Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни»

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 09:28

Пуплевӗш: 231; Сӑмах: 3096

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӳлек ҫутҫанталӑка ҫутатса хӗвел тухрӗ те хӑйӗн ҫутӑ пайӑркисене лӑпкӑ хулана пиллерӗ. Ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн Полли мӑнаккӑшӗ килйышра яланхи кӗллине вуларӗ. Ҫав кӗлле вӑл библири сӑмахсемпе хӑй пуҫӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ проповедьсене хутӑштарса, вӗсене ҫӳхе цементпа ҫыпӑҫтарнӑ пек, ҫыпӑҫтарса хунӑ.

Унтан Том «ҫапӑҫӑва» хатӗрленме тапратрӗ: хӑйӗн пуҫне библири йӗркесемпе тултарма тытӑнчӗ. Сид хӑйӗн урокне тахҫанах вӗренсе хунӑ. Том, пӗр пилӗк ҫавра асра тытса хӑварасчӗ тесе, хӑйӗн пӗтӗм тӑнпуҫне пуҫтарса вӗренме тӑрӑшрӗ. Вӑл вӗренмешкӗн юриех ту ҫинчен каланӑ проповедӗн пӗр пайне суйласа илнӗ, — пӗтӗм библийӗпе шырасан та, вӑл ҫав проповедьре ҫеҫ чи кӗске ҫаврасем тупнӑ.

Вӗренме ларни ҫур сехет иртрӗ. Том хӑйӗн урокне тӗтреллӗн ҫеҫ пӗлкелет-ха, мӗншӗн тесен унӑн ӑспуҫӗ ҫав вӑхӑтра этем шухӑшӗ ҫитме пултарнӑ вырӑнсене пур ҫӗре те ҫитсе ҫӳрерӗ, унӑн алли те кирлӗ мар япаласемпе аппаланса ларчӗ. Мэри унӑн аллинчен кӗнекине илче те урокне ыйтма тапратрӗ, Томӗ тӗтре ӑшӗнче хӑйӗн ҫулне хыпашласа шыраса тупма тӑрӑшрӗ.

— Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ… э… э…

— Мӗскӗн кӑмӑллисем…

— Ара… кӑмӑллисем, мӗскӗн кӑмӑллисем… э… э.
— Телейлӗ…

— Телейлӗ, мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ… мӗншӗн тесен… вӗсен…

— Мӗншӗн тесен вӗсен… Мӗншӗн тесен вӗсен…

— Мӗскӗн кӑмӑллисем телейле, мӗншен тесен весен… ҫӳлти патшалӑх пулӗ. Макӑракансем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем… вӗсем…

— Сав…

— Мӗншен тесен вӗсем… э…

— С-а-в…

— Мӗншӗн тесен вӗсем сав… Ак, ҫапса пӑрах хӑть — вӗсем мӗн тӑвассине пӗлместӗп.

— Савӑ…

— О, савӑ… Мӗншӗн тесен вӗсем савӑ… мӗншӗн тесен вӗсем савӑ… э… э… Ҫав макӑрса яракансем телейлӗ, мӗншен тесен, мӗншӗн тесен… Мӗн тӑваҫҫӗ-ха вӗсем, шуйттан илесшӗ! Ма эсӗ мана каламастӑн, Мэри? Намӑс та мар-и сана мана йӗкӗлтеме?

— О, Том, эсӗ мӗскӗн, тӑмсай ача! Эпӗ сана йӗкӗлтеме шутламастӑп та! Санӑн пӗр-пӗр ҫӗре кайса лармалла та пурне те лайӑх вӗренсе ҫитермелле. Тӳсӗмлӗ пул, Том, тӑрӑшсан ӗҫ майлашӗ. Эсӗ ҫав урока вӗренсен, эпӗ сана пӗр питех те лайӑх япала паратӑп. Аслӑ ача пул, кайса вӗрен…

— Юрать… Мӗнле япала пулать-ха, Мэри? Кала-ха мӗнле япала пулать?

— Эпӗ сана каларӑм вӗт лайӑх япала тесе, лайӑхах пулать ӗнтӗ.

— Пӗлетӗп, Мэри, пӗлетӗп. Юрать, кайса вӗренем эппин.

Чӑнах та, вӑл хытӑ тӑрӑшса вӗренме тапратрӗ, хӑйне ик енчен пуссах тӑнипе — мӗн парассине пӗлес килнипе тата усӑ курасса кӗтсе — Том урокне шутсӑр лайӑх вӗренчӗ.

Ҫавӑншӑн ӑна Мэри вуникӗ цент ҫурӑ тӑракан вӗрҫӗнӗ хуҫлатмалли ҫӗҫӗ пачӗ. Шутсӑр хӗпӗртенипе Томӑн пӗтӗм чунӗ хусканса кайрӗ. Ҫӗҫҫи мӑка пулсан та, вӑл ҫапах та Берлоу фирми туса кӑларнӑ чӑн-чӑн ҫӗҫӗ-ҫке! Ҫӗҫӗ мӗнлине пӗлмешкен Том ҫавӑнтах буфета каскалама тапратрӗ, комода та касма пуҫларӗ, ҫак вӑхӑтра ӑна тумланмашкӑн чӗнчӗҫ: вырсарникунхи шкула каймалла.

Мэри ӑна шыв янӑ шӑвӑҫ тазпа супӑнь татӑкӗ тыттарчӗ. Том, алӑкран тухсан, тазне пӗчӗк сак ҫине лартрӗ, унтан супӑнне шыв ӑшне чиксе кӑларчӗ те малтанхи вырӑнне хучӗ; унтан васкамасӑр ҫаннисене тавӑрчӗ, тазри шыва хуллен ҫӗр ҫинелле тӑкса ячӗ, вара кухньӑна пырса кӗчӗ те алӑк хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан алшӑллипе хӑйӗн питне мӗнпур вӑйӗпе сӑтӑрма пуҫларӗ. Анчах Мэри алшӑллине унӑн аллинчен туртса илчӗ.

— Мӗнле намӑс мар сана, Том! — терӗ вӑл. — Ҫавӑн пек лайӑх мар ача пулма юрать-и вара? Пит ҫунӑшӑн сана нимӗн те пулас ҫук.

Том пӑртак намӑсланнӑ пек пулчӗ. Каллех ӑна таз ӑшне шыв тултарса пачӗҫ. Хальхинче Том, вӑй-хал пуҫтарнӑ пек, таз ҫумӗнче пӗр хушӑ пӑхса тӑчӗ, унтан вӑрӑммӑн хашлатса илчӗ те ҫӑвӑнма тытӑнчӗ. Вӑл, куҫне хупса, тепӗр хут кухньӑна пырса кӗчӗ те алшӑлли хыпашлама тапратрӗ: унӑн пичӗ ҫинчен шывпа супӑнь кӑпӑкӗ тумла-тумла анать; ҫакӑ вара Том суйманнине кӑтартрӗ. Анчах ҫапах та, Том алшӑлли айӗнчен шуса тухсан, пит ҫунин результачӗ ытла лайӑхах пулманни палӑрса кайрӗ, мӗншен тесен таса вырӑнӗ, маска евӗрлӗ, питӗн пӗр пайне ҫеҫ, ҫамкаран пуҫласа янах таранхи пайне ҫеҫ, йышӑнса тӑрать. Ҫавӑнтан ҫӳлелле те, аялалла та шыв пырса тивмен вырӑн сарӑлса выртать, ҫӳлтен вӑл вырӑн ҫамка ҫинелле хӑпарать, аял хӗрринче хура ярӑм пек мӑй тавра ҫаврӑнать. Мэри ҫине тӑрсах Тома тепӗр хут ҫӑвӑнтарма тапратрӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара Том йӑлтах чӑн-чӑн ҫын, Мэрин шурӑ питлӗ тӑванӗ пек пулса тӑчӗ: йӗпе ҫӳҫне щеткӑпа тураса якатнӑ, кӗске ҫӳҫ кӑтрисене хитрен те симметриллӗ вырнаҫтарса хунӑ. Том яланах ҫӳҫ кӑтрисене тӳрлентере-тӳрлентере пуҫ ҫумнех ҫыпӑҫтарса хума тӑрӑшать. «Кӑтра ҫӳҫпе эпӗ хӗрача еверлӗ пулатӑп», — тет вӑл, ҫакӑ вара унӑн пӗтӗм пурнӑҫне пӗтерекен япала. Унтан Мэри Томӑн капӑр костюмне туртса кӑларчӗ, икӗ ҫул ӗнтӗ вӑл костюма вырсарникунсенче ҫеҫ тӑхӑнкаланӑ. «Леш, тепри», — теҫҫӗ вӑл костюм пирки. Ҫакӑн тӑрӑх эпир Томӑн мӗн чухлӗ костюм пулнине пӗлме пултаратпӑр. Вӑл тумланса ҫитсен, аппӑше ӑна юсакалама пуҫларӗ, унӑн пиншак тӳмисене пурне те тӳмелесе лартрӗ, хулпуҫҫи патнех ҫитекен кӗпе ҫухине хуҫлатса хучӗ. Мэри Томӑн тумтирне щеткӑпа тасаткаларӗ, юлашкинчен тата Том пуҫне улӑм шлепке тӑхӑнтарса лартрӗ.

Том шутсӑрах хитреленсе кайрӗ, анчах ун сӑнӗ питӗ хурлӑхлӑ курӑнать. Вӑл чӑн-чӑнах та питӗ асапланчӗ: Том пит-куҫне ҫуса таса ҫӳреме хӑнӑхман, ҫавӑнпа та чаплӑ тумтирӗ ӑна тарӑхтарса пӑшӑрхантарчӗ. Мэри пушмак ҫинчен манса каять пулӗ-ха тесе ӗмӗтленчӗ Том. Анчах вӑл ӗмӗтленни ахалех пулчӗ: Мэри яланхи пекех пушмаксене ҫупа серче те Тома йлсе пырса пачӗ. Том тарӑхмаллипех тарӑхса кайрӗ, — ӑна яланах хӑй мӗн тӑвас килменнине ирӗксӗр тутараҫҫӗ тесе ӳпкелешме тапратрӗ. Анчах Мэри ӑна кӑмӑллӑн ӳкӗтлесе:
— Тархасшӑн, итле, эппин, Том… ӑслӑ ача пул-ха! — терӗ.

Том вара мӑкӑртатса пушмакӗсене тӑхӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра Мэри вӑр-варах тумланчӗ, вара виҫҫӗшӗ те вырсарникунхи шкула утрӗҫ. Том вӑл шкула пӗтӗм чӗререн кураймасть, Сидпала Мэри ӑна юратаҫҫӗ.

Вырсарникунхи шкулта тӑххӑртан пуҫласа вуннӑ ҫурӑччен вӗрентеҫҫӗ, унтан чиркӳ кӗлли пуҫланать. Мэрипе Сид яланах хӑйсен ирӗкӗпех пачӑшкӑ проповедь каланисене итлеме юлаҫҫӗ, Том та юлать, анчах урӑх, кирлӗрех шухӑшсемпе юлать вӑл.

Чиркӳри минтерсӗр ҫӳллӗ саксем ҫинче виҫҫӗр ҫынна яхӑн вырнаҫаҫҫӗ. Ҫурчӗ пӗчӗккӗ, илемсӗр. Унӑн тӑрринче темскер, хыр хӑмасенчен тунӑ футляр пекскер, курӑнса тӑрать, — вӑл чан ҫапмалли вырӑн иккен. Алӑкран кӗнӗ чухне Том Сидпа Мэрирен хӑпса юлчӗ те пӗр ачаран ҫапла ыйтрӗ:
— Итле-ха, Билл, санӑн сарӑ билет пур-и? — терӗ.

— Пур.

— Эсӗ уншӑн мӗн илес тетӗн?

— Эсӗ мӗн парас тетӗн мана?

— Лакрица татӑкӗ тата пулӑ тытмалли вӑлта паратӑп.

— Кӳр-ха, пӑхам.

Том кӑтартрӗ. Япалисем юрӑхлӑскерсемех, вӗсем пӗр алӑран тепӗр алла куҫрӗҫ. Унтан Том виҫӗ хӗрлӗ билета икӗ пысӑк мрамор шарикӗпе улӑштарса илчӗ, виҫӗ-тӑватӑ ӑпӑр-тапӑрпа пӗр мӑшӑр кӑвак билет туянчӗ. Иртсе пыракан кашни арҫын ачанах чара-чара тӑратса вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗпе тӗрлӗ тӗслӗ билетсем улӑштарма сӗнчӗ. Ҫавӑн пек пӗр вунӑ е вунпилӗк минут иртрӗ. Унтан вӑл тап-таса тумланнӑ, шавлакан ачасен ушкӑнӗпе пӗрле чиркӗве кӗчӗ, хӑй вырӑнне пырса ларчӗ те ҫавӑнтах юнашарти ачапа ятлаҫма тапратрӗ. Вӗсене йӗркеллӗ те ватӑрах учитель чарчӗ. Анчах учитель аяккалла пӑрӑнсанах, Том малти сак ҫинче ларакан ачана ҫӳҫӗнчен туртрӗ, лешӗ каялла ҫаврӑнса пӑхсан, Том тӑрӑшсах кӗнеки ҫинелле пӑхма тапратрӗ. Тепӗр минутранах Том, тепӗр юнашар ачи «ай!» тесе кӑшкӑрса ярасса кӗтсе, ӑна булавкапа чикрӗ, — ӑна каллех учитель ятларӗ.

Томсен пӗтӗм класӗ, юри суйласа пухнӑ пекех, канлӗхсӗр, шавлакан класс пулнӑ. Урок ыйтма пуҫласан, арҫын ачасенчен нихӑшӗ те урокне кирлӗ пек вӗренменни палӑрнӑ, кашни ачанах пирвайхи йӗркерен пуҫласа юлашки йӗркине ҫитичченех вӑрттӑн каласа пымалла пулнӑ.

Кирек мӗнле пулсан та, вӗсем ҫапах та темӗскер лӑпӑртаткаласа каларӗҫ, кашнинех вара уншӑн пӗчӗк кӑвак билет парнелерӗҫ, библири икӗ ҫаврана пӑхмасӑр калама вӗренмӗшӗн кӑвак билет параҫҫӗ. Вунӑ кӑвак билет пӗр хӗрлӗ билетпа танлашнӑ, ӑна ҫав билетсемпе улӑштарса илме юранӑ; вунӑ хӗрлӗ билет пӗр сарӑ билетпа танлашнӑ; вунӑ сарӑ билетшӗн вара директор питӗ хытӑ тӑрӑшнӑ ачана ахаль хуплашкаллӑ библи панӑ. (Ҫав пурӑнма хӗнех мар вӑхӑтра вӑл библи хӗрӗх цент ҫӗҫ тӑнӑ.)

Доре художник ӳкернӗ картинӑллӑ библи паратпӑр тесен те, икӗ пин ҫаврана пӑхмасӑр калама вӗренмешкӗн ман вулакансем хушшинче миҫе ҫыннӑн вӑй-хал, тӳсӗмлӗх ҫитӗччӗ-ши? Мэри ав ҫавӑн пек майла икӗ библи туяннӑ — ӑна икӗ ҫул хушши питӗ тӑрӑшса вӗреннӗшӗн панӑ. Пӗр нимӗҫ ачи тата тӑватӑ е пилӗк библи туяннӑ. Пӗрре вӑл нимӗн такӑнмасӑр, йӗркипе виҫӗ пин ҫавра каласа панӑ. Анчах тӑнпуҫа ҫав тери хытӑ ӗҫлеттерни ӑна пӗтерсе хунӑ, ҫав кунтанпа вара вӑл йӑлт ухмах пулса юлнӑ. Ку ӗнтӗ шкулшӑн пысӑк инкек пулнӑ, мӗншӗн тесен ӗлӗк, чаплӑ кунсенче, урӑхла каласан, халӑх нумай пуҫтарӑннӑ чухне, директор яланах (Том калашле) ҫав ачана чӗнтерсе кӑларнӑ та «пырши татӑличченех» мекӗрлентернӗ. Шкул ачисенчен пӗр аслисем ҫеҫ хӑйсен билечӗсене пуҫтарса усранӑ, библи илесчӗ тесе, вӗсем ҫеҫ нумай вӑхӑт хушши тӑрӑшса вӗреннӗ, — ҫавӑнпа та ун пек парне парасси сайра хутра ҫеҫ пулкаланӑ, вӑл паллӑ тума тивӗҫлӗ япала пулнӑ. Томӑн ӑспуҫӗ, тен, нихӑҫан та ун пек парне илесшӗн пулман пулӗ, анчах унӑн пӗтӗм ӑшчикки ҫав парнене илсе мухтава, чапа тухасшӑн тахҫантанпах ҫуннӑ ӗнтӗ.

Шӑпах каланӑ сехетре директор, хӑйӗн аллине кӗлӗ кӗнеки тытса, кафедра умне тухса тӑчӗ. Унӑн шӗвӗр пӳрни кӗнекери страницӑсем хушшинче. Вӑл хӑй калакан сӑмахсене пите хытӑ тимлесе итлме хушрӗ.

Юрӑҫӑ концертра тухса хӑй пӗччен юрӑ юрланӑ чухне унӑн аллинче нотӑсем пулнӑ пекех, вырсарникунхи шкулӑн директорӗ хӑйӗн яланхи кӗске сӑмахне каланӑ чумне те унӑн аллинче кӗле кӗнеки пулатех. Кӗнеки ӑна мӗн тума кирлине ниепле те ӑнланма ҫук: ҫав асап куракан ҫынсенчен нихӑшӗ те кӗлӗ кӗнекине те, нотисене те нихӑҫӑн уҫса пӑхмаҫҫӗ.

Директор — пӗр вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ килӗшӳсӗр ҫын. Качаканни пек сухалӗ унӑн хӑйӑр тӗслӗ, кӗске кастарнӑ ҫӳҫӗ те ҫавӑн тӗслех. Крахмалпа хытарса лартнӑ ҫухин ҫӳлти хӗррисем хӑлхи ҫумне сӗртӗннӗ пекех курӑнаҫҫӗ, ҫухийӗн шӗвӗр вӗҫӗсем ҫӑвар кӗтессисем патӗнче тенӗ пек хуҫланнӑ та малалла кӑнтарса тӑраҫҫӗ. Вӑл ҫуха вара хӳме пекех туйӑнать, ҫавӑнпа та директор ирӗксӗрех пӗрмай малалла ҫеҫ пӑхма пултарать, аяккалла пӑхас тесен, унӑн пӗтӗм пӗвӗпе ҫаврӑнма тивет. Унӑн янахӗ банк билечӗ пекех сарлака та вӑрӑм галстук ҫинелле тайӑннӑ, сылтӑмалла та, сулахаялла та сарӑлса тӑракан галстукӗн вӗҫӗсене питӗ вӑрӑм шерепепе илемлетнӗ. Унӑн атӑ сӑмсисем ҫавӑн чухнехи модӑпа, коньки пек, питӗ ҫӳлелле таврӑнса тӑраҫҫӗ, — ун пек пултӑрччӗ тесе, ҫамрӑк ҫынсем вӑл вӑхӑтра питӗ хытӑ тӑрӑшнӑ: сехечӗ-сехечӗпе стена ҫумӗнче ларса, хӑйсен атӑ-пушмак сӑмсисене стена ҫумне пӑчӑртаса тытса тӑнӑ. Уолтерс мистерӑн сӑнӗ-пичӗ питӗ тарӑннӑн шухӑшлакан ҫыннӑннии пекех курӑнать, чунӗ унӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. Таса япаласемпе вырӑнсене вӑл питӗ аван уянӑ, вӗсене пурнӑҫри мӗнпур япаласенчен уйрӑм шутланӑ. Ҫавӑнпа та вырсарникунхи шкулта сӑмах тухса каланӑ чухне унӑн сасси расна майлӑран янранӑ, ахаль кунсенче ун пекки вуҫех пулман. Директор хӑйӗн сӑмахне ҫапла пуҫласа ячӗ:
— Халӗ ӗнтӗ, ачасем, эпӗ сире пӗр-икӗ минут хушши май килнӗ таран тӳрӗ те шӑп ларма тата хӑвӑрӑн мӗнпур тимлӗхӗрпе манӑн сӑмаха итлеме ыйтасшӑн.
Ак ҫакӑн пек. Лайӑх арҫын ачасемпе хӗрачасен хӑйсене хӑйсен ҫавӑн пек тытмалла ҫав. Эпӗ куратӑп: пӗр пӗчӗк хӗрача чӳрече витӗр пӑхса ларать. Эпӗ таҫта йывӑҫ ҫинче ларатӑп та пӗчӗк кайӑксене сӑмах калатӑп тесе шутлать пулӗ вӑл хӗрача. (Ырласа хи-хи! тесе кулни илтӗнчӗ.) Эпӗ сире каласшӑн: хамӑн умра ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫлӑ, тап-таса, пӗчӗк ача пит-куҫӗсене курсан, манӑн кӑмӑл питӗ савӑнать, вӗсем ырра, чӑнлӑха вӗренесшӗн ҫак таса стенасем ӑшне пуҫтарӑннӑ.

Тата малалла та ҫавӑн йышшиех каларӗ вӑл. Кайран мӗн каланине асӑнмасан та юрать. Директор хӑйӗн пӗтӗм сӑмахне нихӑҫан улшӑнман пӗр калӑппа калӑпласа каларӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна пурте ахалех те пӗлетпӗр.

Ҫав сӑмахӑн юлашки пайне каланӑ хушӑра усал арҫын ачасем хушшинче тӳплешӳсем тухкаласах тӑчӗҫ. Ачасем хӑйсен вырӑнӗсенче сиккелесе ларчӗҫ, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатрӗҫ. Ҫав шав хумӗсем вара вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, чул сӑртсем пекех, ниҫталла пӑрӑнмасӑр ларакан Мэрипе Сид патнелле те пыра-пыра ҫитрӗҫ. Директор сасси куллентерех янрама тапратсанах, калаҫасси-тӑвасси йӑлтах чарӑнса ларчӗ, вӑл хӑйӗн сӑмахне вӗҫленине ачасем питӗ шӑппӑн та хытӑ тав туса кӗтсе илчӗҫ.

Ачасем ытларах пӑшӑлтатса калаҫса хӑтланни ҫав шкула курма тесе ҫынсем пынипе те ҫыхӑннӑ, — ун пек япала шкулта сайра хутра ҫеҫ пулкалать, — Тэчер адвокатпа пӗрле пӗр кӑвак ҫӳҫлӗ начаркка старик, пит ҫамрӑках мар, хитре, пӑлатна джентльмен тата пӗр чаплӑ дама (паллах, джентльменӑн арӑмӗ) пырса кӗчӗҫ. Дама пӗр хӗрачана ҫавӑтнӑ. Том хӑйӗн айӑпне туйнипе, хӑйне питех лайӑх мар пулнипе вырӑнта лара-тӑра пӗлмерӗ. Вӑл Эмми Лоренс куҫӗпе тӗл пулма хӑяймарӗ, Эмми йӑвашшӑн та ачашшӑн пӑхнине хирӗҫ пӑхмашкӑн пултараймарӗ. Шкула пырса кӗнӗ хӗрачана курсан, Томӑн чунӗ питех савӑнса кайрӗ. Вӑл ҫавӑнтах мӗн вӑй ҫитнӗ таран темтепӗр хӑтланма тапратрӗ: арҫын ачасене чышкаларӗ, ҫӳҫӗсенчен туртрӗ, пит-куҫӗпе мӑшкӑла-мӑшкӑла кӑтартрӗ, пӗр сӑмахпа каласан, — хӗр чунне мӗнле илӗртме пулать, хӗр мӗне ырлама пултарать, ҫавсене пурне те тума тытӑнчӗ Том. Ҫак самантра ун савӑнӑҫӗ ҫумне пӗр лайӑх мар япала пырса пӗрлешрӗ: вӑл хӑй садра, ангел чӳречи патӗнче, мӑшкӑл курни ҫинчен астуса илчӗ. Анчах ҫак асаилӗве йӑшакан хӑйӑр ҫине ҫырса хунӑ теме пулать. Томӑн савӑнӑҫ юхӑмӗсем ӑна йӑлтах ҫуса ячӗҫ.

Хӑнасене хисеплӗ вырӑна кӗртсе лартрӗҫ. Уолтерс мистер, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсенех, хӑнасем камсем пулнине шкул ачисене пӗлтерчӗ.

Арҫынӗ ытла та чаплӑ ҫын — округри судья иккен. Ҫавӑн пек чаплӑ ҫынна ачасем нихӑҫан та курман; вӗсем ун ҫине пӑха-пӑха тӗлӗнчӗҫ, ӑна та ытти мӗнпур ҫынсемпе пӗр пек йышши япаларанах тунӑ-ши тесе ыйтрӗҫ пӗр-пӗринчен. Вӗсем судья епле мӗкӗрнине илтесшӗн ҫунчӗҫ, анчах вӑл мекӗрсе ярасран питӗ шикленчӗҫ. Вӑл Санкт-Петербургран ҫирӗм милре ларакан Константинополь хулинчен килнӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫул ҫӳресе тӗнче курнӑ тесе калама пулать ӗнтӗ. Вӑл хӑйӗн куҫӗпех округри суд ҫуртне курнӑ, ҫав ҫурт тимӗртен, тет. Ҫавӑн пек шухӑшласа вӑл ҫынна темӗн вырӑннех хуни ачасем куҫӗсене чарса пӑрахса шӑп-шӑпах ларнинчен палӑрчӗ. Вӑл ҫын аслӑ судья Тэчер, хӑйсен хулинче адвокатра тӑракан Тэчерӑн тӑванӗ пулнӑ. Пӗтӗм шкул ачисем ӑмсанса пӑхса тӑччӑр тесе, Джефф Тэчер ҫавӑнтах хӑй пиччӗшӗ пулакан аслӑ ҫынпа пӗр тан пек калаҫкаламашкӑн малалла утса тухрӗ. Хӑйӗн юлташӗсем пӑшӑлтатнисене илтме пултарас пулсан, вӑл сӑмахсем уншӑн питӗ тутлӑ музыка пекех пулнӑ пулӗччӗҫ.

— Пӑх-ха, Джим, вӑл унталла каять! Пӑх-ха, тетӗп! Акӑ вӑл ӑна алӑ парать… Авӑ мӗнле! — алӑ парать! Мур илесшӗ, санӑн та Джефф вырӑнӗнче пулас килетчӗ пулӗ? — тесе пӑшӑлтатрӗҫ юлташӗсем.

Уолтерс мистер хӑйне майлӑ «мухтанса хӑтланчӗ», вӑл, хӑй ӗҫченнине палӑртса, чупкаласа ҫеҫ тӑче: кам ҫине мӗн тиентерме пулать, кашнинех вӑл канашсем парса, ӗҫ хушса, приказсем парса тиентерсе ҫеҫ тӑчӗ.

Библиотекарь та «мухтанса хӑтланчӗ»: ҫӗклемӗ-ҫӗклемӗпе кӗвене йӑтса каллӗ-маллӗ чупкаларӗ, шутсӑр тӑрӑшса, шавласа, чупкаласа ҫеҫ ҫӳрерӗ.

Ҫамрӑк учительницӑсем, ачасем патнелле ачашшӑн тайӑлса тӑрса, хӑйсене майлӑ «шухӑшлареҫ», — унччен пӑртак малтантарах ҫав ачасенех вӗсем чӗпӗтнӗ, хӑлхисенчен туртнӑ, — халӗ ӗнтӗ вӗсем итлемен ачасене кулкаласа ҫеҫ лайӑх пӳрнисемпе юнаса каларӗҫ, итлекеннисеме пуҫӗсенчен ачашласа шӑлчӗҫ.

Ҫамрӑк учительсем хӑйсен влаҫне палӑртса ятла-ятла илнипе, ырӑ дисциплина тунипе «мухтанчӗҫ». Пӗтӗмпе каласан, арҫын учительсемпе хӗрарӑм учительсем пурте тенӗ пекех кафедра таврашӗнче кӗнекесем патӗнче ытларах ҫӳрекелерӗҫ.

Хӗрачасем, хӑйсен черечӗпе, тӗрлӗ майлӑ «мухтанса хӑтланчӗҫ». Арҫын ачасем вара ҫав тӗлӗшпе тӑрӑшмаллипех тӑрӑшрӗҫ: сывлӑшра ҫапӑҫу ҫинчен пӗлтерекен сасӑсем илтӗнсех тӑчӗҫ. Чӑмланӑ хутран тунӑ шариксем вӗҫкелесе тӑчӗҫ.

Ҫак мӗнпурри хушшинче вара ҫемҫе пукан ҫинче ларакан аслӑ ҫыннӑн кӗлетки ӑраснах ҫӳллӗ курӑнса тӑчӗ. Вӑл судья пек ҫӳлтен ҫеҫ пӑхса кулнипе шкула ҫутатса, хӑйӗн чаплӑлӑхӗпе ӑшӑнса ларать тейӗн, мӗншӗн тесен вӑл та хӑйне майлӑ «мухтанать».

Уолтерс мистерӑн савӑнӑҫне пӗтӗмпе тӑрласа ҫитермешкӗн пӗр япала ҫеҫ ҫитеймерӗ: вӑл хӑйӗн чаплӑ хӑнисене тӗлӗнмелле тӑрӑшса вӗренекен ача кӑтартасшӑн ҫунчӗ, чи тивӗҫлӗреххисене библи парасшӑн пулчӗ. Шкул ачисенчен хӑшӗ-пӗри темиҫешер сарӑ билет пуҫтарса ҫитернӗ пулсан та, ун кӑмӑлне тивӗҫтерекенни тупӑнман: директор лайӑх вӗренекенсене ыйтусем парсах тӗрӗсленӗ. Ах, ҫав нимӗҫ ачине каллех лайӑх тӑнпуҫ тавӑрса парасчӗ, уншӑн директор нимӗн те хӗрхенмӗччӗ. Унӑн пӗтӗм шанчӑкӗ ҫухалнӑ тапхӑрта Том Сойер малалла тухса тӑрать те пӗр купа билет: тӑхӑр сарӑ билет, тӑхӑр хӗрлӗ тата вунӑ кӑвак билет кӑларса кӑтартать, хӑйне уншӑн библи пама ыйтать.

Ку ӗнтӗ тӑп-тӑрӑ пӗлӗт ҫинчех аслати кӗрлесе янӑ пек пулчӗ. Уолтерс мистер Сойер ҫине тахҫанах ӗнтӗ алӑпа сулнӑ: ҫитес вунӑ ҫул хушшинче те унтан нимӗн тулкки те курас ҫук тесе шутланӑ вӑл. Анчах фактсене хирӗҫ каяймӑн: акӑ пичет пуснӑ хутсем выртаҫҫӗ, вӑл хутсем тӑрӑх тӳлесек пулать. Тома ҫӳллӗ вырӑна, судья тата ытти хисеплӗ ҫынсем ларнӑ ҫӗре, хӑпартса тӑратрӗҫ, начальство хӑй вара ҫав питӗ пысӑк хыпара пӗлтерчӗ. Вӑл ытла та тӗленмелле, тӑнран яракан хыпар пулчӗ. Ҫак иртнӗ вунӑ ҫул хушшинче те шкул ун пек сюрприз курманччӗ: пурте тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ. Ҫӗнӗ герой тӑруках чаплӑ судьяпа пӗр тан танлашса ҫитне пек туйӑна пуҫларӗ, шкул ачисем халӗ пӗрре вырӑнне икӗ тӗлӗнмелле япалана курса тӑчӗҫ. Арҫын ачасем пурте Тома шутсӑр кӗвӗҫрӗҫ, хӳме шуратнӑ чухне пуҫтарнӑ ырлӑхпа сарӑ тата хӗрлӗ билечӗсене улӑштарнӑ ачасем пуринчен те ытларах вӗчӗрхенчӗҫ. Ҫавӑн пек намӑссӑрланса чапа тухмашкӑн Тома хӑйсемех пулӑшнине вӗсем халӗ тин ҫеҫ ӑнланса илчӗҫ. Ҫав чее ултавҫӑ, ҫав илӗртекен ҫӗлен хӑйсене ҫӑмӑллӑнах лартнӑшӑн вӑл ачасем хӑйсене хӑйсем питӗ тарӑхрӗҫ.

Директор кирлӗ пек чаплӑлӑхпа Тома библи кӗнеки тыттарчӗ, анчах каланӑ сӑмахӗ ун ытла хӗрӳллех пулмарӗ: темӗнле сисӗмлӗх ҫав мӗскӗн ҫынна ку ӗҫре вӑрттӑнлӑх пурах тесе систерчӗ. Анчах кӑна вуҫех тӗртмесен аванрах пулӗ тесе шутларӗ директор. Ҫак ачан вунике ҫавра вӗренме те ӑс ҫитеймест, ҫав хушӑрах вӑл хӑй тӑнпуҫӗн ампарӗсенче икӗ пин кӗлте библи ӑслӑлӑхӗ пухса лартнӑ тесе шутлас пулсан, вӑл вара ытла та ҫыпӑҫусар япала пулнӑ пулӗччӗ.

Эмми Лоренс хӗпӗртнипе ҫутӑлса ҫеҫ тӑчӗ. Вӑл хай савӑннине Том куртӑрччӗ тесе тӑрӑшрӗ. Анчах Том ун ҫинелле пӑхмарӗ те. Ҫакӑ Эммие тӗлӗнмелле пек туйӑнса кайрӗ. Унтан вӑл пӑртак вӑтаннӑ пек пулчӗ, унтан унӑн пуҫне ырӑ мара систерекен шухӑш пырса кӗчӗ, — пырса кӗчӗ те тухса кайрӗ — унтан каллех пырса кӗчӗ. Эмми сӑнасарах пӑхма тытӑнчӗ, — вӑрт ҫеҫ пӑхса илни те ӑна питӗ нумай чухлаттарчӗ, унӑн чӗри вара ҫурӑлсах кайрӗ, вӑл кӗвӗҫрӗ, чутах макӑрса ямарӗ, пӗтӗм тӗнчене курайми пулчӗ, пуринчен те ытла Тома кураймарӗ. (Тома кураймастӑп тесех шутларӗ вӑл.)

Тома судья умне пырса тӑратрӗҫ, анчах мӗскӗн ача хыттӑн сывлама та хӑяймарӗ, унӑн чӗлхи типсе пыр шӑтӑкӗ ҫумнех ҫыпҫӑнса ларчӗ. Вӑл ҫав ҫыннӑ хӑрушӑ чаплӑлӑхӗнчен пӑртаках хӑранипе тата пуринчен ытла ҫав ҫын хайхи хӗрачан ашшӗ пулнине пӗлсе тӑнипе унӑн чӗри кӑлтлатсах сикрӗ. Тӗттӗм пулас пулсан, Том ҫав ҫын умне чӗркуҫленсе ларса ӑна ӳксе пуҫҫапма та хатӗрччӗ. Судья, Том пуҫӗ ҫине аллине хурса, ӑна аван ача терӗ, тата: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтрӗ. Ачан чӗлхи ҫыхӑнса ларчӗ, вӑл ҫӑварне карса пӑрахрӗ те юлашкинчен тин:
— Том, — тесе ячӗ.

— Ҫук, ҫук, Том мар…

— Томас.

— Вӑт ку тӗрӗс. Эсӗ мӗн те пулин хушса калассине эпӗ малтанах пӗлтӗм. Аван, аван! Анчах ҫапах та санӑн тепӗр ят та пур пулӗ тетӗп, эсӗ ӑна мана калатӑн пулӗ-ҫке?

— Джентльмена хӑвӑн хушаматна кала, Томас, — тесе сӑмах хушрӗ Уолтерс, — тата хӑвӑнтан аслисемпе калаҫнӑ чух «сэр» тесе хушса калама ан ман. Хӑвна ху обществӑра тытма пӗлес пулать.

— Томас Сойер, сэр.

— Ну, вӑт! Ӑслӑ, аван ача! Лайӑх ача, маттурскер. Икӗ пин ҫавра — вӑл нумай, питех нумай, питех нумай. Ху ҫав ҫаврасене тӑрӑшса вӗреннӗшӗн эсӗ нихҫан та ӳкӗнес ҫук, мӗншӗн тесен пӗлни вӑл тӗнчере пуринчен те ытла кирлӗрех. Пӗлни вӑл ҫынна асла кӑларать, ырӑ кӑмӑллӑ тӑвать. Эсӗ ху, Томас, хӑҫан та пулин чаплӑ ҫын пулса тӑрӑн; ҫавӑн чух вара эсӗ каялла ҫаврӑнса пӑхӑн та ҫапла калӑн: ҫакӑн пек пулса тӑма мана вырсарникунхи калама ҫук ырӑ шкул пулӑшрӗ, вӑл шкула эпӗ ача чухне ҫӳренӗччӗ, ҫакӑн пек пулса тӑма мана манӑн хаклӑ учительсем пулӑшрӗҫ, вӗсем мана тӑрӑшса ӗҫлеме вӗрентрӗҫ; ҫакӑн пек пулса тӑма мана ырӑ директор пулӑшрӗ, вӑл эпӗ тӑрӑшнине ырласа, мана астуса пӑхса тӑчӗ; манӑн хамӑн библи пултӑр тата вӑл библи яланах хам ҫумра пултӑр тесе, директор мана шутсӑр хитре хуплашкаллӑ тӗлӗнмелле аван библи пачӗ; ҫакӑн пек пулса тӑмашкӑн мана тӗрӗс вӗрентсе ӳстерни пулӑшрӗ тесе калӑн. Ак ҫакӑн пек калӑн эсӗ, Томас, паллах ӗнтӗ, эсӗ ҫав ике пин ҫаврашӑн нимӗнле укҫа та илме килӗшес ҫук. Нихҫан, нимӗнле укҫа та. Халӗ ӗнтӗ эсӗ мана тата ҫак икӗ дамӑна хӑв вӗреннисенчен мӗн те пулин каласа пама килӗшмӗн-ши? Эпӗ эсӗ килӗшессине пӗлетеп, мӗншӗн тесен эпир вӗренме юратакан ачасемпе мухтанатпӑр. Эпӗ паллах, вуникӗ апостол ячӗсене пурне те пӗлетӗн ӗнтӗ. Каласа пар-ха пире, малтанхи икӗ апостолӗ мӗн ятлӑ пулнӑ?

Том хӑйӗн тӳмине тытса турткаларӗ, судья ҫине айванла пӑхса илчӗ те, хӗрелсе кайнӑскер, пуҫӗне аялалла усрӗ. Уолтерс мистерӑн чӗри татӑлсах анчӗ! Ку ача чи ҫӑмӑл ыйтӑва та хуравлаяс ҫук вӗт, — мӗн тума судья унтан ыйтса хӑтланать-ши? Анчах ҫапах та вӑл хӑйӗн сӑмах хушма кирлех тесе ҫапла каларӗ:
— Джентльмена каласа пар ӗнтӗ, Томас, ан хӑра! — терӗ.

Том, аптӑраса кайса, пӗр ури ҫинчен тепри ҫине пускаларӗ.

— Мана ӗнтӗ эсӗ каласа паратӑнах, — тесе сӑмах хушрӗ ҫак хушӑра дама, — Христосӑн малтанхи икӗ вӗренекенӗ ҫапла ятлӑ пулнӑ…

— Давид тата Галиаф.

Ҫак сценӑн юлашки тӗлне хӗрхенӳ чаршавӗ карса лартар.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех