Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр

Автор: Евгений Турхан

Ҫӑлкуҫ: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Хушнӑ: 2019.10.08 17:58

Пуплевӗш: 37; Сӑмах: 534

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Маларах вырӑнти авалхи палӑксемпе кӑсӑкланнӑ «чунҫӳревҫӗсем» каярах инҫерех те инҫерех ҫӳреме пуҫланӑ. Чӑваш Енпе Тутарстан, Ульяновск облаҫӗпе Пушкӑртстан ҫӗрӗсем ҫине кайса юпасем лартса килнӗ хыҫҫӑн, темиҫе хут Ҫӗпӗрте, Дагестанра, Казахстанри Туркестан хулинче, Азербайджанра, Гагаузире, Крымра, ытти сӑваплӑ вырӑнсенче пулса курнӑ.

«Чунҫӳреве» йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта, Чӑваш наци библиотекинче октябрӗн 4-мӗшӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта чӑваш чӗлхине, культурипе йӑли-йӗркине, аваллӑхне юратакансем, учительсемпе культура ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе юрӑҫсем, кашни ҫулах «Чунҫӳреве» хутшӑнса чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тахҫан пурӑннӑ вырӑнсене кайса ҫӳрекенсем хутшӑнчӗҫ.

«Чунҫӳрев», чӑвашлӑх юхӑмӗ пек 1989 ҫулта ҫуралнӑскер, чӑвашсен тӗнчекурӑмне чылай анлӑлатрӗ, чӑвашлӑх туйӑмне ӳстерчӗ. Маларах вырӑнти авалхи палӑксемпе кӑсӑкланнӑ «чунҫӳревҫӗсем» каярах инҫерех те инҫерех ҫӳреме пуҫланӑ. Чӑваш Енпе Тутарстан, Ульяновск облаҫӗпе Пушкӑртстан ҫӗрӗсем ҫине кайса юпасем лартса килнӗ хыҫҫӑн, темиҫе хут Ҫӗпӗрте, Дагестанра, Казахстанри Туркестан хулинче, Азербайджанра, Гагаузире, Крымра, ытти сӑваплӑ вырӑнсенче пулса курнӑ.

– Мӗн ачаранпах ҫул ҫӳрес ӗмӗтсем пуҫра ҫаврӑнатчӗҫ. Хамӑр ял ҫумӗпе юхса выртакан Пӑла шывӗн юппине, ҫавӑн пекех вӑл пуҫланнӑ вырӑна та ҫитсе курас килетчӗ. Инҫе ҫула тухма хӑтланса та пӑхнӑччӗ юлташсемпе. Ялтан тухсан 2-3 ҫухрӑмранах паллакансем тӗл пулса пире, пӗчӗкскерсене, каялла, атте-анне патне илсе килсе тавӑрса пачӗҫ. Ҫитӗнсен ҫеҫ ӗмӗте пурнӑҫлама май килчӗ. Акӑ вӑтӑр ҫул та иртрӗ ӗнтӗ унтанпа. Ҫӗр-ҫӗр чӑваша хӑй тавра пӗрлештерчӗ «Чунҫӳрев». Чӑвашсем унта хутшӑнса пурнӑҫри тӗрекне шыраҫҫӗ, туссем, ҫӗнӗ тӗллевсем тупаҫҫӗ, ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем илеҫҫӗ, – терӗ мероприятие уҫнӑ май ҫулҫӳревсене йӗркелекенӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков.

Мӑн аслашшӗсене асӑнса тата ҫавӑн пекех чӑвашсене хӑйсен йӑх-тымарӗсене тупма пулӑшаканне – «Чунҫӳрев» ертӳҫине – чысласа пухӑннисем «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» юрра шӑрантарчӗҫ.

О.Цыпленкова 60 ҫулхи юбилейпе саламласа мероприятире Николай Лукьянов, Мускавран килнӗ юрист Владимир Болгарский, Чӑваш наци конгресӗн ятӗнчен Вера Архиповӑпа Зоя Яковлева, Алена Силпи, Пинерпи Панкратова юрӑҫсем, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Альбина Юрату сӑвӑҫсем, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Пензӑран килнӗ Денис Щербаков, «Чунҫӳрев» активистки Галина Николаева, флейтӑпа каласа Дмитрий Круленко, шӑхличпе Николай Фомиряков, «Телей», «Калинка» ансамбльсем тата ыттисем саламларӗҫ, парнесем пачӗҫ, ҫулҫӳревсем пирки аса илчӗҫ.

Аса илмеллисем вара кунта пӗрре те сахал мар:

– Пирвайхи хут ҫӗршыв тулашне – Казахстана тухса кайни халӗ те асрах. Ҫӗрӗ-кунӗпе ҫанталӑка пӑхмасӑр, ҫулсӑр-мӗнсӗр куҫса пытӑмӑр. Икӗ ҫул каялла Туркестана кайса килнипе вӑл ҫулҫӳреве танлаштарма та йывӑр. Малтанхинче эпир ҫав еннелле такӑр ҫул хыврӑмӑр темелле. Кӑркӑсстанри юлташсем чӗннипе ҫитес ҫул та ҫав еннелле каяс, ку ҫӗршыва ҫитсе курас тесе шутлатпӑр, – палӑртрӗ О.Цыпленков.

Вӑтӑр ҫул, паллӑ ӗнтӗ, сахал мар. Питӗ пысӑк ӗҫ илсе пырать Олег Михайлович ҫак ҫулҫӳревсене йӗркелесе. Пысӑк ята, чаплӑ ордена тивӗҫлӗ вӑл.

Эпӗ хам малтанхи ҫулҫӳревех хутшӑнасшӑнччӗ, май пулмарӗ. Пирвайхи хут Олег Михайловичӑн паха пуҫарӑвӗпе кӑшт ҫывӑхарах 1994 ҫулта, хам Хусана ӗҫлеме куҫсан ҫеҫ май килчӗ. Ӗҫрен ямарӗҫ пулсан та Пӑлхар хулине командировкӑна кайса ҫавах та тӗл пултӑм ҫулҫӳревҫӗсемпе. Ҫӗр каҫма вӗсем Пӑлхар хули пулнӑ вырӑнта чарӑннӑччӗ. Вӗсемпе пӗрле палаткӑсенче ҫӗр каҫнӑччӗ, кӑвайт урлӑ сиксе каҫса ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем йышӑннӑччӗ. Тепӗр кунне чӑвашсем малалла кайрӗҫ, эпӗ хам тивӗҫсене пурнӑҫласа Хусана таврӑнтӑм.

«Чунҫӳревпе» ҫывӑхрах тепӗр вун пилӗк ҫултан ҫеҫ туслашрӑм. Ҫавӑнтанпа пӗр ҫулҫӳреве те хутшӑнмасӑр юлман темелле, таврӑнсан кашнийӗнчех ҫул ҫинчи мыскарасемпе вулакансене паллаштарма тӑрӑшнӑ.

Тухса калакансем питӗ паха пуҫарушӑн О.Цыпленков патшалӑх наградине илме тивӗҫ пулни пирки асӑнчӗҫ, кашнийӗ ҫул ҫинчи пӗр е икӗ кӑсӑклӑ мыскарана аса илчӗ.

Тепӗр ҫул Кӑркӑсстана кайса курма палӑртрӗҫ «чунҫӳревҫӗсем». Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫсем тӑрӑх ку ҫӗршывра сувар йӑхӗсем, авалхи чӑваш ячӗсем халӗ те юлнӑ, вӗсемпе тӗл пулса паллашни питӗ кӑсӑклӑ пулӗччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех