Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм»

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 17:19

Пуплевӗш: 260; Сӑмах: 2841

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн вӑрӑ-хурахсен пӗтӗм шайкки хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑн патнелле тимӗршапа ҫӑмартисене шырама утрӗ. Ачасем хӑйӑр ӑшне патаксемпе чыша-чыша пӑхрӗҫ, ҫемҫе вырӑн тупӑнсан, ҫавӑнта чӗркуҫленсе ларса, аллисемпе чаврӗҫ. Хӑшпӗр лапчӑкран вӗсем тӑруках пилӗк-ултӑ теҫетке ҫӑмарта тупа-тупа кӑларчӗҫ. Ҫӑмартисем ҫап-ҫаврака та шурӑскерсем, шултра мӑйӑртан кӑшт ҫеҫ пӗчӗкрех. Ҫав каҫхине пиратсем ҫӑмарта пӗҫерсе пит аван апатланчӗҫ, тепӗр кун ирхине те, эрнекун, питӗ аван ӗҫсе ҫирӗҫ. Ӗҫми-ҫимине вӗсем самаях йӑкӑртса тухнӑ ҫав.

Ирхи апат хыҫҫӑн вӗсем пуҫ урлӑ сикмелле вылярӗҫ, шыв хӗрринчи ӑшӑх ҫӗрте сиккелесе, чупнӑ хушӑрах тумтирӗсене хыва-хыва пӑрахса, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗҫ, унтан вара ҫаппа-ҫарамасах шывра вӑйлӑ юхӑмпа кӗрешмелле выляса хӑтланчӗҫ. Шыв юхӑмӗ хӑш-пӗр чухне вӗсене ураран та ӳкерчӗ, вара ачасем тата ытларах хӗпӗртерӗҫ. Хӑш-хӑш чухне вӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнса тачӗҫ, ывӑҫ тупанӗсемпе шыв ӑсса, пӗр-пӗрне пичӗсенчен чашлаттарчӗҫ, кашниех, хӑйне ан сирпӗтчӗр тесе, питне аяккалла пӑрса, тӑшман патне йӑпшӑнса утса пычӗ.

Унтан вӗсем алла-аллӑн тытса ҫапӑҫма тапратрӗҫ. Ҫӗнтерекенӗ, хӑй ҫӗнтернӗ ачана пуҫӗнчен тытса, ӑна шывалла тарӑн чӑмтарчӗ, кайран вӗсем виҫҫӗшӗ те чӑмрӗҫ, шап-шурӑ алӑсемпе урасем ҫеҫ курӑна-курӑна юлчӗҫ. Каллех шыв ҫинелле тухсан, вӗсем мӑшлатрӗҫ, лашасем пек хартлатрӗҫ, кулчӗҫ, сура-сура хӑтланчӗҫ, чыхӑнчӗҫ.

Вӑйран сулӑнса ҫитсен, типӗ ҫӗре чупа-чупа тухса, вӗри хӑиӑр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ, утиялпа витӗннӗ пек, хӑйсене хӑйӑрпа витрӗҫ, унтан каллех шывалла сикрӗҫ те татах малтанхи пек хӑтланма пуҫларӗҫ. Юлашкинчен вӗсен пуҫне ҫакӑн пек шухӑш кӗчӗ: «Пирӗн ҫара ҫанҫурӑм ӳт тӗслӗ трико евӗрлӗ туйӑнать», — терӗҫ вӗсем. Хӑйӑр ҫинче вӗсем ункӑ чӗрсе ҫаврӑнчӗҫ те цирк турӗҫ, циркӗнче вӗсен виҫӗ клоун, мӗншӗн тесен вӗсенчен нихӑшӗ те ҫав тери ырӑ роле тепӗр ачана парасшӑн пулмарӗ.

Кайран вӗсем хӑйсен мрамор шарикӗсене туртса кӑларчӗҫ те «ҫӳлелле ывӑтмалла», «туртмалла» тата «касмалла» выляма тапратрӗҫ. Ҫак вӑйӑсене те вӗсем йӑлӑхтарса ҫитеричченех вылярӗҫ. Гекпа Джо татах шыва кӗме кайрӗҫ. Томӗ хӑраса ӳкрӗ те ҫыранрах тӑрса юлчӗ: вӑл йӗмне хывса пӑрахнӑ хушӑра хӑйӗн уринчен шнур салтӑнса ӳкнине асӑрхарӗ — ҫав шнурпа вӑл хӑйӗн ури ҫумме ҫӗленӗн хӑратамалли ункисене ҫыхса лартнӑччӗ. Ҫав тӗлӗнмелле хӑватлӑ япаласӑр мана епле шӑнӑр туртса лартмарӗ-ши тесе тӗлӗнчӗ вӑл. Ҫав ҫӗлен ункисене шыраса тупиччен вӑл ҫаплах шыва кӗме хӑраса тӑчӗ, ҫав тапхӑрта унӑн юлташӗсем ывӑнма ӗлкӗрчӗҫ те ҫыран хӗррине тухса выртрӗҫ. Ерипенех вӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле саланса пӗтрӗҫ, шухӑша кайрӗҫ, кашниех тӑван хула хӗвел питӗнче тӗлӗрсе ларнӑ еннелле хурлӑхлӑн пӑхрӗ. Том хӑй те сисмесӗрех урин пуҫ пӳрнипе хӑйӑр ҫинче «Бекки» тесе ҫырчӗ. Вӑл хӑй кирлӗ мар ӗҫ тунине астуса илчӗ те ҫырнине хуратрӗ, хӑй ҫемҫешке пулнӑшӑн хӑй ҫине ҫилленсе кайрӗ, анчах тӳсеймесӗр ҫав ята тата ҫырчӗ, унтан каллех хуратрӗ, хӑйне илӗртнинчен хӑтӑлас тесе, юлташӗсене шырама танккарӗ.

Джон чун хавалӗ пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑ иккен. Вӑл киле каясшӑн шутсӑр хуйхӑрать, ҫав йывӑр хуйха тӳссе тӑма унӑн ӗнтӗ вӑйӗ те ҫук. Вӑл йӗрсе ярас патнех ҫитрӗ.

Гек салхулланчӗ, Томӑн та кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ, анчах вӑл хӑйне алра тытрӗ-ха, тӗрекленсе ҫӳрерӗ. Унӑн пӗр вӑрттӑнлӑх пур, ун ҫинчен вӑл вӑхӑт ҫитиччен юлташӗсене пӗлтересшӗн мар. Анчах вӗсен хуйхине сирсе яма май килмесен, вӑл ҫав япала ҫинчен тусӗсене халех каласа кӑтартать. Вара вӑл хӑйне савӑнӑҫлӑ тытса ҫапла каларӗ:
— Ҫак утрав ҫинче пирӗнтен малтан та пиратсем пулнӑ, ҫавӑншӑн эпӗ заклад хурсах тавлашатӑп.
Атьӑр тепӗр хут ҫаврӑнса ҫӳрер. Кунта пӗр-пӗр ҫӗрте тӑпра ӑшне хаклӑ япала таврашӗ те чиксе хунӑ пулӗ. Эпир тӑпра ӑшӗнче ылтӑн та кӗмӗл тултарнӑ, ҫурри ҫӗрнӗ арча тупсан, эсӗр мӗн калӑрши? Э?

Анчах ҫавӑн пек сӗнӗве Гекпа Джо кӑмӑлсӑр йышӑнчӗҫ, Томӑн хӗпӗртени те ҫавӑнтах, нимӗнле сӑмахсӑрах сӳнсе ларчӗ.

Том тата пӗр ик-виҫӗ илӗртмелле сенӳ парса пӑхрӗ, анчах вӑл тӑрӑшнисем пурте ахалех пулчӗҫ. Унӑн алли усӑнмах пуҫларӗ.

Джо патакпа хӑйӑра тӗрткелесе тӑчӗ, унӑн сӑн-пичӗ питех те салху. Юлашкинчен вӑл ҫапла каларӗ:
— Ох, ачасем, ҫак япалана пӑрахар луччӗ!
Манӑн киле каяс килет. Мана кичем кунта, — терӗ.

— Ҫук, апла мар, Джо, эсӗ хӑнӑхатӑн, — тесе ҫавӑрчӗ ӑна Тоам. — Эсӗ шухӑшла-ха, кунта пулӑ аван кӗрет.

— Кирлӗ мар мана санӑн пуллу… Киле каяс килет.

— Итле-ха, Джо, ӑҫта-ха эсӗ шыва кӗме урӑх ҫакнашкал лайӑх вырӑн тупатӑн тата?

— Мӗн тума кирлӗ мана санӑн шыва кӗмелли? Суратӑп халӗ эпӗ ун ҫине, мана никам та шыва кӗме чарман чухне. Эпӗ киле каятӑп, хӑть те мӗн тӑвӑр!

— Фу, мӗнле намӑс! Пӗчӗк ача! Амӑшӗ патне каясшӑн!

— Ҫапла ҫав, амӑшӗ патне! Аннӳ пулнӑ пулсан, санӑн та каяс килӗччӗ. Эпӗ тата пӗчӗк ача та мар. Эпӗ те сан пекех.

Джо макӑрас патнех ҫитрӗ.

— Ну, юрӗ, пирӗн макӑракан пӗчӗк ача килелле, амӑшӗ патнелле кайтӑрах, эпир ӑна яратпӑр вӗт, Гек? Мӗскӗн ача, вӑл амӑшне курасшӑн хуйхӑрать. Юрӗ эппин! Кайтӑрах! Эсӗ кунта пурӑнма юрататӑн вӗт, Гек? Эпир санпала юлатпӑр, юрать-и?

— Ия, — терӗ Гек сиввӗн.

— Урӑх эпӗ санпала калаҫмастӑп та. Эпӗ санпа ӗмӗр-ӗмӗрех вӑрҫӑллӑ пулатӑп. Ҫавна шӗлсе тӑр! — терӗ Джо, вырӑнтан тӑрса.

Вӑл салхуллӑн аяккалла кайса тӑчӗ те тумланма тытӑнчӗ.

— Тупнӑ япала! — терӗ ӑна хирӗҫ Том. — Тархасшӑн, кай! Макӑрса лармӑпӑр. Каях киле, пурте вара санран кулччӑр. Аван пират, каламллли те ҫук. Эпир Гекпа иксӗмӗр сан пек макрасем мар-ха. Эпир кунта юлатпӑр, чӑнах вет, Гек? Каяс тет пулсан, кайтӑрах. Унсӑр та пурӑнӑпӑр.

Том хӑйне юри пӗртте пӑшӑрханман пек тытсан та, унӑн ӑшӗ ҫапах та вӑркарӗ, куҫ харшине пӗрӗнтерсе лартрӗ вӑл. Джо тумланма пӑрахманнине кура, тата ытларах хурланчӗ Том. Юлташӗ ҫула кайма епле пуҫтарӑннине Гек питӗ хытӑ астуса пӑхса тӑнӑран Томӑн ӑшчикӗ вутпах ҫунма пуҫларӗ. Гек нимӗн те шарламанни ырӑ мара пӗлтернине сисрӗ Том. Джо тумланчӗ те сывпуллашмасӑрах Иллинойс ҫыранӗ патнелле уттарчӗ. Томӑн чӗри ҫурӑлсах кайрӗ. Вӑл Гек ҫинелле пӑхса илчӗ. Лешӗ ҫакна тӳсеймесӗр пуҫне усрӗ. — Манӑн та каяс килетчӗ, — терӗ вӑл юлашкинчен. — Кунта темле кичемле пулса кайрӗ, — халӗ ӗнтӗ тата кичемрех пулать. Эпир иксӗмӗр те каяр луччӗ, Том!

— Каяс тетӗн-тӗк, кай, эсӗр пурте кайма пултаратӑр, эпӗ каймастӑп, юлатӑп.

— Том, эпӗ кайӑттӑм луччӗ.

— Кай, эппин, — кам сана тытса тӑрать?

Гек хӑйӗн хӑйӑр ҫине пӑрахнӑ тумтирне пуҫтарма тытӑнчӗ.

— Санӑн та пирӗнпе пӗрле каймаллаччӗ, Том? — тесе ҫавӑрма пуҫларӗ вӑл ӑна.

— Чӑнах та, шухӑшласа пӑх-ха лайӑхрах. Эпир сана шыв хӗрринче кӗтсе тӑрӑпӑр.

— Нумайччан кӗтсе тӑмалла пулӗ апла сирӗн
Гек хуйхӑрса ҫула тухса кайрӗ.
Том ӑна хыҫран пӑхса тӑчӗ, унӑн та, мӑнкӑмӑлланассине йӑлтах аяккалла сирсе пӑрахса, шутсӑрах вӗсем хыҫҫӑн каяс килчӗ. Ачасем кӗҫех акӑ чарӑнса тӑраҫҫӗ тесе ӗмӗтленчӗ вӑл, анчах лешсем чӗркуҫҫи таран шыв тӑрӑх малалла утрӗҫ. Тома сасартӑк кичем пек, хӑрамалла пек туйӑнса кайрӗ. Вӑл хӑй мӑнкӑмӑлланнине пӗтӗмпех ҫӗнтерчӗ те юлташӗсем хыҫҫӑн чуппипе яра пачӗ:
— Тӑрӑр-ха!
Тӑрӑр! Манӑн сире пӗр япала каламалли пур.

Лешсем чарӑнчӗҫ те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Вӗсене хӑваласа ҫитсен, Том хӑй пытарса тӑнӑ япала ҫинчен калама пуҫларӗ. Вӗсем сиввӗн, тӑшманла пӑхса итлесе тӑчӗҫ, анчах кайрантарахпа вӗсем Том мӗн тума шутланине чухласа илчӗҫ те питӗ хӗпӗртесе кайса ҫухӑрашма тапратрӗҫ: — Том питех те тӗлӗнмелле япала шухӑшласа кӑларнӑ, ун ҫинчен пире малтанах каланӑ пулсан, эпир пӑрахса каяс та ҫукчӗ, — терӗҫ вӗсем.

Том вӗсене темӗн мӑкӑртатса ӑнлантарма хӑтланчӗ, анчах тӳррипе каласан, хӑй пытарса тӑнӑ япала ҫинчен каласа та ачасене нумаях чарса тӑрас ҫук пулӗ тесе хӑрарӗ вӑл. Ҫавӑнпа та вӑл ҫав япалана резерва, нимӗнле те май килмесен, чи юлашкинчен каламашкӑн перекетлесе хӑварнӑ иккен.

Ачасем савӑнӑҫлӑн хӑйсен лагерьне таврӑнчӗҫ те шутсӑр хаваслансах хӑйсен ӗлӗкхи вӑййисене выляма тытӑнчӗҫ. Пӗрмаях вӗсем Том питех те аван шутласа хуни ҫинчен калаҫрӗҫ, вӑл гениллӗ пулнинчен тӗлӗнчӗҫ.

Ҫӑмартапа пулӑ ҫисе лайӑх апатланнӑ хыҫҫӑн Том ҫапла каларӗ: «Манӑн ӗнтӗ табак туртма вӗренес килет», — терӗ. Джо ҫав шухӑша ҫыпӑҫрӗ те: «Эпӗ те туртса пӑхатӑп», — терӗ. Гек чӗлӗмсем турӗ те вӗсене тултарчӗ. Ҫӗнӗрен вӗренекен ачасем иккӗшӗ те ку таранччен виноград ҫулҫинчен тунӑ сигарӑсене ҫеҫ турткаланӑ, анчах ҫав сигарӑсем чӗлхене «чӗпӗтнӗ», арҫынсене ун пек сигарӑсем туртни килӗшмест тесе шутланӑ вӗсем.

Вӗсем чавсаланса ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртрӗҫ те тӗтӗмрен хӑракаласарах, ӑна ытлашши шанмасӑртарах, хӑйсем ӑшнелле туртса вӗрнме пуҫларӑҫ. Часах ачасене лӗклентерме пуҫларӗ, ҫапах та Том паттӑрланса:
— Ку питех те ҫӑмӑл!
Кӑна малтанрах пӗлнӗ пулсан, эпӗ тахҫанах туртма вӗреннӗ пулӑттӑм, — терӗ.

— Эпӗ те вӗрентӗм. Кӑна вӗренесси нимех те мар! — сӑмах хушса хучӗ Джо.

— Ыттисем туртнине эпӗ мӗн чухлӗ пӑхаттӑм, манӑн та вӗренесчӗ, тесе шутлаттӑм, ҫук ҫав, эпӗ вӗренме пултарас ҫук пулӗ, теттӗм. Эпӗ яланах ҫавӑн пек. Чӑнах вӗт, Гек? Эсӗ эпӗ ҫапла каланине илтнӗ вӗт? Акӑ Гек калатӑр.

— Нумай илтнӗ, — терӗ Гек.

— Ҫапла ҫав, темиҫе ҫӗр хут та каланӑ. Пӗрре ун ҫинчен эпӗ выльӑх пуснӑ вырӑн патӗнче каланӑччӗ. Астӑватӑн-и, Гек? Унта тата Боб Тэннер, Джонни Миллер тата Джефф Тэчер пулнӑччӗ. Эсӗ астӑватан-и, Гек, эпӗ мӗн каланине?

— Ия, астӑватӑп, — терӗ Гек. — Вӑл эпӗ хамӑн шарика ҫухатнӑ кун пулнӑччӗ… Ҫук, унтан малтанхи кунне.

— Акӑ вӑт, Гек астӑвать.

— Кун пек чӗлеме эпӗ кунӗпех те туртма пултарӑттӑм тесе шухӑшлатӑп. Манӑн пӗртте хӑсас килмест, — терӗ Джо.

— Манӑн та! — терӗ Том. — Эпӗ кунӗпех туртма пултарӑттӑм, Джефф Тэчер пултарас ҫук, ун пирки тавлашатӑп.

— Джефф Тэчер! Мӗн пултарать вӑл! Вӑл икӗ хутчен те ӗмсе илме пултарас ҫук. Хӑтланса пӑхтӑр. Ҫак мӗнле япала иккенне курӗ вара.

— Паллах, пултарас ҫук. Джонни Миллер та пултарас ҫук. Курас килетчӗ манӑн, ҫак пӗтӗм япалапа Джонни Миллер мӗнле хӑтланкалӗ-ши?

— Мӗн тума пӗлтӗр вӑл! — терӗ Джо. — Ҫав мӗскӗн ача нимӗн тума та пултараймасть. Пӗрре ӗмсе илсессӗнех, вӑл ураран ӳкет.

— Тӗрӗс калатӑн, Джо. Итле-ха: арҫын ачасем пире халь курас пулсан!

— Ку вара питех те аван пулатчӗ.

— Итлӗр, ачасем, никама та пӗр сӑмах ан шарлӑр. Хӑҫан та пулин пурте пӗрле пуҫтарӑнсан, эпӗ сан пата пырӑп та:
«Джо, санӑн чӗлӗм пур-и?
Туртас килет», — тейӗп. Эсӗ вара ҫавна нимӗн вырӑнне те хуман пек пулса ҫапла калӑн:
«Ия, манӑн кивӗ чӗлӗм пур тата тапре те пур, — табакӗ ҫеҫ пит аванах мар», — тейӗн.
Эпӗ калӑп: «Вӑл пурпӗрех, типӗ пултӑр ҫеҫ», — тейӗп. Вара эсӗ чӗлӗмсене туртса кӑларӑн та, эпир иксӗмӗр те пит канлӗн ларса туртӑпӑр, пире пӑхчӑр ҫеҫ вара.

— Вӑт вара хӗпӗртемелле пулӗ, Том! Манӑн халь ҫавӑн пек тӑвас килетчӗ.

— Манӑн та. Эпир вӗсене калӑпӑр: пиратра ҫӳренӗ чухне туртма вӗрентӗмӗр, тейӗпӗр, вӑт вара пире кӗвӗҫӗҫ.

— Кӗвӗҫмесӗр, кӗвӗҫеҫҫех ӗнтӗ. Вӑл паллах.

Калаҫу пӗр евӗр тӑсӑлчӗ, анчах часах вӑл сӳрӗкленчӗ, чарӑнкалама пуҫларӗ… Паузӑсем вӑрӑмлансах пычӗҫ. Сурчӑк ҫӑварсенче шутсӑрах тӗлӗнмелле нумай пуҫтарӑнчӗ. Ачасен ҫӑварӗсенчи хушӑксем пурте фонтансем пек тулса тӑчӗҫ. Шыв илсе ан кайтӑр тесе, ачасем аранах хӑйсен чӗлхисем айӗнчи путвалӗсене тасатса пыма ӗлкӗрчӗҫ. Вӗсем темӗн пекех тӑрӑшсан та, ҫапах вӗсен пырӗсем тула-тула кайрӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара кашни хутӗнчех шутсӑр хӑсас килчӗ.

Ачасем иккӗшӗ те шап-шурӑ шурса кайрӗҫ, вӗсен сӑнӗсем мӗскӗннӗн курӑнчӗҫ. Джонӑн вӑйсӑрланса кайнӑ пӳрнисем хушшинчен чӗлӗмӗ тухса ӳкрӗ. Томӑн та ҫавнашкалах. Фонтанӗсем ҫаплах мӗнпур вӑйпа тапса тӑчӗҫ, насусӗсем те шутсӑр хытӑ ӗҫлерӗҫ. Юлашкинчен Джо хуллен:
— Эпӗ хамӑн ҫӗҫҫе ҫухатрӑм.
Кайса шыраса пӑхам-ха… — терӗ. Том тытӑнкаласа, чӗтрекен тутапа:
— Эпӗ сана пулӑшатӑп, — терӗ.
— Эсӗ ҫак еннелле кай, эпӗ — лерелле, шыв юхса выртнӑ ҫӗрелле. Ҫук, Гек, эсӗ пирӗн хыҫҫӑн ан пыр, эпир хамӑрах тупатпӑр, — терӗ.

Гек каллех вырӑнне ларчӗ те пӗр сехете яхӑн кӗтрӗ. Унтан ӑна кичем пек пулчӗ те, вӑл юлташӗсене шырама утрӗ. Вӑл вӗсене вӑрманта шыраса тупрӗ; вӗсен иккӗшӗн те сӑнӗсем шап-шурах, хӑйсем ыйха тӑсаҫҫӗ. Анчах Гека тем систерчӗ; халӗ вӗсем пӑртак уҫӑлна: кӑмӑлӗсем пӑтранни те иртнӗ.

Ҫав каҫ апатлашӑ чукне иккӗшӗ те йӑвашшӑн шӑпах ларчӗҫ. Гек каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйне валли чӗлӗмне тултарчӗ, вӗсем валли те тултарас тесен, Томпа Джо харӑсах:
— Кирлӗ мар, пирӗн паян ӑшчикре аванах мар, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух тем лайӑх мар япала ҫирӗмӗр пулмалла, — терӗҫ.

Ҫур ҫӗр тӗлнелле Джо вӑранчӗ, юлташӗсене те вӑратрӗ. Сывлӑш пӑчӑ, вӑл тем ырӑ мар пулассине систерет. Шутсӑр шӑрӑх та пӑчӑ пулсан та, ачасем, вутран юлташла пулӑшу ыйтнӑ пек, ун ҫумнерех тӗршӗнсе ларчӗҫ. Шӑпланса, темскер пуласса кӗтрӗҫ. Кӑвайт хыҫӗнче пур ҫӗрте те сӗм-тӗттӗм.

Сасартӑк чӗтревлӗ ялкӑшу йывӑҫ ҫулҫисене тӗксӗммӗн ҫутатса илчӗ те самантрах пӗтсе ларчӗ. Унтан ҫутӑраххӑн ялкӑшса илчӗ. Татах та ялкӑшрӗ. Унтан йывӑҫ турачӗсем хушшинче темӗнле пит хуллен йынӑшнӑ пек сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ачасем хӑйсен пичӗсем ҫумӗнче такам сывланине туйса илчӗҫ те ку ҫӗрлехи усал иртсе кайрӗ пулӗ тесе чӗтреве ерчӗҫ. Унтан шӑп пулчӗ. Сасартӑк каллех теменле телӗнмелле вут-ҫулӑм ялкӑшса ҫӗрлерен кун туса хучӗ, вӑл ачасен урисем патӗнче ӳсекен кашни курӑка янках ҫутатрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл тата хӑранипе шап-шурӑ шуралса кайнӑ виҫӗ ачан сӑн-питне те ҫутатрӗ. Пӗлӗт ҫинче ҫӳлтен аялалла аслати сасси такӑна-такӑна кӗреслетсе, янратса анчӗ те, инҫетре салхуллӑн мӑкӑртатса, хуллен-хулленех илтӗнми пулчӗ.

Питӗ сивӗ сывлӑш юхӑмӗ килсе ҫапрӗ те иртсе кайрӗ, вӑл пӗтӗм йывӑҫ ҫулҫисене хускатса хӑварчӗ, кӑвайт ҫинчи кӗле ҫӗклентерсе, ӑна тӑман вӗҫтернӗ пек вӗҫтерсе салатса ячӗ.

Каллех питех те ҫилӗллӗ вут-ҫулӑм пӗтӗм таврари вӑрмана ҫутатса ячӗ, секундрах шутсӑр хытӑ сасӑ шатӑртаттарса кӗрлерӗ, ачасен пуҫӗсем тӗлӗнчех йывӑҫ тӑррисем ҫурӑла-ҫурӑла кайрӗҫ тесен те суя пулме. Каллех тавралӑх тӗттемленсен, пиратсем шутсӑр хӑраса ӳкнипе пӗр-пӗрни ҫумне тӗршӗнсе ларчӗҫ. Йывӑҫ ҫулҫисем ҫине шултра ҫумӑр тумламӗсем патлатма пуҫларӗҫ.

— Ачасем, хӳтлӗхе! — тесе кӑшкӑрчӗ Том.

Вӗсем сапаланса чупма пуҫларӗҫ, тымарсем ҫине такӑна-такӑна, вӑрманти виноград хушшинче ҫаклана-ҫаклана ларчӗҫ. Йывӑҫсем хушшинче урса кайса ҫил улать, таврара мӗн пуррине пурне те хӑйпе пӗрле юрлаттарса шавлаттарать. Ҫап-ҫутӑ ҫиҫӗм татти-сыпписӗр тенӗ пекех ҫиҫет, пӗтӗм хӑлхана хуплакан аслати ҫапса кӗрӗслеттерсе тӑрать. Акӑ чӗреслӗтсе ҫумӑр ҫума тапратрӗ. Ҫил-тӑвӑл, вӑйланса пырса, ҫӗр ҫинелле татти-сыпписӗр ҫумӑр тӑктарчӗ.

Ачасем пӗр-пӗрне тем кӑшкӑрчӗҫ, анчах ҫил уланипе тата аслати кӗрӗслеттернипе нимӗн те илтӗнмерӗ. Ҫапах та вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӳтлӗх патне ҫитрӗҫ те, пӗтӗмпех чӑрмаланса пӗтнӗскерсем тата йӗпенсе шӑнса хытнӑскерсем, парӑс карса тунӑ хӳтлӗхе пытанчӗҫ. Вӗсен тумтирӗсенчен шыв тумлать, анчах кашниех манпа пӗр пек инкек куракан юлташсем пур хӑть, тесе хӗпӗртерӗҫ. Вӗсен сассисене ҫил-тӑвӑл хуплас мар пулсан та, ачасен сӑмахлама май килмерӗ, мӗншӗн тесен вӗсен тӗлӗнче кивӗ парӑс ҫав тери хытӑ ҫатлаттарса тӑчӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр вӑйлансах пычӗ. Юлашкинчен ҫил капланса килсе, парӑса кӑкарса лартнине пӗтӗмпех татса пӑрахрӗ те ӑна аяккалла вӗҫтерсе кайрӗ. Ачасем, пӗр-пӗрне аллисенчен тытса, шыв херринпе ларакан мӑн юман хӳттинелле чупрӗҫ, кашни минутрах такӑна-такӑна хӑйсене ӑҫта килчӗ ҫавӑнта кӑвакартса, мӑкӑльсем лартса та малаллах чупрӗҫ. Ҫапла ҫапӑҫу хӗрсех пычӗ. Татти-сыпписӗр ҫиҫӗм ҫиҫсе тӑнипе пурте витӗрех курӑнса тӑчӗ, мӗлке таврашӗ те пулмарӗ: авӑна-авӑна каякан йывӑҫсем, шавласа юхакан шыв хумӗсем, кӑпӑкланнипе шап-шурӑ ҫилхеллӗ курӑнаканскерсем, леш енчи ҫӳллӗ чул сӑртсем, — тӗтрепе чалӑш ҫумӑр чаршавӗ витӗр тӗксӗммӗн курӑнса лараҫҫӗ. Час-часах пӗр-пӗр вӑрман паттӑрӗ ҫапӑҫура аяла пулса, шатӑртаттарса ҫӗрелле татӑлса анать, ҫамрӑк йывӑҫсене хуҫать. Аслати лӑпланма пӗлмесӗр кӗрӗслеттерсе, пӗтӗм хӑлхана хупласа лартмалла шутсӑр хӑрушшӑн шатӑртаттарса, кӗмсӗртеттерме тапратрӗ. Юлашкинчен аслатиллӗ ҫумӑр хӑиен пӗтӗм вӑйне пуҫтарса халиччен курман вӑйпа ашкӑнма пуҫларӗ; пӗтӗм утрава вӑл татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтерсе, ӑна ҫунтарса ярас пек, йывӑҫ тӑррисем таранах шывпа тултарас пек, ҫӗр пичӗ ҫинчен те шӑлса ывӑтас пек туйӑнчӗ. Ҫак каҫ килсӗр ачасемшӗн питех те хӑрушӑ каҫ пулчӗ.

Юлашкинчен ҫапӑҫу лӑпланчӗ, пӗр-пӗринпе вӑрҫакан ҫарсем каялла чакма пуҫларӗҫ, вӗсем юнанисемпе ылханнисем хуллентерех те хуллентерех илтӗнсе пычӗҫ, ерипенех вара вӑрманта ӗлӗкхи пекех пулса тӑчӗ. Сехрисем чылай хӑпнӑ ачасем хӑйсен лагерьне таврӑнчӗҫ, унта вара вӗсем хӑйсем ҫапах та телейлӗ пулнине курчӗҫ: вӗсен смоковницине ҫӗрле аслати ҫапнӑ (вӗсем ялан мӑн смоковница айӗнче ҫӗр каҫнӑ), ҫавӑн айӗнчех юлнӑ пулсан, вӗсем пӗтнӗ пулӗччӗҫ.

Лагерьте пурте, вӑл шутрах кӑвайчӗ те, витӗрех йӗпеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, ытти ачасем пекех, ӑна тирпейлесе хурасси ҫинчен шухӑшлама та пӗлмен, кӑвайтне ҫумӑр шывӗнчен хӑтарас тесе пӗртте тӑрӑшман. Ҫакӑ питех те лайӑх мар, мӗншӗн тесен виҫҫӗшӗ те лачкам йӗпеннипе сиксех чӗтреҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем кӳреннине вичкӗннӗн каласа пӗлтерчӗҫ, анчах кайран вӗсем вут мӑн пӗрене айнелле шалаллах кӗрсе кайнине асӑрхарӗҫ. Пӗрени ҫӳл еннелле чӑмӑрланса, ҫӗр тӗлӗнче аслӑк пек хупласа тӑрать, ҫавӑнпа кӑвайтӑн пӗр тӗлӗ, ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш пек, йӗпенмесӗр юлнӑ. Ачасем ӗҫе пуҫӑнчӗҫ, выртакан йывӑҫ вуллисем айӗнчен шанкӑ-ҫатӑрка таврашӗ тата хуйӑр пуҫтарчӗҫ те питӗ тӑрӑшса ӗҫленипе юлашкинчен вутта вӑйлатса ячӗҫ, вӗсен кӑвайчӗ вара, каллех тивсе, вӑйлӑн ялкӑшса кайрӗ. Вӗсем унта пысӑк типӗ туратсем пухса хучӗҫ, вутти вара тимӗрҫ вучаххи пекех карлаттарма тапратрӗ, ачасем каллех хӑйсене телейлӗ туйрӗҫ. Хӑйсен какайне типӗтсе, вӗсем питех те аван апатланчӗҫ те, вут ҫумне вырнаҫса, хӑйсем ҫӗрле тӗлӗнмелле лайӑх мыскара курни ҫинчен ирчченех калаҫса ларчӗҫ: ҫывӑрас тесен, ҫапах ниҫта та вырӑн ҫук, мӗншӗн тесен йӗри-тавра пӗр типӗ вырӑн та юлман.

Хӗвел тухсанах, ачасене ыйхӑ аптратма пуҫларӗ. Вӗсем шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ вырӑна кайрӗҫ те ҫывӑрма выртрӗҫ. Часах вӗсене хӗвел пӗҫертме пуҫларӗ, вӗсем тӑчӗҫ те салхуллӑн хӑйсем валли ирхи апат хатӗрлеме тытӑнчӗҫ. Апатланнӑ хыҫҫӑн вӗсен каллех кӑмӑлӗсем пӑсӑлчӗҫ, алли-урисем вӗсен хытса ларчӗҫ, вӗсем хӑйсен ӑшӗсенче каллех киле каясшӑн хуйхӑрма пуҫларӗҫ. Том ҫавна сисрӗ те пур майпа та пиратсене йӑпатма тӑрӑшрӗ. Анчах вӗсене мрамор шариксем те, цирк та, шыва кӗресси те йӑпатаймарӗҫ. Вӑл вӗсене хӑйсен пӗр пысӑк вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен, астутарчӗ, вара тинех ачасем кӑшт савӑнса кайнӑ пек пулчӗҫ. Ҫав савӑнӑҫ сирӗлсе кайиччен Том вӗсене ҫӗнӗ япала шухӑшласа кӑларнипе интереслентерме васкарӗ. Вӑл вӗсене хӑйсем пиратсем пулнине вӑхӑтлӑха манма хушрӗ те индеецсем пулса пӑхма сӗнчӗ. Ҫав шухӑш ачасене илӗртнӗ пек туйӑнчӗ. Вӗсем пӗр самантрах тумтир таврашсене хывса пӑрахрӗҫ те, хӑйсене хура пылчӑкпа сӑрласа, зебрӑсем пекех йӑрӑмлӑскерсем пулса тачӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем, акӑлчан ялне тапӑнас тесе, вӑрманалла тапранса кӗрсе кайрӗҫ. Паллах, кашниех унта ҫулпуҫӗ пулчӗ.

Хуллен-хулленех вӗсем пӗр-пӗринпе хирӗҫекен виҫӗ ӑру пулса тӑчӗҫ.

Хӑрушшӑн кӑшкӑрса, вӗсем пытанса ларнӑ ҫӗртен сике-сике тухрӗҫ те пӗр-пӗрне пырса тапӑнчӗҫ, тӑшмана пиншерӗн-пиншерӗн вӗлерсе скальпларӗҫ. Ҫав кун пайтах юн юхре ӗнтӗ, ачасем вара кӑмӑллӑ пулчӗҫ.

Каҫхи апат тӗлнелле вӗсем, выҫӑскерсем те телейлӗскерсем, лагере пуҫтарӑнчӗҫ. Анчах кунта печӗк чӑрмав сиксе тухрӗ, пӗр-пӗринпе хирӗҫекен индеецсен ҫавӑнтах хӑйсен хушшинче килӗшӳ тумалла пулчӗ. Ахаллӗн вӗсем туслӑх ҫӑкӑрне хуҫса ҫиме те пултараймарӗҫ, мир тумалли чӗлӗме туртмасӑр епле мир тума пулать-ха? Чӗлӗмсӗрех мир тӑвассине ӑҫта илтнӗ ӑна? Дикарьсенчен иккӗшӗ ӗмӗрлӗхех пиратра юлма хатӗр пулатчӗҫ пулӗ. Анчах урӑх нимӗн тумалли те ҫук, ирӗксӗрех вара вӗсем, хӑйсем савӑннӑ пек пулма тӑрӑшса, чӗлӗм кӑларма ыйтрӗҫ, кашниех вӑра черетпе туртса пӑхрӗҫ. Юлашкинчен вӗсем индеецсем пулнӑшӑн хӗпӗртесе те кайрӗҫ: халӗ ӗнтӗ вӗсем «ҫухалнӑ ҫӗҫҫе шырама» кайса ҫӳремесӗрех пӑртак турткалама пултараҫҫӗ. Халӗ вӗсен хӑсасси килчӗ те, анчах вӑл ӗлӗкхи пек питех асаплантармарӗ. Вӗсем хӑйсене ҫавӑн пек май килсе тухнипе усӑ курма васкарӗҫ. Каҫхи апат хыҫҫӑн вӗсем асӑрхансарах хӑйсен опытне тепӗр хут туса пӑхрӗҫ; ку хутӗнче вара вӑл ӑнӑҫлах пулчӗ, ҫавӑнпа та каҫ питех савӑнӑҫлӑн иртрӗ. Вӗсем ҫӗнӗ искусствӑна вӗреннӗшӗн шутсӑрах мӑнаҫланса хӗпӗртерӗҫ, хӑйсем тӑруках ултӑ индеец ӑрӑвӗн тирӗпе скальпӗсене сӳсе илме пултарнӑ пекех савӑнчӗҫ. Халӗ вӗсене пӑрӑхса хӑварар-ха: табак туртса, лӑпӑртатса, мухтанса ларччӑрах вӗсем. Пӗр хушша эпир вӗсемсӗр те ирттерме пултаратпӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех