Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Ҫул: 1952; Хушнӑ: 2020.05.11 20:43

Пуплевӗш: 636; Сӑмах: 6163

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Октябрӗн 3-мӗшӗ.

Паян тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ. Ирхине эпӗ чылай кая юлса вӑрантӑм, Мавра тасатнӑ атӑсене кӗртсе парсан миҫе сехетне ыйтса пӗлтӗм. Паҫӑрах вуннӑ ҫапнӑ тенине илтсен вара васкасах тумланма пуҫларӑм. Хам ӗҫлекен отделенин начальникӗ мана курсанах сиввӗн пӑхса илессине эпӗ пӗлетӗп, ҫавӑнпа департамента кайман та пулӑттӑм. Вӑл мана тахҫантанпах ӗнтӗ ҫапла калать: «тӑванӑм, мӗн санӑн пуҫу яланах анкӑ-минкӗ ӗҫлет? Тепӗр чухне сӗрӗм тивнӗ чухнехи пекех ниҫта кайса кӗме пӗлместӗн, ӗҫсене арпаштарса яратӑн, титула пӗчӗк буквӑран ҫырма пуҫлатӑн, число та, номер те лартмастӑн, сан хыҫҫӑн вара эсрел те ӑнланса пӗтерес ҫук». Ылханлӑ чарлан! Вӑл эпӗ директор кабинетӗнче, ун превосходительстви валли перосем шӗвӗртсе ларнӑшӑн кӗвӗҫет пулас. Пӗр сӑмахпа каласан, казначея тӗл пулса ҫав еврейрен шалу шучӗпе мӗн чухлӗ те пулин укҫа ыйтса илме шанчӑк пулман пулсассӑн, эпӗ департамента кайман та пулӑттӑм. Пулать те ҫын! Хӑҫан та пулин пӗр уйӑхшӑн малтан шалу парас пулсассӑн, тур ҫырлахтӑрах, ҫакӑнса вилӗ. Ыйт, чунтан тархасла, темле нушана кӗрсе ӳк — памастех, кӑвакарнӑ шуйттан. Хӑйне вара килӗнче кухарки питрен хӗртет. Ку мӗнпур тӗнчене паллӑ ӗнтӗ. Эпӗ департаментра ӗҫленин уссине ӑнланса илейместӗп. Унта ним ҫине шанмалли те ҫук. Акӑ кӗпӗрне правленинче, граждански тата казеннӑй палатӑсенче вара йӑлтах урӑхла: унта, пӑхатӑн, пӗри кӗтессе хӗсӗннӗ те ҫырса кӑна ларать. Ун ҫийӗнчи фракӗ ниме юрӑхсӑр, пичӗ ҫине вара сурсах хурас килет, пӑх-ха эсӗ ӑна, мӗнле дача тытса пурӑнать! Ун патне фарфортан тунӑ ылтӑнланӑ чей чашки илсе те ан пыр: «Ку докторсен парни», тет, ӑна икӗ рысак е тарантас е виҫҫӗр тенкӗ тӑракан хӑнтӑр тирӗ пырса пар. Сӑнран пӑхма хай питӗ лӑпкӑскер, малтан: «перо шӗвӗртме ҫӗҫҫӗре парӑр-ха», тесе йӑвашшӑн ыйтать, кайран хӑй патне ӗҫпе пынӑ ҫынна пӗр кӗпе вӗҫҫӗн тӑратса хӑварать. Чӑнах, пирӗн служба чыслӑ ӗнтӗ, пур начальниксем те «эсир» тесе чӗнеҫҫӗ, сӗтелсене хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ, пур ҫӗрте те тап-таса, ун пеккине кӗпӗрне правленинче ӗмӗрне те курас ҫук. Тӳррипех калатӑп, чыслӑ служба пулман пулсассӑн эпӗ департаментран тахҫанах тухса кайнӑ пулӑттӑм.

Эпӗ кивӗ шинеле тӑхӑнтӑм та зонтик илтӗм, мӗншӗн тесен вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑватчӗ. Урамсенче никамах та ҫукчӗ, аркисемпе витӗннӗ хӗрарӑмсем, зонтик тытнӑ вырӑс купецӗсем тата кучерсем анчах хирӗҫ пулкаларӗҫ. Чыслӑ ҫынсенчен пӗр ман пек чиновник анчах утать. Эпӗ ӑна хирӗҫле урамра куртӑм, курсассӑнах хам ӑшӑмра: «Ҫук, тӑванӑм, эсӗ департамента каймастӑн, эсӗ ҫав малта пыракан хӗрарӑм хыҫҫӑн чупатӑн, унӑн урисем ҫине пӑхатӑн», терӗм. Эх, мӗнле ҫынсем эпир, чиновниксем! Турӑшӑн та нимӗнле офицера та мах памастпӑр: шлепке тӑхӑннӑ пӗр хӗрарӑм иртсе пытӑр ҫеҫ, ӑна хул хушшинчен тытса ҫаклатса яратпӑрах. Эпӗ ҫапла шухӑшласа пынӑ вӑхӑтра хам иртсе пыракан магазин умне карета ҫитсе чарӑннине куртӑм. Ку каретӑна эпӗ ҫийӗнчех палласа илтӗм: вӑл пирӗн директор карети. Анчах директорӑн магазина нимӗншӗн те килмелли ҫук, эпӗ ку унӑн хӗрӗ пулӗ тесе шухӑшласа илтӗм. Стена ҫумне хӗсӗнсе тӑтӑм. Лакей карета алӑкне уҫрӗ те, каретӑран хӗр кайӑк пекех вӗҫсе тухрӗ. Вӑл сылтӑмалла, сулахаялла пӑхса илчӗ, куҫхаршисене выляткаларӗ… Турӑ ан пӑрахтӑрах! пӗтрӗм эпӗ, пӗтмеллипех пӗтрӗм. Мӗншӗн тухмалла пулнӑ-ха унӑн ҫакӑн пек ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра? Халь каласа ӗнентер ӗнтӗ хӗрарӑмсем тумтиршӗн ҫунмаҫҫӗ тесе. Вӑл мана паллаймарӗ, эпӗ хам та паллаттарас мар тесе ытларах пӗркенме тӑрӑшрӑм; мӗншӗн тесен ман ҫире кивӗ фасонпа ҫӗленӗ вараланса пӗтнӗ шинель кӑначчӗ. Халӗ ҫӳллӗ ҫухаллӑ плащсем тӑхӑнаҫҫӗ, эпӗ кӗске ҫухаллӑ, ҫумӑр витекен пуставран ҫӗленӗ икӗ плащ уртса янӑччӗ. Унӑн йытти, магазин алӑкӗнчен кӗме ӗлкӗреймесӗр, урама тӑрса юлчӗ. Ку йытта пӗлетӗп эпӗ, ӑна Меджи тесе чӗнеҫҫӗ. Пӗр минут та вӑхӑт иртмерӗ, сасартӑк ҫинҫе сасӑ: «Сывлӑх сунатӑп, Меджи!» тесе хучӗ. Ак тамаша! Кам калаҫать! Эпӗ йӗри-тавра пӑхса илтӗм те зонтик айӗнче пыракан икӗ хӗрарӑма куртӑм; пӗри ҫамрӑк, тепӗри ватӑ; вӗсем те иртсе кайрӗҫ ӗнтӗ, ман ҫывӑхра татах: «Ҫылӑх сана, Меджи!» тени илтӗнчӗ. Мӗн мурӗ! Меджи иртсе кайнӑ хӗрарӑмсен йыттине шӑршлакаласа тӑрать. «Эхе!» терӗм хама хам, «ӳсӗр мар-и эпӗ?» Анчах эпӗ сайра хутра ҫеҫ сыпкалатӑп. — «Ҫук, Фидель, эсӗ ахалех ҫапла шутлатӑн», каласа хучӗ Меджи: «эпӗ, ав! ав! эпӗ ав, ав, ав! йывӑр чирпе выртрӑм». Кӑна вара эпӗ хамах илтрӗм. Ах, йытӑ ҫури! Тӳррипех калатӑп, йытӑ ҫын пек калаҫма пултарнине илтсен, тӗлӗнсех кайрӑм. Кайран, пурне те тавҫӑрса илнӗ хыҫҫӑн, вара тӗлӗнме те пӑрахрӑм. Ҫут тӗнчере ун пек япаласем нумай пулкаланӑ ӗнтӗ. Англире шывран пӗр пулӑ ишсе тухнӑ та темле тӗлӗнмелле чӗлхепе икӗ сӑмах каласа хунӑ, тет, учӗнӑйсем вара виҫӗ ҫул ӗнтӗ ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине татса парасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, тет, анчах ку тарана ҫитсе те татса парайман теҫҫӗ-ха. Эпӗ хамах хаҫатра икӗ ӗне лавккана кӗрсе пӗр кӗренке чей ыйтни ҫинчен вуланӑччӗ. Тӗрӗссипех каласан, Меджи: «Эпӗ, Фидель, сана ҫыру ҫыртӑм, Полкан сана ман ҫырӑва пырса памарӗ пулас» тесе каланине илтсен, тӗлӗнсе хытсах кайрӑм. Эпӗ шалу илем мар! Ӗмӗрӗмре те илтмен эпӗ йытӑ ҫырма пултарни ҫинчен. Тӗрӗс ҫырма дворянин анчах пултарать. Тепӗр чух хӑш-пӗр сутӑҫсем-конторщиксем те ҫыраҫҫӗ, крепостной халӑх та ҫырать ӗнтӗ, анчах вӗсем пӗлмесӗр ҫыраҫҫӗ: вӗсен запятой та, точка та, слог та ҫук.

Ку мана тӗлӗнтерчӗ. Тӳррипех калатӑп, юлашки вӑхӑтра эпӗ халиччен никам курман-илтмен япаласене курса илтме пуҫларӑм. «Ҫак йытӑ хыҫҫӑн каям-ха, вӑл мӗнле йытӑ пулнине тата мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлем», терӗм эпӗ хам тӗллӗн. Зонтике сарса тытрӑм та икӗ хӗрарӑм хыҫҫӑн утрӑм. Горохӑвӑй урамран иртрӗмӗр, Мещански урампа ҫаврӑнтӑмӑр, унтан Столярнӑй урампа тухрӑмӑр, юлашкинчен вара Кокушкин кӗперӗ патне ҫитсе пысӑк ҫурт умӗнче чарӑнтӑмӑр. «Ку ҫурта эпӗ пӗлетӗп, ку Зверков ҫурчӗ», терӗм хам ӑшӑмра. Эккей машина! Мӗнле кӑна халӑх пуранмасть кунта: мӗн чухлӗ кухарка, мӗн чухлӗ поляк! пирӗн пек чиновниксем вара йытӑ кӗтӗвӗ чухлех, пӗрин ҫинче тепри лараҫҫӗ. Кунта манӑн паллакан юлташ та пур, вӑл трубапа питӗ лайӑх калать. Хӗрарӑмсем пиллӗкмӗш хута хӑпарса кайрӗҫ. «Аван», шухӑшласа илтӗм эпӗ: «малалла каймастӑп, вырӑнне асӑрхатӑп та май килсен тӳрех килсе тухатӑп».

Октябрӗн 4-мӗшӗ.

Паян юнкун, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑр начальник кабинетӗнче пултӑм. Пирӗн директор питӗ те ӑслӑ ҫын пулас. Унӑн кабинетне йӑлтах кӗнеке шкапӗсем лартса тултарнӑ. Эпӗ хӑш-пӗр кӗнекисен ячӗсене вуласа тухрӑм; пурте ӑслӑлӑх кӗнекисем, ун пек кӗнекесене пирӗн пек чиновниксем ӑнкарса та илес ҫук: пурне те французла та нимӗҫле ҫырнӑ. Ара, эсӗ хайне сӑнран пӑх: вӑл чаплӑ ҫын пулни куҫӗнченех курӑнса тӑрать! Вал ытлашши сӑмах вакланине эпӗ нихҫан та илтмен. Тепӗр чух хутсем пама пырсан анчах: «Тулта ҫанталӑк мӗнле?» тесе ыйтать. — «Йӗпе, ваше превосходительство!» тетӗн ҫеҫ. Пирӗн ҫын пек ҫын мар ӗнтӗ. Патшалӑх ҫынни. Ҫапах та вӑл мана ыттисенчен ытларах юратнине асӑрхатӑп. Хӗрӗ те юратсанччӗ… Эх, мур илесшӗ!.. Тӑхтас-ха, тӑхтас, ун ҫинчен шарлас мар! «Пчелка» ятлӑ хаҫат илсе вуларӑм. Эккей, мӗнле ӑссӑр халӑх ҫав французсем! Мӗн кирлӗ-ха вӗсене? Турӑшӑн та, хулӑ илӗттӗм те пурне те вӗтсе тухӑттӑм! Ҫавӑнтах Курски ҫӗр улпучӗ бал ҫинчен илемлӗн ҫырса кӑтартнине вуласа тухрӑм. Курски ҫӗр улпучӗсем аван ҫыраҫҫӗ вара. Ҫакӑн хыҫӑн сехет вуниккӗ ҫурӑ ҫапрӗ, пирӗн директор ҫаплипех хӑйӗн ҫывӑракан пӳлӗмӗнчен тухмарӗ-ха. Анчах пӗр сехет ҫурӑ тӗлнелле нимле перопа та ҫырса памалла мар тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ. Алӑк уҫӑлчӗ, эпӗ директор тесе алла тытнӑ хутсемпех вырӑнтан сиксе тӑтӑм; анчах ку унӑн хӗрӗ пулчӗ! Ай, турӑҫӑм, мӗнле тумланнӑ вӑл! Акӑш пекех шап-шурӑ платье тӑхӑннӑ: фу, епле хитре! Мӗнле пӑхрӗ пулӗ тетӗр эсир: хӗвел, тупа та туршӑн хӗвел! Вӑл пуҫ тайрӗ те: «Атте кунта пулмарӗ-и?» тесе ыйтрӗ. Ай, ай, ай! сасси епле! Саркайӑк, тупа та туршӑн саркайӑк! «Ваше превосходительство, асаплантарса вӗлерме ан хушӑр, асаплантарса вӗлерес тетӗр пулсан та хӑвӑр аллӑрпа вӗлерӗр», тесе каласшӑн пултӑм эпӗ. Анчах ниепле те чӗлхем ҫаврӑнмарӗ, мур илесшӗ, эпӗ вара: «Ҫук, пулмарӗ, тесе ҫеҫ хутӑм. Вӑл ман ҫине, кӗнекесем ҫине пӑхса илчӗ те сӑмса тутрине аллинчен ӳкерчӗ. Эпӗ вара хыпаланса тутӑрне илсе парасшӑн пултӑм, путсӗр паркет ҫинче ура шунӑран кӑштах сӑмсана ҫӗмӗрсе пӑрахмарӑм, ҫапах та ӳкмерӗм, тутӑрне илсе патӑмах. Туррӑмҫӑм, мӗнле тутӑр ку! ҫӳхе батистран тунӑскер — амбра, чӑн-чӑн амбра, унтан генерал шӑрши кӗрсе тӑрать. Хӗр мана тав турӗ, кӑшт ҫеҫ йӑл кулчӗ, унӑн сахарлӑ тутисем кӑштах хускалмарӗҫ, вара тухса кайрӗ. Эпӗ тата тепӗр сехет хушши лартӑм, сасартӑк лакей кӗчӗ те: «Аксентий Иванович, киле кайӑр, улпут килтен тухса кайрӗ ӗнтӗ», терӗ. Эпӗ лакейсене ҫав тери кураймастӑп, малти пӳлӗме кӗреҫҫӗ те вара, лараҫҫӗ, пуҫ тайса саламлама та ӳркенеҫҫӗ. Ку сахал-ха, пӗррехинче ҫак шуйттансенчен пӗри вырӑнтан тӑмасӑрах мана табак турттарма хӑтланса пӑхрӗ. Пӗлетӗн-и эсӗ, ухмах тарҫӑ, эпӗ чиновник, чаплӑ йӑхран тухнӑ ҫын. Ҫапах та шлепкене илтӗм, шинеле те хамах тӑхӑнса тухрӑм, мӗншӗн тесен ку господинсем нихҫан та илсе памаҫҫӗ. Килте нумай вӑхӑт хушши вырӑн ҫинче выртса ирттертӗм, кайран илемлӗ сӑвӑсем ҫырса илтӗм: «Душеньки часок не видя, Думал год уже не видал; Жизнь мою возненавидя, Льзя ли жить мне я сказал». Ку сӑвва Пушкин ҫырнӑ-тӑр. Каҫ пулас умӗн, шинельпе пӗркенсе, ун превосходительстви пурӑнакан ҫурт умне кайрӑм, хӗр каретӑна лармӗ-ши тесе нумай вӑхӑт кӗтрӗм, манӑн ӑна тепӗр хут курас килетчӗ, анчах вӑл тухмарӗ.

Ноябрӗн 6-мӗшӗ.

Отделени начальникӗ урсах кайрӗ. Эпӗ департамента пырсанах хӑй патне чӗнсе илчӗ те ҫапла калама пуҫларӗ: «Ну, каласа пар-ха тархасшӑн, мӗн тӑватӑн эсӗ?»  — «Мӗн тӑватӑн? Нимӗн те тумастӑп», ответлерӗм эпӗ. «Лӑйӑхрах шухӑшласа пӑх-ха! Эсӗ хӗрӗхрен иртнӗ ӗнтӗ, пӑртак ӑс-тӑн пулмалла пек. Мӗн шухӑш тытрӑн? Эпӗ эсӗ мӗн хӑтланнине пӗлместӗп тетӗн-и? Эсӗ директор хӗрӗ хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн вӗт! Ну, хӑвӑн ҫине пӑх-ха, мӗнех эсӗ? Эсӗ нуль ҫеҫ вӗт, урӑх нимӗн те мар! Санӑн пӗр пус укҫа та ҫук-ҫке. Хӑвӑн сӑнна тӗкӗр витӗр кур-ха, ӑҫта санӑн ун ҫинчен шутлама!» Мур илесшӗ, хӑйӗн сӑнӗ пӑртак аптекӑри пӗчӗк кӗленче евӗрлӗрех те, пуҫ тӑрринчи пӗр пайӑрка ҫӳҫне автан тӗпекӗ пек кӑтралатса янӑ та, ӑна темле имҫампа сӗрсе ҫӳлелле тытать те, хӑй кӑна тем тума та пултаратӑп тесе шутлать. Вӑл мана мӗншӗн ҫилленнине ӑнланатӑп, ӑнланатӑп. Вӑл директор хӗрӗ манпа урӑхларах калаҫнине курнӑ пулас, ҫавӑнпа кӗвӗҫет ӗнтӗ. Сурса хурап эпӗ ун ҫине! Хӑй мӗн пурӗ те надворнӑй советник кӑна. Сехетӗнчен ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ, вӑтӑр тенкӗ тӑракан атӑ ҫӗлеме заказ парать, мур илесшӗ! Эпӗ мӗнле те пулин разночинец ачи-и, ҫӗвӗҫ е унтер-офицер ачи-и? Эпӗ дворянин. Мӗнех вара, эпӗ те малалла пысӑк чина ҫитме пултаратӑп. Эпӗ хӗрӗх иккӗре кӑна-ха, ку вӑл шӑп чӑнласа служба пуҫламалли вӑхӑт. Тӑхта, тусӑм! эпир те полковник пулӑпӑр, турӑ парсан, мӗн те пулсан пысӑкраххи те пулӑпӑр. Пирӗн чап саннинчен ытларах пулӗ. Эсӗ хӑвӑнтан пуҫне урӑх чипер ҫын та ҫук тесе шутлатӑн. Пар-ха мана модӑпа ҫӗленӗ чаплӑ фрак, ҫыхса ярам эсӗ ҫыхакан галстука, эсӗ вара эпӗ тӑхӑнакан аттӑн тӗпне те тӑрас ҫук. Пурлӑхӑм ҫук — ҫавӑ пӗтерет.

Ноябрӗн 8-мӗшӗ.

Театрта пултӑм. Вырӑс ухмахне, Филаткӑна, выляса пачӗҫ. Питӗ нумай култӑм. Тата стряпчий ҫинчен, уйрӑммӑнах пӗр коллежски регистратор ҫинчен сӑвӑласа ҫырнӑ водевиль лартрӗҫ. Сӑввине питӗ ирӗккӗн ҫырнӑ, эпӗ ӑна лартма цензор мӗнле ирӗк панинчен те тӗлӗнтӗм. Купецсем ҫинчен тӳрех: вӗсем халӑха улталаҫҫӗ, ачисем ашкӑнса ҫӳреҫҫӗ тата дворянина тухасшӑн тесе ҫырнӑ. Журналистсем ҫинчен те вырнаҫуллӑ куплет пур: вӗсем пурне те вӑрҫаҫҫӗ, автор куракансенчен хӑйне хӳтӗлеме ыйтать, тенӗ. Ку чухне писательсем кулӑшла пьесӑсем ҫыраҫҫӗ. Эпӗ театра ҫӳреме юрататӑп. Кӗсьере пӑртак укҫа пулсанах театра каймасӑр чӑтаймастӑп. Пирӗн чиновниксем хушшинче ҫакнашкал сыснасем пур: мужик, театра каясшӑн мар, укҫасӑр билет парсан кайӗ-и. Пӗр актриса питӗ лайӑх юрларӗ. Эпӗ вара леш хӗре аса илтӗм… эх, мур илесшӗ!.. тӑхтас-ха, тӑхтас, шарлас мар.

Ноябрӗн 9-мӗшӗ.

Сакӑр сехетре департамента кайрӑм. Отделени начальникӗ эпӗ ӗҫе килнине асӑрхаман пек пулчӗ. Эпӗ хам та пирӗн хушӑра ним те пулса иртмен пек турӑм. Хутсене тепре пӑхса тухса тӗрӗслерӗм. Тӑват сехетре ӗҫрен тухрӑм. Директор хваттерӗ умӗнчен иртсе кайрӑм, анчах никама та курмарӑм. Апат ҫинӗ хыҫҫӑн вырӑн ҫинче ытларах выртрӑм.

Ноябрӗн 11-мӗшӗ. Паян хамӑр директор кабинетӗнче лартӑм, ун валли 23 перо, хӗрӗ валли… ай! ай… ун превосходительстви валли тӑватӑ перо шӗвӗртсе хутӑм. Директор перо нумай тӑнине питӗ юратать. У! ӑслӑ пуҫ пулас! Хӑй яланах шӑп, пуҫӗнче, ман шутпа, шухӑшсем вӗресе кӑна тӑраҫҫӗ. Манӑн вӑл мӗн ҫинчен ытларах шухӑшланине пӗлес килет. Манӑн ҫак господасен пурнӑҫне ҫывӑхрах курса, вӗсен придворнӑй йӑлисене тата хӑйсен хушшинче мӗн тунине тӗплӗнрех пӗлес килет! Эпӗ ҫакӑн ҫинчен темиҫе хутчен те ун превосходительствипе хӑйӗнпе калаҫса пӑхасшӑн пултӑм, анчах, мур илесшӗ, чӗлхем ҫаврӑнмасть: тулта сивӗ е ӑшӑ тетӗн те, урӑх нимӗн те калаймастӑн. Тепӗр чух вӗсен хӑнасем йышӑнакан пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑ пулать; манӑн ҫав пӳлӗме, ун урлӑ тата тепӗр пӳлӗмне кӗрсе пӑхас килет. Эх, мӗнле хаклӑ япаласем лартса тултарнӑ унта! Мӗнле тӗкӗрсем, мӗнле фарфорсем. Кӗрсе пӑхасчӗ манӑн тепӗр пӳлӗме, директор хӗрӗн пӳлӗмне, акӑ ӑҫта кӗресчӗ манӑн. Будуарта мӗнле кӑна кӗленчесем унта, мӗнле кӑна чечексем, унӑн платьисем сапаланса выртаҫҫӗ, вӗсем сывлӑш евӗрлӗ, вӗсем ҫине сывлама та хӑрушӑ. Манӑн вӑл ҫывӑракан пӳлӗме кӗрсе курас килет… унта, ман шутпа, тӗлӗнмелли пурах ӗнтӗ; унта, ман шутпа, рай, ун пек рай пӗлет ҫинче те ҫук пулӗ. Вӑл вырӑн ҫинчен тӑрсанах урине пусакан сак ҫине пӑхасчӗ, урине юр пекех шурӑ чӑлха тӑхӑнтарнине курасчӗ… ай! ай! ай! тӑхтас-ха, тӑхтас, ун ҫинчен шарлас мар.

Паян, Невски проспектра икӗ йытӑ хушшинче пулса иртнӗ калаҫу ҫинчен аса илсенех, хӗвел ҫутатнӑ пекех пуҫа ҫӗнӗ шухӑш килсе кӗчӗ. Аван, шухӑшласа илтӗм хам ӑшӑмра, халь эпӗ пурне те пӗлетӗп! Ҫак юрӑхсӑр йытӑсем пӗр-пӗрин патне ҫырнӑ ҫырусене тупас пулать. Вӗсене вуласан вара мӗн те пулин пӗлӗн. Тӳррипех каласан, пӗрре эпӗ Меджине чӗнсе те илнӗччӗ. «Итле-ха, Меджи, халь эпир иксӗмӗр анчах, кирлӗ пулсан, эпӗ алӑка та питӗреп, пире никам та курма пултараймасть, хӗр ҫинчен мӗн пӗлнине пурне те каласа пар-ха, вӑл мӗнле пурӑнать, мӗн тӑвать? Эпӗ тупа тӑватӑп, никама та каласа памастӑп, терӗм, ӗнентерсех ыйтрӑм. Анчах чее йытӑ хӳрине хӗстерсе пӗчӗкленчӗ те, ним илтмен пек пулса, алӑкран тухрӗ. Эпӗ тахҫантанпах йытӑ ҫынран нумай ӑслӑрах тесе шутлатӑп; вӑл калаҫма пултарнине те шанатӑп, анчах ӑна калаҫасран кутӑнӗ ҫеҫ тытса тӑрать. Йытӑ вӑл лайӑх политик, мӗн пурне курать, ҫыннӑн кашни утӑмне асӑрхать. Ҫук, епле пулсан та, ыранах Зверков ҫуртне кайса Фидельрен ыйтса пӗлетӗп, май килсен вара ун патне Меджи ҫырнӑ ҫырусене те туртса илетӗп.

Ноябрӗн 12-мӗшӗ.

Кӑнтӑрла, икӗ сехет тӗлӗнче, Фиделе курса унран ыйтса тӗпчес шухӑшпа килтен тухрӑм. Мещански урамри пӗчӗк лавккасенчен йӳҫӗ купӑста шӑрши кӗнине эпӗ ҫав тери юратмастӑп; ҫитменнине кашни хапха айӗнченех темле тамӑк шӑрши тухать, ҫавӑнпа та сӑмсана хупласа мӗнпур вӑйпа чупрӑм, Тата путсӗр ремесленниксем хӑйсен мастерскойӗсенчен урама темӗн чухлӗ тӗтӗмпе хӑрӑм кӑларса тултараҫҫӗ, ырӑ ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме те май ҫук. Эпӗ улттӑмӗш хута хӑпарса ҫитсе шӑнкрава шӑнкӑртаттарсан, питне вӗтӗ сартут пуснӑ самаях илемлӗ ҫамрӑк хӗр тухрӗ. Эпӗ ӑна палларӑм. Ку леш ватӑ карчӑкпа пынӑ хӗрех пулчӗ. Вӑл именнипе пӑртак хӗрелчӗ, эпӗ ҫавӑнтах чухласа илтӗм: сана, чӗппӗм, каччӑ кирлӗ. «Сире мӗн кирлӗ?» ыйтрӗ вӑл. «Эпӗ сирӗн йыттӑрпа калаҫса пӑхасшӑн», терӗм. Хӗрача айванскер иккен, эпӗ вӑл айваннине часах чухласа илтӗм! Ҫав вӑхӑтра вӗрсе йытти те персе ҫитрӗ; эпӗ ӑна ярса тытасшӑн пултӑм, анчах вӑл, ирсӗрскер, кӑштах хӑй мана шӑлӗсемпе сӑмсаран ярса илмерӗ. Ҫапах та эпӗ кӗтесре унӑн йӑви пуррине сӑнаса илтӗм. Э, мана ҫакӑ кирлӗ те? Эпӗ унта пырса улӑмне сиркелерӗм те, хамӑн телейӗме, пӗчӗк хут таткисен пысӑках мар ҫыххине туртса кӑлартӑм. Ирсӗр йытӑ кӑна курсанах мана малтан ура хырӑмӗнчен ҫыртса илчӗ, кайран, ман алӑри хутсене курсан, йӑпшӑнса йынӑшма тытӑнчӗ. Анчах эпӗ: «Ҫук, тӑванӑм, сывӑ пул!» терӗм те тухса чупрӑм. Хӗр мана ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хучӗ пулас, мӗншӗн тесен ытла та хӑраса ӳкрӗ. Киле ҫитсенех эпӗ ҫак ҫырусене майласа тухас терӗм, мӗншӗн тесен хӑй ҫуттипе курсах каймастӑп. Анчах Мавра урай ҫума тытӑннӑ. Ҫак айван чухонкӑсем яланах вырӑнсӑр вӑхӑтра таса вара. Ҫавӑнпа та эпӗ пулса иртнӗ ӗҫе лайӑхрах ӑнкарса илес тесе урама тухса утрӑм. Халь ӗнтӗ вӗсен ӗҫӗсене, шухӑшӗсене йӑлтах пӗлме пултаратӑп. Ку ҫырусем мана пурне те уҫса парӗҫ. Йытӑсем — ӑслӑ халӑх, вӗсем политика енчен те пӗлерех параҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫак ҫырусенче ку упӑшкан портречӗ, унӑн ӗҫӗсем пурте пулӗҫ. Унта лешӗн ҫинчен те мӗн те пулин пулатех, вӑл… тӑхтас-ха, шарлас мар! Каҫ пулнӑ тӗле эпӗ киле ҫитрӗм. Вырӑн ҫинче нумайрах выртрӑм.

Ноябрен 13-мӗшӗ.

Ну, ӗнтӗ пӑхӑр-ха: ҫыруне питӗ те уйӑрса илмелле ҫырнӑ. Анчах та почеркӗнче ӑна йытӑ ҫырни палӑрать. Вулар-ха:
Савнӑ Фидель! эпӗ ниепле те санӑн мещанла ятна хӑнӑхса ҫитейместӗп.
Сана лайӑхрах ят пама пултараймарӗҫ пулӗ-и вара? Фидель, Роза — мӗнле пушӑ ятсем, анчах та кусем ҫинчен калаҫас мар-ха. Эпӗ хамӑр пӗрне-пӗри ҫыру ҫырма шухӑшланишӗн питӗ хӗпӗртетӗп.

Ҫырӑва питӗ те тӗрӗс ҫырнӑ. Чарӑну паллисем тата ъ саспалли хӑйсен вырӑнӗнче. Ара, пирӗн отделени начальникӗ, хӑй таҫта университетра вӗреннӗ тесе калаҫать пулсан та, кун пек ҫырма пултарас ҫук. Малалла вулар-ха:

Кампа та пулин пӗр пек шухӑшлани, пӗр пек туйӑмпа пурӑнни тата япала ҫине пӗр пек пӑхни ҫут тӗнчен чи паллӑ ырлӑхӗсенчен пӗри пулӗ, тетӗп эпӗ. Кхм! ку шухӑша нимӗҫлерен куҫарнӑ сочиненинчен илнӗ. Произведени ятне астӑваймастӑп.

Хамӑр ҫуртӑн хапхинчен иртмен пулсан та, кӑна эпӗ хамӑн пурнӑҫ опычӗ тӑрӑх калатӑп. Манӑн пурӑнӑҫ ырлӑхра иртмест-и вара? Манӑн пике, ашшӗ София тесе чӗнекенскер, мана питӗ те юратать.

Ай, ай!.. Чим-ха, чим-ха. Шарлас мар!

Мана ашшӗ те час-часах ачашлать. Эпӗ чей е кофене хӑймапа ӗҫетӗп. Эх, ma chere, эп сана ҫакна каласшӑнччӗ: пирӗн Полкан кӑшлакан шӑмӑра эпӗ нимӗн киленмеллине те курмастӑп. Кайӑк шӑммисем анчах, вӗсене никам та кӑшламан тата вӗсен мимине кӑларса илмен пулсан, лайӑх. Темиҫе соуса пӗрле хутӑштарса ҫисен те аван, анчах унта каперспа симӗс курӑк таврашӗ ан пултӑр вара; ҫиме панӑ апатсенчен ҫӑкӑр ҫемҫинчен тунӑ йӑвасем пек начарри ҫук та пулас. Сӗтел хушшинче ларакан пӗр-пӗр господин аллипе темле кирлӗ-кирлӗ мара та тытнӑ пулӗ, хӑй вара ҫӑкӑр илет те тытӑнать ӑна ҫемҫетме, унтан сана чӗнсе илет те ҫав йӑвана ҫӑвара хыптарать. Ҫимесен аван мар пек, ҫиетӗн вара, йӗрӗнкелесех ҫиетӗн…

Шуйттан пӗлет ку мӗнне. Эккей, пулать кирлӗ-кирлӗ мар япала! Лайӑхраххи ҫинчен ҫырмалли тупайман, тейӗн. Тепӗр енне пӑхар-ха, кирлӗреххи тупӑнмӗ-и?

Эпӗ сана пирӗн патӑрта пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен хаваслансах пӗлтерсе тӑма хатӗр. Эпӗ сана София атте тесе чӗнекен господин ҫинчен пӑртак каласа панӑччӗ. Вӑл питӗ те тӗлӗнмелле ҫын… Акӑ, тинех! Ҫапла, эпӗ каларӑм-ҫке-ха вӗсем япала ҫине политика енӗпе пӑхаҫҫӗ тесе. Пӑхар-ха, мӗн вара ашшӗ: …питӗ те тӗлӗнмелле ҫын. Вӑл чӗмсӗртерех. Сайра хутра анчах калаҫать; анчах пӗр эрне каялла хӑй тӗллӗн пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӗ.

Яланах: илейӗп-ши, илеймӗп-ши, тет. Пӗр аллине хут тытать, тепӗр аллине нимсӗрех чӑмӑртать те татах: илейӗп-ши, илеймӗп-ши, тет. Пӗррехинче мана та ҫавнашкал ыйту парса пӑхрӗ: мӗн шутлатӑн эсӗ, Меджи, илейӗп-ши, илеймӗп-ши, тет. Эпӗ нимех те ӑнланса илеймерӗм, унӑн аттине шӑршласа пӑхрӑм та пӑрӑнса кайрӑм. Кайран, mа сhеrе, тепӗр эрне иртсен, вӑл киле питӗ те хавасланса таврӑнчӗ. Ирхине мундирлӗ господасем кӗре-кӗре ӑна темшӗн саламларӗҫ. Вӑл сӗтел хушшинче те питӗ хавас пулчӗ, эпӗ вӑл ун пек хавас пулнине нихҫан та курман, анекдотсем каласа пачӗ, апат хыҫҫӑн вара мана хӑй мӑйӗ патне ҫӗклерӗ те: «Пӑх-ха, Меджи, мӗн япала ку?» тесе ыйтрӗ. Эпӗ темле лента анчах куртӑм. Шӑршласа пӑхрӑм, унран нимле тутлӑ шӑршӑ та кӗмест; юлашкинчен ерипен ҫуласа илтем: пӑртак тӑварлӑрах пек. Кхм, ку йытӑ ытлашширех каланӑ пек туйӑнать мана… Хӗртсе ан пӑрахчӑр ӑна! Э, вӑл чапа юратаканскер! Кӑна асра тытмалла.

«Сывӑ пул, mа сhеrе! Эпӗ пӗр ҫӗре чуптартӑм-ха, тата ытти те… тата ытти те… Ҫырӑва ыран ҫырса пӗтерӗп. Ну, сывӑ-и?.. Эпӗ татах санпа пӗрле. Паян манӑн пике София…

Э! Ну, пӑхар-ха, мӗн вара София. Эх, мур илесшӗ!.. Чим-ха, чим-ха, малалла вулар.

…манӑн пике София ниҫта кайса кӗреймест, чупкаласа кӑна ҫӳрет. Вӑл бала кайма хатӗрленет, эпӗ вара вӑл ҫук чух сана ҫыру ҫырма пултаратӑп тесе питӗ те хӗпӗртерӗм. Манӑн София, тумланнӑ чухне ытлашшипех хирӗҫет пулсан та, бала кайма питӗ хавас. Ма сhеrе, бала каяссинче мӗн лайӑххи пуррине эпӗ ниепле те ӑнланса илейместӗп. София балран ирхине ултӑ сехетре таврӑнать, эпӗ вара унӑн шурса кайнӑ ырхан питне курсанах, ӑна, мӗскӗне, унта апат ҫитерменнине туйса илетӗп. Тӳррипех калатӑп, эпӗ нихҫан та ҫапла пурӑнма пултараяс ҫук. Мана пӑчӑрпа соус е ӑшаланӑ чӑх ҫунатти памасан, манпа мӗн пулса тӑнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫавӑн пекех пӑтӑпа соус та аван. Кишӗр, ҫарӑк е артишок нихҫан та лайӑх пулас ҫук.

Ҫырӑва тикӗс ҫырман. Ҫын ҫырманни тӳрех сисӗнет. Пуҫлама аванах пуҫлать, пӗтерме йытӑлла пӗтерет. Тепӗр ҫыруне пӑхса тухар-ха, темле вӑрӑм ҫыру. Кхм! числине те лартман.

«Эх, савнӑ тусӑм, ҫуркунне ҫывхарни мӗн тери сисӗнсе тӑрать… Манӑн чӗрем теме кӗтнӗ пекех тапать. Хӑлхара яланах шав тӑрать. Ҫавӑнпа та эпӗ урана ҫӗклесе нумай вӑхӑт алӑк еннелле пӑхса, итлесе тӑратӑп. Эпӗ сана вӑрттӑн калам, манӑн куртизансем нумай. Час-часах чӳрече ҫинче вӗсене пӑхса ларатӑп. Эх, пӗлсенччӗ эсӗ, мӗнле хитре маррисем пур вӗсен хушшинче! Пӗри, пӳртре тытман йытӑ, армак-чармакскер, ҫав тери тӑнсӑр, сӑнӗнчен пӑхсан та тӑнсӑрри курӑнса тӑрать, хӑй пырать вара урампа пуҫне каҫӑртса, ун ҫине пурте пӑхаҫҫӗ тет пулас. Такам пӑхтӑр. Эпӗ курман пек ҫеҫ пулатӑп. Тата мӗнле хӑрушӑ та пысӑк йытӑ чарӑнса тӑрать ман чӳрече умӗнче! Вӑл кайри урисем ҫине тӑрсан, София ашшӗнчен, самаях пысӑк та мӑнтӑр ҫынран та ҫӳллӗрех пулӗ, анчах та вӑл, путсӗр, кайри урисем ҫине тӑма пултараймасть. Ҫак ухмах питӗ сӗмсӗр пулма тивӗҫ. Эпӗ ун ҫине вӗркелесе те пӑхрӑм, вӑл нимӗн те шарламасть. Хӑть пит-куҫне пӗркелесе илинччӗ, ҫук, пысӑк хӑлхисене уснӑ, чӗлхине кӑларнӑ, чӳречерен пӑхать, мужик пекех ҫав! mа сhеrе, эпӗ пурин ҫине те пӗр пек пӑхатӑп тесе шутлатӑн пулӗ эсӗ, — ҫук-ҫке… Эс кӳршӗ хӳми урлӑ каҫса кӗрекен Трезор ятлӑ каччӑна курасчӗ. Эх, мӗнле илемлӗ сӑн-питлӗ вӑл, mа сhеrе!

Тьфу, мур патне!.. Пулать те ӑҫти-ҫук!.. Юрать-и вара ҫакӑн пек кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен ҫырма? Мана ҫынсем ҫинчен ҫырнине парӑр! Манӑн этеме курас килет; манӑн хамӑн чӗрене лӑплантаракан япала ҫинчен пӗлес килет; ун вырӑнне пули-пулми ҫинчен вулатӑп… — Тепӗр страницине уҫар-ха, лайӑхраххи ҫук-ши.

…София сӗтел хушшине ларса темӗн ҫӗлерӗ. Эпӗ чӳречерен пӑхса лартӑм. Юрататӑп эпӗ иртен-ҫӳренсем ҫине чӳречерен пӑхса ларма. Сасартӑк лакей кӗчӗ те: «Теплов килчӗ», тесе каласа хучӗ. — «Кӗтӗр!» терӗ те София, мана ыталама пуҫларӗ. «Эх, Меджи, Меджи, пӗлсенччӗ эсӗ вӑл кам пулнине: хура сӑн-питлӗ, камер-юнкер, куҫӗсем мӗнле! Хура та вут пекех ҫутӑ». София вара пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ. Тепӗр минутран пӳлӗме хура бакенбардлӑ ҫамрӑк камер-юнкер кӗчӗ; тӗкӗр ҫине пӑхса ҫӳҫӗсене майларӗ те пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ. Эпӗ хӑрлаткаласа илтӗм те хамӑн вырӑна кайса лартӑм. Часах София кӗчӗ, леш урисене шартлаттарни ҫине хавассӑн пуҫ тайса саламларӗ; эпӗ вара нимӗн те асӑрхаман пек пулса чӳречерен пӑхса лартӑм, анчах кӑшт пуҫа пӑрса вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлеме тӑрӑшрӑм. Эх, mа сhеrе, мӗн ҫинчен кӑна супӗлтетмерӗҫ вӗсем! Пӗр хӗрарӑм ташланӑ чух пӗр фигура вырӑнне тепӗр фигура туни ҫинчен, темле Бобов тенӗскер хӑй ҫине жабо тӑхӑнсан аист кайӑк евӗр пулни ҫинчен, вӑл пӗррехинче кӑшт ҫеҫ ӳкменни ҫинчен, симӗс куҫлӑ темле Лидина хӑйӗн куҫне кӑвак тесе шутлани ҫинчен тата ытти ҫинчен те. Манӑн Трезорпа ҫак камер-юнкера танлаштарсан, мӗнле уйрӑмлӑх вӗсен хушшинче! Пӗлӗт пекех аякра. Пӗрремӗшӗнчен, камер-юнкер сарлака та самӑр питлӗ тата хура тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхнӑ пекех хуп хура бакенбардлӑ, Трезорӑн вара пичӗ мӑнтӑр мар, ҫамки ҫинче шурӑ хушка пур. Камер-юнкерӑн пилӗкне те Трезорӑннипе танлаштарма май ҫук. Куҫӗсем, кулкаласа калаҫнисем йӑлтах урӑхла. Мӗнле пысӑк уйрӑмлӑх! Мӗншӗн кӑмӑлланӑ София хӑйӗн Тепловне, эпӗ пӗлместӗп. Мӗншӗн вӑл ӑна ҫав тери ырлать?

Мана хама та кунта йӑнӑш пур пек туйӑнать. Камер-юнкер ӑна вӑл таранах ҫавӑрма пултарайман. Малалла пӑхар-ха.

Ӑна ҫак камер-юнкер кӑмӑла кайсан, София ашшӗ кабинетӗнче ларакан чиновник та часах кӑмӑлне каяссӑн туйӑнать. Эх, mа сhеrе, пӗлсенччӗ эсӗ, ҫак чиновник мӗнле илемсӗр ҫын иккенне. Михӗ тӑхӑнтарнӑ тимӗр шапа пекех… Кам-ши вара ку чиновник?

Хушамачӗ унӑн тӗлӗнмеллерен те тӗлӗнмелле. Вӑл яланах, перо шӗвӗртсе ларать. Ҫӳҫӗ унӑн утӑ капанӗ евӗрлӗ. Ӑҫта та пулин каймалла пулсан, София ашшӗ вара хӑйӗн тарҫи вырӑнне яланах ӑна ярать…

Ҫак ирсӗр йытӑ ман ҫинчен ҫырнӑ пек туйӑнать. Ӑҫтан-ха ман ҫӳҫ утӑ капанӗ евӗрлӗ пултӑр?

София ун ҫине пӑхсан ниепле те кулмасӑр чӑтса тӑма пултараймасть.

Суятӑн эсӗ, путсӗр йытӑ! Эккей, епле киревсӗр чӗлхе. Пӗлместӗп тетӗр пулас ку кӗвӗҫнинчен килнине. Пӗлместӗп тетӗр пулас ку камӑн ӗҫӗ пулнине. Ку отделени начальникӗн ӗҫӗ. Тупа тунӑ ӗнтӗ вӑл кураймастӑп тесе, халь кашни утӑмрах сиен кӳрет. Ҫапах та тата тепӗр ҫыруне пӑхар-ха. Унта, тен, ку ӗҫ хӑй тӗллӗнех паллӑ пулӗ.

Ма сhеrе Фидель, эсӗ мана хӑвӑн патна нумай вӑхӑт хушши ҫыру ҫырманшӑн каҫар. Эпӗ хӗпӗртемеллипех хӗпӗртерӗм. Тӗрӗс каланӑ пӗр писатель, юрату вӑл иккӗмӗш пурнӑҫ тесе. Тата пирӗн килте пысӑк улшӑну. Камер-юнкер пирӗн пата кашни кунах ҫӳрет. София ӑна ухмаха тухас пекех юратса пӑрахнӑ. Ашшӗ те питӗ хавас. Урай шӑлакан Кӗркури часах туй пуласси ҫинчен калаҫнине илтрӗм эпӗ. Вӑл яланах хӑй тӗллӗн калаҫса ҫӳрет. Софие ашшӗ генерала, камер-юнкера е тата ҫар полковникне качча парасшӑн…

Мур илесшӗ! эпӗ урӑх вулама пултараймастӑп… Яланах е камер-юнкер е генерал. Тӗнчере мӗнпур лайӑх япала е камер-юнкерсене е генералсене лекет. Тупатӑн хӑвна валли пӗчӗк телей, алла илес тесе шутлатӑн, — санран е камер-юнкер е генерал туртса илет. Мур илесшӗ! Манӑн хамӑн генерал пуласчӗ, качча пыма килӗшетӗн-и тесе ыйтма мар, вӗсен хушшинче пурӑнса вӗсем мӗнле йӑпӑлтатнине курма кӑна пуласчӗ. Кайран: сирӗн ҫине иксӗр ҫине те суратӑп тесе каласа хурасчӗ. Мур илесшӗ, кӳрентерет! Эпӗ ухмах йыттӑн ҫырӑвӗсене ҫурса пӑрахрӑм.

Декабрӗн 3-мӗшӗ. Пулма пултараймасть. Суя сӑмах кӑна! Туйӗ пулмасть! Мӗнех вара вӑл камер-юнкер пулни. Ку вӑл тивӗҫлӗх анчах-ҫке-ха, курӑнакан тата алла илмелли япала мар. Вӑл камер-юнкер пулнипе ҫамки ҫине виҫҫӗмӗш куҫ шӑтса тухман-ҫке-ха. Унӑн сӑмси те ылтӑнран мар, манӑнни е урӑх ҫынсенни пекех; вӑл та сӑмсипе ҫимест — шӑршлать, ӳсӗрмест — сунаслать. Эпӗ ку уйрӑмлӑхсем мӗнрен килнине темиҫе хут та тавҫӑрса илме тӑрӑшрӑм, Эпӗ мӗншӗн титулярнӑй советник, мӗн пирки титулярнӑй советник? Тен, эпӗ мӗнле те пулин граф е генерал пулӗ, ахальтен анчах хам титулярнӑй советник пек туйӑнатӑп пулӗ? Тен, кам иккенне эпӗ хам та пӗлместӗп? Сахал-и вара историре ҫавӑн пек тӗслӗхсем: дворянин мар, ахаль ҫынах, мещен е хресчен, сасартӑк ӑна эсӗ вельможа е патша тесе пӗлтереҫҫӗ. Мужиксенчен ҫавӑн пек ҫынсем тухма пултараҫҫӗ пулсан, дворянсенчен мӗн чухлӗ? Ҫӑмахран, эпӗ сасартӑк генерал тумтирӗпе пырса кӗретӗп: манӑн сылтӑм хулпуҫҫи ҫинче эполет, сулахай хулпуҫҫи ҫинче те эполет, хулпуҫҫи урлӑ кӑвак лента ҫакса янӑ, Ун чух мӗн калаҫӗ вара манӑн илемлӗ хӗр? Мӗн калӗ ашшӗ, манӑн директор? О, вӑл хӑйне хисепленине юратакан ҫын! Вӑл масон, чӑнах та масон, ахальтен ҫеҫ ун пек те кун пек хӑтланать, вӑл масон иккенне эпӗ часах асӑрхарӑм: вӑл кама та пулин алӑ тытас пулсан, икӗ пӳрнине ҫеҫ парать. Эпӗ ҫак минутрах генерал-губернатор е интендант е кам та пулсан урӑххи пулма пултараймастӑп-и вара? Манӑн хам мӗншӗн титулярнӑй советник пулнине пӗлесчӗ. Мӗншӗн урӑх ҫын мар, титулярнӑй советник?

Декабрӗн 5-мӗшӗ.

Паян ир ҫинче вӗҫӗмсӗр хаҫат вуларӑм. Тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ Испанире. Эпӗ вӗсене лайӑхрах ӑнланса илме те пултараймарӑм, Престола пӑрахӑҫа кӑларнӑ, короле суйласа лартас ӗҫре чинсем аптраса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа халӑх лӑпкӑ мар, тесе ҫырать хаҫат. Ку мана тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ. Престола мӗнле пӑрахӑҫа кӑларӑн? Хаҫат престола темле дона йышӑнмалла тесе ҫырать. Дона престола йышӑнма пултараймасть. Ниепле те пултараймасть. Престолта король пулмалла. Король ҫук, теҫҫӗ. — Мӗнле-ха вара король ҫук? Патшалӑх ниепле те корольсӗр пулма пултараймасть. Король пурах, анчах вӑл таҫта паллӑ мар ҫӗрте пурӑнать. Вӑл, тен, унтах, анчах хушамачӗ пирки е кӳршӗ патшалӑхсем, сӑмахран, Франци е ытти ҫӗрсем хӑратнӑ пирки пытанса пурӑнать, тен, мӗнле те пулин урӑх сӑлтавсем пур.

Декабрӗн 8-мӗшӗ.

Эпӗ департамента каяс тесех тӑраттӑм, анчах тӗрлӗ сӑлтавсемпе шухӑшсене пула чарӑнса тӑтӑм. Испанире пулса иртекен ӗҫсем пуҫран тухма пӗлмерӗҫ. Мӗнле-ха вара дона королева пулма пултартӑр? Апла тума ирӗк памаҫҫех ӗнтӗ. Малтанах Англи килӗшмест. Тата мӗн-пур Европӑри политикӑлла ӗҫсем ун пек тума памаҫҫӗ: Австри императорӗ, пирӗн патша… Тӳррипех калатӑп, унти ӗҫсемшӗн эпӗ питӗ пӑшӑрхантӑм, ӑшӑма ҫунтартӑм, ҫавӑнпа кунӗпех ним тумасӑр ирттертӗм. Сӗтел хушшинче лӑпкӑн ларманшӑн мана Мавра та вӑрҫрӗ. Чӑнах та эпӗ шухӑшсем сапаланса кайнипе икӗ турилккене урайне ӳкерсе ҫӗмӗртӗм пулас. Апат хыҫҫӑн ҫӳлле тусем патне кайса ҫӳрерӗм. Нимех те лайӑххи пулмарӗ. Ытларах вырӑн ҫинче выртса, Испанире пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен шухӑшласа вӑхӑт ирттертӗм.

2000-мӗш ҫул, апрелӗн 43-мӗшӗ.

Паянхи кун — питӗ чаплӑ ҫӗнтерӳ кунӗ! Испанире король пур. Вӑл тупӑннӑ! Ку король эпӗ. Паян пӗлтӗм те ӗнтӗ ун ҫинчен. Тӳррипех калатӑп, эпӗ сасартӑк ҫиҫӗм пек ҫутӑлса кайрӑм. Эп хама ку таранччен мӗншӗн титулярнӑй советник тесе ҫӳренине ӑнланса та илейместӗп. Ку ухмахла шухӑш мӗнле ман пуҫа кӗме пултарнӑ? Юрать-ха ку таранччен никам та мана ухмаха ернисен ҫуртне хупса лартасси пирки тавҫӑрса илеймен. Халь ӗнтӗ маншӑн пурте паллӑ. Халь пурне те аллаппи ҫинчи пекех куратӑп. Унччен мана пурте тӗтрери пек курӑнатчӗ. Ҫакӑ вӑл йӑлтах ыттисем ҫыннӑн пуҫ мимийӗ пуҫра тесе шухӑшланӑ пирки пулнӑ пулӗ тетӗп эпӗ; пӗрре те ун пек мар: пуҫ мимине Каспи тинӗс енчен вӗрекен ҫил илсе килет. Малтан эпӗ хам кам пулни ҫинчен Маврӑна пӗлтертӗм. Вӑл, хӑй умӗнче Испани королӗ тӑнине курсан, аллисемпе хӑлаҫланкаласа илчӗ те кӑштах вилсе каймарӗ. Вӑл, ухмах, нихӑҫан та Испани корольне курман-ҫке-ха! Анчах та эпӗ ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӑм, ӑшӑ сӑмахсем каласа хам ӑна хисепленине ӗнентересшӗн пултӑм, тепӗр чух атта начар тасатнӑшӑн пӗрре те ҫилленместӗп, терӗм. Вӑл хура халӑхран тухнӑ-ҫке-ха. Вӗсене аслӑ материсем ҫинчен калама юрамасть. Вӑл Испанири корольсем пурте II Филипп пек тесе шанса тӑрать, ҫавӑнпа хӑраса ӳкрӗ. Анчах эпӗ ӑна хам Филиппа нихӑш енчен те пӗр пек мар пулни ҫинчен тата манӑн пӗр капуцин та ҫукки ҫинчен каласа ӑнлантартӑм. Департамента каймарӑм. Мур ҫине вӑл! Ҫук, тусӑмсем, халӗ эсир мана илӗртсе кӗртеймӗр, эпӗ текех сирӗн ухмахла хутӑрсене куҫарса ҫырса лармӑп!

Мартобрӗн 86-мӗш числи. Кунпа ҫӗр хушшинче.

Паян мана ӗҫе чӗнме экзекутор килчӗ; хам ӗҫе ҫӳременни виҫӗ эрне ытларах ӗнтӗ. Департамента шӳтшӗнех кайрӑм. Отделени начальникӗ эпӗ ӑна пуҫ тайӑп, унран каҫару ыйтӑп тесе шутланӑ ӗнтӗ, анчах эпӗ ун ҫине ним те пулса иртмен пекех ҫиллӗн те мар, ырӑ суннӑ пек те мар пӑхса илтӗм те хам вырӑна лартӑм. Никама курман пек пултӑм. Канцеляри путсӗрӗсем ҫине пӑхса илсе ҫапла шухӑшларӑм: хӑвӑр хушшӑрта кам ларнине пӗлсен, мӗн тӑвӑттӑрччӗ-ши эсир, терӗм… Турӑ ҫырлахтӑрах! мӗнле шавлама пуҫланӑ пулӑттӑр, отделени начальникӗ хӑй те директора пуҫ тайнӑ пекех мана пилӗк таран пуҫ тайнӑ пулӗччӗ. Экстракт тума ман умма темле хутсем пырса хучӗҫ. Анчах эпӗ вӗсене пӳрнепе те тӗксе пӑхмарӑм. Темиҫе минут иртсен пурте вырӑнӗсенчен хускалчӗҫ. Директор килет тесе пӗлтерчӗҫ. Чиновниксенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсене кӑтартас шутпа вӑхӑтлаха канма коридора тухрӗҫ. Эпӗ вара вырӑнтан та хускалмарӑм. Директор пирӗн пӳлӗм урлӑ иртсе пынӑ чух чиновниксем тӳмисене тӳмелесе майларӗҫ; эпӗ татах вырӑнтан та хускалмарӑм. Мӗнех вара вӑл директор! Эпӗ ун умӗнче тӑрам-и — нихӑҫан та тӑмастӑп! Мӗнле директор вара вӑл? Директор мар вӑл, пӑкӑ. Бутылкӑсене пӑкӑлакан пӑкӑ анчах, урӑх ним те мар. Пуринчен ытларах ман пата алӑ пустарма хут илсе пырса пани кулӑшла пек туйӑнчӗ. Вӗсем эпӗ хут листи вӗҫӗнче «столоначальник ҫавӑ» тесе ҫырса хурасса кӗтнӗ ӗнтӗ. Ун пек-ши вара? Эпӗ шӑп директор алӑ пусакан вырӑна: Фердинанд VIII тесе алӑ пусса хутӑм. Эсир вӗсем мӗнле шӑпланса ларнине курсанччӗ; эпӗ «нимле подданичество та кирлӗ мар!» тесе алӑ султӑм та канцеляринчен тухса кайрӑм. Унтан тӳрех директор хваттерне утрӑм. Вӑл килте пулмарӗ. Лакей мана кӳртесшӗн те марччӗ, анчах эпӗ пӗр сӑмах каласа хурсанах вӑл аллисене лаштах усрӗ. Эпӗ вара тӳрех хӗрӗ тумланакан пӳлӗме кӗтӗм. Вӑл, тӗкӗр умӗнче лараканскер, мана курсанах каялла сиксе ӳкрӗ. Ҫапах та этӗ хам Испани королӗ пулнине каламарӑм. Эпӗ: сире хӑвӑр ӗмӗтленме те пултарайман пысӑк телей кӗтет, курайман ҫынсем тем пек хирӗҫ пулсан та, эпир иксӗмӗр пӗрле пулатпӑр, терӗм. Эпӗ урӑх пӗр сӑмах та калаҫасшӑн пулмасӑр пӳлӗмрен тухрӑм. О, мӗнле усал япала вӑл, хӗрарӑм тени! Хӗрарӑм мӗнле усал япала иккенне эпӗ тин кӑна туйса илтӗм. Ку таранччен хӗрарӑм кама юратса пурӑннине никам та пӗлмен, ӑна эпӗ кӑна туйса илтӗм. Хӗрарӑм вӑл шуйттана юратать. Пӗр шӳтлемесӗрех, чӑн сӑмахпа калатӑп. Физиксем вӑл ун пек те, кун пек тесе пустуя ҫыраҫҫӗ, хӗрарӑм шуйттана кӑна юратать. Авӑ, куратӑр-и, ҫӳлти ярусран пӗр хӗрарӑм лорнет витӗр пӑхать. Вӑл ҫак ҫӑлтӑрсем ҫакса янӑ самӑр ҫын ҫине пӑхать тетӗр-и? Ҫук, вӑл ҫав самӑр ҫын хыҫӗнче тӑракан шуйттан ҫине пӑхать. Акӑ шуйттан унӑн ҫӑлтӑрӗ ӑшне кӗрсе пытанчӗ те хӗрарӑма кӑчӑк туртать! Вӑл ҫав шуйттана качча тухать. Чӑнах тухать. Акӑ вӗсен ашшӗсем, чиновниксем, хӑйсене патриотсем, ун пек те кун пек, теҫҫӗ: аренда, аренда илесшӗн вӑл патриотсем! Вӗсем, укҫа тесен, ашшӗне те, амӑшне те, турра та сутса яраҫҫӗ, чысшӑн ҫунакансем, Христоса сутакансем! Чыса юратни, вӗҫӗмсӗр чыса юратни вӑл пӗтӗмпех чӗлхе айӗнчи пӗчӗк хӑмпӑ ӑшӗнче булавка пуҫӗнчен пысӑках мар ӑман пурринчен килет. Ку ӑмансене вара Горохӑвӑй урамӗнче пурӑнакан цирульник тӑвать. Унӑн ятне эпӗ астӑваймастӑп. Анчах ҫак ӗҫе пӗтӗмпех Турци султанӗ пуҫласа янӑ, цирульнике ҫавӑ сутӑн илнӗ. Султан пӗтӗм тӗнчипе Магомет тӗнне сарасшӑн. Францире нумайӑшӗ Магомет тӗнне йышӑннӑ та теҫҫӗ ӗнтӗ.

Нимӗнле кун та мар. Кун числосӑр пулчӗ.

Паян хам камне палӑртмасӑр Невски проспектпа ҫӳрерӗм. Урампа государь император иртсе кайрӗ. Пурте ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ, эпӗ те ҫӗлӗке хыврӑм, анчах хам Испани королӗ пулнине палӑртмарӑм. Хам кам иккенне ҫакӑнта мӗнпур ҫын умӗнче пӗлтерме аван мар терӗм, мӗншӗн тесен малтан император ҫуртне пымалла. Мана хамӑн ку тарана ҫитсе те король тумӗ ҫукки чарчӗ. Мӗнле те пулсан манти те пулин тупмалла. Эпӗ манти ҫӗлеме ҫӗвӗҫе парасшӑн пултӑм, анчах ҫӗвӗҫсем вӗсем чӑн-чӑн ашаксем, хӑйсен ӗҫӗсене тӑвас вырӑнне нумай чухне урамра чул сараҫҫӗ. Эпӗ мантие икӗ хут ҫеҫ тӑхӑннӑ вицмундиртен тума шутларӑм. Ҫынсем курасран алӑка питӗрсе илтӗм те хамах ҫӗлеме лартӑм, пӑсса тӑкӗҫ тесе ирсӗр ҫӗвӗҫсене ҫӗлеме памарӑм. Вицмундире йӑлтах вакласа тӑкрӑм, мӗншӗн тесен мантие йӑлтах урӑхла ҫӗлемелле.

Числона астӑваймастӑп.

Уйӑх та ҫук. Шуйттан пӗлет-и мӗн иккенне.

Мантие ҫӗлесе пӗтертӗм, вӑл йӑлтах хатӗр. Эпӗ ӑна тӑхӑнса ярсанах Мавра хӑраса ӳкнипе кӑшкӑрса ячӗ. Анчах эпӗ двореца кайма хӑяймастӑп-ха. Ку тарана ҫитсе те Испанирен депутатсем килмерӗҫ. Депутатсемсӗр кайма аван мар. Манӑн тивӗҫлӗхӗн виҫи чакма пултарать. Кашни сехетрех вӗсене кӗтсе пурӑнатӑп.

Пӗрремӗш число.

Мана депутатсем васкаманни тӗлӗнтерет. Мӗнле сӑлтавсем чарма пултарнӑ-ха вӗсене? Франци мар-ши? Чӑнахах та вӑл питӗ те киревсӗр патшалӑх. Депутатсем килнипе килменнине пӗлме почта кайса пӑхрӑм. Почтмейстер, ытла та ухмахскер, нимӗн те пӗлмест: кунта нимӗнле Испани депутачӗсем те ҫук, ҫыру ярас пулсан, ҫирӗплетнӗ хак тӑрӑх илетпӗр, тет. — Мур илесшӗ! Ҫыру мӗн вӑл? Пустуй япала кӑна. Ҫырусене аптекарьсем анчах ҫыраҫҫӗ…

Мадрид. февруарий уйӑхӗн вӑтӑрмӗшӗ.

Акӑ эпӗ Испанире, кунта эпӗ хам ӑнкарса илме ӗлкӗричченех ҫитрӗм. Паян ирхине ман патӑма Испани депутачӗсем килчӗҫ те хӑйсемпе пӗрле каретӑна лартрӗҫ. Ку хӑвӑртлӑх мана пӑртак тӗлӗнтерчӗ те. Эпир ҫил пек вӗҫтертӗмӗр, ҫур сехетренех Испани чиккине ҫитсе тӑтӑмӑр. Халь мӗнпур Европӑра чугун ҫулсем пур-ҫке, пӑрахутсем те хӑвӑрт ҫӳреҫҫӗ. Тӗлӗнмелле ҫӗршыв вӑл Испани: пӗрремӗш пӳлӗме кӗрсенех эпӗ пуҫӗсене хыртарнӑ ҫынсене куртӑм. Ҫапах та эпӗ кусем доминикансем е каяпцинсем пулнине ӑнкарса илтӗм, вӗсем пуҫесене хыртараҫҫӗ. Мана алӑран ҫавӑтса пыракан государственнӑй канцлер калаҫни питӗ тӗлӗнтерчӗ; вӑл мана пысӑках мар пӳлӗме тӗртсе кӗртрӗ те: лар кунта, эсӗ каллех хӑвна Фердинанд король тетӗн пулсан, эпӗ сана ун пек калама пӑрахтаратӑп, терӗ. Эпӗ хам тӗрӗс каланине пӗлсе тӑнӑ пирки унпа килӗшмесӗр хирӗҫлерӗм, куншӑн вара вӑл мана хӑйӗн патаккипе икӗ хутчен ҫурӑмран питӗ хытӑ ҫапрӗ, эпӗ кӑштах кӑшкӑрса ямарӑм, ку вӑл пысӑк чин панӑ чухнехи рыцарьла йӑла пулнине пӗлнӗрен ҫеҫ хама тытса чартӑм, мӗншӗн тесен Испанире рыцарьла йӑласем халӗ те пӑрахӑҫа тухман-ха. Пӗччен юлсан эпӗ патшалӑх ӗҫне тытӑнма шутларӑм. Эпӗ ҫакна шыраса тупрӑм: Испанипе Китай пӗр ҫӗршывах иккен, ухмахсем кӑна вӗсене уйрӑм патшалӑхсем тесе шутлаҫҫӗ. Хут ҫине Испани тесе ҫырӑр-ха, вара вӑл Китай тени пулать. Анчах мана ыран пулса иртес ӗҫ кӳрентерчӗ. Ыран ҫичӗ сехетре тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртмелле: ҫӗр уйӑх ҫине лармалла. Ун ҫинчен Англи чаплӑ химикӗ Велингтон та ҫырать. Тӳррипех калатӑп, уйӑх ҫирӗп маррине пӗлсе, эпӗ куншӑн чӗререн кулянатӑп. Уйӑха яланах Гамбургра тӑваҫҫӗ; начар тӑваҫҫӗ. Тӗлӗнетӗп, мӗнле ку тарана ҫитсе те Англи ҫакӑн ҫине ҫаврӑнса пӑхмасть? Уйӑха пичке ӑсти, уксах ҫын тӑвать, хӑй уйӑх ҫинчен нимӗн чухлӗ те пӗлмест пулмалла. Ҫак ӑстаҫӑ ҫӗр ҫине сӑмалапа тата йывӑҫ ҫӑвӗпе сӗрнӗ канат тӑсса хунӑ. Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинче чӑтма ҫук шӑршӑ, ирӗксӗрех сӑмсана хуплас пулать. Ҫавӑнпах тата уйӑх ҫинче ҫынсем те пурӑнма пултараймаҫҫӗ, унта халь сӑмсасем анчах пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна пула эпир хамӑр сӑмсасене курма пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пурте уйӑх ҫинче пуранаҫҫӗ. Ҫӗр йывӑр япала пулни, вӑл уйӑх ҫине утланса ларсан пирӗн сӑмсасене ҫӑнӑх пекех ватса пӑрахма пултарни ҫинчен шутласанах эпӗ питӗ пӑшӑрханма тытӑнтӑм, чӑлхапа пушмак тӑхӑнса, государственнӑй совет пӳлӗмне чупрӑм, полицие ҫӗр чӑмӑрне уйӑх ҫине ларма ирӗк ан парӑр тесе хушма васкарӑм. Государственнӑй совет пӳлӗмӗнче капуцинсем питӗ те йышланччӗ; вӗсем ӑслӑ ҫынсем; эпӗ «господасем, уйӑх ҫине ҫӗр чӑмӑрӗ ларасшӑн, хӑтарӑр уйӑха!» тесе кӑшкӑрса ярсанах вӗсенчен нумайӑшӗ, манӑн, монархӑн, кӑмӑлне тултарас тесе, уйӑха тытма стенасем ҫине хӑпарса кайрӗҫ, анчах ку вӑхӑтра аслӑ канцлер кӗчӗ. Ӑна курсанах пурте тарса пӗтрӗҫ. Эпӗ вара, король, пӗчченех тӑрса юлтӑм. Тӗлӗнмелле, канцлер мана патакпа ҫапрӗ, пӳлӗмелле хӑваласа ячӗ. Испанире халӑх йӑлисем питӗ те сарӑлнӑ иккен!

Ҫав ҫулах. Февраль хыҫҫӑн килнӗ январь уйӑхӗ.

Ку тарана ҫитсе те Испани мӗнле ҫӗршыв пулнине ӑнланса илейместӗп. Халӑх йӑлисемпе патша ҫурчӗн виҫисем йӑлтах урӑхла. Ӑнланмастӑп, ӑнланмастӑп, ниепле те ӑнланмастӑп. Монах пулмастӑп тесе вӑйпах кӑшкӑртӑм пулсан та, паян ман ҫӳҫе хырса ячӗҫ. Пуҫ тӳпине сивӗ шыв тумлатма тытӑнсан мӗн пулса иртнине астуса илме те пултараймастӑп. Ҫакӑн пек тамӑка эпӗ нихӑҫан та тӳссе ирттермен. Эпӗ урса кайма та хатӗрччӗ, аран-аран тытса чарчӗҫ. Ҫак тӗлӗнмелле йӑла пӗлтерӗшне пачах ӑнланмастӑп. Ухмахла йӑла! Ӑна ку тарана ҫитсе те пӗтерме пултарайман корольсен ӑссӑрлӑхӗнчен тӗлӗнетӗп. Пурин тӑрӑх та сисетӗп: эпӗ инквизици аллине лекмен-ши? Хам канцлер вырӑнне йышӑнакан ҫын чи хӑрушӑ инквизитор мар-ши? Анчах ниепле те ӑнланаймастӑп: король мӗнле инквизицине лекме пултартӑр? Ҫавнашкал ӗҫ Франци хӗтӗртнипе пулма пултарать, ку ӗҫре чи усалли Полинияк. О, мур илесшӗ, Полинияк! Мана виличченех сӑтӑр кӳме тупа тунӑ. Акӑ халь хӗтӗртет те хӗтӗртет; анчах та, тусӑм, эпӗ пӗлетӗп: эсӗ кӑна акӑлчан хушнипе тӑватӑн. Акӑлчан вӑл пысӑк политик. Вӑл пур ӗҫе те пӑсать. Англи табак шӑршлать пулсан, Франци вара сунаслать, кӑна ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче пӗлет.

25-мӗш число.

Паян аслӑ инквизитор манӑн пӳлӗме кӗчӗ, эпӗ, унӑн ури сассине аякранах илтсе, тенкел айне пытанса лартӑм. Вӑл мана тупаймасӑр кӑшкӑрсах чӗнме пуҫларӗ. Малтан: Поприщин! тесе кӑшкӑрчӗ, — эпӗ пӗр сӑмах та чӗнмерӗм. Унтан: Аксентий Иванов! титулярнӑй советник! дворянин! — терӗ. Эпӗ ҫав-ҫавах шарламарӑм. — Испани королӗ, VIII Фердинанд! — терӗ. — Эпӗ пуҫа кӑларса чӗнес терӗм, анчах, ҫук, шӑллӑм, улталаймӑн тесе шухӑшласа илтӗм. Пӗлетпӗр эпир сана: татах пуҫ тӳпине сивӗ шыв тӑкма пуҫлатӑн. Анчах вӑл мана курчӗ те патаккипе тенкел айӗнчен хӑваласа кӑларчӗ. Калама ҫук хыт тивет ҫӗр ҫӑтман патакки. Тепӗр тесен, хам, паян шухӑшласа кӑларнӑ япала пуриншӗн те парне пулса тӑчӗ; эпӗ ҫакна пӗлтӗм: кашни автанӑнах хӑйӗн Испанийӗ пур иккен, ҫак Испани вӗсен тӗкӗ айне вырнаҫнӑ. Аслӑ инквизитор ҫапах та ман пӳлӗмрен ҫилленсе тата мана темле наказанипе хӑратса тухса кайрӗ. Анчах та эпӗ, вӑл акӑлчан хӗҫпӑшалӗ, акӑлчан машини вырӑнӗнче ӗҫленине пӗлсе, инквизитор ҫилленнине ним вырӑнне те хумарӑм.

Чи 34 сло Мц гдао.

Февраль 349.
Ҫук, эпӗ тек чӑтса ирттерейместӗп.
Туррӑм! Мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем мана! Вӗсем ман пуҫ ҫине сивӗ шыв тӑкаҫҫӗ! Вӗсем мана курмаҫҫӗ, мана итлемеҫҫӗ. Мӗн тунӑ эпӗ вӗсене! Мӗншӗн асаплантараҫҫӗ вӗсем мана? Манран, мӗскӗнрен, мӗн кирлӗ вӗсене? Мӗн пама пултаратӑп эпӗ вӗсене? Манӑн нимӗн те ҫук. Эпӗ вӑйсӑр, манӑн пуҫ пӗҫерсе тӑрать, вӗсем асаплантарнине чӑтса ирттерме пултараймастӑп, куҫ умӗнче пӗтӗм япала пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнать. Ҫӑлӑр мана! Илсе кайӑр мана! Парӑр мана ҫил-тӑвӑл пек хӑвӑрт ҫӳрекен лашасем кӳлнӗ тройка! Лар, ман ямшӑк, янра ман шӑнкӑрав, вӗҫтерӗр манӑн лашасем, илсе кайӑр мана ҫак тӗнчерен! Инҫете, инҫете, нимӗн те курӑнман ҫӗре илсе кайӑр. Авӑ ман умра пӗлӗт ҫӗкленет, аякра ҫӑлтӑр йӑлтӑртатать; тӗксӗм йывӑҫсемлӗ вӑрман тӑрса юлать, ӑна уйӑх ҫутатать; ура айӗнче кӑвак тӗтре сарӑлать; тӗтрелӗхре хӗлӗх янӑрать: пӗр енче тинӗс, тепӗр енче Итали ҫӗршывӗ; авӑ вырӑссен пӳрчӗсем те курӑнаҫҫӗ. Ҫав, аякра кӑваккӑн курӑнаканни манӑн пӳрт мар-ши? Чӳрече умӗнче лараканни ман аннем мар-ши? Аннем, хӑтар хӑвӑн мӗскӗн ачуна! унӑн чирлӗ пуҫӗ ҫине куҫҫульне ӳкерсем! Пӑх-ха мӗнле асаплантараҫҫӗ вӗсем ӑна! мӗскӗн тӑлӑха хӑвӑн кӑкӑру патне чӑмӑрта-ха! Ун валли ҫут тӗнчере вырӑн ҫук! хӑвалаҫҫӗ ӑна!  — Аннем! хӗрхенсем хӑвӑн чирлӗ ачуна?..

Алжир бейӗн сӑмси айӗнчех мӑкӑль пур, ҫавна пӗлетӗр-и?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех