Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1940-мӗш ҫул

Пай: Пӗр ҫулпах

Автор: Александр Галкин

Ҫӑлкуҫ: Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫул: 1970; Хушнӑ: 2020.06.22 23:29

Пуплевӗш: 669; Сӑмах: 4628

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ку вӑл Мускаври пӗр лӑпкӑ урамри ҫуртчӗ. Кировски хапха патӗнчи питӗ лӑпкӑ урамри ҫав тӗрлӗ шавлӑ та канӑҫсӑр ҫуртчӗ. Пӗлместӗп, тахҫан-тахҫан, революциччен, вӑл, тен, чӑнах чейпе суту-илӳ тӑвакан темӗнле паллӑ Мускав купцин ҫурчӗ пулнӑ? Ку пире пачах та шухӑшлаттармасть. Эпир урӑххине ҫеҫ аван пӗлетпӗр: акӑ ӗнтӗ, тӑватӑ ҫула яхӑн Мускав ачи-пӑчи ҫак ҫурта лекесшӗн ӑмсанать. Анчах кӑлӑхах. Мӗншӗн тесен Мускавра ун пек ҫурт урӑх ҫук, тен, ҫӗршывӗпе те вӑл пӗртен-пӗрре кӑна. Ҫавӑнпа унта лекме ҫав тери йывӑр.

Эпир ҫапах та лекнӗ. Хамӑр киле ҫӳренӗ пек ҫӳретпӗр эпир унта. Куншӑн пирӗн чун-чӗресем калама ҫук хаваслӑ. Хамӑра эпир куншӑн танлӑн тыткалатпӑр…

— Эй, ача, тӑхта-ха!

Эпӗ чарӑнтӑм. Коридорпа ман пата пӗр хӗрача чупса ҫитрӗ, хӑй манран пӗчӗкрех, пионер галстукӗсӗр. «Мӗншӗн галстуксӑр?» — тӗлӗнтӗм эпӗ. Пионерсен Ҫуртне чи аслӑ ачасемпе пысӑк ҫынсемсӗр пуҫне пурте галстукпа килеҫҫӗ-ҫке!

— Кала-ха, «Пионеркӑра» ӗнер пичетленнӗ сӑвӑ санӑн-и вӑл?

— Манӑн, вара мӗн?

— Чӑн та — мӗн? Ӗнерхи «Пионеркӑра» сӑвӑ пичетленнӗ. Тӗрӗс. Иртнӗ эрнере те пулнӑ ун пекки. Иртнӗ ҫул та пичетленнӗ, виҫӗмҫул та. Эпӗ ӗнтӗ виҫӗ ҫул пичетленетӗп. Ахальтен-им ача-пӑча корреспонденчӗ!

— Ним те мар, каларӗҫ те санӑн тесе… Ҫавӑ ҫеҫ. Аван сӑвӑ. Анчах ан ҫиллен, пӗр рифми, ман шутпа, питех мар вара: «ун чух — ҫулпуҫ». Эп ӑна тӳрех асӑрхарӑм, ҫавӑнпа калас терӗм…

Ҫапла пуҫланчӗ пӗтӗмпех. Тен, кайрантарах — Пионерсен Ҫуртӗнчен ӑнсӑртран пӗрле тухма тӳр килсен — пуҫланчӗ? Вӑл манран эпӗ ӑҫта пурӑнни ҫинчен ыйтрӗ те, эпӗ ӑна, сых ятне тесе, ҫывӑхра пурӑнатӑп пулсан та, инҫетре тесе суйрӑм. Эпир сехет ытла утатпӑр ӗнтӗ Мускав тӑрӑх. Вӑл пурӑннӑ еннелле утатпӑр. Унтан эпӗ ӑна каллех хам улттӑмӗш класра мар, саккӑрмӗшӗнче вӗренетӗп тесе суйрӑм. Юрать-ха вӑл манран миҫе ҫултине ыйтмарӗ. Эпӗ ӑна вунвиҫҫӗре тесе ниепле те калайман пулӑттӑм. Чӑн та, ку вӑл ҫуллаччен анчах тӑсӑлать-ха та… Ун чух эпӗ чиперех вунтӑватта каятӑп.

Мӗн калӑн ӗнтӗ, ҫул мана самаях ура хурать. Шкулӗ — татах-ха хуть. Анчах Пионерсен Ҫуртӗнчи литература студийӗнче вара мана, вӑтам тата ӑслӑ ҫулхи ачасенчен тӑракан кружоксем пур ҫинчех — чи кӗҫӗннисен кружокне ҫырса хуни пушшех кӳрентерет…

Ку вӑл ҫуркуннех пулнӑччӗ-ха. Халь вара Наташа — вунулттӑра. Кӗркунне вунҫичче каять. Тӑххӑрмӗш класра вӗренет. Тен, ҫавӑнпа пуль вӑл мана тата ытларах килӗшет.

* * *

Пионерсен Ҫуртӗнче шкултинчен интереслӗрех. Шкулта эпӗ хама май вӗренетӗп ӗнтӗ, тиркемелле мар тесен те юрать. Кӑҫал малтанхи икӗ чӗрӗкре, алгебрӑна шутламасан, пӗр вӑтам отметка та пулман манӑн. Ҫапах та шкул вӑл — шкулах. Хамӑр класа эп Пионерсен Ҫуртӗнчи ҫиччӗмӗш пӳлӗмпе хаваслансах улӑштарса янӑ пулӑттӑм.

Чӑн-чӑн туссем пӗтӗмпех ҫав ҫуртра. Ҫавӑнпа унта ҫӳрес те килет. Пирӗн патӑрта тахҫан Крупскаяпа Чкалов, унтан папанинецсем, Маршак, Чуковский, Карбышев генерал, Микулин авиаконструктор, Гайдар, Кассиль тата Михалков пулнӑ. Пирӗн руководительсем тата! Рувим Исаевич, Вера Ивановна, Вера Васильевна — ӑҫтан-ха танлаштарӑн вӗсене шкулти учительсемпе!

Юлашки вӑхӑтра манӑн чунӑм унта пушшех те туртӑна пуҫларӗ. Литература студийӗ вырнаҫнӑ ҫиччӗмӗш пӳлӗме ҫеҫ тетӗр-и? Ҫук! Кунта эпӗ халь занятисем пуҫланиччен пӗр сехет малтан киле пуҫларӑм. Каясса вара чи кайран кайма тытӑнтӑм: тен, сасартӑк курӑп? Заняти ҫук чухне те час-час ҫӳрекен пултӑм: тен, вӑл унта?

Вӑл изостудие ҫӳретчӗ. Заняти кунӗсем пирӗн пур чухне те тӗл килместчӗҫ.

— Мӗскер эс? Атя киле? — ыйтатчӗҫ манран юлташсем. Тӗрӗссипе каласан, юлташсем ҫеҫ те мар — литература студинчи туссем: Сема, Леня, Коля, Юра тата эп вӑрттӑн юратнӑ Лида.

— Мӗн эс ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑн? — тӗлӗнетчӗ анне. — Кӗҫӗр каллех ҫӗрӗпех ҫаврӑнса выртрӑн.

— Ну, ан пытар, кала, юратса пӑрахмарӑн-и эсӗ? — пӗр шӳтлесе, пӗр шӳтлемесӗр тенӗ пек тӗпчетчӗ атте.

— Ҫук, — теттӗм эпӗ, — мӗн ҫыпҫӑнатӑр пустуй!

Эп улшӑнсах кайрӑм. Атте-аннене кӑнттам сӑмахсем калама тытӑнтӑм, юлташсемпе чӗмсӗрлентӗм. Унпа калаҫнӑ чух вара сасартӑк акӑш-макӑш калаҫма тытӑнакан пултӑм, пӗррехинче вӑл манран тӗлӗнсех кайрӗ:

— Мӗн пулнӑ сана? Ан хӑтлан урӑх кунашкал, юрать-и? Мана ун пекки килӗшмест…

— Эс темле тимсӗрленсе кайрӑн. Мӗн те пулин ҫухатрӑн-им? — кӑсӑкланчӗ урокра Вера Ивановна.

— Ҫук, ҫук, чиперех…

Тӗрӗс. Ним те ҫухатман эпӗ, тупнӑ ҫеҫ. Анчах ун пирки никама та каласа пама пултарайман.

— Мӗншӗн эсӗ паян каллех ҫӗннине ним те вуламастӑн? — тӗлӗнчӗ Вера Ивановна.

Ӗлӗк эпӗ кружокра чи активлисенчен пӗриччӗ. Халь вара ун чухнехи пек сӑвӑсем ҫырмастӑп. Хасан кӳлли патӗнчи ҫапӑҫусемпе Испанири лару-тӑрусем ҫинчен те ҫырмастӑп. Шпионсен сӗмсӗрлӗхӗпе пограничниксен паттӑр ӗҫӗсене те кӑтартмастӑп. Ҫулпуҫсемпе граждан вӑрҫи пирки те шарламастӑп. Ӗлӗкрех темшӗн Абиссини мана илӗртетчӗ, халь вара ун ҫинчен те ҫырмастӑп. Чӗрчунсемпе ҫутҫанталӑк илемӗ те мана хавхалантарайми пулчӗ. Каланӑ тӑрӑх, вӗсем пирки ҫырнӑ сӑвӑсем манӑн лайӑхрах тухнӑ имӗш. Ҫырма ҫеҫ мар, килте манӑн тимӗршапа, виҫӗ пысӑк калта, чӗрӗп тата шурӑ шӑшисем пурӑнни ҫинчен те калама вӑтанакан пултӑм. Мускав ҫинчен те, капитал пусмӑрӗ айӗнче хӗн тӳссе пурӑнакан ачасем ҫинчен те ҫырма пӑрахрӑм…

Манӑн халь вӗсем ҫинчен шутлама вӑхӑт ҫук. Минтер айӗнче эпӗ «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен ҫырнӑ повесть» кӗнекене усратӑп. Эп ӗнтӗ ӑна миҫе хут вуласа тухман пуль, пӑхмасӑр та калама пӗлетӗп темелле.

Эп ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ ҫырма тытӑнтӑм. Вӗсем ӗнтӗ ача-пӑча сӑввисем мар, чӑн-чӑн юрату ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем! Паллах, эп вӗсене вулама пултарайман ӗнтӗ, ҫитменнине тата, Пионерсен Ҫуртӗнчи кружокра!..

* * *

Вӑл пылак ҫиме юрататчӗ. Эпӗ хама апат ҫиме парса янӑ укҫаран кунсеренех ун валли уйӑрса хӑвараттӑм. Чи хаклӑ та чи хитре хутлӑ канфетсем илсе параттӑм, ун пеккисене эпӗ килте нихӑҫан та курман. Эрмен тӑкӑрлӑкӗпе Моросейка кӗтесӗнчи канфет-премӗк сутакан магазинта туянаттӑм.

Хам эп чӑтма пултараймастӑп канфет таврашне. Ҫав кунсенче эп ӑна тата та ытларах курайми пултӑм пулас.

Ӑна курасса эпӗ тӗплӗн нихҫан та пӗлместӗм, канфетсем вара манӑн кӗсьере хӑш чух ирӗлсе кӗсел пулса каятчӗҫ. Кайран, тӗл пулсан, канфетне ҫынсем куриччен вӑрттӑн пама тиветчӗ. Пӗтӗм йыш умӗнче хӑналаймастӑн-ҫке-ха.

Ку та питӗ кӑткӑсчӗ.

Эп ӑна кӗтсе илеттӗм те ӑнӑҫлӑрах самант пуласса кӗтеттӗм, кайран вара…

— Ме, ку сана, — теттӗм шӑппӑнтарах, канфетсем тыттарса. Анчах ялан тенӗ пекех ӑнӑҫсӑр вӑхӑтра пулса тухатчӗ хамӑн: пирӗн пата е унӑн тусӗсем, е манӑн туссенчен хӑшӗ те пулин ҫитсе тухатчӗҫ.

— Ну, мӗн эсӗ! Тавтапуҫ! — тетчӗ те вӑл ҫавӑнтах хушса хуратчӗ:  — Мейӗр, хӗрсем! Хӑналанӑр!

Арҫын ачисем пӑрӑнатчӗҫ. Хӗрачисем хирӗҫлеместчӗҫ.

Унӑн ҫивӗчӗсем хулӑн та тӑн-тӑнччӗ. Пичӗ — ҫаврака. Канфет илнӗ чухне вара унӑн сӑн-пичӗ ҫап-ҫавраках пулса каятчӗ, мӑнтӑркка питҫӑмартийӗсем кӗренленетчӗҫ. Сулахай питҫӑмартийӗ ҫине путӑк тухатчӗ. Сылтӑмми ҫине тухмастчӗ, сулахаййи ҫине ҫеҫ…

Эп хама та, вӑхӑтсӑр килсе тухнӑ хӗрачасене те тарӑхаттӑм. Паллах, канфетсемшӗн мар ӗнтӗ, уншӑн кӑна тӳснӗ асапсемшӗн тарӑхаттӑм, темле хӗрачасемшӗн мар.

Сасартӑк — эх, телей! — кӗтмен ҫӗртен ҫӑлӑнӑҫ ҫитрӗ.

Ку вӑл Хӗрлӗ Ҫар кунӗнче пулчӗ. Эпир Пионерсен Ҫуртӗнче ирттернӗ уявран таврӑнаттӑмӑр. Метро патне ҫывхарса пынӑ чух вӑл:
— Тӑхта кӑшт. Эп мороженӑй илем, сан валли те, хам валли те. Юрать-и? — терӗ.

— Ҫук, эп хам илетӗп! — хавасланнипе кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӑм эпӗ.

Вӑл куҫ хупса илме те ӗлкӗреймерӗ, эп ӑна мороженӑй пырса та тыттартӑм.

— Хӑвна мӗн?

— Эп юратмастӑп, — хам чӑнах та кӑмӑлламан пек, юри палӑртса каларӑм ӑна. Укҫи ман урӑх ҫукчӗ.

Ҫак кунранпа эпӗ канфет илме пӑрахрӑм.

Мороженӑй кӑна илеттӗм, ӑна та пулин урам тӑрӑх иксӗмӗр пынӑ чух ҫеҫ.

Ҫав тери телейлӗччӗ эпӗ! Шкулта та тӗкех выҫӑ ҫӳреми пултӑм. Мороженӑй ҫапах та канфет мар — йӳнӗрех, укҫа шкул буфетӗнче кӑшт-кашт апатланмалӑх юлатех.

* * *

Кировски. Киров урамӗ. Ӗлӗк Мясницки урамӗ пулнӑскер. Ҫапах та ӗҫ ун ятӗнче мар, вӑл тӗлӗнмелле урам пулнинче!

— Астӑватӑн-и челюскинецсем ҫак урампа епле иртнине?

— Астӑватӑп. Тата Чкалов, Байдуков, Беляков та иртнӗччӗ. Манман-и?

— Манман.

— Кайран тата Громов.

— Эс тата папанинецсене маннӑ.

— Ҫук, манман. Кирова тата? Астӑватӑн-и, епле илсе кайнӑччӗ ҫак урампа Кирова?

— Эп ун чухне пулман, — пытармарӗ Наташа. Пӗр хушӑ вӑл чӗнмерӗ, унтан сасартӑк:
— Эп яланах ҫырусене кунтан яратӑп, почтамтран, — терӗ.
— Ҫырусем хӑвӑртрах ҫитеҫҫӗ, тет, кунтан…

— Эп пулнӑ, — кӑштахран хуравларӑм эпӗ.

— Ӑҫта?

— Кирова илсе кайнӑ чух, ҫак урамра.

— А-а!

Эпир унпа Киров урамне тухрӑмӑр.

— Кала-ха, эс ӗмӗтленме пӗлетӗн-и? Анчах чӑнласа!

Куна вӑл питӗ татӑклӑн ыйтрӗ те, эпӗ ҫухалсах кайрӑм.

— Эс мӗнле?

— Кун пек аван мар! — кулса ячӗ вӑл. — Эп малтан ыйтрӑм-ҫке!

Вӑл мана тин кӑна чӑн-чӑн ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пек, сӑмаха пули-пулми ваклама юратман этем пек туйӑнатчӗ, сасартӑк эпӗ унра хамӑн тантӑшӑма асӑрхарӑм. Асӑрхарӑм та хӑраса ӳкрӗм.

— Пӗлместӗп…

— Ну, мӗн ӗмӗтленетӗн? Ӗлӗкрех, сӑмахран, мӗн ӗмӗтленнӗ, кӑҫал е халь?

Мӗн каламалла ӗнтӗ ӑна? Ӗмӗт тени вӑл путех, ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫыншӑн кирлӗ япалах та мар-и, тен. Вӑл ӗнтӗ мӑн ҫын шутне кӗнӗ. Эпӗ те ун ҫумӗнче мӑн ҫын пекех пулма кирлӗ. Мӗншӗн ыйтать-ха вӑл капла? Тен, тӗрӗслесшӗн? Ача-пӑча тесе шутлать-тӑр мана? Тӗрӗссипе калас-тӑк, ӗмӗтсем ман, чӑнах та, пур ҫав…

Эп чӗнмерӗм.

— Ну? — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ вӑл каллех.

— Мӗн ҫинчен тетӗн-и? Вӑт, Испанире, сӑмахран, вӑрҫӑ пычӗ, — пытармарӑм эпӗ, — манӑн унта пулас килетчӗ. Е тата, финсен вӑрҫинче.

— Тата мӗн? Тата?

— Ҫурҫӗр полюсӗнче те пулас кӑмӑл пурччӗ — челюскинецсемпе пӗрле. Е чикӗре — пограничниксем патӗнче. Тӗрӗссипе каласан, малтантарах ҫуралмалла пулнӑ, атту пӗтӗмпех пирӗнсӗр тӑваҫҫӗ…

Урӑх ним калама та пӗлмерӗм эпӗ. Айванла пулнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ тахҫан авал, ҫирӗм ҫула яхӑн каяллах кӗрлесе иртнӗ граждан вӑрҫинче пулма ӗмӗтленни. Е тата революциех илер, вӑл пушшех те ӗлӗкрех пулса иртнӗ. Вӗсем тепӗр хут пулмаҫҫӗ вӗт-ха. Паллах, мӗн ҫинчен те пулин ӗмӗтленнех ӗнтӗ эпӗ. Чи малтан — хӑвӑртрах ҫитӗнесси ҫинчен. Унтан шофер пуласшӑнччӗ, кайран — писатель, Лермонтов пек, Шевченко пек е Жаров пек паллӑ пулас килетчӗ. Летчик пулас кӑмӑл та, папанинецсем пек те, пограничник та пулас кӑмӑл пысӑкчӗ… Анчах епле-ха вӗсем ҫинчен пӗтӗмпех калӑн?

Вӑл чӗнмерӗ, мана та темле намӑс пек пулса кайрӗ. Нивушлӗ эпӗ маххӑ патӑм пуль? Калас мар тенӗччӗ-ҫке… Ача-пӑча!

— Эп апла мар, — терӗ сасартӑк Наташа. — Эп урӑхла ӗмӗтленетӗп. Ак, киле ҫитетӗп те, вырӑн ҫине выртса, куҫа хупатӑп — таҫталла вӗҫнӗ пек туйӑна пуҫлать вара мана, хам пӑхатӑп, пӑхатӑп… Тавралӑх тӗлӗнмелле хитре пек: вӑрмансем те, хуласемпе ялсем те, Мускав та… Хальхи пек мар, пачах урӑх майлӑ хитре — пӗтӗмпех ҫап-ҫутӑ, ҫыннисем хаваслӑ та телейлӗ. Тумланасса та чаплӑ тумланнӑ, пурте йӑл кулаҫҫӗ… Ҫурчӗсем тата, ҫурчӗсем — калама ҫук хӳхӗм! Пурте ҫутӑ та аслӑ! Эп вӗсем патнелле пыратӑп… Ача чухнехинчи пек… Тен, ку вӑл ачалӑха хӗрхеннӗрен ҫапла пуль? Иртсе кайрӗ-ҫке-ха ачалӑх. Манӑн, уйрӑмах…

Ҫак минутсенче вӑл мана каллех ҫав тери ӑслӑ, ҫав тери ҫитӗнсе ҫитнӗ, манран пит аякра тӑракан… пачах манашкал мар ҫын пек туйӑнчӗ…

Кировски хапха патӗнчен пӑрӑнса эпир юрпа витӗннӗ Чистопруднӑй бульваралла пӑрӑнтӑмӑр.

Чистые пруды! Эп кунта кашни ҫула, кашни йывӑҫ тӗмине, тенкеле, кашни хӑйӑр клумбипе хаҫат витринине пӗлетӗп. Кунта эп ҫитӗннӗ, кунтан эп, Наркомпросран, Крупская ҫырӑвӗпе Пионерсен Ҫуртне кайнӑ, унта Наташӑпа паллашнӑ…

Чистые пруды яланхи пекех шавлӑ иккен. Кунта ача-пӑча шӑв-шавӗ, ҫунашка-йӗлтӗр сасси, кӑҫат айӗнче юр нӑтӑртатни ҫеҫ илтӗнсе тӑрать. Хулари мӗнпур ача пуҫтарӑннӑ тейӗн кунта ҫак вырсарникун. Анчах эпӗ ни пӗчӗк шӑхличсене, ни пысӑкраххисене, хампа тантӑшраххисене, ӑмсанмарӑм. Аслӑрах пулнине нимӗн те ҫитес ҫук ӗнтӗ, ну, сӑмахран, Наташа пек виҫ ҫул та пулин. Тен, ун ҫумӗнче эпӗ айваннӑн ҫеҫ курӑнатӑп? Анчах Наташа… Тӗлӗнмелле хӗрача вӑл! Ман шухӑша витӗрех пӗлсе тӑрать тейӗн. Пӗрмаях мана май калаҫма тӑрӑшать.

— Хӑш чух эп хам та сан пекех шухӑшлатӑп, — тет Наташа. — Хӑвӑртрах ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пулас килет, шкул пӗтерсе хам тӗллӗн пурӑнас килет, тата, кирек мӗнле пулсан та, телейлӗ пуласчӗ… Тата питӗ лайӑх сӑрлас килет. Анчах ман нимӗн те пула пӗлмест. Пулмалла-тӑк, чӑн-чӑн художник пулмалла ӗнтӗ, ӗҫӳсемшӗн пӗтӗм тӗнче савӑнмалла пултӑр! Унсӑр, вӑтам ҫеҫ пулни — кирлӗ те мар…

Манӑн ӑна тата ытларах хавхалантарас килчӗ, анчах иментӗм.

— Мӗнле шухӑшлатӑн эс? — ыйтрӗ вӑл манран. — Тӗрӗс ӗмӗтленетӗп-и эпӗ?

— Тӗрӗсси тӗрӗсех ӗнтӗ, — мӑн ҫын пекрех калама тӑрӑшрӑм эпӗ. — Анчах художниксем те, музыкантсем те, писательсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ: генисем те пур, талантсем те. Тата урӑххисем те. Пурте вӗсем паллӑ.

— Ҫапах та манӑн чӑн-чӑн художник, гений пулас килет! — пытармарӗ Наташа. Унтан сасартӑк: — Тата манӑн, — терӗ вӑл, — ку, тен, кулӑшла та пулӗ, аттене хӑвӑртрах таврӑнтарасчӗ! Питӗ кичемленсе ҫитрӗм эп унсӑр.

— Вӑл ӑҫта, командировкӑра-и? — ыйтрӑм эпӗ.

— Ҫук, вӑл унта, Карельски перешеекра, — хуравларӗ Наташа. — Ӗнер ҫеҫ ҫыру илтӗмӗр. Халь ӗнтӗ кӗҫех, тет вӑл…

Эп вара пӗлмен те Наташӑн ашшӗ вӑрҫӑра иккенне.

Ҫапла, вӑл пылак юратать. Канфет та, мороженӑй та юратать. Ӗмӗтленме те пӗлет, ман пек мар, хитре ӗмӗтленет. Куна эпӗ аван пӗлетӗп. Вӑл тата сӑрлама юратать, анчах ӳкерчӗкӗсене мана нихҫан та кӑтартмасть. «Кайран, кайран. Пӗр пытармасӑр калап: вараланчӑк анчах. Ним майӗ те ҫук!» — тет.

Тен, вӑл урӑххине — архитектурӑна юратать пуль, мӗншӗн тесен Мускаври кирек мӗнле кивӗ ҫурта та, чиркӗве те кам лартнине ним йӑнӑшмасӑр каласа парать…

Эп вара вӑл мӗн чухлӗ пӗлнин чӗрӗкне те пӗлместӗп. Ку ҫеҫ-и, эп тата хамшӑн чи кирлине те чухлаймастӑп-ха: мӗн шухӑшлать-ши вӑл ман пирки?

Кун пирки эпӗ ӑна курнӑ чух та, курман чух та шухӑшлатӑп. Кун пирки эпӗ ир те, кӑнтӑрла та, каҫ та шухӑшлатӑп. Каҫхине питӗ ансат та ҫӑмӑл пек туйӑнать. Кӑнтӑрла вара е тепӗр кунне: ыйтӑп-ха уйран, хам та калӑп, тесе шутлатӑп. Анчах вӑхӑт ҫитет те — нимӗн те калаймастӑп.

Каҫхи шухӑшсемшӗн мана леккелет те тепӗр чух. Аттен вӑхӑт ҫук, пӗр-пӗр пӑтӑрмах сиксе тухсан, вӑл шӳтлесе те ирттеркелесе ярать, анне вара:

— Ҫӗрле каллех ҫывӑрмарӑн-и-ха? Темскер ҫыртӑн мар-и? Мӗн, курмарӗ тесе шухӑшлатӑн-и? Сӗтел лампине ҫутрӑн вӗт-ха? — тет.

Эп ӑна, паллах, киле панӑ ӗҫсене тума тӑтӑм, тесе калаймастӑп ӗнтӗ. Наташа ҫинчен сӑвӑ ҫырма тӑтӑм тесе те тӗрӗссине пӗлтерейместӗп.

Мана Пионерсен Ҫуртӗнчи Вера Ивановна ҫеҫ ӑнланать пулмалла.

— Юрӗ, юрӗ, ачасем, вӑл пире тепринче вуласа парӗ, — тет Вера Ивановна. — Халь эпир ӑна хамӑр журналӑн черетлӗ номерне хатӗрлеме хушӑпӑр…

Эпӗ ирӗксӗрех вара хамӑрӑн икшер экземпляр тухса тӑракан «Симӗс шав» ятлӑ журналӑн черетлӗ номерне хатӗрлеме тытӑнатӑп.

* * *

Хамӑр картишӗнчех манӑн пӗр тус пурӑнать. Тахҫанхи юлташ вӑл, Боря Скворцов, тантӑш. Уншӑн хӗрачасем яланах ассӑн сывлаҫҫӗ. Вӑл манашкал мар — хитре. Хӗрачасен чӗри тӗлӗшпе те вӑл «ӑстаҫӑ» шутланать.

Эпӗ Борьӑпа, урӑх ҫын ячӗпе тенӗ пек, канашласа пӑхма шут тытрӑм.

— Ну, мӗнех вара? — терӗ ӑстаҫӑ, ман калава итлесе пӗтерсен.

— Епле — мӗн? Хӗрачи унпа ҫӳрет-ҫке-ха, калаҫать. Каччи ӑна ӑсатса ярать… Музее кайнӑ, ав, вӗсем…

— Вӑл ниме те пӗлтермест! — татса хучӗ Боря витӗмлӗн. — Пур хӗрача та хӑйпе ҫепӗҫ пулнине, куҫ хывнине кӑмӑллать.

— Хӗрачи унран аслӑ пулсан, вӑтанмасть пулсан?

Боря ҫамкине шухӑша кайнӑн хыҫса илчӗ:

— Кунта икӗ сӑлтав пулма пултарать. Е хӗрачине унпа ҫӳреме интереслӗ, вӑл ӑслӑ, хӗрачи аплах мар пулсан, е… Тӑхта-ха, пӗвӗсем вӗсен мӗнле?

— Пӗвӗсем?

Тӳрех калатӑп: кун пирки эпӗ нихӑҫан та шухӑшламан. Анчах та хамӑн пӗвӗме пула эпӗ шкулта яланах асапланатӑп. Пӗр класра иккӗмӗш ҫул ларакан ача пек камӑн пулас килтӗр!

— Хӑшӗ ҫӳллӗрех вӗсенчен, хӑшӗ пӗчӗкрех? — ӑнлантарчӗ Боря. — Хӗрачасем лутрисене юратмаҫҫӗ.

— Вӑл ҫӳллӗрех, — терӗм эпӗ кӑмӑллӑн. Мӗншӗн тесен хамӑн пӗвӗм тӑсланкине эпӗ никамран та лайӑхрах пӗлетӗп-ҫке-ха. Уншӑн эпӗ хамӑн ҫинҫешке кӗлеткемпе вӑрӑм мӑйӑм ҫинче ларакан пӗчӗк пуҫӑма парса тавлашма та хатӗр.

— Ӑнланмалла! Пӗтӗмпех ӑнланмалла. Апла-тӑк ачи ӑна мӗн енчен те пулин килӗшет.

Эпӗ савӑнсах кайрӑм, анчах ҫавӑнтах шикленсе те ӳкрӗм: сасартӑк Боря чухласа илсен?

— Мана та ҫавӑн пек туйӑнать ҫав, — терӗм вара эпӗ ниме пӗлтерӗшсӗр сасӑпа. — Ну, мӗнле-ха вӑл, каламалла-и унӑн хӗрачине… юрататӑп тесе?

Ӑстаҫӑ каллех шухӑша кайрӗ, ҫамкине хыҫса илчӗ.

— Вӑл, ачи, мӗнлерехскер вара? — ыйтрӗ юлашкинчен Боря. Хӑюллӑскер-и е куян ҫури пек чӗтрекенскер-и?

Манӑн, паллах, хам хӑюсӑр пулнине йышӑнас килмест ӗнтӗ, анчах эпӗ хама чартӑм чартӑмах:
— Ҫук, вӑл хӑюллах мар пулас… — тесе ҫеҫ хутӑм.

— Апла-тӑк, ан тив, ҫыру ҫыртӑр, — сӗнчӗ Боря. — Ҫапла-ҫапла, юрататӑп сана, сансӑр пурӑнма пултараймастӑп! — тетӗр. Анчах ҫырӑвне унӑн хӗрачине хӑйӗн парас пулать, алӑран. Унсӑр тем те пулма пултарать… Ҫакланӗ те тахӑшне… Кулса, мӑшкӑлласа пӗтерӗҫ тата.

Боря куна хӑй тӳссе ирттернисене шута илсе каларӗ пулмалла.

Чӑнах та вара эп вӑл каланӑ пекех турӑм. Ҫыртӑм. Анчах тепӗр сехетренех чӗрсе тӑкрӑм та татах ҫӗнӗрен ҫыртӑм. Пурпӗрех пула пӗлмерӗ.

Пуринчен ытларах эпӗ аннерен хӑрарӑм, анчах кунчехинче ман пата атте ҫитсе тӑчӗ:

— Мӗн, каллех сӑвӑ ҫыратӑн-и? Мӗн ҫинчен? Манӑн атте тахҫан хӑй те сӑвӑ ҫырнӑ (анне каланӑ тӑрӑх, вӗсем аван сӑвӑсемех пулнӑ имӗш; халал сӑввисем ӗнтӗ!), ҫавӑнпа вӑл эп хӑйӗн йӗрӗ ҫине тӑнӑшӑн савӑнать.

Юрать-ха ҫак вӑхӑтра эпӗ, сӑвӑ тетрачӗ ҫине хурса, ҫыру ҫырма пуҫланӑччӗ.

— Акӑ, — терӗм вара, тепӗр енне хӑвӑрт уҫса хунӑ страница ҫине пӳрнепе тӗллесе.

Атте тетраде илчӗ те (тӳрра шӗкӗр, ҫырӑвӗ хамӑн алӑра юлчӗ) вулама тытӑнчӗ:

Йывӑҫсем хуллен кашлаҫҫӗ,
Ҫумӑр пӗрӗхет…
Кичем…

Чунӑма салхулатаҫҫӗ
Ҫитнӗ май кӗрхи кунсем.

Ман ума вара тухаҫҫӗ
Пушкин ҫырнӑ вӑхӑтсем.

Ун чухнехиллех курнаҫҫӗ
Таврари кӗрхи сӑнсем.

Кун, эрне иртейнӗҫемӗн
Иртмелле пек-ҫке йӑлтах!

Мӗншӗн-ха, эппин, Есенин
Ҫӑлӑнӑҫ тупман ҫапах?

Пурте юрӑхсӑр марах-тӑр!

Пур вӗт-ха Раҫҫей-анне.

Йывӑр ӑнланма чӑнах та
Ырӑ тунсӑх пуррине!

— Вӑт, мӗнле мыскара иккен. Ман шутпа, салхурах пек, — асӑрхарӗ атте. — Мӗн, чӑнах та ҫавӑн пек тӗксӗм-и санӑн кӑмӑлу?

— Вӑл сӑвӑ вӗт-ха, атте!

— Ну, ун пек пулсан, юрӗ, — килӗшрӗ атте.

Эп вара, чӑнах та, сӑвӑ вӑл — сӑвӑ, мӗнле каланӑ е шухӑшланӑ пек ҫырмалла мар, тесе шухӑшланӑ.

— Николай Степановича кӑтартрӑн-и? — ыйтрӗ атте.

— Кӑтартрӑм.

Николай Степанович — пирӗн кӳршӗ, атте ӑна питӗ хисеплет.

— Пионерсен Ҫуртӗнче те-и?

Эп чӗнмерӗм.

— Аван тунӑ, — асӑрхарӗ атте.

Тепӗр кунне эп хамӑн пӗчӗк ҫырӑвӑма тата тепӗр хут юсаса ҫыртӑм. Унта халь чи кирлӗ виҫӗ сӑмах ҫеҫ юлчӗ, вӗҫӗнче алӑ пусни вырӑнне ятпа хушаматӑмӑн пуҫламӑш саспаллийӗсем вырнаҫрӗҫ…

Ҫак каҫхинех эпӗ Пионерсен Ҫуртне кайрӑм, анчах ӑна тӗл пулаймарӑм. Киле таврӑнтӑм, ҫырӑвӑма тепӗр хут вуласа тухрӑм та «Питӗ!» тесе хушса хутӑм. Тепӗр минутран унӑн юратнӑ «Ан ҫиллен!» текен сӑмахӗсене те ҫыртӑм.

Икӗ кунтан ҫырӑвӑма эп аран-аран ӑна тыттартӑм. Ман шутпа, вӑл питӗ тӗлӗнчӗ. Ҫыруран мар, ӑна тыттарнӑ-тыттарман тухса тарнинчен тӗлӗнчӗ ӗнтӗ.

Анчах, маншӑн пулсан, халь ӗнтӗ пурпӗрех.

* * *

Пӗр пӳлӗм — пӗр пӳлӗмех ҫав. Ӑна пула эп час-часах мӗн илтме юраманнине илтетӗп.

— Ҫапах та эп унран ыйтатӑп, — пӑшӑлтатрӗ анне пӗр каҫхине. — Мӗнле япала вӑл? Каҫсерен киле час таврӑнмасть, темле хӗрачапа ҫӳрет… Эп хам куртӑм-ҫке. Хирӗҫ тетӗн-и? Хирӗҫ мар эп: йӗркеллӗ ҫеҫ пултӑрччӗ. Ан тив, чӗнтӗр вӑл киле, паллаштартӑр унпа пире. Иксӗмӗрпе ӗнтӗ, паллах… Эс килте чух, атя, вӑхӑта шеллер мар ӗнтӗ пӗрре?..

— Манӑн шутпа, ку вӑл калаҫмалӑх та ҫук, — ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатрӗ атте. — Илсе килет, паллаштарать, вара мӗн? Сана ҫӑмӑл пулать-и уншӑн? Ӑна та куна та вӑтантарни ҫеҫ, енчен, хӗрачи чӑнах та пур пулсан. Ман шутпа, эс ытлашши пысӑклатан. Тепӗр тесен, мӗскер эс ӑна ҫаплах, пӗчӗк ачана сыхланӑ пек, куҫран та вӗҫертесшӗн мар. Ӗҫ ҫук-им урӑх? Ман шутпа, ун хыҫҫӑн чупма халь намӑс… Ҫынна ӗненес пулать. Шухӑшла-ха лайӑхрах, вӑл халь ачу е ывӑлу ҫеҫ мар, этем. Ак мӗнле мыскара!

— Ҫапла пуль те-ха, анчах эпӗ Вера Ивановнӑпа та калаҫрӑм-ҫке-ха, вӑл та ҫаплах калать. Чӑн та, арҫын ачасемпе хӗрачасем пурте пӗр-пӗринпе туслӑ, терӗ-ха та вӑл…

— Ан тив, туслашчӑр ара. Эс мӗн, ун ҫулӗсенче хӑв ун пек пулман тетӗн-им?

— Ну, пӗлетӗн-и мӗн…

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп! Эс хамӑр епле паллашнине манса кайнӑ иккен! — кулса ячӗ атте. — Миҫе ҫултаччӗ-ха эс ун чухне? Вунтӑваттӑраччӗ-и? Ну, вӑл та кӗҫех вунтӑваттӑ тултарать. Эпӗ, ав, сӑмахран, вуннӑра чухнех юратса пӑрахнӑччӗ. Вуннӑра! Ҫитменнине тата, чӑнласах — хӗрачана та мар, хӗрарӑма. Вӑт мӗнле мыскара!

— Шӑпрах эс, шӑпрах! Тархасшӑн шӑпрах калаҫ! — ыйтрӗ анне. — Вӑл илтме пултарать.

Ирхине мана анне:
— Шухӑшлатӑп-шухӑшлатӑп та, мӗншӗн-ха сан пӗрре Пионерсен Ҫуртӗнчи юлташусене хамӑр пата хӑнана илсе килес мар, — терӗ.
— Паллах ӗнтӗ, хӑвӑн юлташ-хӗрачусем те пулччӑр…

— Мӗн тума?

— Ним тума та мар, так ахаль, Ан тив, килсе курччӑр пӗрре эс ӑҫта пурӑннине.

— Юрать, анне, хӑҫан та пулин чӗнӗп-ха, — сӑмах патӑм эпӗ кӑмӑллӑн.

* * *

Вӑл мана хӑйӗн тантӑш-хӗрачи патне туртса кӗртрӗ. Эпӗ туртӑнтӑм, сӑлтавсем шырарӑм (вӑл ман ҫырӑва ответ памарӗ-ҫке-ха), ҫапах Наташа ҫине тӑчӗ-тӑчех:
— Нумайлӑха мар. Саламлатӑп кӑна. Унӑн паян менелник, — терӗ.

Укҫа ҫукчӗ манӑн, анчах Георгий Шенгелин «Сӑвӑ йӗркин саккунӗ» текен ҫӗнех те мар кӗнеке хампа пӗрлехчӗ.

— Апла пулсан, тен, ҫакна парнелӗпӗр! — сӗнтӗм эпӗ шухӑшлӑн. Ма тесен, хам та аран-аран шыраса тупнӑ кӗнекепе сывпуллашма шел пек туйӑнчӗ мана.

— Парнелӗпӗр! — ҫийӗнчех килӗшрӗ вӑл. — Питӗ аван пулать, хаваслӑ. Мӗншӗн тесен Леночка вӑрттӑн сӑвӑ ҫырать. Анчах шел мар-и сана?

— Ҫук, ҫук!

Уншӑн пулсан, мана нимӗн те шел мар. Ленӑшӑн мар ӗнтӗ, паллах.

Эпир Софийская набережная текен урамри Кремльпе хире-хирӗҫри пӗр хутлӑ кивӗ ҫурта ҫитсе кӗтӗмӗр. Пысӑках мар пӳлӗмре пӗр вунпилӗк-вунултӑ ҫулсенчи хӗрачасемпе арҫын ачасем вунна яхӑн шавлаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче эпӗ хама ытлашши пек туймарӑм. Эп миҫе ҫултине те, ятӑм-шывӑма та ыйтакан пулмарӗ. Эпир «пӑсӑк телефон», «почтӑлла» текен вӑйӑсене вылярӑмӑр.. Пурте йӗркеллӗ, аван пычӗ темелле, анчах…

— Халӗ ташлар! Ташӑ пуҫлар! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те хӗрелсе кайнӑ Лена, тепӗр минутран патефон йӑлӑхтармӑшла янӑрама та тытӑнчӗ.

Тинӗспе сывпуллашрӗ
Сар хӗвел пит йӑвашшӑн.

Ҫак самант эс каларӑн:
— Юратмастӑп, — тесе…

— Эс ташлатӑн-и? — ыйтрӗ манран Лена.

— Ҫук, пӗлместӗп, — терӗм эпӗ хуллен, ҫӗр тӗпне анса каяс пек именсе.

Ку ҫӑва патнеччӗ-ха тата. Наташа эп каланине илтеймерӗ пулмалла.

— Атя, ташлар! — чӗнчӗ вӑл, ман пата чупса пырса.

Эпӗ хытсах кайрӑм.

Чӑн-чӑн инкек вӗт ку! Уяр кун аҫа ҫапнӑ пекех! Ташлама пӗлменнине пула халь мана пурнӑҫра чи кирлине ҫухатнӑ пек туйӑнчӗ. Епле шухӑшламан-ха эп ӑна вӗренме малтантарах?

— Ҫук, ташламастӑп, — терӗм эпӗ уҫӑмсӑррӑн. — Тем, кӑмӑл ҫукрах-ха…

— Ну, апла-тӑк, сӑвӑ вула! — сӗнчӗ вӑл. — Леночка та итлет. Вӑл та ҫырать-ҫке-ха. Леночка! Итле! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Лайӑх сӑвӑсем унӑн!

Эп ҫухалсах кайрӑм. Ҫапах вулама тытӑнтӑм:

Хурӑнлӑхра эпир ҫуралнӑ.

Кӑкӑр парса ӳстернӗ аннесем.

Эпир ахаль-им-ха юратнӑ
Тӑван хире, чӗре патне илсе.

Уй-хире, улӑхӗ, вӑрманӗ —
Кирек ӑҫта та пирӗн сукмаксем.

Ачалӑх кунҫулне кам манӗ?

Ҫӗршыв пекех асра вӑл, тусӑмсем!

Вӑрман тесен — кашни хавасчӗ;
Ҫӳреттӗмӗр унта тӗркештерсе.

Юмах яма кашни ӑстаччӗ,
Ӑстаччӗ «тӗшерме» сада кӗрсе.

Сӑмах ваклаттӑмӑр ир-каҫ та
Мадрид ҫинчен е чикӗсем ҫинчен…

Тӑван ҫӗршыв! Эпир нихҫан та
Кӑлармӑпӑр сана чун-чӗререн!

Мана нихӑшӗ те итлемест иккен. Леночка та тӑнламасть. Ытти ачасем те итлени палӑрмасть. Хуть Наташа тӑнлинччӗ! Ҫук, вӑл та тӑнламасть-мӗн.

Вӑл ыттисемпе ташлама тытӑнчӗ. Вӗсем — ыттисем — мана путсӗр ачасем пек туйӑнса кайрӗҫ халь. Анчах пуринчен те путсӗртереххи вара — эпӗ. Хама хам ҫав тери кураймастӑп!

Менелник каҫӗ вӗҫлелессе эпӗ аран-аран кӗтсе илтӗм. Юрать-ха нумаях кӗтме тивмерӗ. Тепӗр ҫур сехетрен пӗтӗм ушкӑн саланса пӗтрӗ.

Ним чӗнмесӗр, шӑппӑн ӑсатса ятӑм эпӗ Наташӑна, сывпуллашнӑ чух ун ҫине те пӑхаймарӑм, куҫа пытартӑм… Вӑл та ман ҫыру пирки пӗр сӑмах та шарламарӗ, ун пек япала пулман та тейӗн.

Пӗтӗм Мускавӗпе ташӑ шкулӗ пирки пӗлтерӳсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Анчах мана валли унта ҫул хупӑ. Ташӑ шкулӗсем мӑннисем валли кӑна-мӗн.

Уроксем хыҫҫӑн киле чупса ҫитсенех халь ӗнтӗ эпӗ атте-анне ӗҫрен таврӑниччен, сӗтел-пукансене аяккалла сиктерсе лартса, ӗҫе тытӑна пуҫларӑм:

Тинӗспе сывпуллашрӗ
Сар хӗвел пит йӑвашшӑн…

Ҫапла темиҫе кун аппалантӑм, кӑштах ӗҫ-пуҫ картине кӗре пуҫларӗ пек туйӑнчӗ. Халь ӗнтӗ эпӗ Наташӑпа ташласа пӑхма та хирӗҫ мар.

Ҫак вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен манӑн пуҫра урӑх шухӑш ҫуралчӗ: сасартӑк вӑл мана катока чӗнсен? Вӑт, культура паркӗнчи парашют вышки ҫинчен сикес пулсан, аван пулнӑ пулӗччӗ! Конькипе эп…

Ҫук ҫав, чаплах ярӑнаймастӑп эпӗ конькипе. Конь кийӗ те тата ман тахҫанхи авалхискер ҫеҫ. Каҫхине эпӗ аттепе аннене тапӑнтӑм:
— Мана, — терӗм, — ҫӗнӗ-коньки валли укҫа кирлӗ.
Анне ман ҫине тӗлӗнсе-е пӑхрӗ:
— Пӗрремӗш класра вӗреннӗ чухнех илнӗччӗ-ҫке эпир сан валли коньки, вӗсем те ахалех йӑванса выртаҫҫӗ…

— Пӗчӗк халь вӗсем, юрамаҫҫӗ, — терӗм эпӗ. — Мана кирлӗ, ярӑнас килет…

Атте тӳрех укҫа кӑларса хучӗ.

— Абонемент валли тата? — ыйтрӑм эпӗ. — Культура паркӗнче лайӑх ярӑнма вӗрентекен шкул пур. Ҫичӗ тенкӗ тӑрать.

— Ну, чӑнласах вӗренесшӗн пулсан, — терӗ атте, — ме, ил.

— Ашкӑнтарни ҫеҫ ку! Укҫа пустуй тӑкаклани кӑна! — мӑкӑртатрӗ анне.

Манӑн анне атте пек мар, вӑл ялан укҫа перекетлеме тӑрӑшать. Ку тӗрӗс те пуль. Мӗншӗн тесен пирӗн килте укҫа ялан ҫитмест.

Анчах та ку пурпӗр ашкӑнни мар. Икӗ эрне эп пӗр сиктермесӗр ҫӳрерӗм культура паркне. Шап-шур юр таврӑнатӑп киле, хӑпарса тухнӑ е кӑвакарнӑ вырӑнсем те ӳт ҫинче туллиех..

Ҫавӑн пекех ҫине тӑрса вӗреннинчен аттепе анне тӗлӗнсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

— Спорт вӑл — усӑллӑ япала, — тет атте, пуринчен ытларах аннене. — Ан тив, тӑрмаштӑр.

Кӗҫех эп хаман пуҫарулӑха кӑтартма шутларӑм: — Наташа, — терӗм хайхи пӗррехинче, — канмалли кун атя катока ярӑнма каяр? Ыран та юрать. Э?

— Конькипе ярӑнмастӑп-ҫке эпӗ, хӑвах пӗлен, — тавӑрчӗ Наташа мана. — Ҫитменнине тата, хӗл те ав кӗҫех пӗтет. Ан ҫиллен. Луччӗ ҫитес ҫул кайӑпӑр. Шывра ишес пулсан — аптӑрамӑттӑм. Ҫулла кайӑпӑр-и? — сӗнчӗ вӑл.

Куна эпӗ кӗтменччӗ. Нивушлӗ халь ӗнтӗ манӑн ишме вӗренмелли шкула ҫырӑнмалла?

* * *

Паха кунсем ҫитрӗҫ: хӗл те, хӗл мар теме те пулать. Март хӗвелӗ ҫап-ҫут йӑлтӑртатать, Мускав урамӗсенчи юр кӑштах ирӗлет… Дворниксем тротуарсене тасатнӑ. Пур урамсемпе площадьсенче те радио уяв чухнехи пек маршсем янраттарать. Карельски перешеекра вӑрҫӑ пӗтнӗ. Вӑл, темле, маншӑн сисӗнмерӗ темелле. Анчах ыттисемшӗн ахаль иртмерӗ…

Пирӗн пысӑк хваттер кӗрлет анчах. Чӑн та, пысӑк вӑл, мӗншӗн тесен унта пирӗнсӗр пуҫне тата хӗрӗх ултӑ ҫын, урӑхла каласан, вунсакӑр ҫемье пурӑнать. Вӗсем, тепӗр май каласан, эпир пурте — тӑваттӑмӗш хутра. Ку ҫурт ӗлӗк Абрикосовӑн премӗк-канфет фирми пулнӑ. Фирми ӗнтӗ тахҫанах ҫук, эпир вара — тӑваттӑмӗш хутрисем, ҫав авалхи фирма тӑррине туса лартнӑ пӗр коридорлӑ, икӗ уборнӑйлӑ, пӗр телефонлӑ хваттертисем, — пурӑнатпӑр туслӑн пӗр ҫемьере!

Акӑ халь кӳршӗсенчен пӗрне, Евгения Ивановна ятлӑ хӗрарӑма, пурте саламлаҫҫӗ. Вӑл хӑй вара пурне те чуптӑвать, макӑрать, ҫавӑнтах тата кулать, вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫать:

— Хоспоти, нивушлӗ таврӑнать! Нивушлӗ чӗрех таврӑнать!

Картишӗнче, хапха умӗнче, Боря Скворцов тӑрать. Иртенпех тӑрать вӑл унта. Иртен-ҫӳренсене, кӗрен-тухансене пурне те хӑйӗн ашшӗне «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑлани ҫинчен пӗлтерет.

— Акӑ, кӗҫех хӑй таврӑнать — ун чух хӑвӑрах курӑр-ха! — тет Боря, ӗнентерме тӑрӑшса. Тӑрӑшмасӑр, сасартӑк хӑшӗ те пулин ӗненмесен?

Каҫхине, Пионерсен Ҫуртне кайнӑ чух, киосксен умӗнче «Каҫхи Мускав» хаҫата илесшӗн тӑракансен тем пысӑкӑш черечӗсем курӑнчӗҫ.

Савӑнасса эпӗ те савӑнатӑп ӗнтӗ, анчах ман пуҫра урӑх шухӑш. Тен, пустуй ҫыртӑм эп ун патне? Унччен епле питӗ ырӑ та аванччӗ! Халь вара… Сахал, асап кӳчӗ-и мана ташӑ! Ку ҫитмест-ха тата, ишмелле пулать акӑ!

Паллах, пустуй. Пӗтӗмпех ҫав Боря туса хучӗ. Ӑс пачӗ мар-и! Юрӗ, паян ҫилленме кирлӗ мар ӑна. Вӑл паян — телейлӗ. «Паттӑрлӑхшӑн» медаль панӑ ун ашшӗне. Халь ӗнтӗ тата тепӗр чӑн-чӑн герой пур пирӗн ҫуртра! Пӗрремӗшӗ вара — виҫҫӗмӗш подъездра пурӑнакан полковник. Унӑн «XX лет РККА» текен медаль пур. «Паттӑрлӑхшӑн» медаль, паллах ӗнтӗ, унран пысӑкрах шутланма тивӗҫлӗ.

Наташӑна эпӗ занятисем хыҫҫӑн тумтирсем ҫакнӑ ҫӗрте тӗл пултӑм.

Яланхи пекех эпӗ:
— Пыратӑн-и? — тесе ыйтрӑм.

— Пыратӑп, анчах нумайлӑха мар. Юрать-и? — тавӑрчӗ вӑл.

Трамвай чарӑнакан тӗле ҫитсен, вӑл хӑй мана:
— Малалла кайӑпӑр-и? Хӗрлӗ площадь урлӑ? — тесе сӗнчӗ.

— Кайӑпӑр, — хаваслансах килӗшрӗм эпӗ.

Хӗрлӗ площаде ҫитичченех сӑмах чӗнмерӗмӗр хамӑр. Пирӗнтен хӑшӗ те пулин малтан калаҫу пуҫласа ямалла ӗнтӗ. Анчах мӗн калас ман — пӗлместӗп…

— Эс мана тахҫантанпах ӗнтӗ сӑвӑ вуласа памастӑн, — терӗ вӑл юлашкинчен. — Вула.

Мӗн вулас-ши? Эпӗ ӑна мӗн чухлӗ вуласа паман пулӗ! Вулама май пуррине йӑлтах вуласа пӗтернӗ пек туйӑнать. Эп ӑна хӑй пирки ҫырнисене ҫеҫ вуласа паман. Вӗсене халь вулас-и? Ҫук! Ҫыру ҫырни те ҫитӗ!

— Мӗн вулас? — ҫухалса кайрӑм эпӗ.

— Мӗн вулас тен — ҫавна. — Куна вӑл нимӗн кӑсӑксӑр тенӗ пек, ҫак самантра хӑй пачах урӑх япала ҫинчен шухӑшланӑ пек, каларӗ.

Ҫак вӑхӑтра эпӗ аса илех кайрӑм:
— Итлетӗн-и, чи малтан ҫырнӑ сӑвва вулатӑп, — терӗм.
— Анчах ан кул. Мана хама та халь кулӑшла пек туйӑнать. Ҫырасса эп ӑна тахҫанах, вунӑ ҫулта чухнех ҫырнӑ…

Вӑл пуҫӗпе сулчӗ. Эп вула пуҫларӑм:

Пурӑнать атте —
Ыр кӑмӑл,
Вӑл кая юлса ялан
Таврӑнать киле,
Хӑй хӑвӑрт
Ӗҫ каллех тытать алла.

Пӗрмаях илсе килет вӑл
Каҫ валли ӗҫ кантуртан.

Тарӑхать анне,
Ҫиллес вӑл,
Шарламасть ҫапах,
Чӑтать.

«Илсе килчӗ пуль машина…» —
Шухӑшларӑм пӗринче.

Ӗҫ татах-мӗн йӑтса килнӗ —
Ларчӗ ӗҫлесе
Ирччен,
Вӗҫӗмсӗр ҫапла ӗҫлет вӑл, —
Уншӑн хӑй те тарӑхать:
Чей ӗҫет те ирхине вӑл
Сиккипех ӗҫе чупать.

— Чӑн та кулӑшла вӗт, айванла? — ыйтрӑм эпӗ унран. Хам кулса ятӑм.

Анчах мӗн ку? Пӑхрӑм та — вӑл макӑрать иккен!

— Ан ҫиллен, — терӗ вӑл куҫҫуль витӗр. — Ман аттене вӗлернӗ… Лере, Выборг патӗнче…

Ку вӑл Финляндипе вӑрҫӑ пӗтнӗ кун пулчӗ. Март уйӑхӗ, кунӗ хитре. Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳмерӗ пуль вӑл ҫынсене. Музыка янӑрать. Хӗрлӗ площадь тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫынсем иртеҫҫӗ. Ҫуртсенче — хаваслӑх; Иртсе пынӑ май пирӗн хӑлхасенче юрӑ-кулӑ сасси ҫеҫ янӑраса тӑрать.

Анчах эп чӳречесене пурне те курман иккен. Наташӑсен чӳречине те асӑрхаман. Ыттисенне те курман — ҫавӑн пеккисенне. Вӗсем ҫапах та пулнӑ.

* * *

Выборг! Мӗнлерех хула-ши вӑл? Пӗлместӗп. Эп унта пулса курман. «Выборг» сӑмаха эп радио тӑрӑх илткеленӗ, «Пионерская правда» хаҫатра тӗл пулкаланӑ, унччен малтан ӑна аттерен илтнӗ.

— Ав, ҫавӑнта вӑл Выборг, — тенӗччӗ пӗрре мана атте Сестрорецкра чух Фински заливра шыва кӗнӗ вӑхӑтра.

Эпир унта аттепе вӑтӑр улттӑмӗш ҫулта пӗр эрне пурӑннӑччӗ. Ӑшӑччӗ, йӗри-тавра хырсем кашласа ларатчӗҫ, хӑйӑр ҫинче хыр йӗпписемпе йӗкеллисем темӗн чухлехчӗ. Хӑш чухне хыр йӗпписем ҫара урана тӑранса кӗретчӗҫ, анчах эп пурпӗр шыв патнелле чупаттӑм, атте хыҫран кӑшкӑратчӗ:
— Хӑюллӑрах пул! Хӑюллӑрах! — тетчӗ.
Вӑл мана ишме вӗрентесшӗн пулнӑ иккен. Выборг вӑл инҫетре мар, таҫта ҫывӑхрах пулас. Акӑ, халь каллех — Выборг. Унта Наташӑн ашшӗне вӗлернӗ иккен. Вӗлернӗ. Эп ҫакна пӗтӗмпех шухӑшӑмра курма тӑрӑшрӑм, анчах пултараймарӑм. Хырсем, йӗкелсем, чулсем, хыр йӗпписем, тинӗс, унтан сасартӑк — вӗлернӗ…

Халь пытараҫҫӗ пуль ӗнтӗ ӑна. Героя пытарнӑ пек, ҫар оркестрӗпе, салют парса пытараҫҫӗ пуль. Наташа вара — унӑн хӗрӗ. Чӑн-чӑн геройӑн хӗрӗ.

Боря Скворцова мӗн, ӑна — лайӑх! Унӑн ашшӗ герой, вӑл «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе таврӑнать. Виҫҫӗмӗш подъездри полковнике те лайӑх!

Эп вара мӗн? Хам та эп никам мар, атте те манӑн ахаль служащи анчах. Ӗҫлет вӑл унта темӗнле мотопомпӑсемпе. Тата торф типӗтес тӗлӗшпе тӗрмешет. Рабочисем валли ятарласа ҫӗленӗ тумтирсен нарячӗсемпе аппаланать.

Ҫапах та манӑн атте ҫулла комсоставсен сборӗнче пулнӑччӗ. Эпир аннепе иксӗмӗр кашни вырсарникунах ун патне лагере Покровски-Стрешневӑна ҫӳреттӗмӗр, эп вара атте ҫар формипе ҫӳренишӗн, петлицӑсем ҫинче чӑн-чӑн ҫар ҫыннин пекех шпалсем пурришӗн савӑнаттӑм, мӑнкӑмӑлланаттӑм…

* * *

Ҫӗрле, тӗлӗкре, Наташӑна эп аллинчен тытрӑм. Эп нихӑҫан та ун аллине, пӗчӗкскерне, ӑшӑскерне, вӑрӑм пӳрнеллӗскерне, кун чухлӗ нумайччен тытманччӗ. Тӗл пулсан, сывлӑх суннӑ май е сывпуллашнӑ май алӑ тытни вӑл самантлӑх ҫеҫ пулнӑ. Халь вара — вӗҫертместӗп те вӗҫертместӗп ун аллине. Унтан кӑшт пӗшкӗнтӗм те, темӗнле хӑюсӑррӑн, сӑлайсӑррӑн ӑна ҫамкинчен чуптуса илтӗм.

«Тата тепре?» — ыйтрӗ вӑл.

Эп каллех чуптурӑм.

«Тата тепре! Тата тепре!»

Ҫапла пултарас килетчӗ те ӗнтӗ манӑн.

Вӑл макӑрать, тен, кулать те-и, хӑй пӗрмай:
«Аван мар капла! Аван мар! Эп санран малтан ыйтрӑм-ҫке!» — тет.

Халь ӗнтӗ вӑл мана тутаран чуптурӗ.

«Тата тепре! Тата тепре!» — ыйтрӑм эпӗ.

Сасартӑк эпӗ вӑл чӑнахах та макӑрнине туйрӑм.

«Лӑплан, Наташа! Лӑплан! Кирлӗ мар!»

Анчах вӑл пурпӗр макӑрма чарӑнмарӗ, хӑй пӗрмай:
«Улталарӗҫ! Улталарӗҫ! — тесе пӑшӑлтатрӗ: — Пӗлмен эп вӑрҫӑсем кун пек пӗтессине…»

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех