Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Скорепа пичче

Пай: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах –> VII сыпӑк

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хушнӑ: 2019.08.10 22:37

Пуплевӗш: 60; Сӑмах: 866

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Эсир вӗсене виҫҫӗшне пӗрле курсан, сирӗн умра тӑванланнӑ ҫынсен чӗрӗ тӗслӗхӗ пулать: Колинский надзиратель — эсэсовецсен кӑвак-симӗс мундирӗпе, Гора — Чехословакири полицейскисен хурарах мундирӗпе, Скорепа пичче — тӗрмери коридорнӑйсен хаваслах мар ҫутӑрах формипе. Вӗсене виҫҫӗшне пӗрле питӗ сайра курма пулать. Ку — вӗсем питӗ асӑрханса пурӑннӑ пирки.

Тӗрмери инструкци тӑрӑх коридорсене шӑлса тасатма тата апат валеҫсе ҫӳреме «уйрӑмах шанчӑклӑ тата дисциплинӑна тытса пыракан заключеннӑйсене хушса юрать» вӗсене ыттисенчен пачах та уйрӑм усрамалла». Ку — закон хушни. Никам ҫырмасӑр пурнӑҫланса пыракан параграф. Ун пек коридорнӑйсем ҫук тата нихҫан та пулман. Пуринчен ытла — гестапо тӗрмисенче. Пачах урӑхла, — коридорнӑйсем кунта — заключеннӑйсен коллективӗн разведки, ӑна камерӑсенчен ирӗклӗ тӗнчепе ҫывӑхрах пулма, коллектива пурӑнма тата хӑйӗн членӗсене пӗрлештерме май туса пама кӑларса яраҫҫӗ. Тума хушнӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑвайманшӑн е ӑнсӑртран тытса илнӗ ҫырушӑн мӗн чухлӗ коридорнӑй пуҫӗсене ҫухатнӑ пуль! Анчах та коллектив законӗ пӗтнисен вырӑнне тӑнӑ ҫӗнӗ ҫынсене те ҫав хӑрушӑ ӗҫе малалла туса пыма хушать. Эсир вӑл ӗҫе тума хӑюллӑн тытӑнатӑр-и е хӑраса тӑратӑр, — пурпӗр ҫав ӗҫрен пӑрӑнаймастӑр. Хӑрани ӗҫе пӑсма, е, кашни вӑрттӑн ӗҫри пекех, пӗтӗмпех пӗтерсе хума пултарать.

Анчах кунти вӑрттӑн ӗҫ икӗ хут хӑрушӑрах: ӑна вӑрттӑн ӗҫлекенсене путарса, таптаса лартма тӑрӑшакансен сӑмси умӗнчех, надзирательсен куҫӗсем умӗнчех, вӗсем кӑтартса паракан вырӑнсенче, вӗсенчен килекен секундсенче, вӗсем туса хуракан условисенче туса пыраҫҫӗ. Кунта эсир ирӗкре вӗреннисем ҫителӗксӗр. Анчах сирӗнтен кунта ирӗкринчен кая мар ыйтаҫҫӗ.

Ирӗкре вӑрттӑн ӗҫлеме пултаракан питӗ ӑста ҫынсем пур. Ун пек ӑстасем коридорнӑйсем хушшинче те пур. Скорепа пичче — хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн маҫтӑр. Вӑл сӑпайлӑ, ытлашшине хапсӑнмасть, малтанах пӑхсан — кӑнттам пек курӑнать, анчах та хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пекех ҫаврӑнӑҫуллӑ. Надзирательсем унпа ҫав тери мухтанаҫҫӗ: «Кунӗ-кунӗпе ӗҫлет, унтан шанчӑклӑ ҫын тупас та ҫук, хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать, ӑна кунта тума юраман ӗҫсем еннелле пӑрса яраймӑн; коридорнӑйсем, пурте унтан пример илӗр!»

Ҫапла, тӗрӗс, пурте унтан пример илӗр, коридорнӑйсем! Вӑл чӑнах тӑ кӑтартуллӑ коридорнӑй, анчах та эпир, заключеннӑйсем, ӑнланнӑ пек. Вӑл — тӗрмери коллективӑн чи шанчӑклӑ тата чи пултаруллӑ разведчикӗ.

Вӑл пур камерӑсенче ларакансене те паллать. Кашни ҫенӗ ҫын ҫинченех хӑйне мӗн кирлине ҫавӑнтах пӗлет: лешӗ кунта мӗншӗн лекнӗ, унпа пӗрле кама илсе килнӗ, вӑл хӑйне мӗнле тытать тата лешсем мӗнле тытаҫҫӗ. Вӑл «пулса иртнӗ ӗҫсене» тӗпчесе, вӗсене лайӑхрах ӑнланса тавҫӑрса илме тӑрӑшать. Ҫаксене унӑн ҫынсене канаш пама е хӑйне хушнӑ ӗҫе лайӑхрах тумашкӑн пӗлмелле.

Вӑл тӑшмансене пӗлет. Вӑл кашни надзирателех тӗплӗн «хыпашлать», унӑн йӑлисене, унӑн вӑйлӑ тата хавшак енӗсене, кашни хӑш енчен ытларах хӑрушӑ пулнине, унпа мӗнле лайӑх усӑ курмаллине, унӑн сисӗмлӗхне пӑрса ямаллине, мӗнле улталамаллине палӑртса астуса юлать. Эпӗ ҫакӑнта ҫырса паракан характеристикӑсенчен нумайӑшне эпӗ Скорепа пичче калавӗсенчен илнӗ. Вӑл пур надзирательсене те пӗлет те кашнин ҫинченех питӗ тӗплӗн каласа пама пултарать. Ку ӑна коридорсем тӑрӑх ним чарусӑр ҫӳреме тата ӗҫе кирлӗ пек туса пыма кирлӗ.

Пуринчен малтан, вӑл хӑйӗн тивӗҫӗ ҫинчен астӑвать. Вӑл — коммунист, вӑл хӑй парти членӗ аллисене усса хӑйӗн ӗҫне тума чарӑнма хӑймалли вырӑн ҫуккине пӗлет. Эпӗ ҫапла та калӑттӑм: вӑл шӑп ҫакӑнта, чи пысӑк хӑрушлӑх тата ҫав тери хӑрушӑ террор пулнӑ условисенче хӑйне валли чӑн-чӑн вырӑн тупнӑ. Кунта вӑл ӳснӗ.

Вӑл майлашуллӑ ҫын. Кашни кун, кашни сехетре условисем улшӑнса, урӑхла пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫӗнӗ майсемпе ӗҫлеме хушаҫҫӗ. Вӑл ҫав майсене ҫийӗнчех тупать. Вӑл секундсемпе ҫеҫ усӑ курма пултарать, урӑх вӑхӑт ҫук. Вӑл камера алӑкӗнчен шаккать, малтанах хатӗрлесе хунӑ ӗҫ ҫинчен итлет те, дежурнӑйсен ҫӗнӗ смени иккӗмӗш этажа хӑпарма ӗлкӗриччен ун ҫинчен коридорӑн тепӗр вӗҫӗнче кӗскен те тӗп-тӗрӗс каласа парать. Вӑл асӑрхануллӑ тата ӗҫе тумалли чи лайӑх майсене питӗ хӑвӑрт тупать. Унӑн алли витӗр ҫӗршер ҫыру тухнӑ, анчах ӑна пӗринпе те тытайман, ун пирки пӗрре те иккӗленесси, ӑна шанманни пулман.

Вӑл камӑн мӗн ыратнине, ӑҫта пулӑшу кирлине, ӑҫта ирӗкре ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен тӗп-тӗрӗс сведенисем кирлине, ӑҫта ним тума аптраса ҫитме пуҫланӑ ҫын ҫине чӑн-чӑн тӑван ашшӗ пек пӑхни вӑй парассине, ӑҫта ытлашши татӑк ҫӑкӑр е пӗр ҫӑпала шӳрпе пани ҫынна тӗрме апатне хӑнӑхма (ку питӗ йывӑр) пулӑшассине — ҫаксене пурне те вӑл шалти туйӑмпа, хӑйӗн пухӑннӑ опычӗпе сиссе пӗлет, пӗлет те — ӗҫе тытӑнать.

Ку вӑл — вӑйлӑ тата нимрен хӑраман боец. Ҫирӗп, пӗртте иккӗленмен этем. Ҫавӑн пек ӗнтӗ Скорепа пичче.

Манӑн ҫакӑн пек тӑвас килет: хӑҫан та пулин ҫак йӗркесене вуласа тухакан, эп ӳкерсе панӑ портретра Скорепа пичче ҫеҫ мар, чи лайӑх «хаусарбайтерсене», урӑхла каласан «заключеннӑйсем хушшинчен илнӗ служительсене», пусмӑрлакансем хӑйсене хушнӑ ӗҫрен пусмӑртисене усӑ кӳрекен ӗҫ туса хума пултарнӑ ҫынсен сӑнарӗсене те куртӑр. Скорепа пичче хӑйне майлӑ пӗртен-пӗр ҫын, анчах ҫавӑн пек ытти «служительсем» те пулнӑ — вӗсем пӗр-пӗрин пек мар, расна, анчах ҫапах та питӗ лайӑх ҫынсем пулнӑ. Вӗсем Панкрадра та, Петчек дворецӗнче те пулнӑ. Эпӗ вӗсен портречӗсене те ӳкерсе парасшӑнччӗ, анчах манӑн темиҫе сехет ҫеҫ юлчӗ вӑл «пурнӑҫра вӑрахӑн пулса пыракан ӗҫсем ҫинчен хӑвӑрт юрласа паракан юрӑ» валли те питӗ сахал.

Акӑ, сӑмахран, темиҫе ят, темиҫе тӗслӗх илер, ку манса кайма тивӗҫлӗ мар ҫынсен пӗчӗк пайӗ ҫеҫ, пурте мар.

Тухтӑр Милош Недвед — ҫав тери лайӑх, ырӑ та таса кӑмӑллӑ юлташ пулнӑ, заключеннӑйсене кашни кунах пулӑшнӑшӑн ӑна Освенцимра вӗлернӗ.

Арношт Лоренц. Хӑйӗн юлташӗсем ҫинчен каласа паманшӑн унӑн арӑмне вӗлернӗ; тепӗр ҫулталӑкран «Тӑватҫӗрмӗшӗнчи» икӗ «хаусарбайтера» тата унӑн коллективне ҫӑласшӑн хӑй вилме кайнӑ.

Нихҫан та пуҫне усман, яланах ҫав тери ҫивӗч те кулӑшла сӑмахсем калама ӑста Вашек Резак, сахал калаҫакан, анчах кирек мӗнле ӗҫе те — хӑюллӑн тума пултарнӑ Анка Викова — осаднӑй положени кунӗсенче вӗлернӗскер, хастарлӑ, яланах хаваслӑ, пултаруллӑ, ӑста «библиотекарь» Шпрингер, именӳллӗ каччӑ Билек…

Тӗслӗхсем кӑна, тӗслӗхсем кӑна. Пысӑкрах тата пӗчӗкрех ҫынсем. Анчах вӗсем пурте ҫынсем пулнӑ, марионеткӑсем мар.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех