Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Максим Данилов-Чалдун

Ҫӑлкуҫ: Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫул: 1948; Хушнӑ: 2020.06.05 19:16

Пуплевӗш: 410; Сӑмах: 3902

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӗрлисем Петлюра атаман ҫарне хӗстерсех пыраҫҫӗ. Голуб полкне фронта чӗнсе илчӗҫ. Хулара тыла сыхламалӑх пӗчӗк хуралпа комендатура ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ.

Ҫынсем йӑшӑлтата пуҫларӗҫ. Еврейсем, самана вӑхӑтлӑха лӑпланнипе усӑ курса, вӗлернисене пытарчӗҫ, еврейсем пурӑнакан кварталсенчи пӗчӗк пӳртсенче пурӑнӑҫ курӑна пуҫларӗ.

Лӑпкӑ каҫсенче инҫетрен тупӑсем кӗмсӗртетни илтӗнет. Таҫта, аякрах та мар, ҫапӑҫусем пыраҫҫӗ.

Чугун ҫул ҫинче ӗҫ шыракансем ялсене саланса пӗтрӗҫ.

Гимназие хупса лартнӑ.

Хулара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йӗрке туса хунӑ.

Канлӗх паман салху ҫӗр.

Ун пек ҫӗрсенче куҫа чарса пӑрахсан та тӗттӗме ҫӗнтерме ҫук, ҫынсем, суккӑр пек, аллисемпе хыпашласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ, пынӑ ҫӗртен пӗр-пӗр канава кӗрсе ӳксе, ӗнсене хуҫса пӑрахасран шикленеҫҫӗ.

Обыватель пӗлсе тӑрать: кун пек вӑхӑтра килте лармалла, ахалех хӑйӑ та ҫутмалла мар. Ҫутӑ пӗр-пӗр чӗнмен хӑнана илӗртсе кӗме пултарать. Тӗттӗмре ларнинчен ырри ҫук, капла лӑпкӑрах. Хӑшпӗрисем нихӑҫан та лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ. Ан тив ҫӳреччӗр, обывателӗн вӗсенче нимӗн ӗҫ те ҫук. Анчах хӑй вӑл пӳртрен тухас ҫук. Ҫапла, ниҫта та тухас ҫук.

Ҫавӑн пек тӗттӗм ҫӗрле пӗр ҫын урампа иртсе пырать.

Корчагинсен ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, вӑл сыхланса кантӑк раминчен шаккарӗ; шалтан хирӗҫ чӗнменнине пула, ҫын иккӗмӗш хут тата хытӑрах, пикенерех шаккать.

Павел тӗлӗк курать: ун ҫине темле, ҫын евӗрлӗ мар, армак-чармак япала пулемётпа тӗллет пек; вӑл тарма хӑтланать, анчах ниҫталла тарма та ҫук, пулемёчӗ темле хӑрушшӑн шатӑртаттарать пек.

Хытӑ шакканипе чӳрече кантӑкӗ чанкӑртатса чӗтрет. Павел вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑчӗ те, кам шакканине пӗлес тесе, чӳрече патне пырса пӑхрӗ. Анчах тӗттӗм мӗлкерен пуҫне урӑх ним те курмарӗ.

Павел килте пӗчченех. Амӑшӗ аслӑ хӗрӗ патне кайнӑ, унӑн упӑшки сахӑр заводӗнче машинист пулса ӗҫлет. Артём кӳршӗ ялта тимӗрҫре ӗҫлет, вӑл мӑлатукпа шаккаса ҫимелли тупать.

Кантӑка пӗр Артём ҫеҫ шаккама пултарнӑ.

Павел кантӑка уҫрӗ.

— Кам унта? — терӗ вӑл тӗттӗмелле.

Тулти мӗлке кӑшт хускалса илчӗ те тытӑнкӑллӑ хулӑн сасӑ:
— Эпӗ, Жухрай, — терӗ.

Чӳрече янаххи ҫине икӗ алӑ кӗрсе выртать тата ҫак самантрах Павел пичӗпе тӗлме-тӗл Федор пичӗ тухса тӑрать.

— Эпӗ сан патна ҫӗр каҫма килтӗм. Кӗртӗн-и, шӑллӑ? — терӗ вӑл шӑппӑн.

— Кӗртмесӗр, — терӗ Павел кӑмӑллӑн. — Мӗн калаҫса тӑмалли пур? Кӗр тӳрех кантӑкран
Федор хӑйӗн селӗм кӗлеткипе чӳречерен хӗсӗнсе кӗчӗ.

Федор хӑй хыҫӗнчен кантӑка хупрӗ, анчах чӳрече умӗнчен часах каймарӗ.

Вӑл чылайччен итлесе тӑчӗ, уйӑх пӗлӗт айӗнчен тухса ҫула ҫутатсан, вӑл ҫул ҫине тинкерсе пӑхрӗ те тинех Павел еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ.

— Аннӳне вӑратмӑпӑр-и эпир? Вӑл ҫывӑрать пулмалла.

Павел килте хӑйӗнчен пуҫне никам та ҫуккине пӗлтерчӗ.

Матроса халӗ ирӗккӗнтерех пек туйӑнса кайрӗ, хытӑ калаҫа пуҫларӗ:

— Мана леш тир сӗвекеннисем тытасшӑн, шӑллӑм. Пӗркун станцире хӑйсене хирӗҫ тӑнӑшӑн тавӑрасшӑн. Ҫынсем пӗр каварлӑ пулнӑ пулсан, ҫав «кӑвак шинеллисене» погром вӑхӑтӗнче лайӑх чыс кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр та; анчах хӑвах пӗлетӗн, халӑх вутта кӗме хӑяймасть-ха. Ӗҫ тухмарӗ. Халӗ ӗнтӗ ман хыҫҫӑн йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ. Икӗ хутчен мана ӗнтӗ ҫавӑрса илме тӑчӗҫ. Паян кӑшт ҫеҫ лекеттӗм. Пӗлетӗн-и, килелле ҫывӑхарса пыратӑн, паллах, хыҫал енчен; сарай патӗнче чарӑнса тӑтӑм. Пӑхатӑп: садра , такам тӑрать, хӑй йывӑҫ ҫумне лӑпчӑннӑ, анчах штыкӗ лайӑхах курӑнать. Эпӗ, паллах ӗнтӗ, ҫавӑрӑнтӑм та вӗҫтертӗм. Вот вара сан патна чупса килтӗм. Кунта эпӗ, шӑллӑм, темиҫе кунлӑха чарӑнса тӑратӑн. Хирӗҫ мар-и эсӗ?.. Ну, апла
Жухрай мӑшлата-мӑшлата пылчӑкпа вараланнӑ аттисене хывма пуҫларӗ.

Павела Жухрай килни савӑнтарса ячӗ. Юлашки вӑхӑтра электростанци ӗҫлемест. Павела пушӑ ҫуртра пӗр пӗччен пурӑнма кичем.

Ҫывӑрма выртрӗҫ. Павел часах ҫывӑрса кайрӗ, Федор вӑрахчен табак туртса выртрӗ. Унтан вӑл кровачӗ ҫинчен тӑрса, ҫара урисемпе, хуллен пусса, кантӑк умне пычӗ. Вӑл чылайччен урамалла пӑхса тӑчӗ, унтан каллех кровачӗ ҫине кайса выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ, ывӑнни ӑна парӑнтарчӗ-парӑнтарчех. Унӑн минтер айне чикнӗ ӑшӑ алли йывӑр кольт револьвер ҫинче выртса, ӑна ӑшӑтса тӑчӗ.

Жухрай кӗтмен ҫӗртенех ҫӗрле пырса сакӑр кун хушши пӗрле пурӑнни Павелшӑн питӗ ырӑ пулчӗ. Пирвайхи хут вӑл матросран ҫав тери пӑлхантаракан, кирлӗ, ҫӗнӗ сӑмахсем илтрӗ, вӑл кунсем ҫамрӑк кочегарӑн малалла мӗн тумаллине татса паракан кунсем пулса тӑчӗҫ.

Икӗ енчен те йӗрлекен хушша, шӑши таппине кӗрсе ларнӑ пек, хӗсӗннӗ матрос, ӗҫсӗр лармалла пулнипе усӑ курса, хӑйсен ҫӗршывне пӑвса тӑракан петлюровецсене вӑл ҫав тери хаяр ҫилӗпе курайманнине хӑйне тинкерсе итлекен Павела йӑлтах каласа пачӗ.

Жухрай, пӗтӗмпех уҫҫӑн, ӑнланмалла, ҫӑмӑл чӗлхепе каласа пачӗ. Унӑн татӑклӑ мар ыйтусем пӗрре те ҫук. Матрос хӑйӗн ҫул-йӗрне лайӑххӑн пӗлсе тӑрать, ӑна итле-итле Павел та тӗрлӗ илемлӗ ятлӑ партисем: социалист-революционерсем, социал-демократсем, поляксен социалистла партийӗ тенисем пурте рабочисен хаяр тӑшманӗсем иккенне, пӗтӗм пуянсене хирӗҫ кӗрешекен пӗртен-пӗр революциллӗ ҫирӗп парти — вӑл большевиксен партийӗ иккенне ӑнланса иле пуҫларӗ.

Халиччен Павел ӑнланса илеймесӗр пӑтраннӑ.

Акӑ халӗ пысӑк та вӑйлӑ ҫын, ҫирӗп большевик, тинӗс тӑвӑлӗсенче пиҫӗхнӗ, пин те тӑхӑрҫӗр вунпиллӗкмӗш ҫултанпа РСДРП(б) членӗнче тӑракан Балтика тинӗсенчи матрос Федор Жухрай хӑй ҫине чарнӑ куҫӗсемпе тинкерсе пӑхакан ҫамрӑк кочегара пурӑнӑҫӑн чӑн енӗсем ҫинчен тӗплӗн каласа ӑнлантарать.

— Эпӗ те, шӑллӑм, ача чухне сан пекрех пулнӑ, — тет вӑл. — Вӑя ниҫта хума пӗлместӗм, пӑхӑнас килменлӗх сиксе вӗретчӗ ӑшра. Чухӑн пурӑнаттӑмӑр. Пӑхаттӑм та улпутсен тутӑ та илемлӗ тумланнӑ ывӑлӗсем ҫине, чун тӑвӑлса килетчӗ. Час-часах пӗр хӗрхенмесӗр хӗнеттӗм эпӗ вӗсене, анчах уншӑн хама та атте тытса силленисӗр пуҫне нимӗн усси те ҫукчӗ. Пӗччен ҫапӑҫса пурӑнӑҫа ҫавӑрса хума ҫук. Санӑн, Павлушка, рабочисен ӗҫӗшӗн лайӑх кӗрешекен пулма пурте пур, анчах ҫамрӑкрах-ха эсӗ тата класс кӗрешӗвӗ ҫинчен пӗлни те сахалтарах. Эпӗ сана, шӑллӑм, чӑн-чӑн ҫул ҫинчен каласа парам, мӗншӗн тесен, санран ҫын пулма пултарнине пӗлетӗп. Шӑппӑн та яка тумланса ҫӳрекенсене юратмастӑп эпӗ. Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм ҫӗре вут хыпса илчӗ. Чурасем ҫӗкленчӗҫ, кивӗ пурӑнӑҫа хӑяматалла сирпӗтмелле. Анчах кунта амӑшӗсен ачаш ывӑлӗсем мар, маттур ҫынсем кирлӗ, ҫапӑҫура, ҫутӑран хӑраса ҫурӑксене пытанакан таракансем пек ҫынсем мар, ҫирӗп йышши халӑх, пӗр хӗрхенӳсӗр ҫапма пултаракансем кирлӗ.

Вӑл пӗтӗм вӑйӗпе сӗтеле ҫапрӗ.

Жухрай ура ҫине тӑрса, аллисене кӗсъине чикрӗ, салху пӑхса утса ҫӳре пуҫларӗ.

Федора ӗҫсӗр пурӑнни пӑшӑрхантарать. Вӑл ҫак пӗчӗк хулара юлнишӗн питӗ кулянать, малашне кунта пурӑнни усӑсӑр тесе, фронт урлӑ каҫса хӗрлисем патне кайма татӑклӑн шухӑшласа хурать.

Хулара парти членӗсем тӑххӑрӑн юлнӑ, вӗсем кунта пӗтӗм ӗҫе туса пымалла.

«Мансӑр пуҫнех ӗҫлеме пултарӗҫ, эпӗ малашне алӑсене лашт ярса ларма пултараймастӑп. Ҫитӗ, халь те вунӑ уйӑха нимӗн усӑсӑр ирттерсе ятӑм», — тесе шухӑшлать Жухрай ҫиллипе.

— Кам эсӗ, Федор? — тесе ыйтрӗ унтан пӗррехинче Павел.

Жухрай тӑрса аллисене кӗсъине чикрӗ. Вӑл ыйтӑва часах ӑнланса илеймерӗ.

— Эсӗ пӗлместӗн-им вара эпӗ кам иккенне?

— Эпӗ сана, большевик е коммунист тесе шутлатӑп, — терӗ Павел хуллен.

Жухрай кулса ячӗ, хӑйӗн туртӑнса тӑракан ярӑмлӑ кӗпе тӑхӑннӑ сарлака кӑкӑрне шӳтле ҫапса каларӗ:

— Ку паллӑ, шӑллӑм. Ку факт коммунистпа большевик иккӗшӗ те пӗр иккенӗ пекех паллӑ. — Унтан вӑл сасартӑках сассине улӑштарса:  — Эсӗ ӑна ӑнланатӑн пулсан, асту, ман пыршӑсене пӑчӑртаса ан кӑларччӗр тесен, ун ҫинчен ниҫта та, никама та калама юрамасть. Ӑнлантӑн-и?

— Ӑнлантӑм, — терӗ Павел.

Килкартинче сасӑсем илтӗнчӗҫ те алӑка шаккмасӑрах уҫса ячӗҫ. Жухрай алли хӑвӑрт кӗсьине кӗрсе кайрӗ, анчах ҫавӑнтах калле тухрӗ. Пӳрте, пуҫне чӗркесе ҫыхнӑ, начарланса кайнӑ, сӑнӗ пӗтнӗ Серёжа Брузжак пырса кӗчӗ. Ун хыҫӗнчен Вальӑпа Климка кӗчӗҫ.

— Аван-и, шуйттан ҫури! — кулкаласа Павела ал пачӗ Серёжа.

— Эпир виҫсӗмӗр те сан патна хӑнана килтӗмӗр. Валя мана пӗччен ямасть, хӑрать. Вальӑна хӑйне Климка ямасть, вӑл та хӑрать. Вӑл хӗрлӗ пуҫлӑ пулсан та, кама ӑҫта пӗччен яма хӑрушшине пӗлет.

Валя кулса унӑн ҫӑварне аллипе хупларӗ.

— Акӑ шапӑлти, — кулса ячӗ Валя. — Вӑл паян Климкӑна йӑлтах аптӑратса ҫитерчӗ.

Климка, шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, кӑмӑллӑн кулкаласа тӑрать.

— Чирлӗ ҫынран мӗн илмелле? Пуҫ хуранӗ сиенленнӗ, ҫавӑнпа ак аташать вӑл. Пурте кулса ячӗҫ.

Серёжӑн хӗҫпе ҫапнӑ пуҫӗ халь те тӳрленсе ҫитмен.

Вӑл Павел кровачӗ ҫине пырса ларчӗ те, часах туссем хушшинче савӑнӑҫлӑ калаҫу пуҫланса кайрӗ. Нихӑҫан хуйхӑра пӗлмен, яланах савӑнӑҫлӑ, анчах халӗ кӑшт пусӑрӑннӑ та шӑпланнӑ Серёжа Жухрая хӑйне петлюровец хӗҫпе ҫапни ҫинчен каласа пачӗ.

Павел патне килнӗ ҫамрӑксене Жухрай пурне те паллать. Вӑл Брузжаксем патӗнче темиҫе хут та пулнӑ. Ӑна ҫак кӗрешӳ пӑтранӑвӗнче хӑйсен ҫулне тупса ҫитереймен, анчах та хӑйсен класӗ мӗншӗн тӑрӑшнине лайӑх палӑртса тӑракан ҫамрӑксем кӑмӑла каяҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл халӗ ҫамрӑксем погром вӑхӑтӗнче еврейсен ҫемьисене пытарса усрани ҫинчен каласа панине тинкерсе итлесе ларать. Ҫав каҫ вӑл вӗсене пурӑнӑҫра мӗн пулса пыни ҫинчен ӑнланма пулӑшса, большевиксем ҫинчен, Ленин ҫинчен нумай каларӗ.

Павел хӑйӗн хӑнисене ҫӗрле, чылай вӑхӑт ҫитсен тин, ӑсатса ячӗ.

Жухрай каҫсерен тухса каять те ҫӗрле тин тавӑрӑнать. Вӑл хӑй каяс умӗн юлакан юлташӗсемпе малашнехи ӗҫсем ҫинчен калаҫать.

Пӗр каҫхине Жухрай таврӑнмарӗ. Ирхине, ыйхинчен вӑраннӑ хыҫҫӑн, Павел Жухрайӑн кровачӗ пушах иккенне курчӗ.

Сехрене хӑпартакан темӗнле паллӑ мар сисӗм хӑпарчӗ, Корчагин хӑвӑрт тумланчӗ те килӗнчен тухса кайрӗ. Пӳртне питӗрсе, уҫҫине иккӗшӗ те пӗлекен вырӑна хурса, Федор ҫинчен мӗн те пулин пӗлме пулмӗ-ши тесе, Климка патне утрӗ. Климка амӑшӗ лутрарах та сарлака, шатра питлӗ хӗрарӑм, кӗпе ухать. Корчагин: Федор ӑҫтине пӗлмест-ши, тесе ыйтнине вӑл кӗскен тавӑрчӗ:

— Ман мӗн сан Федору ҫине ҫеҫ пӑхса лармалла-им? Вӑл шуйттан пирки ахаль те Зозулихӑн пӗтӗм ҫуртне айӗн-ҫийӗн ҫавӑрса ухтарнӑ. Мӗн тума кирлӗ вӑл сана? Мӗнле компани тунӑ эсир унпа? Тусӗсем те тупӑннӑ тата: эсӗ те Климка. — Климка амӑшӗ ҫав тери тарӑхса, кӗпине пусса ухма пуҫларӗ.

Климка амӑшӗ ҫивӗч чӗлхеллӗ, шӑрчӑк хӗрарӑм пулнӑ.

Климка патӗнчен тухсан, Павел Серёжа патне кӗчӗ. Унта хӑйӗн хуйхи ҫинчен каласа пачӗ. Валя та калаҫӑва хутшӑнса кайрӗ.

— Мӗн хӑраса ӳкнӗ эсӗ? Вӑл тен хӑйӗн пӗр-пӗр паллакан ҫынни патӗнче ҫывӑрнӑ, — терӗ вӑл. Анчах ҫапах та сӑмахӗ шанчӑклах тухмарӗ.

Брузжаксем патӗнче те Павелӑн ларас-тӑрас килмест. Вӑл, хӑйне апатчен ларма ыйтнине пӑхмасӑрах, тухса кайрӗ.

Килӗ патне Жухрая курас ӗмӗтпе ҫывӑхарчӗ.

Алӑк паҫӑрхи пекех ҫӑрапа питӗрӗнсе тӑрать. Йывӑр шухӑшпа чарӑнса тӑчӗ: пушӑ пӳрте кӗресси килмерӗ.

Картишӗнче темиҫе минут хушши шухӑша кайса тӑчӗ, унтан темле уҫӑ мар шухӑш ертнипе сарай еннелле утрӗ. Кунта сарай ҫивитти айне хӑпарчӗ, чӗнтӗрлӗ эрешмен картисене сиркелесе, хӑй юратнӑ кӗтесрен ҫӗтӗкпе чӗркесе чикнӗ йывӑр «манлихер» револьвере туртса кӑларчӗ.

Сарайран тухрӗ, кӗсъинчи сулмаклӑ револьвере аллипе хыпаласа пырса, станци еннелле утрӗ.

Жухрай ҫинчен нимӗн те пӗлеймерӗ. Киле тавӑрӑннӑ май, вӑрман улпучӗн ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, хуллентерех ута пуҫларӗ. Павел теме шанса чӳрече енне пӑхать, анчах пӳртре те, садра та никам та ҫук. Вӑрман улпучӗн кил-ҫурчӗ чылай хыҫала юлсан, Павел садӑн пӗлтӗрхи сарӑхнӑ ҫулҫӑсемпе витӗннӗ ҫулӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Сад пӑрахӑҫа тухнӑ пек пушшӑн курӑнчӗ. Ахӑртнех, ӗҫчен хуҫа алли нумайранпа килсе перӗнмен кунта. Ҫак кивӗ, пысӑк ҫурт ҫынсӑр, шӑппӑн ларни ӑна тата та кичемлетсе ячӗ.

Павел Тоньӑпа юлашки хут хирӗҫсе уйӑрӑлни халичченхинчен пуринчен те вӑйлӑрах пулнӑ. Вӑл хирӗҫӳ пӗр уйӑх каялла, кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ.

Аллисене кӗсъине чиксе, хула еннелле хуллен утса пынӑ май, Павел ҫав хирӗҫӗве аса илсе пырать.

Пӗрре ҫапла, кӗтмен ҫӗртен ҫул ҫинче тӗл пулса, Тоня ӑна хӑйсем патне хӑнана чӗннӗ.

— Аттепе анне Большанскисем патне менелнике каяҫҫӗ. Килте эпӗ пӗчченех юлатӑп. Пыр, Павлуша. Леонид Андреевӑн «Сашка Жигулев» ятлӑ питӗ интереслӑ кӗнекине вулӑпӑр. Эпӗ вуласа тухрӑм та ӗнтӗ ӑна, анчах санпа тепӗр хут вулама та хатӗр. Эпир каҫа питӗ лайӑх ирттерӗпӗр. Пырӑн-и?

Тоньӑн ҫаврака пысӑк куҫӗсем ҫӑра та ҫуткам ҫӳҫӗ ҫине пусарса лартнӑ шурӑ калпак айӗнчен Корчагин ҫине тинкерсе пӑхнӑ.

— Юрӗ, пырӑп, — тенӗ Павел.

Вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ.

Павел машинӑсем патне васканӑ. Вӑл ҫав каҫа тӑршшӗпех Тоньӑпа пӗрле ирттересси ҫинчен шухӑшланӑ, ҫак шухӑш май унӑн кӑмакисем ӗлӗкхинчен ҫулӑмлӑрах, вут пуленисем яланхинчен савӑнӑҫлӑрах ҫатӑртатнӑ пек туйӑннӑ.

Ҫав каҫ, вӑл шакканине хирӗҫ, сарлака парадлӑ алӑка Тоня уҫнӑ. Вӑл кӑшт вӑтаннӑ пек пулса тӑнӑ та:
— Ман патра хӑнасем пур, эпӗ вӗсене кӗтменччӗ, Павлуша, анчах эсӗ ҫапах та пӑрахса ан кай, — тенӗ.

Корчагин, каялла ҫавӑрӑнса, тухса кайма пикеннӗ.

— Атя, — тенӗ Тоня ӑна аллинчен ярса тытса. — Вӗсене санпа паллашни усӑллӑ пулӗ, — тенӗ, унтан вӑл Павела аллисемпе ҫавӑрса илсе, столовӑй урлӑ хӑй пӳлӗмне илсе кӗнӗ.

Хӑй пӳлӗмне илсе кӗрсен, Тоня кунта ларакан ҫамрӑк ҫынсем енне пӑхса, куларах каланӑ:

— Эсир палламастӑр-и? Ку — ман тус Павел Корчагин, — тенӗ.

Пӳлӗм варринчи пӗчӗк сӗтел хушшинче виҫҫӗн ларнӑ: пӗри — илемлӗ, хурарах, кӑшт ҫӗкленерех тӑракан ҫӳхе туталлӑ, ҫӳҫне гимназисткӑлла вӗҫкӗнӗн тураса янӑ Лиза Сухарько: тепри — Павел палламан чӑсланкӑ, вежетальпе сӗрнӗрен ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑракан ҫӳҫлӗ, тип-тикӗс хура пиншак тӑхӑннӑ салху сӑнлӑ ҫамрӑк тата шукӑль гимназист куртки тӑхӑннӑ Виктор Лещинский. Павел ӑна Тоня алӑка уҫсанах асӑрхаса илнӗ.

Лещинский Павела часах палласа илнӗ те унӑн, тӗлӗнсе кайнипе, ҫинҫе куҫхаршисем ҫӗкленнӗ.

Павел темиҫе минут хушши Виктор ҫине усаллӑн пӑхса, алӑк умӗнче тӑнӑ.

Ҫак кӑмӑлсӑр шӑплӑха Тоня сирсе яма васканӑ, вӑл Павела тӗпелелле чӗнсе, Лиза енне ҫаврӑннӑ та:
— Паллашӑр, — тенӗ.

Сухарько кӗнӗ ҫын ҫине тӗлӗнсе пӑхса, ура ҫине тӑнӑ.

Павел хӑвӑрт ҫавӑрӑннӑ та тӗттӗмрех столовӑй урлӑ алӑк патнелле утнӑ. Тоня ӑна пӑлтӑрта хуса ҫитнӗ, вӑл хулпуҫҫинчен тытса чӗтренекен сасӑпа:
— Мӗншӗн пӑрахса кайрӑн? Эпӗ сана вӗсемпе юриех паллаштарасшӑнччӗ, — тенӗ.

Анчах Павел хулпуҫҫийӗ ҫинчен Тоня аллине сирнӗ те хыттӑн:

— Мана ҫав лӗкӗртисем умне тӑратса ан хӑтлан. Мана вӑл ушкӑнпа пӗрле ларма нимӗн сӑлтав та ҫук. Тен эсӗ вӗсене кӑмӑллатӑн пулӗ, анчах эпӗ вӗсене кураймастӑп. Пӗлмен эсӗ вӗсемпе туслӑ иккенне, пӗлнӗ пулсан, нихӑҫан та килес ҫукчӗ.

Тоня, ҫиллине чарса, ӑна пӳлнӗ:

— Кам сана манпа ҫапла калаҫма ирӗк пачӗ? Эпӗ санран ыйтмастӑп вӗт эсӗ камсемпе тусли ҫинчен, сан патна камсем ҫӳрени ҫинчен.

Павел пусма тӑрӑх садалла анса, хыттӑн касса татнӑ:

— Ну, ан тив, ҫӳретчӗр сан патна, анчах эпӗ урӑх нихӑҫан та килместӗп. — Ҫапла каланӑ та калинкке хапха еннелле чупнӑ.

Ҫавӑнтан вӑл Тоньӑна тӗл пулман. Погром вӑхӑтӗнче, монтёрпа пӗрле электростанцинче еврейсен ҫемьисене пытарнӑ хушӑра, вӑл Тоньӑпа урлӑ пулнине пӗтӗмпех манса кайнӑ. Паян акӑ темӗншӗн каллех унпа курнӑҫас килсе кайрӗ.

Жухрай ҫухални тата килте пӗр пӗччен пурӑнасси Павела ҫав тери кичем. Ун умӗнче ҫуркуннехи пылчӑкран типсе ҫитмен сарлака шоссе сылтӑм еннелле пӑрӑнса каять.

Килӗшӳсӗр, ҫул хӗрринех туса лартнӑ, стенисем хӑпӑнса пӗтнӗ сӗвеленчӗк ҫурт хыҫӗнче икӗ урам пӗрлешеҫҫӗ.

Урам кӗтессинче, погром вӑхӑтӗнче алӑкне хӑйпӑтса пӑрахнӑ, «Продажа минеральных вод» тесе ҫырнӑ кутӑн ҫакӑнса тӑракан вывескӑллӑ киоск тӗлӗнче, Виктор Лещинский Лизӑпа уйӑрӑлать. Лиза аллине вӑрахчен тытса тӑрса, куҫӗсенчен тинкерсе пӑхса вӑл:
— Эсир пырӑр-и вара? Улталамӑр-и? — тесе ыйтать.

Лиза япшаррӑн:
— Пыратӑп, пыратӑп, кӗтӗр, — тет.

Уйӑрӑлса кайнӑ чух кулкаласа, хура куҫӗсене шанчӑклӑн вылятса илчӗ.

Вунӑ утӑм малалла утсанах Лиза тепӗр урамран ҫул ҫине икӗ ҫын тухнине курчӗ. Малта ҫирӗп пӳллӗ, сарлака кӑкӑрлӑ, юле янӑ пиншакпа, пиншак айӗнчен йӑрӑмлӑ кӗпе, ҫамки ҫине пусса лартнӑ хура кепка тӑхӑннӑ, куҫӗсем айӗнче кӑваккӑн курӑнакан шыҫӑллӑ рабочи пырать.

Вӑл кӗске кунчаллӑ сарӑ атӑ тӑхӑннӑ, кукӑртарах урисемпе ҫирӗппӗн пусса утать.

Унтан виҫӗ утӑм каярах, штыкне рабочин ҫурӑмӗ патнех тытса, кӑвак шинель тӑхӑннӑ, пилӗкне икӗ подсумка ҫакнӑ петлюровец пырать.

Унӑн лапсӑркка ҫӗлӗкӗ айӗнчен икӗ хӗсӗк куҫ арестленӗ ҫыннӑн ӗнси ҫине шӑтарас пек витӗр пӑхса пыраҫҫӗ. Табак туртнипе сарӑхнӑ мӑйӑхӗсем икӗ еннелле шӑртланса тӑраҫҫӗ.

Лиза, хуллентерех утма пуҫласа, шоссен тепӗр енне каҫрӗ. Ун хыҫӗнчен ҫул ҫине Павел тухса пырать.

Ҫул тӑрӑх кил енне, сылтӑмалла ҫавӑрӑннӑ май, вӑл та ҫулпа пыраканнисене курчӗ.

Урисем ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗҫ. Малта пыраканни Жухрай иккенне вӑл ҫавӑнтах палласа илчӗ.

«Ав мӗншӗн киле таврӑнмарӗ вӑл», — шухӑшларӗ Павел.

Жухрай ҫывӑхарать. Корчагинӑн чӗри тем тӗрлӗ вӑйлӑ тапать. Шухӑшӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чупаҫҫӗ, вӗсене тытса чарса пӗр ҫӗре пуҫтарса илме ҫук. Вӑхӑчӗ ытла та сахал мӗн те пулин шыраса тупма. Пӗр ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Жухрай пӗтет.

Павел хӑй патне ҫывӑхарса пыракансем ҫине пӑхса хӑйне сырӑнса илнӗ хурт ушкӑнӗ пек ҫаврӑнакан «Мӗн тӑвас?» тенӗ шухӑшӗсем хушшинче аптӑраса ҫитрӗ.

Юлашки минутра аса илчӗ: кӗсъинче револьвер пур. Иртсе кайччӗр ҫеҫ, — ак ҫакна, пӑшал тытса пыраканнине ҫурӑмӗнчен пемелле, вара Федор ирӗкре. Сасартӑк ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗнипе ытти шухӑшсен ташши лӑпланчӗ.

Шӑлӗсем хыттӑн, ыратичченех ҫыртӑнчӗҫ. Ӗнер ҫеҫ вӗт-ха Федор ӑна: «Кун пек чух хастарлӑ ҫынсем кирлӗ» тесе каланӑччӗ.

Павел хӑвӑрттӑн хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Хуланалла кӗрекен урам пушӑ. Унта пӗр чун та курӑнмасть. Малта ҫуркуннехи кӗске пальто тӑхӑннӑ хӗрарӑм: ҫул урлӑ васкаса пырать. Вӑл кансӗрлес ҫук. Айккинчи тепӗр урам Павела курӑнмасть. Инҫетре ҫеҫ, станци патӗнчи ҫул ҫинче, ҫын мӗлкисем мӗкӗлтетни курӑнать.

Павел ҫул хӗррине тухрӗ. Жухрай Корчагина, ик-виҫ утӑм юлсан, палласа илчӗ.

Вӑл ун ҫине хӑрах куҫӗпе пӑхса илчӗ. Ҫӑра куҫхаршийӗсем кӑрт-карт туртӑнса илчӗҫ. Палларӗ те, кӗтмен ҫӗртен тӗл пулнипе, ерипентерех ута пуҫларӗ. Штык вӗҫӗ унӑн ҫурӑмне ҫитсе лекрӗ.

— Ну, ут, унсӑрӑн прикладпа лаклаттаратӑп, — сасартӑк ҫухӑрса ячӗ конвоир.

Жухрай сарлакан ярса пусса ута пуҫларӗ. Вӑл Павела тем каласшӑн пулчӗ, анчах каламарӗ, ун вырӑнне аллипе ҫеҫ сулчӗ.

Сарӑ мӑйӑхли ун ҫинчен мӗн те пулин ан шухӑшлатӑр тесе, Павел Жухрая ирттерсе ячӗ те, хӑйне нимӗн те интереслентермен пек пулса, айккинелле пӑрӑнчӗ.

Унӑн пуҫне канӑҫ пами шухӑш шӑтарса тухас пек пӑралать:

«Переп те лектереймӗп, вара пуля Жухрая лекме пултарать…»

Петлюровец юнашарах иртсе пынӑ хушӑра шухӑшласа тӑма вӑхӑт пур-и вара?

Ӗҫ ҫапла пулчӗ: хӗрлӗ мӑйӑхлӑ конвоир Павел тӗлне ҫитрӗ; Корчагин кӗтмен ҫӗртен ун ҫине сиксе ӳкрӗ те», пӑшалне ярса тытса, ӑна хӑвӑрт ҫӗрелле пусрӗ.

Штык чул ҫине тӑрӑнса чакӑртатса илчӗ.

Нимӗн кӗтмен петлюровец пӗр вӑхӑта хӑраса ӳкрӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах пӑшалне хӑй енне пӗтӗм вӑйӗпе туртрӗ. Павел, пӑшал ҫине выртса, туртса илме памарӗ. Пӑшал кӗрлесе кайрӗ. Пуля чула пырса лекрӗ те шӑйлатса канава сирпӗнчӗ.

Пӑшал сассинчен хӑранӑ Жухрай, айккинелле сиксе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Конвоир Павел аллинчи пӑшала туртса илесшӗн урнӑ пек лӑскать: пӑшала ҫавӑрать, ҫамрӑк ачан аллине тӗрлӗ май пӑркалать. Анчах лешӗ пӑшала вӗҫертмест. Вара урса ҫитнӗ петлюровец Павела хытӑ чышса ярса ҫӗре ӳкерчӗ. Анчах капла пулнипе те пӑшала туртса илесси пулмарӗ. Ҫул ҫине ӳкнӗ май, Павел хӑйпе пӗрле конвоира та туртса ӳкерчӗ, халь ӗнтӗ пӑшала нимӗнле вӑйпа та вӗҫерттерес ҫук.

Жухрай, иккӗ сиксе, вӗсем патне ҫитсе тӑчӗ. Унӑн тимӗр пек ҫирӗп чӑмӑрӗ ҫӗкленсе илсе конвоирӑн пуҫӗ ҫине ӳкрӗ, тепӗр секундӑран Корчагин ҫумӗнчен хӑйпӑтса илнӗ петлюровец, икӗ йывӑр ҫупкӑ туянса, канава йывӑр михӗ пек йӑванса кайрӗ.

Ҫав ҫирӗп алӑсемех Павела ҫӗртен йӑтса тӑратрӗҫ.

Виктор урлӑ урамран пӗр ҫӗр утӑм уйӑрӑлса «Сердце красавицы склонно к измене» кӗвве шӑхӑркаласа пырать. Вӑл Лизӑпа тӗл пулса калаҫнипе тата ыран унпа кивӗ завод патӗнче курнӑҫас шухӑшпа савӑнса пырать.

Хӗрарӑм хыҫҫӑн чупма юратакан гимназистсем хушшинче Лиза Сухарько ҫинчен юрату тӗлӗшпе хӑюллӑ хӗр текен сӑмах ҫӳренӗ.

Чӑрсӑр та хӑйне хӑй шанса ҫӳрекен Семён Заливанов Виктора пӗрре Лизӑна хам май ҫавӑртӑм тесе те пӗлтернӗ. Виктор Лещинский, Сёмка сӑмахне пит ӗненсех кайман пулин те, ҫапах Лиза ӑна интереслентерекен, ӑна илӗртекен хӗр пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ыран Заливанов сӑмахӗсем тӗрӗссипе тӗрӗс маррине пӗлме шухӑш тытрӗ.

«Лиза каланӑ вырӑна пырас пулсан, манӑн хӑюллӑрах пулмалла. Вӑл хӑйне чуптума чармасть вӗт. Сёмка суймасть пулсан…» Унӑн шухӑшӗ татӑлчӗ. Вӑл, икӗ петлюровеца ҫул парса, пӑрӑнса юлчӗ. Вӗсенчен пӗри кӗскӗ хӳреллӗ лаша ҫине утланнӑ, брезент витрине ҫапкалантарса пырать — ахӑртне лаша шӑварма анать пулас.

Тепри кӗске поддёвкӑпа кӑвак шалпар йӗм тӑхӑннӑ, вӑл, юланутлине чӗркуҫҫийӗнчен тытса, тем ҫинчен савӑнӑҫлӑн каласа пырать.

Виктор, вӗсене ирттерсе ярсан, малалла утма пуҫларӗ, анчах ҫул ҫинче пӑшал кӗрлесе кайни ӑна тӑпах тӑратрӗ. Виктор хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ, юланутлӑ петлюровец пӑшал сасси еннелле сиккипе вӗҫтерчӗ. Ун хыҫҫӑн тепри те хӗҫне тытса чупрӗ.

Лещинский те вӗсен хыҫӗнчен чупрӗ, вӑл шоссе ҫине тухса пыратчӗ, пӑшал тепӗр хут янӑраса кайрӗ. Юланутлӑ петлюровец, кӗтесрен сиксе тухса, тӳрех Виктор патнелле урнӑ пек сиктерет. Вӑл лашине урисемпе тапать, брезент витрипе ҫапать, унтан ҫывӑхри хапхаран сиктерсе кӗчӗ те ахӑрса ячӗ:

— Атьсемӗр, пӑшалӑрсене тытӑр, унта пирӗнне вӗлерсе пӑрахнӑ. — Пӗр самантрах картишӗнчен, пӑшал затворӗсене шалтӑртаттарса, темиҫе ҫын чупса тухрӗҫ.

Виктора ярса тытрӗҫ.

Ҫул ҫине ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем хушшинче Викторпа Лиза. Лизӑна свидетель пулма тытса чарнӑ-мӗн.

Жухрайпа Корчагин ун умӗнчен чупса иртсе кайнӑ чух вӑл, хӑранипе, хытса кайса тӑрса юлнӑ. Вӑл петлюровеца тапӑнакан ача Тоня ӑна хӑйпе паллаштарма тӑнӑ ҫамрӑк ача иккенне палласа илнӗ.

Жухрайпа Павел пӗрин хыҫҫӑн тепри такам хӳми урлӑ сике-сике каҫрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах юланутлӑ петлюровец та ҫул ҫине тухрӗ. Жухрай пӑшал йӑтса иртсе чупса кайнине, конвоир ҫӗр ҫинчен тӑма хӑтланса выртнине курсан, вӑл лашине хӳме патнелле чуптарчӗ.

Жухрай ҫавӑрӑнчӗ те пӑшалӗпе тӗллесе печӗ. Юланутлӑ петлюровец каялла ҫавӑрӑнса тарчӗ.

Ватса пӑрахнӑ тутисене аран хускаткаласа, конвоир мӗн пулни ҫинчен каласа пачӗ.

— Епле апла сӑмсу айӗнчен арестанта тартрӑн, тӑмана? Халӗ ӗнте кӗтсех тӑр — купарчуна ҫирӗм пилӗк шомпол тиветех, — терӗ пӗри.

— Эсӗ пит ӑслӑ курӑнать. Сӑмсу айӗнчен тарнӑ тетӗн! Кам пӗлнӗ леш шуйттанӗ ман ҫине кушак пек сиксе ларасса, — тавӑрчӗ конвоир ҫиллипе.

Лизӑна та тӗпчеме тытӑнчӗҫ. Вӑл конвоир пекех каласа пачӗ, анчах кам тапӑнни ҫинчен шарламарӗ. Ҫапах вӗсене комендатурӑна илсе кайрӗҫ.

Каҫпа тин, комендант хушнипе, вӗсене кӑларса ячӗҫ. Комендант Лизӑна хӑех ӑсатса ярам терӗ. Анчах Лиза килӗшмерӗ, унтан эрех шӑрши кӗрет, вӑл ӑсатма пырсан, унран ырри пулас ҫукки курӑнсах тӑрать.

Лизӑна Виктор ӑсатма кайрӗ.

Станци аякра. Лизӑна хул айӗнчен тытса пыракан Виктор ӗҫсем ӑнсӑртран ҫапла тухса килнӗшӗн савӑнсах кайнӑ.

— Эсир пӗлетӗр-и, арестленӗ ҫынна кам хӑтӑлма пулӑшнине? — тесе ыйтрӗ Лиза киле ҫитсе пынӑ хушӑра.

— Ҫук, ӑҫтан пӗлем эпӗ?

— Эсир астӑватӑр-и, пӗр каҫхине пире Тоня пӗр ҫамрӑк ҫынпа паллаштарасшӑн пулчӗ? Виктор тӑп чарӑнчӗ.

— Павел Корчагинпа-и? — тесе ыйтрӗ вӑл тӗлӗнсе. Ҫапла, унӑн хушамачӗ Корчагин пулас. Астӑватӑр-и, вӑл темӗнле тӗлӗнмелле тухса кайнине? Чӑннипех те ҫавӑ пулчӗ.

Виктор тӗлӗнсе кайса тӑчӗ.

— Эсир йӑнӑшмастӑр-и? — ыйтрӗ вӑл Лизӑран.

— Ҫук, эпӗ унӑн сӑнне питӗ лайӑх асӑрхарӑм.

— Мӗншӗн-ха эсир ун ҫинчен коменданта каласа памарӑр?

Лиза ҫиленсе кайрӗ:

— Эсир мана ҫавӑн пек ирсӗр ӗҫ тума пултаракан ҫын вырӑнне хуратӑр-им?

— Мӗне эсир ирсӗр ӗҫ тесе шутлатӑр? Конвоир ҫине кам тапӑнни ҫинчен каласа пани сирӗншӗн ирсӗр пулать-им?

— Сирӗншӗн ырӑ-и? Эсир вӗсем мӗн тунине мантӑр-им? Эсир пӗлместӗр-им гимназире мӗн чухлӗ тӑлӑха юлнӑ еврей ачисем, эсир тата эпӗ Корчагин ҫинчен каласа парасса кӗтетӗр. Тавтапуҫ, эпӗ кӑна кӗтменччӗ.

Лещинский Лиза кун пек тавӑрасса кӗтмен. Унӑн Лизӑпа тавлашас шухӑш пӗртте ҫук, ҫавӑнпа вӑл сӑмаха урӑх япала ҫине куҫарма тӑрӑшрӗ.

— Эсир ан ҫиленӗр-ха, Лиза, эпӗ шӳт туса ҫеҫ каларӑм. Эпӗ эсир ҫӑкӑн пек принциплӑ ҫын иккенне пӗлмен.

— Сирӗн шӳтле сӑмахӑр лайӑх пулаймарӗ, — типпӗн каларӗ Лиза.

Сухарькӑсен ҫурчӗ тӗлӗнче Виктор, Лизӑпа сывпуллашса уйӑрӑлнӑ хушӑра, ыйтрӗ:

— Эсир пырӑр-ши, Лиза?

— Пӗлместӗп, — терӗ лешӗ уҫӑмлӑн мар.

«Ну, мадемуазель, эсир ун ҫинчен ырӑ мар тесе шутлатӑр пулсан, эпӗ пӗтӗмпех урӑхла шухӑшлатӑп. Паллах, кам кама хӑтарни маншӑн пулсан, пурӗпӗр», — шухӑшласа пычӗ Виктор, хуланалла утнӑ май.

Викторшӑн пулсан, — авалтан пыракан Лещинский поляк улпутсен несӗлӗшӗн — лешсем те, кусем те пурӗ-пӗр йӗрӗнчӗклӗн туйӑнаҫҫӗ. Пурӗпӗрех поляксен легионӗсем килмелле вӗт, вот ун чухне вара чӑн-чӑн власть, поляк улпучӗсен влаҫӗ пулать. Анчах ҫапах та ҫав усал Корчагина пӗтерме май пур. Вӗсем унӑн мӑйне самантрах пӑрса лартма пултараҫҫӗ.

Виктор хулара пӗччен юлнӑ. Вӑл хӑйӗн аппӑшӗ патӗнче, сахӑр завочӗн вице-директорӗн арӑмӗ патӗнче пурӑнать. Ашшӗпе амӑшӗ тата Нелли тахҫанах Варшавӑна куҫнӑ, Сигизмунд Лещинский унта паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать.

Комендатура патне пырса, Виктор уҫӑ алӑкран кӗчӗ. Чылай вӑхӑт иртсен, вӑл тӑватӑ петлюровецпа пӗрле, Корчагинсен ҫурчӗ патне утрӗ.

Ҫутӑ кантӑк ҫине кӑтартса, вӑл хуллен:
— Ак ҫакӑнта пурӑнать, — терӗ.
Унтан хӑйпе юнашар тӑракан петлюровец енне ҫаврӑнса: — Манӑн кайма юрать-и? — тесе ыйтрӗ.

— Тархасшӑн, эпир хамӑрах майлаштарӑпӑр. Тавтапуҫ пулӑшнӑшӑн.

Виктор тротуар тӑрӑх хӑвӑрт утса кайрӗ.

Павела юлашки хут ҫурӑмӗнчен ҫапрӗҫ те вӑл, аллисене тӑсса, хӑйне илсе кӗнӗ тӗттӗм пӳлӗмӗн стени ҫумне пырса ҫапӑнчӗ. Кунта вӑл, хӗнесе, ҫӗмӗрсе пӗтернескер, аллисемпе хыпаласа сак пекки тупса ларчӗ.

Ӑна кӗтмен ҫӗртенех тытса хупрӗҫ. Мӗнле пӗлме пултарнӑ ун ҫинчен петлюровецсем? Ӑна никам та курмарӗ-ҫке. Мӗн пулӗ ӗнтӗ? Ӑҫта-ши Жухрай?

Матроспа вӑл Климкӑсен килӗнче уйрӑлнӑ. Павел Серёжа патне кайрӗ. Жухрай, хуларан тухса кайма тесе, каҫа кӗтсе юлчӗ. «Юрать-ха револьвера курак йӑвине пытарса хутӑм. Револьвера тупнӑ пулсан, пуҫ пӗтетчӗ манӑн. Анчах мӗнле пӗлнӗ-ха вӗсем?» — шухӑшлать Павел. Петлюровцсем ӑҫтан пӗлме пултарнине тавҫӑрса илейменни ӑна тем тӗрлӗ шухӑшлаттарать.

Петлюровецсем Корчагинсенне япаласем нумаях тупаймарӗҫ. Пиччӗшӗ хӑйӗн костюмӗпе хуткупӑсне яла илсе кайнӑ. Амӑшӗ те хӑйӗн арчине хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ. Ҫавӑнпа кӗтесрен кӗтесе ухтарса ҫӳрекен петлюровецсене нумаях лекмерӗ.

Анчах Павел килӗнчен пуҫласа комендатура патне ҫитичченхи ҫула нихӑҫан та манас ҫук. Ҫӗр тӗттӗм пулнӑ, куҫран чиксен курӑнман. Тӳпене хура пӗлӗтсем карса илнӗ. Хыҫалтан та айккинчен те пӗр шеллемесӗр чышса пынипе, вӑл нимӗн пӗлмесӗр, антӑраса кайнӑ пек пулса, урам тӑрӑх утнӑ.

Алӑк хыҫӗнче сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Юнашар пӳлӗмре комендант хуралӗ тӑрать. Алӑк айӗнчен йӑлтӑр ҫутӑ курӑнать. Корчагин тӑчӗ те, аллисемпе стенана хыпаласа, пӳлӗм тавра утса ҫаврӑнчӗ… Сак тӗлӗнче шӑллӑ-шӑллӑ тимӗрпе тыттарнӑ кантӑк шыраса тупрӗ. Аллипе турткаласа пӑхрӗ — ҫирӗп каркаласа лартнӑ. Кунта ӗлӗк кладовой пулнӑ курӑнать.

Алӑк умне пырса, пӗр минут итлесе тӑчӗ. Унтан хӑлӑпне кӑшт туртрӗ. Алӑкӗ усаллӑн чӑрӑлтатса илчӗ.

— Ҫӗрмен, сволочь, — вӑрҫса илчӗ Павел.

Алӑк хушӑкӗнчен вӑл сак хӗрринче такамӑн тармакланнӑ пӳрнеллӗ, мӑкӑль-шакӑллӗ урисене курчӗ. Тата тепре кӑшт туртсанах алӑк пӗтӗмпех уҫӑлса кайрӗ. Сак ҫинчен ыйӑхпала супнӑ тӑрмаланчӑк кӗлетке тӑчӗ те, хӑйӗн пыйтлӑ пуҫне пилӗк пӳрнипех тискер кайӑк пек хыҫса, нумай пакӑлтатса калаҫа пуҫларӗ. Кахаллӑн, пӗр сасӑллӑн ҫине-ҫине купаласа пынӑ ирсӗр сӑмахсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫын мӗлки пуҫ вӗҫӗнче тӑракан пӑшала тытрӗ те хӑрӑлтатса илчӗ:

— Хуп алӑка, тата уҫса пӑхас пулсан… пилӗкӗшпех паратӑп…

Павел алӑка хупрӗ. Юнашар пӳлӗмре ахӑлтатса кулаҫҫӗ.

Ҫав каҫ нумай шухӑшларӗ вӑл. Кӗрешӗве пуҫласа хутшӑнма тытӑнни Корчагиншӑн ырӑ мар пӗтрӗ.

Пирвайхи утӑмрах ӑна, шӑшие ещӗке хупса лартнӑ пек, хупса лартрӗҫ.

Вӑл ларнӑ ҫӗртех тӗлӗрсе кайрӗ, ун умне амӑшӗн пӗркеленчӗклӗ хыткан сӑнӗ тата ачашшӑн пӑхакан тӑван куҫӗсем тухса тӑчӗҫ. «Юрать вӑл килте пулмарӗ, хуйхӑ сахалтарах пулчӗ», — шухӑшласа илчӗ Павел ыйӑх тӗлӗшпе.

Кантӑкран урайне тӑваткӑл кӑвак ҫутӑ ӳкет. Тӗттӗм ҫӗр хуллен иртет. Шурӑмпуҫ ҫуталса килет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех