

— Уяв ҫав, Хветут асатте! — тесе хуравларӗ кӳрши, ҫатан карта урлӑ пуҫне кӑтартса. — Паян Симунсен мӑнкунӗ, хупахсем тӑрӑх хӗрессемпе ҫӳреҫҫӗ.

— Ҫапла, — йӑл кулчӗ старик, — эппин, эрехрен вӑйлӑ йӗкӗт ҫуках иккен? Авӑ епле вӑл, ӑна йӗнер ҫумӗнчен тӗрте-тӗрте ярать! Ҫирӗпрех пул, маттур казак!

Макар шӑлӗсене шатӑртаттарса илчӗ те, атӑ сӑмсипе кӑштах йӗнер пускӑчне сӗртӗнсе кайӑк пек ыткӑнса ҫӗкленчӗ, йӗнер ҫине утланса ларчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех