Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Еххӗм Пьяных операцийӗ

Автор: Хветӗр Агивер

Ҫӑлкуҫ: Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Хушнӑ: 2019.06.19 20:31

Пуплевӗш: 249; Сӑмах: 1689

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Ҫӗрле ӑнланса илчӗ ҫакна Еххӗм Пьяных. Ӑнланса илчӗ те — кӑлт тӗкрӗ арӑмне.

— Мӗскер эс? — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ лешӗ.

— Ара, мӗн… ванчӑк туха пуҫларӗ-ха. Вӑт, мур илесшӗ, чикек чикнӗ пек чикет, ҫӗлен.

— Ӑҫта?

— Ара, ӑҫта пултӑр?.. Хӑш тӗлтен аманнине пӗлместӗн-им-мӗн?

— Ҫав тӗлтен-и? — тӗлӗкмеллипех тӗлӗнчӗ Соня.

— Аха.

— Мӗскерле-ха вара эс ҫирӗм ҫул ҫавӑн ҫинче ларнӑ-ларнӑ та — нимӗн те чухламан пулать. Епле апла?

— Ия, ҫапла, чухламан, тет. Ух-х!.. Вӗтелентерет, пысӑкскер! — тутине Еххӗм йӳҫеккӗн чаплаттарса илчӗ. — Вӗлерет ӗнтӗ, йӗксӗк.

Соня ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Епле ларкаласа тӑрӑн ӗнтӗ эс малашне? Мӗн, хӑяккӑн-и?

— Кулӑшла-им?.. Ы-х саначчӗ те халь кунашкалл хӗпӗртемен пулӑттӑн.

Шӑлӗсене иккӗшӗ те шатӑрт ҫыртрӗҫ.

— Мӗн тумалла ӗнтӗ ман халь, ӑса та вырнаҫмасть, — куляннӑн каласа хучӗ Еххӗм.

Соня, тӳсейменрен, пичӗпе минтер ҫумне чикӗнсе, каллех чӑхлатрӗ.

— Пырна кулӑш пӗрчи тӑрӑнчӗ-им? — тарӑхрӗ Еххӗм. — Ухмах…

— Ан кӳрен ӗнтӗ, Еххӗм. Ытла та шутсӑр интереслӗ ҫӗре тухса ларнӑ та вӑл сан… — Соня, питне минтер пичӗпе сӗркелесе, йӑшӑлтатса илчӗ. — Ара, ма пит хӑрасах ӳкрӗн эс капла? Тем, ҫуратас хӗрарӑм пек, Ну, мӗн, тухатех ӗнтӗ вӑл. Хӑйсем тӗллӗнех тухаҫҫӗ-и вара вӗсем?

— Ха, кур-ха, вӑл тухиччен, чӑн та, ҫуратса пӑрахма та пулать. Касса кӑлараҫҫӗ ӑна, акӑ мӗн. Госпитальти юлташсенне курнӑччӗ.

— Апла-тӑк, мӗн хӑрамалли, кастар та кӑларттар.

Ӗххӗм ҫакна хирӗҫ мӑкӑл та чӗнмерӗ. Вӑл хӑй те: «Ҫапла, кастарса кӑларттармах тивет», — тесе тӗв турӗ. Шухӑшласса шухӑшласа илчӗ те, янках хытса тӑчӗ пӗр саманта: ара, вӗсен больницинче пӗр арҫын тухтӑр та ҫук вӗт-ха. Ку кӑна ҫитмен — хирургӗ тата — ҫап-ҫамрӑк хӗрарӑм. Пӗр ҫирӗм ҫул каялла вӑл госпитальте кирек кам умӗнче те наччасах месерле тӑсӑлса выртнӑ пулӗччӗ — ун чухне намӑсланман вӑл ку япаларан. Халь, шухӑшласан, ҫӳҫ-пуҫ шарт вирелле тӑрса каять.

— Юрӗ, курӑпӑр унта, — терӗ вӑл. — Ҫывӑр.

Хӑй вара епле меллештермелли пирки чылайччен пуҫне вӑйратса выртрӗ.

Тепӗр кунне вӑл яра кунах ура ҫинче пулма тӑрӑшрӗ — ларма мелсӗрӗ чӑрмантарчӗ. Ыратрӗ. Кабинетӗнче (вӑл колхоз председателӗнче ӗҫлет), пыран-каянсене йышӑнса, тек-текех сӗтел тавра ҫӳрекелерӗ, ҫӗтӗлчӗ… Лешне, Курск патӗнче хӑйне ҫурӑмӗнчен аяларах тимӗр канахвитпе ӑшалантарнӑ «ирсӗре», ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр вӑрҫрӗ, ятлаҫрӗ. Мӗн каласси, илемлех мар ӗнтӗ суранӗ. Госпитальте варӗсене тытсах ахӑрнӑччӗ. Мӗскер вӑл ун чухнехи! Халӗ вӑт, ак, ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвакан колхоз председателӗн, сумлӑ этемӗн, ҫамрӑк майрасем умӗнче йӗмне антарса лӑпӑртатмалла пулать. Лешсем вара, паллах, пӗр-пӗрне куҫ хӗскелеме тытӑнаҫҫӗ… Хӑшӗ-хӑшӗ тата ҫапла та йӗплесе илмесӗр чӑтаймӗ: «Вӑт, Ефим Степаныч, халӗ ӗнтӗ каллех президиумра саркаланса ларма пултаратӑр», тейӗ.

Килне вӑл яланхилле мар ир ҫитрӗ. Тӗксӗм хӑй. Кӗнӗ-кӗмен ҫапла пӗлтерчӗ.

— Пуҫланать, — терӗ.

— Ара, кайса килсем эсӗ больницӑна, турӑҫӑм! — пӗҫҫине шарт ҫапрӗ Соня. — Мӗскер кускаласа ҫӳретӗн эсӗ унпа, пӗлместӗп… ара, мӗн тунӑ чухнехи пек.

— Больницӑна тетӗн!.. — Еххӗм пирус тивертсе ячӗ те пӳлӗм тӑрӑх алӑкӑн-тӗпелӗн кумма тапратрӗ. — Больница мар пирӗн кунта, калӑн: пӗр-пӗр мӑнастир. Ӑҫтан хӳтерсе килсе пӗтернӗ тулӗк вӗсене, шуйттан пӗлсе пӗтерет-и — ҫара хӗрарӑм.

— Мӗн, ҫисе яраҫҫӗ-им вӗсем сана?

— Ҫисе яраҫҫӗ-и — ямаҫҫӗ-и унта, мӗн, мӗн… Авторитета купаларӑм, купаларӑм, халь ӗнтӗ эпӗ каятӑп тет те пули-пулми ҫын умӗнчех ҫатта-ҫарапаккаланса тӑратӑп, тет… Халиччен мӗн туса пынине пӗр самантрах ҫилпе вӑштӑр-р вӗҫтерсе яратӑп, тет. Пӗлетӗп эпӗ вӗсене, чараксӑр чӗлхесене.

— Тьфу! — кунашкал тӑрпайталӑха кӗтменскер, Соня тарӑхсах кайрӗ. — Вӑт вӗт эккей, эсӗ, мӗн авторитетна ун валли купаламан пулӗ те?! Енчен те ӑна кӑтартма та юрамасть-тӗк, мӗнле япала вара вӑл сан?

— Нимӗнле те мар. Тӑнланаймастӑн-тӑк лар шӑпӑртах. Тӳрех пӗтӗм ял пӗлет, пуҫлаҫҫӗ вара чӗлхисене хыҫтарма, эсрелсем. Пӗлетӗп эпӗ вӗсене! Малтанлӑха ҫеҫ сапӑр вӗсем, пуҫӗсенче вара — урӑх шут. Шӑлйӗрен шуйттансем. — Еххӗм тарӑхрӗ, тарӑхни ухмахла иккенне куратӑркачах — тарӑхрӗ. Йӑлт аптрана ӳкрӗ вӑл. Хулана каяс — ҫӗр ҫухрӑм та ытла. Ҫитӗн те, ак, унта, сирӗн хӑвӑрӑн та больница пур, тейӗҫ. Йышӑнмӗҫ. Каясса та епле каймалла, тет-ха унта, ура ҫинче тӑрса-и?

Ҫӗрле хӑшкӑлтарсах ҫитерчӗ ӑна аптрашки. Еххӗм шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ, йынӑшрӗ.

— Вӑт ухмах-тӑк ухмах, — пӗҫҫисене шарт ҫапрӗ Соня. — Ну, мӗн асапланатӑн-ха ӗнтӗ? Авторитетне ҫухатма хӑрать иккен вӑл! Курӑр-ха, кулма пултараҫҫӗ иккен унран. Сахал арҫын выртать-и ун пек-кун пекпе?..

— Выртаҫҫӗ. Кунашкал йӗксӗкпе муталаниччен, луччӗ рак чирӗ ҫаклантӑрччӗ. Хам пӗр-пӗр ахаль ҫын пулнӑ пулсан татахчӗ хӑть: ушкӑнпа пухӑнса ахӑрса илеттӗмӗрччӗ те пӗрре — ӗҫӗ те пӗтнӗччӗ. Тап-тасахчӗ. Кун хыҫҫӑн, ак, кашни пӳрнепе тӗллесе кӑтартма тытӑнать…

— Апла еннех кайсан, ма тӑратса тӑтӑн тата ӑна ху?

— Вӑт манӑн та курса пӑхасчӗ сана унта… Хӑть куҫ хӳрипе те пулин. Интереслӗ, ху мӗнне тӑратса тӑнӑ пулӑттӑн-ши эс?

— Тӑратӑттӑм-и, тӑратмӑттӑм-и унта, пурпӗрех тӑмсай хӗрарӑмла кулянман пулӑттӑм.

— Вӑт сана ме! Чисти тӑмсай-тӑк тӑмсай ӗнтӗ. Ыратни ҫурӑм шӑммиле урасене пӑркӑчласах лартрӗ. Ванчӑк тухас пекех туйӑна-туйӑна кайрӗ кас-кас. Еххӗм шӑлӗсене шатӑрт ҫыртса лартса, шыҫҫа чылайччен сӑтӑра-сӑтӑра лӑплантӑрчӗ, анчах та пӳрнисем унӑн нимӗнле те хытӑ вӗҫлеке япалана та хыпашласа тупаймарӗҫ. Шыҫӑ нӳрелсе нӑймакаланчӗ кӑна.

— Мур шӑтӑкне вӗсене, тухтӑрсене!.. Пур ванчӑка та кӑларса пӗтернӗ, ҫук вӗт, юриех пӗрне ятарласа хӑвармалла пулнӑ!..

Ир енне ӑнланмаллипех ӑнланса илчӗ Еххӗм: каймах тивет иккен больницӑна. Ҫӗрӗпе те чӑлӑм куҫ хупаймарӗ, йӑлт тертленсе пӗтрӗ.

Таҫта, тӗнче хӗррине пуҫтарӑннӑ пекех, вӑхӑта тӑсрӗ.

— Кантуртан килес-тӑвас пур-тӑк, кала: района ӑсаннӑ, те. Асту, персе ан яр тата.

— Пыр-ха эс, пыр, тархасшӑн тухса уттар. Вӑт, апӑрша.

Больница патнелле ҫывхарса пынӑҫемӗн пӑшӑрханнӑҫемӗн пӑшӑрханма, сехӗрленнӗҫемӗн сехӗрленме тытӑнчӗ Еххӗм. Хӑй больницӑна епле пырса кӗнине, йышӑнакан тухтӑр кабинечӗ умне епле ҫитсе тӑнине куҫӗ умне уҫҫӑн кӑларса тӑратрӗ вӑл… Унта, паллах, карчӑксем лараҫҫӗ ӗнтӗ. Иртерех ӗлкӗрме. Ӑна асӑрхасанах пуҫӗсемпе сӗлте-сӗлте шавлама пуҫӑнаҫҫӗ.

— Эсӗ те-и, Степаныч? Мӗнпе аптраса ӳкрӗн-ха, кӑвакарчӑнӑм?

Ну, калӑпӑр, черетсӗр кӗртсе ярӗҫ, тейӗпӗр, ӑна.

Тухтӑр. Ҫамрӑк та хӑйне кура мар мӑнкӑмӑллӑ хӗрарӑм.

— Мӗн унта сирен?

— Ванчӑк.

— Ӑҫта?

— Лере.

— Ӑҫта «лере»?

— Ӑҫта пултӑр ара, лере… — Тен, ячӗшӗн кулса илни те вырӑнлӑ пулӗ кунта? — Хе-хе-хе… Пӗлетӗр-и, арӑм калашле, шӑп та лӑп чи-чи интереслӗ вырӑнта.

— Кӑтартӑр.

Турӑҫӑм! Мӗне кура мана кунашкал асап?! Мӗн вӑл ҫӳлерех кӗрӗслеттерме пултарайман-им, йӗксӗк!

Больница картишӗнче Еххӗм уттине хулленлетмеллипех хулленлетрӗ.

«Илӗм-тилӗмпе, паллах, пӗр арҫын та пырса ларма ӗлкӗреймен-ха унта, — канӑҫсӑрланчӗ вӑл. — Мӗн, ара… кабинетра йӗмме антарма тытӑниччен, хӑть кампа та пулин чӗлӗм мӑкӑрлантарса чуна лӑплантармаллаччӗ те вӗт кӑшт».

Чӑн та, коридорта никам арҫынни те курӑнмарӗ. Ун вырӑнне хӗрарӑмсем вара — ҫапса хӗснӗ пек. Шап-шурӑ сак-дивансем ҫине шӑкӑрин ларса тухнӑ — пурте хӑйсем, иртсе пӗтеймен чирпе асапланнӑн, хӗн ҫапнӑ тӗслӗ. Тата — сапӑрланни те пур пек пӑртак. Пӗр-пӗринпе шӑппӑн калаҫаҫҫӗ, хаш та хаш сывла-сывла илеҫҫӗ. Ҫамрӑккисем — пӑт-пат кӑна. Пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тепӗрне, хӑйӗнчен аслӑраххине, хӗрсех тем ӑнлантарать:

— Епле пӑркӑҫласа лартать, епле пӑркӑҫласа лартать, ну, тетӗп, пӗтмеллипех пӗтрем. Шӑп та лӑп ҫак тӗлтен — эх пӑвӑртать, эх пӑвӑртать…

Ҫулланнӑ хӗрарӑмӗ, ӑнланнӑн, ҫамкине пӗркелентере-пӗркелентерсе, пуҫне сӗлте-сӗлте илнӗ май, кантӑкран хытӑ тимлесе пӑхать.

Татах иккӗн пӑшӑл пӑтти пӗҫереҫҫӗ. Пӗри ҫын илтмеллех мар, ах та ах текелесе, тӗлӗнсе илет, тепри ӑна чӗркуҫҫийӗнчен ҫупӑрла-ҫупӑрла, каласа пӗтерме хыпаланать:

— …Эх, тетӗп, вӗри ҫӗлен, мӗн тӑватӑн эсӗ капла, тетӗп. Сан, мӗн, чышку чӳпӗкрен йӑваланӑскер-им, тетӗп.

Хайхисем, Ефим Степаныча асӑрханӑ-асӑрхаман, сӗрлеме чарӑнчӗҫ, пурте ун енне кӑсӑкланса тинкерчӗҫ.

«Ним ыррине ан кӗт, — хӗрхӳн шухӑшласа илчӗ Еххӗм. — Тӳрех тӗпчесе пӗлеҫҫӗ — кӑнтӑрла тӗлне вара пӗтӗм ял вар тытса ахӑлтатма пуҫлать».

Черет ҫывӑхне пырса тӑчӗ, пухӑннисене чее куҫӗпе кӑлин тӗсесе ҫаврӑнчӗ.

— Нумаййӑн эсир кунта. Уявсенче, вӑт, вӗсем тӗле килнӗ кунсенче, пӗри хӑть ҫакӑнта килсе курӑнин. Праҫниксенче чирлеместӗр-им-мӗн эсир? — ҫапла ыйтрӗ те мӗншӗнне хӑй те тӑнкарса пӗтереймерӗ. Вӗҫнӗ пуҫӗнчен тухса.

— Праҫник кунӗсенче пирен, Ефим Степаныч, унсӑрӑн та ӗҫ мӑй таранах, — сӑмах чӗнчӗ пӗри.

— Вӑт ҫавна курса калатӑп та; ытла та чир-чӗрпе аптӑракан нумай. Ӑҫта вӗсен кунта главнӑйӗ?

— Главврач-и?

— Ия.

— Ав кабинечӗ. Вӑ-ӑн, клеенкӑпа сӑртарни.

Еххӗм, уксахлас мар тесе тӑрӑшса, кӑтартнӑ кабинет еннелле лӑкӑштатрӗ.

Главнӑйӗ килеймен-мӗн-ха.

Кабинетра питҫӑмарти ҫинче турпаллиллӗ, тулли кӗлеткеллӗ хитре хӗрарӑм ларать. Тухтӑрсем аякран килекенсем пулнипе, Ефим вӗсене пӗрне те палламасть.

— Главнӑй ҫитеймӗре-ха. Эсир мӗн ҫӑмӑлпаччӗ? — сӑпайлӑн ыйтрӗ хӗрарӑм.

— Эпӗ кунти председатель. Главврач вутӑ пирки кӗрсе тухнӑччӗ ман пата…

— Ҫапла, ҫапла, пӗлетӗп эпӗ ун ҫинчен. Вутӑ питӗ те кирлӗ пире — часах хӗлле.

«Асту, эс каламасӑр пӗлместӗп, тет, эх, часах хӗл ларат-и унта, ҫук-и», — ӑшӗнче лӗкӗрт кулса илчӗ Еххӗм.

— Пырса тийӗр. Анчах та транспорт пама пултараймастӑп.

— Епле-ха апла, транспортсӑр?

— Ӑна калама пултараймастӑп вара. Ял Советне кайса пӑхӑр. Ман ӗҫ — вутӑ тупса парасси.

Тарӑхса тухрӗ Еххӗм больницӑран. «Утмӑл кубометр вутта ҫилпе вӗҫтерсе янӑ пекех — пӑшик! Чӗлхерен шуйттан туртрӗ пулӗ кунашкал хӑтланма! .. Нивушлӗ сӑмах тапратма мӗн те пулин урӑххи шутласа тупмалла марччӗ»?

Вуттине ӑна пурпӗрех больница умне пырса тӑктармалла пулатчӗ-ха, анчах та ҫакнашкал: хӑв кӗрсе, хӑв йӑлӑнса ҫӳреме — чисти анекдот, кунашкал тӗрӗссипе чи-чи начар колхоз председателӗ те аппаланмасть.

«Йӑлт тӑнран тухса кайнӑ иккен эп».

Хыҫалта вара, ярса пусмассерен ҫурӑм шӑммине чикен чикнӗ пек, яшлаттарса ыраттарать.

«Юрать, хам тӗллӗнех туса ирттерем, эппин, ку операцие», — шухӑшне картса хучӗ Еххӗм.

Соня ӑна хӗпӗртесе кӗтсе илчӗ:
— Ав, куратни, епле хӑвӑрт!
Ахалех хӑрарӑн малтан…

— Ан шавла. Халь ӗнтӗ хамӑр тӗллӗнех касса кӑларатпӑр. Шыв вӗретсе пар, пекӗ пур.. Вопчем, мӗн тумаллине хамах каласа пырӑп эп.

— Эс мӗскер, Еххӗм?! — калаҫма тесе ҫӑварне уҫнӑччӗ кӑна Соня, Еххӗм пӗррех уя ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ те лешӗн уҫӑлнӑ ҫӑварӗ те каялла лапах хупӑнса ларчӗ.

— Ҫитет! Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ унпа ачашланса. Ачасем шкулта-и?

— Шкулта.

— Алӑка ҫекӗлпе ҫаклат та… хирти лазарет меслетлӗпӗр.

— Пултараймастӑп эп, Еххӗм! Хӑратӑп.

— Мӗнрен хӑратӑн?

— Касма хӑратӑп, Эс, мӗн, ӑсран тайӑлтӑн-им?

— Мӗн хӑрамалли пур вара унта?!.

— Пултараймастӑп, — шат та пат кутӑнлашрӗ Соня. — Эпир ӑнсӑртран таса мар япала та лектерӗпӗр сурана.

— Лайӑх кӑна вӗрететпӗр те — нимӗнле таса мар та ҫыпҫӑнмасть. Вӑрҫӑра ӑҫта кӑна касман — окопра-и, урӑх ҫӗрте-и — тиркесе тӑман.

— Тухтӑр патӗнче пулаймарӑн-им?

— Каймастӑп эпӗ тухтӑр патне. Атя, хамӑр тӗллӗнех. Ак йӑпӑр-йӑпӑрах операци туса ирттерӗпӗр.

— Ан ухмахлан, Еххӗм. Килӗшетӗн-и, ак хамах ҫитетӗп те больницӑна, кама та пулин ҫавӑтса килетӗп-килетӗпех — кунтах касса кӑларӗҫ вара. Никам та пӗлсе юлаймӗ…

— Каллех паҫӑрхи юррах?! — талӑрса кайрӗ Еххӗм. — Калатӑн-калатӑн ҫав ухмаха — пултараймастӑп тесе, ҫук, каллех хӑйӗнне! Шыв вӗрет!

Соньӑн та хӑйне кура кутӑнӗ ҫитнӗ.

— Ан ухмахлан — санран тӑмсаях мар. Шуйттан кӗвенти… Юна таса мар япала лектерсен — ӑҫта кайса кӗрӗп-ха эпӗ ҫавӑн чухлӗ ачапа? Пӑх-ха, хӑй пирки ҫеҫ шухӑшлать. Ав, мӗн тери ҫынсем чирлеҫҫӗ те, пурпӗрех тухтӑрсем патне каймасӑр ирттермеҫҫӗ, вӑл пур, чӑх кулли, хӑйӗн купарчине кӑтартма шикленет. Кама кирлӗ вӑл шуйттан япали!.. Унта, курас тесен те, курмалӑх нимӗн ҫук…

Арӑмӗ енне Еххӗм темле тӗлӗнмелле лӑпкӑн пӑхса илчӗ. Вара ҫапла каласа хучӗ:
— Мӗн аппаланас тетӗн?

— Тух-ха алӑк хыҫне пилӗк минутлӑха. Манӑн ӑна куҫ-кӗски умӗнче ун-кун пахаламалла.

Соня та, шанмасла, упӑшки ҫине кӑлин тинкерчӗ.

— Тух, лешне тинкермелле пулать ман! Мӗн, шутсӑр курассу килчӗ-им?..

— Тьфу! — Соня ҫенӗке тухрӗ.

Еххӗм арчаран таса ҫивитти кӑларчӗ, урайне сарчӗ, йӗмне кӑштах антарчӗ… Шухӑша кайса тӑчӗ… Ҫивитти патӗнчен темиҫе утӑм каялла чакрӗ те, малалла чупса кайса, пӗтӗм йывӑрӑшӗпе лак ларчӗ ҫивитти ҫине. Сулӑмӗпе тӗпелелле тата тепӗртак шуса кайрӗ…

Алкумӗнче тӑракан Соня упӑшки тӑкӑскӑн кӑшкӑрса янине илтрӗ те пӳртелле ыткӑнса кӗчӗ.

Еххӗм хӑяккӑн выртнӑ та, йӗмне аллипе тытса, ҫӳлти-ҫӗртине хӑвармасӑр хыттӑн чашкӑра-чашкӑра ятлаҫать.

— Пыр, кайса чӗн больницӑран хӑшне те пулин, — терӗ вӑл. — Тухмарӗ. Лутӑрканчӗ ҫеҫ кӑшт…

Соня больницӑна тухса чупрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех