Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2

Пай: Р.В.С.

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.21 18:19

Пуплевӗш: 383; Сӑмах: 2956

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Куҫҫуль типрӗ. Ыратни майӗпен лӑпланма пуҫларӗ. Анчах Димка килне кайма хӑрарӗ, каҫ пуличчен, пурте ҫывӑрма выртиччен, кӗтме шутларӗ. Вӑл ҫырма хӗрне утрӗ. Ҫыранти тӗмсем айӗнче шыв тӗксӗм те лӑпкӑ тӑрать, вӑтаҫӗрте шыв шупка хӗрлӗ ҫутипе ҫуталса выртать, ӑшӑх, чуллӑ тӗпӗ тӑрӑх шуса, хуллен чӳхенсе юхать.

Ҫыран леш енче, Никольски вӑрманӗн хӗрринче, кӑвайт ҫути тӗксӗммӗн йӑлкӑшать. Темӗншӗн вӑл Димкӑна питӗ аякра та юмахри илӗртӳллӗ япала евӗр курӑнса кайрӗ. «Камсем-ши кусем?» — шухӑшларӗ вӑл. — Кӗтӳҫсем-ши вара?.. Тен, хурахсем пулӗ! Каҫхи апат пӗҫереҫҫӗ, ҫупа ҫӗрулми е тата мӗн те пулин ҫавӑн евӗрли пӗҫереҫҫӗ пулӗ…» Унӑн питӗ ҫиес килсе кайрӗ.

Каҫхи тӗттӗмре вут ҫути ҫутӑран та ҫутӑ ялкӑшма пуҫларӗ, ачана аякран савӑнӑҫпа астарчӗ. Анчах лӑпкӑ мар Никольски вӑрманӗ каҫхи тӗксӗмре тӗттӗмленсе хӑрушлансах пычӗ.

Сукмакпа аннӑ чух Димка сасартӑк чарӑнса тӑчӗ: шыв кукринче, ҫыранта, такам чӗтренекен хулӑн сасӑпа темӗнле тӗлӗнмелле те хитрен, сӑмахсене татӑклӑн каласа юрлать:

— Юл-тааш-сеем, юлташсем, — тесе панӑ вӑл ответ, — Сывӑ пул-тӑр Росс-ия,
Сывӑ пултӑр Совет!

«А, ҫӗр ҫӑтманскер! Вӑт, мӗнле юрлать!» — тӗлӗнсе шухӑшларӗ те Димка, сиккипе аялалла вӗҫтерчӗ.

Ҫыран хӗрринче вӑл ҫӗтӗк сумка патӗнче выртакан пысӑк мар ырхан ачана курчӗ. Ура сассине илтнипе лешӗ юрлама чарӑнчӗ те Димка ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ.

— Эсӗ мӗн тӑвасшӑн?

— Нимен те мар… Ахаль ҫеҫ!

— А-а! — тесе тӑсрӗ лешӗ, ача сӑмахӗпе килӗшнӗ пек пулса. — Ҫапӑҫма шутламастӑн эппин?

— Мӗ-ӗн?

— Ҫапӑҫма тетӗп… Унсӑрӑн асту! Эпӗ пӗчӗккӗ пулсан та, лайӑхах ислетме пултаратӑп…

Димка пачах та ҫапӑҫма хатӗрленмен, ачаран вӑл хӑй ыйтрӗ:

— Кӑна эсӗ юрларӑн-и?

— Эпӗ.

— Эсӗ кам вара?

— Эпӗ — Жиган пулатӑп, — мӑнкӑмӑллӑн ответлерӗ лешӗ. — Жиган, хуларан… Мана ҫапла чӗнеҫҫӗ.

Димка ҫитнӗ ҫитменех ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртрӗ, ача унран хӑраса аяккарах сиксе ларнине асӑрхарӗ.

— Ҫӗтӗк-ҫатӑк кӑна эсӗ, Жиган мар… Жигансем ҫакнашкал пулаҫҫӗ-и вара?.. Юрӑсене вара аван юрлатӑн.

— Эпӗ, тӑванӑм, тӗрлӗ юрӑсем пӗлетӗп. Станцисенче яланах эшелонсем тӑрӑх юрласа ҫӳренӗ эпӗ. Пурӗ-пӗрех, хӗрлисем-и, петлюровецсем-и, ыттисем-и… Юлташсене пулсан, калӑпӑр: «Алёша-ша», буржуйсем ҫинчен. Шуррисем-тӗк, кунта вара урӑххи кирлӗ: «Ӗлӗк пулнӑ тенкӗсем, пулнӑ хут укҫасем», «пӗтрӗ Раҫҫей», ну, унтан вара, «Яблочко», ӑна ӗнтӗ икӗ майлӑ та юрлама пулать, сӑмахсене кӑна улӑштарса лартмалла.

Вӗсем шӑпланчӗҫ.

— Эсӗ мӗншӗн кунта килтӗн?

— Хреснанне кунта, Онуфриха карчӑк. Пӗр уйӑх хушши хӑть тӑранса пурӑнма шухӑшларӑм. Ӑҫта унта! Тепӗр эрнерен е иккӗрен: эсӗ кунтан тухса кайнӑ пултӑр, тет!

— Кайран ӑҫта каян?

— Ӑҫта та пулин. Ӑҫта лайӑх, ҫавӑнта.

— Ӑҫта вара?

— Ӑҫта? Пӗлетӗп пулсан, аванччӗ! Тупас пулать ҫав.

— Жиган, ирхине юханшыв хӗррине кил. Шӑтӑксенчи раксене тытӑпӑр!

— Суймастӑн-и? Епле пулсан та килетӗп! — кӑмӑлтан килӗшсе ответлерӗ лешӗ.

Ҫатан урлӑ сиксе каҫса, Димка тӗксӗм килкартине ҫитсе кӗрсенех пӳрт умӗнче ларакан амӑшне асӑрхарӗ. Вӑл ун патне пычӗ те, тутӑрӗнчен туртса, кулмасӑр каларӗ:

— Эсӗ, анне, ан ятлаҫ. Эпӗ юриех час килмерӗм, мӗншӗн тесен мана Головень хытӑ хӗнерӗ.

— Сахал лекнӗ-ха сана! — терӗ амӑшӗ, ун патнелле ҫаврӑнса. — Ун пек мар кирлӗччӗ сана…

Анчах Димка унӑн сӑмахӗсенче вӑл кӳреннине те, хуйхӑрнине те, хӗрхеннине те сисрӗ, тарӑхнине ҫеҫ сисмерӗ вӑл.

* * *

Пӗррехинче Димка ҫырма хӗрне темшӗн питех те салху пычӗ.

— Тухса тарар, Жиган! — терӗ вӑл. — Ӑҫта та пулин кунтан аяккарах кайса шӑвӑнар, чӑнах!

— Сана аннӳ чармасть-и?

— Эсӗ, ухмах, Жиган! Тухса тарас пулсан, никамран та ыйтмаҫҫӗ. Головень усал, ҫапӑҫать. Ман пирки аннепе Топа та леккелет.

— Мӗнле Топа?

— Пӗчӗк шӑллӑма. Утнӑ чухне тӗлӗнмелле топлаттарать вӑл, ҫавӑнпа ӑна ҫапла калатпӑр. Ахаль те пурте ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ. Ну, килте мӗнех пур вара?

— Тухса тарар! — хӑвӑрттӑн каларӗ Жиган. — Манӑн мӗншӗн тухса тарас мар-ха? Эпӗ халех хатӗр. Эшелонсем тӑрӑх пуҫтарса ҫӳрӗпӗр.

— Мӗнле пуҫтарса ҫӳрӗпӗр?

— Ак ҫапла: эпӗ мӗн те пулин юрласа парӑп, унтан ҫапла калап: «Пур юлташсене те ырӑ сунатӑп, сирӗншӗн фронт мар, савӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ ҫеҫ пултӑр, тейӗп. Икшер кӗренке ҫӑкӑр, пӗрер оҫмушка табак пултӑр, ҫул ҫинче пулемёт та, тупӑ та ан тӗл пултӑр. Вара, ҫынсем кулма пуҫласанах, самантрах ҫӗлӗкне хывса ҫапла каламалла: «Граждансем! Ырӑ ҫынсем пулса, ачасене ӗҫшӗн тӳлесемӗр», — темелле.

Ку сӑмахсене Жиган ҫӑмӑллӑн та ӗненмелле каланинчен Димка тӗлӗнсех кайрӗ, анчах кун пек пурнӑҫ ҫулӗ ӑна килӗшмерӗ, вара вӑл мӗнле те пулин отряда ирӗккӗн кӗрсен е хамӑр отряд организацилесен, е партизана кайсан, аванрах пулӗ, терӗ. Жиган хирӗҫлемерӗ, ку ҫеҫ те мар-ха, Димка хӗрлисене ырласа, «вӗсем революцишӗн» ҫапӑҫаҫҫӗ тесе каласан, Жиган хӗрлисем патӗнче пулни те палӑрчӗ.

Димка ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ те: симӗссисем патӗнче те япӑх мар, «мӗншӗн тесен вӗсем хурсем нумай ҫиеҫҫӗ» тесе хушса хучӗ.

Кунтах Жиган симӗссисем патӗнче пулни те, унта вӑл кунсерен хӑйӗн тӳпине ҫуршар хур илсе пурӑнни те палӑрчӗ.

Тухса тармалли плана чылайччен те тӗплӗн туса хатӗрлерӗҫ. Анчах Жиган киле кайса килмесӗрех, халех тухса тарас тесе сӗннине Димка татӑклӑнах хирӗҫлерӗ.

— Малтанлӑха ҫӑкӑр та пулин чикмелле, — терӗ Димка. — Унсӑрӑн, килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑнах кӳршӗсем тӑрӑх ҫӳремелле пулать. Унтан тата шӑрпӑк та кирлӗ.

— Котелок пулсан та аванччӗ. Уйра ҫӗрулми кӑларатӑн та — ак сана апат та пулчӗ!

Головень хӑйпе пӗрле ҫирӗп пӑхӑр котелок илсе килнине астуса илчӗ Димка. Асламӑшӗ ӑна кӗлпе тасатрӗ, вара вӑл праҫник чухнехи сӑмавар пек ҫуталса ҫитсен, ӑна чӑлана пуҫтарса хучӗ.

— Питӗрнӗ ҫав, ҫӑраҫҫине хӑйпе пӗрле илсе ҫӳрет.

— Нимех те мар! — терӗ Жиган. — Кирек мӗнле ҫӑраҫҫине те уҫма пулать, пӗлни кӑна кирлӗ.

Ҫимеллисене халех хатӗрлесе хума килӗшрӗҫ. Димка вӗсене сарайсем патӗнчи улӑм ӑшне пытарма хушрӗ.

— Мӗншӗн сарайсем патне? — хирӗҫлерӗ Жиган. — Ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре те юрать… Вилесемпе юнашар пытармалла-и вара?

— Сана мӗн туччӑр вилесем? — мӑшкӑлласа ыйтрӗ Димка.

Ҫав кунах Димка пысӑк мар сало татӑкӗ йӑтса килчӗ, Жиган хутпа тирпейлесе чӗркенӗ виҫӗ шӑрпӑк тупрӗ.

— Нумай илме юрамасть, — терӗ вӑл. — Онуфрихӑн мӗн пурӗ те икӗ коробка ҫеҫ, ҫавӑнпа систермелле мар, пӗчӗккӗн илмелле.

Вара ҫак минутра татӑклӑнах тухса тарма килӗшрӗҫ.

* * *

Пур ҫӗрте те канӑҫсӑр пурнӑҫ вӗрет. Таҫта, инҫе те мар, пысӑк фронт тӑрать. Унтан та ҫывӑхра пысӑк мар фронтсем тӑраҫҫӗ. Йӗри-таврах красноармеецсем бандӑсене хӑвалаҫҫӗ, е бандӑсем — красноармеецсене хӑвалаҫҫӗ, е атамансем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫаҫҫӗ. Ҫирӗп пулнӑ Козолуп атаман. Унӑн тӑкӑс ҫамки урлӑ пӗркеленчӗк тӑсӑлса выртать, куҫӗсем кӑвакарнӑ куҫхаршисем айӗн сиввӗн пӑхкалаҫҫӗ. Тискер ҫын — атаман! Шуйттан пекех чее Левка аттаман, унӑн лаши те шурӑ шӑлӗсене йӗрсе хӑй пекех кулать. Анчах вӑл Козолупа пӑхӑнми пулсан, вӗсем хушшинче малтан вӑрттӑн хирӗҫӳ пуҫланса кайнӑ, каярахпа вара вӗсем пӗр-пӗрне куҫкӗретӗнех курайми пулнӑ.

Ял ҫыннисем патне Козолуп: «Левкӑн ҫыннисене сало та, лашисем валли утӑ та, хӑйсене ҫывӑрма хваттер те памалла мар», тесе приказ ҫырса салатнӑ. Левка кулса илнӗ те хӑй тепӗр приказ ҫырнӑ.

Хӗрлисем икӗ приказне те вуласа пӑхнӑ. Вӗсем вара виҫҫӗмӗш приказ парса: «Левкӑпа Козолупа закон тӑрӑх панӑ правасемсӗр хӑваратпӑр», тесе ҫырса хунӑ. Нумай ҫырса тӑма вӗсен хӑвачӗ те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен тӗп фрончӗ чылай ҫухатусем тунӑ.

Кунта вара темӗнле вӗҫне тупмалла мар ӗҫ пуҫланса кайрӗ. Захар мучиех илӗпӗр. Виҫӗ вӑрҫӑра пулнӑ вӗт вӑл! Ҫапла пулин те ӳсӗр петлюровец шашкӑпа хӑлхине касса татнӑ хӗрлӗ йытти патне тӑпрас ҫине пырса ларсан вӑл:
— Мӗнле вӑхӑт пуҫланса кайрӗ! — терӗ.

Паян симӗссисем ҫирӗм ҫынна яхӑн килчӗҫ. Иккӗшӗ Головень патне кӗрсе тухрӗҫ. Шавларӗҫ, хаяр та пӑтранчӑк самогон ӗҫрӗҫ.

Димка вӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ.

Тахҫанах самогон тутине астивсе пӑхасшӑн хыпӑннӑ Димка, Головень тухса кайсанах, стакансен тӗпне юлнӑ самогона пӗр ҫӗре ячӗ.

— Ди-мка, мана та пар! — терӗ Топ, мӑшлатса.

— Хӑваратӑп, хӑваратӑп!

Анчах вӑл стакан тӗпӗнчи самогонне ӗҫсенех, йӗрӗнсе сура-сура илчӗ те, тулалла тухса сирпӗнчӗ. Сарайсем патӗнче вӑл Жигана тӗл пулчӗ.

— Эпӗ, ачам, пӗр япала пӗлетӗп.

— Мӗнле япала?

— Пирӗн пӳрт хыҫӗнче симӗссисем ҫула урлӑ канав чаваҫҫӗ, шуйттан пӗлет-и мӗншӗн чавнине. Иртсе ан ҫӳреччӗр теҫҫӗ пулмалла.

— Мӗнле ҫӳремелле мар? — иккӗленсе хирӗҫлерӗ Димка. — Кунта апла ахаль мар-ха. Мӗн те пулин пулать пулӗ, унсӑрах мар.

Хӑйсен запасӗсене пӑхма кайрӗҫ. Запасӗсем нумаях пулман-ха: икӗ татӑк сало, пӗр татӑк пӗҫернӗ аш тата пӗр теҫетке шӑрпӑк.

* * *

Ҫав каҫхине хӗвел Надеждин уйӗсем хӗрринчи горизонт ҫине пысӑк хӗрлӗ ҫаврашка пек тухрӗ те майӗпен, васкамасӑр, канакан ҫӗрӗн анлӑ канӑҫӗпе киленнӗ пек пулса анса ларчӗ.

Инҫетре, Никольски вӑрманӗн хӗрринче хӗсӗнсе ларакан Ольховкӑра темиҫе хутчен те чан ҫапрӗ. Анчах вӑл инкек пулнӑ чухнехи пек мар, ахаль чухнехи пекех хуллен те ҫемҫен янӑратрӗ. Вара чӗтренекен сасӑсем тӑтӑшах янӑраса улӑм ҫивитти ҫумӗпе иртсе ватӑ старик Захар хӑлхисене пырса кӗрсен, тахҫанах илтмен канӑҫлӑ чан сассинчен вӑл кӑштах тӗлӗнчӗ те, васкамасӑр сӑхсӑхса илчӗ, унтан хӑй яланах ларакан чалӑшнӑ крыльца патӗнчи вырӑнне вырнаҫса ларчӗ. Ларсанах: «Ыран мӗнле праҫник пулать-ши вара?» — тесе шухӑшласа илчӗ. Унтан аллинчи туйипе чӳречерен шаккаса, Захар урамалла пӑхакан карчӑкӗнчен ыйтрӗ:

— Горпина, Горпина, ыран пирӗн вырсарникун-и-мӗн?

— Мӗн эсӗ, ват супнӑ! — кӑмӑлсӑррӑн ответлерӗ ҫӑнӑхпа вараланса пӗтнӗ Горпина. — Юнкун хыҫҫӑн вырсарникун пулать-и вара?

— Ҫапла ҫав, эпӗ те ҫапла шутлатӑп…

Иккӗленсе пӑхрӗ ватӑ Захар, вырӑнсӑрах сӑхсӑхса илмерӗ-ши вӑл, мӗнле те пулин инкеке систермест-ши ку чан сасси?

Ҫил вӑркӑшса иртрӗ, старикӗн кӑвакарнӑ сухалне кӑшт хускатса илчӗ. Ватӑ Захар пурне те пӗлме юратакан хӗрарӑмсем чӳречерен пуҫӗсене кӑларса пӑхнине, ачасем картишӗнчен урамалла сиксе тухнине курчӗ, унтан уйран темле тискеррӗн те вӑрӑммӑн, вӑкӑр е кӗтӳри ӗне мӗкӗрнӗ евӗр, анчах унтан ҫивӗчрех те вӑрӑм сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

— Уо-уу-ууу…

Унтан сасартӑк сывлӑшра темскер кӗрӗслетрӗ, выльӑх картисем патӗнче пӑшал сассисем илтӗнсе кайрӗҫ… Пӗр харӑсах чӳречесем хупӑнса ларчӗҫ, урамри ачасем те таҫта кӗрсе ҫухалчӗҫ. Хӑраса ӳкнӗ старик ҫеҫ хӑйне Горпина кӑшкӑрса пӑрахиччен хӑй вырӑнӗнчен тӑма та, тапранма та пултараймарӗ.

— Кӗр хӑвӑртрах пӳрте, ват супнӑ! Е эсӗ мӗн пуҫланса кайнине курмастӑн-и?

Ҫак вӑхӑтра Димкӑн чӗри, пӑшал сассисем пекех, пӗр пек мар тапрӗ, унӑн урама чупса тухса унта мӗн пулнине пӗлесси килчӗ. Вӑл хӑраса ӳкрӗ, мӗншӗн тесен унӑн амӑшӗ те шурса кайнӑ.

— Вырт… вырт урайне, Димушка. Тур ҫырлах, тупӑсемпе пеме ан пуҫлаччӑрччӗ, — терӗ вӑл хӑйӗнни пек мар лӑпкӑ сасӑпа.

Топӑн куҫӗсем темӗн пекех чарӑлса кайрӗҫ, пуҫне сӗтел ури ҫумне тайса вӑл пӗр хускалмасӑр урайӗнчех ларчӗ. Ӑна выртма кансӗр пулнипе, вӑл вара йӗре-йӗре:
— Анне, ман урайӗнче выртас килмест, мана кӑмака ҫинче аванрах, — терӗ.

— Вырт, вырт! Ак, гайдамак килсен… парать сана! Ҫак самантра тем япала уйрӑмах хытӑ кӗмсӗртетрӗ, чӳречесен кантӑкӗсем чӑнкӑртатса илчӗҫ, Димкӑна ҫӗр кисреннӗ пек туйӑнчӗ. «Бомбӑсем пӑрахаҫҫӗ!» тесе шухӑшларӗ вӑл, тӗксӗмленнӗ чӳречесем умӗнчен тапӑртатса тата кӑшкӑрса темиҫе ҫын чупса иртнине асӑрхарӗ.

Пурте шӑпланчӗҫ. Татах тепӗр ҫур сехет иртрӗ. Ҫенӗкре такам утма пуҫларӗ, пушӑ витрене такӑннипе вӑрҫса илчӗ. Алӑк уҫӑлса кайрӗ те, пӳрте хӗҫпӑшаллӑ Головень кӗрсе тӑчӗ.

Такам ӑна хытӑ тарӑхтарнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл самантрах пӗр курка шыв ӗҫсе, винтовкине кӗтесселле тӗртсе ячӗ, кӳреннӗ сасӑпа:
«Ах, ҫӑва тӗпнеччӗ ӑна!» — терӗ.

* * *

Ачасем ирхине ирех тӗл пулчӗҫ.

— Жиган, — терӗ Димка, — эсӗ пӗлместӗн-и, мӗншӗн ӗнер… Камсемпе вӑл?

Жиганӑн ҫивӗч куҫӗсем савӑнӑҫлӑн ҫиҫсе илчӗҫ. Вӑл мӑнкӑмӑллӑн ответлерӗ:

— О, ачам! Мӗн кӑна пулмарӗ пулӗ ӗнер…

— Анчах эсӗ ан суй. Эпӗ куртӑм вӗт, эсӗ те тӳрех анкартине кӗрсе сирпӗнтӗн.

— Эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн вара? Тен, эпӗ тавран кайса ҫаврӑннӑ! — терӗ Жиган, кӳренсе.

Димка хытах иккӗленчӗ кун пирки, анчах унпа тавлашма шутламарӗ.

— Ӗнер машина килчӗ, ӑна Ольховкӑра юсанӑ пулнӑ. Вӑл унтан тухсанах, Гаврил дьякон чан ҫапма пуҫларӗ, — ну сигнал пачӗ.

— Вара та, вара… Машина ял патне ҫитрӗ, ӑна пӑшалсемпе пеме пуҫларӗҫ. Вӑл каялла тарма пикенчӗ, пӑхать — ҫула картласа та хунӑ.

— Камсене те пулин тытрӗҫ-и?

— Ҫук… Унтан ҫав тери хытӑ пеме пуҫларӗҫ, — ҫывӑха та ан пыр… Кайран курчӗҫ — ӗҫ тухмасть, чӑлпар ҫеҫ тапса сикрӗҫ… Вара вӗсене пере-пере пӑрахрӗҫ. Пери ҫапах та тарса хӑтӑлчӗ. Юнашарах бомба пӑрахрӗ, Онуфриха пӳрчӗн кантӑкӗсем пӗтӗмпех ванса пӗтрӗҫ. Ун ҫинелле пӑшалпа переҫҫӗ, ӑна хыҫран хӑвалаҫҫӗ, вӑл карта урлӑ, пахча урлӑ тарса хӑтӑлчӗ.

— Машина ӑҫта?

— Машина халь те унтах… анчах юрӑхсӑр, мӗншӗн тесен тарнӑ чух пӗри гранатӑпа персе хӑварчӗ. Пӗтӗмпех ватса пӗтернӗ… Эпӗ кайса та пӑхрӑм… Федька Марьин манран та малтан ҫитме ӗлкӗрнӗ. Кӑшкӑртмаллине ҫаклатса кайнӑ. Резини ҫине ҫеҫ пусатӑн, вӑл ҫухӑрса та ярать!

Кунӗпех ӗнер пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен калаҫрӗҫ. Симӗссисем каҫхинех тухса тарнӑ. Пӗчӗкҫӗ ял каллех нимӗнле влаҫсӑр тӑрса юлчӗ.

* * *

Ҫак хушӑрах тарма хатӗрленесси те вӗҫне ҫите пуҫларӗ.

Пӗр котелок ҫеҫ ҫаклатса килмелли юлчӗ, ӑна ыранхи каҫ илсе килме йышӑнчӗҫ, котелока пахчаналла тухакан пӗчӗкҫӗ чӳречерен вӗҫне пӑта ҫапнӑ вӑрӑм туяпа ҫаклатса илме килӗшрӗҫ.

Жиган кӑнтӑрлахи апат ҫиме кайрӗ. Димкӑн пӗр вырӑнта ларас килмест, вӑл ӑна кӗтме сарайсем патне тухса чупрӗ.

Хаяррӑн атакӑлакан Шмельтен хӳтӗленсе, вӑл улӑм ҫине йӑванса кайрӗ, алхасма та пуҫланӑччӗ, анчах кӑшт шикленнипе часах ура ҫине тӑчӗ. Кӗлтесем ахаль чухнехи пек мар сапаланса выртнӑн туйӑнчӗ ӑна. «Нивушлӗ ачасенчен кам та пулин килсе ҫӳренӗ кунта? Вӑт шуйттансем!» Вӑл ҫимеллисем пытарнӑ вырӑна, вӗсене кам та пулин тупман-ши тесе, пырса тӑчӗ. Аллипе хыпашласа пӑхрӗ — ҫук, кунтах! Сало, шӑрпӑк, ҫӑкӑр туртса кӑларчӗ. Аш илес тесе аллине чиксе ячӗ — ҫук!

— Ах, шуйттансем! — тесе вӑрҫса илчӗ вӑл. — Кӑна Жигансӑр пуҫне урӑх никам та ҫимен. Ачасенчен кам та пулин пулнӑ пулсан, вӑл ним хӑвармасӑрах ҫисе янӑ пулӗччӗ.

Часах Жиган килсе ҫитрӗ. Вӑл халь ҫеҫ апат ҫинӗ, ҫавӑнпа та вӑл савӑнӑҫлӑ та лайӑх кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшсӑр шӑхӑркаласа пырса тӑчӗ.

— Эсӗ, аш ҫирӗн-и? — ыйтрӗ Димка, ун ҫине ҫилӗллӗ пӑхса.

— Ҫинӗ! — терӗ лешӗ. — Туут-лӑ…

— Тутлӑ! — сиксе ӳкрӗ ун ҫине ҫиленсе ҫитнӗ Димка. — Сана кам хушрӗ? Ун пек тума кампа калаҫса татӑлтӑн? Ҫул ҫине валли мӗн? Ак сана пуҫӑнтан янклаттарса ярам та, ун чух тутлӑ пулӗ!..

Жиган хыпӑнса ӳкрӗ.

— Эпӗ килте апатланнӑ чухне ҫирӗм вӗт. Онуфриха лайӑхланса кайрӗ, яшкаран пӗр татӑк кӑларса пачӗ, пы-ысӑк татӑк!

— Кунтан кам илнӗ?

— Эпӗ пачах пӗлместӗп.

— Сӑхсӑх.

— Туршӑн та! Ак ҫак самантрах ҫӗр ҫӑттӑр мана, илнӗ пулсан.

Анчах Жигана «ҫак секундрах» ҫӗр ҫӑтманран-и, е хӑйне айӑпланине халичченхи пек мар хӗрсе хирӗҫленипе-и, Жиган халӗ суймасть тесе шутларӗ Димка. Вара вӑл улӑм ҫине пӑхса илсе, аллине ҫапӑ ҫинелле кӑнтарса Шмеля йӑхӑрчӗ:

— Шмель, ну-ка, кил-ха кунта!

Анчах хӑйпе ҫапла калаҫнине Шмель юратмасть. Кантрана турткалама пӑрахса тата хӳрине усса вӑл тӳрех аяккалла пӑрӑнчӗ.

— Вӑл ҫисе янӑ, — терӗ кӑмӑлсӑрланса Жиган. — Ашӗ мӗнле ҫу-уллӑччӗ.

Ҫимеллисене ҫӳлӗрех вырӑна тепӗр хут пытарчӗҫ, хӑма тӑратса кирпӗчсемпе тӗкелерӗҫ.

Унтан чылайччен пулас пурнӑҫӑн илӗртӳллӗ картинисене сӑнласа выртрӗҫ.

— Вӑрманта кӑвайт умӗнче ҫӗр каҫма питех аван!

— Анчах тӗттӗм каҫхине, — терӗ Жиган.

— Мӗн вара тӗттӗм? Пирӗн пӑшалсем пулаҫҫӗ, эпир хамӑр та…

— Ак вӗлерсе пӗтерсен, — тесе пуҫларӗ каллех лешӗ, унтан пысӑк ҫын пекех хушса хучӗ. — Эпӗ, ачам, вилме юратмастӑп.

— Эпӗ те, — терӗ Димка. — Ҫав шӑтӑкра ак… ав ҫавсем пек. — Вӑл каҫхи тӗксӗмре кӑштах палӑракан чалӑшса кайнӑ хӗрес еннелле пуҫне сулчӗ.

Ҫакна аса илтернинчен Жиган ҫӳҫенсе илчӗ те ӑна каҫхи сывлӑшра сивӗрех пек туйӑнчӗ. Анчах, паттӑр пек пулас тесе, вӑл хумханмасӑр ответлерӗ:

— Ҫапла ҫав, ачам… Пирӗн пӗрре ҫакнашкал ӗҫ пулчӗ…

Вӑл чарӑнса тӑчӗ, мӗншӗн тесен Димка айккинче выртакан Шмель пуҫне ҫӗклерӗ, хӑлхисене тӑратрӗ, унтан асӑрхаттармалла тата хаяррӑн хӑрлатса илчӗ.

— Эс мӗн? Мӗн эс, Шмелик? — шикленсе ыйтрӗ те Димка, ӑна пуҫӗнчен шӑлса ачашларӗ.

Шмель шӑпланса пуҫне каллех урисем хушшине хучӗ.

— Йӗкехӳрене сисет, — шӑппӑн каларӗ Жиган, унтан вӑрттӑн анасласа: — Киле каяр, Димка, — тесе хушса хучӗ.

— Халех. А мӗнле ӗҫ пулчӗ сирӗн?

Анчах Жиган ӗҫ ҫинчен каласшӑн та мар, кунсӑр пуҫне тата вӑл ҫав ӗҫ ҫинчен мӗнле суйса каласа парассине те манса кайрӗ.

— Каяр, — килӗшрӗ Димка, Жиган ҫав ӗҫ ҫинчен калама шутламаннипе савӑнса.

Тӑчӗҫ. Шмель те тӑчӗ, анчах тӳрех каймарӗ, улӑм патӗнче чарӑнчӗ те, хӑйне такам тӗттӗмре вӑрҫтарнӑ чухнехи пек, шикленсе хӑрлатса илчӗ.

— Йӗкехӳресене сисет! — терӗ каллех Димка.

— Йӗкехӳресене? — хуллен ответлерӗ Жиган. — Анчах халиччен мӗншӗн-ха вӑл вӗсене сисмен?

Унтан шӑппӑн ҫапла хушса хучӗ:

— Темле сивӗ. Атя вӗҫтерер, Димка.

* * *

— Ҫав большевик вара, ун чухне тарни, ӑҫта та пулсан ял ҫывӑхӗнчех, инҫе мар пулмалла.

— Ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ?

— Ҫапла шутлатӑп! Халь мана Онуфриха Горпина патне ҫур чашӑк тӑвар илме ячӗ. Ҫав кун унӑн карта ҫинчен кӗпе ҫухалнӑ. Эпӗ пытӑм та, илтетӗп, ҫенӗкре такам вӑрҫать: «…Пӑрахрӑм та, — тет, — темле кӗпене шучӑ айне… Эпир Егорихӑпа пӑхатпӑр: вӑл ҫӗтӗк-ҫатӑк, кӑшт ҫеҫ пулсан, хӑть юратчӗ, пӗтӗмпех-ҫке». Захар мучи итлерӗ-итлерӗ те ҫапла каларӗ: «О, Горпина…»

Жиган Димка ҫине пӑхкаласа, темскере сиснӗ пек пулса чарӑнса тӑчӗ те, лешӗ чӑтаймасӑр ахлатса ярсан тин ҫӗнӗрен пуҫларӗ:

— «Горпина, эсӗ чӗлхуна ҫырт-ха», тет Захар мучи. Вара эпӗ пӳрте кӗтӗм. Пӑхатӑп: сак ҫинче кӗпе выртать, ҫӗтӗк-ҫатӑкскер, пӗтӗмпех юнлӑ. Горпина мана курсанах ҫав кӗпе ҫине пырса ларчӗ те ҫапла каларӗ: «Ватсупнӑ, парса яр-ха ҫавна пӗр ҫур чашӑк», тет, хӑй вырӑнӗнчен те тӑмасть. Мана мӗн, эпӗ ахаль те курнӑ. Акӑ мӗн шухӑшлатӑп эпӗ, ҫав большевика пуля тивнӗ пулмалла.

Кӗтмен ҫӗртен пӗлнӗ хыпар ҫинчен шухӑшланипе вӗсем калаҫмасӑр тӑчӗҫ. Пӗрин куҫӗсем хускалмасӑр пӗр ҫӗрелле пӑхса хӗсӗнчӗҫ. Теприн куҫӗсем выляса ҫиҫсе илчӗҫ. Унтан Димка:
— Акӑ мӗн, Жиган, эсӗ те ан шарла.
Ахаль те пирӗн ял ҫывӑхӗнче хӗрлисене нумай вӗлерсе пӗтерчӗҫ, ҫитменнине пурне те пӗчченшерӗн вӗлерчӗҫ, — терӗ.

* * *

Ыран ирхине тухса тарма палӑртрӗҫ. Кунӗпех Димка хӑй те хӑй мар пек ҫӳрерӗ. Астумасӑр чашӑк ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ, Шмель хӳри ҫине таптарӗ, пӳрте кӗрекен асламӑшӗ аллинчи турӑх кӑкшӑмне кӑштах тӑкса ямарӗ, ҫакӑншӑн лекрӗ те ӗнтӗ ӑна ҫупкӑ Головеньрен.

Вӑхӑт майӗпенех шӑвать. Сехет хыҫҫӑн сехет иртсе кӑнтӑрла ҫитрӗ, кӑнтӑрлахи апат иртсе каҫ пулчӗ.

Вӗсем, карта патӗнчи уртӑш хыҫне пытанчӗҫ те, кӗтме пуҫларӗҫ.

Вӗсем иртерех кӗрсе ларчӗҫ иккен, кайран та килхушши витӗр чылайччен ҫынсем иртсе ҫӳрерӗҫ. Юлашкинчен, Головень килчӗ, амӑшӗ Топа чӗнчӗ. Тата пӳрт умӗнченех:
— Димка! Диму-ушка! Ӑҫта кайрӑн эсӗ? — тесе кӑшкӑрса чӗнчӗ.

«Каҫхи апата чӗнет!» тесе шухӑшларӗ вӑл, анчах хирӗҫ чӗнме, паллах, шухӑшламарӗ те. Амӑшӗ тӑчӗ-тӑчӗ те пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Пӗр вӑхӑт кӗтрӗҫ. Йӑпшӑнса тухрӗҫ. Чӑлан стени патӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Чӳрече ҫӳлӗ. Аллисемпе чӗркуҫҫисем ҫине пусса, Димка пӑхкаласа тӑчӗ. Жиган ун ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса чӳречерен пӑхрӗ.

— Хӑвӑртрах эсӗ! Манӑн ҫурӑм чул мар вӗт.

— Тӗттӗм питӗ, — терӗ шӑппӑн Жиган. — Котелока аран-аран ҫаклатса илчӗ те, ӑна хӑй патнелле туртса ҫӗрелле сикрӗ. — Пулчӗ!

— Жиган, — тесе ыйтрӗ Димка, — колбассине ӑҫтан илтӗн?

— Унта юнашарах ҫакӑнса тӑратчӗ. Часрах чупар. Вӗсем йӑпӑр-япӑр аяккалла чӑмрӗҫ, ҫатан патӗнчен иртсенех ҫекӗллӗ патак стена ҫумӗнчех тӑрса юлни ҫинчен аса илчӗҫ. Димка каялла чупрӗ. Патака ярса илчӗ те, ҫатан шӑтӑкӗнчен пуҫне кӑларса, ун ҫине Топ тӗлӗнсе пӑхса тӑнине курах кайрӗ.

Туяпа колбасса йӑтса пыракан Димка аптрамаллипех аптраса ӳкрӗ. Унтан Топ:
— Эсӗ мӗншӗн кӑйбасси вӑйлайӑн? — тесе ыйтсан тин вӑл тӑна кӗчӗ.

— Ӑна вӑрламан, Топ. Ку кирлӗ, — тесе васкаса ответлерӗ Димка. — Ҫерҫисене ҫитерме кирлӗ. Эсӗ юрататӑн-и, Топ, ҫерҫисене? Чирик-чирик!.. Анчах эсӗ ан кала. Каламастӑн-и? Эпӗ сана ыран лаа-йӑх пӑта парӑп!

— Ҫерҫисене ҫитерме кирлӗ тетӗн? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Топ.

— Ҫапла ҫав! Туршӑн та!.. Вӗсен ҫук… Мӗскӗнсем!

— Пӑта чӑнласах паратӑн-и?

— Пӑта та паратӑп… Никама та каламастӑн-и, Топ? Каласан, пӑта та памастӑп, Шмелькӑпа та выляттармастӑп.

Унтан никама та каламалла марри ҫинчен сӑмах илсе (анчах хӑй ӑшӗнче вӑл кун пирки питех иккӗленчӗ), Димка хӑйне чӑтӑмсӑр кӗтсе тӑракан Жиган патне вӗҫтерчӗ.

Каҫ тӗксӗмӗ часах ҫывхарчӗ. Котелокпа ылханлӑ колбассине пытарма сарай патне чупса ҫитнӗ ҫӗре каҫ тӗттӗмленсе ларчӗ.

— Пытар часрах! — терӗ Димка.

— Пар-ха хама! — терӗ те Жиган, пӗр шӑтӑкран маччаналла кӗрсе кайрӗ.

— Димка! Кунта тӗттӗм, — терӗ вӑл шикленсе. — Эпӗ нимӗн те тупаймастӑп.

— Эх, ухмах, тупаймастӑп тесе суятӑн ҫеҫ эсӗ! Хӑраса ӳкрӗн ӗнтӗ!

Димка хӑй кӗрсе кайрӗ. Тӗттӗмре Жиган аллине хыпашласа тупрӗ, вӑл чӗтренине туйса илчӗ.

— Эсӗ мӗн? — тесе ыйтрӗ вӑл, хӑй те шикленме пуҫланине сиссе.

— Унта… — терӗ те Жиган, Димкӑран тата ҫирӗпрех ярса тытрӗ.

Димка тӗттӗм сарайӗнчен такам йывӑррӑн йынӑшнине илтрӗ.

Сехӗрленсе ӳкнӗ ачасем тепӗр самантранах аялалла анса ҫула та, шӑтӑка та, сукмака та пӑхмасӑр, иккӗшӗ те таҫталла сирпӗнчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех