Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иккӗмӗш сыпӑк

Пай: Чайка –> Пӗрремӗш пайӗ. Чӗре ҫунать

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.04.26 21:05

Пуплевӗш: 367; Сӑмах: 2890

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Зимин хӑйне ӑсатса яракан колхозниксемпе пӗрле вуламалли ҫуртран тухнӑ вӑхӑтра ҫурҫӗр иртнӗччӗ ӗнтӗ. Катьӑна вӑл хӑй машинипе килне леҫсе хӑварма пулчӗ те, халь акӑ вӑл халӑх хушшинчен тухасса кӑмӑллӑн пӑхса тӑрать. Лешӗнчен вара пӗри мӗн те пулин ыйтса пӗлесшӗн-и, тепри-и, пурте чарса тӑраҫҫӗ вӑл ниепле те васкавлӑн тухаймасть.

Катя тинех машинӑна савӑнӑҫлӑн кӗрсе ларчӗ, колхозниксене аллипе сулкаланӑ хыҫҫӑн, ларкӑч ҫине кӑмӑллӑн таянчӗ.

Машина ялтан хӑвӑрттӑн вӗҫтерсе тухрӗ — малта сӗм вӑрман сарӑлса выртать.

— Халӑх хисеплет сана — ку питӗ лайӑх! — терӗ ӑна Зимин.

Катя ун ҫине пӑхса илчӗ.

— Кала-ха, секретарь юлташ, чӑнах та, эсӗ ӗлӗк вӑрттӑн ӗҫлекен пулнӑ-и? Кайран ссылкӑра, унтан граждан вӑрҫинче — Буденный ҫарӗнче полк комиссарӗнче ӗҫленӗ теҫҫӗ. Ҫапла-и?

— Ӑҫтан пӗлетӗн вара эсӗ?

— Илтрӗм ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сан патна килсе курас терӗм те. «Ватӑ большевик пулсан — пыратех», терӗм. — Катя вӑхӑтлӑха чӗнмесӗр ларчӗ. — Ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен вуламалли ҫуртра эсӗ хӑвах ыйтса пӗлӗн, — терӗ вӑл малалла. — Акӑ куртӑн та ӗнтӗ: халӑх доклад итлеме пухӑнчӗ, ӑҫтан пурте вырнаҫчӑр? Ӗҫ пулать-и вара ку?

— Тӑвӑртарах ҫав.

— Тӑвӑртарах кӑна мар, сывлӑш ҫавӑрма ҫук. Хуласенче, авӑ, мӗнле пысӑк клубсем пур, яла мӗн тесе шутлаҫҫӗ вара?..

— Кам-ха ҫапла шутлать?

— Кам иккенне пӗлетӗп эпӗ! — ҫиленсе каласа хучӗ Катя. — Тухса калаҫакансенченех илтрӗм-ха: ҫӗнӗ пурнӑҫ хӑй патнелле илӗртет, теҫҫӗ, кивви вара аркӑран тытать те ямасть, теҫҫӗ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухать-ха. Вӗренни ҫитмест-ҫке пирӗн… Вӑхӑт мӗнле иккенне хӑвах пӗлетӗн… Малалла ҫеҫ хытӑрах каясчӗ те…

Ҫул ҫине, лапсӑркка туратсен мӗлки ӳкет, сухӑр шӑрши, хӗрнӗ лӑсӑ шӑрши кӗрет. Зимин пирусне кӑларчӗ. Туртасси килместчӗ-ха унӑн, кӑмӑлне каякан хӗрӗн пит-куҫӗ ҫине пӑхас тенипе ҫеҫ туртса ярасшӑн пулчӗ. Шӑрпӑк ҫутинче ӑна Катьӑн кӑвак куҫӗсем хаяррӑн курӑнса кайрӗҫ. Вӑл хӑвӑрттӑн иртекен хырсем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса пырать.

— Эсӗ ху мӗн чухлӗ вӗреннӗ вара?

Катя шартах сикрӗ те ун еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Мӗн чухлӗ тетӗн-и? Аслӑ шкул пӗтернӗ! Тӑватӑ хӗл шкула ҫӳрерӗм, кайран уй-хирте вӗренсе пӗтертӗм. — Катя ассӑн сывласа илчӗ. — Тытӑнатӑн та йывӑртарах кӗнеке вулама — ӑнлансах ҫитейместӗн! Теприсем юриех, хӑйсен пӗлнине кӑтартас тесе ҫыраҫҫӗ пуль, пуҫ анӑраса каять — саспаллисем хамӑр чӗлхепех, сӑмахӗсем вара… Пӑх-ха, мӗнле вӑрман кунта! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнса: хырсем ытла ҫӳллипе вӗсен тӑррине автомобиль кантӑкӗнчен ниепле те курма ҫук, хура стена евӗр пӗр тӑрӑхӑн иртсе юлаҫҫӗ, ҫул ҫывӑхӗнче ларакан йывӑҫсем ҫеҫ ҫӑлтӑр ҫутипе палӑрса тӑраҫҫӗ. — Эсӗ ҫуралнӑ ҫӗрте те ҫакӑн пекех хитре вӑрман-и?

— Катя, эпӗ Мускавра ҫуралнӑ.

— Эпӗ Мускавра пӗрре те пулман-ха. Тем пек пулса курас килет те… — шухӑша кайса каларӗ Катя. — Кӗнекесем те нумай пулӗ унта!..

Зимин йӑл кулса илчӗ.

— Кӗнекине эпир кунта та тупӑпӑр, Катя, вӗренесси тесен — вӑл хамӑртан килекен япала. Акӑ, эсӗ манран телейлӗрех. Эпӗ шкул мӗн иккенне пӗлмен. Вунпӗр ҫула ҫитсен заводра вӗренме тытӑнтӑм та, пӗтерессе ссылкӑсемпе тӗрмесенче пӗтертӗм.

— Ку аван-ха, — хапсӑнарах каласа хучӗ Катя. — Зимин юлташ, тен, эсӗ лере… ссылкӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен пӑртак та пулин каласа парӑн-и? — вӑл ӑна хисепленӗ майпа именерех пӑхса илчӗ.

— Хӑҫан та пулин каласа та парӑп. Пӗр хут кӑна тӗл пулмастпӑр-ҫке-ха. Тӗрӗс-и?

— Тӗрӗс пулмасӑр. Эсӗ вара питӗ аван ҫын. Пурте сан пек пулсан…

Катя унӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ, ҫак вӑхӑтра вӑл ача кӑмӑллӑ пулнипе, Зимин ӑна хӑй ҫумнерех ҫывхартса ачашласа илчӗ.

— Лайӑх ҫынсем нумай пирӗн, хӗрӗм. Эпӗ пӗлетӗп.

Хырсем сасартӑк сайралчӗҫ, вӑрман аяккинелле тӑрса юлчӗ; машина тӗтре карнӑ уй-хире вӗҫтерсе тухрӗ. Хирӗҫ вӗрекен сивӗ ҫил Катя ҫивӗтӗсене вӗлкӗштерет. Вӑл куҫне хӗссе кулса ячӗ.

— Турӑҫӑм, ытла та лайӑх-ҫке!

— Ку сирӗн Ожерелкӑсем-и? — ҫил шӑхӑрнӑ май илтӗнчӗ Зимин сасси.

Катя куҫне уҫрӗ, тӗтре витӗр ҫурт-йӗрсем курсан, вӑл кӑмӑлсӑр сывласа илчӗ.

— Епле час ҫитрӗмӗр! Эпӗ автомобильпе ҫӳресе курманччӗ-ха, Зимин юлташ.

— Певска ҫити пырас килет-и?

Катя пуҫне сулкаласа илчӗ.

Машина пылчӑка сирпӗтсе ял хӗрринчи ҫурт патне ҫитрӗ. Зимин тӗттӗмелле тинкерсе пӑхать.

Ялӗнче ӑмсанмаллиех нимӗн те ҫук: пӗр урам пур, унта сайра ларса тухнӑ пӗр евӗрлӗ ҫуртсем. Тӑррисене улӑм витнӗ, тӗкне тӑратнӑ ватӑ тӑманасем пек курӑнаҫҫӗ вӗсем.

— Электричествӑсӑрах пурӑнатпӑр, — терӗ Катя, хупӑ чӳрече хушӑкӗсем витӗр урамалла сӑрхӑнакан ҫутӑсем ҫине пӑхакан секретаре.

Катя шофере хулпуҫҫинчен тӗртрӗ.

— Тата икӗ кил урлӑ тимӗрҫӗ лаҫҫи пулать, ӑна хирӗҫ чалӑшра — пирӗн ҫурт… Чӳрече умӗнче икӗ хурӑн пур.

Унтан Зимин енне ҫаврӑнса:
— Кӗрсе тухар-и пирӗн пата, чей ӗҫӗпӗр. Килӗшрӗмӗр-и? — ыйтрӗ Катя.

Зимин шухӑшласа тӑчӗ.

— Килӗшрӗмӗр, — уншӑн сӑмах хушрӗ Катя.

Василиса Прокофьевна хӑйсен хапхи умӗнче машина тӑнине курсан ҫийӗнчех тара ӳкрӗ. Зиминпа шофер ӑна сывлӑх сунчӗҫ. Василиса Прокофьевна вӗсене пӗр сӑмах чӗнмесӗр алӑ пачӗ, иккӗшне те картишне кӗртсе ярсан, Катьӑна кӗҫӗн алӑк умӗнче чарса тӑчӗ.

— Кусем камсем пулчӗҫ-ха… аслисем-и?

— Аслисем, анне, — кулса ячӗ Катя.

— Вуламалли ҫуртсен пӗр-пӗр инспекторӗ пуль-ха?

— Ҫук, анне, райком секретарӗ вӑл.

Амӑшӗ хыпӑнса ӳкрӗ.

— Сан патна килчӗҫ-и?

— Сан патна та — чей ӗҫме.

— Турӑҫӑм, ҫӗрле-ҫке! — пӑшӑлтатрӗ Василиса Прокофьевна.

Вӑл кӗҫӗн алӑкран картиш еннелле пӑхса илчӗ. Зиминпа шофер крыльца ҫинче табак туртса тӑратчӗҫ.

Василиса Прокофьевна, шухӑша кайса, пуҫне сулкаларӗ.

— Унпа… секретарьпе мӗнле калаҫмалла-ха.

— Тӗлӗнмелле ҫын эсӗ, анне! — кулкаласа каларӗ Катя. — Ыттисемпе мӗнле калаҫатӑн, унпа та ҫавӑн пекех калаҫмалла. Пирӗн патӑрта сахал ҫын пулать-и вара…

— Шӑппӑнрах калаҫ — илтеҫҫӗ вӗт, — хӑраса ӳкрӗ амӑшӗ. — Кама хунӑ эсӗ, ҫакӑн пек хыттӑн калаҫаканскер. — Вӑл васкаса картишне кӗчӗ. — Крыльца ҫинче, шӑпах алӑк патӗнче, шӑтӑк пур, урӑрсене ҫав шӑтӑка ан ярӑр.

Пӳртре пӑчӑ, темле йӳҫӗрех шӑршӑ ҫапать. Зимин хӑйсем хыҫҫӑн кӗрекен Василиса Прокофьевнӑпа Катя енне ҫаврӑнчӗ:

— Эсир, хуҫасем, асаттесем вӗрентнӗ пекех пуян пурӑнатӑр. Ӑшӑ шӑмшака хуҫмасть теҫҫӗ, ҫапла-и?

Василиса Прокофьевна вӑтанчӗ.

— Яланах кун пек мар… Ҫывӑрма выртас умӗн пӑхрӑм та — малти пӳлӗмре кӗтес йӗпеннӗ, хутса ятӑм вара,
Малти пӳлӗмрен 4 ҫулхи шур ҫӳҫлӗ ача карӑнкаласа тухрӗ.
Вӑл куҫӗсене сӑтӑркаласа илчӗ те, сасартӑк тӗлӗннӗ пек пӑхрӗ. Катя ӑна чуптуса илчӗ.

— Тунсӑхларӑн-и?

— Аха…

Ача Зимин енне аллине тӑсрӗ.

— Эпӗ — Шурка, Катя шӑллӗ.

— Куҫранах паллӑ.

Зимин ӑна ҫӑмӑллӑн ҫӗклесе хулпуҫҫийӗ ҫине лартрӗ. Шурка хирӗҫмерӗ.

— Паян анне лавккаран селедка илсе килчӗ, — терӗ ача, куҫне чеен хӗссе, — Килӗшет-и?

— Мӗн тетӗн? — кулса ячӗ Зимин.

— Вӑл Катя сӑмахӗсене калать, — ӑнлантарчӗ Василиса Прокофьевна, унтан хӑй ӑшӗнче: «ахаль ҫын пек тыткалать хӑйне, секретарь пек те мар», — тесе шухӑшларӗ вӑл.

Катя аллисене Шурка енне тӑсрӗ.

— Ну, Катя шӑллӗ, шуса ан-ха ман патӑма. Эсир, юлташсем, хывӑнӑр та малти пӳлӗме иртӗр. Анне юратмасть ура ҫинче тӑракансене, — терӗ Катя.

— Ҫаплах ӗнтӗ, эсир юпа мар вӗт, — шухӑшламасӑрах каласа хучӗ Василиса Прокофьевна… Кайран: «Секретаре юпапа пӗр шута хутӑм!» — тесе шартах сикрӗ.

Анчах секретарь ҫак сӑмахсене вӑл вӑрҫса мар, чӗререн каланине ӑнланчӗ пулас: хывӑннӑ чух темшӗн кулкаласа та илчӗ.

«Кӳренмерӗ-ха», — ҫӑмӑллӑн сывларӗ Василиса Прокофьевна.

Волгинӑсен малти пӳлӗмӗ пысӑк мар, таса. Чӳречесӗр стена ҫумӗнче сарлака йывӑҫ кравать пур, ӑна чечеклӗ ҫитсӑран ҫӗленӗ мамӑк утиялпа витнӗ. Краватьпе юнашар арча пур, урам енчи стена ҫумӗнче сӗтел ларать. Сӗтелӗн пӗр енче тетрадьсем, кӗнекесемпе хаҫатсем купаланӑ тумбочка, ун ҫийӗнче Ленинпа Сталин портречӗсем. Тепӗр енче, кӗтесре, икӗ рет турӑшсем лартса тухнӑ: пӗрремӗш ретре — пӗчӗккисем, йӗс хутпа сӑрнисем, иккӗмӗшӗнче — йывӑҫран тунисем. Турӑшсем умӗнче, кӑвак ҫутӑпа йӑлкӑшса, лампадка ҫунать.

Кухньӑран шӑппӑн калаҫни тата шыв шӑпӑртатни илтӗнет: унта Катя питне ҫӑвать.

Зимин тумбочка патне пырса тӑчӗ. Чӑн ҫиелте Сталинӑн «Ленинизм ыйтӑвӗсем» ятлӑ кӗнеки, Подьячевӑн — «Манӑн пурнӑҫ» пур; вӗсен айӗнче хӑй юратакан поэтӑн суйласа илнӗ сӑвӑ кӗнекине асӑрхарӗ. Зимин ҫав кӗнекене илсе пӑхкала пуҫларӗ. «Пурнӑҫ та лайӑх, пурӑнма та аван!» тенӗ сӑмахсене аялтан кӑранташпа туртса хунӑ.

А в нашей буче боевой, кипучей и того лучше, — тенӗ йӗркесене хирӗҫ: «Эпӗ те ҫапла шухӑшлатӑп», — тесе паллӑ тунӑ.

«Ҫапла, сахалтарах ҫав-ха пирӗн районта вӗресе тӑраканни. Ҫамрӑксем ӗҫшӗн ҫунаҫҫӗ… Пленум хыҫҫӑн комсомол ӗҫӗпе пикенсех ӗҫлемелле пулать».

Катя, пит-куҫӗпе мӑйне ҫӑмламас питшӑллипе сӑтӑркаласа, ҫара уранах малти пӳлӗмелле иртрӗ. Зимин аллинчи Маяковский сӑввисен кӗнекине курсан кулса ячӗ те:
— «Тискер кайӑк пек ҫӑмламас». Аван вӗт! — тесе питшӑллине сулкаласа илчӗ.

Вӑл сӗтел ҫиттине майларӗ, шкапран ҫӑкӑр кӑларчӗ; хыттине шӑлкаласа илнӗ вӑхӑтра, кӗтмен ҫӗртен пӗр-пӗр кӑмӑллӑ парне панӑ чухнехи пек, куҫӗсем унӑн чеен йӑлкӑшрӗҫ.

— Ҫӑкӑртан пуян эпир!

Василиса Прокофьевна вӗресе тӑракан сӑмаварне йӑтса кӗнӗ ҫӗре Катя сӗтел ҫине ҫӑкӑр касса хунӑччӗ ӗнтӗ. Сӗтел варрине, пысӑк чашӑкпа, пӗҫернӗ ҫӗрулми пырса лартрӗҫ. Турилкке ҫинче селедка турамӗсем ҫуталса выртаҫҫӗ.

Катя чӗркуҫҫи ҫине Шурка хӑпарса ларчӗ.

— Сан валли тенкел ҫук-и? Каччӑ пулнӑ ӗнтӗ — ӳпкелешрӗ Василиса Прокофьевна — Вӑл яланах ҫавӑн пек, — терӗ вара Зимина. — Катя киле таврӑнсанах ун ҫумне пырса ларать, канма та памасть…

— Юратать-и?

— Мӗншӗн ан юраттӑр?.. Ҫийӗр-ха, тӑвансем, ҫийӗр. Василиса Прокофьевна ҫӗрулмипе селедка хунӑ турилккесене хӑнасем умнерех шутарса лартрӗ.

— Вӑл ӑна пӑхса ӳстерчӗ. Тата, хӑвах куратӑн акӑ, Катя хаваслӑ хӗрача.

— «Пирӗн шавлӑ, вӗресе тӑракан пурнӑҫра» хаваслисене тӗпелти вырӑна. Ҫапла-и, Катя? — ыйтрӗ Зимин кӗрпекленсе пиҫнӗ улма турамне вилкӑпа тирсе илнӗ май. Улми унӑн тутине пӗҫертет, шӑлӗ хушшинче саланса каять. Те вара ытла ҫиес килнӗрен, те улми чӑнах та питӗ тутлӑ пулнипе, Зимин ӑна чӑмламасӑрах ҫӑтса ячӗ те Шуркӑна куҫ хӗссе илчӗ. Ача та хавасланса кайрӗ.

— Тискер кайӑк пекех ҫӑмламас! — кулса ячӗ вӑл, вилка вӗҫӗнчи селедка турамне пӳрнипе илсе. Ҫав турам ҫине пӗр енчен ҫӑкӑр татӑкӗ, тепӗр енчен ҫӗрулми хурса пурне те пӗр харӑсах Катя ҫӑварне хыптарчӗ те: — Килӗшет-и? — тесе ыйтрӗ хаваслӑн.

Катьӑпа хӑнасем кулса ячӗҫ.

«Секретарь пулсан та ахаль ҫын пекех» — шухӑшларӗ лӑпланса ҫитнӗ Василиса Прокофьевна. Куҫӗсем унӑн ӑшшӑн та кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.

— Ҫийӗр-ха, тӑвансем, ҫийӗр, ҫинӗ чух тӑраничченех ҫимелле: кам апата начар ҫиет, ҫав ӗҫлеме те пултараймасть.

Пӗр стакан чей ӗҫсен шофер тӑчӗ.

— Тавтапуҫ, кинемей.

— Акӑ тата! — хыпӑнса ӳкрӗ Василиса Прокофьевна. — Мӗншӗн ҫимерӗр?

— Ҫук, кинемей, тӑрантӑм. Апатӑршӑн та, паллашнӑшӑн та тавтапуҫ сире. Машинӑна пӑхса тухмалла-ха, мотора темӗскер пулнӑ, чыхӑна-чыхӑна каять.

Василиса Прокофьевна йывӑра илнӗ кӑмӑлпа ӑна алӑкран тухичченех пӑхса тӑчӗ, унтан селедка хунӑ турилккине Зимин умнерех шутарса лартрӗ.

— Санӑн машина юсамалла мар-ха, тӑварлӑ пулӑ ҫинӗ хыҫҫӑн чей те лайӑхрах анать, — терӗ вӑл.

— Тӑрантӑм, Прокофьевна, тавтапуҫ!

— Мӗн тӑранни пултӑр унта! — хистерӗ вӑл. — Ҫиме лартнӑ апата сӗтел ҫинчен илсе кайса хумалла-и? Эсӗ, хаклӑ ҫыннӑм, ан вӑтан, мана ҫука хӑвармастӑн, колхоза кӗнӗренпе халь пурнӑҫ лайӑхлансах пырать.

— Колхозра нумайранпа-и вара?

— Икӗ ҫул. Малтанах шикленсе тӑтӑмӑр… ухмах пуҫпа! Асапран уйрӑласран хӑраман-и? Кунта вара Катя…

Хӑй ҫине хӗрӗ ытла нумай ан калаҫ тенӗ пек пӑхнине асӑрхасан, вӑл шӑпланчӗ, саппунӗ аркипе тутине шӑлса илчӗ.

— Мӗн вара Катя? — интересленчӗ Зимин.

— Катьӑ-и? Комсомола кӗрсенех, ара, мана хистеме пуҫларӗ: анне, колхоза кӗр те, колхоза кӗр, тет. Таҫтан вӑл колхоз ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем тупса килчӗ. Лартать те мана — хӑй вулама тытӑнать. Ҫапла вара мана хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ-ҫавӑрчех. Вӑл, ман хӗрача, хӑй ҫитӗнсе ҫитменскер пулсан та, тӳрех калатӑн — ӑна пуҫ тайса пуҫ ҫитес ҫук.

— Анне!

— Мӗн «анне» тетӗн тата? — ҫиленерех хушрӗ Василиса Прокофьевна. — Мӗн эсӗ мана ҫӑвар уҫма парасшӑн мар? Сан ҫинчен каламастӑп эпӗ, хам шухӑшӑм ҫинчен… Халь ӗнтӗ, тӑванӑм, хӗвел ӑшӑтнӑ чухнехи пек, чӗрем савӑна пуҫларӗ.

— Колхоза кӗриччен начар пурӑнаттӑрччӗ-и вара, Василиса Прокофьевна? — ыйтрӗ Зимин ӑна пит-куҫӗнчен тинкеререх пӑхса. Пурӑнса ирттернӗ ҫулсем ҫӑмӑлах мар пулнӑ пулас ҫав, Василиса Прокофьевнӑн ҫамки ҫине пӗркеленчӗксем, тути хӗррине тарӑн йӗрсем хӑварнӑ. Хӗрлерех ҫӳҫӗ те тӗллӗн-паллӑн кӑвакарнӑ.

— Ай, ан та кала, хаклӑ ҫыннӑм, — ассӑн сывласа илчӗ вӑл. — Кӑвак ҫутӑлла пуҫласа тӗттӗм пуличчен тертленеттӗмӗр, ҫӗр вара пире ҫиленнӗ пекех, тыррине питӗ хӗрхенсе паратчӗ.

Куҫӗсем унӑн Катьӑнни пекех чакӑр, халь акӑ йӑл кулчӗ пулин те, вӗсенче ӗлӗкхи хуйхӑ ҫапни палӑрса тӑчӗ. Вӗсем, яланах тем ыйтасшӑн пулса, хӑяймасӑр пӑхнӑ пек курӑнчӗҫ.

— Ҫапла ӗнтӗ пурлӑ-ҫуклӑ пурӑнса ирттертӗмӗр… Тӗрӗс вӗт, хӗрӗм?

Василиса Прокофьевна хӗрӗ ҫине пӗр ӑстӑрккӑ ачашшӑн пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн тата Зимин енне ҫаврӑнчӗ.

— Пӗчӗк чухне вӑл яланах хуйхӑратчӗ… Ял ҫыннисем ӑна ӑсран тайӑлнӑ тесе те шутлатчӗҫ.

Зимин стаканне сӗтел ҫине лартрӗ.

— Мӗнле-ха, ӑсран тайӑлнӑ, тетӗр?

Йывӑра илнӗ Катя сӗтел хушшинчен сиксе тӑчӗ те хӑвӑрттӑн тухса кайрӗ.

— Хӗрӳ ҫирӗп кӑмӑллӑ вара!

— Ҫапла ҫав, — вӑтанарах ответлерӗ Василиса Прокофьевна, кухньӑра хӗрӗ темӗн кӗмсӗртеттернине илтсе.

Тулти алӑк шалтлатса хупӑнни илтӗнчӗ.

— Тухса кайрӗ вӗт. Чӗлхене ҫыхса хумалла та манӑнне. Юратмасть хӑй ҫинчен каласа панине. Эсӗ, тӑванӑм, ун ҫинчен тӗпчесе мана ҫылӑха та ан кӗрт.

Анчах хӑйне пит-куҫӗнчен пӑхсанах, ҫак «ҫылӑха» хӑех кӗресшӗн пулни палӑрса тӑчӗ.

— Чейне вӗриреххине ярса парас мар-и?

— Юрать те, — Зимин стаканне тӑсса пачӗ, унтан: — Ӑҫта тухса кайрӗ-ха вӑл? — тесе ыйтрӗ.

— Кӳршӗсем патне кайрӗ пулӗ. Халь ӗнтӗ вӑл мӗн ҫутӑличчен те килмест.

— Хм… Вӑл вара хӑнасене яланах ҫапла йышӑнать-и? Сӗтел хушшине лартса хӑварать те, хӑй тухса тарать-и?

— Эпӗ ӑна ҫакӑншӑн кӑшт вӑрҫса илӗп-ха. — Василиса Прокофьевна пӑта ҫинче ҫакӑнса тӑракан алшӑллине хӑвӑрттӑн туртса илчӗ те савӑт-сапа шӑлма тытӑнчӗ.

— Мӗн ҫинчен калаҫрӑмӑр-ха эпир, э? Тертленсе пӗтрӗм эпӗ унпа. Тӑна кӗрсе ҫитсенех тытӑнчӗ вара: ӑҫта та пулин юрланине илтрӗ тӗк — хуйхӑрма пуҫлать. Пирӗн юррисем те хальхисем мар, ӗлӗк-авалхисем, тӗттӗмлӗх ҫинчен ытларах, хуйха ҫинчен те хаяр шӑпа ҫинченччӗ. Тытӑнать вара мана аптратма: — «Юрӑри пекех пулнӑ-и?» — тет. «Ҫапла, хӗрӗм, ҫапла», тетӗп ӑна. — Юрӑра каланинчен те тӗттӗмрехчӗ, тетӗп, хӗвел ҫутатать те, ҫутти пирӗншӗн марччӗ, тетӗп. Вӑл вӑхӑтра эпир, чунӑм, сӑмах май каласан, алли-урипех кулак аллинче пулнӑ-ҫке… Пӗтӗм ялӗпех… Пӗрре ҫапла эпӗ ӑна хӗвел ҫинчен каларӑм та, унӑн пит-куҫӗ тӗксӗмленчӗ, вӑл итлесе те пӗтермерӗ, манран тара пачӗ. «Мӗн пулчӗ ӑна?» тетӗп. Тухрӑм ун хыҫҫӑн килкартишне — ҫук, витене кӗрсе пӑхрӑм та — кӗтесре лара парать макӑрса. Сехрем хӑпса тухрӗ, мӗн пулчӗ, тетӗп, куҫҫульне чараймасть, мӗскӗн. «Юратмастӑп эпӗ юрӑсене, итлес килмест вӗсене» — тет; хӑй ӗсӗклет.

Василиса Прокофьевна алшӑллине тенкел хыҫне ҫакса хучӗ.

Зимин сӗтел хушшинче чавси вӗҫҫӗн тайӑнса ларать. Шӑплӑхра сехет шаккани ҫеҫ илтӗнет.

— Айван-ҫке эсӗ, тетӗп ӑна. Санӑн ҫакӑн ҫинчен итлессӳ те килмест пуль-ха.

— Калӑр, калӑр.

— Мӗн каламалли пултӑр ӗнтӗ? Ҫавӑнтан вара унӑн ӑшӗнче темле чир пуҫланнӑ пекех пулнӑччӗ. Ларатчӗ те чӳрече патне, хуйхӑратчӗ. Ӑна курсан чунӑм тӑвӑлса килетчӗ. Мӗн кӑна тумарӑм пулӗ: ҫывӑрнӑ чух турӑ шывӗпе сирпӗтсе пӑхрӑм, пӗррехинче юмӑҫ та пӑхтартӑм — пирӗн кунта Агафья ятлӑ пӗр карчӑк пур, — курӑкпа та, чӗлхепе те вӗрсе тӳрлетекенскер, ҫук, нимӗн те усси пулмарӗ.

Зимин йӑл кулса илчӗ.

— Кам сыватрӗ вара ӑна ҫав чиртен?

— Хӑех майне тупрӗ. Залесскири вуламалли ҫуртра кӗнекесене киле вулама парса яни ҫинчен илтрӗ те унта ҫӳреме тытӑнчӗ… Кӗрхи пылчӑк та, хӗл сивви те — уншӑн пурпӗрех, тумланать те тухса чупать. Эпир ашшӗпе чарса тӑман ӗнтӗ ӑна. Пӗррехинче ҫапла шартлама сивӗ пулчӗ, асар-писер ҫил-тӑман варкӑшать… Чӳрече таран юр шӑлса лартрӗ те, ҫутӑ курӑнмасть. Катя, — тетӗп, — пӗр кунлӑха каймасан та юрӗччӗ, пӑх-ха мӗнле ҫанталӑка, тетӗп. «Нимех та мар, анне, — тет, — эпӗ часах ҫитсе килетӗп», тет. Акӑ, хай, каҫ та пулса ҫитрӗ — ҫук. Ҫурҫӗр те ҫитрӗ — ҫук та ҫук вӑл. Эпир вара ашшӗпе тумлантӑмӑр та урама тухрӑмӑр. Тӗттӗм, куҫран пырса тӗксен те курӑнмасть. Кӑшкӑратпӑр хамӑр, сассӑмӑрсем хамӑра та аран илтӗнеҫҫӗ. Эпӗ хире чупса тухрӑм, ҫил вӑйлӑ, ураран ӳкерет. Кӑшкӑратӑп та, мана хирӗҫ ҫил-тӑман шӑхӑрни ҫеҫ илтӗнет. Пирӗн патӑрта яланах ҫапла: ҫанталӑк пӗр вӑхӑта лӑпкӑ тӑрать, унтан ҫав тери вӑйлӑ ҫил-тӑман пуҫланса каять те, тур ан кӑтарттӑрах ун пеккине! Кӑшкӑратӑп та, хайхискер, итлесе тӑратӑп, такам мана хирӗҫ сасӑ парать. Утатӑп та сасӑ илтӗннӗ енне — ашшӗ иккен. «Залесскинче, кам патне те пулин каҫ выртма юлнӑ пулинех, тет. Чӳрече хуппине уҫӑпӑр та лампадка ҫутса хурӑпӑр, тет, хӗрлӗ ҫутӑ аякран курӑнать», тет. Ҫаплах турӑмӑр та вара. Иксӗмӗр те выртрӑмӑр та, куҫ хупӑнмасть. Ҫурҫӗр иртсен икӗ сехет тӗлнелле алӑка шаккаҫҫӗ. Вырӑн ҫинчен сиксе тӑтӑмӑр. Алӑка уҫрӑмӑр та пӑхатпӑр — Катя. Пӗтӗмпе юр айне пулнӑ, силленнӗ чух ахӑлтатса кулать. «Вӑт путсӗр ҫанталӑк» — тет. Тӳрех мана мӑйран ҫакӑнать те: «Ай, анне, мӗнле интереслӗ пулчӗ» — тет. Вӑл ҫавӑн чухнехи пек хаваслӑ кулнине нумайранпа илтменччӗ эпир, хӗпӗртесе ӳкнипе, вӑрҫма та манса кайрӑмӑр. Салтӑннӑ вӑхӑтра ҫапла каласа пачӗ: читальнӑйра вӑл кӗнеке илнӗ чух комсомолецсем пухӑва пуҫтарӑннӑ пулнӑ иккен, ҫавӑнпа унта юлнӑ та… Хӑй кала-кала кӑтартать, куҫӗсем кулкаласа кӑна тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнтан вара ӗнтӗ…

Урамран сасӑсем илтӗнчӗҫ. Василиса Прокофьевна асӑрхаса илчӗ те калаҫма чарӑнчӗ.

— Ҫук, вӑл мар. Маня килет пулас.

— Сирӗнех-и?

— Аслӑ хӗрӗм, унӑн, секретарь юлташ, пуҫӗнче урӑхла шухӑш — ҫураҫнӑ хӗр вӑл.

Малти пӳлӗме вунсакӑр ҫулсене ҫитнӗ, тулли ӳт-пӳлӗ хӗр кӗчӗ. Вӑл хӑнана курсан пуҫ тайса саламларӗ, тутӑрне салтсан ҫурӑмӗ ҫинче шӑрҫаланӑ ҫивӗт курӑнса кайрӗ. Зимин сехечӗ ҫине пӑхса илнӗ хыҫҫӑн васкавлӑн тӑчӗ: вӑхӑт ҫурҫӗр иртсе виҫӗ сехетелле ҫывхарнӑ.

— Ну, Прокофьевна, доклада хатӗрленсе ӗлкӗреймесен эсир айӑплӑ пулатӑр ӗнтӗ.

— Мӗн калаҫан?

— Ҫук, ан хӑрӑр, эпӗ шӳтлесе ҫеҫ калатӑп.

Василиса Прокофьевнӑн аллине вӑл хыттӑн тытса чӑмӑртарӗ.

— Сирӗн Катя вара… Нумайрах пулӗҫинччӗ ун пеккисем…

— Эсӗ лайӑхрах пӗлетӗн ӗнтӗ, — хӗрне ырӑ ятпа асӑннӑшӑн хӗпӗртесе пӑшӑлтатрӗ Василиса Прокофьевна хӑнана ӑсатма тухнӑ чух. Тулта ыттисем хӗрсе кайсах калаҫни пӑлтӑрта та илтӗнет.

— Ку акӑ пӗчӗк шӗтӗрнек, Катя, вӑл питӗ кирлӗ, — тет шофер. — Вӑл кунта та, ҫакӑнта та вӑй парать.

— Мӗнле интереслӗ! Питӗ интереслӗ, — илтӗнет Катя сасси.

Вӗсем ҫав тери пикенсе калаҫнипе кӗҫӗн алӑк епле уҫӑлнине те илтмерӗҫ. Шофера ҫутатса тӑракан хунарне Катя ҫӗрелле антарчӗ.

— Эсӗ, шофер юлташ, ыран Залесскине вуламалли ҫурт патне килсемччӗ. Пирӗн ачасем моторпа питӗ интересленеҫҫӗ. Пӗрисем — шофер пуласшӑн, теприсем — тракториста тухасшӑн, эсӗ килсен авантарах пулмалла… Каласса, аван каласа паратӑн. Килӗшет-и?

— Ку ӗҫ, Катя, манран килмест, — терӗ шофер пер вӑхӑта шӑпланса. — Эпӗ яланах Алексей Дмитриевичпа пӗрле. Вӑл ирӗк парсан…

— Ирӗк паратӑп…

Ҫак сӑмахсем пӗр кӗтмен ҫӗртен пулнипе шофер аллинчи ҫӑраҫҫине ҫӗре ӳкерчӗ, хӑй ҫавӑнтах ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Айӑп ан тавӑр, Алексей Дмитриевич, эпир кунта техника ҫинчен пӑртак калаҫрӑмӑр.

Катя вара Зимин енне ҫаврӑнса кӑмӑлсӑр пӑхса илчӗ.

— Калаҫса тӑрантӑр-и? Ку доклад тума хатӗрленнинчен интереслӗрех пулас?

Зимин кулса ячӗ.

— Катя, хӗрӳлӗхне сыхларах тӑр. Техникӑна вӗренетӗн, унта вӗт чи кирли — мотора усӑсӑр ӗҫлеттерес пулмасть.

Катя та чӑтса тӑраймасӑр кулса ячӗ.

— Юрӗ. Ҫурт-йӗр пирки шухӑшлӑн-ши?

— Шухӑшласа пӑхӑп.

— Политика ҫинчен доклад пулсан сан патна пыма юрать-и?

— Юрамасӑр. Унсӑрах та пырса лар. Калаҫӑпӑр. Юрать-и? Ман кӗнекесене пӑхӑн.

— Пыратӑп, — терӗ Катя, кӑштах шухӑшласа илнӗ хыҫҫӑн. — Шофер юлташ, ан ман вара, ыран сана кӗтетпӗр. — Катя вӗсене аллипе сулса ӑсатрӗ: — Чипер ҫитӗр! — терӗ те картишне чупса кӗчӗ.

— Вут вӗтет сирӗн хӗрӗр, Василиса Прокофьевна, питӗ пултараканскер… — терӗ Зимин. Вӑл унӑн аллине тепӗр хут чӑмӑртарӗ. Халь ӗнтӗ сирӗн черетӗр ман пата, хӑнана пыма.

Василиса Прокофьевна, хапха умӗнче, тӗттӗмре нумайччен пӑхса тӑчӗ. «Ыран ялта мӗн чухлӗ сӑмах пулать ӗнтӗ: Волгинӑсем патне ҫӗрле машина ҫитсе чарӑнчӗ, парти секретарӗ хӑй… чей ӗҫнӗ… Хамӑр ҫын ҫав, кӑмӑллӑскер, тейӗҫ. Вӑл Катя хӑйне ҫиленнине асне илчӗ, тинех ӗнтӗ чӗре ҫӗкленнине нимӗн те кансӗрлемерӗ. «Мӗнех вара… каласа патӑм, такама мар вӗт, парти секретарьне», — хӑйне хӑй йӑпатрӗ вӑл пӳрте кӗнӗ чух.

Маня ҫывӑрать ӗнтӗ. Катя сӗтел хушшинче, сивӗннӗ чей ӗҫнӗ хушӑра, кӗнеке вуласа ларать.

— Выртмалла санӑн, хӗрӗм. Ыран ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах вуламалли ҫурта чупатӑн вӗт.

Катя хирӗҫ чӗнмерӗ.

«Вулама тытӑнчӗ те, пурин ҫинчен те манса каять… Халь ирчченех вулать ӗнтӗ», — шухӑшларӗ Василиса Прокофьевна, салтӑнма тытӑнса. Утиялпа витӗннӗ чух вӑл тепӗр хут та Катя ҫине пӑхса илчӗ.

Катя кӗнекине сирчӗ, тем ҫинчен шухӑша кайса, пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

«Ӑнланма ҫук сана, Катенька. Ах, турӑҫӑм!»

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех