Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑшӗ хӑйӑрпа сапать, хӑшӗ таптаса сӳнтерет, е хыпчӑкпа ярса илсе, ҫав вутлӑ ҫӗлен ҫурисене алюмини хуппине сӑхса тухиччен шыва ярса путарать!
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Теприсем вара вӗсене вут ҫӗлен е тӗнчен тата вӑхӑтсен пуҫламӑшӗнчи ҫӗленсен сӑнарӗсем-элккисем тесе палӑртаҫҫӗ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Эп сивӗрех пултӑм, вашаватлӑ та ҫӗлен пек чее пултӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юрлӑ тусем патӗнчен вӗсем васкавлӑн шӑваҫҫӗ; Машук тӑрри сӳнтернӗ факел пек тӗтӗмленет; унӑн йӗри-таврашӗнчи кӑвак пӗлӗт, малалла шунӑ ҫӗртен ҫакланса чарӑннӑ пек пулса, ҫӗлен пек явӑнса йӑшӑлтатать.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах вӑл ман алӑран ҫӗлен пек шӑвӑнса тухрӗ, унтан, хӑлхаран ҫеҫ: «Кӗҫӗр ҫӗрле, пурте ҫывӑрса кайсан, ҫыран хӗррине тух», — тесе пӑшӑлтатрӗ те пӳлӗмрен ҫӗмрен пек сиксе тулалла вӗҫрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сылтӑмра та, сулахайра та акӑш-макӑш тарӑн варсем кичеммӗн те тискеррӗн хуралса курӑнаҫҫӗ, тул ҫутӑлнине сиссе хӑранӑ пек пулнӑ тӗтре, йӑсӑрланса та ҫӗлен пек явкаланса, ҫывӑхри сӑртсен ҫуркаланчӑкӗ тӑрӑх аялалла шуса анать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чаплӑ вырӑн ку айлӑм! йӗри-тавра улӑхма ҫук ҫӳллӗ тусем ешӗл плюшпа пӗркенсе тӑраҫҫӗ, тата чинарӑ тӗмӗсемпе тумланнӑ хӗрлӗрех сӑмсахсем, ҫуркаланса пӗтнӗ чӑнкӑ ҫыран хӗррисем курӑнаҫҫӗ, лере, таҫта ҫӳлте, ылтӑн ҫӳҫеллӗ ӗмӗрхи юрсем палӑраҫҫӗ, аялта тата Арагвӑ шывӗ хура та сӗм-тӗттӗм ту хушшинчен шавласа сикекен пӗр ятсӑр ҫырмапа ыталаннӑ та, кӗмӗл ҫил пек тӑсӑлса, тирне йӑлтӑртаттаракан ҫӗлен пек ҫуталса выртать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗм тӑкакан хӗрлӗ ҫӗлен аэродром урлӑ авӑнса вӗҫсе каҫрӗ те, вӑраххӑн сирӗлекен кӑвак тӗслӗ йӗр хӑварса сӳнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл сӑпайлӑ, ытлашшине хапсӑнмасть, малтанах пӑхсан — кӑнттам пек курӑнать, анчах та хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пекех ҫаврӑнӑҫуллӑ.Он скромен, непритязателен, на первый взгляд неловок, но изворотлив, как уж.
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав самантрах Биденко хӑйне ҫӗлен сӑхнӑ пек сиксе тӑнӑ та, табак хутаҫҫине те, чӗрсе илнӗ хутне те, кӑларса хатӗрлене зажигалкине те ҫӗре ывӑтса, пӗр минут хушшинчех йывӑҫ тӑррине хӑпарса кайнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— …Эх, тетӗп, вӗри ҫӗлен, мӗн тӑватӑн эсӗ капла, тетӗп.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Вӑт, мур илесшӗ, чикек чикнӗ пек чикет, ҫӗлен.
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
— Сутрӑн, ҫӗлен!
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Тӑхта, эп сана, икӗ пуҫлӑ ҫӗлен!
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
— Ашшӗ, ҫӗлен, тӑхта, пӑрахса пар пуртӑ.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Пирӗн ҫӑкӑрпа аш тата чӗлӗмсем илмелле пулать, пушӑ михӗ те кирлӗ, хут ҫӗлен кантрисене те пӗр ик-виҫӗ ҫӑмха илер, ҫав ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ япаласене, кӳкӗрт шӑрпӑкӗсене те — пӗтӗмӗшпех илер.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав ҫӗлен ункисене шыраса тупиччен вӑл ҫаплах шыва кӗме хӑраса тӑчӗ, ҫав тапхӑрта унӑн юлташӗсем ывӑнма ӗлкӗрчӗҫ те ҫыран хӗррине тухса выртрӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав чее ултавҫӑ, ҫав илӗртекен ҫӗлен хӑйсене ҫӑмӑллӑнах лартнӑшӑн вӑл ачасем хӑйсене хӑйсем питӗ тарӑхрӗҫ.Они сами себя презирали за то, что дались в обман хитрому проныре и попались на удочку.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫапла пӳрт варринче юпа евӗӗ хытса ларнӑ вӑхӑтра ун умӗнчи телевизор розеткинчен сарӑ-симӗс-хӗрлӗ-кӑвак икӗ юплӗ электровӑй ҫӗлен сӑнни пек силленкелесе тухрӗ те икӗ метр тӑсӑлса чутах Натюша «сӑхса илетчӗ», сӑмса умӗнче чарӑса тӑчӗ те пӗр самант, каялла розеткӑна хӑвӑрт кӗрсе кайрӗ.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Ҫӗлен ӑс пухакансене пулӑшать.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ