Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 19:42

Пуплевӗш: 294; Сӑмах: 3087

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пилӗк минут хушшинче ҫӗнӗ хыпар пӗтӗм хулана сарӑлчӗ. Пӑртак тӑрсан, вуникӗ кимӗ, ҫынсем тиесе, Мак-Дугал шӑтӑкӗ патнелле кайрӗ. Вӗсем хыҫҫӑн туп-тулли пассажир тиесе пӑрахучӗ те шурӗ. Том Сойер Тэчер судьяпа пӗрле пӗр киме ҫинче пычӗ. Алӑка уҫса ярсанах, пырса ҫитнӗ ҫынсем ҫӗр айӗнчи шӑтӑк тӗттӗмлӗхӗнче хурлӑхлӑ япала курчӗҫ. Ҫер ҫинче Джо индеец вилли выртать, унӑн куҫӗсем юлашки минут ҫитичченех ҫутӑшӑн тата ирӗклӗ тӗнчери савӑнӑҫа курасшӑн ҫуннӑ пек; вӑл хӑй питне алӑк ҫурӑкӗ ҫумне тӗршӗнтернӗ. Томӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав мӗскӗн ҫын мӗнле хӗн-хур тӳссе ирттернине хӑйӗн опычӗ тӑрӑхах аван пӗлсе тӑчӗ. Вӑл хӗрхенме пуҫларӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тата ӑна шутсӑрах ҫӑмӑллӑн туйӑнса кайрӗ. Хӑй ҫав юн юхтаракан усал ҫын ҫинчен судра каласа кӑтартнӑранпа вӑл яланах хӑраса ҫӳретчӗ, хӑраса ҫӳресси хӑйшӗн йӗпле йывӑр пулнине вӑл халӗ ҫеҫ чӑнипех ӑнланса илчӗ.

Хӑйпе юнашарах метисӑн кукӑр ҫӗҫҫийӗ выртать, вӑл ҫурмалла хуҫӑлса кайнӑ. Алӑкӑн аялти урлӑ хунӑ хулӑн хӑмине пӗтӗмпех ҫав ҫӗҫӗпе касса, турпасласа пӗтернӗ. Анчах тӑрӑшса хӑтланни ахалех пулнӑ, мӗншӗн тесен тул енчен чул тухса тӑрса алӑк сулли пек пулса выртнӑ, ҫав хытӑ япалана ҫӗҫӗ те ҫӗнтерме пултарайман. Унта кам та пулин сиен курнӑ пулсан та, чулӗ мар, ҫӗҫҫи сиен курнӑ. Ҫав чул картласа тӑман пулин те, ҫапах метис хӑтланни сая каятчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, урлӑ хӑмана ҫӗҫӗпе касса пӗтерес пулсан та, алӑк айӗпе хӗсӗнсе тухма пултарас ҫукчӗ, — вӑл ӑна хӑй те аванах пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та мӗскӗн ҫын мӗн те пулин тӑвас тесе ҫеҫ, кичеммӗн иртекен вӑхӑта епле те пулин ирттерес, ывӑнса ҫитнӗ ӑспуҫа мӗн ҫинчен те пулин шухӑшлаттарас тесе ҫеҫ йывӑҫа касса хӑтланнӑ. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑкӑн малти пайӗнче стена ҫурӑкӗнче яланах пӗр пилӗк-ултӑ яшка ҫӑвӗнчен тунӑ ҫурта тӗпӗсем пулнӑ, вӗсене унта туристсем чике-чике хӑварнӑ. Анчах халӗ пӗр ҫурта юлашки те пулмӑн. Тӗрмене пырса хупӑннӑ ҫын вӗсене шыраса тупса ҫисе янӑ. Вӑл темиҫе ҫара ҫерҫи чееленсе тытма пултарнӑ та, вӗсене те ҫӑтса янӑ, вӗсен чӗрнисене ҫеҫ пӑрахса хӑварна. Мӗскӗнскер выҫӑ вилӗмӗпех вилсе кайнӑ. Унтан инҫетрех мар ерипен ҫӗр ҫинчен ҫӳлелле сталагмит ӳссе хӑпарнӑ, вӑл хӑй тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан сталактит ҫинчен нумай ӗмӗр хушши шыв тумламӗсем тумласа тӑнипе пулнӑ. Тӗрмене пырса лекнӗ ҫын сталагмит тӑррине катса илнӗ те унӑн хуҫӑкӗ ҫине чул хунӑ, хаклӑ шыв тумламӗсене пуҫтармашкӑн чул ҫине пӗчӗк лапчӑк алтнӑ, ҫав тумламсем сехет маятникӗнни пек салху йӗркелӗхпе кашни ҫирӗм минутра тумласа тӑнӑ. Ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинчен вара ҫапла пӗр дессерт кашӑкӗ чухлӗ шыв пуҫтарнӑ. Тройӑна ҫӗмӗрсе пӗтернӗ чухне те, Рим хули никӗсне хунӑ чухне те, Христоса пӑталанӑ чухне те, вӑрҫса илекен Вильгельм Британи империне пуҫтарнӑ чухне те, Колумб тинӗселле тухса кайнӑ чухне те, Лексингтон патӗнчи ҫапӑҫу ҫӗнӗ хыпар пулса тӑнӑ чухне те, пирамидӑна тунӑ вӑхӑтрах ҫав тумламсем тумласа тӑнӑ. Вӗсем халӗ те тумласа тӑраҫҫӗ, малашне те, эпӗ халӗ асӑннӑ ӗҫсем халапсем ӑшне путса пӗтӗмпех манӑҫа тухсан та, ҫав тумламсем тумласа тӑрӗҫ. Нивушлӗ ҫав ӳпреллӗ этемӗн ӑшӗ ҫуннине хӑй вӑхӑтӗнче кантармашкӑн ҫеҫ ҫав тумлам пилӗк пин ҫул хушши тӳсӗмлӗн патлатса ӳксе тӑнӑ пулӗ? Ҫитес вунӑ пин ҫул хушшинче пурнӑҫа кӗртмешкӗн урӑхларах пысӑк тӗллев пур-ши?

Ҫаксем пурте ӗҫ ҫукран килсе кӗрекен ыйтусем вӗсем. Телейсӗр метис хаклӑ тумламсене пуҫтарма чул ҫинче лаптӑк тунӑранпа нумай, нумай ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ӑнчах ку таранччен те Мак-Дугал шӑтӑкӗнчи тӗлӗнмелли япаласене курма пыракан турист, пуринчен ытларах ҫав хурлӑхлӑ чул патӗнче чарӑнса, хуллен тумлакан тумламсене пӑхса тӑрать. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑкри чи палӑракан япаласем хушшинче «Джо индеецӑн чашки» пирвайхи вырӑн йышӑнса тӑрать. «Аладдин дворецӗ» те иккӗмӗш вырӑна кайса тӑнӑ.

Джо индееца ҫӗр айӗнчи шӑтӑка кӗмелли вырӑнтан инҫех мар алтса пытарчӗҫ. Ӑна пытармашкӑн таврари пур ялсемпе фермӑсенчен те халӑх ҫич ҫухрӑмранах пуҫтарӑнчӗ; пурте вӗсем кимӗсемпе, фургонсемпе пычӗҫ. Фермерсем хӑйсемпе пӗрле ачисене тата ҫимеллипе ӗҫмелли те илсе пычӗҫ, кайран вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Метиса пытарнине пӑхса, эпир ӑна ҫакса вӗлернине пӑхса киленес чухлех килентӗмӗр пулӗ», — терӗҫ. Метиса пытарни пӗрмаях ӳссе пыракан пӗр ӗҫе пӗтерсе хучӗ: Джо индееца каҫармашкӑн штат губернаторӗ патне петици тӑратас ӗҫе чарса лартрӗҫ. Петици айне питӗ нумай ҫын алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пирки темиҫе митинг та пулса иртрӗ, унта хӗрӳллӗ сӑмахсем каларӗҫ, куҫҫульсем питӗ нумай юхтарчӗҫ. Ҫинех тӑракан хӗрарӑмсенчен комитет пулса тӑчӗ, вӗсем траурлӑ тумтирсем тӑхӑнса губернатор патне каяс та унӑн умӗнче макӑрса кӑмӑлне ҫемӗҫтерес, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ашак пултӑр, хӑй тумалли ӗҫе урипе таптаса хутӑр тесе, йӑлӑнса тархаслас, терӗҫ. Джо индееца хулари пилӗк ҫынна вӗлернӗ тесе айӑпланӑ, анчах мӗнех-ха вара вӑл. Вӑл чӗрӗ шуйттан пулас пулсан та, ӑна каҫарттармалли петици ҫине алӑ пусма тата хӑйсен нумай шывлӑ запасӗсенчен ҫав петици ҫине куҫҫуль тумламӗсем тумлатма хатӗр пулакан тӑмсайсем ҫителӗклех тупӑнаҫҫӗ пулӗ.

Метиса пытарсан тепӗр кунне Том Гека, пысӑк ӗҫсем ҫинчен калаҫса пӑхмашкӑн, ҫын ҫук ҫӗре ертсе кайрӗ. Ҫав вӑхӑталла Том мӗн курнисем ҫинчен Гек валлиецран тата тӑлӑх арӑм Дугласран тӗпӗ-йӗрӗпех илтнӗ. Анчах, Том сӑмахӗ тӑрӑх, вӗсем ӑна пӗр япала ҫинчен, унӑн ҫывӑх тусӗ ҫинчен каласа паман, унӑн хӑйӗн тусӗпе ҫавӑн ҫинчен калаҫса пӑхас килнӗ. Гек сӑнӗ-пичӗ салхуланчӗ.

— Эпӗ пӗлетӗп мӗн пулнине, — терӗ Гек — Эсӗ «иккӗмӗш номерте» пулнӑ та унта нимӗн те тупман… пер виски ҫеҫ тупнӑ. Ҫавӑнта эсӗ кайса ҫӳренӗ тесе мана никам та каламарӗ, ҫав виски тӗлӗшпе пулнӑ истори ҫинчен илтсенех, эпӗ хамах чухласа илтӗм. Эсӗ укҫасене кӑларса килейменнине эпӗ тӳрех тавҫӑрса илтӗм, ахаллӗн эсӗ ман пата та кӗрсе ҫав хыпара пӗлтерме май тупаттӑнч-чӗ, — урӑх никама та мар, мана ҫеҫ калаттӑнччӗ. Ҫав пытарса хунӑ укҫа пирӗн алла кӗрес ҫук тесе, Том мана яланах темӗн систерсе тӑратчӗ.

— Мӗн эсӗ, Гек? Таверна хуҫи ҫинчен каласа пӗлтерекенни эпӗ мар. Эсӗ пӗлетӗн вӗт, шӑматкун эпир пикника кайнӑ чухне тавернӑра пурте чиперех пулнӑ. Санӑн ҫӗрле унта хурал тӑмалла пулнине эсӗ астумастӑн-и вара?

— Астумасӑр, астӑватӑп ӗнтӗ. Анчах пӗлетӗн-и, ҫавӑн хыҫҫӑн халӗ мана пӗр ҫулталӑка яхӑн иртнӗ пек туйӑнать. Ҫав Джо индеец хыҫҫӑн кайса, ӑна тӑлӑх арӑмӑн ҫурчӗ патнех йӗрлесе ҫитнӗ каҫ пулнӑччӗ…

— Ӑна эсӗ йӗрлесе тутарӑн-и вара?

— Ия. Анчах ун ҫинчен пӗр сӑмах та ан шарла! Эпӗ унӑн юлташӗсем юлнах пулӗ, тетӗп. Мана тавӑрас тесе, вӗсем мӗнле те пулин ирсӗр ӗҫ ан туччӑр. Эпӗ мар пулсан, халь вӑл Техасра пулатчӗ, нимӗн туман пекех вӗҫтеретчӗ.

Гек вара никама та каламалла марри ҫичен хытӑ систерсе хӑй мӗн курнисене пурне те каласа кӑтартрӗ. Том ку таранччен ҫавӑн пӗр пайне ҫеҫ — валлиец мӗн пӗллине ҫеҫ — илтнӗ иккен.

— Ӑнлантӑн-и, — терӗ Гек юлашкинчен, халапӑн чи пысӑк теми патне таврӑнса, — «иккӗмӗш номертен» виски ҫӗкленӗ ҫынсем укҫине те кӑларса кайнӑ. Кирек мӗнле пулсан та, пирӗн ӗҫ пӗтнех ӗнтӗ, Том.

— Гек, ҫав укҫа «иккӗмӗш «номерте» нихҫан та пулман.

— Мӗн? — Гек хӑй юлташне питенчен шӑтарас пекех пӑхса илчӗ.

— Том, эсӗ каллех ҫав укҫа йӗрне тупрӑн-и-мӗн?

— Гек вӑл укҫа ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра. Гекӑн куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ.

— Ху мӗн каланине тепӗр хут кала-ха, Том.

— Гек, вӑл укҫа ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра.

— Том, чӑннипе кала, ҫавна эсӗ нимӗн кулмасӑр-тумасӑрах калатӑн-и е шӳт тӑватӑн-и?

— Нимӗн кулмасӑрах калатӑп. Гек… Эпӗ ӗмӗрте те ҫакӑн пек пӗрре кулмасӑр урӑх нихҫан та каламан. Санӑн манпа пӗрле ҫавӑнта каяс килет-и, мана ҫав укҫана илме пулӑшас килет-и?

— Пырас килмесӗр. Паллах, пыратӑп! Ниҫта аташса каймасӑр ҫавӑнта лекме пултаратпӑр пулсан, пыратӑпах.

— Гек, эпир нименрен те хӑрамасӑр ҫавӑнта хӑюллӑнах кайса кӗме пултаратпӑр.

— Пите аван! Анчах эсӗ ма апла шухӑшлатӑн-ха, укҫи ҫавӑнта…

— Тӑхта, Гек, эпир ҫавӑнта ҫитиччен. Эпир укҫине тупмастпӑр пулсан, сана эпӗ хамӑн параппана тата хамӑн мӗн пуррине йӑлтах паратӑп. Туршӑн та, ан иккӗлен, паратӑп!

— Юрӗ, пырать! Хӑҫан каймалла тетӗн эсӗ?

— Халӗ кайсан та юрать, хӑван каяс килет пулсан. Санӑн вӑй ҫитет-и?

— Унта шалалла тарӑн анмалла-и? Эпӗ ура ҫинче ҫӳреме пуҫлани виҫӗ е тӑватӑ кун ӗнтӗ. Анчах эпӗ пӗр мильӑран ытла кайма пултарас ҫук, Том, — кайма пултарас ҫук тесе шутлатӑп эпӗ.

— Урӑх ҫыннӑн кирек камӑн та пилӗк миля каймалла пулатчӗ, анчах эпӗ сана чи кӗске ҫулпа илсе каятӑп, вӑл ҫула мансӑр пуҫне урӑх никам та пӗлмест. Эпӗ сана унта кимӗпе илсе каятӑп. Гек, кӗрсе каймалли вырӑн патнех ҫитеретӗп… унталла та, кунталла та хам ишетӗп, — эсӗ пӳрнӳне те тапратмастӑн.

— Халех каяр, Том!

— Питӗ аван! Пирӗн ҫӑкӑрпа аш тата чӗлӗмсем илмелле пулать, пушӑ михӗ те кирлӗ, хут ҫӗлен кантрисене те пӗр ик-виҫӗ ҫӑмха илер, ҫав ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ япаласене, кӳкӗрт шӑрпӑкӗсене те — пӗтӗмӗшпех илер. Ҫавӑнта, ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра, ларнӑ чухне ҫав шӑрпӑксем хам ҫумра пулманшӑн эпӗ темиҫе хут та кулянтӑм.

Кӑнтӑрла иртсен часах ачасем, пӗр ҫын килте ҫуккине кура, унӑн пӗчӗк киммине кивҫен илчӗҫ те тӳрех ҫула тухса кайрӗҫ. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑка кӗмелли вырӑнтан темиҫе миля кайсанах, Том ҫапла каларӗ.

— Ҫӗр айӗнчи шӑтӑка кӗмелли айлӑм патӗнчен анаталла каякан чӑнкӑ сӑрт хӗррине куратӑн-и? Вӑл яка та тикӗс пек туйӑнать: ни кил-ҫурт таврашӗ, ни вутӑ склачӗсем те ҫук унта, тӗмӗсем ҫеҫ, вӗсем те пӗр йышшискерсем. Анчах ав ҫавӑнта, ишӗлнӗ ҫӗрте, шурӑ тӗс куратӑн-и? Ҫавна эпӗ паллӑ тунӑ. Атя, тухар!

Вӗсем ҫыран хӗррине тухрӗҫ.

— Ак ҫакӑнтан, эпир тӑна ҫӗртен, Гек, эпӗ тухса килнӗ шӑтӑк анине эсӗ нимӗн карӑнмасӑрах вӑлта хуллипе тӗртме пултаратӑн. Шыраса туп-ха вӑл ӑҫтине.

Гек йӗри-тавра йӑлтах шыраса ҫаврӑнчӗ те нимӗн те тупмарӗ. Том мухтанса сумах чӑтлӑхӗ ӑшнех кӗрсе кайрӗ.

— Акӑ вӑл! Пӑхса савӑн, Гек! Ку ҫак таврашсенчи чи авантарах шӑтӑк. Асту, никама та ан шарла! Тахҫантанпах эпӗ вӑрӑ-хураха каяс тесе пурӑнатӑп, анчах ҫакӑн пек кӗрсе ҫӳремелли шӑтӑк ҫукчӗ, тавраран кайса ҫаврӑнса ҫӳресси кичем пек туйӑнать. Халӗ ӗнтӗ ку шӑтӑк — пирӗн, кунта эпир никама та кӗртместпӗр. Джо Гарперпа Бен Роджерса анчах кертетпӗр, мӗншӗн тесен пирӗн шайкка пулмалла вӗт. Иккӗн ҫеҫ пулсан, мӗнле вӑрӑ-хурах пулать вара! Том Сойерӑн шайкки — питех аван вӗт ку сӑмахсем, Гек?

— Ия, Том, питӗ аван. Кама ҫаратӑпӑр-ха эпир?

— Э, кам тӗл пулать, ҫавна. Иртен-ҫӳрен ҫынсене, — вӑрӑ-хурахсем яланах ҫапла хӑтланаҫҫӗ.

— Вӗсене вӗлермелле те-и?

— Ҫук яланах вӗлермелле мар. Вӗсене луччӗ, тӳлевне тӳлесе татиччен, ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра усрамалла.

— Тӳлевӗ мӗн вӑл?

— Укҫа. Эсӗ тыткӑна лекнӗ ҫынна хӑй тусӗсенчен укҫа пухма хушатӑн, вӑл мӗн чухле пуҫтарма пултарать унта. Тусӗсем ҫулталӑк хушшинче тӳлевне татмасан, вара эсӗ ӑна вӗлеретӗн. Вӑрӑ-хурахсен йӗрки ҫавӑн пек. Анчах хӗрарӑмсене вӗлерме юрамасть. Вӗсене ҫӑраҫҫипе питӗрсе хураҫҫӗ. Хӗрарӑмсем вӗсем яланах питӗ хитрескерсем те пуянскерсем тата шутсӑр хӑраканскерсем пулаҫҫӗ. Эсӗ весенчен сехечӗсене, хаклӑ йышши япалисене илетӗн. Анчах вӗсемпе калаҫнӑ чухне яланах ҫепӗҫ те шлепкене хывса калаҫмалла. Вӑрӑ-хурах таврашӗ вӑл — ҫӗр ҫинче чи ҫепӗҫ халӑх, ун ҫинчен эсӗ кашни кӗнекерех вулама пултаратӑн. Хӗрарӑмсем пӗр виҫ-тӑва-тӑ кунтан сана юратма пуҫлаҫҫӗ. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра пӗр-икӗ эрне ларкалаҫҫӗ те кайран вара макӑрма та пӑрахаҫҫӗ, юлашкинчен вӗсене ҫав шӑтӑкран хӑваласа та кӑлараймӑн: вӗсене аяккалла илсе каятӑн — вӗсем унта каяллах пыраҫҫӗ. Пур кӗнеке ҫинче те ҫапла ҫырнӑ.

— Ара, вӑл питех те аван вӗт, Том! Вӑл пират пулассинчен те авантарах пулӗ, тен.

— Ия, авантарах ҫав… нумай енчен авантарах — кил те ҫывӑхрах тата… цирка кайса килме те пулать… тата урӑххи те…

Ҫав вӑхӑтра ачасем кимӗ ҫинчен пур япалисене те йӑтса пӗтерчӗҫ те ҫӗр айӗнчи шӑтӑк ӑшне кӗрсе кайрӗҫ. Том малта пычӗ. Вӗсем туннелӗн тепӗр вӗҫне ҫитрӗҫ, хӑйсен кантрисене чул сӑрт тӗпекӗнчен кӑкарчӗҫ те малалла кайрӗҫ. Тӑват-пилӗк утӑмран вӗсем ҫӑлкуҫӗ патне пырса тухрӗҫ, Том вара хӑйӗн пӗтӗм ҫанҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайнине туйса илчӗ. Вӑл Гека стена ҫумӗнчех тӑм купи ҫинче юлнӑ ҫурта тӗпне кӑтартрӗ, сӳнсе пыракан ҫурта ҫутине хӑйсем Беккипе иккӗшӗ епле астуса ларни ҫинчен те каласа пачӗ.

Хуллен-хулленех вӗсем пӑшӑлтатсах калаҫма пуҫларӗҫ: вӗсене шӑплӑхпа тӗттӗмлӗх пусса тӑчӗ. Вӗсем малаллах кайрӗҫ, анчах часах тепӗр коридоралла пӑрӑнчӗҫ, вара «Вилмелли сикӗм» лаптӑкӗ патне ҫитичченех утрӗҫ. Ҫурта ҫутинче вӗсем акӑ мӗн курчӗҫ: лаптӑк айӗнче тӗпсӗр шӑтӑк мар, пӗр ҫирӗм-вӑтӑр фут ҫӳллӗш тӑмлӑ чӑнкӑ вырӑн ҫеҫ иккен.

— Халӗ эпӗ сана пӗр япала кӑтартатӑп, — терӗ Том шӑппӑн.

Вӑл ҫуртана ҫӳлелле ҫӗклерӗ те ҫапла каларӗ:
— Май килнӗ таран инҫетерех кетес хыҫнелле пӑх-ха.
Куратӑн-и ҫавӑнта… пысӑк чул ҫинче… ҫурта хӑрӑмӗпе ҫырнине?

— Том, вӑл хӗрес вӗт!

— Ӑнлантӑн-и ӗнтӗ, «иккӗмеш номер» ӑҫта?! Хӗрес айӗнче — аха? Ӑнлантӑн-и? Индеец Джо ҫуртапа пынине эпӗ ҫакӑнта куртӑм та ӗнтӗ.

Гек нумайччен ҫав темскерле паллӑ ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан чӗтрекен сасӑпа ҫапла каларӗ:
— Том, кунтан каяр!

— Мӗнле апла! Укҫана пӑрахсах каймалла-и?

— Ия… пӑрахса каймалла. Джо индеец чунӗ ӑҫта та пулин ҫакӑнта ҫывӑхрах ҫӳрет пулӗ.

— Ҫук, Гек, ҫук. Вӑл ҫӳрет пулсан та, метис вилнӗ вырӑнта, ҫӗр айӗнчи шӑтӑка килсе кӗнӗ ҫӗрте, ҫӳрет, ҫакӑнтан пилӗк мильӑра.

— Ҫук, Том, метис сывлӑшӗ унта мар. Вӑл укҫа патӗнчех, укҫана сыхлать. Эпӗ сывлӑш таврашсен йӑлисене пӗлетӗп ӗнтӗ, эсӗ те питӗ аван пӗлетӗн.

Гек тӗрӗс калать те пулӗ тесе шухӑшлама пуҫларӗ Том, вӑл темӗн шикленсе кайрӗ. Сасартӑк унӑн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗчӗ:
— Эх, мӗнле ухмах эпир иксӗмӗр те!
Хӗрес пур ҫӗрте Джо индеец сывлӑшӗ ҫӳрес ҫук вӗт-ха.

Ҫавӑн пек калани питӗ шанчӑклӑ та ӗнентерӳллӗ тухрӗ.

— Том, эпӗ ун ҫинчен шухӑшламарӑм та. Эсӗ тӗрӗс каларӑн, кунта хӗрес пурри пирӗншӗн телей вӑл. Ҫак чӑнкӑ вырӑнтан анар та арча шырар.

Том малтан анма пуҫларӗ, аннӑ майӗпе вӑл тӑм ҫинче картлашкасем тукаласа пычӗ. Гек ун хыҫҫӑн анчӗ. Пысӑк чул сӑрт ларнӑ шӑтӑкалла тӑватӑ галерея тухать. Ачасем виҫҫӗшӗнче тӗпчесе пӑхрӗҫ, анчах нимӗн те тупаймарӗҫ. Аял хӗрринелле тухакан галерейинчи стенара пысӑках мар лапчӑк асӑрхарӗҫ вӗсем, унта сарса хунӑ утиялсем выртаҫҫӗ, кивӗ шӑлавар ҫакки, окорок тирӗ тата кӑшласа пӗтернӗ чӑх шӑммисем курӑнкалаҫҫӗ. Анчах укҫа арчи ниҫта та ҫук. Ачасем ҫав вырӑна йӑлтах шыраса ухтарса тухрӗҫ, шырани усӑсӑрах пулчӗ. Аптӑраса ҫитнӗ Том ҫапла каларӗ:
— Вӑл: «хӗрес айӗнче», тесе каларӗ-ха.
Акӑ ҫакӑ ӗнтӗ хӗрес айӗнчи пулать. Укҫи чул сӑрт айӗнче пулма пултарайрас ҫук; чул сӑрчӗ ҫӗр ҫумне таччӑнах ҫыпӑҫса тӑрать вӗт.

Вӗсем каллех шырама тытӑнчӗҫ. Нумайччен тата лайӑх пӑхса шыраса ҫӳрерӗҫ, юлашкинчен канма ларчӗҫ. Гек нимӗн те шухӑшласа илме пултараймарӗ. Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ:
— Пӑх-ха, Гек, чул сӑртӑн пӗр енче ура йӗррисем курӑнаҫҫӗ, тата ҫурта ҫӑвӗ тумласа ларнӑ, тепӗр енче нимӗн те ҫук.
Мӗншӗн-ха вӑл апла? Укҫа чул сӑрт айӗнче, уншӑн эпӗ укҫа хурсах тавлашатӑп. Эпӗ кайса тӑм ӑшӗнче шыраса пӑхатӑп.

— Ку вара начар шухӑшах мар, Том, — терӗ Гек хавассӑн.

Том хӑйӗн ҫӗҫҫине, «чӑн-чӑн Берлоу» текеннине, туртса кӑларчӗ. Вӑл тӑватӑ дюйм та алтма ӗлкӗреймерӗ, ҫӗҫҫи темӗнле йывӑҫ япала ҫине пырса тӑрӑнчӗ.

— Гек, эсӗ илтетӗн-и?

Гек хӑй те ӗнтӗ тӑрӑшсах алтса хӑтланчӗ, тӑма чӗрнисемпе чаврӗ. Часах ачасем хӑмасем тупрӗҫ, вӗсене ҫавӑнтах аяккалла ывӑтса ячӗҫ. Хӑмисене чул сӑрт хыҫнелле каймалли сарлака ҫурӑк ҫине витсе лартнӑ-мӗн. Том ҫурта тытнӑ аллине малалла тӑсса шалалла тинкерчӗ, анчах ҫурӑка пӗтӗмпех ҫутатса пӑхаймарӗ, ҫавӑнпа та унта кӗрсе тӗпчесе пӑхас, терӗ вӑл. Ку ҫӗр айӗпе каякан коридор пулчӗ. Пӗшкӗнсе те хутланса ларса, Том тӑвӑр шӑтӑк витӗр кӗрсе кайрӗ. Кукӑр-макӑр каякан шӑтӑк ерипенех аялалла, ҫӗр ӑшнелле, анса пычӗ. Том малта утрӗ. Гек ун хыҫӗнчен йӑпшӑнса танккарӗ. Вӗсем малтан сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ, унтан сулахаялла татах пӗр кӗске хушӑ кайрӗҫ те, сасартӑк Том ҫапла кӑшкӑрса ячӗ:
— Мӗн вӑл, Гек, пӑх-ха!

— Ара, унта нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Ку — ылтӑн тултарнӑ арчах. Ҫӗр айӗнчи хӑтлӑ шӑтӑкра лара парать вӑл, унпа юнашар пушӑ тар ещӗкӗ, сӑран йӗнӗсем ӑшӗнче икӗ пӑшал, ик-виҫ мӑшӑр кивӗ мокасин1, чӗн пиҫиххи тата шыв ӑшӗнче йӗпенсе пӗтнӗ тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр.

— Юлашкинчен тупрӑмӑр! — терӗ Гек, тӗксемленсе кайнӑ укҫа купи ӑшне аллине чиксе.

— Эпир санпа иксӗмӗр пуян ӗнтӗ!

— Гек, эпӗ яланах шанса тӑраттӑм ҫав пытарнӑ укҫа пирӗнех пулать тесе. Ҫакӑн пек телей килсе тухнине ӗненме хӗн пулсан та, халӗ ӗнтӗ вӑл пирӗн! Ҫапах та вӑхӑта ахаль ирттерес мар — халех арчана ҫӗклесе кӑларас. Кӳр-ха, пӑхам, эпӗ ӑна ҫӗклесе хӑпартма пултаратӑп-ши?

Арча пӗр аллӑ кӗренккене яхӑн туртать. Том ӑна аран-аран ҫӗклеме пултарчӗ, анчах ӑна ҫӗклесе каймашкӑн питех те меллӗ мар.

— Эпӗ ҫакӑн пек пуласса пӗлсех тӑнӑччӗ, — терӗ Том. — Астӑватӑн-и, вӗсем ҫав арчана тухатса лартнӑ ҫуртра ҫӗклерӗҫ, эпӗ ҫавӑн чухнех вӑл арча вӗсене йывӑррине куртӑм. Эпӗ хампа пӗрле михӗсем илсе килме астуни лайӑх та пулчӗ-ҫке.

Часах укҫасене михӗсем ӑшне пушатса пӗтерчӗҫ. Ачасем вӗсене хӗреспе паллӑ тунӑ чул сӑрт ҫине ҫӳлелле йӑтса хӑпартрӗҫ.

— Халӗ ӗнтӗ пӑшалсемпе ытти япаласене те, мӗн пуррине пӗтӗмпех ҫӗклесе кӑларар, — терӗ Гек.

— Ҫук, Гек, вӗсене унтах хӑварар. Эпир вӑрӑ-хурахра ҫӳреме тытӑнсан, вӗсем лӑпах пире кирлӗ пулаҫҫӗ. Эпир вӗсене яланах унта усрӑпӑр, оргисене2 те кунтах тӑвӑпӑр. Кунта вӗт оргисене тумашкӑн калама ҫук аван.

— Мӗнле оргисем вӗсем?

— Пӗлместӗп. Анчах вӑрӑ-хурахсен яланах оргисем пулаҫҫӗ, — пирӗн те оргисем тумалла пулать. Ну каяр ӗнтӗ, Гек, эпир ахаль те кунта ытла нумай лартӑмӑр. Манӑн хырӑм та выҫса кайрӗ. Эпир кимӗ ҫинче ҫырткалӑпӑр та табак туртӑпӑр.

Вӗсем ҫӑра тӗмсем ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, асӑрханарах йӗри-тавра пӑхкаларӗҫ, ҫыран хӗрринче никам та ҫуккине курчӗҫ те часах хӑйсен пӗчӗк кимми ҫине ларчӗҫ, ирхи апат турӗҫ, табак та туртрӗҫ. Хӗвел горизонт патнелле анма пуҫласан, вӗсем хӑйсен киммине ҫыран хӗрринчен тӗртрӗҫ те, каялла тапранса кайрӗҫ. Том ҫыран ҫывӑхӗнчереххӗн ишсе пычӗ, вӑл тӗттӗм пуличченех ишрӗ. Тӗттӗм пулсан, вӗсем ҫыран хӗррине тухрӗҫ.

— Акӑ мӗн тӑвар, Гек — терӗ Том, — атя укҫана тӑлӑх арӑм Дугласӑн вутӑ сарайӗн маччи ҫине пытарса лартар, эпӗ ирпе килетӗп, укҫине шутлатпӑр та валеҫетпӗр. Унтан вара ӑна пытарса лартма вӑрманта шанчӑклӑ вырӑн шыраса тупатпӑр. Эсӗ халӗ кунта юл та астуса тӑр, эпӗ Бани Тэйлор патне тачка илме чупатӑп. Часах килетӗп.

Вӑл самантрах курӑнми пулчӗ, часах тачка илсе те килчӗ. Арҫын ачасем ун ҫине икӗ пӗчӗк михӗ хучӗҫ, ҫиелтен кивӗ ҫӗтӗк-ҫатӑкпа витрӗҫ те хӑйсен тиевне туртса ту ҫинелле улӑхма пуҫларӗҫ. Валлиец пӳрчӗ тӗлне ҫитсен, вӗсем канма тӑчӗҫ. Лӑп малалла тапранса каяс тенӗ вӑхӑтра алӑк сули патне хуҫи тухрӗ.

— Эй, кам унта?

— Гекпала Том Сойер.

— Пит те аван! Атьӑр ман хыҫҫӑн, ачасем, эпир сире тахҫанах кӗтетпӗр. Ну, марш малалла, юртӑпа! Эпӗ сирӗн тачкӑна туртса пырӑп. Вӑл пӑртак ҫӑмӑлтарах пулсан кансӗрлеместчӗ те. Мӗн вара унта сирӗн? Кирпӗчсем-и-мӗн е кивӗ тимӗр-и?

— Кивӗ тимӗр, — терӗ Том.

— Ҫапла пулӗ терӗм ҫав. Ҫакӑнта арҫын ачасем, ухмахсем пекех, пустуй выртакан тимӗр таврашне пуҫтарас ӗҫре хӑйсен пӗтӗм вӑхӑтне ирттерме, унта хӑйсен пӗтӗм вӑйне хума хатӗр. Тимӗршӗн тимӗр шӑратакан заводра хӑйсене пӗр ултӑ цент ҫеҫ параҫҫӗ. Хӑйсене уншӑн икӗ хут ытларах парас пулсан та, ӗҫлессине ӗҫлесшӗн мар ӗнтӗ вӗсем. Этем тени ҫавӑн пек ӗнтӗ вӑл. Ну, марш, хӑвӑртрах!

Ачасем хӑйсен мӗншӗн хыпаланмаллине пӗлесшӗн пулчӗҫ.

— Каламастӑп. Миссис Дуглас патне ҫитсен куратӑр ак.

Гек хӑйне ахаль ҫинченех айӑпланисене хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӑл пӑртак шикленсерех:
— Чӑнах та, мистер Джонс, эпир нимӗн те туман-ҫке, — терӗ.

Валлиец ахӑлтатсах кулса ячӗ.

— Пӗлместӗп, Гек, пӗлместӗп, ачам. Ун ҫинчен эпир нимӗн те пӗлместпӗр. Ара, эсӗ тӑлӑх арӑмпа туслӑ вӗт-ха?

— Ия. Маншӑн тус вӑл, терӗс.

— Акӑ, хӑвах куратӑн. Мӗнтен хӑратӑн-ха вара тата эсӗ?

Ытлах ҫивӗч ӑслӑ пулман Гек хирӗҫ мӗнле ответ калассине шухӑшласа тупма та ӗлкӗреймерӗ, ӑна Томпа пӗрле миссис Дугласӑн хӑна пӳлӗмне чышса та кӗртрӗҫ. Мистер Джонс тачкӑна алӑк хыҫне тӑратса хӑварчӗ те хӑй те вӗсем хыҫҫӑнах кӗчӗ.

Хӑна пӳлӗмӗнче ҫап-ҫутӑ, хулари ятлӑ ҫынсем пурте унта пуҫтарӑннӑ. Унта Тэчерсем, Гарперсем, Роджерссем, Полли мӑнаккӑшӗ, Сид, Мэри, пачӑшкӑ, хаҫат редакторӗ тата ытти халӑх та нумай, вӗсем пурте праҫник чухнехи пек тумланнӑ. Тӑлӑх арӑм арҫын ачасене питӗ кӑмӑллӑн йышӑнчӗ. Ҫакӑн пек лайӑх мар тумланнӑ хӑнасене унтан кӑмӑллӑрах йышӑнни урӑх ниҫта та пулман: вӗсем хӑйсен тумтирӗсем ҫине ҫурта ҫӑвӗ тумлатса пӗтернӗ тата тӑмпа вараланнӑ.

Полли мӑнаккӑшӗ вӑтанса пӗтӗмпех хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, салхуллӑн Том ҫине пӑхса пуҫне сулласа илчӗ. Анчах ачасем хӑйсем асапланнӑ пек ҫурри чухлӗ те никам асап куракан пулмарӗ.

— Том килте ҫукчӗ, — тесе ӑнлантарса каларӗ мистер Джонс, — эпӗ ӗнтӗ ӑна тупас та ҫук тесе шутланӑччӗ, анчах кайран унпала тата Гекпала лӑп хамӑн алӑк патӗнчех хиреҫ пултӑм та кунта васкаса илсе килтӗм, — терӗ.

— Питех те лайӑх, — терӗ тӑлӑх арӑм. — Атьӑр ман хыҫран, ачасем.

Вӑл вӗсене ҫывӑрмалли пӳлӗме ертсе пычӗ те ҫапла каларӗ:
— Ҫӑвӑнӑр та урӑх тумтир тӑхӑнӑр.
Кунта ике ҫӗнӗ костюм, кӗпесем, чӑлхасем, — мӗн кирли пурте пур. Ку Гек валличчӗ. Ҫук, ҫук, Гек, тав ан ту: пӗрне эпӗ илнӗ, теприне мистер Джонс. Анчах сире иксӗре те юраҫҫӗ. Тумланӑр ӗнтӗ… эпир кӗтетпер… хатӗрленсе ҫитсен, аяла пирӗн пата анӑр, — терӗ те тухса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех