Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратмастӑп (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хам питӗ юратмастӑп, анчах анне хистесех тутарать.

Я-то, конечно, не люблю, только мать меня заставляет.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫук, хам юратас килнӗ пек юратмастӑп эпӗ вӗсене.

Нет, я не люблю их так, как бы хотелось любить.

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Юратмастӑп эпӗ амӑшӗн ачаш ывӑлӗсене, эп хам ун пек мар та.

Я не любил маменькиных сынков и сам, кажется, никогда им не был.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак самант эс каларӑн: — Юратмастӑп, — тесе…

В этот час ты призналась, Что нет любви…

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эп юратмастӑп, — хам чӑнах та кӑмӑлламан пек, юри палӑртса каларӑм ӑна.

— Я не люблю, — с подчеркнутым равнодушием сказал я.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кунсӑр пуҫне тата эпӗ кирек хӑҫан та чӑххине ҫӑмарти вӗрентнине юратмастӑп, — тавӑрать вӑл вӗсене хирӗҫ.

И притом вообще не люблю, когда яйца кур учат, — отвечал он им.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун пек япалана эпӗ юратмастӑп.

Я этого не люблю.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шӑппӑн та яка тумланса ҫӳрекенсене юратмастӑп эпӗ.

Тихоньких да примазанных не терплю.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Юратмастӑп, — терӗ Натка чӗреренех.

— Не люблю, — созналась Натка.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Эпӗ, ачам, вилме юратмастӑп.

 — Я, брат, не люблю, чтоб меня убивали.

2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

— Катерина Сергеевна, — тесе ячӗ Аркадий чӗтрекен сассипе, аллисене чӑмӑртаса: — эпӗ сире ӗмӗрлӗхех те улшӑнми юрататӑп, сирӗнсӗр пуҫне никама та юратмастӑп.

— Катерина Сергеевна, — проговорил Аркадий дрожащим голосом и стиснув руки, — я люблю вас навек и безвозвратно, и никого не люблю, кроме вас.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Эпӗ Гейнене юратмастӑп, — пуҫларӗ Катя, Аркадий тытнӑ кӗнеке ҫине кӑтартса, — вӑл кулнӑ чухне мар, макӑрнӑ чухне те мар — шухӑшлӑ чухне тата хурлӑхлӑ чухне ҫеҫ юрататӑп.

— Я не люблю Гейне, — заговорила Катя, указывая глазами на книгу, которую Аркадий держал в руках, — ни когда он смеется, ни когда он плачет: я его люблю, когда он задумчив и грустит.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Шухӑшласа-иккӗленсе тӑма юратмастӑп!..

Полумер не люблю!..

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

— Эпӗ юратмастӑп… пысӑк ушкӑнпа… — мӑкӑртатрӑм эпӗ, куҫ ҫӗклеме хӑяймасӑр.

— Я не люблю… в большом обществе… — пробормотал я, не поднимая глаз.

XIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Мещански урамри пӗчӗк лавккасенчен йӳҫӗ купӑста шӑрши кӗнине эпӗ ҫав тери юратмастӑп; ҫитменнине кашни хапха айӗнченех темле тамӑк шӑрши тухать, ҫавӑнпа та сӑмсана хупласа мӗнпур вӑйпа чупрӑм, Тата путсӗр ремесленниксем хӑйсен мастерскойӗсенчен урама темӗн чухлӗ тӗтӗмпе хӑрӑм кӑларса тултараҫҫӗ, ырӑ ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме те май ҫук.

Я терпеть не люблю капусты, запах которой валит из всех мелочных лавок в Мещанской; к тому же из-под ворот каждого дома несет такой ад, что я, заткнув нос, бежал во всю прыть, Да и подлые ремесленники напускают копоти и дыму из своих мастерских такое множество, что человеку благородному решительно невозможно здесь прогуливаться.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

— Эпӗ вилнӗ ҫынсене юратмастӑп; хамӑн умран виле пытарма каякансем иртни, темле копуцин тӑхӑннӑ, сылтӑм аллине факел тытнӑран сулахай аллипе табак шӑршласа пыракан инвалид салтака курни яланах ман кӑмӑла пӑтратать.

— Я не люблю трупов и покойников и мне всегда неприятно, когда переходит мою дорогу длинная погребальная процессия и инвалидный солдат, одетый каким-то капуцином, нюхает левою рукою табак, потому что правая занята факелом.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Эпӗ лӑпкӑ ҫын, хирӗҫме юратмастӑп.

Я человек тихий, не люблю скандалов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ахаль вараланнине эпӗ юратмастӑп.

Просто грязных — не люблю.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Юратмастӑп эпӗ юрӑсене, итлес килмест вӗсене» — тет; хӑй ӗсӗклет.

Заикается: «Неправильные песни, не хочу их!»

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗҫтер, юратмастӑп эпӗ сана… эпӗ… —

Уходи, я не люблю тебя… я… —

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех