Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 12 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Пӗрремӗш кӗнеке. Манӑн Устя

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.01 16:24

Пуплевӗш: 271; Сӑмах: 2147

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫӑлтӑр е планета

— Акӑ пулчӗ те! Ӗнтӗ пӗрер уйӑх канкалатӑп, сывалкалатӑп, вара — тепӗр ӗҫе тапрататӑп. Ӑсласа хуни пур-ха ман, Симочка, — терӗ мана Расщепей тепӗр кунхине хӑйсен патӗнче.

Вӑл пӳлем тӑрӑх уткалать, вӗл-вӗл ҫӳҫне хыпӑлать, хӑйне хӑй сӑмсинчен тӑрмалать, е сасартӑк чарӑнса тӑрса, ман урлӑ пӑхать.

— Пулас картина — пӗр кӑптӑрмӑш кӑна нимӗнпе те палӑрса тӑман ахаль ҫын ҫинчен. Ячӗ те ун: «Пӗчӗк служащи». Чунӗ вара чӑнласах та чун, кирек кама та унӑн чунне парӑттӑм. Вӑл пирӗн ӗҫӗн чӑнлӑхне витӗр курать, витӗр пӗлет. Вӑл мухтанман этем, анчах мӑнаҫлӑ гражданин! Хам вылятӑп.

Ӑна эп тӑнлатӑп, итлетӗп, ҫав вӑхӑтрах чӗрем ыратса хускалнине туятӑп. Иртрӗ, пӗтрӗ мантарӑн ырлӑхӗ. Ыран ӗнтӗ ман репетицисемпе асапланмалли ҫук. Устя Бирюковӑн дневникне ҫырса пырса, пиҫнӗ куҫӑмсем ҫине йӗпенчӗксем хурса, тарават Гитара ҫинчен чикелене-чикелене анса тертленессӗм ҫук. Иртрӗҫ ытарайми кунӑмсем. Ҫавӑ ҫеҫ. Расщепей манӑн кӑмӑл юхӑмне часах тавҫӑрчӗ. Хӑйӗн тем пысӑкӑш куҫӗсен ялтӑраса тӑракан кӑн-кӑвак кӑварӗпе вӑл ман тӗттӗмленнӗ питӗме ҫутатрӗ.

— Ну-ну!.. Мӗне пӗлтерет ку? Йӑлт ейӗлсе кайрӑр, утӑ та улӑм! Чимӗр-ха… Атьӑр пӗр кана чунтан-вартан сӑмахлар.

Вӑл пуканне ман патарах куҫарса, хӑяккӑн ларчӗ, витӗр куҫӗсене ман ҫирен илмесӗр, пукан ҫурӑмӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ аллисем ҫине янахне таянтарчӗ.

— Устяпа уйрӑлма йывӑр-им? Кирлӗ мар хурланма… Устя сирӗн ӑшӑрта юлмалла. Вӑл сире чарса ан тӑтӑр, шав малалла хистетӗр. Устя вӑл хӑй те питӗ инҫе каймалли хӗр пулнӑ, анчах ылханлӑ самана ҫул паман ӑна. Сирӗн урӑх телей, Устьӑнни пек мар. Ав епле саманара пурӑнатӑр эсир! Устя сирӗн телейӗре мӗн чухлӗ ӑмсаннӑ пулӗччӗ!.. Хӑюллӑнрах утма тӑрӑшӑр. Кино ҫинчен халлӗхе текех ан шухӑшлӑр. Вӗренӗр. Пер вырӑнта кукалесе ан тӑрӑр. Сиртен пархатар пулать.

— Сирӗн пата ҫӳреме юрать-ши?

— Вырӑнсӑр ыйту! Паллах — юрать. Малашне те туслӑ пурӑнӑпӑр. «Никам та иртнӗ ҫул-йӗре илеймӗ пирӗнне» — ҫапла юрлаҫҫӗ юрӑра.

Хаҫатсем ҫинче пирӗн фильм ҫинчен тем пысӑкӑш статьясем пичетленеҫҫӗ. Пурте вӗсем пирен картинӑна ырлаҫҫӗ, Расщепее чи пысӑк мастер, пултаруллӑ художник, хӑватлӑ талант, тесе хак хураҫҫӗ. — Мана та мухтаҫҫӗ…

Малтанхи кӑтартуран киле таврӑнсан, эпӗ хамӑн пӳлемре пӗр илемлӗ пысӑк корзина ларнине куртӑм. Корзина тулли чечек — Ирина Михайловнӑран, унтах пӗчӗкҫӗ фотоаппарат — Расщепейран тата, кусемсӗр пуҫне, чаплӑ альбом. Фильм участникӗсен сӑнӗсем, мана пысӑклатса ӳкернӗ кадрсем. Ку альбома Павлушӑпа Лабардан ярса панӑ.

Шкулта ман ҫине йӑлтах урӑхла пӑха пуҫларӗҫ. Математик Антон Петрович та, пӗрре ҫавӑн пек, перемена чухне ман пата юриех пычӗ те:
— Хӑвӑрах куратӑр, Крупицына, — тесе сӑмах хускатрӗ, — математика ҫав тери хӑрушӑ япала мар.
Сирӗн пултарулӑхӑрпа ялан «отлично» вӗренсе пыма та йывӑр мар… Эпӗ, сӑмах май, ӗнер кинора пултӑм. Пӗлместӗр-и эсир, Расщепей Петербургри университетра вӗрентнӗ профессорӑн хурӑнташӗ мар-и? Ҫук, лешӗ Расщепейко пулас…

Истори преподавателӗ пӗрре урокра ҫапла каласа хучӗ:

— Наполеон вӑхӑтӗнчи Мускав пушар хыҫҫӑн ҫӗнӗрен ҫӗкленнӗ, ҫакӑн ҫинчен ман шухӑшпа… — вӑл ман ҫине пӑхса чарӑнса тӑчӗ, — ҫакӑн ҫинчен, ман шухӑшпа, пире Крупицына лайӑхрах каласа парӗ, ӑна эпир ҫав самантри ӗҫсене курса-тӳссе ирттернӗ ҫын теме пултаратпӑр.

Ачасем, ман еннелле ҫаврӑнса, ыррӑн кулса илчӗҫ. Ромка Каштан та халӗ чылай лӑпланчӗ темелле. Лӑпланни кӑна мар, пӗрре ҫапла, урампа пынӑ чух (кӑна эп хам хӑлхампа хам илтрӗм) урӑх шкулти пӗр ачана:
— Куратӑн-и, ав, леш енчен пӗрремӗшӗ… Вӑл — Крупицына, — терӗ.
— Крупицына Симка. Пӗлетӗн пуль, Устя-партизанкӑна вылять… «Хаяр мужике» курнӑ-и? Пирӗн класра вӗренет…

Икӗ уйӑх хушши пирӗн фильм экран ҫинчен анмарӗ. Мускавра картинӑна курман ҫын юлмарӗ пулас. Час-часах ҫапла, трамвайпа пынӑ чух, пер-пӗр пичей, темскер астума тӑрӑшнӑ пек, ман ҫине тӗллесе чылайччен тинкерет, унтан сасартӑк хӑюлланса, хуллен:
— Каҫарӑр, хӗр ача, эсир мар-и ҫав «Хаяр мужикри»? — тесе, пӗшкӗнерех ыйтать.

Каярах картинӑна центрти экрансем ҫинчен илчӗҫ, вара вӑл майӗпен тулалла куҫа пуҫларӗ — малтан Бульвар унки хыҫне, унтан Садовой леш енне, вара йӑлтах та Мускавран ӑсанчӗ. Театр площадӗнче халӗ урӑх фильмӑн рекламисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ӗнтӗ эпӗ партизан хӗр Устя пулнине хамӑр шкулта та мана пуҫларӗҫ. Эпир Тятюкпа каллех туслантӑмӑр (унӑн халь кӗвӗҫме сӑлтав ҫук), анчах ҫапах та эп ытларах Катя Ваточкинӑпа ҫӳреме пуҫларӑм. Вӗренессе — ӗлӗкхинчен пайтах аван ӗлкӗрсе пыратӑп. Чысшӑн, ятшӑн мар, вӗренес ӗҫ маншӑн темӗнле хӑйне уйрӑм тивӗҫ пулса тӑнипе те мар, ахаль, Александр Дмитриевич хамра темӗнле вӑй-хӑват хускатса янипе. Интерес тени пурнӑҫра темӗн чухлех иккен, ӗлӗкрех эп вӗсем ҫинчен сӗмленмен те. Халӗ ман нумай пӗлес, нумай ӗҫлес киле пуҫларӗ. Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл пурнӑҫра чӑн чӑнни. Эпӗ халь хама-хам шанма, ӗненме тытӑнтӑм, пурӑнан пурнӑҫра эпе те вырӑнлӑ иккенне, пултарулӑх тӗлӗшпе эпӗ те катӑк маррине хам пӗлсе, хам куртӑм. Тен, чӑн кирли ҫакӑнта та пулӗ.

Калас пулать, ҫак вӑхӑтрах манӑн ӑшра темскер, чуна кӳрентерсе тӑракан пӑшӑрхану амалана пуҫларӗ. Пурнӑҫри чи лайӑх тапхӑр иртнӗн, вӑл нихҫан та каялла килмест пек туйӑна пуҫларӗ. Каллех ӗнтӗ эп, яланхи пекех, шкул ачи кӑна, шкулта никамран та нимӗнпе те уйрӑлса тӑмастӑп, ыттисем мӗнле — эпӗ те ҫавах. Анчах пӗр иртнӗ куна асӑнмасӑр тӑма манӑн вӑйӑм ҫитмест, ун ҫинчен манма та май ҫук. Расщепейӗн чӑпӗ ытла та сарлака, хаҫатсем ун ҫинчен астутарсах тӑраҫҫӗ. Радио ун ҫинчен калаҫать, кашни журналтах тенӗ пек унӑн сӑнне курма пулать. Унӑн шухӑш-ӗмӗчӗсем ҫинчен, тин ҫеҫ пуҫланӑ ҫӗнӗ картини ҫинчен пичет пӗлтерсех пырать, манӑн пур кӳренӳ чӗрре кӗнӗҫем кӗрет. Халь ӗнтӗ эпӗ ӑна кирлӗ мар, кайрӗ те аса та илмест. Ӗлӗк чух, картина тума кирлӗ чух, «Симочка» ҫине «Симочка», — тесе тӑратчӗ.

Мӗн алла кӗни пурте алӑран ӳкет — ҫавнашкал кунсем те пулкала пуҫларӗҫ. Уроксене тытсан та, ӗҫлес вырӑнне, аппаланса ларатӑн: е умри тетрадь ҫине Наполеон кӗлеткисене е гусар киверӗсене ӳкеретӗн. Хӑш чух, ӑнсӑртран, ҫакӑн пек шухӑш та килет: таҫта-таҫта пирӗн картинӑна кӑтартаҫҫӗ, ана куракансем ахӑлтатса кулаҫҫӗ, хумханаҫҫӗ, французсем патне лекнӗ Устьӑшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, вӑл хӑйӗн чеелӗхне пула ҫӑлӑнса тухнишӗн алӑ ҫупаҫҫӗ; ҫук, вӗсем куракан Устя ҫак вӑхӑтра задачӑпа тертленсе ларнишӗн никамӑн та хуйӑх ҫук, ӑш ҫунтармӑш икс ответпа килӗшмесӗр тинкене илнишӗн никамӑн та шухӑш ҫук… Ҫакӑн пек каҫсенчен пӗринче эпӗ чӑтаймарӑм, Расщепейсем патне кайрӑм. Пӗлекен алӑк умӗнче шӑнкӑрав парсанах, Ирина Михайловна сасси илтӗнчӗ.

— Кам унта?.. Ах, Сима! Кӗрӗр. Салтӑнӑр. Анчах ман ҫине ан пӑхӑр…

Вӑл, мана алӑк уҫрӗ те, каҫхи туфлисемпе ҫемҫен утса шалалла тарса кӗчӗ, тепӗр минутӑран шыва кӗнӗ ҫинчен тӑхӑнмалли кӑпӑш халатпа витӗнсе, мана хирӗҫ тухрӗ. Пуҫне вӑл, чалма сырнӑ пек, путӑк-путӑк алшӑлли чӗркенӗ.

— Никам та ҫук, хам пӗчченех, ак халь ҫеҫ ваннӑран тухрӑм… Александр Дмитриевич фабрикӑра. Куллен — сӗм тӗттӗмччен. Ӗҫӗ ӑнаҫсах каймасть-ха ун, тата дирекцие те темӗн ҫитмест… Пӗрер кун та пулин канса илмешкӗн тархаслатӑп. Ҫук… Хӑйне хӑй пӗтерет, Ну, мӗн алӑк патӗнче тӑратӑр? Иртӗр.

Эпӗ аптӑра юлтӑм:

— Ҫук, апла пулсан, эп каям…

— Манпа калаҫасшӑн та мар-и?

— Апла мар, Ирина Михайловна! Тархасшӑн… нимӗн те ан шухӑшлӑр. Эпӗ хам ҫавӑн пек… Ниепле те сире иленсе ҫитейместӗп…

— Вӑхӑт ӗнтӗ «иленме», ку пӗрре; иккӗмӗш — калаҫса ан тӑрӑр, иртӗр, хӗр улахӗ тӑвӑпӑр, кекспа чей ӗҫӗпӗр, — терӗ Ирина Михайловна, яланхи пекех пӗр кулӑсӑр.

Эпир сарлака тахта ҫине урасене явса, вырнаҫса лартӑмӑр. Пирен умра — лутра сӗтел, ун ҫинче — кекспе чей. Ирина Михайловна хӑйӗн тюрбанне салтса пӑрахрӗ, нӳрлӗ пысӑк ҫивӗт туни чӗрҫи ҫине ӳкрӗ. Ҫамрӑк та ыррӑн туйӑнса кайрӗ мана ҫак ялан мӑнкӑмӑллӑ пек курӑнакан Ирина Михайловна, вара эп унпа ҫӑмӑллӑн калаҫа пуҫларӑм.

Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, пӗчӗккен-пӗчӗккӗнех эпӗ ӑна хам кӳренӳ ҫинчен ӳкӗнсе каласа патӑм.

— Ҫапла, лайӑх ӑнланатӑп сире… Йывӑр, питӗ йывӑр! — терӗ вӑл. Ун пичӗ ҫине-ҫине туртӑна пуҫларӗ. — Эпӗ хам та актриса пулнӑ-ҫке, Сима, начар мар актриса, тетчӗҫ.

— Эпӗ кун ҫинчен тахҫанах пӗлнӗ. Александр Дмитриевич каласа панӑччӗ. Анчах ун пирки сирӗнпе сӑмахлама хушмарӗ вал…

— Ан хӑрӑр, эпир унтан вӑрттӑн калаҫӑпӑр. Сирӗн чун епле ыратнине эпӗ лайӑх чухлатӑп, Сима. Анчах ун пек чух парӑнас пулмасть, хӑш-пӗр чух, Сима, хӑвна ху ҫӳҫрен ҫӗклемелле.

— Манӑн нимӗн те тухмасть, Ирина Михайловна! Мӗнле ҫеҫ тӑрӑшмастӑп эп, ҫук…

— Мӗнле апла калама пултаратӑр эсир? Питӗ нумай тӑрӑшса пӑхрӑр-им?

— Эпӗ, ахӑрнех ытла та пултарусӑр пулас. Кинора ман тухкаларӗ, анчах урӑххи тӗлӗшпе, туятӑп, манӑн нимех те тухас ҫук.

— Мӗн уссӑра калаҫатӑр, Сима! Эсир ӑслӑ хӗр ача.

— Пулмасть, тухас ҫук, Ирина Михайловна. Ялан пӗр шухӑш ҫӗмӗрет мана. Хам нимен те пултарас ҫуккине кура, эпӗ хӑш чухне сехӗрленсе те ӳкетӗп.

— Партизанка-Устьӑна аса илӗр-ха. Ӑна та ӑшӑ кӑвайт умӗнчен тискер вӑрмана кайма хӑрушӑ пулнӑ… Ҫапах вӑл кайнӑ. Кирлине пӗлнӗ, ҫавӑнпа кайнӑ. Ман шухӑшпа, Сима-пионерка Устя-цартизанкӑран кая юлас ҫук. Ҫапла-и, Сима?

— Ҫук, Ирина Михайловна… Эсир пӗлесчӗ… Эсир хӑвӑр та…

— Ҫавӑ ҫав, — пӳлчӗ мана Ирина Михайловна. — Анчах мана чылай йывӑртарах пулнӑ! Сире ку япала ӑнсӑртран ҫеҫ ярса илнӗ, сирӗн пурнӑҫӑр малалла. Маншӑн пулсан, пӗтӗм пурнӑҫ ҫав ӗҫре пулнӑ! Ҫапах пӑрахма килчӗ… Урӑх ӳкерӗнме юрамарӗ. Куратӑр-и ҫакна… туртӑнкӑ чирне?.. Туртамак… Мӗн чухлӗ тӑрӑшрӑм, сывалаймарӑм… Вара пурнӑҫа ҫӗнӗрен тапратас пулчӗ. Истори ӑслӑлӑхне веренме пуҫларӑм, пуҫӗпех ҫав ӗҫе парӑнтӑм. Сая каймарӗ. Манӑн пӗлӳ Александр Дмитриевич ӗҫӗшӗн усӑллӑ пулчӗ. Хӑвӑрах куратӑр, аптӑраса ӳкмен, пултарнӑ. Ҫавӑнпа калатӑп та сире: йывӑр, анчах ҫӗнтерме пулать. Ҫапла калама манӑн тивӗҫӗм пур.

Вӑл мана пӗр купа фотографисем кӑтартрӗ. Кунта хӗр чухне ӳкерттернисем те пур, унӑн шултра, лӑпкӑ куҫӗсем савӑнӑҫлӑ пӑхаҫҫӗ. Акӑ хӑй вылянӑ картинӑсенчен пысӑклатса ӳкернӗ кадрсем, Расщепейпе ҫулҫӳренӗ чух тунӑ ӳкерчӗксем. Пӗрне океан парохочӗн борчӗ ҫинче ӳкернӗ — иккӗш те яш, шукӑль тумланнӑ.

Акӑ Расщепей — ҫамрӑк студент, акӑ кунта — хӗрлӗ гвардеец, ҫар гимнастеркипе, кӑкӑр ҫине хӗрлӗ бант тирнӗ, портупей ҫакнӑ. Унӑн фотографийӗсене эпӗ йӗркипе пӑхса пыратӑп; ҫӳҫӗсем сайралсах пыраҫҫӗ, куҫӗсен таврашӗнчи пӗрӗмсем ҫӑралнӑҫем ҫӑралаҫҫӗ. Анчах куҫӗсем ҫав-ҫавах, пӗрре те улшӑнмаҫҫӗ, малтанхи ӳкерчӗкрен пуҫласах — пӗр евӗр, вӗри, ҫутӑ!

Ӑсатнӑ чух, Ирина Михайловна мана тепӗр хут астутарчӗ:

— Халлӗхе ҫав ӗҫ ҫумне ан ҫулӑхӑр, ӳсӗр-ха, кайран куҫ курӗ. Кирлӗ мар, Сима тусӑм, кирлӗ мар. Пирӗн пеккисем хушшинче телейне ҫухатнӑ ҫын сахал мар. Малтан — хӑйсене хӑйсем таҫта ҫити кайса хураҫҫӗ, кайран пӑхан, ӗмӗр-ӗмӗр ҫын телейне ӑмсанса ирттереҫҫӗ…

Ҫак калаҫу маншӑн питӗ вӑхӑтлӑ пулчӗ тата вырӑна килчӗ. Ӑна ҫывӑх пулса, икӗ тантӑш хӗр пек чунтан калаҫнине эпӗ нихҫан та манас ҫук. Часах эп хама алла илтӗм, вӗренес ӗҫпе юлашки вӑхӑтра юларах пынине ҫийӗнчех тӳрлетрӗм.

Пӗр эрне, иккӗ иртрӗ. Пӗрре, тепле ӑнсӑртран, урампа пынӑ чух Причалина тӗл пултӑм.

— А-а-а! Аслӑ Серафима, чаплӑ Расщепеевка!.. Мӗскершӗн мантӑр пире?..

Вӑл мана Кино дворецне пыма билет тыттарчӗ. Ҫав кунах эпӗ фабрикӑри паллакан ҫынсене тӗл пултӑм, вӗсем мана ыранхи просмотра пыма чӗнчӗҫ.

Хайхи час-часах ҫӳре пуҫларӑм унта.

Пӗрре Кино дворецӗн аслӑ пӳлӗмӗнче эпе Расщепее тӗл пултӑм. Вӑл мана алӑран хыттӑн ярса тытрӗ те айккинелле ҫавӑтса кайрӗ.

— Мӗн ҫапкаланса ҫӳретӗр кунта? — терӗ ҫиллӗн. — Павлуша пӗлтерчӗ мана, эсир ялан кунта-мӗн. Мӗнле ҫӗнӗ мода ку сирӗн?

Эпӗ нимӗн чӗнмесӗр, алла ун аллинчен вӗҫертӗм, нар пек хӗрелсе кайса, пуҫа лӑш усрӑм.

— Шкул ӗҫе мӗнле? — ыйтрӗ вӑл манран.

Мӗн каласа тӳрре тухма пултарӑп-ши? Виҫӗмкун кӑна мана математик, пуҫне пӑркала-пӑркала, тепӗр «посредственно» лартни ҫинчен калам-и? Чун ҫакӑнталлах туртни ҫинчен пӗлтерем-и? Вӑл хӑй мана, тутлӑ наркӑмӑш парса; экран ҫутипе, юпитерсен ялтӑравӗпе, аппаратсен юррипе ҫавӑрни ҫинчен кӑшкӑрам-и? Анчах эп нимӗн те чӗнмерӗм. Тепӗр икӗ кунтан Причалинран фабрикӑна пыма йыхрав илтӗм. Вӑл мана хӑй ҫӗнӗ картина лартасси ҫинчен ҫырса пӗлтерчӗ. Унӑн картини «Музыка, туш!» ятлӑ пулать иккен, колхоз пурнӑҫӗнчен илнӗ савӑнӑҫлӑ комеди. Мана тӗп рольсенчен пӗрне сӗнет.

— Ну, мӗнле? Эсир ман патӑмра паркарах чечекленме пултаратӑр, — ӳкӗтлет вӑл мана. — Расщепей, усал ятпа мар калатӑп, пултарулӑха ӳсме памасть, унпа кашласах ӳсеймӗн. Манпа ирӗкрех пулать, касмӑкран хӑтӑлатӑр. Пӗр-пӗр пикантлӑ рольте тепре ӳкерӗнсе пӑхни сире кирлех. Пӗремӗк пек картина тӑвӑпӑр! — Вӑл ҫак тӗлте мӑнтӑр тутисене чӑплаттарса илчӗ. — Мӗнле пултӑр тата — питӗ ырӑ ят илтӗр. Мӗншӗн усӑ курас мар-ха ҫав ятпа! Публика сире йышӑнчӗ, юратса йышӑнчӗ. Туптас, туптас пулать тимӗре! Лайӑх пӗлетӗп — Расщепей ҫынна нихҫан та шеллемен. Ӳкерсе илчӗ — сывӑ пул! Урӑх ун ӗҫ те ҫук. А сире мӗнле?

Причалин мана пӗр пӗчӗкҫӗ банка крем пачӗ.

— Акӑ сана, малтан ҫак пӑнчӑсенчен тасал. Эпӗ Расщепей мар, ман принципсем урӑх. Сартут тавраш пире кирлӗ мар. Ну, тайма пуҫӑм!

Тӑватӑ кун хушши эпӗ, савӑнса кайнипе, хама-хам туймасӑр ҫӳрерӗм. Урра, эп каллех кинора! Пиллӗкмӗш кун мана Расщепей фабрика коридорӗнче тӗл пулса, хӑй кабинетне чӗнсе кӗртрӗ.

— Мӗскер, Сима, сире Причалин йыхрав турӗ-им? Эсир, паллах, мана итлесшӗн пулмарӑр. Вӑл ӗнтӗ сирӗн ӗҫ, анчах эп ҫав Причалина тахҫанах фабрикӑран хӳтерсе кӑлармалла. Кирлӗ мар, Симочка. Сире юракан ӗҫ мар вӑл. Ырри нимех те тухас ҫук. Причалин — чее якатмӑш, ҫӗлен-калта вӑл, Симочка, пушӑ куҫлӑ. Курмастӑр-им ҫавна? Ун пек ҫынсем чуна шӑнтса яракан сивӗ алӑллӑ. Портеле тытсан та — сӑран ҫине усал шатра тухать. Причалинсене искусствӑран пӗр хӗрхенмесӗр тасатмалла. Вӗсем штамповщиксем. Вӗсен сӑмахӗ те, шухӑшӗ те, туйӑмӗ те — копиркӑпа!

— Александр Дмитриевич, — йӑваш сасӑпа чӗнтӗм эпӗ, — пултараймастӑп, питӗ ӳкерӗнес килет. Пурӗпӗрех ӗнтӗ… Шкул ӗҫӗ те йӗркерен тухрӗ.

Расщепей тӗксӗмленсе кайрӗ.

— Симочка, эпӗ ӑнланатӑп, сире антӑратаканӗ чи малтан эпӗ хам пултӑм. Унсӑрӑн эсир вӗреннӗ те вӗреннӗ пулӑттӑр. Анчах, хӑвӑрах шухӑшлӑр, эпир сирӗнпе питӗ те пысӑк ӗҫ турӑмӑр-ҫке. Мӗнле йышши картина халӑха парне патӑмӑр! Пӗтӗм ҫӗршыв курса савӑнать. Лешӗн вара — йӗрки ҫук.

Эпӗ нимӗн те чӗнместӗп.

— Ан ҫыхланӑр унпа, Симочка. Акӑ ӗнтӗ, пӗрре темле ӳкерӗннӗ те, хӑйне чӑнласах ҫӑлтӑр вырӑнне шутланӑ. Атьӑр тӳррӗн калаҫар. Эсир пӗчӗкҫӗ мар ӗнтӗ. Ну, мӗнле ҫӑлтӑр пулатӗр-ха эсир? Пулсан та, планета анчах. Астӑватӑр-и, экспедицире эпӗ сире лекцисем вулаттӑм? Сирӗн хӑварӑн ҫутӑ пулман, эсир ӑнӑҫлӑ системӑна лекнӗ, вара ялтӑраса кайнӑ, лайӑх, таса, тикӗс ҫутӑ пама тытӑннӑ. Халӗ сирӗн вӗренес пулать, хӑвӑр алӑпа кӑвар туртма хӑнӑхӑр, кайран вара пурнӑҫӑрта хӑвӑра пӳрне чӑн-чӑн ӗҫе тупсан, ӑна ҫутатмалӑх та, ӑшӑтмалӑх та сирӗн вӑй пулӗ. Чӑн-чӑн ӗҫе тупасси ҫинчен калатӑп эп, ӑнсӑртран сиксе тухнӑ ӗҫ ҫинчен мар. Ӑнланатӑр-и?

— Александр Дмитриевич, — йӗрсе ятӑм эп, — эсир, паллах, ҫиленетӗр ӗнтӗ, анчах эп пурӗпӗрех… Пурӗпӗр тӳсейместӗп. Хӑвӑрах вӗрентеттӗр, искусствӑна юратсан, уншӑн мӗн пурне памалла, теттӗр.

— Пыр та калаҫ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл чӑтаймасӑр. — Мӗн пуррине парас текенӗн мӗн те пулсан пӗлес пулать, малтан вӗренес пулать. Калӑпӑр, амӑш пулас ӗмӗтпе пурӑнакан хӗрарӑм мӗнпур вӑйне, мӗнпур пек пурнӑҫ сӗткенне ҫуралас ачине парать. Анчах унччен ҫитӗнес пулать, унсӑрӑн вӑл — чир, амак…

Эпӗ ҫӑвар та уҫаймарӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех