Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II сыпӑк

Пай: Обломов –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.08 13:04

Пуплевӗш: 677; Сӑмах: 5673

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӳлӗме ҫирӗм пилӗк ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑк ҫын кӗчӗ; вӑл ҫирӗп сывлӑхлӑ, унӑн питҫӑмартисем те, тути те, куҫӗсем те кулаҫҫӗ. Ун ҫине ӑмсанмасӑр пӑхма ҫук.

Вӑл ҫӳҫне тирпейлӗ туранӑ, капӑр тумланнӑ; таса пит-куҫӗ, перчетки, фракӗ куҫа ҫисе тӑраҫҫӗ. Жилечӗ ҫинче темӗн чухлӗ вӗтӗ брелоклӑ вӑчӑра. Вӑл, питӗ ҫӳхе батист тутӑрпа питне, йӑлтӑркка шлепкине шӑлса илчӗ, лакпа ҫутатнӑ аттисем ҫинчи тусана шӑлчӗ.

— А, Волков, сывлӑх сунатӑп! — терӗ Илья Ильич.

— Сывлӑх сунатӑп, Обломов, — терӗ йӑлтӑркка господин, ун патнелле ҫывхарса.

— Ан ҫывхарӑр, ан ҫывхарӑр: эсир сивӗ ҫӗртен кӗтӗр! — асӑрхаттарчӗ лешӗ.

— Эй, ачаш, ӗҫсӗр ырӑ куран этем! — терӗ Волков, шлепке хума вырӑн шыраса, вара, пур ҫӗрте те тусан курса, ниҫта та хумарӗ; ларас тесе фрак аркисене сирчӗ, анчах кресла ҫине тинкерсе пӑхрӗ те лармарӗ.

— Эсир тӑман иккен-ха! Ку мӗнле шлафрок сирӗн ҫире? Унашкаллисене тахҫанах тӑхӑнма пӑрахнӑ, — намӑслантарчӗ вӑл Обломова.

— Ку шлафрок мар, халат, — терӗ Обломов, халатӑн анлӑ аркисемпе киленчӗклӗн пӗркенсе.

— Эсир сывах-и? — ыйтрӗ Волков.

— Мӗн сывлӑхӗ! — анасласа каларӗ Обломов. — Япӑх! Юн хӑвӑрт тапнипе аптрарӑм. Хӑвӑр мӗнле пурӑнатӑр?

— Эпӗ аптрамастӑп: сывлӑхлӑ та савӑнӑҫлӑ, — питӗ савӑнӑҫлӑ! — хавхалануллӑн хушса хучӗ ҫамрӑк ҫын.

— Ӑҫтан ҫав тери ир килетӗр? — ыйтрӗ Обломов.

— Ҫӗвӗҫ патӗнчен. Пӑхӑр, фрак лайӑх-и? — ыйтрӗ вӑл, Обломов умӗнче ҫаврӑнкаласа.

— Питӗ лайӑх! Ҫав тери ҫыпӑҫуллӑ ҫӗленӗ, — терӗ Илья Ильич. — Анчах мӗншӗн-ха унӑн хыҫӗ питӗ шалпар.

— Ку рейт-фрак: юланутпа ҫӳремелли.

— Э! Авӑ мӗнле! Эсир юланутпа ҫӳретӗр-им вара?

— Ҫӳремесӗр! Паянхи куна ятарласа фрак ҫӗлетрӗм. Паян майӑн пӗрремӗш-ҫке: Горюновпа пӗрле Екатерингофа каятпӑр. Ах! Эсир пӗлетӗр-и? Горюнов Мишӑна офицер туса хунӑ — ҫавӑнпа паян эпир уяв тӑватпӑр та, — хушса хучӗ Волков хавхаланса.

— Авӑ мӗнле! — терӗ Обломов.

— Унӑн лаши ҫӳрен, — малалла каларӗ Волков. — Вӗсен полкӗнче ҫӳреннисем, манӑн — хура лаша. Эсир мӗнле каятӑр: ҫуран-и, экипажпа-и?

— Ара… нимле те мар, — терӗ Обломов.

— Майӑн пӗрремӗшӗнче те Екатерингофа каймастӑр-и? Мӗн эсир, Илья Ильич! — тӗлӗнсе каларӗ Волков. — Унта пурте пулаҫҫӗ!

— Ну, мӗнле пурте! Ҫук, пурте мар! — ӳркевлӗн асӑрхаттарчӗ Обломов.

— Кайӑр, чунӑм, Илья Ильич! Экипажра Софья Николаевнӑпа Лиди иккӗшех пулаҫҫӗ, вӗсене хирӗҫ ларкӑч пур: акӑ сирӗн вӗсемпе пӗрле каясчӗ…

— Ҫук, эпӗ ларкӑч ҫине шӑнӑҫаймастӑп. Тата мӗн тӑвӑп эпӗ унта?

— Апла, каясах тесен, Миша сире урӑх лаша парӗ?

— Эсир мӗн шухӑшласа кӑларнине турӑ пӗлет, — терӗ Обломов хӑй тӗллӗн каланӑ пек. — Мӗне кирлӗ-ха сире ҫав Горюновсем ?

— Ах! — терӗ Волков хӗрелсе. — Калас-и?

— Калӑр!

— Эсир никама та каламӑр — чӑн сӑмах-и? — малалла каларӗ Волков, ун ҫумне диван ҫине ларса.

— Ахӑртнех.

— Эпӗ… Лидие юрататӑп, — пӑшӑлтатрӗ Волков.

— Лайӑх! Чылайранпа-и? Вӑл ҫав тери чипер пулас?

— Виҫӗ эрне ҫитет ӗнтӗ! — ассӑн сывласа каларӗ Волков. — Миша вара Дашенькӑна юратать.

— Мӗнле Дашенькӑна?

— Ӑҫтан эсир, Обломов? Дашенькӑна та пӗлмест! Вӑл ташланине пӗтӗм хула ытараймасть! Паян эпир балетра пулатпӑр; Миша ӑна чечек ҫыххи ывӑтса парать, йӗкӗте пулӑшас пулать: вӑл именчӗк, ун пек ҫӗрте пулса курман-ха… Ах, манӑн камели чечекӗсем туянма каймалла-ҫке!..

— Ӑҫта тата? Ҫитӗ ҫӳресе, апатланма килӗр: вара калаҫӑттӑмӑр. Манӑн икӗ инкек…

— Пултараймастӑп: эпӗ Тюменев князь патӗнче апатланатӑп, унта Горюновсем ҫемйипех пулаҫҫӗ, тата вӑл, вӑл та… Лидинька та пулать, — пӑшӑлтатса хушса хучӗ Волков. — Мӗн эсир князь патне ҫӳреме пӑрахрӑр? Мӗнле савӑнӑҫлӑ ун патӗнче! Мӗнле пуян пурӑнаҫҫӗ! Дачи мӗнле! Чечек айне путнӑ вӗт! Готика стилӗпе галерея тунӑ. Ҫулла ташӑсем, спектакльсем пулать, теҫҫӗ. Эсир унта ҫӳреме пуҫлатӑр-и ?

— Ҫук, ҫӳреместӗп пулӗ тетӗп.

— Ах, мӗнле кил! Кӑҫал хӗллехи юнкунсенче унта аллӑ ҫынран кая пулман, тепӗр чухне ҫӗр ҫынна яхӑн та пуҫтарӑнкалатчӗ…

— Турӑҫӑм! Унта тамӑкри пекех кичем пулмалла!

— Ӑҫтан апла пултӑр? Кичем! Мӗн чухлӗ ҫын нумайрах, ҫавӑн чухлӗ хаваслӑрах. Унта Лиди те пулнӑ, эпӗ ӑна асӑрхаманччӗ, унтан сасартӑк…

Напрасно я забыть ее стараюсь
И страсть хочу рассудком победить…
тесе юрласа ячӗ те вӑл, астумасӑр кресла ҫине ларчӗ, анчах сасартӑк сиксе тӑчӗ, тумтирӗ ҫинчи тусана шӑлса тасатрӗ.

— Сирӗн пур ҫӗрте те мӗн чухлӗ тусан! — терӗ вӑл.

— Йӑлтах Захар айӑплӑ! — ӳпкелерӗ Обломов.

— Ну, манӑн кайма вӑхӑт! — терӗ Волков. — Миша валли чечек ҫыххи тума камели шыраса тупмалла. Аu revolv.

— Каҫхине чей ӗҫме килӗр, балетран: унта мӗн пулса иртнине каласа парӑр, — чӗнчӗ Обломов.

— Пултараймастӑп, Муссинскисем патӗнче пулма сӑмах патӑм: паян вӗсен кунӗ. Атьӑр эсир те. Килӗшетӗр-и, сире вӗсемпе паллаштаратӑп?

— Ҫук, мӗн тӑвас унта?

— Муссинскисем патӗнче-и? Чимӗр-ха, унта ҫур хула пуҫтарӑнать-ҫке. Мӗнле мӗн тумалла пултӑр-ха? Вӗсен килӗнче тем ҫинчен те калаҫаҫҫӗ…

— Шӑпах ҫакӑ, тем ҫинчен те калаҫни, кичем те ӗнтӗ, — терӗ Обломов.

— Апла пулсан, Мездровсем патне ҫӳрӗр, — пӳлчӗ ӑна Волков, — унта вара пӗр япала ҫинчен — искусство ҫинчен калаҫаҫҫӗ; Венеци шкулӗ, Бетховен, Бах, Леонардо да Винчи ҫинчен ҫеҫ илтетӗн…

— Ӗмӗрне пӗр япала ҫинчен — мӗнле кичем! Унта искусствӑна кӑнттам ӑнланакан чӑркӑш этемсем пулас, — терӗ Обломов анасласа.

— Сире юраймӑн. Хӑнана каймалли сахал-им? Халӗ кашниннех уйрӑм хӑна кунӗ пур: Савиновсем патӗнче кӗҫнерникунсерен апатланаҫҫӗ, Маклашкинсем патӗнче — эрнекунсерен, Вязниковсем патӗнче — вырсарникунсерен, Тюметаевсем патӗнче — юнкунсерен. Манӑн пӗр пушӑ кун та ҫук! — куҫӗсене чалкӑштарса сӑмахне вӗҫлерӗ Волков.

— Кунран-кунах ҫапла тертленме ӳркенместӗр-и?

— Вӑт ӳркев! Мӗн ӳркевӗ? Питӗ хаваслӑ! — пӑшӑрханмасӑр каларӗ Волков. — Ирхине вулатӑн, мӗн пулни-иртнине, ҫӗнӗ хыпарсене пӗлсе тӑмалла. Мухтав турра, манӑн служби ҫавӑн пек, ӗҫре пулни кирлех мар. Эрнере икӗ хут ҫеҫ службӑра ларса ирттеретӗп тата генерал патӗнче апатра пулатӑп, унтан вара хам нумайранпа пулман ҫынсем патне курма каятӑп; ну, унтан… ҫӗнӗ актриса, е вырӑссен, е французсен театрӗнче. Акӑ опера пулать, эпӗ унта абонементпа усӑ куратӑп. Халӗ акӑ юратса пӑрахрӑм… Ҫу пуҫланать: Мишӑна отпуск пама пулнӑ; пӗр уйӑхлӑха вӗсен ялне уҫӑлма каятпӑр. Унта сунарта пулатпӑр. Вӗсен кӳршисем питӗ лайӑх. Ваls champetres ирттереҫҫӗ. Лидипе ращара уҫӑлса ҫӳретпӗр, кимӗпе ярӑнатпӑр, чечексем тататпӑр… Ах!.. — вӑл хавасланнипе ҫаврӑнса илчӗ. — Ҫапах та кӑйма вӑхӑт… Сывӑ пулӑр, — терӗ вӑл, тусанлӑ тӗкӗр витӗр хӑйне малтан та хыҫалтан та курасшӑн ахалех тӑрӑшса.

— Тӑхтӑр-ха, — чарчӗ ӑна Обломов, — эпӗ сирӗнпе пӗр ӗҫ пирки калаҫасшӑнччӗ.

— Раrdоn, вӑхӑт ҫук, — васкарӗ Волков. — Тепӗр чух! Манпа устрица ҫиме килӗшместӗр-и? Ун чухне каласа кӑтартнӑ пулӑттӑр. Кайрӑмӑр, Миша хӑналать.

— Ҫук, чипер кайӑр! — терӗ Обломов.

— Сывӑ пулӑр эппин.

Волков утса кайрӗ те каялла ҫаврӑнчӗ.

— Ҫакна куратӑр-и? — терӗ вӑл, хӳхӗм перчеткеллӗ аллине кӑтартса.

— Мӗн ку? — ыйтрӗ Обломов ӑнланса илеймесӗр.

— Ҫӗнӗ lacets! Куратӑр-и, мӗнле лайӑх пӗрсе тӑрать: тӳмепе икӗ сехет тертленместӗн; хӑюне туртатӑн та — хатӗр. Тин ҫеҫ Парижран илсе килнӗ. Килӗшетӗр-и, сирӗн валли, тӑхӑнса пӑхмалӑх, пӗр мӑшӑр илсе килетӗп?

— Юрать, илсе килӗр! — терӗ Обломов.

— Тата ҫакна пӑхӑр: чӑнах та питӗ илемлӗ вӗт? — ыйтрӗ Волков, темӗн чухлӗ брелокран пӗрне суйласа. — Кӗтессине хуҫлатнӑ визит карточки.

— Мӗн ҫырнине ӑнкарса илейместӗп.

— Pr. prinсе М. Мichel — терӗ Волков, — Тюменев хушамат вырнаҫмарӗ; ҫакна вӑл мана Мӑнкунра ҫӑмарта вырӑнне парнелерӗ. Ну, сывӑ пулӑр-ха, au pevoir. Манӑн тата вунӑ ҫӗре ҫитмелле. Турӑҫӑм, мӗн тери савӑнӑҫ ҫут тӗнчере пурӑнма!

Вӑл тухса кайрӗ.

«Пӗр кун хушшинче вунӑ ҫӗре ҫитмелле — телейсӗрскер! — шухӑшларӗ Обломов. — Ҫавӑ пурнӑҫ-и вара! — Вӑл хулпуҫҫине хытӑ сиктерсе илчӗ. — Ӑҫта-ха кунта ҫын? Мӗнле вакланса, сапаланса кайнӑ вӑл? Паллах, театра кайса курни те, мӗнле те пулин Лидие юратни те япӑх мар… вӑл, чипер! Унпа пӗрле ялта чечек пуҫтарма, кимӗпе ярӑнма — аван; анчах пӗр кун хушшинче вунӑ ҫӗре ҫитмелле — телейсӗрскер!» — хӑй шухӑшне вӗҫлерӗ Обломов, ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса; хӑйӗн ҫавнашкал ниме тӑман шухӑш-ӗмӗт ҫукшӑн, хӑй тертленсе ҫӳременшӗн, акӑ ҫакӑнта хӑйӗн этем тивӗҫлӗхне, канӑҫне упраса выртнӑшӑн хавасланчӗ вӑл.

Тепӗр хут шӑнкӑртаттарни унӑн шухӑшне сирчӗ.

Пӳлӗме ҫӗнӗ хӑна кӗчӗ.

Ку господин герб тӳмеллӗ тӗксӗм-симӗс фрак тӑхӑннӑ, яп-яка хырӑннӑ, унӑн питне хура бакенбарда сӑрнӑ, ӗшенчӗк куҫӗсем лӑпкӑн та ӑслӑн курӑнаҫҫӗ, пичӗ хытах туртӑннӑ.

— Сывлӑх сунатӑп, Судьбинский! — хаваслӑн саламларӗ Обломов. — Ӗлӗк пӗрле ӗҫленӗ юлташу патне аран-аран кӗрсе куртӑн иккен! Ан ҫывхар, ан ҫывхар! Эсӗ сивӗ ҫӗртен кӗнӗ.

— Сывлӑх сунатӑп, Илья Ильич. Тахҫанах килесшӗнччӗ сан патна, — терӗ хӑна, — пирӗн мӗнле шуйттанла ӗҫ иккенне эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн-ҫке! Акӑ, кур, доклад валли пӗр чемодан хут илсе каятӑп; халӗ те, лере мӗн те пулин кирлӗ пулсан, курьера кунта вӗҫтерме хушрӑм. Пӗр минутлӑх та ирӗк ҫук.

— Эсӗ халӗ те ӗҫре-и? Мӗншӗн капла кая юлтӑн? — ыйтрӗ Обломов. — Эсӗ ӗлӗк вунӑ сехет тӗлне…

— Ӗлӗк ҫаплаччӗ те, халӗ пачах урӑхла: вуникӗ сехет тӗлне каятӑп.

Вӑл юлашки сӑмахне хыттӑнрах каларӗ.

— Э! Чухлатӑп! — терӗ Обломов. — Отделени начальникӗ! Нумайранпа-и ?

Судьбинский мӑнаҫлӑн пуҫне сулчӗ.

— Ҫветтуй кунӗренпе, — терӗ вӑл. — Анчах ӗҫ ҫав тери нумай — хӑрушӑ! Сакӑр сехетрен вуниккӗччен килте, вуниккӗрен пилӗк сехетчен канцеляринче, каҫпа та ӗҫлетӗп. Ҫынсенчен пачах ютшӑнтӑм.

— Кхм! Отделени начальникӗ — авӑ мӗнле! — терӗ Обломов. — Саламлатӑп! Мӗнлерех? Иксӗмӗр пӗрле чух канцеляри чиновникӗсем пулса ӗҫлеттӗмӗр. Ҫитес ҫулхине статски советник пулатӑн пулӗ ӗнтӗ — ҫапла шухӑшлатӑп.

— Ӑҫта унта! Турӑ ҫырлахтӑр! Кӑҫал корона илмелле-ҫке; лайӑх ӗҫленӗшӗн награда пама тӑратаҫҫӗ пулӗ, тесе шутланӑччӗ, анчах халӗ ҫӗнӗ должнӑҫа кӗтӗм: икӗ ҫул умлӑ-хыҫлӑ юрамасть…

— Апата кил, чин ӳстернӗ ятпа ӗҫӗпӗр! — терӗ Обломов.

— Ҫук, паян вице-директор патӗнче апатра пулатӑп. Кӗҫнерникуна доклад хатӗрлемелле — пуҫа ҫӗклеме те вӑхӑт ҫук! Кӗпӗрнерен ярса панӑ хутсене ӗненме юрамасть. Йӑлтах хамӑн тӗрӗслес пулать. Фома Фомич питӗ шиклӗ ҫын, йӑлтах хӑй тӑвасшӑн. Паян акӑ апат хыҫҫӑнах унпа пӗрле ӗҫлеме ларатпӑр.

— Ниушлӗ апат хыҫҫӑн та ӗҫлетӗр? — ыйтрӗ Обломов шанмасӑртарах.

— Эсӗ мӗн тетӗн? Хӑвӑртрах пӗтерсе Екатерингофа кайса килме ӗлкӗрсен аван пулӗччӗ… Ара, эсӗ унта каймастӑн-и тесе, сан патна кӗрсеттӗм. Эпӗ сана илсе кайнӑ пулӑттӑм…

— Темскер сывах мар-ха, пыраймастӑп! — питне пӗркелентерсе каларӗ Обломов. — Ҫитменнине тата ӗҫ те нумай… ҫук, пултараймастӑп!

— Шел! — терӗ Судьбинский. — Кунӗ вара лайӑх. Паянхи кун канасса ҫеҫ шанатӑп.

— Ну, мӗн ҫӗнни пур сирӗн? — ыйтрӗ Обломов.

— Вак-тӗвексем нумай: ҫырусенче «сире питӗ хисеплекен» тесе ҫырма чарчӗҫ, «ӗнентеретӗп» тесе ҫыратпӑр; ҫын мӗн-мӗн ӗҫре тӑнине кӑтартакан списока икшер экземпляр ярса пама хушмаҫҫӗ. Пирӗн отделение виҫӗ сӗтел тата уйрӑм хушупа ӗҫлекен икӗ чиновник хушса параҫҫӗ. Пирӗн комиссие хупрӗҫ… Хыпарсем нумай!

— Пирӗн ӗлӗкхи юлташсем мӗнлерех?

— Халлӗхе аптрамаҫҫӗ; Свинкин ӗҫ хучӗ ҫухатнӑ!

— Чӑнах-и? Директор мӗн турӗ? — чӗтрекен сассипе ыйтрӗ Обломов.

Вӑл, ӗлӗкхине аса илсе, хӑраса ӳкрӗ.

— Хут тупӑниччен награда памасӑр тӑма хушрӗ. Хучӗ вара кирлӗскер: «Кама наказани панине ҫырса пынисем». Ӑна вӑл юриех ҫухатнӑ, тесе шутлать директор, — пӑшӑлтатнӑ пекех шӑппӑн хушса хучӗ Судьбинский.

— Пулма пултараймасть! — терӗ Обломов.

— Ҫук, ҫук! Ку ахальтен кӑна, — мӑнаҫлӑн каларӗ Судьбинский Свинкина хӳтӗлесе. — Свинкин пуҫӗнче ҫил шӑхӑрать. Тепӗр чухне, мур пӗлет, темле итогсем тӑвать, пӗтӗм справкӑсене арпаштарса пӗтерет. Эпӗ унпа йӑлтах тертленсе ҫитрӗм; анчах ҫук, вӑл юрӑхсӑр ӗҫ тунине никам та асӑрхаман… Вӑл ун пек тумастех, ҫук, ҫук! Хучӗ ӑҫта та пулин арпашӑнса кайнӑ; кайран тупӑнать.

— Акӑ мӗнле иккен: яланах ӗҫре! — терӗ Обломов. — Ӗҫлетӗн.

— Ӗҫӗ тем чухлех, тем чухлех! Ну, паллах, Фома Фомич пек ҫынпа ӗҫлеме те кӑмӑллӑ: наградӑсӑр хӑвармасть; ним ӗҫлеменнине те манса хӑвармасть. Ӗҫри хастарлӑхшӑн награда пама вӑхӑт ҫитсенех список тӑратать; камӑн чин е хӗрес илме вӑхӑт ҫитмен — ӑна укҫа илмелле туса парать…

— Эсӗ мӗн чухлӗ илетӗн?

— Мӗн унта: 1200 тенкӗ шалу, апатланма уйрӑммӑн — 750, хваттершӗн — 600, пулӑшу — 900, ҫул ҫӳреме — 500, наградӑсем — 1000 тенке яхӑн.

— Ха! Аҫа ҫапасшӗ! — терӗ Обломов, вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса. — Санӑн сассу лайӑх-и вара? Итали юрӑҫи пекех!

— Ку мӗн вӑл! Пересветова, авӑ, хушса шалу тӳлеҫҫӗ, ӗҫлессе манран та сахал ӗҫлет тата нимӗн те ӑнланмасть. Ну, унӑн манӑнни пек репутаци ҫук. Мана питӗ хаклаҫҫӗ, — сӑпайлӑн хушса хучӗ вӑл, ҫӗрелле пӑхса. — Министр нумай пулмасть ман ҫинчен: «министерствӑна илем кӳрекен», тесе каларӗ.

— Маттур! — терӗ Обломов. — Анчах сакӑр сехетрен пуҫласа вуникӗ сехетчен, вуниккӗрен пуҫласа пиллӗкчен тата килте ӗҫлемелле — ай, ай!

Вӑл пуҫне сулкаласа илчӗ.

— Эпӗ ӗҫлемен пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑм вара? — ыйтрӗ Судьбинский.

— Сахал-им ӗҫ! Вуланӑ, ҫырнӑ пулӑттӑн… — терӗ Обломов.

— Эпӗ халӗ те вулатӑп та ҫыратӑп ҫеҫ.

— Капла мар; эсӗ пичетленӗ пулӑттӑн…

— Пурин те писатель пулмалла мар ӗнтӗ. Акӑ эсӗ те ҫырмастӑн-ҫке, — терӗ Судьбинский.

— Ун вырӑнне ман алӑра имени пур, — терӗ Обломов ассӑн сывласа. — Эпӗ ҫӗнӗ план тӑватӑп; унта тӗрлӗрен ҫӗнетӳсем кӳртетӗп. Тӗрмешетӗп, тӗрмешетӗп… Эсӗ ют ҫын ӗҫне тӑватӑн вӗт, хӑвӑнне мар.

— Мӗн тӑвас тен! Укҫа илетӗн пулсан, ӗҫлес те пулать. Ҫулла канатӑп: Фома Фомич ман валли ятарласах командировка шухӑшласа кӑларма шантарать… ун чухне вара пилӗк лашашӑн прогоннӑй, кашни талӑкне виҫшер тенкӗ укҫа илетӗп, унтан награда…

— Мӗнле хӗртеҫҫӗ! — терӗ Обломов ӑмсанса; унтан ассӑн сывласа илчӗ те шухӑша кайрӗ.

— Укҫа кирлӗ: кӗркунне авланатӑп, — хушса хучӗ Судьбинский.

— Мӗн калаҫан! Чӑнах-и? Кама илетӗн? — кӑмӑллӑн каларӗ Обломов.

— Шӳтлесе мар, Мурашинӑна илетӗп. Астӑватӑн-и, ман ҫывӑхри дачӑра пурӑнчӗҫ? Эсӗ ман патӑмра чей ӗҫнӗччӗ, ӑна курнӑччӗ пулас.

— Ҫук, астумастӑп! Чиперскер-и? — ыйтрӗ Обломов.

— Ҫапла, чиперскер. Кӑмӑлу пулсан, вӗсем патне апата кайӑпӑр.

Обломов аптраса ӳкрӗ.

— Юрать… аван… анчах…

— Ҫитес эрнере, — терӗ Судьбинский.

— Юрать, юрать, ҫитес эрнере, — хӗпӗртесе ӳкрӗ Обломов, — манӑн тумтир хатӗр мар-ха. Мӗнле, лайӑх мӑшӑр пулать-и?

— Лайӑх. Ашшӗ действительнӑй статски советник, вунӑ пин парать, хваттерӗ хыснан. Ун ҫуррине пире уйӑрса пачӗ, вуникӗ пӳлӗм; сӗтел-пукансем хыснан, хутассипе ҫутасси те ҫавах, пурӑнма пулать…

— Ҫапла, пулать! Пурӑнмасӑр! Акӑ мӗнлескер вӑл Судьбинский, — хушса хучӗ Обломов ӑмсанса.

— Сана туя, Илья Ильич, кӗҫӗн кӗрӳ вырӑнне пыма чӗнетӗп: асту…

— Мӗнле пултӑр-ха, пыратӑпах! — терӗ Обломов. — Ну, тата Кузнецов, Васильев, Махов мӗнле?

— Кузнецов тахҫанах авланнӑ, Махов ман вырӑна ларчӗ, Васильева Польшӑна куҫарчӗҫ. Иван Петровича Владимир орденӗ пачӗҫ, Олешкин — его превосходительство пулса тӑчӗ.

— Вӑл питӗ ырӑ ҫын! — терӗ Обломов.

— Ырӑ ҫын, ырӑ ҫын; вӑл тивӗҫлӗ.

— Питӗ ырӑ ҫын, кӑмӑлӗ ҫемҫе, лӑпкӑ, — терӗ Обломов.

— Питӗ тӳрӗ чунлӑ ҫын, — хушса хучӗ Судьбинский, — пӗлетӗн-и, унӑн йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшасси, ҫынна инкек тӑвасси, такӑнтарасси, ыттисенчен мала тухасси ҫук… мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тӑвать…

— Питӗ лайӑх ҫын! Ӗлӗк эпӗ ҫырнӑ чухне пӑтраштарса хураттӑм, астуса ҫитерейместӗм, ҫыру ҫине пачах урӑх шухӑш е урӑх закон ҫырса хураттӑм, — нимӗн те каламастчӗ: ҫӗнӗрен ҫырма урӑх ҫынна паратчӗ ҫеҫ. Питӗ лайӑх ҫын! — сӑмахне вӗҫлерӗ Обломов.

— Пирӗн Семен Семеныч вара — пачах юсанми ҫын, — терӗ Судьбинский. — Мухтанса вӗҫкӗнленме кӑна ӑста. Нумаях пулмасть акӑ мӗн турӗ вӑл: пирӗн ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан ҫуртсем ҫумне, хысна япалисене ҫаратса пӗтересрен сыхлас тесе, йытӑ йӑвисем тӑвасси ҫинчен кӗпӗрнерен хут килчӗ; пирӗн архитектор, ӗҫчен, хӑй ӗҫне пӗлекен тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын, питӗ виҫеллӗ смета тунӑччӗ; сасартӑк Семен Семеныча ҫак смета пысӑк пек курӑнать те, вӑл йытӑ йӑви тума мӗн чухлӗ кирлине тӗпчеме тытӑнать. Пӗр тӗлте вӑтӑр пус ытлашши тупать те — ҫийӗнчех докладной ҫырать…

Каллех шӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ.

— Сывӑ пул, — терӗ чиновник, — эпӗ ытлашши пакӑлтатса лартӑм, лере мӗн те пулин кирлӗ пулма пултарать…

— Кӑштах лар-ха, — тытса чарасшӑн пулчӗ Обломов. — Сӑмах май, эпӗ санпа канашласа пӑхасшӑн: манӑн икӗ инкек…

— Ҫук, ҫук, эпӗ пӗреххут ҫак кунсенче каллех кӗрсе тухӑп, — терӗ вӑл тухса кайнӑ май.

«Путнӑ, юратнӑ тусӑм, хӑлха таранах путса ларнӑ, — шухӑшларӗ Обломов ӑна куҫӗсемпе ӑсатса ярса. — Тӗнчери ытти япаласемшӗн вӑл суккӑр та, хӑлхасӑр та, чӗлхесӗр те. Акӑ ҫын пулӗ, вӑхӑчӗпе пысӑк ӗҫ тума тытӑнӗ, пысӑк чина тухӗ… Пирӗн ҫакна та карьера теҫҫӗ! Анчах ҫынлӑх мӗн тери сахал кирлӗ кунта: унӑн ӑсӗ, ирӗклӗхӗ — мӗн тума кирлӗ? Ытлашши капӑрланни кӑна! Пурӑнса ирттерет вӑл хӑй ӗмӗрне, чӗринче нумай-нумай туйӑм хускалмасть те… Ҫапах та вуниккӗрен пуҫласа пилӗк сехетчен канцеляринче ӗҫлет, саккӑртан пуҫласа вуникке ҫити килте — телейсӗрскер!»

Вӑл хӑй тӑххӑртан пуҫласа виҫҫе ҫити, саккӑртан пуҫласа тӑхӑр сехете ҫити диван ҫинче выртма пултарнӑшӑн лӑпкӑн хавасланать тата хӑйӗн докладпа каймалла мар, хут ҫырмалла мар пулнишӗн, туйма та, ӗмӗтленме те ирӗклӗ пулнишӗн савӑнать.

Обломов ҫапла шухӑшласа выртнипе хӑйӗн вырӑнӗ патӗнче ҫав тери ырханкка, хура господин тӑнине те асӑрхамарӗ; господин пит-куҫне пӗтӗмпех бакенбарда, усси тата шӗвӗр сухал хупӑрласа илнӗ. Вӑл юриех тирпейсер тумланнӑ.

— Сывлӑх сунатӑп, Илья Ильич.

— Сывлӑх сунатӑп. Пенкин! Ман патӑма ан ҫывхарӑр, ан ҫывхарӑр: эсир сивӗрен кӗнӗ! — терӗ Обломов.

— Эх эсир, тӗлӗнтермӗш! — терӗ лешӗ. — Нихҫан юсанми, пӗр шухӑшсӑр ӳркевҫӗ!

— Ҫапла, пӗр шухӑшсӑр! — терӗ Обломов. — Акӑ, эпӗ сире халех староста ҫырӑвне кӑтартатӑп: пуҫа ҫӗмӗретӗн ҫӗмӗретӗн, эсир пурпӗрех: «пӗр шухӑшсӑр», тетӗр! Ӑҫтан килтӗр эсир?

— Кӗнеке лавккинчен: журналсем тухнине пӗлме кайрӑм. Манӑн статьяна вуларӑр-и?

— Ҫук.

— Эпӗ сире ярса паратӑп, вуласа тухӑр.

— Мӗн ҫинчен? — ыйтрӗ Обломов, хытӑ анасласа.

— Суту-илӳ ҫинчен, хӗрарӑмсене права тӗлӗшӗпе арҫынсемпе танлаштарасси ҫинчен, пирӗн телее пула килнӗ апрель уйӑхӗн илемлӗ кунӗсем ҫинчен, пушар сӳнтермелли ҫӗнӗ шӗвек ҫинчен. Мӗнле эсир вуламастӑр? Журналта пирӗн кулленхи пурнӑҫ вӗт. Пуринчен ытла эпӗ пурнӑҫ чӑнлӑхне кӑтартакан литературӑшӑн кӗрешетӗп.

— Сирӗн ӗҫ нумай-и? — ыйтрӗ Обломов.

— Ҫителӗклӗ. Кашни эрнере хаҫат валли икӗ статья ҫыратӑп, беллетристсене тишкерсе тухатӑп тата акӑ калав ҫыртӑм…

— Мӗн ҫинчен?

— Пӗр хулара городничий мещенсене мӗнле хӗнени ҫинчен…

— Ку тӳррипех чӑн-чӑн пурнӑҫ вара, — терӗ Обломов.

— Чӑн вӗт? — ҫирӗплетрӗ хӗпӗртесе ӳкнӗ литератор. — Эпе акӑ мӗнле тӗллевпе ҫыратӑп тата ку ҫӗнӗ те хӑюллӑ шухӑш пулнине пӗлетӗп. Ҫапла хӗненине пӗр иртсе ҫӳрен ҫын курнӑ та сӑмах май губернатора пӗлтернӗ. Губернатор вара унта следствине каякан пӗр чиновнике ҫула май ҫакӑн ҫинчен те тӗпчесе пӗлме тата городничий мӗнле ҫын иккенне, хӑйне мӗнле тыткаланине кӑтартакан материалсем пухма хушнӑ. Чиновникӗ, суту-илӳ ҫинчен ыйтса пӗлес пек, мещенсене пуҫтарнӑ та ҫав ӗҫ пирки шахвӑртса ыйтма тытӑннӑ. Мещенсем мӗн тунӑ-ха? Пуҫ тайнӑ, кулнӑ, городничие ырласа пӗтернӗ. Чиновник вара айккинчен ыйтса пӗлме тытӑннӑ; ҫав мещенсем хӑрушӑ ултавҫӑсем пулнине, вӗсем ҫӗрнӗ таварпа сутӑ тунине, виҫерен катӑк сутнине, хыснана та улталанине, вӗсем пурте намӑса ҫухатнине, городничин вӗсене хӗнени тӗрӗс наказани пулнине каласа панӑ ӑна.

— Апла пулсан, городничий хӗнени ку повеҫре ӗлӗк-авалхи трагиксен фатумӗ пек пулса тухать эппин? — терӗ Обломов.

— Шӑпах ҫапла, — ҫийӗнчех каласа хучӗ Пенкин. — Илья Ильич, сирӗн такт нумай, хӑвӑрӑн ҫырас пулать! Эпӗ вара городничий хӑй ирӗкӗпе хӑтланнине, халӑх хушшинчи йӑласем пӑсӑлнине, пӑхӑнса тӑракан чиновниксен ӗҫӗсене япӑх йӗркеленине тата хытӑ, анчах законлӑ майсем йышӑнма кирлине кӑтартса пама пултартӑм… Тӗрӗс мар-и, ҫак шухӑш… самаях ҫӗнӗ?

— Ҫапла, уйрӑммӑнах маншӑн, — терӗ Обломов. — Эпӗ питӗ сахал вулатӑп…

— Чӑнах та, сирӗн кӗнекесем курӑнмаҫҫӗ! — терӗ Пенкин. — Анчах, тархаслатӑп сире пӗр япала вуласа тухӑр, калас пулать, питӗ лайӑх япала: «Взяточник аскӑн хӗрарӑма юратни». Авторӑн ятне сире калама пултараймастӑп: ку халлӗхе вӑрттӑнлӑх-ха.

— Мӗн вара унта?

— Пирӗн обществӑлла юхӑмӑн пӗтӗм механизмне илсе кӑтартнӑ, пурне те илемлӗ тӗссемпе ӳкернӗ. Пур пружинӑна та хускатнӑ; общество пусмин пур картлашкине те пӗрерӗн-пӗрерӗн тишкерсе тухнӑ. Автор суда чӗннӗ пек, хавшак та аскӑн вельможӑна та, ӑна улталакан пӗр ушкӑн взяточниксене те сӑнарланӑ; аскӑн хӗрарӑмсен пӗтӗм йышне… француз, нимӗҫ хӗрарӑмӗсене, чухонкӑсене тата ыттисене те… тӗлӗнмелле, кӑмӑла хумхантармалла тӗрӗс ҫырнӑ… Эпе уйрӑм сыпӑксене вуланине илтрӗм — авторӗ хӑватлӑ! Вӑл ҫырнинче е Дант, е Шекспир хӑвачӗ пурри сисӗнет…

— Акӑ ӑҫта кармашаҫҫӗ! — тӗлӗнсе каларӗ Обломов, вырӑнӗнчен ҫӗкленсе.

Пенкин, хӑй чӑнах та ытлашши каланине туйса сасартӑк шӑпланчӗ.

— Эсир вуласа тухӑр ак — хӑвӑрах курӑр, — хушса хучӗ вӑл, паҫӑрхи пек хӗрӳленмесӗр.

— Ҫук, Пенкин, вуламастӑп.

— Мӗншӗн-ха? Вӑл кӗнеке шав тӑвать, ун ҫинчен калаҫаҫҫӗ…

— Калаҫчӑрах! Хӑшпӗрисен калаҫнисӗр пуҫне ӗҫӗ те ҫук-ҫке. Ҫакнашкал ӗҫшӗн ҫуралнисем пур.

— Интересшӗн те пулин вуласа тухӑр.

— Мӗн курман эпӗ унта? — терӗ Обломов. — Мӗншӗн ҫыраҫҫӗ вӗсем: хӑйсене ҫеҫ йӑпатаҫҫӗ…

— Мӗнле хӑйсене? Тӗрӗслӗх, тӗрӗслӗх мӗнле! Кулса вилмеллех пурнӑҫри пек. Чӗрӗ портретсем пекех! Кама кӑна илсе кӑтартман, купцана-и, чиновнике-и, офицере-и, хуралҫа-и, — пурте чӗрӗ пекех тухнӑ.

— Мӗне пула тӑрӑшаҫҫӗ-ха вӗсем: мыскарашӑн-и, кама кӑна илсе кӑтартмастпӑр, йӑлт тӗрӗс тухать, тесе-и? Пӗринче те ҫук-ҫке пурнӑҫ, ӑна ӑнланни, кӑмӑллани ҫук, лешӗ, эсир гуманитет текенни ҫук. Хӑйсене хӑйсем ҫӳле хуни ҫеҫ. Вӗсем вӑрӑсене, аскӑн хӗрарӑмсене урамра тытса тӗрмене ӑсатнӑ чухнехи пек сӑнарласа кӑтартаҫҫӗ. Вӗсен калавӗсенче «курӑнман куҫҫулӗсем» мар, куҫа курӑнакан илемсӗр кулӑпа хаярлӑх илтӗнсе тӑрать…

— Тата мӗн кирлӗ-ха? Ҫав лайӑх та, эсир хӑварах каларӑр: ҫак вӗресе тӑракан хаярлӑх — кӑлтӑксене ҫилӗллӗн питлени, пӑсӑлнӑ ҫынран йӗрӗнсе кулни… кунта йӑлтах пур!

— Ҫук, пурте мар! — сасартӑк хӗрсе кайса каларӗ Обломов. — Вӑрра, пӑсӑлнӑ хӗрарӑма, улталаннӑ айвана сӑнласа кӑтарт, ҫав вӑхӑтрах ҫынна та манса ан хӑвар. Ӑҫта-ха ҫынлӑх? Эсир пуҫпа ҫеҫ ҫырасшӑн! — терӗ Обломов чашкӑрнӑ пекех. — Шухӑш валли чӗре кирлӗ мар, тетӗр-и? Ҫук, шухӑш юратупа пӗтӗҫсе тӑрать. Пӑсӑлнӑ ҫынна хӑтарас тесе аллӑра парӑр, вӑл пӗтет пулсан, ун патӗнче чӗререн татӑлса йӗрӗр, анчах унран ан мӑшкӑллӑр. Юратӑр ӑна, унӑн сӑнарӗнче хӑвӑра курӑр та, ӑна та хӑвӑра-хӑвӑр хисепленӗ пекех хисеплӗр, — ун чухне вара эсир ҫырнине вулӑп, сирӗн умӑрта пуҫӑма тайӑп… — терӗ вӑл, каллех диван ҫине канлӗн выртса. — Вӗсем вӑрра, пӑсӑлнӑ хӗрарӑма сӑнласа параҫҫӗ, — терӗ вӑл, — ҫынна вара манса хӑвараҫҫӗ е сӑнласа пама пӗлмеҫҫӗ. Мӗнле искусство кунта, мӗнле илемлӗ сӑрсем тупрӑр эсир? Аскӑнлӑха, пылчӑка тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑр, анчах, тархасшӑн, поэзи шутне кӗртесшӗн ан тӑрӑшӑр.

— Мӗн вара, эсир ҫутҫанталӑка сӑнласа кӑтартма хушатӑр-и: розӑсене, шӑпчӑка, е сивӗ хӗллехи ире, ҫав вӑхӑтрах йӗри-тавра йӑлт вӗресе, улшӑнса тӑрать пулсан? Пире обществӑри явленисене тӗп-тӗрӗс кӑтартни ҫеҫ кирлӗ; халь пирӗн юрӑ шухӑшӗ мар…

— Ҫынна, ҫынна сӑнласа парӑр мана! — терӗ Обломов. — Юратӑр ӑна…

— Ултавҫӑ, икӗ питлӗ ҫынна, вӑрлакан е катӑк ӑслӑ чиновнике юратмалла — илтетӗр-и? Мӗн эсир? Эсир литература вуламанни курӑнать те акӑ! — хӗрӳленчӗ Пенкин. — Ҫук, вӗсене тертлентермелле, граждансен ушкӑнӗнчен, обществӑран кӑларса сирпӗтмелле…

— Граждансен хушшинчен кӑларса пемелле-и? — сасартӑк хавхаланса калаҫма пуҫларӗ Обломов, Пенкин умне тӑрса. — Ку ӗнтӗ, ҫав юрӑхсӑр этемӗн те аслӑ тивӗҫлӗхӗ пуррине манни пулать; вӑл пӑсӑлнӑ ҫын, ҫапах та ҫын-ҫке-ха, урӑхла каласан, эсир хӑвӑр вӑл. Кӑларса сирпӗтмелле! Эсир ӑна этемлӗхрен, ҫутҫанталӑкран, ырӑ кӑмӑллӑ турӑ хӳтлӗхӗнчен мӗнле кӑларса сирпӗтӗр-ха? — кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ вӑл, куҫӗсене йӑлкӑштарса.

— Ав ӑҫта кармашатӑр! — терӗ Пенкин та тӗлӗнсе. Обломов хӑй те ытлашши каланине туйса илчӗ. Вӑл сасартӑк шӑпланчӗ, пӗр самант тӑчӗ, анасларӗ, унтан ерипен диван ҫине выртрӗ.

Иккӗшӗ те шӑпланчӗҫ.

— Мӗн вулатӑр вара эсир? — ыйтрӗ Пенкин.

— Эпӗ… пуринчен ытларах тӗнче курса ҫӳрени ҫинчен. Вӗсем каллех шӑпланчӗҫ.

— Вуласа тухатӑр-и ҫав поэмӑна, — пичетленсе тухсан? Эпӗ илсе килнӗ пулӑттӑм… — ыйтрӗ Пенкин.

Обломов килӗшмесӗр пуҫне пӑркаларӗ.

— Эпӗ хам калава ярса парсан? Обломов килӗшсе пуҫне сулчӗ.

— Типографине ҫитмелле манӑн! — терӗ Пенкин. — Эпӗ сирӗн патӑра мӗншӗн килнине пӗлетӗр-и? Эпӗ сире Екатерингофа пыма сӗнесшӗнччӗ; манӑн кӳме пур. Унта мӗн пулса иртни ҫинчен ыран валли статья ҫырмалла, пӗрле сӑнаса ҫӳренӗ пулӑттӑмӑр: эпӗ асӑрхаманнине эсир каланӑ пулӑттӑр; хаваслӑрах пулӗччӗ. Каятпӑр…

— Ҫук, чирлекелетӗп, — терӗ Обломов, пит-куҫне пӗркелентерсе, утиялпа витӗнсе, — йӗперен хӑратӑп, халь типсех ҫитмен-ха. Эсир паян апата килнӗ пулсан, калаҫса ларнӑ пулӑттӑмӑр… Манӑн икӗ инкек…

— Ҫук, пирӗн редакци паян пӗтӗмпех Сен-Жорж патӗнче пулать, унтанах уҫӑлса ҫӳреме каятпӑр. Ҫӗрле вара ҫырмалла, ыран ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах типографине леҫсе памалла. Чипер юл.

— Чипер кайӑр, Пенкин.

«Ҫӗрле ҫырмалла, — шухӑшларӗ Обломов. — Хӑҫан ҫывӑрмалла-ха вара? Ҫулталӑк хушшинче пилӗк пине яхӑн ӗҫлесе илет пулӗ-ха! Ку ҫӑкӑр! Яланах ҫырмалла, шухӑшсене, хӑвӑн чунна пӗчӗк ӗҫсемшӗн сапаламалла, ху мӗне ӗненнине улӑштармалла, ӑса та ӗмӗтсене те сутмалла, хӑвна ху ирӗксӗрлемелле, пӑлханмалла, вӗресе тӑмалла, ҫунмалла, кустӑрма пек, машина пек: ыран ҫыр, тепӗр кунне ҫыр; уяв килет, ҫулла пулать — унӑн яланах ҫырмалла-и? Хӑҫан чарӑнса канмалла? Телейсӗрскер!»

Вӑл сӗтел еннелле пуҫне пӑрчӗ, унта пуш-пушӑ, чернил та типсе ларнӑ, перо та курӑнмасть, вӑл вара хӑй, тин ҫуралнӑ ача пек, ним пӑшӑрханмасӑр выртнишӗн хӗпӗртерӗ: вӑл шухӑшне те сапаласа пӗтермест, нимӗн те ҫухатмасть…

«Староста ҫырӑвӗ, хваттер пирки мӗнле?» — сасартӑк аса илчӗ те Обломов, шухӑша кайрӗ.

Анчах акӑ каллех шӑнкӑртаттарчӗҫ.

— Мӗнле раут манӑн паян? — терӗ те Обломов, кам кӗрессе кӗтме пуҫларӗ.

Пӳлӗме уҫӑмсӑр сӑн-питлӗ, миҫерине уйӑрса илмелле мар ҫын кӗчӗ; вӑл илемлӗ те мар, илемсӗр те мар, ҫӳлӗ те мар, лутра та мар, сарӑ та мар, хура та мар. Ҫутҫанталӑк, ӑна курӑнмаллах палӑрса тӑракан ырӑ сӑн та, усал сӑн та паман. Ӑна нумайӑш Иван Иванович тесе чӗнет, теприсем — Иван Васильевич, виҫҫӗмӗшсем — Иван Михайлыч теҫҫӗ.

Унӑн хушаматне те тӗрлӗрен калаҫҫӗ: пӗрисем — вӑл Иванов теҫҫӗ, теприсем — Васильев е Андреев тесе чӗнеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — вӑл Алексеев тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна пирвайхи хут куракан ют ҫынна унӑн ятне калаҫҫӗ — лешӗ ун ятне те, сӑнне те ҫийӗнчех манса каять, вӑл мӗн каланине те асӑрхамасть. Вӑл пулни обществӑна нимӗн те памасть, ҫавӑн пекех, вӑл унта пулманни те обществӑшӑн сисӗнмест. Ӳт-пӗвӗнче уйрӑм паллӑсем пулман пекех, унӑн пуҫӗнче те ҫивӗч ӑспа ҫӗнӗ шухӑшсем е урӑх ӑрасналӑхсем ҫук.

Тен, вӑл хӑй курни-илтни ҫинчен каласа парса та пулин ыттисене йӑпатӗччӗ-и, анчах вӑл ниҫта та пулман: Петербургра ҫуралнӑ та ниҫта тухса курман; ҫавӑнпа вӑл ыттисем мӗн пӗлнине ҫеҫ курнӑ-илтнӗ.

Кӑмӑллӑ-и ҫавнашкал ҫын? Юратать-и, кураймасть-и, тертленет-и вӑл? Паллах, юратма та, юратмасӑр пурӑнма та, тертленме те кирлӗ пек ӗнтӗ, мӗншӗн тесен никам та ҫакӑнтан хӑтӑлаймасть. Анчах вӑл пурне те юратмалли май тупнӑ. Ҫавнашкал ҫынсем пур: кирек мӗнле тӑрмашсан та тӑшманла, ҫынна курайми, каҫарайми тӑваймастӑн вӗсене. Вӗсемпе кирек мӗн ту — вӗсем пӗрмай ачашланаҫҫӗ. Тепӗр тесен, тивӗҫлине калас пулать, вӗсен юратӑвне градус ҫине пайласан, вӑл нихҫан та вӗри патне ҫитеймест. Ҫавӑн пек ҫынсем ҫинчен, вӗсем пурне те юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа ырӑ, теҫҫӗ, тӳррипех илсен, вӗсем никама та юратмаҫҫӗ тата хӑйсем усал пулманнипе кӑна ырӑ кӑмӑллӑ.

Ҫавӑн евӗрлӗ ҫын умӗнче ыттисем кӗлмӗҫе мӗн те пулин парсан — вӑл хӑйӗн вак укҫине пӑрахса парать, ыттисем вӑрҫсан, хӑваласа ярсан, е мӑшкӑлласа кулсан — вӑл та вӗсемпе пӗрлех вӑрҫать, мӑшкӑлласа кулать. Ӑна пуян теме юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл пуян мар, чухӑнрах та; анчах хӑр чухӑн тесе те калаймӑн, мӗншӗн тесен унран чухӑнраххисем те нумай.

Вӑл ҫулталӑк хушшинче виҫҫӗр тенкӗ майлӑ темле тупӑш илет, кунсӑр пуҫне тата темле питех чаплӑ мар вырӑнта ӗҫлет те, пысӑках мар шалу илет: нушине те курмасть, кивҫене те кӗмест, унран кивҫен ыйтас шухӑш вара пушшех никам пуҫне те пырса кӗмест.

Службӑра унӑн кулленхи уйрӑм ӗҫе ҫук, мӗншӗн тесен унпа пӗрле ӗҫлекенсемпе начальниксем вӑл мӗн ӗҫе пултарнине пӗлме, вӑл мӗнле ӗҫре начар, мӗнле ӗҫре лайӑх ӗҫленине ниепле те асӑрхаса илме пултарайман. Ӑна пӗр е тепӗр ӗҫ тума парсан, вӑл начар тунипе начальник ун пирки мӗн каламаллине те пӗлмест; пӑхать-пӑхать те, вулать-вулать те: «Хурса хӑварӑр, эпӗ кайран пӑхӑп… ара, мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пекех», — тет.

Вӑл пӑшӑрханнине, ӗмӗтленнине, вӑл ҫак минутра хӑйпе хӑй калаҫнине палӑртакан паллӑ унӑн пичӗ ҫинче нихҫан та сӑнаймастӑн, е мӗнле те пулин япала ҫине, ӑна тинкерсе илесшӗн пулса пӑхнине те нихҫан та кураймастӑн.

Урамра ӑна паллакан ҫын тӗл пулать-и: — Ӑҫта каятӑн? — тесе ыйтать. — Ӗҫе каятӑп, е магазина, е кама та пулин курма, — тет. — Атя пӗреххут манпа пӗрле, — тет лешӗ, — почтӑна, е ҫӗвӗҫ патне кӗретпӗр, е уҫӑлса ҫӳретпӗр. — Вӑл вара лешинпе пӗрле почтӑна та, ҫӗвӗҫ патне те кӗрсе тухать, хӑй кайма тухнӑ ҫӗрелле мар, пачах тепӗр еннелле каять.

Вӑл ҫут тӗнчене ҫуралнине амӑшсӗр пуҫне, ахӑртнех, урӑх никам та асӑрхаман пулӗ; пурӑнан пурнӑҫра ӑна сахал ҫын асӑрхать, анчах вӑл вилсе кайнине пушшех никам та асӑрхамӗ; никам та ун ҫинчен ыйтса пӗлмӗ, шеллемӗ, вӑл вилнӗшӗн никам та хавасланмӗ. Унӑн тӑшманӗсем те, тусӗсем те ҫук, анчах паллакансем питӗ нумай. Тен, ӑна пытарма кайнӑ чух ҫеҫ пӗр-пӗр иртен-ҫӳрен ун ҫине пӑхса илӗ, вара ҫак паллӑ мар ҫынна пирвайхи хут тивӗҫлипе хисеплӗ — пилӗк таран пуҫ тайӗ; тен, мӗнле те пулин пӗлесшӗн ҫунан этем, пытарма каякансен умне чупса тухса, вилнӗ ҫыннӑн ятне ыйтса пӗлӗ те ҫийӗнчех манса кайӗ.

Ҫак Алексеев, Васильев, Андреев, сире мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек хушаматлӑ этем, пӗтӗмпех халӑх ушкӑнӗн темле тулли мар, хӑйне евӗрлӗ сӑпачӗ, унӑн хупӑ сасси, унӑн тӗксӗм ҫути пулса тӑрать.

Захар та тарҫӑсемпе хапха умӗнче пухӑнса калаҫнӑ чух е лавккара чун-чӗререн калаҫнӑ чухне, хӑй улпучӗ патне килекен хӑнасене пурне те тӗрлӗрен сӑнарласа кӑтартаканскер, ҫак… калӑпӑр, Алексеев ҫинчен каланӑ чух яланах аптраса ӳкет. Ҫак ҫыннӑн сӑн-сӑпатӗнче, йӑлинче е кӑмӑлӗнче мӗнле те пулин паллӑ тупасшӑн чылайччен шухӑшлать вӑл, юлашкинчен вара аллине сулать те: — Ни тӑпӑрчӑ, ни турӑх, ни качака, ни сурӑх! — тесе хурать.

— А! — кӗтсе илчӗ ӑна Обломов. — Эсир-и ку, Алексеев? Сывлӑх сунатӑп. Ӑҫтан? Ан ҫывхарӑр, ан ҫывхарӑр; эпӗ сире алӑ памастӑп: эсир сивӗрен кӗтӗр!

— Мӗн калаҫатӑр, мӗн сивви пултӑр! Эпӗ сирӗн патӑра килме шутламанччӗ паян, — терӗ Алексеев, — анчах Овчинин тӗл пулчӗ те хӑй патне илсе кайрӗ. Эпӗ сире илме килтӗм, Илья Ильич.

— Ӑҫта?

— Овчинин патне каятпӑр ара. Унта Матвей Андреич-Альянов, Казимир Альбертович Пхайло, Василий Севастьяныч Колымягин.

— Мӗн тума пуҫтарӑннӑ вӗсем унта тата мӗн кирлӗ вӗсене манран?

— Овчинин сире апата чӗнет.

— Кхм! Апата… — терӗ Обломов ун хыҫҫӑн, сассине улӑштармасӑр.

— Кайран вара пурте Екатерингофа каятпӑр: вӗсем сире кӳме тара илмешкӗн калама хушрӗҫ.

— Мӗн тумалла унта?

— Мӗнле мӗн! Паян унта уяв. Пӗлместӗр-и? Паян майӑн пӗрремӗшӗ.

— Кӑштах ларӑр; эпир шухӑшласа пӑхӑпӑр… — терӗ Обломов.

— Тӑрӑр ӗнтӗ! Тумланма вӑхӑт.

— Кӑштах тӑхтӑр: иртерех-ха.

— Мӗнле ир пултӑр-ха! Вӗсем вуникӗ сехете ҫитме ыйтрӗҫ; иртерех апат ҫиетпӗр — пӗр-икӗ сехет тӗлнелле, унтан уҫӑлса ҫӳреме каятпӑр. Каяр хӑвӑртрах. Сире тумтир пама хушас-и?

— Мӗнле тумланмалла-ха? Эпӗ ҫӑвӑнман та-ҫке.

— Ҫӑвӑнӑр эппин.

Алексеев пӳлӗм тарӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ, унтан пин хут та курнӑ картина умӗнче чарӑнса тӑчӗ, кӑштах чӳречерен пӑхса илчӗ, этажерка ҫинчен темле япала илсе аллинче ҫавӑркаларӗ, ӑна пур енчен те пӑхкаласа тухрӗ те каллех вырӑнне хучӗ, унтан шӑхӑркаласа ҫӳреме тытӑнчӗ, — ҫакна йӑлтах вӑл Обломова тӑрса ҫӑвӑнма кансӗрлес мар тесе турӗ. Ҫапла пӗр вунӑ минут иртсе кайрӗ.

— Мӗн эсир? — сасартӑк ыйтрӗ Алексеев Илья Ильичран.

— Мӗн?

— Ма ҫаплах выртатӑр-ха?

— Тӑмалла-и вара?

— Паллах! Пире кӗтеҫҫӗ. Эсир каясшӑнччӗ.

— Ӑҫта каймалла? Эпӗ ниҫта та каясшӑн пулман…

— Акӑ мӗн, Илья Ильич, тин ҫеҫ каларӑр-ҫке-ха: Овчинин патне, унтан — Екатерингофа каятпӑр, терӗр…

— Нӳрӗ ҫанталӑкра каятӑп-и эпӗ! Тата мӗн курман-ха эпӗ унта? Авӑ ҫумӑр килет, ҫанталӑк пӗлӗтлӗ, — ӳркевлӗн каларӗ Обломов.

— Тӳпере пӗр татӑк пӗлӗт ҫук, эсир ҫумӑр килет, тетӗр. Сирӗн чӳречӗрсене хӑҫантанпа ҫуман, ҫавӑнпа тӗтреллӗ! Тусан, тусан мӗн чухлӗ вӗсем ҫинче! Нимӗн те курӑнмасть, ҫитменнине тата пӗр чӳречине уҫман та.

— Ун пирки Захара каласа пӑхӑр-ха, вӑл хӗрарӑмсене тирпейлеме хушать те, мана килтен хӑваласа кӑлараҫҫӗ, вара кунӗпех кӗртмеҫҫӗ.

Обломов шухӑша кайрӗ, Алексеев вара, стенасемпе мачча ҫине тинкерсе пӑхнӑ май, сӗтеле пӳрнисемпе шаклаттарса ларчӗ.

— Ну, мӗнле-ха? Мӗн тумалла? Тумланатӑр-и, е ҫаплипех юлатӑр-и? — ыйтрӗ вӑл темиҫе минутран.

— Мӗн тата?

— Екатерингофа каятпӑр-и?

— Екатерингоф ҫинчен ҫеҫ шутлать, чӑнах та! — терӗ Обломов кӳренсе. — Кунта ларас килмест-и сирӗн? Пӳлӗмре сивӗ-и, усал шӑршӑ кӗрет-и, эсир пӗрмаях тухса каясшӑн тӑратӑр?

— Ҫук, сирӗн патӑрта мана яланах аван: эпӗ кӑмӑлсӑрланмастӑп, — терӗ Алексеев.

— Кунта лайӑх пулсан, тата мӗншӗн-ха урӑх ҫӗре ҫӳремелле? Юлӑр-ха ман патӑмра кунӗпех, апат ҫийӗпӗр, каҫпала вара — кирек ӑҫта кайӑр!.. Ара эпӗ мансах кайнӑ: ниҫта та каймастӑп! Тарантьев апата килет: паян шӑматкун.

— Апла пулсан ара… эпӗ килӗшетӗп… эсир мӗнле… — терӗ Алексеев.

— Эпӗ сире хам ӗҫ ҫинчен каламарӑм-и-ха? — хӑвӑрт ыйтрӗ Обломов.

— Мӗнле ӗҫсем ҫинчен? Пӗлместӗп, — терӗ Алексеев, ун ҫине куҫне чарса пӑхса.

— Мӗншӗн эпӗ кая юлса таратӑп? Эпӗ кунта инкекрен мӗнле хӑтӑлса тухмалли ҫинчен шухӑшласа выртрӑм.

— Мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ Алексеев, хӑраса ӳкнӗ пек пулма тӑрӑшса.

— Икӗ инкек! Мӗн тумаллине те пӗлместӗп.

— Мӗнле инкексем?

— Хваттертен хӑвалаҫҫӗ; шухӑшласа ҫеҫ пӑхӑр — куҫса каймалла: тӑрмашу, япаласене ҫӗмӗрни, шухӑшлама та хӑрушӑ! Сакӑр ҫул пурӑнатӑп вӗт ҫак хваттерте. Кӑтартрӗ мана хуҫа: «Хӑвӑртрах тухса кайӑр», тет.

— Хӑвӑртрах тата! Васкатать пулсан — кирлӗ пуль ӗнтӗ. Куҫса ҫӳресси питӗ япӑх ӗҫ: куҫса ҫӳренӗ чухне яланах чӑрмав нумай, — терӗ Алексеев. — Ҫухатса, ватса-ҫӗмӗрсе пӗтереҫҫӗ — питӗ кичем! Сирӗн ҫав тери лайӑх хваттер… Эсир мӗн чухлӗ тӳлетӗр?

— Кун пеккине ӑҫтан шыраса тупӑн, — терӗ Обломов. — Ҫитменнине васканӑ чухне? Хваттерӗ типӗ, ӑшӑ; кунта лӑпкӑ: мӗн пурӗ те пӗр хутчен ҫеҫ ҫаратрӗҫ! Авӑ, мачча ҫирӗп мар пек курӑнать: штукатурки йӑлтах хӑпӑннӑ, — ҫапах та ишӗлсе анмасть.

— Пӑх-ха эс ӑна! — терӗ Алексеев, пуҫне сулкаласа.

— Мӗн тумалла-ха… тухса каяс мар тесен? — шухӑша кайса, хӑй тӗллӗн калаҫрӗ Обломов.

— Ара эсир хваттере контракт туса вырнаҫнӑ пулӗ-ҫке? — ыйтрӗ Алексеев, пӳлӗме маччаран пуҫласа урайне ҫити сӑнанӑ май.

— Ҫаплине ҫапла та-ха, анчах контрактра кӑтартнӑ срокӗ иртрӗ; эпӗ ҫак вӑхӑтчен яланах кашни уйӑхшӑн уйрӑм тӳлесе пытӑм… хӑш вӑхӑтран тӳлеме пуҫланине астумастӑп.

— Хӑвӑр мӗнле шутлатӑр, — ыйтрӗ Алексеев, кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, — куҫса каяс тетӗр-и е кунтах юласшӑн-и?

— Нимле те шухӑшламастӑп, — терӗ Обломов, — манӑн ун ҫинчен шухӑшлассӑм та килмест. Ан тив, Захар мӗн те пулин шухӑшласа кӑлартӑр.

— Хӑшпӗрисем акӑ куҫса ҫӳреме питӗ юратаҫҫӗ, — терӗ Алексеев. — Куҫнӑшӑн савӑнаҫҫӗ ҫеҫ, епле пулсан та хваттер улӑштарасшӑн…

— Ан тив «хӑшпӗрисем» куҫса кайччӑр. Эпӗ нимле улшӑнӑва та чӑтма пултараймастӑп! Хваттер нимех те мар-ха вӑл! — калаҫма пуҫларӗ Обломов. — Акӑ эсир староста ман патӑма мӗн ҫырнине вуласа пӑхӑр. Эпӗ халех сире ҫыру кӑтартӑп… ӑҫта-ха вӑл? Захар, Захар!

— Ах, таса турӑ амӑшӗ! — хӑрӑлтатрӗ Захар хӑй пӳлӗмӗнче, кӑмака ҫинчен сиксе. — Хӑҫан мана турӑ хӑй патне чӗнсе илӗ-ши?

Вӑл килсе кӗчӗ те улпут ҫине салхуллӑн пӑхрӗ.

— Мӗншӗн-ха эсӗ ҫырӑва шыраса тупмарӑн?

— Ӑҫтан тупам-ха эпӗ ӑна? Сире мӗнле ҫыру кирлине пӗлетӗп-и вара? Эпӗ вулама пӗлместӗп.

— Пурпӗрех шыра, — терӗ Обломов.

— Эсир хӑвӑр ӗнер каҫхине темле ҫыру вуларӑр, — терӗ Захар. — Кайран эпӗ курман.

— Ӑҫта-ха вара вӑл? — кӳренсе каларӗ Обломов. — Эпӗ ӑна хыпса ҫӑтман. Эсӗ ӑна манран илсе таҫта, акӑ ҫакӑнта хунине питӗ лайӑх астӑватӑп. Акӑ-ҫке, пӑх-ха.

Вӑл утиялне силлерӗ: унӑн хутламӗсем хушшинчен урайне ҫыру тухса ӳкрӗ.

— Эсир яланах ман ҫине йӑвантаратӑр!..

— Ну, ну, кай, кай! — Обломовпа Захар иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтрах кӑшкӑрчӗҫ.

Захар тухрӗ, Обломов вара сӑрӑ хут ҫине шӗвӗ чернилпа ҫырнӑ, хӑмӑр сӑркӑчпа пичетленӗ ҫырӑва вулама тытӑнчӗ. Шултра та шупка саспаллисем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнмасӑр, ҫӳлти пӗр кӗтесрен пуҫласа аялти тепӗр кӗтесселле чалӑшшӑн анаҫҫӗ, хӑшпӗр тӗлте шупка чернил тумлатнӑ пӑнчӑ курӑнать.

«Ырӑ государь, — вулама пуҫларӗ Обломов, — ваше благороди, пирӗн аттемӗр, пире тӑрантаракан Илья Ильич.»

Ҫак тӗле ҫитсен, Обломов саламсене, сывлӑх суннисене сиктерсе хӑварчӗ те малалла варринчен вулама тытӑнчӗ.

Ырӑ улпутӑмӑр, пире тӑрантараканӑмӑр, санӑн вотчинӑра пурте йӗркеллӗ пулни ҫинчен пӗлтеретӗп. Пиллӗкмӗш эрне ҫумӑр ҫумасть: ҫӳлти турра кӳрентертӗмӗр пулӗ, ҫавӑнпа ҫумӑр ҫук. Ҫакӑн пек уяр ҫанталӑк тӑнине ваттисем те астумаҫҫӗ: ҫурхи тулӑсене ҫулӑм пекех хӗртет. Кӗрхи тырра тӗл-тӗл хурт пӗтерчӗ, тӗллӗн-тӗллӗн сивӗ тиврӗ, мӗн те пулин пулать-и, пӗлместпӗр. Тен, ырӑ турӑ сана ырӑ тӑвӗ, хамӑршӑн тӑрӑшмастпӑр: выҫӑ вилме те хатӗр. Иван кунӗ умӗн тата виҫӗ мужик тарчӗҫ: Лаптев, Балочов, вӗсенчен уйрӑм — Васька, тимӗрҫӗ ывӑлӗ тарчӗ. Эпӗ упӑшкисене тупса килме арӑмӗсене хӑваласа ятӑм: хӗрарӑмсем каялла таврӑнмарӗҫ, ҫынсенчен илтнӗ тӑрӑх, вӗсем Челкинче пурӑнаҫҫӗ. Челкине ман Верхлевӑри кум кайрӗ: ӑна унта управляющи ячӗ, пӗлетӗн-и, унта тинӗс леш енчен сухапуҫ илсе килнӗ иккен, управляющи кума ҫав сухапуҫне курма ячӗ. Тарнӑ мужиксем пирки эпӗ кума наказ парса ятӑм; исправнике тархасларӑм, вӑл: «Хут ҫырса пар, вара хресченсене хӑйсен килӗсене тавӑрма пур майсемпе те тӑрӑшатпӑр», терӗ. Кунсӑр пуҫне урӑх нимӗн те каламарӗ, эпӗ вара ун ури умне ӳкрӗм те куҫҫулӗпе йӑлӑнса ыйтрӑм; вӑл хӑлха ҫурӑлмалла кӑшкӑрса тӑкрӗ: «Тасал, тасал! сана каланӑ вӗт: пурне те тӑватпӑр, тесе, — хут ҫырса пар!» терӗ. Эпӗ хут ҫырса памарӑм. Кунта никама та тара тытма ҫук: пурте Атӑл ҫине, баркӑсем ҫине ӗҫлеме кайрӗҫ — ҫакнашкал айванланчӗ кунта кӑҫал халӑх, пире тӑрантараканӑмӑр, аттемӗр, Илья Ильич! Кӑҫалхи ярмаркӑра пирӗн катанпир пулмасть: типӗтекен тата шуратакан лаҫсене ҫӑрапа питӗрсе илтӗм, кӑнтӑрла та ҫӗрле те сыхлама Сычуга лартрӑм: вӑл йӗркеллӗ ҫын; хуҫанне нимӗн те ан вӑрлатӑр тесе, ӑна эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн асӑрхатӑп. Ыттисем питӗ ӗҫеҫҫӗ, ӗҫлес вырӑнне оброк тӳлесшӗн. Укҫа пуҫтарса пӗтермен: кӑҫалхи ҫул тупӑшне, пирӗн аттемӗр, ырӑ тӑваканӑмӑр, иртнӗ ҫулхинчен икӗ пин кая ярса паратпӑр, анчах усал шӑрӑх йӑлтах пӗтерсе ан хутӑрччӗ, ун пек пулмасан, укҫа яратпӑрах, ҫакӑн ҫинчен сана пӗлтеретпӗр.

Малалла чун-чӗререн парӑннине пӗлтерни тата алӑ пусни пуҫланать: «Санӑн старосту, чӗререн пӑхӑнса тӑракан чуру, Прокофий Вытягушкин хӑй аллине пуснӑ». Хутла пӗлменрен вӑл хӗрес лартнӑ. «Ҫакна староста каласа пынипе унӑн пултӑрӗ Демка Кривой ҫырнӑ».

Обломов ҫыру вӗҫне пӑхрӗ.

— Уйӑхне те, ҫулне те кӑтартман, — терӗ вӑл, — ҫыру староста патӗнче пӗлтӗртенпех йӑваланса выртнӑ пулас; кунта Иван кунӗ те, уяр ҫанталӑкӗ те пур! Хӑҫан астуса илнӗ!

Вӑл шухӑша кайрӗ.

— Э? — калаҫма пуҫларӗ вӑл. — «Икӗ пин тенкӗ каярах» сӗнни сире мӗнле пек туйӑнать. Мӗн чухлӗ юлать-ха вара? Эпӗ иртнӗ ҫулхине мӗн чухлӗ илнӗччӗ-ха? — ыйтрӗ вӑл, Алексеев ҫине пӑхса. — Эпӗ ун чухне сире каламанччӗ-и?

Алексеев мачча ҫине пӑхса шухӑша кайрӗ.

— Штольц таврӑнсанах унран ыйтмалла, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Обломов. — Ҫичӗ-сакӑр пинччӗ пулас… ҫырса пыманни япӑх! Халӗ вӑл мана ултӑ пинпе хӑварать! Эпӗ капла выҫӑ вилетӗп вӗт! Мӗнпе пурӑнмалла?

— Мӗн пӑшӑрханмалла-ха уншӑн, Илья Ильич? — терӗ Алексеев. — Нихҫан та шанӑҫа ҫухатмалла мар: вӑхӑчӗпе пурте йӗркеллӗ пулать.

— Эсир пӗлетӗр-и вӑл мӗн ҫырнине? Укҫа ярса парас вырӑнне, мӗнпе те пулин йӑпатас вырӑнне, вӑл, кулнӑ пекех, ман кӑмӑла пӑсать! Кашни ҫулах ҫапла вӗт! Акӑ эпӗ халӗ ним тума та пӗлместӗп! «Икӗ пин тенкӗ каярах!»

— Ҫапла ӗнтӗ, пысӑк тӑкак! — терӗ Алексеев. — Икӗ пин — шӳт мар! Акӑ Алексей Логиныч та вунҫичӗ пин вырӑнне кӑҫал вуникӗ пин ҫеҫ илет, тесе калаҫаҫҫӗ.

— Вуникӗ пин-ха вӑл, улттӑ мар, — пӳлчӗ ӑна Обломов. — Староста ман кӑмӑла пачах хуҫрӗ. Чӑнах та тырри начар, ҫанталӑкӗ уяр пулсан, мӗншӗн малтанах ман кӑмӑла хуҫмалла-ха?

— Ҫапла… вӑл чӑнах та… — калаҫма пуҫларӗ Алексеев. — Ун пек кирлӗ пулман; анчах мужикрен мӗнле йӗркелӗх кӗтетӗн-ха? Вӑл нимӗн те ӑнланмасть.

— Ну, мӗн тунӑ пулӑттӑр-ха эсир ман вырӑнта? — ыйтрӗ Обломов, Алексеев ҫине ыйтуллӑн пӑхса; Алексеев ӑна лӑплантарма мӗн те пулин шухӑшласа кӑларасса шанчӗ вӑл.

— Шухӑшласа пӑхас пулать, Илья Ильич, сасартӑках калама ҫук, — терӗ Алексеев.

— Губернатор патне ҫырса пӑхас-ши? — шухӑшланӑ май каларӗ Илья Ильич.

— Сирӗн губернатор кам вара? — ыйтрӗ Алексеев. Илья Ильич хирӗҫ чӗнмерӗ, шухӑша кайрӗ. Алексеев та урӑхран шарламарӗ, тем ҫинчен шухӑшларӗ.

Обломов, ҫырӑва лӳчӗркесе, пуҫне аллисем ҫине хучӗ, чӗркуҫҫисем ҫине чавсаланчӗ те пӗр вӑхӑт канӑҫсӑр шухӑшсемпе асапланса ларчӗ.

— Штольц хӑвӑртрах килинччӗ пӗреххут! — терӗ вӑл. — Часах таврӑнатӑп, тесе ҫырать, хӑй вара, шуйттан пӗлет-и, таҫта ҫапкаланса ҫӳрет! Вӑл йӗркеленӗ пулӗччӗ.

Обломов каллех салхуланчӗ. Иккӗшӗ те чылайччен чӗнмерӗҫ. Юлашкинчен Обломов сӑмах пуҫарчӗ.

— Акӑ мӗн тумалла кунта! — терӗ те вӑл татӑклӑн, кӑштах вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑмарӗ. — Пултарнӑ таран хӑвӑртрах тумалла, вӑраха ямалла мар… Чи малтанах…

Ҫак вӑхӑтра малти пӳлӗмре питӗ хытӑ шӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ те, Обломовпа Алексеев ҫӳҫенсе илчӗҫ, Захар та пӗр самантрах кӑмака сакки ҫинчен сиксе анчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех