Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫиччӗмӗш сыпӑк

Пай: Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Максим Данилов-Чалдун

Ҫӑлкуҫ: Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫул: 1948; Хушнӑ: 2020.06.05 19:44

Пуплевӗш: 725; Сӑмах: 6202

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӗчӗкҫӗ хула пӗр эрне хушши ӗнтӗ тупӑсем ухлатнине, пӑшалсем шатӑртатнине итлесе ҫывӑрма выртать, вӗсен сассисемпех ыйхӑран вӑранать. Хула тавра окопсем чавса ҫавӑрӑннӑ, йӗплӗ пралуксемпе эрешмен карти евӗрех карса ҫавӑрнӑ ӑна. Ҫӗрле пулса ҫитсен тин шӑпланать хула. Сайра-хутран ку шӑплӑха, хӑранипе темиҫе пӗр харӑс пере-пере янӑ пӑшал сассисем татса хураҫҫӗ: секретсем пӗр-пӗрне хыпашлаҫҫӗ. Шурӑмпуҫпе вара вокзалра, батарейӑсем патӗнче, ҫынсем йӑшӑлтатма тытӑнаҫҫӗ. Тупӑн хура ҫӑварӗ ҫилӗллӗн те хӑрушшӑн кахлатма тытӑнать. Ҫынсем ӑна татах та тӑхлан порци парса тӑрантарма васкаҫҫӗ. Бомбардир шнуртан туртать, ҫӗр чӗтресе каять. Хуларан виҫӗ ҫухрӑмра, хӗрлисем тытса илнӗ ял ҫийӗнче снарядсем ахӑрса, шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ҫӗре ӳксе, мӗн пур сас-чӗвве хупласа хураҫҫӗ, ҫӳлелле тӑпра вӗҫтереҫҫӗ.

Поляксен авалхи монастырӗн картишне хӗрлисен батарейӗ вырнаҫнӑ. Монастырь ял варринчи ҫӳллӗ сӑрт ҫинче ларать.

Батарейӑн военкомӗ Замостин ура ҫине сиксе тӑчӗ. Вӑл пуҫне тупӑ хыҫӗ ҫине хурса ҫывӑратчӗ. Халь вӑл йывӑр маузер ҫакнӑ пиҫиххине хытаркаласа, снаряд вӗҫнине итлет, кӗҫ-вӗҫех ҫурӑлса каясса кӗтет. Картиш унӑн уҫӑ сассипе янӑраса кайрӗ.

— Юлташсем, ыран ҫывӑрса тӑранӑпӑр. Тӑ-рӑ-р-ӑр?

Батареецсем унтах, тупӑсем патӗнчех, ҫывӑраҫҫӗ.

Вӗсем, военком пекех, хӑвӑрт сиксе тӑчӗҫ. Пӗр Сидорчук анчах васкамасть, вӑл ыйӑхлӑ пуҫне вӑраххӑн ҫӗклет.

— Ҫӗлен-калтасем ҫав. Ҫутӑлса ҫитмен — вӗсем йытӑлла вӗре те пуҫларӗҫ. Пулать те иккен халӑх!

Замостин ахӑлтатсах кулса ячӗ.

— Тӑна кӗрсе ҫитеймен элементсем, Сидорчук. Санӑн ҫывӑрас килнине шута та илмеҫҫӗ.

Батареец кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса ҫӗкленчӗ.

Темиҫе минутран монастырь картишӗнче тупӑсем кӗрӗслетме тытӑнчӗҫ, хулара снарядсем ҫурӑлма пуҫларӗҫ. Сахӑр завочӗн ҫӳллӗ труби ҫине, хӑмасем сарса, Петлюра офицерӗпе телефонист хӑпарса ларнӑ.

Вӗсем унта труба ӑшӗнчи тимӗр картлашкасем тӑрӑх хӑпарнӑ.

Хула ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать. Паян большевиксем хушшинче ӗҫ хӗрӳллӗ пырать: «цейсе» бинокль витӗр вӗсен чаҫӗсем куҫкалани курӑнать. Чугун ҫул тӑрӑх Подольск станцинелле пӗр бронепоезд ерипен шӑвать, вӑл татти-сыпписӗр тупӑсенчен персе пырать. Ун хыҫӗнче пехота ушкӑнӗсем курӑнаҫҫӗ. Хӗрлисем, хулана туртса илес тесе, темиҫе хутчен те атакӑна кайрӗҫ ӗнтӗ, анчах сичевиксем хула ҫывӑхӗнче ҫирӗпленсех ларнӑ, окопсем чавнӑ. Окопсем тӑвӑллӑ вутпа вӗреме тытӑнаҫҫӗ. Йӗтӗм тавраш асар та писер сасӑсемпе, тупӑсен тискер сассисемпе тулать. Кӗрӗслетнӗ сасӑ пӗр вӗҫӗмсӗр улама пуҫлать. Атакӑсем пынӑ вӑхӑтсенче вӑл калама ҫук вӑйланса хӗрсе каять. Тӑхлан ҫумӑрӗ айне пулнӑ большевиксен цепӗсем ҫын тӳсес ҫук йывӑрлӑхсене чӑтайман пирки чакаҫҫӗ, хускалман утсене хире тӑратса хӑвараҫҫӗ.

Паян хула ҫине снарядсем пикенерех, тата час та часах ӳке-ӳке ҫурӑлаҫҫӗ. Тупӑсем вӗҫӗмсӗр кӗрленине пула, сывлӑш пӗр канӑҫсӑр чӳхенет. Ҫӳллӗ завод труби ҫинчен — большевиксен цепӗсем, такӑна-такӑна, анчах ниепле вӑйпа та тытса чарайми малалла пыни курӑнать. Вӗсем вокзала тытса илнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Сичевиксем: ҫапӑҫӑва хӑйсен мӗнпур пек резервисене кӗртсе ячӗҫ пулин те, вокзал патӗнче пулнӑ прорыва питӗрме пултараймарӗҫ.

Пӗтӗм вӑй-хӑватпа ҫапӑҫакан большевиксен цепӗсем: вокзал урамӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре кӗреҫҫӗ. Хӑйсем юлашки позицийӗнчен — хула тулашӗнчи садсемпе пахчасенчен — кӗске вӑхӑтрах вӑйлӑн та хӑрушшӑн пырса ҫапнипе сирпӗнтерсе кӑларса янӑ сичевой стрелоксен виҫҫӗмӗш: полкӗнчи петлюровецсем, вокзала хӑйсен аллинчех тытса тӑма хӑтланаканскерсем, арпашса кайса, сапаланчӑк ушкӑнсемпе хуланалла ыткӑнчӗҫ. Красноармеецсен цепӗсем, ҫула пӳлсе тӑракан постсене нимӗн сывлӑш ҫавӑрса илме, чарӑнса тӑма памасӑр штыксемпе сирсе пырса, урамсене каплана-каплана тулма пуҫларӗҫ.

Хӑйӗн ҫемьипе тата ҫывӑх кӳршисемпе тӗпсакайне кӗрсе ларнӑ Серёжа Брузжака ниепле вӑй та тытса чарма пултараймарӗ. Унӑн ҫӳле тухас килет. Амӑшӗ каланине пӑхмасӑрах, вӑл сулхӑн нӳхрепрен тухрӗ-тухрех. Ҫурт умӗпе, чанкӑртатса, пур еннелле те пере-пере, «Сагайдачнӑй» бронеавтомобиль иртсе кайрӗ. Ун хыҫӗнчен хӑранипе пуҫӗсене ҫухатнӑ петлюровецсен цепӗсем сапаланса чупаҫҫӗ. Серёжӑсен картишне пӗр сичевик чупса кӗчӗ. Вӑл хыпаланса, хӑй ҫинчен патронташне, шлемне тата винтовкине илсе пӑрахрӗ те, карта урлӑ сиксе каҫса, пахчана кӗрсе ҫухалчӗ. Серёжа урамалла пӑхрӗ. Ҫул тӑрӑх, кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енчи вокзал патнелле, петлюровецсем чупаҫҫӗ. Вӗсем каялла чакаҫҫӗ, вӗсене броневик хӳтӗлесе пырать. Хуланалла кӗрекен шоссе пушах тӑсӑлса выртать. Акӑ ҫул ҫине пӗр красноармеец сиксе тухрӗ. Вӑл ҫӗре выртрӗ те шоссе тӑрӑх печӗ. Ун хыҫҫӑн тепри, унтан виҫҫӗмӗшӗ… Серёжа лайӑхах курать: вӗсем пӗшкӗне-пӗшкӗне чупаҫҫӗ, чупнӑ хушӑрах персе пыраҫҫӗ. Нимӗн пытанмасӑр, аялти кӗпе вӗҫҫӗн, пилӗкне пулемёт ленти ҫавӑрса ҫыхнӑ китаец чупать. Вӑл хӗвелпе пиҫнӗ, унӑн куҫӗсем хӗрелсе кайнӑ, икӗ аллинче те гранатӑсем. Пуринчен малта, ручной пулемётне малалла тӑсса, ҫапҫамрӑк красноармеец пырать. Кусем — хулана ыткӑнса кӗнӗ хӗрлисен малти ушкӑнӗсем. Серёжӑна савӑнӑҫ ҫавӑрса илчӗ. Вӑл шоссе ҫине чупса тухрӗ те пӗтӗм вӑйӗпе кӑшкӑрса ячӗ:

— Сывӑ пулччӑр юлташсем!

Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнипе, китаец ӑна кӑшт ҫеҫ ураран ӳкермерӗ. Вӑл Серёжа ҫине ҫилӗллӗ сиксе ӳкесшӗнччӗ, анчах ҫамрӑк ачан савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗ ӑна тӑпах чарчӗ.

— Ӑҫта тарчӗ Петлюра? — кӑшкӑрса ячӗ китаец, пӑвӑнса ҫитнӗ сывлӑшне аран-аран ҫавӑрса илсе.

Анчах Серёжа вӗсен сӑмахӗсене хӑлхана та чикмерӗ. Вӑл васкаса картишне чупса кӗчӗ те, сичевик пӑрахса хӑварнӑ патронтапша винтовкӑна ярса илсе, красноармеецсем хыҫҫӑн чупрӗ. Серёжӑна хулан кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енчи вокзалне пырса кӗрсен тин асӑрхарӗҫ. Хӗрлисем, сичевиксен снарядсемпе амуници тиенӗ темиҫе эшелонне тытса илсе, тӑшмана вӑрмана ҫитиех хӑваласа янӑ хыҫҫӑн канма тата хӑйсен ӗречӗсене тепӗр хут йӗркелеме чарӑнчӗҫ. Ҫамрӑк пулемётчик Серёжа патне пычӗ те:
— Эсӗ, юлташ, ӑҫтисем? — тесе ыйтрӗ.

— Эпӗ кунтисем, хуларан. Эпӗ эсир килессе ҫеҫ кӗтсе пурӑнтӑм.

Серёжӑна красноармеецсем сырӑнса илчӗҫ.

— Эпӗ пӗлетӗп ӑна, — тесе йӑл кулса илчӗ китаец. — Вӑл: «Сывӑ пулччӑр юлташсем!» тесе кӑшкӑрчӗ. Вӑл большевик — пирӗн ҫамрӑкскер, лайӑхскер, — терӗ вӑл, Серёжӑна ҫурӑмӗнчен лӑпкаса.

Серёжӑн чӗри савӑнӑҫлӑ тапать. Ара ӑна тӳрех хӑйсен ҫынни тесе йышӑнчӗҫ-ҫке. Вӑл вӗсемпе пӗрле вокзала штыкпа ҫапӑҫса илнӗ.

Хулана чун пырса кӗчӗ. Хур курса тертленнӗ хула ҫыннисем тӗпсакайсенчен, нӳхрепсенчен тухса, хулана кӗрекен Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсене курма хапхисем патнелле чупаҫҫӗ. Антонина Васильевнӑпа Валя красноармеецсемпе пӗр ӗретре утса пыракан Серёжӑна курах кайрӗҫ. Серёжа ҫарапуҫӑн, пилӗкне патронташ ҫыхнӑ, ҫурӑм хыҫне винтовка ҫакса янӑ.

Антонина Васильевна тарӑхнипе аллине шарт ҫапса илчӗ.

Акӑ ӗнтӗ унӑн ывӑлӗ, Серёжа, ҫапӑҫӑва хутшӑнса кайрӗ. Ку ахаль иртсе кайма пултараймасть. Шухӑшласа пӑхма хӑрушӑ: пӗтӗм хула умӗнче винтовкӑна ҫӳрет. Кайран мӗн пулма пултарӗ-ши?

Ҫак шухӑшсемпе хыпӑнса Антонина Васильевна, хӑйне хӑй чараймасӑр, кӑшкӑрса ячӗ:

— Серёжа, халех киле таврӑн! Эпӗ сана парӑп, мур илесшӗ! Ҫапӑҫтарӑп эпӗ сана! — Вӑл, ывӑлне чарас тесе, ун еннелле утрӗ.

Анчах Сережа, унӑн Серёжи, халиччен хӑлхинчен пӗрре ҫеҫ мар лӑсканӑскер, амӑшӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те, вӑтаннипе, кӳреннипе хӗрелсе кайса:
— Ан кӑшкӑр! Кунтан ниҫта та каймастӑп! — тесе пат татса хучӗ, чарӑнса тӑмасӑрах, малалла утрӗ.

Антонина Васильевна хӗрсе кайрӗ:

— Ах, епле калаҫатӑн эсӗ аннӳпе! Апла пулсан, киле те пырса ан кӗр.

— Пымастӑп та! — тесе кӑшкӑрчӗ Серёжа, ҫавӑрӑнса пӑхмасӑрах.

Антонина Васильевна, нимӗн тума аптӑраса, ҫул ҫинче ҫаплипех тӑрса юлчӗ. Ун умӗнчен хӗвелпе пиҫнӗ, тусанланнӑ красноармеецсен ӗречӗсем ирте-ирте пыраҫҫӗ.

— Ан йӗр, инке! Ывӑлпа комиссара суйлӑпӑр, — илтӗнчӗ унӑн хӑлхине такамӑн ҫирӗп те кулӑшла сасси.

Взвод тӑрӑх кулӑ кӑлтӑртатса кайрӗ. Рота пуҫӗнче вӑйлӑ сасӑсем харӑссӑн юрӑ юрласа ячӗҫ:

Юлташсем, утар хӑюллӑн,
Ҫирӗп чун ҫапӑҫса пирӗн хӗрӗ,
Ирӗклӗх уҫӑлӗ пирӗн
Кӑкӑрпа ҫула уҫса…

Хӑватлӑн ярса илчӗҫ юрра сасӑсем, вӗсем хушшинчех Серёжӑн ҫинҫе сасси те. Вӑл ҫӗнӗ ҫемье туйрӗ. Ҫак ҫемьери штыксенчен пӗри унӑн, Сережӑн.

Лещинскийсен хапхи ҫинче — шурӑ картон. Картон ҫине кӗскен: «Ревком» тесе ҫырнӑ.

Ҫумӗнчех ҫунса тӑракан плакат. Красноармеецӑн пӳрни тата куҫӗсем шӑпах вулаканӑн кӑкӑрне тӗлленӗ. Плакат ҫине:
«Эсӗ Хӗрлӗ Ҫара кӗтӗн-и?» — тесе ҫырнӑ.

Ку плакатсене дивизи политотделӗнче ӗҫлекенсем ҫӗрле ҫыпӑҫтарса тухнӑ. Кунтах Ревкомӑн Шепетовка хулинче пурӑнакан ӗҫхалӑхне пирвайхи хут чӗнсе калани:

Юлташсем! Пролетари ҫарӗ хулана тытса илчӗ. Хулара ҫӗнӗрен совет влаҫӗ пулса тӑчӗ. Халӑха лӑпланма чӗнетпӗр. Юнлӑ погромщиксене ҫапса сирпӗтнӗ, анчах вӗсене текех нихӑҫан та кунта ярас мар тесен, вӗсене пӗтӗмпех пӗтерес тесен, Хӗрлӗ Ҫар ӗретне кӗрӗр. Ӗҫхалӑхӗн влаҫне мӗнпур вӑйпа пулӑшса тӑрӑр. Хулари ҫар влаҫӗ гарнизон начальникӗ аллинче. Граждан влаҫӗ — революциллӗ комитет аллинче.

Ревком председателӗ Долинник.

Лещинскисен ҫуртӗнче ҫӗне ҫынсем курӑна пуҫларӗҫ.

«Юлташ» тенӗшӗн ӗнер ҫеҫ ҫынсем пуҫӗсене ҫухатнӑ пулсан, паян акӑ ку сӑмах кашни утӑмрах янӑраса тӑрать. Калама ҫук кӑмӑла ҫӗклекен сӑмах «юлташ», тени.

Долинник ыйхине те, канӑҫне те маннӑ.

Столяр революциллӗ влаҫа йӗркелет.

Дачӑри пӳлӗмӗн пӗчӗк алӑкӗ ҫинче — хут татӑкӗ. Ун ҫине кӑранташпа: «Парти комитечӗ» тесе ҫырнӑ. Кунта Игнатьева юлташ, лӑпкӑ та хӑйне хӑй тытма пӗлекен ҫын ӗҫлет. Ӑна тата Долиннике дивизи политотделӗ совет влаҫӗн органӗсене йӗркелеме хушнӑ.

Пӗр кун кӑна иртрӗ, анчах ҫуртри сӗтелсем хушшинче ӗҫлекенсем лараҫҫӗ ӗнтӗ, машинка шакӑлтатать, продовольстви комиссариачӗ туса ҫитернӗ. Пыжицкий комиссар — вӑшӑл-вӑшӑл ҫӳрекен канӑҫсӑр ҫын. Пыжицкий халиччен сахӑр заводӗнче механик помощникӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл, пӗтӗм хастарлӑхне пухса, ҫине тӑрса, совет влаҫӗн пирвайхи кунӗсенчех завод администрацинчи пысӑк ҫынсене, большевиксем ҫине шӑлӗсене хӑйраса вӑрттӑн пытанса юлнисене, ҫӗмӗрме тытӑннӑ..

Фабрикӑри пухура вӑл, трибуна карлӑкне чышкипе ҫапа-ҫапа, хӑйӗн тавра пухӑннӑ рабочисене поляк чӗлхипе хыттӑн, нихӑҫан парӑнми сӑмахсем каланӑ.

— Паллах, ӗлӗкхи пулаймӗ. Пирӗн аттесем, эпир хамӑр та хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗнче Потоцкисем валли йӑлтах ӗҫленӗ. Эпир вӗсене дворецсем туса параттӑмӑрччӗ, пире уншӑн ясновельможнӑй граф шӑп та шай ӗҫленӗ ҫӗрте выҫӑ вилесрен тытӑнса тӑмалӑх ҫеҫ парса тӑратчӗ, — тенӗ вӑл.

Миҫе ҫул хушши ӗнтӗ Потоцкий графсемпе Сангушко княҫсем пирӗн ӗнсесем ҫинче катаччи чупаҫҫӗ? Е пирӗн хушӑмӑрта, поляк рабочисем хушшинче, вырӑссемпе украинецсем хушшинче те, Потоцкий пусмӑрне тӳссе пурӑнакансем: сахал пулнӑ-и? Вот ҫав рабочисем хушшинче халӗ графсен йыттисем сарнӑ сӑмах ҫӳрет, — ку сӑмах тӑрӑх совет влаҫӗ рабочисене тимӗр алӑпа пӑчӑртама пуҫласшӑн-мӗн.

Ирсӗр суя сӑмах вӑл, юлташсем. Тӗрлӗ нациллӗ рабочисем хальхи пек ирӗклӗхе нихӑҫан та курман.

Пролетарисем пурте пӗр тӑван, анчах пансене эпир, шансах тӑрӑр, лайӑхах хӗстерӗпӗр. — Пыжицкин алли ҫӳлелле ҫӗкленсе ҫавӑрӑнса илет те каллех трибуна карлӑкӗ ҫине ӳкет. — Камсем пире тӗрлӗ халӑх туса пайланӑ, кам пире хамӑр тӑвансен юнне юхтарма хушать? Корольсемпе дворянсем авалтанпах поляк хресченӗсене туркӑсем ҫине хӑвала-хӑвала кайнӑ, яланах вӑл халӑх теприн ҫине тапӑннӑ, ӑна ҫӗмӗрнӗ, — мӗн чухлӗ халӑха пӗтернӗ, мӗнле-мӗнле кӑна инкек-синкек пулман! Кама кирлӗ пулнӑ-ха вӗсем, пире-и? Ҫакӑ япала часах пӗтсе ларӗ. Вӑл ҫӗлен-калтасен шалчи тулать. Большевиксем пӗтӗм тӗнче буржуйӗсемшӗн хӑрушӑ самах пачӗҫ: «Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем, пӗрлешӗр!» Акӑ мӗнте пирӗн ҫӑлӑнӑҫ, пирӗн телейлӗ пурӑнӑҫӑн шанчӑкӗ, рабочи рабочипе тӑванлӑ пуласси. Кӗрӗр, юлташсем, коммунистсен партине!

Поляксен республики те пулӗ, совет республики пулӗ, вӑл Потоцкисемсӗр, — вӗсене эпир тымарӗ-мӗнӗпех кӑклӑпӑр, совет Польшинче хамӑр хуҫа пулса тӑрӑпӑр. Кам пӗлмест сиртен Пташинский Бронике? Ӑна пирӗн заводӑн ревкомне лартнӑ. «Камӑн нимӗн те пулман, халӗ унӑн пурте пулӗ». Пирӗншӗн те уяв пулӗ, юлташсем, ҫав пытанса пурӑнакан ҫӗленсене ҫеҫ ан итлӗр! Хамӑр, рабочисем, пӗрне-пӗри шанса пурӑнни пулӑшсан, эпир пӗтӗм тӗнчипе халӑхсен тӑванла пурӑнӑҫне туса хурӑпӑр!

Вацлав ҫак сӑмахсене пӗтӗм чӗререн, рабочи чӗрине уҫса парса каларӗ.

Трибуна ҫинчен ансан, ҫамрӑксем ӑна кӑмӑллӑн кӑшкӑрса ӑсатса ячӗҫ.

Ватӑраххисем тухса калама шикленеҫҫӗ. Кам пӗлет? Тен ыранах большевиксем чакӗҫ те, яра хӑвӑн кашни сӑмаххушӑнах тӳсес пулать. Ҫакса вӗлермесен те, заводран кӑларса ярасси пулатех ӗнтӗ.

Ҫутӗҫ комиссарӗ — хыткан та яштака учитель Чернопысский. Вӑл халлӗхе кунти учительсем хушшинче большевиксемшӗн тӑракан пӗртен-пӗр учитель. Ревкома хирӗҫ ларакан ҫуртра уйрӑм ӗҫсене тума пухнӑ рота вырнаҫнӑ. Ку ротӑри красноармеецсем ревкомра дежурство илсе пыраҫҫӗ. Каҫсерен садра, шӑп алӑк умӗнче, «максим» пулемёт хӑйӗн приемникне шӑвӑнса кӗрекен лентипе тӑрать. Ҫумӗнчех иккӗн — винтовкӑсемпе.

Ревкомалла Игнатьева юлташ утать. Вӑл ҫамрӑк красноармееца асӑрхарӗ те:
— Миҫе ҫулта эсир, юлташ? — тесе ыйтрӗ.

— Вунҫичче кайнӑ.

— Кунтисем-и эсир? Красноармеец йӑл кулса илчӗ.

— Кунтисем, эпӗ виҫӗмкун ҫеҫ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ҫара хутшӑнтӑм.

Игнатьева ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

— Сирӗн аҫӑр кам?

— Машинист помощникӗ.

Калинккерен Долинник темӗнле ҫарҫыннипе кӗчӗ.

— Акӑ эпӗ комсомол райкомӗнче ӗҫлеме ҫын та тупрӑм, вӑл — кунтисем, — терӗ Игнатьева Долиннике.

Долинник Сергей ҫине хӑвӑрт пӑхса илчӗ.

— Кам ачи?

— Брузжаксен.

— Камӑн? Захар ывӑлӗ иккен. Ну, яра пар, хисте ачасене.

Серёжа вӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Ротӑпа мӗнле вара?

— Ӑна майлӑпӑр, — терӗ Долинник, пусма тӑрӑх хӑпара пуҫласа.

Иккӗмӗш кун каҫхине Украина ҫамрӑкӗсен Коммунистла союзӗ организациленчӗ.

Ҫӗнӗ пурӑнӑҫ ытла та кӗтмесле тата хӑвӑрт килсе кӗчӗ.

Серёжӑна вӑл пӗтӗмпех ҫавӑрса илчӗ. Нимӗнпе чарайми айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттара пуҫларӗ. Серёжа хӑй ҫемьине, вӑл ҫывӑхра пулин те, манса кайрӗ.

Вӑл Серёжа Брузжак — большевик, вуннӑмӗш хут ӗнтӗ вӑл хӑйӗн кӗсъинчен — Серёжа комсомолец тата комитет секретарӗ тесе КП(б)У комитечӗн бланки ҫине ҫырнӑ ансӑр хут татӑкне турта-турта кӑларать. Кам та пулин иккӗленес тесе шутлать пулсан, унӑн гимнастёрка ҫийӗнче чӗнпе ҫакса янӑ брезент кобурӑра «манлихер» — Павка панӑ парне пур. Ку чи ӗнентерекен мандат. Эх, Павлушка ҫук, ҫавӑ шел!

Серёжа ревком ӗҫӗсемпе кунӗ-кунӗпе чупса ҫӳрет. Акӑ, халӗ те ӑна Игнатьева кӗтет. Вӗсем станцине дивизи политотделне каяҫҫӗ, унта вӗсене ревком валли литературӑпа хаҫатсем памалла. Вӑл васкаса урама чупса тухрӗ. Хапха умӗнче вӗсене политотделра ӗҫлекен ҫын автомашинӑпа кӗтсе тӑрать.

Вокзала ҫитме инҫе. Вокзалра, вагонсенче, штаб тата Украинӑри Советсен пӗрремӗш дивизин политотделӗ. Игнатьева ҫул майӑн Серёжӑран ыйтса тӗпчет.

— Эсӗ хӑв енӳпе мӗн турӑн? Организаци турӑн-и? Санӑн хӑвӑн тусусене, рабочисен ачисене ҫавӑрмалла. Ҫак кунсенчех ҫамрӑксен коммунистла ушкӑнӗ тумалла. Ыран иксӗмӗр комсомол ячӗпе воззвани ҫырӑпӑр та пичетлесе кӑларӑпӑр. Унтан ҫамрӑксене театра пухса митинг тӑвӑпӑр: ну, эпӗ сана политотделта Устиновичпа паллаштаратӑп. Вӑл сирӗн тантӑшсем хушшинче ӗҫлет пулас.

Устинович кӗскен кастарнӑ хура ҫӳҫлӗ, симӗс ҫӗнӗ гимнастёрка тӑхӑннӑ, пилӗкне ансӑр чӗн пиҫиххи ҫыхса янӑ вунсакӑр ҫулхи хӗр пулчӗ. Серёжа унран нумай ҫӗнӗ япаласем пӗлчӗ, лешӗ ӑна малашнехи ӗҫре пулӑшма пулчӗ. Ӑсатса янӑ чух Устинович ун ҫине пӗр ҫӗклем литература тиерӗ те пӗр пӗчӗк ҫеҫ кӗнеке — комсомол программипе уставне тыттарчӗ.

Каҫ пулса ҫитнӗ ҫӗре ревкома таврӑнчӗҫ. Садра ӑна Валя кӗтсе тӑрать. Вӑл Сергее ӳпкелешсе ятлама тытӑнчӗ:

— Епле намӑс мар сана! Эсӗ, мӗн, килтен пачах уйрӑлтӑн-им? Сана пула анне кашни кун йӗрет, атте ҫилленет. Хирӗҫӳ пулатех.

— Нимӗн те пулмӗ, Валя, киле пыма ерӗҫместӗп эпӗ. Чӑннипех калатӑп, вӑхӑт ҫук. Паян та пыраймастӑп. Анчах санпа акӑ калаҫмаллах. Ман пата кайӑпӑр.

Валя хӑйӗн тӑванне паллама та пултараймасть. Серёжа пачах улшӑнса кайнӑ. Вӑл пӗрре те канӑҫ пӗлмесӗр чупса ҫӳрет.

Серёжа йӑмӑкне пукан ҫине лартрӗ те тӳрех пуҫларӗ:

— Ӗҫсем ҫӑван пек. Ҫырӑн комсомола. Ӑнланмастӑн-и? Ҫамрӑксен Коммунистла союзне. Вӑл ӗҫре эп председатель вырӑнӗнче. Ӗненместӗн-и? Ме, акӑ, вула!

Валя вуларӗ те пиччӗшӗ ҫине аптӑраса пӑхрӗ.

— Мӗн тӑвӑп вара эпӗ комсомолра?

Серёжа тӗлӗнсе аллисене сарса пӑрахрӗ.

— Мӗн тетӗн? Ӗҫлемелли ҫук тетӗн-и? Эй, тӑванӑм! Ара эпӗ ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑп. Агитацие сарса ямалла. Игнатьева: пурне те театра пухатпӑр та совет влаҫӗ ҫинчен каласа паратпӑр, тет, а манӑн сӑмах каламалла, тет. Ку мана кирлӗ марччӗ-ха, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна, сӑмахне, мӗнле каламаллине те пӗлместӗн, ӗҫ айнех пулатӑп ӗнтӗ. Ну эппин тӳрех кала: мӗнле комсомол пирки?

— Эпӗ пӗлместӗп. Анне вара йӑлтах ҫиленсе ҫитет.

— Эсӗ аннене ан итле, Валя, — терӗ Серёжа. — Вӑл ку тӗлӗшпе нимӗн те чухламасть. Уншӑн пулсан, ачисем хӑй ҫумӗнче пулччӑр. Вӑл совет влаҫне хирӗҫ мар, пачах урӑхла, вӑл ӑна кӑмӑллать. Анчах та ун шухӑшӗпе фронтра унӑн ывӑлӗсем мар, ыттисем ҫапӑҫмалла. Тӗрӗс-и вара вӑл? Астӑватӑн-и пире Жухрай каласа панисене. Павка авӑ амӑшӗ ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Халӗ пире хамӑра кирлӗ пек пурӑнма тивӗҫлӗх пулса тӑчӗ. Ну, Валюша, е хирӗҫсех тӑрӑн-ши? Эх, лайӑх та пулнӑ пулӗччӗ! Эсӗ хӗрсем хушшинче ӗҫлеме тытӑнатӑн, эпӗ арҫын ачасем хушшинче. Климкана, хӗрлӗ шуйттана, паянах ҫавӑрса илетӗп. Ну, мӗнле, Валя, хутшӑнатӑн-и пирӗн ҫума? Акӑ кунта манӑн вӑл ӗҫпе кӗнеке те пур.

Вӑл кӗсъинчен кӗнеке кӑларса пачӗ.

— Петлюровецсем калла килес пулсан, мӗн пулӗ вара? — ыйтрӗ Валя шӑппӑн, пиччӗшӗ ҫинчен куҫне илмесӗр.

Серёжӑна пуҫласа ку шухӑш ҫавӑрса илчӗ.

— Эпӗ, паллах, ыттисемпе каятӑп. Анчах санпа мӗн тумалла пулӗ-ши? Анне чӑнах та инкек курать вара. — Вӑл калаҫма чарӑнчӗ.

— Эсӗ мана анне пӗлмелле мар ҫыр, иксӗмӗр ҫеҫ пӗлер. Эпӗ сире пур ӗҫре те пулӑшӑп, ҫапла лайӑхрах пулӗ.

— Тӗрӗс, Валя.

Пӳлӗме Игнатьева пырса кӗчӗ.

— Ку ман йӑмӑк, Игнатьева юлташ. Эпе унпа идея пирки калаҫрӑм. Вӑл юрӑхлӑ, анчах анне пӗлесрен хӑрать. Никам пӗлмелле мар илме пулать-ши ӑна? Эхер пирӗн кунтан тухса кайма тивсен, эпӗ, паллах, винтовка тытатӑп та уттаратӑп, а вӑл аннене хӗрхенет.

Игнатьева сӗтел хӗрринче ӑна тинкерсе итлесе ларчӗ.

— Юрать. Ҫапла тусан лайӑхрах пулать, — терӗ вӑл.

Театр лӑках шавлӑ ҫамрӑк-кӗрӗмпе тулнӑ, вӗсене митинга килме чӗнсе хулара пӗлтерӳсем ҫапса тухнӑ. Театрта сахӑр заводӗнчи рабочисен духовой оркестрӗ янӑрать. Залра пуринчен ытла вӗренекен ҫамрӑксем — гимназисткӑсем, гимназистсем, училищӑра вӗренекенсем.

Пурне те вӗсене кунта митингран ытла спектакль курасси илӗртсе кӗртнӗ.

Акӑ чаршав ҫӗкленчӗ те сцена ҫинчи ҫӳллӗрех вырӑна тин ҫеҫ уездран килнӗ уком секретарӗ Разин юлташ хӑпарса тӑчӗ.

Вӑл пӗчӗк те хытканскер, шӗвӗр сӑмсаллӑскер. Ун ҫине пӗтӗм халӑх тинкерсе пӑхрӗ. Сӑмахне кӑмӑлласах итлерӗҫ. Вӑл пӗтӗм ҫӗршыва ҫавӑрса илнӗ кӗрешӳ ҫинчен каласа, ҫамрӑксене коммунистсен партийӗ тавра пӗрлешме чӗнчӗ. Хӑй чӑн-чӑн оратор пекех калать, унӑн сӑмахӗнче «ортодоксальнӑй марксистсем», «социал-шовинистсем» тенисем тата ыттисем те нумай пулчӗҫ, итлекенсем вӗсене, паллах, ӑнланаймарӗҫ.

Каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн хыттӑн алӑ ҫупса, ӑна хисеп турӗҫ. Вӑл Серёжӑна сӑмах пачӗ те хӑй тухса кайрӗ.

Серёжа малтан шикленни тӗрӗсех пулчӗ. Сӑмах унӑн ниепле те тухмасть. «Мӗн калас, мӗн ҫинчен?» — тесе шухӑшлать вӑл, кирлӗ сӑмахсем шыраса, вӗсене ниепле те тупаймасӑр.

Игнатьева ӑна ҫӑлчӗ:
— Ячейка организацилесси ҫинчен кала, — терӗ вӑл шӑппӑн сӗтел хушшинчен.

Серёжа мӗн туса ирттермеллисем ҫинчен тӳрех калама тытӑнчӗ.

— Эсир, юлташсем, пурте илтрӗр ӗнтӗ, халӗ пирӗн ячейка тумалла. Кам сиртен ҫакӑнпа килӗшет?

Вӑл шӑп пулчӗ.

Устинович пулӑшма васкарӗ. Вӑл итлекенсене Мускаври ҫамрӑксен организацийӗ ҫинчен калама пуҫларӗ. Сережа нимӗн тума аптӑраса, аяккарах кайса тӑчӗ.

Ӑна ячейка организацилес ӗҫ ҫине ҫакӑн пек пӑхни пӑлхантарать, ҫавӑнпа вӑл зал ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса тӑрать. Устиновича тинкерсех итлемеҫҫӗ. Заливанов, Устинович ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса, Лиза Сухарькӑна темӗн пӑшӑлтатса калать. Малти ретре сӑмсисене пудрӑпа шуратнӑ гимназисткӑсем, тӗрлӗ еннелле куҫӗсене вылятса, хӑйсем хушшинче калаҫса лараҫҫӗ. Кӗтесре, сцена ҫине кӗмелли алӑк патӗнче, пӗр ушкӑн ҫамрӑк красноармеецсем тӑраҫҫӗ. Вӗсен хушшинче Серёжа хӑй паллакан ҫамрӑк пулемётчика курах кайрӗ. Вӑл сцена хӗрринче турткаланса, илемлӗ тумланнӑ Лиза Сухарькӑпа Анна Адмовская ҫине темле тарӑхса пӑхса ларать. Вӗсем ним именмесӗрех хӑйсен каччисемпе калаҫаҫҫӗ.

Хӑй каланине итлеменнине сиссе, Устинович хӑйӗн: сӑмахне часах пӗтерчӗ. Ун вырӑнне Игнатьева тухса тӑчӗ.

— Ҫамрӑк юлташсем, — пуҫларӗ вӑл, — сиртен кашниех кунта илтни ҫинчен шухӑшлама пултарать, эпӗ шансах тӑратӑп, сирӗн хушӑртан революцие куракансем пек ҫеҫ мар, ӑна активлӑн хутшӑнса ӗҫлекенсем; те тупӑнма пултараҫҫӗ. Сирӗн умӑрта алӑк уҫӑ, ӗҫ сирӗнтен килет. Пирӗн сире хӑвӑра калаттарас килет. Тухса калас текенсене чӗнетпӗр.

Залра каллех шӑп пулчӗ. Акӑ хыҫалти ӗретрен пӗри:
— Эпӗ калас тетӗп! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Сцена патне упа ҫури майлӑ, хӑнчӑртарах куҫлӑ Миша Левчуков утса пычӗ.

— Эхер,ӗҫсем большевиксене пулӑшмалла пулса тӑчӗҫ пулсан, эпӗ хирӗҫ мар. Серёжа мана пӗлет. Эпӗ комсомола ҫырӑнатӑп, — терӗ вӑл.

Серёжа савӑнӑҫлӑн йӑл кулса ячӗ.

— Акӑ куратӑр-и, юлташсем! — терӗ вӑл сасартӑках сцена варрине сиксе тухса. — Каларӑм вӗт, Мишка — хамӑр ҫын, мӗншӗн тесен унӑн ашшӗ — стрелочник, вӑл вагон айне пулса вилнӗ, ҫавӑн пирки Мишка вӗренмесӗрех юлнӑ. Анчах вӑл, гимназире вӗренсе тухман пулсан та, пирен ӗҫе часах тавҫӑрса илчӗ.

Залра шавлани, кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ. Гимназист Окушев, аптекарь ывӑлӗ, ҫӳҫне тӑрӑшса ункӑлатса янӑскер, сӑмах ыйтрӗ. Вӑл гимнастёркине турткаласа илчӗ те калама пуҫларӗ:

— Каҫару ыйтатӑп, юлташсем. Эпӗ пиртен мӗн кӗтнине ӑнлансах ҫитейместӗп. Политикӑпа аппалантарасшӑн-и пире? Вара вӗренессе хӑҫан вӗренӗпӗр-ши? Пирӗн гимназирен вӗренсе тухмалла. Эхер мӗнле те пулин спорт обществи тӑвас пулсан, е пухӑнкалама тата кӗнекесем вулама клуб уҫас пулсан, — вӑл ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ. Халӗ политикӑна явӑҫтарасшӑн, кайран вара тытӗҫ те мӑйран ҫакӗҫ. Каҫарӑрах. Ман шухӑшпа, ку япалапа никам та килӗшес ҫук.

Залрисем кулса ячӗҫ. Окушев сцена ҫинчен сиксе анчӗ те ларчӗ. Ун вырӑнне ҫамрӑк пулемётчик сиксе тӑчӗ.

— Кулатӑр, ҫӗленсем? — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, картузне ҫамки ҫине карт туртса антарса, ҫав вӑхӑтрах залра ларакансем ҫине ҫиленсе пӑхса.

Куҫӗсем унӑн — икӗ хӗрӳ кӑвар. Тарӑнӑн сывласа илсе, ҫиллине шӑнарайманнипе, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе, вӑл калама пуҫларӗ:

— Ман хушамат — Жаркий Иван. Эпӗ аттене те, аннене те курман, тӑлӑх-турат пулса ӳснӗ; хӳмесем ҫумӗнче ыйткалакан ача пулса йӑваланнӑ. Выҫӑ пулнӑ, ӑшӑ пӳлӗм ниҫта та пулман маншӑн. Йытӑ пурӑнӑҫӗпе пурӑннӑ, сирӗн пек амӑш арки ҫинче ырӑ курса пурӑнакансем пек мар. Анчах акӑ совет влаҫӗ килчӗ те, мана красноармеецсем хӑйсем патне илчӗҫ. Пӗтӗм взвочӗпех мана хӑйсен ывӑлӗ турӗҫ, тумлантарчӗҫ, урана тӑхӑнмалли пачӗҫ, вулама-ҫырма вӗрентрӗҫ тата этем тӑнӗ пачӗҫ. Ку — чи пахи. Вӗсен урлӑ эпӗ большевик пултӑм, малалла та мӗн виличченех большевик пулатӑп. Кӗрешӳ мӗншӗн пынине эпӗ лайӑх пӗлетӗп: пирӗншӗн вӑл, чухӑнсемшӗн, — рабочисен влаҫӗшӗн. Эсир акӑ ахӑрса ларатӑр, а хула ҫывӑхӗнче икҫӗр юлташ вилсе выртнине, ӗмӗрлӗхе пӗтнине пӗлместӗр… — Жаркийӗн сасси туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх пек янӑрать. — Вӗсем пирӗн пурӑнӑҫшӑн, пирӗн ӗҫшӗн нимен шухӑшласа тӑмасӑр хӑйсен пурӑнӑҫӗсене пачӗҫ… Пӗтӗм фронтсем тӑрӑх, пӗтӗм ҫӗршыв талкӑшӗпе ҫынсем вилеҫҫӗ, эсир вӑл вӑхӑтра кунта карусель ҫавӑрса тӑратӑр. Эсир ак, юлташсем, вӗсене чӗнетӗр, — терӗ вӑл сасартӑках президиум еннелле ҫавӑрӑнса, — ак ҫаксене, — кӑтартрӗ вӑл зал ҫине, — ӑнланаҫҫӗ-и вара вӗсем? Ҫук! Тутӑ ҫын выҫӑ ҫынна юлташ мар. Кунта акӑ пӗр ҫын ҫеҫ тупӑнчӗ, мӗншӗн тесен вӑл чухӑн, тӑлӑх ача. Сирӗнсӗр те аптӑрамӑпӑр, — ҫилӗллӗн кӑшкӑрса ячӗ вӑл пуху енне пӑхса, — тархасламӑпӑр, мӗне кирлӗ пире сирӗн пеккисем! Сирӗн пеккисене пулемётпа ҫеҫ сӑтӑрса тухмалла, — чыхӑнса кайса кӑшкӑрчӗ те вӑл юлашкинчен, сцена ҫинчен чупса анса, никам ҫине пӑхмасӑрах алӑк патнелле утрӗ.

Президиумрисенчен вечера пӗри те юлмарӗ. Ревксом еннелле утнӑ май Серёжа кӳренсе каларӗ:

— Вот мӗнле пӑтӑ пулса тӑчӗ, Жаркий тӗрӗс калать. Ку гимназистсемпе пирӗн нимӗн те тухмарӗ. Ҫилӗ ҫеҫ килет…

— Тӗлӗнмелли те ҫук, — тесе пӳлчӗ ун сӑмахне Игнатьева, — пролетари ҫамрӑкӗсем кунта ҫукпа пӗрех. Пуринчен ытла е вак буржуази е хулари интеллигенци, обывательсем. рабочисем хушшинче ӗҫлемелле. Хӑма ҫуракан заводпа сахӑр заводӗнче ӗҫлемелле. Анчах митингран ҫапах та усӑ пулатех. Вӗренекенсем хушшинче лайӑх юлташсемех пур.

Устинович та Игнатьева пекех каларӗ:

— Пирӗн задача, Серёжа, хамӑрӑн идейӑсене, хамӑрӑн лозунгсене кашни ҫынна тӗплен ӑнлантарса парасси. Парти кашни ӗҫ ҫинех пӗтӗм ӗҫхалӑхне тимлӗн ҫаврӑнтарса пӑхтарас ӗҫе туса пырать. Эпир малашне чылай митингсем, канашлусем, съездсем туса пыратпӑр. Дивизи политотделӗ станцире ҫуллахи театр уҫать. Кӗҫех акӑ, ҫак кунсенчех агитпоезд килет, вӑл килчӗ-тӗк, кайрӗҫ вара пирӗн ӗҫсем. Астӑвӑр, Ленин каланӑ: кӗрешӗве ӗҫхалӑх массисене миллионшарӑн хутшӑнтарса пымасан, эпир ҫӗнтерес ҫук, тенӗ.

Чылай ҫӗрле пулсан, Серёжа Устиновича станцие ӑсатса ячӗ. Сывпуллашнӑ чух аллине хытӑ чӑмӑртарӗ, пӗр самантлӑха вӑл ӑна хӑйӗн аллинче тытса тӑчӗ. Устинович кӑшт ҫеҫ кулса илчӗ.

Хулана таврӑннӑ май Серёжа хӑйсем патне кӗчӗ.

Вӑл нимӗн чӗнмесӗр, хирӗҫ сӑмах каламасӑр, амӑшӗ хӑйне вӑрҫнине итлесе тӑчӗ. Анчах ашшӗ калаҫма тытӑнсанах, Серёжа хӑй тапӑна пуҫларӗ те Захар Васильевича часах хӗстерсе хучӗ:

— Итле-ха, атте, нимӗҫсем пулнӑ хушӑра хӑвӑр бастовка туса паровоз ҫинче часовоя вӗлернӗ чухне эсӗ килӳ ҫинчен шухӑшларӑн-и? Шухӑшларӑн. Ху ҫапах та кайрӑн, мӗншӗн тесен сана рабочилле шухӑшлани хистенӗ. Эпӗ те ҫемье ҫинчен шухӑшланӑ. Пӗлетӗп эпӗ, пире кунтан тухса кайма тивсен, сире маншӑн хӗстерме пуҫлаҫҫӗ. Анчах ун вырӑнне эпир ҫӗнтерес пулсан, эпир ҫиелте пулатпӑр. Килте ларма пултараймастӑп эпӗ. Эсӗ, атте, ӑна хӑвах пӗлетӗн. Мӗншӗн кӑлӑхах хирӗҫес? Эпӗ аван ӗҫе тытӑннӑ, санӑн ырламалла, мана пулӑшмалла, а эсӗ ху хирӗлетӗн. Атя, атте, килӗшер, вара анне те ман ҫине кӑшкӑрма пӑрахӗ. — Вӑл хӑй тӗрӗс иккенне шанса, ашшӗ ҫине кӑвак куҫӗсемпе пӑхса тӑчӗ.

Захар Васильевич сак ҫинче канӑҫсӑрланса хускалкаласа илчӗ. Унӑн ҫара мӑйӑхӗпе сухалӗ айӗнче сарӑрах шӑлӗсем курӑнчӗҫ.

— Эсӗ манӑн шухӑш ҫине килсе пусса пӑхасшӑн-и, айванчӑкӑм? Е револьвер ҫакрӑм та атте чӗм пиҫиххипе текех ӑшалаймӗ тетӗн-им?

Анчах сасси ун ӑна хӑратмалла тухмарӗ. Вӑл, пӑркаланса илчӗ те, ывӑлӗ енне аллине тӑсса:
— Яра пар, Серёжа, пӗр тӑвалла хӑпара пуҫланӑ пулсан, чӑрмантармӑп, анчах эсӗ пиртен пӑрӑнса ан ҫӳре, килкеле, — терӗ.

Ҫӗрле. Кӑшт уҫӑлнӑ алӑкран картлашка ҫине ансӑр ярӑмӑн ҫутӑ ӳкнӗ. Пысӑк пӳлӗмре, адвокатӑн сарлака сӗтелӗ хушшинчи плюш витнӗ ҫемҫе дивансем ҫинче, пиллӗкӗн лараҫҫӗ. Ревком заседанийӗ. Кунта Долинник, Игнатьева, чека председателӗ Тимошенко, кубанка-ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, киргиз сӑнла ҫын, тата ревкомран иккӗн — пӗри чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен тӑсланкӑ Шудик, тепри депора ӗҫлекен Остапчук — лапчӑк сӑмсаллӑскер.

Долинник, сӗтел урлах авӑнса, Игнатьевӑна куҫӗпе тӗлленӗ те хӑрӑлтатакан сассипе сӑмах хыҫҫӑн сӑмах савӑллать:

— Фронта кирлӗ япаласем тӑратмалла, рабочисене ҫимелли кирлӗ. Эпир килсенех сутуҫӑсемпе базар спекулянчӗсем хаксене хӑпартса ячӗҫ. Таварсене е патша укҫипе, е керенкӑсемпе ҫеҫ параҫҫӗ. Паянах ҫирӗп хакпа пӗри те сутӑ тӑвас ҫуккине эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Таварсене пытарчӗҫ вӗсем. Анчах эпир вӗсене ухтарӑпӑр та усламҫӑсенчен туртса илӗпӗр. Кунта кӗсел пек ҫемҫе пулма кирлӗ мар. Рабочисене малашне выҫӑ лартма пултараймастпӑр. Игнатьева юлташа, ытлашши хӗстерме кирлӗ марри ҫинчен асӑрхаттарать. Ку, ман шутпа, интеллигентла ҫемҫешкелӗх пулать. Эсӗ, Зоя, ан кӳрен, эпӗ мӗн пурри ҫинчен калатӑп. Унтан тата ӗҫ пачах та вак сутӑҫусенче мар. Акӑ паян мана Борис Зон хупах хуҫин килӗнче вӑрттӑн подвал пурри ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Ку подвала пысӑк магазинсен хуҫисем петлюровецсем киличченех темӗн чухлӗ тавар пытарса хунӑ, тет. — Вӑл, чеен кулса илсе, Тимошенко ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

— Ӑҫтан пӗлнӗ эсӗ? — ыйтрӗ лешӗ аптӑраса. Ӑна пурин ҫинчен те чӑн малтан хӑйӗн пӗлмелле чухне Долинник унран маларах пӗлсе тӑни тарӑхтарать.

— Хе-хе! — кулса ячӗ Долинник. — Эпӗ, тӑванӑм, пурне те куратӑп. Эпӗ подвал ҫинчен ҫеҫ мар, эсир ӗнер начдив шоферӗпе ҫур бутылка самогонка ӗҫнине те пӗлетӗп, — тесе хучӗ вӑл малалла.

Тимошенко пукан ҫинче йӑшӑлтатса илчӗ. Унӑн сарӑхнӑ питҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ.

— Вот чирлӗ ҫын те эсӗ ӑна! — персе ячӗ вӑл савӑнаҫлӑн. Анчах шӑмарса ларакан Игнатьева ҫине пӑхрӗ те шӑп пулчӗ. «Вот вӗт шуйттан столярӗ! Унӑн хӑйӗн Чека пур», — шухӑшласа илчӗ Тимошенко, ревком председателӗ ҫине пӑхса.

— Сергей Брузжакран пӗлтӗм эпӗ, — терӗ малалла Долинник. — Унӑн тусӗ пур, буфетра ӗҫленӗскер пулас. Зон ӗлӗкрех пур таварсене те мӗнчул кирлӗ ҫавӑн чухлӗ сутса тӑнӑ. Ӗнер Серёжа тӗп-тӗрӗс хыпарсем тупнӑ: подвал пур, анчах ӑна шыраса тупмалла. Вот, Тимошенко, эсӗ ачасемпе Серёжӑна ил те паянах пурне те шыраса туп! Ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулсан, рабочисене те, дивизион опродкомне те кирлӗ таранах парӑпӑр.

Тепӗр ҫур сехетрен сакӑр хӗҫпӑшаллӑ ҫын хупах хуҫи патне кӗрсе кайрӗҫ, иккӗшӗ урама тӑрса юлчӗҫ.

Вунӑ витре кӗрекен пичке пек лутака та хулӑм лапсӑркка хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, хӑйӗн йывӑҫ урипе шаккаса, ҫынсем умӗнче вӗткеленсе ӳксе, пыр тӗпӗпе тухакан хулӑм сасӑпа:
— Мӗн ӗҫпе, юлташсем? Мӗншӗн ҫӗрле? — тесе ыйтрӗ.

Зон хыҫӗнче, Тимошенкӑн электричество хунарӗнчен ӳкекен ҫутӑ ҫине куҫӗсене хӗскелесе, халат тӑхӑннӑ хӗрӗсем тӑраҫҫӗ. Юнашар пӳлӗмре, ахлата-ахлата, унӑн мантӑр арӑмӗ тумланать.

Тимошенко икӗ сӑмахпах ӑнлантарса пачӗ:
— Ухтарма килтӗмӗр, — терӗ вӑл.

Урайӗн кашни тӑваткӑлне тӗплӗн сӑнарӗҫ. Вутӑ татса тултарнӑ сарайне, кладовӑйне, кухнине, пысӑк нӳхрепне — пурне те тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Анчах вӑрттӑн подвал пурри ниҫта та палӑрмарӗ.

Кухня ҫумӗнчи пӗчӗк пӳлӗмре хупах хуҫин прислуги ӑшӑ ыйӑхпа ҫывӑрать. Хытӑ ҫывӑрнипе вӑл ҫынсем кӗнине те илтмен. Серёжа хуллен вӑратрӗ ӑна.

— Эсӗ мӗн, кунта ӗҫлесе пурӑнатӑн-и? — тесе ыйтрӗ вӑл ыйӑхлӑ хӗртен.

— Ӗҫлесе пурӑнатӑп. Эсир камсем пулатӑр вара? — терӗ лешӗ тӗлӗнсе, нимӗн ӑнланмасӑр, одеялне хулпуҫҫи ҫинерех турткаласа, аллипе куҫне ҫутӑран хупӑрласа.

Серёжа ӑна ӑнлантарса пачӗ те, тумланма хушса, тухса кайрӗ.

Апатланмалли пысӑк пӳлӗмре Тимошенко хуҫаран ыйтса тӗпчет. Трактир хуҫи мӑшлата-мӑшлата, сурчӑкӗсене сирпӗтсе, хыттӑн калаҫать:

— Мӗн кирлӗ сире? Манӑн урӑх нимӗнле нӳхреп те ҫук. Эсир ахалех вӑхӑта сая ярса ҫӳретӗр. Манӑн ӗлӗк чӑнах та трактир пулнӑ, анчах халӗ эпӗ чухӑн ҫын. Петлюровецсем мана ҫаратрӗҫ, хама чутах вӗлеретчӗҫ. Эпӗ совет влаҫне питӗ те хавас, анчах манӑн мӗн пурри пурте сирӗн куҫ умӗнче, — тет те хуҫа хӑйӗн кӗске пӳрнисене чармакласа хурать. Хӗп-хӗрлӗ юн тымарлӑ куҫӗсем хӑйӗн чека председателӗ ҫинчен Серёжа ҫине, Серёжа ҫинчен таҫта кӗтеселле, унтан мачча ҫинелле чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.

Тимошенко тутисене ҫиллӗн хӗстерет.

— Эсир ҫаплах суйма хӑтланатӑр-и? Юлашки хут ыйтатӑп — ӑҫта подвал?

— Эй, мӗн калаҫатӑр эсир, ҫарҫынни юлташ, — тесе хутшӑнать калаҫӑва хуҫа арӑмӗ, — эпир хамӑр та выҫӑ ларатпӑр. Пирӗн мӗн пур япаласене йӑлтах илсе кайрӗҫ. — Вӑл макӑрма та хӑтланса пӑхрӗ, анчах нимӗн те тухмарӗ.

— Выҫӑ ларатӑр, хӑвар прислуга тытатӑр, — тесе хушса хучӗ Серёжа.

— Эй, мӗнле прислуга пултӑр вӑл! Чухӑн хӗрача ҫеҫ пирӗн пурӑнать. Ниҫта пурӑнма ҫук унӑн. Ан тив, Христина хӑй каласа патӑр эппин.

— Ҫитет, — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ Тимошенко тӳссе тараймасӑр, — ӗҫе тытӑнатпӑр.

Тулта тул ҫутӑлнӑ та ӗнтӗ. Трактир хуҫи килӗнче ҫаплах ухтару пырать. Вунвиҫӗ сехет хушши шыраса та нимӗн тупманнипе ҫиленсе ҫитсе, Тимошенко ухтарма пӑрахас тесе те шутланӑччӗ ӗнтӗ, анчах прислугӑн пӗчӗк пӳлӗмӗнчен тухса кайма хатӗрленсе тӑракан Сережа хӑлхине хӗр шӑппӑн:
— Кухньӑра пулмалла, кӑмакара, — тени кӗрсе кайрӗ.
Вунӑ минутран ҫӗмӗрсе тӑкнӑ кӑмака тӗпӗнче тимӗр алӑк курӑнса кайрӗ. Тепӗр сехетрен пичкесем, михӗсем тиенӗ икӗ тоннӑллӑ грузовик, пухӑнса ҫӑвар карса тӑракан ҫынсем умӗнчен, трактир хуҫи килӗнчен, тухса кайрӗ.

Шӑрӑх кун, аллине пӗр пӗчӗк ҫыхӑ тытса, Мария Яковлевна киле таврӑнчӗ. Хытӑ макӑрчӗ вӑл, Артём Павка ҫинчен каласа панине итленӗ хыҫҫӑн. Салху кунсем пуҫланса кайрӗҫ уншӑн. Ҫиме ҫук, ҫавӑнпа Мария Яковлевна красноармеецсен кӗписене ҫума пуҫларӗ, лешсем уншӑн ӑна валли ҫар паёкӗ памалла турӗҫ.

Пӗр каҫхине Артём чӳрече умӗпе яланхинчен хӑвӑртрах танлаттарса иртсе кайрӗ. Алӑка тӗртсе уҫса, алӑк урати урлӑ каҫнӑ-каҫманах:
— Павкӑран хыпар килчӗ, — тесе пӗлтерчӗ.

«Хаклӑ пиччем, Артём, — тесе ҫырать Павка. — Пӗлтеретӗп сана, юратнӑ пичче, эпӗ чӗрӗ, анчах сывах мар. Мана пуля пӗҫӗрен амантрӗ, анчах халӗ тӳрленсе пыратӑп. Доктор, шӑмма ватман, тет. Маншӑн ан пӑшӑрхан, иртсе каять вӑл. Тен, отпуск та парӗҫ, лазаретран тухсан, киле пыратӑп. Анне патне лекеймерӗм, ӗҫсем ҫав майлӑ тухса тӑчӗҫ, — халь эпӗ Котовский юлташ ячӗпе тӑракан утлӑ бригадӑн красноармеецӗ, Котовские эсир унӑн паттӑр ӗҫӗсем тӑрӑх пӗлетӗр пулмалла. Ун пек ҫын эпӗ халиччен курман, комбрига эпӗ питӗ те хисеплетӗп. Анне таврӑнчӗ-и? Вӑл килте пулсан, ӑна хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлӗнчен пысӑк салам тата чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтатӑп. Санӑн шӑлну».

Артём, вӑрман улпучӗ патне кайса, ҫыру ҫинчен каласа пар».

Нумай куҫҫуль юхтарчӗ Мария Яковлевна. Ҫитменнине тата аташса кайнӑ ывӑлӗ хӑй ӑҫта выртнине те пӗлтермен.

Серёжа вокзалра тӑракан «Дивизи политотделӗн агитпропӗ» тесе ҫырнӑ симӗс пассажир вагонне час-часах кӗркелесе тухать. Унта, пӗчӗк купере, Устиновичпа Игнатьева ӗҫлеҫҫӗ. Игнатьева ҫӑварӗнчен пирус пӑрахмасть, хӑй тута хӗррипе чеен кула-кула илет.

Комсомол райкомӗн секретарӗ Устиновичпа хӑй сисмен хушӑрах туслашса кайрӗ, пыра-киле вӑл вокзалран, литературӑпа хаҫат ҫыххисемсӗр пуҫне, кӗске вӑхӑтлӑха курнӑҫнӑ хыҫҫӑн темӗнле ӑнланмалла мар савӑнӑҫсемпе таврӑна пуҫларӗ.

Дивизи политотделӗн уҫӑ театрӗ кунсеренех рабочисемпе, красноармеецсемпе тулать. Чугун ҫул ҫинче 12-мӗш армин йӑлтӑркка плакатсемпе илемлетнӗ агитпоезчӗ тӑрать. Агитпоездра пурӑнӑҫ кунӗн-ҫӗрӗн вӗресе тӑрать. Кунта типографи ӗҫлет, кунта хаҫатсем, листовкӑсем, прокламацисем кӑлараҫҫӗ. Фронт ҫывӑхра. Кӗтмен ҫӗртенех пырса кӗчӗ Серёжа театра, красноармеецсем хушшинче Устиновича шыраса тупрӗ.

Чылай ҫӗрле, Устиновича дивизи политотделӗнче ӗҫлекенсем пурӑнакан станцие ӑсатнӑ май, Серёжа хӑй кӗтмен ҫӗртенех:
— Мӗншӗн ман сана пӗрмаях курас килет, Рита юлташ? — тесе ыйтрӗ.
Ҫавӑнтах тата: — Санпа пӗрле ҫав тери аван! Санпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хастарлӑх ӳссе каять тата пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлес киле пуҫлать, — тесе хушса хучӗ.

Устинович чарӑнчӗ.

— Акӑ мӗн, Брузжак юлташ, атя иксӗмӗр калаҫса татӑлар: эсӗ ӳлӗмрен лирикӑпа ан аппалан, юрать-и? Ун пек япалана эпӗ юратмастӑп.

Серёжа вӑтанса, шкул ачи пек хӗрелсе кайрӗ.

— Эпӗ сана тус вырӑнне хурса каларӑм, — терӗ вӑл, — эсӗ мана… Мӗн контрреволюциллӗ япала каларӑм вара эпӗ? Ӳлӗмрен, паллах, каламастӑп эпӗ, Устинович юлташ!

Серёжа Устиновича хӑвӑрт алӑ пачӗ те, чупнӑ пекех васкаса, хула енелле кайрӗ.

Темиҫе кун хушши Серёжа вокзалра курӑнмарӗ. Игнатьева чӗнсен, вӑл ӗҫ пур, тесе, пӑрӑнкаласа пычӗ. Ӗҫӗ ӗнтӗ унӑн чӑнах та нумай пулнӑ.

Пӗрре ҫӗрле сахӑр завочӗн аслӑ служащийӗсем, поляксем, пурӑнакан урампа килне таврӑннӑ чухне Шудика пӑшалпа пенӗ. Ҫак майпа ухтарусем пулчӗҫ. Хӗҫпӑшал тата пилсудчиксен «Стрелец» ятлӑ организацийӗн документне тупрӗҫ.

Ревком канашлӑвне Устинович килчӗ. Вӑл Серёжӑна аяккарах илсе кайрӗ те лӑпкӑн:
— Эсӗ мӗн, мещенле кӳрене пуҫларӑн-им? Пӗр-пӗрин хушшинче пулнӑ калаҫӑва ӗҫ ҫине куҫартӑн-им? Кун пек хӑтланни ниме юрӑхсӑр вӑл, юлташ, — терӗ.

Серёжа май килнӗ чухне каллех симӗс вагона кӗре-кӗре туха пуҫларӗ.

Вӑл уездри конференцире пулчӗ. Икӗ кун хушши хӗрӳ тавлашусем пычӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Серёжа пӗтӗм пленумпа пӗрле хӗҫпӑшалланчӗ те Петлюрӑн персе ӳкереймен старшинин — Заруднӑйӑн бандине ҫырма леш енчи вӑрмансем тӑрӑх темиҫе куй хушши хӑваласа ҫӳрерӗ. Таврӑнсан, Игнатьева патӗнче Устиновича тӗл пулчӗ. Ӑна станцине ӑсатса ячӗ, сывпуллашнӑ чухне аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Устинович хӑйӗн аллине ҫиленсе туртса илчӗ. Каллех вара Серёжа чылайччен агитпроп вагонне ҫӳреми пулчӗ. Ритӑна курнӑҫасран вӑл юриех, кирлӗ пулсан та, пӑрӑнса ҫӳрерӗ. Пӗринче лешӗ мӗншӗн апла пулни ҫинчен ҫине тӑрсах тӗпчеме пуҫласан, Сережа сасартӑках татса хучӗ:

— Мӗн калаҫмалла манӑн санпа? Эсӗ вӗт каллех е мещен ятне ҫыпӑҫтарӑн е рабочи класӗн ӗҫне сутакан тейӗн, — терӗ.

Станцине Кавказри хӗрлӗ ялавлӑ дивизи эшелонӗсем ҫитрӗҫ. Ревкома виҫӗ тӗксӗм сӑнлӑ командир пычӗҫ. Вӗсенчен пӗри, ҫӳллӗ те хытканскер, пилӗкне кӗмӗл тыттарнӑ пиҫиххипе туртса ҫыхнӑскер, Долиннике пырса ҫыпӑҫрӗ.

— Эсӗ мана нимӗн те ан чӗн. Ҫӗр лав утӑ пар. Лашасем выҫӑ вилеҫҫӗ.

Серёжӑпа пӗрле икӗ красноармееца утӑ шырама ячӗҫ. Пӗр ялта вӗсем кулаксен банди ҫине пырса тӑрӑннӑ. Красноармеецсен пӑшалӗсене туртса илнӗ, хӑйсене вӗлерес пек хӗненӗ, Серёжӑна сахалтарах лекнӗ, ӑна, ҫамрӑк тесе, питех тивмен. Хулана вӗсене чухӑнсен комитетӗнче ӗҫлекенсем илсе тавӑрӑнчӗҫ.

Яла отряд ячӗҫ. Тепӗр кунне утӑ та пулчӗ.

Серёжа, ҫемьине кулянтарас мар тесе, Игнатьева патӗнче выртса тӑчӗ. Устинович темиҫе хутчен пыркаласа пӑхрӗ. Малтанхи каҫах вӑл Серёжа аллине хӑй нихӑҫан та хӑяс ҫукла ҫемҫен те ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ.

Шӑрӑх кӑнтӑрла тӗлӗнче Серёжа, вагона васкаса кӗрсе, Корчагин ҫырӑвне Ритӑна вуласа пачӗ, хӑйӗн юлташӗ ҫинчен каларӗ. Тухса кайнӑ чух:
— Вӑрмана каятӑп та кӳлӗре шыва кӗретӗп, — терӗ.

Устинович ӗҫне пӑрахса, ӑна чарчӗ:

— Тӑхта. Пӗрле кайӑпӑр.

Куҫкӗски пек ҫутӑ та лӑпкӑ кӳлӗ хӗррине ҫитсен чарӑнчӗҫ. Ӑшӑ та тӑрӑ шыв сулхӑнӗ хӑй патне илӗртет.

— Эсӗ ҫул ҫине тухнӑ ҫӗре кай та кӗтсе тӑр. Эпӗ шыва кӗретӗп, — тесе команда панӑ пекех хушрӗ Устинович Серёжӑна.

Серёжа пӗчӗк кӗпер патӗнчи чул муклашки ҫине ларчӗ, питне хӗвел енне ҫавӑрчӗ.

Ун хыҫӗнче шыв шӑмпӑлтатать.

Йывӑҫсем витӗр вӑл Тоня Туманова агитпоезд военкомӗпе — Чужанинпа пынине курчӗ. Лайӑх френч тӑхӑннӑ, темӗн чухлӗ шерепе-шерепе чӗн ҫакса янӑ портупейне хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ илемлӗ Чужанин, ҫатӑртатса пыракан атӑ тӑхӑннӑскер, Тоньӑна хул айӗнчен тытса, темӗн ҫинчен каласа пырать.

Серёжа Тоньӑна палларӗ. Павлушӑран ҫыру ҫав илсе пынӑччӗ-ҫке. Тоня та ун ҫине тинкерсе пӑхать — вӑл та палларӗ пулас. Вӗсем ун тӗлне ҫитсен, Серёжа кӗсъинчен ҫыру кӑларчӗ те Тоньӑна чарчӗ.

— Пӗр самантлӑха кӑна, юлташ. Манра ҫыру пур, вӑл сире те кӑшт тивет.

Вӑл ун енне ҫырса тултарнӑ хут татӑкӗ тӑсрӗ. Тоня хӑйӗн аллине Чужанин аллинчен кӑларчӗ те ҫырӑва вулама пуҫларӗ. Хут татӑкӗ ун аллинче кӑшт чӗтресе илчӗ.

— Эсир ун ҫинчен урӑх нимӗн те пӗлместӗр-и? — тесе ыйтрӗ вӑл, ҫырӑва каялла парса.

— Ҫук, — терӗ Серёжа.

Хыҫра, Устинович ури айӗнче, вӗт чул чӑштӑртатса илчӗ. Чужанин, Ритӑна курса, Тоньӑна шӑппӑн:
— Каяр, — терӗ.

Анчах Устинович йӗкӗлтесе, йӗрӗнсе чӗннӗ сасӑ чарчӗ ӑна:

— Чужанин юлташ! Сире лере, поездра, кунӗпех шыраҫҫӗ паян.

Чужанин ун ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

— Шыраччӗрех, мансӑр та майлашӗҫ.

— Хӑҫан кӑна хӑваласа ярӗҫ ҫак чупкӑна! — терӗ Устинович, Тоньӑпа военком хыҫӗнчен пӑхса юлса.

Вӑрман хӑйӗн лапсӑркка юманӗсен пуҫӗсене тая-тая кашлать. Тӑрӑ кӳлӗ кӑмӑла илӗртет. Серёжӑн шыва кӗрес килсе кайрӗ.

Шыва кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Устиновича каснӑ вӑрмантан инҫех мар, пӗр хуҫӑлса аннӑ юман патӗнче тупрӗ.

Калаҫкаласа вӑрман ӑшне кӗрсе кайрӗҫ. Ҫӳллӗ симӗс курӑкпа витӗннӗ пӗчӗк уҫланкӑра ларса канма шут тытрӗҫ. Вӑрманта шӑп. Юмансем тем ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ. Устинович, аллине пуҫ айне хурса, ҫемҫе курӑк ҫине выртрӗ. Унӑн саплӑклӑ, кивӗ пушмак тӑхӑннӑ урисем ҫӳллӗ курӑк ӑшне пытанчӗҫ. Серёжа ӑнсӑртран унӑн урисем ҫине пӑхса илчӗ, ботинкисем ҫинчи тирпейлӗ ҫӗлесе лартнӑ саплӑксене асӑрхарӗ, унтан хӑйӗн чылай пысӑк шӑтӑклӑ атти ҫине пӑхса илчӗ те кулса ячӗ, — атти шӑтӑкӗнчен пӳрни курӑнса тӑрать.

— Мӗн эсӗ?

Серёжа хӑйӗн атти ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

— Мӗнле вӑрҫӑпӑр эпир ҫак атӑсемпе?

Рита чӗнмерӗ. Вӑл курӑк пӗрчине чӑмлакаласа, урӑххи ҫинчен шухӑшлать.

— Чужанин — начар коммунист, — терӗ вӑл юлашкинчен, — пирӗн пур политработниксем те ҫӗтӗк ҫӳреҫҫӗ, вӑл хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшать. Ӑнсӑртран килсе ҫапӑннӑ ҫын вӑл пирӗн партире… Фронтра акӑ ӗҫсем чӑнах та йывӑр пыраҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывӑн пайтах вӑхӑт вӑйлӑ ҫапӑҫма тивет. — Унтан, кӑшт чӗнмесӗр выртнӑ хыҫҫӑн: — Пирӗн, Сергей, сӑмахпа та, винтовкӑпа та ӗҫлемелле пулать. Центральнӑй Комитет пӗтӗм комсомол йышӗн тӑваттӑмӗш пайне фронта яма йышӑннине пӗлетӗн-и эсӗ? — тесе хушса хучӗ.

Серёжа унӑн сассинче халиччен пулман туйӑм пуррине асӑрхаса тӗлӗнет. Устиновичӑн нӳрӗпе йӑлтӑртатакан хура куҫӗсем ун ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Серёжа хӑйне-хӑй манса чутах, — сан куҫусем тӗкер пекех, вӗсенче пурте курӑнса тӑрать, — тесе яратчӗ, анчах вӑхӑтра чарӑнчӗ.

Рита чавси ҫине ҫӗкленчӗ.

— Револьверу ӑҫта санӑн?

Сергей хӑйӗн пилӗкӗнчи пушӑ пиҫиххине кӑмӑлсӑррӑн хыпаласа пӑхрӗ.

— Ялта кулаксен шайкки туртса илчӗ.

Рита аллине гимнастёрка кӗсъине чикрӗ те ҫутӑ браунинг туртса кӑларчӗ.

— Ав ҫав юмана куратӑн-и, Сергей? — терӗ вӑл, револьвер кӗпҫипе хӑйсенчен пӗр ҫирӗм пилӗк утӑмра ларакан ҫуркаланчӑк хупӑллӑ юман ҫине кӑтартса. Унтан аллине куҫӗпе тан тытса, тӗллемесӗр тенӗ пекех, печӗ. Юман хуппи хӑйпӑнса тӑкӑнчӗ.

— Куртӑн-и? — терӗ те вӑл, тата тепре печӗ. Юман хуппи каллех курӑк ҫине ӳксе чӑштӑртатрӗ.

— Ме, — терӗ Рита кулкаласа, Сергее револьверне парса, — халь эсӗ мӗнле пенине пӑхар.

Серёжа виҫӗ хут печӗ, анчах пӗринче те тивретеймерӗ.

— Эпӗ сана, начартарах перет пулӗ, тенӗччӗ.

Револьвере ҫӗре хучӗ те курӑк ҫине выртрӗ. Гимнастёрка витӗр унӑн тӑн-тӑн кӑкӑрӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ.

— Сергей, кил кунта, — терӗ вӑл шӑппӑн. Вӑл ун ҫумне куҫса ларчӗ.

— Пӗлӗте куратӑн-и? Кӑвак вӑл. Санӑн куҫусем те ҫавӑн пекех. Санӑн куҫусем сӑрӑ е хурҫӑ тӗслӗ пулмалла. Кӑвак тӗслӗ вӑл — ытла та чечен.

Унтан унӑн шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫне сасартӑк ыталарӗ те тутинчен хыттӑн чуптуса илчӗ.

Икӗ уйӑх иртрӗ. Кӗркунне килсе ҫитрӗ.

Ҫӗр тӗттӗмӗ, хуллен шуса килсе, йывӑҫсене хура пӗркенчӗкпе витрӗ. Дивизи штабӗн телеграфисчӗ «морзе» паллисене ҫыракан аппарат умне хутланса ларнӑ та пӳрни айӗнчен ҫӗлен пек авкаланса тухакан ансӑр лентӑна яра-яра илет. Бланк ҫине пӑнчӑпа тиресенчен пулнӑ сӑмахсене хӑвӑрттӑн ҫыра-ҫыра пырать.

«Пӗрремӗш дивизин штаб начальникне. Копине Шепетовка хулин предревкомне. Ҫак телеграммӑна илнӗ хыҫҫӑн вунӑ сехетрен хулари учрежденисене пурне те хуларан кӑларма хушатӑп. Хулана батальон хӑварӑр, унӑн вӑрҫӑ участкин командирӗн, Н. полк командирӗн аллине куҫмалла. Дивизи штабӗн, подивӑн тата ытти пур ҫар учрежденисен те Баранчев станцине чакмалла. Хушнине пурнӑҫа кӗртни ҫинчен дивизи начальникне пӗлтермелле.

Алӑ пуснӑ.»

Тепӗр вунӑ минутран хулан сас-чӗвӗсӗр урамӗсем тӑрӑх, хӑйӗн хунар куҫӗсемпе ялтӑртаттарса, мотоциклет вӗҫтерсе иртсе кайрӗ. Вӑл, хашлатса, ревком ҫурчӗ умне чарӑнса тӑчӗ. Мотоциклист телеграммӑна ревком председательне Долиннике пачӗ. Ҫынсем чупкалама пуҫларӗҫ. Уйрӑм рота йӗркеленсе тӑчӗ. Тепӗр сехетрен хула тӑрӑх ревком япалисене тиенӗ лавсем кӗмсӗртете пуҫларӗҫ. Куҫакан учрежденисем Подольски вокзалра вагонсем ҫине тиенеҫҫӗ.

Серёжа телеграммӑна итлерӗ те мотоциклист хыҫҫӑн чупрӗ.

— Юлташ, сирӗнпе станцине пыма юрать-и? — тесе ыйтрӗ вӑл шофертен.

— Лар хыҫала, анчах хытӑрах тытса пыр.

Поезд ҫумне ҫаклатнӑ вагон патне пӗр вунӑ утӑм ҫитеспе Сережа Ритӑна хулпуҫҫийӗсенчен ярса тытрӗ те темрен те хаклӑ япалана ҫухатнӑ пек пӑшӑрханса шӑппӑн:
— Сывӑ пул, Рита, манӑн хаклӑ юлташӑм! Эпир санпа татах та тӗл пулӑпӑр-ха, анчах эсӗ ан ман мана, — терӗ.

Вӑл хӑй уласа йӗрсе ярас патнех ҫитнине туйса илчӗ, хӑраса кайрӗ. Уйӑрӑлса кайма вӑхӑт. Калаҫма хал ҫитмен пирки вӑл унӑн аллисене ҫеҫ хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Тепӗр ирхине хула та, вокзал та, тӑлӑх пекех, пушанса юлчӗҫ. Юлашки поездӑн паровозӗсем сывпуллашнӑ пек кӑшкӑртса тухса кайрӗҫ. Станци тулашне ҫулӑн айккине те хулана хӑварнӑ батальонӑн цепӗсем выртса юлчӗҫ.

Сарӑхнӑ ҫулҫӑсем, йывӑҫсене ҫаратса хӑварса, тӑкӑнаҫҫӗ. Пӗтӗрӗннӗ ҫулҫӑсене ҫил ярса илет те хуллен ҫул тӑрӑх хӑвалать.

Красноармеец шинелӗ тӑхӑннӑ, йӗри-тавра пиртен ҫӗленӗ патрон сумкисем ҫакса тултарнӑ. Серёжа пӗр вунӑ красноармеецпа пӗрле сахӑр завочӗ патӗнчи ҫул юппи тӗлӗнче тӑрать. Поляксем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.

Автоном Петрович хӑйӗн кӳршин — Герасим Леонтьевичӑн алӑкне шаккарӗ. Лешӗ, тумланса та ӗлкӗрейменскер, алӑкне уҫса пӑхрӗ те:
— Мӗн пулнӑ? — тесе ыйтрӗ.

— Каяҫҫӗ, — терӗ Автоном Петрович, винтовкисене хӑйсен умӗнче тытса пыракан красноармеецсем ҫине кӑтартса.

Герасим Леонтьевич ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ:

— Эсир пӗлместӗр-и, поляксен паллисем мӗнле?

— Пӗр пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк пулас.

— Ӑҫтан тупас-ши?

Автоном Петрович шухӑша кайса ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса илчӗ.

— Вӗсене мӗн, вӗсем тухрӗҫ те кайрӗҫ. Эсӗ кунта ҫӗнӗ влаҫа мӗнле майпа юрасси ҫинчен пуҫна ҫӗмӗрсе лар, — терӗ вӑл, кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн.

Лӑпкӑлӑха хускатса, пулемёт шатӑртатма тытӑнчӗ. Вокзал патӗнче кӗтмен ҫӗртен паровоз хашлатса илчӗ те, ун енченех тупӑ хыттӑн кӗрӗслетни илтӗнчӗ. Уласа, йынӑшса, пӗлӗтелле шӑтарса кӗрет йывӑр снаряд. Вӑл завод леш енчи ҫул ҫине ӳкнӗ, пӗчӗк йывӑҫ тӗмӗсене кӑвак тӗтӗмпе хупларӗ. Урам тӑрӑх, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, пӗр шавсӑр чакаҫҫӗ салхулланнӑ красноармеецсем.

Серёжӑн питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем ҫӳҫентерсе чупса анчӗҫ. Вӑл вӗсене шӑлса типӗтрӗ, юлташӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ҫук, никам та курмарӗ пулас.

Серёжӑпа юнашар чӑсланкӑ та ырхан Антек Клопатовский, хӑма заводӗнче ӗҫлекенскер, утать. Пӳрнисем унӑн винтовка курокӗ ҫинче. Антек салху, ҫилӗллӗ. Унӑн куҫӗсем Серёжа куҫӗсемпе тӗл пулаҫҫӗ те, Антек хӑйӗн ӑшӗнчи шухӑшне каласа парать…

— Пирӗн ҫемьесене хӗстерме тытӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, пуринчен ытла манӑнне. «Поляк, хӑй поляксен легионӗсене хирӗҫ кайнӑ» тейӗҫ. Старике хӑма заводӗнчен хӑваласа кӑларӗҫ, пушӑпа ӑшалӗҫ. Каларӑм аттене, пирӗнпе атя, тесе, анчах старикӗн хӑйӗн ҫемьине пӑрахса кайма вӑй-халӗ ҫитмерӗ. Эх, ылханлӑ йӗрӗнчӗксем, хирӗҫ пуласчӗ часрах вӗсемпе! — ҫапла каларӗ те куҫӗ ҫине анса ларнӑ красноармеец шлемне чӗтрекен аллипе тӳрлетсе лартрӗ.

…Сывӑ пул, тӑван хула, сӑнсӑрскер, пылчӑклӑскер, илемсӗр ҫурт-йӗрлӗскер, путӑк-шӑтӑклӑ шосселлӗскер! Сывӑ пулӑр, ҫывӑх тӑвансем, сывӑ пул, Валя, сывӑ пулӑр, вӑрттӑн ӗҫе куҫнӑ юлташсем! Килеҫҫӗ ют ҫынсем, ҫилӗллӗ- те ҫынна хӗрхенме пӗлмен шурӑ поляксен легионӗсем.

Хурлӑхлӑ пӑхса тӑрса ӑсатаҫҫӗ красноармеецсене мазутпа вараланса пӗтнӗ тумтир тӑхӑннӑ депори рабочисем.

— Эпир килӗпӗр-ха, юлташсем! — тесе пӑлханса кӑшкӑрчӗ Серёжа.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех