Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫиччӗмӗш сыпӑк

Пай: Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Максим Данилов-Чалдун

Ҫӑлкуҫ: Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫул: 1948; Хушнӑ: 2020.06.15 18:19

Пуплевӗш: 574; Сӑмах: 5869

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

ЦК санаторийӗ ҫумӗнче — тӗп поликлиникӑн пысӑк сачӗ. Коммунарсем тинӗс хӗрринчен хӑйсен санаторине ҫак сад витӗр ҫӳреҫҫӗ. Корчагин ҫакӑнта, кӑвак акшар стена ҫумӗнчи ҫӑра чинара сулхӑнӗнче, канма юратать. Кунта ҫынсем сайра хутра ҫеҫ пыркалаҫҫӗ. Пысӑк курортӑн халӑх хӗвӗшекен канӑҫсӑр вырӑнӗнчен инҫетрине пула, кунтан садри аллейӑсемпе ҫулсем тӑрӑх ҫынсем уткаласа ҫӳренине курма, каҫсерен музыка итлесе ларма лайӑх.

Корчагин паян та кунта килсе тухрӗ. Вӑл авса тунӑ качалка ҫине канлӗн выртрӗ те, тинӗсре шыва кӗнипе тата хӗвел пӗҫернипе ӗшенсе ҫитнӗскер, тӗлӗрсе кайрӗ. Унпа юнашар качалка ҫинче унӑн ҫӑмламас алшӑллийӗ тата Фурмановӑн вуласа пӗтереймен «Мятеж» повеҫӗ выртаҫҫӗ. Санаторие килсен малтанхи кунсенче Корчагина ӗлӗкхи пекех нерв чирӗ аптратрӗ, ун пуҫӗ ыратасси те чарӑнмарӗ. Профессорсем унӑн сахал тӗл пулакан йышши йывӑр чирне ҫаплах-ха сӑнаса вӗренеҫҫӗ. Темиҫе хутчен шакка-шакка итленисем Павела йӑлӑхтараҫҫӗ, вӗсем ӑна ывӑнтараҫҫӗ. Кулӑшла хушаматлӑ ординатор Иерусалимчик — кӑмӑллӑ партийка — ӑна кашнинчех аран шыраса тупать те хӑйпе пӗрле пӗр-пӗр специалист патне пыма ӳкӗтлет.

— Чӑнах, ҫак мана йӑлтах ывӑнтарса ҫитерчӗ, — тет ӑна Павел. — Кашни кун пӗр тала ҫинченех пилӗкшер хут каласа паратӑп вӗсене. Асаннӳ чухмаха ермен-и, аслаҫун ашшӗ шӑмӑ сурнипе асапланман-и? Шуйттан пӗлет-и ман асаттен ашшӗ мӗн чирпе сывмар пулнине, ара эпӗ ӑна куҫпа та курман-вӗт! Унтан тата кашниех гоноррейӑпа е тата хӑрушӑрах чирпе чирлемен-и тесе тӗпчет, кашниех нимӗн пытармасӑр каласа пама хушать, а манӑн вӗсене ҫакӑншӑн кукша пуҫӗсенчен ҫатлаттарас килет. Тархасшӑн канма парӑр эсир мана! Унсӑрӑн, вӗсем мана уйӑх ҫурӑ хушши ҫаплах сӑнаса пурӑнас пулсан, эпӗ этем обществишӗн хӑрушӑ ҫын пулса тӑма пултаратӑп.

Иерусалимчик шӳтлесе кулать, анчах ҫав хушӑра хӑй, ӑна хулайӗнчен тытса, мӗн те пулин интереслӑ япала калама тытӑнать те систермесӗрех хирург патне пырса тӑратать.

Паян тухтӑрсем пӑхас сас-чӳ ҫук. Кӑнтӑрлахи апатчен тата пӗр сехет. Тӗлӗрсе выртнӑ ҫӗртех Павел такам пынине туйрӗ. Куҫӗсене уҫмарӗ: «Ан тив, мана ҫывӑрать тесе шухӑшлатӑр та каялла кайтӑр», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Анчах шухӑшлани ахалех пулчӗ: такам пырса ларнипе качалка ҫӑтӑртатрӗ. Аран сисӗнмелле духи шӑрши кӗни ҫумма хӗрарӑм ларнине пӗлтерчӗ. Павел куҫӗсене уҫрӗ. Чи малтанах ӑна: куҫа шартарса яракан шурӑ платьепе сафьян чувяк тӑхӑннӑ хӗвелпе пиҫнӗ урасем, унтан арҫын ачалла касса янӑ пуҫ, икӗ пысӑк куҫ, икӗ ӗрет шӑшинни пек ҫивӗч шӑлсем курӑнса кайрӗҫ. Хӗрарӑм именчӗклӗн кулса илчӗ.

— Каҫарӑрах, эпӗ сире кансӗрлерӗм пулас?

Корчагин нимӗн те чӗнмерӗ. Ку пит тирпейлех пулмарӗ те, анчах вӑл хӗрарӑм пӑрахса каясса ҫапах та кӗтет-ха.

— Ку сирӗн кӗнеке-и?

Хӗрарӑм «Мятеж» кӗнекене тытса уҫкалать.

— Ҫапла, манӑн.

Пӗр минут хушши чӗнмесӗр ларчӗҫ.

— Калӑр-ха, юлташ, эсир «Коммунар» санаторирен мар-и?

Корчагин тӳсӗмсӗрӗн хусканкаласа илчӗ. «Мӗн илсе килчӗ ӑна? Ну, кантӑм та пулать. Мӗн чирпе килни ҫинчен ыйтма тытӑнать ак. Кайма тивет кунтан».

— Ҫук, — терӗ вӑл сӳрӗк сасӑпа.

— Эпӗ сире унта курнӑ пек-ҫке.

Павел ура ҫине тӑма тытӑннӑччӗ, ҫак вӑхӑтрах хыҫалтан кӑкӑр тулли каланӑ тепӗр хӑрарӑм сасси илтӗнет:

— Эсӗ мӗн кунта килсе кӗнӗ, Дора?

Качалка хӗррине хӗвелпе пиҫнӗ, санатори костюмӗ тӑхӑннӑ тӑн-тӑн кӗлеткеллӗ сарӑ хӗрарӑм пырса ларчӗ. Вӑл Корчагин ҫине пӑхса илчӗ те:
— Эпӗ сире таҫта курнӑ, юлташ. Эсир Харьковра ӗҫлеместӗр пулӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫапла, Харьковра.

Корчагин ҫакӑн пек вӑрӑм калаҫӑва татма шут тытрӗ.

— Мӗнле ӗҫре?

— Ассенизаци обозӗнче! — ҫапла ответлерӗ те, лешсем ахӑлтатса янипе ирӗксӗрех кӑрт сиксе илчӗ.

Ҫапла пуҫланчӗ вӗсен туслӑ пурӑнӑҫӗ. Ҫак кулӑшла паллашӑва Дора Родкина, партин Харьков хула комитечӗн бюро членӗ, кайран сахалах мар асӑнса илетчӗ.

Пӗрре Корчагин, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн «Таласса» санатори садне концерт итлеме кайсан, кӗтмен ҫӗртен Жаркие тӗл пулчӗ. Тӗлӗнмелле те, анчах вӗсене паллаштараканни те фокстрот пулчӗ.

Эстрада ҫине малтан пӗр самӑр хӗрарӑм тухать; вӑл аллине хыттӑн хуҫкаласа «Пылала ночь восторгом сладострастья» романса юрласа парать. Ун хыҫан пӗр мӑшӑр — арҫынпа хӗрарӑм сиксе тухаҫҫӗ. Арҫынни пуҫне хӗрле цилиндр тӑхӑннӑ, унӑн ҫанҫурӑмӗ ҫури ҫарамас, пӗҫҫисем ҫинче темле тӗслӗ шерепесем, кӑкӑрӗ умӗнче куҫа шартарса яракан йӑмӑх шурӑ галстук. Пӗр сӑмахпа каласан, кайӑкла этеме хывнӑ начар пароди. Хӗрарӑмӗ — сӗрӗнсе якатнӑ сӑнлӑскер, ҫийӗнче темӗн чухлӗ матери. Ҫак мӑшӑр, санаторири креслӑсемпе чирлисен койкисем хыҫӗнче тӑракан вӑкӑр ӗнселлӗ нэпмӑнсем ахӑрса тӑнипе хавхаланса, эстрада ҫинче йӑпӑр-йӑпӑр фокстрот ташласа ленчӗртетме тытӑнчӗ. Тӗрӗссипе каласан, кунтан ытла йӗрӗнчӗк картина шухӑшласа кӑларма та йывӑр ӗнтӗ. Идиотла цилиндр тӑхӑннӑ самӑр арҫынпа хӗрарӑм, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑна-ҫыпҫӑна, темӗн те пӗр киревсӗрле хӑтланса авкаланаҫҫӗ. Павел хыҫӗнче темӗнле мӑнтӑр кӗлетке мӑшлатса тӑрать. Корчагин тухса каяс тесе ҫавӑрӑннӑччӗ. Ҫак самантра, шӑп эстрада патӗнчи малти ӗретрен, такам ура ҫине тӑрса, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Ҫитет проституциленме! Хӑямат патне!

Павел ку ҫын Жаркий иккенне палларӗ.

Пианино калакан тӑпах чарӑнчӗ, сӗрме купӑс юлашки хут ҫухӑрса илчӗ те шӑп пулчӗ. Эстрада ҫинчи мӑшӑр авкаланма пӑрахрӗ. Кӑшкӑракан ҫын ҫине пукансем хыҫӗнчен вӑрҫма пуҫларӗҫ:

— Ан пӑс номере, мӗн пуҫтахланатӑн!

— Пӗтӗм Европа ташлать!

— Тӳсме ҫук чӑрсӑрлӑх кунӗ!

Анчах «Коммунар» санаторийӗнчен пынисенчен пӗри, Череповец укомолӗн секретарӗ, Серёжа Жбанов, тӑватӑ пӳрнине ҫӑварне чикрӗ те хурахсем пек шӑхӑрса ячӗ. Ӑна ыттисем те пулӑшрӗҫ, ҫакна кура эстрада ҫинчи мӑшӑр ҫил вӗҫтерсе янӑ пекех сирӗлет. Хӑйне хӑй ирӗклӗн тыткалакан лакей майлӑ ҫатӑлти конферансье публикӑна, артистсем кунтан тухса каяҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ.

— Яра пар каялла, таси паха! — кӑшкӑрса ӑсатрӗ ӑна пӗр санатори халачӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑк каччӑ. Халӑх ахӑлтатса кулса ячӗ.

Корчагин малти ӗретсем хушшинче Жаркие шыраса тупрӗ. Вӗсем Павел пӳлӗмӗнче чылайччен калаҫса ларчӗҫ. Ваня партин пӗр окружкомӗнче агитпроп пулса ӗҫлет-мӗн.

— Эсӗ пӗлместӗн пулӗ, эпӗ авланнӑ вӗт? Часах акӑ е хӗр е ывӑл ҫуралмалла, — терӗ Жаркий.

— Охо, арӑму кам-ха апла? — тӗлӗнче Корчагин.

Жаркий кӑкӑр ҫинчи кӗсьинчен карточка кӑларчӗ те Павела кӑтартрӗ:

— Паллатӑн-и?

Карточка ҫинче Жаркийпе Анна Борхарт тӑраҫҫӗ.

— А Дубава ӑҫта вара? — тата ытларах тӗлӗнчӗ Павел.

— Дубава Мускавра. Вӑл, хӑйне партирен кӑларсан, комвуза пӑрахса кайрӗ те халь Мускаври технически аслӑ училищӗре вӗренет. Ҫынсем каланӑ тарӑх, ӑна партие каялла илнӗ пулать. Ахалех илнӗ! Пӑсӑлнӑ ҫын вӑл… Игнат ӑҫтине пӗлетӗн-и? Вӑл пароходсем тӑвакан завод директорӗн заместителӗ. Ыттисем ҫинчен хам та сахал пӗлетӗп. Пӗр-пӗринчен татӑлса кайрӑмӑр эпир. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтессисенче ӗҫлетпӗр. Ҫапах та мӗн тери аван ку пӗр-пӗринпе курнӑҫса иртнисене аса илме, — терӗ Жаркий.

Пӳлӗме Дора, унпа пӗрле тата темиҫе ҫын пырса кӗчӗҫ. Тамбов ҫынни, ҫӳллӗскер, алӑка хупрӗ. Дора Жаркийӗн орденӗ ҫине пӑхрӗ те Павелран:
— Санӑн юлташу — парти членӗ-и? Ӑҫта ӗҫлет вӑл? — тесе ыйтрӗ.

Мӗн пирки ыйтнине тавҫӑрса илеймесӗр, Павел Жаркий ҫинчен кӗскен каласа пачӗ.

— Апла пулсан, кунта юлтӑр. Халь ҫеҫ Мускавран юлташсем килчӗҫ. Вӗсем пире партири ҫӗнӗ хыпарсене каласа парасшӑн. Эпир хамӑрӑн хупӑ пуху пеккин сан патӑнта ирттерес терӗмӗр, — ӑнлантарса пачӗ Дора.

Павелпа Жаркийсӗр пуҫне, кунта пуҫтарӑннисенчен пурте тенӗ пекех ватӑ большевиксем. Мускав организацин Контроль комисси членӗ Барташев Троцкий, Зиновьев, Каменев ертсе пыракан ҫӗнӗ оппозици ҫинчен каласа пачӗ.

— Ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра пирӗн кашнин хӑйӗн вырӑнӗнче пулмалла. Эпӗ хам акӑ ыранах кунтан тухса каятӑп, — тесе пӗлтерчӗ Барташев.

Павел пӳлӗмӗнче пуху пулнӑ хыҫҫӑн, виҫӗ кунтан санатори пушанса юлчӗ. Павел та хӑйӗн канмалли вӑхӑчӗ тухичченех пӑрахса кайрӗ.

Комсомолӑн Центральнӑй Комитетӗнче ӑна нумай тытса тӑмарӗҫ. Корчагина промышленноҫлӑ районсенчен пӗрне окружком секретарӗ туса ячӗҫ. Тата тепӗр эрнерен организацин хула активӗ унӑн малтанхи сӑмахне те итлерӗ.

Пӗррехинче, сӗм кӗркунне, хуларан пӗр инҫетри района кайнӑ чухне, Корчагин тата унпа пӗрле икӗ работник ларса пыракан автомобиль ҫул хӗрринчи канава кӗрсе каять те ҫаврӑнса ӳкет.

Пурте аманаҫҫӗ. Корчагинӑн сылтӑм чӗркуҫҫийӗ лапчӑнать.

Тепӗр икӗ кунран ӑна Харьковри хирурги институтне ҫитереҫҫӗ. Тухтӑрсен консилиумӗ, Павелӑн шыҫса кайнӑ чӗркуҫҫине тӗплӗн пӑхса рентгенпа ӳкернӗ хыҫҫӑн, ӑна васкасах операци тумалла тесе йышӑнать.

Корчагин килӗшет.

— Апла пулсан, ыран ирхине, — тет те консультацие ертсе пыракан мӑнтӑр профессор, ура ҫине тӑрать. Ун хыҫҫӑн ыттисем те тухса каяҫҫӗ.

Пӗр ҫын ҫеҫ выртмалли пӗчӗкҫеҫ ҫутӑ палата. Йӗри-тавра тасалӑх тата Павел тахҫанах маннӑ лазаретӑн хӑйне майлӑ шӑрши. Корчагин палатӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ. Юр пек шурӑ ҫитти витнӗ тумбочка, шурӑ табуретка урӑх нимӗн те ҫук.

Санитарка каҫхи апат илсе пычӗ.

Павел апата йышӑнмарӗ. Вӑл, кровать ҫинче тайӑнарах ларса, ҫырусем ҫырать. Ура ыратни шухӑшлама памасть ҫиес килмест.

Тӑваттӑмӗш ҫырӑва ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн, палата алӑкӗ хуллен уҫӑлчӗ те, Корчагин кровачӗ патне шурӑ халатпа шурӑ калпак тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм пырса тӑчӗ.

Каҫалана сулӑннӑ кун ҫуттинче Корчагин ҫинҫе куҫхаршисене тата хуран курӑнакан пысӑк куҫсене асӑрхарӗ. Унӑн пӗр аллинче портфель, тепринче хутпа кӑранташ.

— Эпӗ сирӗн ординатор, — терӗ хӗрарӑм, — паян дежурить тӑватӑн. Халь сире тӗпчеме тытӑнатӑп, сирӗн ирӗксӗрех хӑвӑр ҫинчен каласа памалла пулать.

Хӗрарӑм ӑшшӑн кулса илчӗ. Вӑл йӑлкӑшни «тӗпчев» кӑмӑла каяссине кӑшт ҫемҫетрӗ, Корчагин пӗр сехет хушши, хӑй ҫинчен ҫеҫ мар, хӑйӗн асламӑшӗн амӑшӗсем ҫинчен те каласа пачӗ.

Операци тӑвакан пӳлӗмре сӑмсисем урлӑ марля туртса ҫыхнӑ темиҫе ҫын. Йӑлтӑртатакан никельлӗ хирурги инструменчӗсем, ансӑр сӗтел, сӗтел айӗнче тем пысӑкӑш таз. Корчагин сӗтел ҫине выртнӑ ҫӗре профессор аллисене ҫуса пӗтерчӗ. Хыҫалта васкасах операци тума хатӗрленеҫҫӗ. Корчагин ҫаврӑнса пӑхрӗ. Сестра ланцетсемпе хӗскӗчсене майла-майла хурать. Ординатор Бажанова унӑн урине ҫыхнине салтать.

— Кунталла ан пӑхӑр, Корчагин юлташ, вӑл нервӑсене пӑсать, — терӗ хуллен.

— Эсир кам нервисем ҫинчен калатӑр, тухтӑр? — тесе кулса илчӗ Корчагин.

Тата темиҫе минутӑран ҫат ҫыпҫӑнакан маска унӑн питне хупларӗ.

— Ан пӑлханӑр, халех хлороформ яма пуҫлатпӑр. Сӑмса витӗр тарӑн сывлӑр, сасӑпа шутлӑр, — терӗ ӑна профессор.

— Юрать. Тирпейсӗр сӑмахсем пулас пулсан, вӗсемшӗн халех каҫарма ыйтатӑп, — илтӗнчӗ маска айӗнчен лӑпкӑ сасӑ.

Профессор кулмасӑр чӑтаймарӗ.

Хлороформӑн пирвайхи тумламӗсем, сывлӑша питӗрекен, ӑша тавӑрса кӑларакан шӑршӑ.

Корчагин вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те, кашни сӑмаха уҫҫӑн калама тӑрӑшса, шутлама пуҫларӗ. Ҫапла пуҫланчӗ ун трагедийӗн пӗрремӗш акчӗ.

Артём конверта ҫурмаран тенӗ пек ҫурчӗ те, темшӗн пӑлханса, ҫырӑва сарса тытрӗ. Куҫӗсемпе пуҫламӗш йӗркесене ярса илчӗ, вӗсем тӑрӑх васкаса чупрӗ.

«Артём! Эпир пӗр-пӗрин патне питӗ сайра ҫыратпӑр. Ҫулталӑкра пӗрре, тепӗр чухне иккӗ. Анчах ӗҫ нумай ҫырнинче-им? Эсӗ, тымарсене татас шутпа, Шепетовкӑран ҫемьепех Казатинри депона куҫрӑм тесе пӗлтеретӗн. Ку тымарсем — Стёшӑн кая юлнӑ вак харпӑрлӑхлӑ психологийӗ, унӑн ӑратнисем тата ыттисем те иккенне эпӗ ӑнланатӑп. Стёша пек ҫынсене урӑхлатма йывӑр, санӑн вӑл тӗлӗшпе ӗҫӳ те тухаяс ҫук пек туйӑнать мана. «Ватӑлмалӑх кунра вӗренме йывӑр» тетӗн, анчах сан вӗренӳ начарах мар пырать. Производствӑна пӑрахса, хула Совечӗн председателӗ пулма килӗшмесӗр тӑни тӗрӗс мар. Эсӗ влаҫшӑн ҫапӑҫнӑ-вӗт? Апла пулсан, ӑна илесех пулать. Ыранах хула Советне ил те ӗҫлеме пуҫла.

Халӗ хам ҫинчен. Манӑн темскер ырӑ мар япала пулса пырать. Эпӗ час-часах госпитальсене ҫӳре пуҫларӑм, мана икӗ хутчен касрӗҫ; юн нумай тӑкӑнчӗ, вӑй та сахалах мар пӗтрӗ, анчах мана халь те ку япала хӑҫан пӗтесси ҫинчен никам та каласа параймасть.

Эпӗ ӗҫрен татӑлса кайрӑм, хама валли ҫӗнӗ професси — «чирлӗ ҫын» профессийӗ тупрӑм, темӗн чухлӗ асап курма тивет, ҫапла вара сылтӑм ура чӗркуҫҫи тӗлӗнче хускалми пулчӗ, ӳтӗмре темиҫе ҫӗвӗ те пур ӗнтӗ, юлашкинчен врачсем тепӗр япала шыраса тупрӗҫ: ҫичӗ ҫул ӗлӗкрех эпӗ ҫурӑм шӑммине мӑкӑлтанӑ, ҫав маншӑн халӗ питӗ хӑрушӑ пулма пултарать, теҫҫӗ. Эпӗ пурне те тӳсме хатӗр, анчах тепӗр хут строя тӑмалла пултӑрччӗ.

Пурӑнӑҫра маншӑн стройран тухса ӳкессинчен хӑрушӑрах япала урӑх ҫук. Ку шухӑша пуҫа та илес килмест. Ҫавӑнпа эпӗ пурне те тӳсме хатӗр, анчах лайӑхланни курӑнмасть, хура пӗлӗтсем ҫӑралсах пыраҫҫӗ. Малтанхи операци хыҫҫӑн ҫӳреме пуҫласанах, эпӗ ӗҫлеме тытӑнтӑм, анчах мана каллех килсе леҫрӗҫ. Халь ак Евпаторири «Майнак» санаторие путёвка илтӗм. Ыран тухса каятӑп. Ан кулян, Артём, мана тупӑка чикме ҫӑмӑлах мар. Пурӑнӑҫӑм ман виҫӗ ҫын валли те ҫитет. Эпир, тӑванӑм, ӗҫлӗпӗр-ха. Сывлӑхна сыхла, вуншар пӑтӑн ан йӑт. Пире юсама партие кайран хакла ӳкет. Пурӑннӑ ҫулсем опыт лараҫҫӗ, вӗренни пӗлӳ парать, анчах вӑл лазаретсем тӑрӑх хӑна пулса ҫӳреме мар. Аллуна чӑмӑртатӑп. Павел Корчагин».

Артём ҫӑра куҫхаршисене пӗркелесе шӑлнӗ ҫыруне вуланӑ вӑхӑтра Павел больницӑра Бажановӑпа юлашки хут калаҫса уйӑрӑлать.

— Ыран эсир Крыма тухса каятӑр апла? Ӑҫта ирттерес тетӗр-ха паянхи куна? — ыйтрӗ унтан Бажанова, алӑ панӑ хушӑра.

— Кунта халех Родкина юлташ килмелле. Паян кун каҫах эпӗ вӗсен ҫемьинче пулатӑп, ирхине вӑл мана вокзала ӑсатать, — терӗ Павел.

Бажанова Павел патне час-часах килсе ҫӳрекен Дорӑна паллать.

— Эсир астӑватӑр-и, Корчагин юлташ, эпир пӗрре тухса каяс умӗн ман аттепе курнӑҫмалла тесе килӗшнӗччӗ?.. Эпӗ ӑна сирӗн сывлӑхӑр ҫинчен пӗтӗмпех каласа патӑм. Манӑн сире ӑна пӑхтарас килет. Куна паянах тума пулать.

Ҫав кунах Ирина Васильевна Павела хӑйӗн ашшӗн аслӑ кабинетне илсе кӗчӗ.

Чаплӑ хирург хӑйӗн хӗрӗ умӗнче Корчагина тӗплӗн пӑхрӗ. Ирина клиникӑран рентген ӳкерчӗкӗсемпе пӗтӗм анализсене те илсе пынӑ-мӗн. Хирург Ирина Васильевнӑна латинла темскер вӑрӑммӑн каларӗ те лешӗ сасартӑк шурса кайрӗ, ҫакна Павел сисмесӗр юлма пултараймарӗ. Корчагин, профессорӑн пысӑк кукша пуҫӗ ҫине пӑхса, ҫивӗч куҫӗсенче мӗн пуррине пӗлме тӑрӑшрӗ, анчах та Бажанов — нимӗнпе витерме ҫук ҫын.

Павел тумлансан, Бажанов унпа кӑмӑллӑн сывпуллашрӗ; унӑн темӗнле заседание каймалла, ҫавӑнпа вӑл хӑй мӗн пӑхса пӗлни ҫинчен каласа пама хӗрне хушрӗ.

Ирина Васильевнӑн ытла та чипер илемлетнӗ пӳлӗмӗнче диван ҫине тайӑнса ларса, Корчагин Бажанова калама пуҫласса кӗтет. Анчах лешӗ мӗнрен калама пуҫлассине пӗлмесӗр аптӑраса тӑрать: йывӑр ӑна калама. Ашшӗ ӑна Корчагин организмӗнчи чире чармалли япалана медицина халиччен те тупайман, тесе пӗлтернӗ. Вӑл операци тӑвассине хирӗҫ каланӑ. «Ку ҫамрӑк ҫынна хускалайми пулас трагеди кӗтсе тӑрать, ӑна эпир нимӗнпе те чарма пултараймастпӑр» — тенӗ вӑл.

Бажанова, тухтӑр тата тус майӗпе, пӗтӗмпех каласа пама пултараймарӗ. Корчагина вӑл чӑн япалан пӗр пӗчӗк пайне пӗлтерчӗ.

— Эпӗ, Корчагин юлташ, Евпатори ваннисем сирӗн чире татӑклӑнах ҫӑмӑллатса, эсир кӗркунне каллех ӗҫе тытӑнма пултарасса шанатӑп.

Анчах ҫапла каланӑ хушӑра вӑл хӑй ҫине икӗ ҫивӗч куҫ пӗрмаях сӑнаса пӑхса тӑнине пачах та асӑрхаман.

— Эсир каланинчен, тӗрӗсрех каласан, эсир каламасӑр хӑварнинчен, эпӗ хамӑн чир хӑрушӑ иккенне лайӑхах куратӑп. Астӑватӑр-и, эпӗ сире манпа нимӗн пытармасӑр калаҫма ыйтнӑччӗ? Манран нимӗн те пытармалла мар, эпӗ тӑнсӑр пулса кайса ӳкес ҫук, касӑнса та вилес ҫук. Анчах манӑн малашне хампа мӗн пулассине питӗ пӗлес килет, — терӗ Павел. Бажанова унӑн сӑмахне шӳтпе ирттерсе ячӗ.

Ҫак каҫ Павел хӑйне малашне мӗн пуласса пӗлеймерӗ. Сывпуллашнӑ чухне ӑна Бажанова каларӗ:

— Эпӗ сирӗн тусӑр иккенне ан манӑр, Корчагин юлташ. Сирӗн пурӑнӑҫӑрта тем те пулма пултарать. Ман пулӑшу е ман канаш кирлӗ пулсан, ҫыру ҫырса пӗлтерӗр. Эпӗ хамӑн вӑй ҫитнине пурне те тӑватӑп, — терӗ.

Сӑран куртка тӑхӑннӑ ҫӳллӗ кӗлетке, туя ҫине йывӑррӑн тайӑнса, алӑк патӗнчен извозчик патнелле утса кайнине Бажанова чӳречерен чылайччен пӑхса тӑчӗ.

Акӑ каллех Евпатори. Кӑнтӑрти шӑрӑх ҫанталӑк. Ылттӑн ука тыттарнӑ тюбетейка тӑхӑнса ҫӳрекен хӗвелпе пиҫнӗ шавлӑ ҫынсем. Автомобиль пассажирсене «Майнак» санаторин кӑвак акшар чулӗнчен тунӑ икӗ хутлӑ ҫурчӗ патне вунӑ минутран илсе ҫитерет.

Дежурнӑй тухтӑр тин ҫитнӗ ҫынсене тӗрлӗ пӳлӗмсене вырнаҫтарать.

— Эсир мӗнле путёвкӑпа, юлташ? — ыйтрӗ вӑл Корчагинран, 11-мӗш номерлӗ пӳлӗм умӗнче чарса.

— Капебеу Центральнӑй Комитечӗн путёвкипе.

— Апла пулсан, эпир сире ҫакӑнта, Эбнер юлташпа пӗрле, вырнаҫтаратпӑр. Вӑл нимӗҫ, хӑйне кӳрше вырӑс ҫынни пама ыйтрӗ, — тесе ӑнлантарчӗ те тухтӑр алӑка шаккарӗ. Пӳлӗмрен вырӑс чӗлхине хуҫкаласа:
— Кӗрӗр, — тени илтӗнчӗ.

Пӳлӗмре Корчагин, чемоданне урайне лартрӗ те, кровать ҫинче выртакан ҫутӑ ҫӳҫлӗ, илемле, чӗрӗ кӑвак куҫлӑ ҫын енне ҫаврӑнса тӑчӗ. Нимӗҫ ӑна кӑмӑллӑн йышӑнчӗ.

— Гут морген, геноссен. Я хочель сказать ждравствуй — йӑнӑшне тӳрлетрӗ те вӑл, Павел енне вӑрӑм пӳрнеллӗ сарӑхса кайнӑ аллине тӑсрӗ.

Тата темиҫе минутран нимӗҫпе ун кровачӗ ҫине пырса ларнӑ Павел хӗрсех калаҫма пуҫларӗҫ. Чӗлхи вӗсен «пӗтӗм тӗнчери халӑхсем калаҫакан» чӗлхе, ку чӗлхере сӑмахсем иккӗмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ, кунта тавҫӑрса илеймен пуплевсене пуринчен ытла сӑмахсӑрах туйса илнисем, алӑсемпе хӑлаҫланнисем, куҫсене тӗрлӗрен выляткаланисем, пӗтӗмӗшле илсен, халиччен никам ҫырман эсперантӑн пӗтӗм майӗсем ӑнлантарса параҫҫӗ. Павел хӑйпе калаҫакан Эбнер нимӗҫ рабочийӗ иккенне часах пӗлчӗ.

1923 ҫулта Гамбургри восстанире Эбнерӗн пӗҫҫине пуля тивнӗ, халь акӑ ҫак кивӗ суран тепӗр хут уҫӑлнӑ та Эбнерӑн вырӑн ҫинчех выртма лекнӗ. Тем тӗрлӗ асап пулин те, Эбнер хӑйне хӑй ҫирӗп тыткалать, ҫакна кура Павел паллашсанах ӑна хисеп тӑва пуҫларӗ.

Кунтан лайӑх кӳршӗ пуласса Павел ӗмӗтленмен те. Ку ҫын иртен пуҫласа каҫ пуличчен те хӑйӗн чирӗ ҫинчен калаҫас ҫук, нӑйкӑшас та ҫук. Пачах урӑхла, ун ҫине пӑхса хӑвӑн тертӳсем ҫинчен те манса кайма пулать.

«Шел, эпӗ нимӗҫле пӗр сӑмах та пӗлместӗп», — шухӑшларӗ Павел.

Сад кӗтессинче темиҫе качалка, бамбукран тунӑ сӗтел, икӗ коляска. Кунта, сывату процедурисем хыҫҫӑн, чирлисем хушшинче «Коминтерн Исполкомӗ» — тесе ят панӑ пилӗк ҫын вӑхӑта ирттереҫҫӗ.

Пӗр коляски ҫинче Эбнер таянса ларать, теприн ҫинче — Корчагин, ӑна тухтӑрсем утса ҫӳреме хушмаҫҫӗ; юлашки виҫӗ ҫыннинчен пӗри эстонец Вайман — Крым республикин Суту-илӳ халӑх комиссариатӗнче ӗҫлекенскер; латышка Марта Лауринь — вунсакӑр ҫулхи хӗр евӗрлӗ хура куҫлӑ хӗрарӑм; виҫҫӗмӗш Леденев — тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ кӑвакара пуҫланӑ, улӑп пек ҫӳл сибиряк. Кунта чӑнах та пилӗк халӑх пулнӑ; нимӗҫ, эстонец, латышка, вырӑс тата украинец. Мартӑпа Вайман нимӗҫле пӗлеҫҫӗ. Эбнер вӗсем нимӗҫле куҫарса пама пӗлнипе усӑ курать. Павелпа Эбнера пӗр пӳлӗмре выртса тӑни туслантарчӗ, Мартӑпа Ваймана Эбнерпа нимӗҫле калаҫма пӗлни ҫыхӑнтарчӗ. Леденевпа Корчагина — шахмат.

Иннокентий Павлович Леденев киличчен Корчагин санаторире шахмат «чемпионӗччӗ». Вӑл ҫак ята, пӗрремӗш вырӑншӑн ҫине тӑрсах кӗрешнӗ хыҫҫӑн, Вайманран туртса илчӗ. Вайманӑн парӑнмалла пулчӗ, ку япала флегматикла эстонеца пачах канӑҫсӑрлатса пӑрахрӗ. Хӑйне ҫӗнтернӗшӗн Корчагина вӑл чылайччен каҫараймасӑр ҫӳрерӗ. Анчах часах санаторие ҫамрӑк ҫын пек курӑнакан аллӑ ҫулти ҫӳллӗ старик пычӗ те Корчагина пӗр парти выляса илме сӗнчӗ. Корчагин, нимӗнле шиклӗхе туймасӑр, лӑпкӑн ферзь гамбитӗнчен пуҫларӗ. Леденев ӑна пешкӑсен дебючӗпе ответлерӗ. Корчагинӑн, «чемпион» пулнӑ пирки, санаторие пыракан кашни шахматиспах вылямалла. Ҫакӑн пек вылява курма кашнинчех нумай халӑх пухӑнать. Тӑххӑрмӗш хут сиктернӗ хыҫҫӑнах Корчагин Леденевӑн виҫеллӗн хӗссе пыракан пешкисем хӑйне парӑнтарса пынине туйса илчӗ. Вӑл хӑйне хирӗҫ хӑрушӑ «тӑшман» ларнине сисрӗ: ахалех Павел ку вылява сыхланмасӑр тытӑннӑ.

Виҫӗ сехет ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, пӗтӗм вӑя, пӗтӗм тимлӗхе хурса вылянӑ пулин те, Павелӑн парӑнмаллах пулчӗ. Хӑй аяла пулассине вӑл пӑхса тӑракансем сисичченех курчӗ. Хӑйпе вылякан ҫине пӑхрӗ, Леденев тӑванлӑн, ыррӑн кулса илчӗ. Павел аяла пуласси ӑна та уҫҫӑнах курӑнса тӑрать. Павел парӑнасса пӗр пытармасӑрах хумханса кӗтсе тӑракан эстонец та ҫакна нимӗн те асӑрхамасть-ха.

— Эпӗ яланах пӗр пешка юлмиччен вылятӑп, — терӗ Павел. Леденев, ҫак хӑй анчах ӑнланма пултаракан пуплеве ырласа, пуҫне сулчӗ.

Корчагин Иннокентий Павловичпа пилӗк кун хушшинче вунӑ хут вылярӗ, вӗсенчен ҫиччӗшне выляса ячӗ, иккӗшне выляса илчӗ, пӗринче нихӑш те ҫӗнтереймерӗҫ.

Вайман савӑнса кайнӑ:

— Тавтапуҫ сире, Леденев юлташ! Епле ҫатлаттарса хутӑр эсир ӑна! Ҫапла кирлӗ те ӑна! Вӑл вӗт пире, ватӑ шахматистсене, пурне те лартса пӗтерчӗ, анчах хӑй те старик ҫине такӑнса ӳкрӗ.

Корчагин «чемпион» ятне ҫухатрӗ, анчах ҫак пӗчӗк чыслӑха ҫухатнӑ вырӑнне Иннокентий Павлович каярах на уншӑн хаклӑ та ҫывӑх ҫын пулса тӑчӗ. Шахмат вӑййинче Корчагин выляса яни ӑнсӑртран пулса тӑнӑ япала мар. Вӑл шахмат вӑййин куҫа курӑнакан стратегине ҫеҫ чухланӑ, вӑл шахмат вӑййин пӗтӗм вӑрттӑн енӗсене пӗлекен мастера парӑнчӗ.

Корчагинпа Леденевӑн пурӑнӑҫӗнче пӗрлехи пӗр паллӑ вӑхӑт пур: Корчагин шӑпах Леденев партие кӗнӗ ҫул ҫуралнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те большевиксен ҫамрӑк тата ватӑ гвардин типлӑ представителӗсем. Пӗрин пурӑнӑҫ тата политика тӗлӗшӗнчен хӑнӑху нумай, вӑл ӗлӗкхи саманара темиҫе ҫул хушши парти ӗҫӗсене вӑрттӑн туса пынӑ, патша тӗрмисенче ларнӑ, кайран государствӑна тытса тӑрас ӗҫре пиҫсе ҫитнӗ; теприн — ҫулӑмлӑ ҫамрӑклӑх, кӗрешӗвӗ пурӗ те сакӑр ҫул тӑршшӗ ҫеҫ, анчах ку кӗрешӳ пӗр пурӑнӑҫ ҫеҫ мар илсе кайма пултарнӑ. Иккӗшӗн те вӗсен — ҫамрӑккин те ваттин те — чӗрисем вӗри, анчах сывлӑхӗсем хавшак.

Каҫсерен Корчагинпа Эбнер пӳлӗмӗнче — клуб. Ҫак пӳлӗмрен мӗнпур пек политикӑллӑ хыпарсем тухаҫҫӗ. Каҫсерен 11-мӗш номерлӗ пӳлӗмре шав тӑрать. Кашни кун тенӗ пекех анекдотсем калама юратакан Вайман пӗр-пӗр киревсӗр анекдот каласа пама хӑтланать, анчах ӑна ҫийӗнчех Мартӑпа Корчагин икӗ енчен кастарма тытӑнаҫҫӗ. Марта ӑна чӗрене витекен ҫыпӑҫуллӑ сӑмахсемпе тӑрӑхласа чарма пӗлет, ун пек тӑрӑхласа кулни те пулӑшмасан, вара ӗҫе Корчагин хутшӑнать.

— Вайман, калама пуҫличчен санӑн хуть ыйтасчӗ — тен эсӗ шӳтлени пире пачах килӗшмест…

— Эпӗ ӑнланаймастӑп — мӗнле килӗшеҫҫӗ-ха ун пек сӑмахсем сана, — лӑпках мар сасӑпа пуҫлать Корчагин, Вайманӗ вара хӑйӗн хулӑм тутине усать те, унӑн хӗсӗк куҫӗсем пичӗ тӑрӑх шӑвӑнса анаҫҫӗ.

— Пирӗн, ахӑртнех, Тӗпполитҫут ҫумӗнче мораль тӗлӗшпе ӗҫлекен инспектура организацилемелле, унта Корчагина аслӑ инспектор тумалла пулать пулмалла. Мартӑна эпӗ ӑнланатӑп, вӑл ӗнтӗ хӑй хӗрарӑм пулнипе хирӗҫлет, анчах Корчагин нимӗн пӗлмен ача пек, комсомолри ача пек пулма тӑрӑшать… Кунсӑр пуҫне тата эпӗ кирек хӑҫан та чӑххине ҫӑмарти вӗрентнине юратмастӑп, — тавӑрать вӑл вӗсене хирӗҫ.

Коммунистла этика ҫинчен ҫакӑн майлӑ хӗрсе кайса тавлашнӑ хыҫҫӑн анекдотсен ыйтуне принциплӑн сӳтсе-явма лартаҫҫӗ. Марта Эбнера ку ӗҫ ҫине кам мӗнле пӑхни ҫинчен каласа пачӗ.

— Эротише анекдот — ку питех те аван мар, эпӗ Павлушӑпа пӗр шухӑшлӑ, — тесе пӗлтерчӗ Адам.

Вайманӑн каялла чакма тиврӗ. Вӑл, хӑй пӗлнӗ пек шӳтлесе, хирӗҫлекелеме хӑтланчӗ, анчах та кайран текех анекдотсем калама пӑрахрӗ.

Мартӑна Корчагин комсомолка тесе шутланӑ. Куҫпа пахаласа, вӑл ӑна вунтӑххӑртан асла хуман. Анчах пӗррехинче, калаҫса ларнӑ хушӑра, ун ҫинчен пӗлсен, вӑл шалт тӗлӗнсе кайрӗ: Марта тӑхӑрҫӗр вунҫиччӗмӗш ҫултанпа парти членӗ иккен, вӑл вӑтӑр пӗр ҫулта тата латышсен компартинче хастарлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри пулнӑ-мӗн. Вунсаккӑрмӗш ҫулта Мартӑна шуррисем персе вӗлермелле тунӑ, анчах ӑна ытти юлташӗсемпе пӗрле совет правительстви Латви ҫыннисемпе улӑштарса илнӗ. Халь вӑл «Правдӑра» ӗҫлет, ҫав вӑхӑтрах тата аслӑ шкултан вӗренсе тухать. Корчагин унпа мӗнле туслашнине сиссе те юлаймарӗ, халь акӑ Эбнер патне час-часах кӗрсе тухакан латышка «пятёрка» ҫумне уйрӑлмиех хутшӑнать.

Подпольщик Эглит, — ку та латышах, — унтан тепӗр чухне тӑрӑхласа кулкалать.

— Мартӑчка, мӗн тӑван ӗнтӗ Мускава юлнӑ мӗскӗн Озолупа? Юрамасть-ҫке апла.

Ирсенче, шӑнкӑрав шанкӑртаттариччен пӗр минут маларах, хыттӑн автан авӑтса илет. Эбнер автан пек калама ҫук лайӑх авӑтма пӗлет. Санаторинчи служащисем санаторие тем майпа вӗҫсе ӳкнӗ автана тем тӗрлӗ тӑрӑшса шыраҫҫӗ, анчах ниепле те тупаймаҫҫӗ. Эбнера ку питӗ савӑнтарать вара.

Уйӑх иртеспе Корчагин аптӑраса ӳкрӗ. Тухтӑрсем ӑна вырӑн ҫинче выртма хушрӗҫ. Эбнера ку кӳрентерчӗ. Вӑл ҫак нихӑҫан хуйхӑрман, яланах савӑнӑҫлӑ ҫӳрекен, вӗресе тӑракан энергиллӗ, анчах ҫамрӑклах сывлӑхне ҫухатнӑ ҫамрӑк большевика тем пекех юратса пӑрахнӑччӗ. Марта ӑна тухтӑрсем Корчагинӑн малашнехи пурӑнӑҫӗнче питӗ пысӑк хӑрушлӑх пуласси ҫинчен калаҫнине пӗлтерсен, Адам пӑлханса ӳкрӗ.

Корчагина санаторирен тухичченех утса ҫӳреме чарчӗҫ.

Павел хӑй асапланнине ҫын куҫӗнчен пытарма вӑй ҫитерсе пычӗ, ун асапне унӑн калака ҫук шурса кайнӑ сӑнӗ тӑрӑх пӗр Марта ҫеҫ пӗлет. Санаторирен каяс умӗн пӗр эрне маларах Павел Украинӑри ЦК-ран ҫыру илет. Вӑл ҫырура ӑна — унӑн отпускне икӗ уйӑха тӑсни ҫинчен тата, санаторирен каланӑ тӑрӑх, унӑн хальхи сывлӑхӗпе ӗҫлеме тавӑрӑнасси ҫинчен шухӑшлама та ҫукки ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ҫырупа пӗрлех укҫа та янӑ-мӗн.

Павелшӑн ку, ӗлӗк бокс вӑййине вӗреннӗ чух Жухрай ҫапкине туяннӑ пек, малтан туяннӑ вирлӗ ҫапкӑ пулчӗ. Анчах ун чух вӑл ӳксессӗн те ҫийӗнчех сиксе тӑнӑ.

Павел кӗтмен ҫӗртен амӑшӗнчен ҫыру илет. Карчӑк ҫырӑвӗнче Евпатори ҫывӑхӗнчи портлӑ хулара хӑйӗн ӗлӗкхи тусӗ Альбина Кюцам пурӑнни ҫинчен, ӑна вӑл вунпилӗк ҫул хушши курманни ҫинчен пӗлтерсе ывӑлне Кюцамсем патне кӗрсе тухма ыйтать. Ҫакӑ ӑнсӑртран янӑ ҫыру Павел пурӑнӑҫӗнче пысӑк ӗҫ туса хурать.

Тепӗр эрнерен санаторири тусӗсем Корчагина пристане ҫитичченех ӑсатса яраҫҫӗ. Сывпуллашнӑ чухне Эбнер Павела ыталаса илет те, тӑванне чуптунӑ пекех, хытӑ чуптӑвать. Марта таҫта ҫухалать. Павел унпа сывпуллашмасӑрах каять.

Тепӗр ирхине, Корчагина пристаньрен илсе хӑпарнӑ фаэтон пысӑках мар садра ларакан пӗчӗк пӳрт патне пырса чарӑнать те, Павел хӑйне ӑсатма пынӑ ҫынна Кюцамсем ҫавӑнтах пурӑннине ыйтса пӗлме ярать.

Кюцамсем пиллӗкӗн: Альбина Кюцам — амӑшӗ, чылай ҫулсене ҫитнӗ хулӑм хӗрарӑм. Унӑн хура куҫӗсем, ҫын ҫине пӑхсан, ҫынна лапчӑнтарсах антараҫҫӗ, ватӑ сӑнӗнче халӗ те ӗлӗкхи илемӗн йӗрӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ. Унӑн икӗ хӗрӗ — Лёльӑпа Тая. Лёльӑн пӗчӗк ывӑлӗ тата старик Кюцам — сысна аҫи майлӑ илемсӗр шыҫмак. Старикӗ кооперативра ӗҫлет; кӗҫӗн хӗрӗ — Тая хура ӗҫе ҫӳрет, аслӑ хӗрӗ, ӗлӗксенче машинистка пулнӑскер, хӑйӗн ӗҫке ернӗ хулиганла упӑшкинчен уйрӑлнӑ та, халь ӗҫсӗр ларать. Кӑнтӑрла вӑл килтех, ывӑлне пӑхать тата ытти вак-тӗвек ӗҫсенче амӑшне пулӑшать.

Хӗрӗсемсӗр пуҫне Кюцамсен тата Жорж ятлӑ ывӑлӗ пур-мӗн, анчах вӑл Ленинграда кайнӑ.

Кюцамсем Корчагина хаваслӑ йышӑнаҫҫӗ. Старикӗ анчах ун ҫине асӑрханкаласа, ыра мар куҫпа пӑхса илет.

Павел Альбинӑна хӑйсен — Корчагинсен ҫемьин пурӑнӑҫӗ ҫинчен мӗн-мӗн пӗлнисене пӗтӗмпех каласа пачӗ, калаҫнӑ май хӑй те вӗсем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйткаласа пӗлчӗ.

Лёля ҫирӗм икӗ ҫулта. Ҫӳҫне кастарса янӑ, сарлака та уҫӑ сӑн-питлӗ хӗрарӑм; вӑл Павелпа паллашнӑ хыҫҫӑнах, юлташла калаҫа пуҫларӗ, вӑл ӑна хӑйсен ҫемьинчи пӗтӗм вӑрттӑнлӑхсене те хаваслӑнах уҫса пачӗ. Павел унтан акӑ мӗскер пӗлчӗ: старик хӑйӗн ҫемьине деспотла чӑмӑртаса тытнӑ, вӑл хӑйӗн ҫемьин хӑй тӗллӗн пурӑнас ирӗкне, унран ыйтмасӑр ӗҫ пуҫарса ӗҫ тӑвас хаваллӑхне пӗтӗмпех пусарса лартнӑ. Ӑс-пуҫ тӗлӗшӗнчен кайра тӑракан, вак-тӗвекшӗн чӑкрашакан ансӑр ҫамкаллӑ старик ҫемьине вӗҫӗмсӗр хӑратса пурӑнать, ҫакӑн пирки ӑна ачисем те, ҫирӗм пилӗк ҫул хушши унӑн деспотизмӗпе кӗрешсе пурӑннӑ арӑмӗ те кураймаҫҫӗ. Хӗрӗсем кашни хирӗҫӳрех амӑшне хӳтӗлеҫҫӗ, вӗсене ӗнтӗ ку хирӗҫӳсем йӑлтах йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Кашни кун вӗсем пӗчӗк е пысӑк кӳренӳсемпе тулса иртеҫҫӗ.

Ҫемьери тепӗр тӑмсайӗ — Жорж пулнӑ. Лёля каланӑ тӑрӑх, Жорж — мухтанчӑк, каппайчӑк ҫын, вӑл тутлӑ ҫиме, лайӑх тумланма юратать, ӗҫме те хирӗҫ мар. Тӑхӑр ҫул вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл — амӑшӗн юратнӑ ывӑлӗ — амӑшӗнчен столица хулине кайма укҫа ыйтнӑ.

— Эпӗ университета кӗме каятӑп. Лёля хӑйӗн ҫӗррине суттӑр, эсӗ хӑвӑн япалусене сут. Мана укҫа кирлӗ, кирек те ӑҫтан тупӑр — маншӑн пурӗпӗрех, — тенӗ вӑл амӑшне.

Жорж хӑй амӑшӗ ӑна мӗн ыйтнине пӗтӗмпех парассине пӗлнӗ, амӑшӗн кӑмӑлӗпе вӑл нимӗн намӑса пӗлмесӗр усӑ курнӑ. Аппӑшӗсем ҫине, вӗсене хӑйӗнчен кая шутласа, ҫӳлтен, йӗрӗнсе пӑхнӑ. Амӑшӗ упӑшки укҫинчен катса юлма май пуррине тата Тая ӗҫлесе тупнине пӗтӗмпех ун патне ярса тӑнӑ. Лешӗ, экзаменра пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑскер, кукӑшӗ патӗнче чунне савӑнтарса пурӑннӑ, вӑхӑтран вӑхӑта амӑшне укҫа ыйтса янӑ телеграммӑсемпе сехӗрлентерсе тӑнӑ.

Кӗҫӗн хӗрне, Тайӑна, Корчагин каҫпала ҫеҫ курчӗ. Амӑшӗ ӑна, Павелпа курнӑҫичченех, пӳрт умӗнче хӑна килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Павела вӑл именсе ал пачӗ те палламан ҫамрӑк каччӑ умӗнче пӗчӗк ҫеҫ хӑлхи ҫунаттисем таранах хӗрелсе кайрӗ. Павел унӑн куштӑрканӑ, хӑпара-хӑпара тухнӑ ҫирӗп аллисене чылайччен тытса тӑчӗ.

Тая вунтӑххӑра ҫитнӗ. Ӑна илемлӗ хӗр теме ҫук, анчах та унӑн хура куҫӗсем, монголсенни майлӑ ҫинҫе куҫхаршисем, сӑмсин илемлӗ линийӗ тата чӗрӗ те тӳрӗ тутисем ӑна кӑмӑла килекен тӑваҫҫӗ, кӑкӑрӗ ярӑмлӑ рабочи блуза айӗнчен туллин тапса тӑрать.

Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ икӗ пӗчӗк пӳлӗмре пурӑнаҫҫӗ. Тая пӳлӗмӗнче — ансӑр тимӗр кровать, тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗмар вак-тӗвек лартса тултарнӑ комод, комод ҫинче пӗчӗк куҫкӗски, стена ҫинче пӗр виҫӗ теҫеткене яхӑн карточкӑсем, открыткӑсем. Чӳрече ҫинче икӗ чечек банки, пӗри — йӑмӑх-хӗрлӗ гераньпа, тепри — шупка астрӑпа. Чӗнтӗрлӗ чӳрече каррине кӑвак хӑюпа ҫавӑрса тытнӑ.

— Тая хӑйӗн пӳлӗмне арҫын йӑхӗн представителӗсене кӗртме юратмасть, анчах сирӗншӗн акӑ, хӑвӑрах куратӑр, вӑл ку йӑлана уясах тӑмасть, — терӗ Лёля, йӑмӑкӗнчен шӳт туса.

Тепӗр кунне Кюцамсен ҫемьи ваттисен пӳлӗмне чей ӗҫме пуҫтарӑнчӗ. Тая, хӑйӗн пӳлӗмӗнчех тӑрса, ҫынсем калаҫнине итлет. Кюцам, стаканӗнчи сахӑра тимлӗн пӑтратса, хӑйне хирӗҫ ларакан хӑна ҫине куҫлӑхӗсем урлӑ сиввӗн пӑхса ларать.

— Ку чухнехи ҫемье законӗсене ырламастӑп эпӗ. Авланас килчӗ — авлан, пурӑнас килмерӗ — каялла яр. Хӑвӑн ирӗк.

Старик чыхӑнса кайрӗ те ӳсӗрме пуҫларӗ. Сывлӑш ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн, Лёля ҫине кӑтартрӗ:

— Акӑ, хӑйӗн каччипе никамран ыйтмасӑрах пӗрлешрӗ те никамран ыйтмасӑрах уйрӑлса кайрӗ. Халь ак, саван унпала, хӑйне те тӑрантар тата такам ачине те пӑхса ӳстер.

Лёля асаплӑн хӗрелсе кайрӗ, шывланнӑ куҫӗсене Павелтан пытарчӗ.

— Сирӗн шутӑрпа, вара, унӑн ҫав паразитпа пурӑнмаллаччӗ-им? — ыйтрӗ Павел, хӑйӗн хаяр йӑлкӑшакан куҫӗсене старик ҫинчен илмесӗр.

— Кама качча кайнине малтанах курмалла пулнӑ.

Калаҫӑва Альбина та хутшӑнчӗ. Хӑй тарӑхса кайнине аран чаркаласа, вӑл сикчӗлӗн каласа хучӗ:

— Итле-ха, старик, ма эсӗ ют ҫын умӗнче ҫавӑн пек калаҫусем тапрататӑн? Халӗ ун ҫинчен мар, урӑххи ҫинчен те калаҫма пулать-ҫке.

Старик ун ҫине тулхӑрса илчӗ.

— Мӗн каланине эпӗ хамах пӗлетӗп. Хӑҫантанпа эсир мана асӑрхаттарма тытӑнтӑр?

Каҫхине Корчагин Кюцамсен ҫемьи ҫинчен нумайччен шухӑшларӗ. Ӑнсӑртран кунта килсе кӗнӗскер, вӑл ирӗксӗрех кил-йыш драмине хутшӑнса пыра пуҫларӗ. Вӑл амӑшӗпе хӗрӗсене тертлӗ пурӑнӑҫран кӑларасшӑн. Анчах унӑн хӑйӗн пурӑнӑҫӗ пӗтӗм ӗҫе чӑрмавласа тӑрать, унӑн хӑйӗн умне те ниепле татма ҫук ыйтусен туха-туха тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа халӗ мӗнле те пулин татӑклӑ май йышӑнма нихӑҫанхинчен те йывӑртарах.

Ӗҫе татмалли кунта пӗр май ҫеҫ: ҫемьене уйӑрмалла, — амӑшӗпе хӗрӗсен старике яланлӑхах пӑрахса каймалла. Анчах куна тума ҫӑмӑлах мар. Павел хӑй те ҫак ҫемьери революципе аппаланса тӑма пултараймасть, мӗншӗн тесен унӑн тепӗр темиҫе кунтан каймалла, пӗр кайсан вара, тен, вӑл ҫак ҫынсене урӑх нихӑҫан та тӗл пулаймӗ. Ҫак ӗҫе хӑй йӗркипех кайма ирӗк парас мар-ши, ҫак лутра та тӑвӑр пӳртри тусана ҫавӑрттармасан та юрамӗ-ши? Анчах старикӗн кӑмӑла лӗклентерекен сӑнӗ ӑна канлӗх памасть. Павел темиҫе план та туса пӑхрӗ, анчах вӗсенчен пӗрне те ӗҫе кӗртме май килмест.

Тепӗр кун вырсарникун пулчӗ. Корчагин хуларан таврӑннӑ ҫӗре Тая килте пӗчченех ларать. Ыттисем тӑванӗсем патне хӑнана кайнӑ.

— Эсӗ ма ниҫта та уҫӑлса ҫӳреме тухмастӑн? — ыйтрӗ Павел.

— Манӑн ниҫта та каяс килмест, — терӗ хуллен Тая.

Павел, хӑйӗн ҫӗрлехи планӗсене аса илчӗ те, вӗсене тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ.

Ҫынсем килсе кансӗрличчен тесе васкаса, вӑл тӳррех калама пуҫларӗ:

— Итле-ха, Тая, пӗр-пӗринпе эпир тӳрех эсӗ тесе калаҫӑпӑр, — мӗне кирлӗ пире китайла церемонисем? Эпӗ кунтан часах тухса каятӑп. Эпӗ сирӗнпе начар вӑхӑтра тӗл пултӑм, хальхи вӑхӑтра эпӗ хам та хӗскӗче лекнӗ, апла пулман пулсан, эпир ӗҫе урах май ҫавӑрса янӑ пулӑттӑмӑр. Ҫулталӑк маларах пулнӑ пулсан, эпир кунтан иксӗмӗр пӗрле кайнӑ пулӑттӑмӑр. Санпа Лёльӑнни пек алӑсем валли ӗҫ тупӑнатех! Старикрен уйӑрӑлас пулать сирӗн, ӑна агитацилесе ҫавӑрас ҫук. Анчах халӗ апла тума май килмест. Эпӗ хампа мӗн пулассине халь хам та пӗлместӗп, акӑ мӗншӗн эпӗ хӗҫпӑшалсӑр ҫын майлӑ. Мӗн тумалла ӗнтӗ халь? Эпӗ хама валли ӗҫ ыйтса илетӗпех. Тухтӑрсем унта темтепӗр ҫырса пӗтернӗ, ҫавна пула юлташсем вӗҫӗмсӗрех эмелленме хушаҫҫӗ. Ну, эпир ӑна лере ҫитсен тепӗр майлӑ ҫавӑрса ярӑпӑр… Эпӗ анне патне ҫыру ярса илӗп, унтан ҫак пӑтранчӑка мӗнле пӗтермеллине курӑпӑр. Эпӗ ҫапах та ку ӗҫе каплипех хӑвармастӑп. Анчах акӑ мӗн, Тая, сирӗн пурӑнӑҫӑра, уйрӑмах санӑнне, пачах тепӗр майлӑ ҫавӑрса ямалла пулать. Пур-и сӑнӑн ҫакна тумалӑх вӑю тата кӑмӑлу?

Тая уснӑ пуҫне ҫӗклерӗ те хуллен ответлерӗ:

— Кӑмӑл пур манӑн, анчах вӑй пуррине пӗлместӗп.

Ответ мӗншӗн татӑклӑ пулманнине Корчагин ӑнланать.

— Ан кулян, Таюша! Вӑл тӗлӗшӗнчен эпир аптӑрамӑпӑр, пӗр кӑмӑл ҫеҫ пултӑр. Кала-ха, ҫемьепе питӗ хытӑ ҫыхӑннӑ-и эсӗ?

Тая, кӗтмен ҫӗртен панӑ ыйтупа аптӑранӑскер, ответне часах калаймарӗ.

— Эпӗ аннене пит шеллетӗп, — терӗ вӑл юлашкинчен. — Ӑна атте мӗн пӗрле пурӑна пуҫланӑранпах туласа пурӑннӑ, халь акӑ Жорж тертлентерет, а эпӗ ӑна питӗ шеллетӗп… хӑй мана Жоржа юратнӑ пек юратмасть пулин те…

Нумай калаҫрӗҫ вӗсем ҫак кунхине, ҫемьисем таврӑнас умӗн Павел ӑна шӳтлесе каларӗ:

— Тӗлӗнмелле, мӗнле сана старик халиччен те пӗр-пӗр темлескере качча парса яман!

Тая хӑраса, аллисемпе сулкаласа илчӗ.

— Эпӗ качча тухмастӑп. Эпӗ Лёля ҫине пӑхсах тӑраннӑ. Тем парсан та качча каймастӑп.

Павел кулса илчӗ.

— Ӗмӗрлӗхех сӑмах панӑ пулать? Анчах пӗр-пӗр лайӑх каччӑ килсе тухсан, вара мӗнле?

— Каймастӑп! Вӗсем чӳрече умӗпе иртсе ҫӳренӗ чух ҫеҫ лайӑх.

Павел ку сӑмахпа килӗшсе, хӑйӗн аллисене унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

— Юрать, упӑшкасӑр та начарах мар пурӑнма пулать. Анчах эсӗ арҫын ачасем тӗлӗшпе ытла та ҫепӗҫ мар вара. Юрать-ха эсӗ мана хӑвӑн каччу вырӑнне хумастӑн. Атту мана та мӑйӑрлӑх ҫакланатчӗ-вӗт. — Ҫапла каларӗ те Павел хӑйӗн сивӗ ывӑҫ тупанӗпе нимӗнле мар пулса кайнӑ хӗрӗн аллине сӗртӗнсе илчӗ.

— Сан пеккисем хӑйсене валли урӑхларах арӑм шыраҫҫӗ. Мӗне кирлӗ эпӗ вӗсене? — тесе хучӗ Тая хуллен.

Тата темиҫе кунран поезд Корчагина Харькова илсе кайрӗ. Вокзалра ӑна Тая, Лёля тата Альбина хӑйӗн йӑмӑкӗпе Розӑпа пӗрле ӑсатса ячӗҫ. Сывпуллашнӑ чухне Альбина Павелран ҫамрӑксене асра тытма, вӗсене ҫак шӑтӑкран сӗтӗрсе кӑларма пулӑшма ыйтрӗ. Павел сӑмах пачӗ. Унпала хӑйсен тӑванӗпе сывпуллашнӑ пек сывпуллашрӗҫ. Тайӑн куҫӗсем шывланчӗҫ. Вагон чӳречинчен пӑхса тӑракан Павела Лёля аллинчи шурӑ тутӑрпа Тайӑн ярӑмлӑ блузи чылайччен курӑнса тӑчӗҫ.

Харьковра, Дорӑна чӑрмантарас мар тесе, Павел хӑйӗн тусӗ Петя Новиков патне кӗчӗ. Каннӑ хыҫҫӑн ЦК-на кайрӗ. Акима кӗтсе ларчӗ, унпа иккӗшӗ кӑна юлсан, хӑйне халех ӗҫе яма ыйтрӗ. Аким пуҫне сулласа каларӗ:

— Юрамасть, Павел. Пирӗн тухтӑрсен комиссипе парти Центральнӑй Комитечӗн постановленийӗ пур, унта: «Сывлӑхӗ начар пирки, ӗҫ памасӑрах, сывалмашкӑн Невропатологи институтне ямалла» тесе ҫырнӑ.

— Вӗсем тем те ҫырӗҫ, Аким! Эпӗ санран мана ӗҫ пама ыйтатӑп! Клиникӑсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренинчен нимӗн усси те ҫук.

Аким килӗшмест.

— Эпир решение пӑсма пултараймастпӑр. Эсӗ ӑнлан, Павлуша, вӗт хӑвнах лайӑх пулать.

Анчах, Корчагин ытла ҫине тӑрса ыйтнине пула, Аким хирӗҫлесех тӑраймарӗ, юлашкинчен килӗшрӗ.

Корчагин тепӗр куннех ЦК секретариачӗн секретлӑ пайӗнче ӗҫлеме пуҫларӗ. Ӑна, малтанлӑха, хӑй ӗҫлеме тытӑнсанах ҫухатнӑ вӑя каялла тавӑрӑннӑ пек туйӑнчӗ. Анчах пирвайхи кунах вӑл хӑй йӑнӑшнине туйса илчӗ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче сакӑршар сехет нимӗн ҫимесӗр лара пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ирхи апатпа кӑнтӑрлахи апата виҫҫӗмӗш этажран анса ҫӳреме унӑн вӑйӗ ҫитмест: час-часах е алӑсем е урасем нимӗн пӗлми пулса каяҫҫӗ. Тепӗр чухне тата пӗтӗм ӳт-пӳ хускалми пулса тӑрать, ҫанҫурӑм вериленсе каять. Ирхине, ӗҫе каймалла чухне, унӑн сасартӑках вырӑн ҫинчен тӑма та вӑй пӗтсе ҫитет. Каярахпа вӑй килсе кӗнӗ пек пулать, анчах ӑна хӑй пӗр сехет ытла кая юлни кӳрентерет. Юлашкинчен ӑна пӗрре ӗҫе кая юлса пынӑшӑн асӑрхаттарчӗҫ, вара Павел — ку унӑн пурӑнӑҫӗнче пулас чи пысӑк хӑрушлӑхӑн пуҫламӑшӗ — стройран тухса ӳкесси иккенне ӑнланса илчӗ.

Аким ӑна тата икӗ хутчен пулӑшрӗ — вӑл ӑна урӑх ӗҫсене куҫаркаласа пӑхрӗ, анчах хӑтӑлма ҫук япала пулатех: иккӗмӗш уйӑхӗнче Павел вырӑн ҫинех тӑсӑлса ӳкет. Вара Павел, Бажанова хӑйпе сывпуллашнӑ чухне каланине аса илчӗ те, ун патне ҫыру ячӗ, Бажанова ҫав кунах пычӗ. Павел унран хӑйӗн поликлиникӑра выртма кирлех те мар иккенне пӗлчӗ.

— Апла пулсан, манӑн ӗҫсем питӗ те лайӑх-мӗн, эмелленме те кирлӗ мар, — тесе шӳт тума хӑтланчӗ Павел, анчах шӳчӗ кулмаллах тухмарӗ.

Кӑшт-кашт вӑй кӗнӗ хыҫҫӑн Павел каллех ЦК-на персе ҫитрӗ. Анчах хальхинче Акима ниепле те ӳкӗте кӗрте пулмарӗ, Аким хытӑрласах клиникӑна выртма хушнине хирӗҫ Павел ӑна салхуллӑн ответлерӗ:

— Ниҫта та каймастӑп. Ҫӳрени усӑсӑр. Авторитетлӑ ҫынсем каларӗҫ. Манӑн ӗнтӗ пӗр ҫул ҫеҫ юлать — пенси ҫине куҫмалла та отставкӑна тухмалла. Анчах ку номер ӑнӑҫсах каяс ҫук. Эсир мана ӗҫрен уйӑрма пултараймастӑр. Эпӗ халь ҫирӗм тӑваттӑра ҫеҫ, эпӗ хам ӗмӗре ӗҫ инваличӗн кӗнекипе пурӑнса ирттерме тата усси ҫуккине пӗле тӑркачах лечебницӑсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме пултараймастӑп. Сирӗн мана хамӑн условисене май килекен ӗҫ памалла. Эпӗ килте ӗҫлеме е пӗр-пӗр учрежденире пурӑнма пултаратӑп… анчах исходящисем ҫине номерсем лартакан писарь пулса мар. Ӗҫ манӑн чӗрене ҫимӗҫ патӑрччӗ, ӗҫе пула манӑн хам пурнӑҫран татӑлса ӳкнине яланах асра тытасран хӑтӑласчӗ.

Павелӑн сасси хумханса, янӑранӑҫемӗн янӑраса пычӗ.

Нумаях та пулмасть вут пек хӗрӳ каччӑ пулнӑ Павела мӗнле ӗмӗтсем хавхалантарнине Аким ӑнланать. Вӑл унӑн трагедине ӑнланать, хӑйӗн кӗске пурӑнӑҫне партие панӑ Павелшӑн кӗрешӳрен татӑлса инҫетри тыла куҫни хӑрушӑ иккенне пӗлет, ҫавсене шута илчӗ те, Аким хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тума шутларӗ.

— Юрать, Павел, ан пӑлхан. Ыран пирӗн секретариат ларӑвӗ пулать. Эпӗ сан ҫинчен ыйту лартӑп. Сӑмах паратӑп, мӗн май пуррине пурне те тӑвӑп.

Корчагин йывӑррӑн тӑчӗ те алӑ пачӗ.

— Аким, пурӑнӑҫ мана пӗр кӗтессе ҫапса хӗстерӗ те пашалу пек лапчӑтса хурӗ тесе шухӑшлатӑн-им вара эсӗ? Халлӗхе, чӗре ҫакӑнта тапса тӑнӑ чухне, — вӑл Акимӑн аллине вӑйпа туртса хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, Аким унӑн чӗри хыттӑн та хӑвӑрт тапнине туйрӗ, — ҫакӑнта тапнӑ чухне мана партирен уйӑрасси пулас ҫук. Стройран мана пӗр вилӗм ҫеҫ кӑларса ывӑтма пултарать. Ан ман ҫакна, тӑванӑм.

Аким чӗнмест. Вӑл ҫапла калани хитре сӑмах мар, йывӑр аманнӑ боецӑн сасси иккенне пӗлет. Вӑл ун пек ҫынсем урӑхла калаҫма, урӑхла шухӑшпа пурӑнма пултарайманнине ӑнланать.

Тепӗр икӗ кунтан Аким Павела ӑна пӗр-пӗр тӗп орган редакцийӗнче ответлӑ ӗҫ пама май килни ҫинчен, анчах вӑл ӗҫе яриччен малтан вӑл литература фронтӗнче ӗҫлеме пултарассине тӗрӗслесе пӑхмалли ҫинчен пӗлтерчӗ. Редакци коллегинче Павела асӑрханарах йышӑнса илчӗҫ. Редактор заместителӗ, ӗлӗк подпольщица пулнӑскер, халь Украина Тӗп Контроль Комисси президиумӗн членӗ, ӑна темиҫе ыйту пачӗ.

— Эсӗ ӑҫта вӗреннӗ, юлташ?

— Пуҫламӗш шкулта виҫӗ ҫул.

— Партипе-политикӑллӑ шкулсенче пулман-и?

— Ҫук.

— Ну, унсӑрӑн та тепӗр чухне лайӑх журналист пулма пулать. Сирӗн ҫинчен пире Аким каласа пачӗ. Эпир сире кунта тумалли ӗҫ мар, килте тумалли ӗҫ пама, пӗр сӑмахпа каласан, сире юрӑхлӑ условисем туса пама пултаратпӑр. Анчах ку ӗҫ валли ҫапах та нумай пӗлни кирлӗ. Пуринчен ытла литературӑпа чӗлхе тӗлӗшӗнчен.

Ку Павелӑн шанчӑкӗ ҫухаласса пӗлтерни пулчӗ. Ҫур сехет хушши калаҫса ларнӑ хушӑра Павелӑн пӗлӳлӗхӗ ҫителӗксӗрри палӑрчӗ, вӑл ҫырнӑ статьяра хӗрарӑм хӗрлӗ кӑранташпа пӗр вӑтӑра яхӑн стилистика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар ҫырнӑ вырӑнсене те паллӑ туса тухрӗ.

— Корчагин юлташ! Сирӗн пултарулӑх пысӑк. Хӑвӑра малалла яма пикенерех ӗҫлес пулсан, эсир малашне литература тӗлӗшпе ӗҫлекен пулма пултаратӑр, анчах халӗ эсир тӗрӗс ҫыраймастӑр. Статьяран эсир вырӑс чӗлхине пӗлменни курӑнать. Тӗлӗнмелли ҫук, сирӗн вӗренме вӑхӑт пулман. Анчах эпир сирӗнпе усӑ курма пултараймастпӑр. Каллех калатӑп: сирӗн пултарулӑх пысӑк. Сирӗн статьяран, содержанине улӑштармасӑр тӳрлетес пулсан, питӗ лайӑх статья тума пулать. Анчах пире ҫакӑн пек ҫын статьисене тӳрлетме пӗлекенсем кирлӗ.

Корчагин, туя ҫине тайӑнса, тӑчӗ. Сылтӑм куҫхаршийӗ унӑн кӑлт-кӑлт туртӑнса илчӗ.

— Мӗн тес, эпӗ сирӗн шухӑшпа килӗшетӗп. Чӑнах та, мӗнле литератор пултӑр манран? Эпӗ лайӑх кочегар, начарах мар монтер пулнӑ. Лаша ҫинче лайӑх ҫӳреме пӗлнӗ тата комсомол йышне хускатма пултарнӑ, анчах сирӗн фронтра эпӗ чӑнах та мая килмен боец.

Павел сывпуллашрӗ те тухрӗ.

Коридортан пӑрӑннӑ тӗлте кӑштах ӳкмерӗ. Ӑна портфельпе пыракан темӗнле хӗрарӑм ярса тытрӗ.

— Мӗн пулнӑ сире, юлташ? Эсир шалт сӑнран ӳкнӗ!

Корчагин темиҫе секунда хушши тӑн илеймесӗр тӑчӗ. Унтан хӗрарӑма ҫул ҫинчен ерипен сирчӗ те, туйи ҫине уртӑнса, малалла утрӗ.

Ҫак кунтан пуҫласа Корчагин пурӑнӑҫӗ анаталла сулӑнчӗ. Ӗҫлесси ҫинчен асӑнмалли те юлмарӗ. Кунсене вӑл тӑтӑшах кровать ҫинче выртса ирттере пуҫларӗ. Цека ӑна ӗҫрен хӑтарса, Тӗпсоцстрахран пенси ҫине куҫарма ыйтрӗ. Пенсине ӑна ӗҫ инваличӗн кӗнекипе пӗрле пачӗҫ. Цека укҫа, хӑйӗн личнӑй ӗҫхучӗсене тата хӑй ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кайма ирӗк пачӗ. Павел Мартӑран ҫыру илет. Вӑл ӑна хӑй патне хӑнара пулма тата канма пыма чӗнет. Павел унчченех, ВКП(б) Центральнӑй Комитетӗнче шанчӑкпа телей шырама, урӑхла каласан, хускалса ҫӳремесӗр туса пымалли ӗҫ шырама Мускава каяс тесе тӑратчӗ. Мускавра ӑна каллех эмелленме сӗнчӗҫ, пӗр-пӗр лайӑх лечебницӑна вырнаҫтарма пулчӗҫ. Вӑл ку сӗнӗве йышӑнмарӗ.

Мартӑпа унӑн юлташӗ Надя Петерсон патӗнче вунтӑхӑр кун пурӑнни нимӗн сисмесӗрех иртсе кайрӗ. Кунӗ-кунӗпе вӑл пӗччен ларать. Мартӑпа Надя ир тухса каяҫҫӗ те каҫхине тин тавӑрӑнаҫҫӗ. Павел пӗр вӗҫӗмсӗр вулать — Мартӑн кӗнеке нумай, каҫсерен Мартӑпа Надя туссем, пӗрле ӗҫлекен юлташӗсем пухӑнаҫҫӗ.

Портлӑ хуларан ҫырусем килкелеҫҫӗ. Кюцамсем ӑна хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ. Пурӑнӑҫ хӑйӗн тӗввине хытарсах пырать. Лере вӑл ҫитсе пулӑшасса кӗтеҫҫӗ.

Гусятников урамӗнчи лӑпкӑ хваттертен Корчагин пӗр ирхине ҫухалчӗ. Поезд ӑна кӑнтӑралла, тинӗс енне, нӳрлӗ, ҫумӑрлӑ кӗркуннерен кӑнтӑрти Крымӑн ӑшӑ ҫыранӗсем хӗррине илсе кайрӗ. Вӑл вагон чӳречинчен телеграф юписем вӗлтлете-вӗлтлете юлнисене пӑхса пычӗ. Куҫхаршийӗсем унӑн пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн пӗрӗннӗ, куҫӗсенче харсӑрлӑх пытанса тӑрать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех