Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 7 сыпӑк

Пай: Полк ывӑлӗ

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хушнӑ: 2019.07.27 12:05

Пуплевӗш: 114; Сӑмах: 1140

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ӗҫӗ ҫапла пулнӑ.

Грузовик пушӑ гильзӑсене чанкӑртаттарса, йывӑҫ тымарӗсем ҫинче сиккелесе вӑрман тӑрӑх пӗр пилӗк километр кайсассӑн, Вана сасартӑк грузовикӑн ҫӳллӗ хӗррисенчен тытса, пит-куҫне ҫав тери хаярлатнӑ та, машина ҫинчен мӑк ӑшне сиксе кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрӑнса илнӗ.

Ку ытла та хӑвӑрт пулса иртнӗ, ҫавӑнпа та Биденко малтанах ним тума аптӑранӑ. Малтанхи самантрах ӑна ача машина ҫул кукӑрӗнче пӑрӑннӑ чух тухса ӳкнӗн туйӑннӑ.

— Эй, асӑрханарах эсӗ! — тесе кӑшкӑрнӑ Биденко, чышкипе шофер кабининчен шаккаса. — Чарӑн, шуйттан. Ачана ҫухатрӑмӑр.

Шофер питӗ хӑвӑрт каякан машинӑна чарса тӑратиччен, Биденко ача епле ура ҫине сиксе тӑнине, хӑйӗн хутаҫҫине тытса, мӗнпур вӑйпа чупса вӑрманалла кӗрсе кайнине курса юлнӑ.

— Эй! Эй! — каҫса кайсах кӑшкӑрнӑ ефрейтор.

Анчах Ваня каялла ҫавӑрӑнса та пӑхман.

Алли-урисемпе вӗлтлеттерсе, вӑл йывӑҫ тӗмӗсем хушшипе, сӑртсем тӑрӑх ыткӑннӑ кӑна, часах ҫӑра чӑтлӑха кӗрсе ҫухалнӑ.

— Ваня-а-а! — кӑшкӑрнӑ Биденко, хӑйӗн темӗн пысӑкӑш аллисене ҫӑварӗ патне тытса. — Пӗчӗк кӗтӳ-ӳ-ӳҫ! Тӑхта-а-а!

Анчах Ваня чӗнмен, Биденко сасси ҫеҫ сыпӑкӑн-сыпӑкӑн янраса кайнӑ вӑрман тӑрӑх: «А-а-а! А-а-а!..»

— Ну, тӑхта, шуйттан ҫури, — тенӗ те вара Биденко ҫилӗпе, шофера кӑштах кӗтсе тӑма ыйтса, пысӑк утӑмсемпе, хӑрӑк туратсене шатӑртаттарса, Ваня хыҫҫӑн вӑрманалла утнӑ.

Ачана часах тытасси пирки вӑл иккӗленмен. Чӑнах та ӗнтӗ: ватӑ, опытлӑ разведчикшӑн, капитан Енакиевӑн чи паллӑ «профессӑрӗсенчен» пӗришӗн вӑрмана тарнӑ ачана тытасси йывӑр ӗҫ-и? Ун ҫинчен калаҫма та кулӑшла.

Ваня супса ан ҫӳретӗр, тавӑрӑнтӑр, тесе пур еннелле те кӑшкӑрсан, ефрейтор Биденко ӑна ҫар наукин пур йӗркисем тӑрӑх шырама тытӑннӑ.

Чи малтан, вӑл грузовика тӑратса хӑварнӑ вырӑна хуть те хӑш самантра та тупма май пултӑр тесе, компас ҫине пӑхса илнӗ. Унтан компасӑн линейкине ача тарнӑ еннелле ҫавӑрнӑ. Анчах та Биденко азимут тӑрӑх кайман, мӗншӗн тесен ача вӑрман тӑрӑх компасӑр кайса, епле пулсан та, сылтӑм еннелле пӑрӑнма пуҫлассине пӗлнӗ. Кӑна Биденко хӑйӗн опычӗ тӑрӑх лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Компассӑр тӗттӗмре е начар курӑннӑ чух этем яланах сехет стрелки ҫавӑрӑннӑ май ҫавӑрӑнма тытӑнать.

Ҫавӑнпа та Биденко, кӑштах шухӑшласа тӑрса тата вӑхӑт мӗн чухлине пӑхса, сылтӑмарах илнӗ те, ача ҫулне тӳррӗн пӳлсе илме кайнӑ.

«Ҫавӑнта вара эпӗ сана, савнӑ тусӑм, ҫавӑрса илетӗп те ӗнтӗ» — тесе савӑнсах шухӑшланӑ Биденко.

Вӑл хӑй йывӑҫ темӗ хыҫӗнчен Ваня умне ним сассӑр тухса тӑрассине, ӑна аллинчен тытса: «Ҫитӗ, тусӑм. Вӑрманта уҫӑлса ҫӳрерӗн ӗнтӗ, ҫитӗ. Айта-ха каялла, машина ҫине. Анчах та асту эсӗ — урӑх ун пек ан алхас, мӗншӗн тесен пурӗпӗрех ӗҫ тухас ҫук. Ефрейтор Биденкоран тарма пултаракан ҫын ҫӗр ҫинче ҫуралман-ха. Эс ҫакна ӗмӗрлӗхех асту», — тесе калассине куҫпа курнӑ пекех курса пынӑ.

Ҫакӑн пек ырӑ шухӑшласа вӑл савӑнӑҫлӑн кулнӑ. Тӗрӗссипе каласан, унӑн ачана тыла леҫсе ярасси килмен. Ытла та кӑмӑла кайнӑ ӑна кӑвак куҫлӑ, сарӑ ҫӳҫлӗ, начаркка, ҫав вӑхӑтрах мӑнкӑмӑллӑ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хаяр, чӑн-чӑн пӗчӗк кӗтӳҫӗ пек ача.

Биденко ӑшӗнче Ваньӑна питӗ ачашшӑн, ӑшӑ кӑмӑлпа юратнӑ. Ҫав юратура хӗрхенни те, мӑнкӑмӑлланни те, ачан малашнехи пурнӑҫӗшӗн хӑрани те пулнӑ. Тата темскер пулнӑ, анчах Биденко ӑна ӑнланса илеймен.

Ваня ҫинчен шухӑшласан ефрейтор Биденко хӑй пӗчӗк чухне мӗнле пулнине, ӗнесене ҫитерме ҫӳренине аса илнӗ.

Ӑна ирхи вӑхӑт, ешерекен симӗс улӑх тӑрӑх сарӑлнӑ сӗт пек тӗтре аса килнӗ. Кӗмӗл пек сывлӑм тумламӗсем — симӗссисем, кӑваккисем, ҫулӑм пек хӗрлисем — аса килнӗ. Акӑ унӑн аллинче — шӑхличӗ — вӑл ӑна ҫӑвара хыпса вӗрет, ҫав тери таса, ҫав тери ачаш та савӑнӑҫлӑ сасӑсем кӑларать.

Пуринчен ытла Биденко Ваньӑна вӑл машинӑран сиксе тухсассӑн хытӑ юратма тытӑннӑ.

«Хӑюллӑ, шуйттан ҫури. Нимӗнрен те хӑрамасть. Чӑн-чӑн салтак, — тесе шухӑшланӑ Биденко. — Шел, питӗ шел ӑна леҫсе яма. Анчах нимӗн тума та ҫук: хушнӑ».

Ҫавӑн пек шухӑшласа, разведчик вӑрмана шалтан шала кӗрсе пынӑ. Ун шучӗпе, вӑл ӗнтӗ тахҫанах ачана тӗл пулмалла. Анчах ача курӑнман.

Биденко час-часах чарӑнса тӑнӑ, кӗрхи вӑрманӑн шӑплӑхне итленӗ. Анчах, сӑмах майӗн каласан, унӑн хӑнӑхнӑ хӑлхисемшӗн варман ытла шӑп пулман. Биденко вӑрманта тӗрлӗ тӗслӗ, хӑлхана илтӗнмелле мар сасӑсене уйӑрса илнӗ. Анчах ҫав сасӑсем хушшинче вӑл ача утнӑ сасӑсене пӗрре те илтмен.

Ача ҫухалмаллипех ҫухалнӑ.

Унӑн ури йӗрӗсем ниҫта та пулман, Биденко ахалех кашни йывӑҫ тӗмне, кашни уйрӑм йывӑҫа тишкӗрсе пӑхнӑ. Ҫӗр ҫине выртса, вӑл ӳкнӗ ҫулҫӑсене, курӑксемпе мӑка та сӑнанӑ. Ниҫта та нимӗн те пулман. Калӑн — ача таҫта сывлӑшпа вӗҫсе кайнӑ.

Чи ӑста разведчик та ҫакӑн пек йӗр хӑвармасӑр ниҫта та кайма пултарайман пирки Биденко кирек кампа та тупӑшма пултарнӑ.

Аптӑранипе Биденко вӑрман тӑрӑх пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле утнӑ. Тарнӑ ачан мӗншӗн-ха пӗр йӗрӗ те юлман, тесе шухӑшласа пуҫне ҫӗмӗрсех пынӑ.

Пӗрре вӑл питӗ килӗшӳсӗр япала та туса илнӗ. Сассине улӑштарса, вӑл хӗрарӑм пек кӑшкӑрнӑ:

— Ванюшка-а! Ау-у-у! Ҫитӗ выляма-а-а! Кайма вӑхӑт ҫитрӗ-ӗ-! — тенӗ.

Анчах ҫавӑнтах хӑйӗнчен хӑй йӗрӗннӗ.

Вӑл сехет ҫине пӑхнӑ та ачана ӗнтӗ икӗ сехет ытла шыранине пӗлнӗ. Вара уншӑн ача чӑнах та тарни, ӑна халӗ тин тавӑрас ҫукки паллӑ пулнӑ.

Ватӑ разведчик нихҫан та ҫакӑн пек намӑс курман. Халӗ унӑн Егоров сержанта мӗн каламалла пулать-ха? Унӑн куҫӗнчен мӗнле пӑхмалла? Юлташсем ҫинчен каламалли те ҫук: кулса тӑна ярӗҫ. Хуть те ҫӗр тӗпне анса кай.

Анчах урӑх нимӗн тумалли те юлман. Арҫури пек, кунта ҫӗрлечченех ҫӳремелле мар ӗнтӗ.

Биденко компас ҫине пӑхса илнӗ те, ӳсӗркелесе каялла, машина патне утнӑ. Анчах машини — ку ҫапла пуласса вӑл кӗтсех тӑнӑ — вырӑнта пулман ӗнтӗ. Вӑл кайнӑ. Васкавлӑ боевой задание пурнӑҫа кӗртмелле пирки, шофер ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт кӗтсе тӑма пултарайман. Тепӗр тесен, халӗ машина кирлӗ те пулман.

Анчах каялла кайма тапраниччен, Биденко ларса чӗлӗм туртма тата пуртенккине салтса ҫӗнӗрен чӗркеме шутланӑ.

Вӑл вӑрманта майлӑрах тунката шыраса тупнӑ та, ун ҫине ларнӑ. Анчах вӑл чӗлӗм чӗркеме хут тытса хутаҫҫинчен табак илме хатӗрленнӗ кӑна — сасартӑк ҫӳлти туратсем хушшинче темскер кӑштӑртатнӑ та, ҫӳлтен ун пуҫӗ ҫине темӗнле япала персе аннӑ. Биденкона ку темӗнле кайӑк ӳкнӗ пек туйӑннӑ. Анчах, лайӑхрах пӑхсассӑн, вӑл ахлатсах янӑ. Ку хайхи «пӗчӗк кӗтӳҫӗ» хӑйӗн хутаҫҫинче чиксе ҫӳренӗ хуплашкасӑр букварь пулнӑ иккен.

Биденко ҫӳлелле пӑхнӑ та, чи ҫӳлте, симӗс туратсем хушшинче хӑй палланӑ, килте тӗртнӗ пире пӗветсе ҫӗленӗ кӗрентерех тӗслӗ йӗме курах кайнӑ. Йӗм пӗҫҫинчен ҫӗрулми пек вараланчӑк ҫара урасем курӑннӑ.

Ҫав самантрах Биденко хӑйне ҫӗлен сӑхнӑ пек сиксе тӑнӑ та, табак хутаҫҫине те, чӗрсе илнӗ хутне те, кӑларса хатӗрлене зажигалкине те ҫӗре ывӑтса, пӗр минут хушшинчех йывӑҫ тӑррине хӑпарса кайнӑ.

Ваня хускалман. Биденко туратран аллисемпе уртӑннӑ та, ҫывӑрнине курнӑ. Вӑл сарӑ-кӗрен тӗслӗ, смалаллӑ турат ҫине утланса ларнӑ, аллипе йывӑҫа ыталаса, пуҫне ун ҫумне тӗрентерсе, ача ыйхипе пит те тутлӑ ҫывӑрнӑ. Унӑн сенкертерех пичӗ ҫине куҫ харши мӗлки ӳкнӗ, сивчир кӗсенӗсем тухнӑ тутисем йӑвашшӑн кулнӑ. Ача хуллен кӑна харлаттарса ҫывӑрнӑ.

Биденко пӗтӗмпех ӑнланса илнӗ ӗнтӗ. «Пӗчӗк кӗтӳҫ» ӑна ҫав тери лайӑх улталанӑ иккен. Разведчикран тарса пӗтӗм вӑрман тӑрӑх чупса ҫӳрес вырӑнне Ваня урӑхла тунӑ: вӑл вӑрманта курӑнми пулсанах ҫӳллӗ йывӑҫ тӑррине хӑпарса кайнӑ та, шав-тавраш иртсе кайиччен ҫавӑнта ларма, унтан вара анса хӑйӗн ҫулӗпе кайма шут тытнӑ. Ҫӗтӗлнӗ михӗрен ҫав букварь тухса ӳкмен пулсан, паллах никам та тупаймастчӗ.

«Ах, епле чеескер! Ну, тилӗ те вӗт, каласа парам эп сире! Нимӗн те калаймӑн — пултарать!» — тесе шутланӑ Биденко Ваня ҫине савӑнса пӑхса.

Биденко ачана хулпуҫҫинчен ҫирӗппӗн ыталаса илнӗ те, ӑна ҫывӑракан питӗнчен ҫывӑхранах пӑхса, ачашшӑн кӑна:

— Айта-ха, пӗчӗк кӗтӳҫӗм, аяла анар, — тенӗ.

Ваня куҫӗсене хӑвӑрт уҫнӑ, унтан салтака курнӑ та — аяккалла туртӑннӑ. Анчах Биденко ӑна ҫирӗп тытса тӑнӑ. Ача тин ҫӑлӑнас ҫуккине ӑнланса илнӗ.

— Юрӗ ӗнтӗ, — тенӗ вӑл ҫывӑрнипе тытӑнса ларнӑ салхуллӑрах сасӑпа.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех