Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVI

Пай: Ашшӗсемпе ывӑлӗсем

Автор: Феофан Савиров

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫул: 1949; Хушнӑ: 2020.05.16 20:32

Пуплевӗш: 191; Сӑмах: 2173

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Одинцов хӑй пурӑннӑ чухне ҫӗнӗлӗхсем тума юратман, анчах «хӑш-пӗр чаплӑ туйӑмпа вылякаланӑ», ҫавна пула вӑл хӑйӗн садӗнчи кӳлӗпе теплица хушшинче кирпӗчрен грексенни евӗрлӗ портик пекки туса лартнӑ. Ҫав портикӑн, е галерейӑн, хыҫалти стени ҫине статуйӑсем валли ултӑ вырӑн уйӑрнӑ, статуисене Одинцов урӑх патшалӑхран ҫырӑнса илме шухӑшланӑ. Вӑл статуйӑсем Пӗчченлӗхе, Шӑплӑха, Шухӑшлӑха, Салхуллӑха, Вӑтанчӑклӑха тата Туйӑмлӑха пӗлтермелле пулнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Шӑплӑха пӗлтерекен хӗрарӑм-турра, пӳрнине тутисем ҫине хунӑскере, илсе килсе лартнӑ та пулнӑ; анчах ҫав кунхинех дворовӑй ачасем унӑн сӑмсине катса пӑрахнӑ. Кӳршӗри штукатур унӑн сӑмсине ӗлӗкхинчен виҫӗ хут аванрах туса лартма пулнӑ пулин те, Одинцов ӑна ҫапах урӑх ҫӗре илсе лартма хушнӑ. Вӑл вара нумай ҫулсем хушши хӗрарӑмсене тӗшмӗшле хӑратса авӑн лупасӗнче тӑнӑ. Портникӑн малти енне тахҫанах вӗтлӗх пусса илнӗ, симӗс ҫулҫӑсем хушшинчен колоннӑн тӑррисем кӑна курӑнса тӑнӑ. Портикра кӑнтӑрла та сивӗ пулнӑ. Анна Сергеевна, вӑл вырӑнта хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен курнӑранпа, унта ҫӳреме юратман; анчах Катя час-часах стенари пӗр шӑтӑк айне туса хунӑ пысӑк чул тенкел ҫине килкелесе ларнӑ. Сулхӑнра, уҫӑ сывлӑшра, вӑл кӗнеке вуланӑ, ӗҫленӗ е пуриншӗн те паллӑ, кӑшт кӑна ӑнлануллӑ тӑракан, хамӑр тавра, хамӑрта та татти-сыпписӗр явӑнакан пурӑнӑҫӑн анлӑ хумне чӑтӑмсӑррӑн хуралланине палӑртакан шӑплӑхӗпе савӑнса ларнӑ.

Базаров килсен тепӗр кунне Катя хӑй юратакан тенкел ҫинче ларнӑ, унпа юнашар каллех Аркадий пулнӑ. Хӑйпе пӗрле «портика» илсе кайма вӑл Катяран хӑех ыйтнӑ.

Ирхи апатчен сехете яхӑн юлнӑ; сывлӑмлӑ ир вырӑнне кун шӑрӑхланма пуҫланӑ. Аркадий сӑн-пичӗ ӗнерхи пекех, Катя — шухӑша кайнӑн курӑнать. Аппӑшӗ ӑна чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн хӑй патне кабинета чӗнсе илнӗ те, малтан ачашласа (ку Катяна яланах хӑратнӑ) Аркадирен хӑйне асӑрханарах тытма хушнӑ, тата тӑван мӑнаппӑшӗ те, килти ытти ҫынсем те асӑрханӑ япаларан, Аркадипе пӗччен ҫӗре кайса ҫӳрессинчен пӑрӑнма канашланӑ. Кунсӑр пуҫне, иртнӗ каҫхине Анна Сергеевна та кӑмӑллах пулман; Катя хӑй те, хӑйӗн айӑпне йышӑнсан, именнӗ пек пулнӑ. Халь, акӑ, Аркадий ыйтнипе килӗшсе, вӑл хӑйне хӑй унпа пӗрле юлашки хут ҫӳретӗп, терӗ.

— Катерина Сергеевна, — пуҫларӗ Аркадий темӗнле вӑтанчӑклӑ чӑрсӑрлӑхпа: — сирӗнпе пӗр ҫуртра пурӑнма тӗл килнӗренпе сирӗнпе нумай япала ҫинчен калаҫрӑм эпӗ, ҫав вӑхӑтрах маншӑн хальччен тапратман… питӗ пысӑк ыйту пур. Эсир ӗнер кунта мана урӑхлатни ҫинчен асӑрхаттартӑр, — терӗ вӑл Катя хӑй ҫине темӗскер ыйтнӑ пек пӑхнине сиссе тата унӑн куҫӗсенчен пӑрӑнса. — Чӑнах та, эпӗ нумай улшӑннӑ, эсир кӑна пуринчен те аванрах пӗлетӗр, — эпӗ, чӑннипе илсен, вӑл улшӑнушӑн сире парӑмлӑ.

— Эпӗ-и? Мана-и?.. — тесе илчӗ Катя.

— Эпӗ ӗнтӗ кунта килнӗ чухнехи именчӗк ача мар, — терӗ малалла Аркадий: — ахальтен мар эпӗ ҫирӗм виҫӗ ҫултан иртнӗ. Эпӗ ӗлӗкхи пекех усӑллӑ пуласшӑн, хамӑн пӗтӗм вӑйӑма чӑнлӑха парасшӑн; анчах идеалсене ӗлӗк шыранӑ ҫӗрте шырамастӑп ӗнтӗ, вӗсем маншӑн чылай ҫывӑхра пек… туйӑнаҫҫӗ. Халиччен эпӗ хама пӗлмен, хам умма вӑй ҫитмен задачӑсем кӑларса тӑратнӑ… Манӑн куҫсем, нумаях пулмасть, пӗр туйӑма пула уҫӑлчӗҫ. Эпӗ, тен, ытлашши уҫҫӑнах калаймастӑп, ҫапах та эсир мана ӑнланасса шанатӑп…

Катя нимӗн те ответлемерӗ, анчах Аркадий ҫине пӑхма чарӑнчӗ.

— Эпӗ шутлатӑп, — терӗ вӑл пӑлханчӑклӑрах сасӑпа, хӑйсем ҫинче шӑкӑлчи-кайӑк хурӑн ҫулҫисем хушшинче юрра шӑрантарнӑ хушӑра: — эпӗ пур тӳрӗ ҫынсен тивӗҫӗ те ҫав, ҫав… пӗр сӑмахпа каласан, хӑйне ҫывӑх ҫынсемпе пӗр пытармасӑр калаҫасси тесе шутлатӑп, ҫавӑнпа та эпӗ… эпӗ каласшӑн…

Анчах кунта Аркадийӗн илемлӗ сӑмахӗсем пӗтсе ларчӗҫ, вӑл ҫухалса кайрӗ, тытӑнса тӑчӗ, унӑн чӗнмесӗр лармалла пулчӗ. Катя ҫаплах куҫӗсене ҫӗклемест. Ҫак сӑмахсем пӗрмаях ӑҫталла илсе кайнине вӑл ӑнланман пек туйӑнчӗ, вӑл темскере кӗтрӗ.

— Эпӗ сире тӗлӗнтерессе малтанах курса тӑратӑп, — пуҫларӗ Аркадий вӑй пуҫтарса: — ҫитменнине тата вӑл, пӗр енӗпе, асӑрхӑр, пӗр енӗпе… сире пырса тивет. Эсир ӗнер ман ҫине тӗплӗх ҫителӗксӗр тесе ӳпкелешрӗр, — тӑсрӗ малалла Аркадий, лачакана кӗрсе кайнӑ ҫын хӑй кашни утӑмрах ытларан та ытларах путса пынине курнӑ ҫӗртех, часрах каҫса ӳкессе шанса малаллах васканӑ пек: — вӑл ӳпкелешӳ, тивӗҫ пулма пӑрахсан та… ҫамрӑк ҫынсем ҫине час-часах ӳкет; эпӗ хам ҫине ытларах шансан… («Пулӑшсам ара мана, пулӑш!» шухӑшларӗ нимӗн тума аптӑраса Аркадий, анчах Катя, халичченхи пекех, пуҫне ун ҫине ҫавӑрмарӗ.) Эхер те эпӗ хам шанма пултарсан…

— Эхер те эпӗ эсир мӗн каланине ӗненме пултарсан, — илтӗнсе кайрӗ ҫак самантра Анна Сергеевнӑн уҫӑ сасси.

Аркадий ҫавӑнтах шӑпланчӗ, Катя сӑнран кайрӗ. Портика хӳтӗлесе тӑракан тӗмсем аяккипе ҫывӑхрах пӗчӗк ҫул выртать. Вӑл ҫулпа Анна Сергеевнӑпа Базаров пыраҫҫӗ, Катяпа Аркадий вӗсене курӑнмаҫҫӗ, анчах кашни сӑмаха, кӗпе варкӑшнине, сывланине те илтеҫҫӗ. Вӗсем темиҫе утӑм утрӗҫ те, юри тенӗ пекех, шӑп портик умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ.

— Акӑ, куратӑр-и, — терӗ малалла Анна Сергеевна: — эпир йӑнӑшнӑ; эпир иксӗмӗр те ӗнтӗ, уйрӑммӑнах эпӗ, ытлашши ҫамрӑках мар. Эпир пурӑнса курнӑ, ывӑннӑ. Эпир иксӗмӗр те — мӗн турткаланса тӑмалли пур? — ӑслӑ: малтанах эпир пӗр-пӗрне интереслентертӗмӗр, пӗрне-пӗри пӗлесшӗн ҫунтӑмӑр… унтан…

— Унтан вара эпӗ пушанса юлтӑм, — хушса хучӗ Базаров.

— Эсир пӗлетӗр, пирӗн сивӗнӗвӗн сӑлтавӗ вӑл пулман. Анчах, кирек мӗнле пулсан та, эпир пӗр-пӗрне кирлех пулман, акӑ унӑн тӗп сӑлтавӗ, пирӗнте, мӗнле калас. пӗрпеклӗх нумай пулнӑ… Эпир ӑна часах ӑнланса илеймерӗмӗр. Аркадий акӑ, пачах урӑхла…

— Сире вӑл кирлӗ-и? — ыйтрӗ Базаров.

— Ан калаҫ, Евгений Васильевич. Эсир вӑл мана килӗштерет терӗр, мана та яланах хам ӑна килӗшнӗ пек туйӑнатчӗ. Хам унӑн инкӗшӗ пулма юранине пӗлетӗр эсир, анчах ун ҫинчен час-часах шухӑшлама тытӑннине те сирӗнтен пытарасшӑн мар эпӗ. Ҫак ҫамрӑк та чӗрӗ туйӑмра темӗнле илемлӗх пур…

— Кун пек чухне илӗртӳ туртӑмӗ сӑмах вырӑнаҫулӑрах, — пӳлсе хучӗ Базаров; унӑн лӑпкӑ та янӑравсӑр сассинче вӗчӗхӳ вӗресе тӑни сисӗнчӗ. — Аркадий ӗнер манпа темскер пытарса калаҫрӗ, анчах сирӗн ҫинчен те, йӑмӑкӑр ҫинчен те нимӗскер те каламарӗ… Ку пысӑка пӗлтерекен паллӑ.

— Вӑл Катяпа пӗтӗмпех пиччӗшӗ пек, — терӗ Анна Сергеевна: — тен, манӑн вӗсене пӗр-пӗринпе ҫав териех ҫывхартмалла пулман пулин те, мана килӗшет ку.

— Ку сирӗнте… аппӑшӗ калаҫать пуль? — терӗ Базаров вӑраххӑн.

— Пулма пултарать… анчах мӗн тӑратпӑр-ха эпир? Кайӑпӑр. Мӗнле тӗлӗнмелле калаҫу пирӗн, тӗрӗс мар-и? Кӗтме пултарнӑ-и-ха эпӗ сирӗнпе ҫакӑн пек калаҫасса? Эсир пӗлетӗр, эпӗ сирӗнтен хӑратӑп… ҫав вӑхӑтрах эпӗ сире шанатӑп та, мӗншӗн тесен, чӑннипе илсен, эсир питӗ ырӑ.

— Пӗрремӗшӗ, эпӗ пачах ырӑ мар; иккӗмӗшӗ, эпӗ сирӗншӗн хамӑн мӗнпур тивлетӗме ҫухатнӑ, ҫапах та эсир мана ырӑ тетӗр… Ку ӗнтӗ вилнӗ ҫын пуҫӗ ҫине чечексенчен тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ хунипе пӗрех.

— Евгений Васильевич, пирӗн ирӗк вӑйӗ ҫук… — пуҫланӑччӗ Анна Сергеевна, анчах ҫил вӗҫсе килчӗ те ҫулҫӑсене чӑштӑртаттарчӗ, унӑн сӑмахӗсене те вӗҫтерсе илсе кайрӗ.

— Эсир ирӗклӗ вӗт, — терӗ, пӑртак тӑхтасан, Базаров.

Урӑх нимӗн те ӑнланмалли пулмарӗ; ура сассисем инҫене кайса ҫухалчӗҫ… пӗтӗмпех шӑпланчӗ.

Аркадий Катя патнелле ҫавӑрӑнчӗ. Вӑл халичченхи пекех, анчах пуҫне тата ытларах усса ҫеҫ ларать.

— Катерина Сергеевна, — тесе ячӗ Аркадий чӗтрекен сассипе, аллисене чӑмӑртаса: — эпӗ сире ӗмӗрлӗхех те улшӑнми юрататӑп, сирӗнсӗр пуҫне никама та юратмастӑп. Эпӗ сире ҫакна каласшӑнччӗ, сирӗн шухӑша пӗлсе, сирӗн аллӑра ыйтасшӑнччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ пуян та мар, сирӗншӗн хам темӗн тума хатӗррине те сисетӗп… Ответлеместӗр-и? Мана ӗненместӗр-и? Мана ҫӑмӑл кӑмӑлпа калать, тетӗр-и? Анчах ҫак юлашки кунсене аса илӗр! Е эсир ытти йӑлтах, ӑнланӑр мана, ытти йӑлтах тахҫанах пӗр йӗр хӑварми пуҫран сирӗлнине курмастӑр-и? Пӑхӑр ман ҫине, калӑр мана пӗр сӑмах… Эпӗ юрататӑп сире… ӗненӗр мана!

Катя Аркадий ҫине нумая пӗлтерекен ҫутӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те, чылайччен шухӑша кайса ларнӑ хыҫҫӑн, кӑшт ҫеҫ ӑшшӑн кулса: — Ҫапла, — терӗ.

Аркадий тенкел ҫинчен сиксе тӑчӗ. — Ҫапла! Эсир: ҫапла, терӗр, Катерина Сергеевна! Мӗне пӗлтерет ку сӑмах? Е: эпӗ сире юрататӑп, эпӗ сире ӗненетӗп, тенине-и? Е… е… эпӗ вӗҫлеме хӑяймастӑп…

— Ҫапла, — терӗ тепӗр хут Катя, ку хутӗнче Аркадий ӑна ӑнланчӗ. Вӑл Катян пысӑк та илемлӗ аллисене ярса тытрӗ те, хӗпӗртенипе антӑхса кайса, вӗсене хӑйӗн чӗри патне тытса пӑчӑртарӗ. Вӑл урисем ҫинче аран тӑрать: «Катя, Катя…» тени кӑна илтӗнет; Катя, хӑйӗн куҫҫулӗсенчен хӑех шӑппӑн кулса, айӑпсӑррӑн йӗрсе ячӗ. Юратакан чӗрчунӑн куҫӗсенчи ун пек куҫҫулӗсене кам курман, — ҫав ҫын, ҫӗр ҫинче этем ырӑ сунан кӑмӑлпа тата именӳпе пӗтӗмпех шӑпланса, хӑйне ҫав тери телейлӗн туйма пултарнине те сӑнаса курман.

Тепӗр кунне, ирхине ирех, Анна Сергеевна Базарова хӑй патне кабинета чӗнме хушрӗ те, ирӗксӗррӗн кулса, хутласа чӗркенӗ почтовӑй хут листине пачӗ. Ку хут листи Аркадий ҫырӑвӗ, пулнӑ: вӑл унта унӑн йӑмӑкӗн аллине ыйтнӑ.

Базаров ҫыру тӑрӑх куҫӗсемпе хӑвӑрт чупса тухрӗ те, кӑкӑрӗнче сасартӑк хыпса тухнӑ ҫилӗллӗ хаваслӑха палӑртас мар тесе, хӑйне аран тытса чарчӗ.

— Акӑ мӗнле, — тесе ячӗ вӑл: — эсир акӑ, ӗнер кӑна пулас, вӑл Катерина Сергеевнӑна тӑван тӑвана юратнӑ пек юратать тесе шутлаттӑр. Мӗн тума шутлатӑр-ха ӗнтӗ?

— Эсир мӗн канаш паратӑр мана? — ыйтрӗ Анна Сергеевна, кулма пӑрахмасӑр.

— Эпӗ ҫапла шутлатӑп, — тавӑрчӗ Базаров Анна Сергеевнӑна, хӑй савӑнман пирки нимӗн чухлӗ те кулас килмен ҫӗртенех кулкаласа: — эпӗ ҫамрӑк ҫынсене пиллемелле тесе шутлатӑп. Мӑшӑр пур енчен те аван. Кирсановӑн пурлӑх ҫителӗклӗ, ашшӗн пӗртен-пӗр ывӑлӗ, ашшӗ те ырӑ ҫын, хирӗҫ пулас ҫук.

Одинцова пӳлӗм тӑрӑх утса ҫавӑрӑнчӗ. Унӑн пичӗ вӑхӑт-вӑхӑт хӗрелсе те шуралса илет.

— Эсир ҫапла шухӑшлатӑр-и? — терӗ вӑл. — Мӗнех вара? Эпӗ те чӑрмав курмастӑп. Эпӗ Катяшӑн та… Аркадий Николаевичшӑн та хавас, савӑнатӑп… Паллах, эпӗ ашшӗнчен ответ кӗтетӗп. Эпӗ ӑна ашшӗ патне хӑйнех яратӑп. Акӑ ӗнтӗ ӗнер эпӗ иксӗмӗр те ватӑ ҫынсем тени тӗрӗс килсе тухать… Кӑна мӗнле вара нимӗн те курман-ха эпӗ? Мана ҫавӑ тӗлӗнтерет!

Анна Сергеевна каллех кулса ячӗ те, ҫавӑнтах тепӗр енне ҫавӑрӑнчӗ.

— Хальхи ҫамрӑксем питӗ чееленчӗҫ, — терӗ те Базаров, хӑй те кулса ячӗ. — Сывӑ пулӑр, — терӗ вӑл каллех пӑртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. — Ку ӗҫе питӗ меллӗ вӗҫлеме сунатӑп сире, эпӗ инҫетрен савӑнса тӑрӑп.

Одинцова хӑвӑрттӑн ун енне ҫавӑрӑнчӗ.

— Эсир каятӑр-и вара? Мӗншӗн юлас мар халь сирӗн? Юлӑр… сирӗнпе калаҫма лайӑх… тӗпсӗр сакӑлта хӗррипе утнӑ пек. Малтанах шикленетӗн, анчах унтан таҫтан хӑюлӑх тупӑнать. Юлӑр ӗнтӗ.

— Тавтапуҫ кӑмӑл сӗннӗшӗн, манӑн сӑмах таланчӗ пирки ырӑ шутланӑшӑн та спасибо, Анна Сергеевна. Анчах эпӗ хамшӑн ют таврара ахаль те ытлашши нумай ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрерӗм, тесе шутлатӑп. Вӗҫекен пулӑсем сывлӑшра пӗр вӑхӑт тытӑнса тӑма пултараҫҫӗ, анчах кайран вӗсем ҫав-ҫавах шыва шеплетсе ӳкмелле; мана та хамӑн стихийӑна шаплатса ӳкме ирӗк парӑр ӗнтӗ.

Одинцова Базаров ҫине пӑхрӗ. Унӑн шурнӑ питне йӳҫӗ кулӑ турткаласа тӑрать. «Ҫак юратнӑ мана», — шухӑшларӗ вӑл, ӑна хӗрхенсе илчӗ, ӑна ӑнланса аллине тӑсса пачӗ.

Анчах вӑл та Одинцовӑна ӑнланчӗ.

— Ҫук! — терӗ вӑл пӗр утӑм каялла чакса. — Эпӗ чухӑн ҫын, анчах халиччен мӗскӗне паракан татӑка йышӑнман. Сывӑ пулӑр, чипер юлӑр.

— Эпӗ ку пирӗн юлашки курӑнӑҫу мар-ха тесе шутлатӑп, — терӗ Анна Сергеевна ирӗксӗрех хусканса.

— Тӗнчере мӗн пулмасть! — тавӑрчӗ Баэаров, вара пуҫне тайса илчӗ те тухса кайрӗ.

— Эсӗ хӑвна валли йӑва ҫавӑрмах шухӑшларӑн-и апла? — терӗ вӑл ҫав кунах Аркадие, пӗшкӗнсе ларса хӑйӗн чемоданне майлаштарнӑ чухне. — Мӗнех вара? Аван ӗҫ. Анчах кӑлӑхах улталаса тӑтӑн. Эпӗ санран пачах урӑх ҫулпа каясса кӗтнӗччӗ. Е кӑна ху та кӗтменччӗ-и, тен?

— Тӗрӗс, эпӗ санран уйӑрӑлса кайнӑ чухне кӑна кӗтменччӗ, — тавӑрчӗ Аркадий: — анчах эсӗ ху мӗншӗн суятӑн-ха? Авлану ҫинчен эсӗ мӗнле шухӑшланине эпӗ пӗлмен пек: «аван ӗҫ» тетӗн?

— Эх, юратнӑ тусӑм, — терӗ Базаров, — мӗнле калаҫатӑн эсӗ! Куратӑн-и, мӗн тӑватӑп: чемоданра пушӑ вырӑн юлнӑ та унта утӑ тултаратӑп; пирӗн пурӑнӑҫ чемоданӗнче те ҫавах: хуть те мӗнпе тултар ӑна, пушӑ вырӑн анчах ан юлтӑр. Тархасшӑн ан кӳрен: эсӗ астӑватӑн пуль вӗт, Катерина Сергеевна ҫинчен эпӗ яланах мӗнле шухӑшланине. Тепӗр хӗр ассӑн сывлама пӗлнипех ӑслӑ хӗр вырӑнӗнче шутланса тӑрать, анчах санӑн хӑйшӗн тӑма пултарӗ, мӗнле тӑрӗ те, хӑвна та алла ярса илӗ. Ну, ку ҫаплах пулмалла та. — Вӑл чемодан хупкӑчине хупрӗ те урайӗнчен тӑчӗ. — Халь, акӑ, сывпуллашнӑ чухне, сана тепӗр хут калам… улталанма кирлӗ мар: — эпир ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлатпӑр, эсӗ кӑна ху та туятӑн… Эсӗ ӑслӑ хӑтлантӑн; пирӗн йӳҫӗ те чӑркӑшлӑ, хусахла пурӑнӑҫ валли ҫуралман эсӗ. Санӑн харсӑрлӑх та, усаллӑх та ҫук, ҫамрӑк хӑюллӑхпа ҫамрӑк хастарлӑх кӑна пур. Пирӗн ӗҫе ку юрӑхлӑ мар. Сирӗн пек дворян йышшисем ырӑ йӑвашлӑхран, е ыррӑн вӗресе илнинчен малалла кайма пултараймаҫҫӗ, ку нимӗнех те мар. Эсир, сӑмахран, ҫапӑҫмасӑрах хӑвӑра хӑвӑр маттур вырӑнне шутлатӑр, — эпир вара ҫапӑҫасшӑн. Мӗн ара! Пирӗн тусан санӑн куҫусене ҫиет, пирӗн пылчӑк сана варалать, эсӗ пире ӳссе ҫитмен-ха, эсӗ ирӗксӗрех хушӑн савӑнатӑн, сана хӑвна ху ятлани кӑмӑла каять, пире вара ку кичем — пире урӑххисене пар! Пирӗн урӑххисене хуҫмалла! Эсӗ аванскер: анчах эсӗ ҫапах та ҫемҫешке, либераллӑ улпут чӗппи, атте калашле, э волату.

— Манпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашатӑн-и, Евгений? — терӗ хӑюллӑн Аркадий: — санӑн вара ман валли урӑх сӑмахсем те ҫук-и?

Базаров ӗнсине хыҫса илчӗ.

— Пур, Аркадий, манӑн урӑх сӑмахсем те пур, анчах эпӗ вӗсене каласа памӑп, мӗншӗн тесен вӑл романтизм, нӳнекеленсе каясса пӗлтерет. Эсӗ хӑвӑртрах авлан, хӑвна валли йӑва ҫавӑр, ытларах ача-пӑча туса тултар. Вӗсем ӑслӑскерсем пулӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем вӑхӑтра ҫуралаҫҫӗ, иксӗмӗр пек мар. Эхе! лашасем хатӗр иккен. Вӑхӑт. Пуринпе те сывпуллашрӑм… Ну мӗнех вара? ыталанар-и-мӗн?

Аркадий хӑйӗн вӗрентекенӗ тата тӳсӗ пулнӑ ҫын мӑйӗнчен уртӑнчӗ те, унӑн куҫӗсенчен куҫҫулӗ юхса тухрӗ.

— Ак мӗне пӗлтерет ҫамрӑклӑх! — терӗ Базаров лӑпкӑн. — Эпӗ Катерина Сергеевна ҫине шанатӑп. Курӑн: вӑл сана часах лӑплантарӗ!

— Сывӑ пул, тӑванӑм! — терӗ вӑл Аркадие, урапа ҫине улӑхса ларса, унтан вите тӑрринче юнашар ларакан мӑшӑр чанасем ҫине кӑтартса: — Акӑ сана! — вӗрен! — тесе хушса хучӗ.

— Ку мӗне пӗлтерет? — ыйтрӗ Аркадий.

— Мӗнле? Эсӗ ҫутҫанталӑк историне начар пӗлетӗн-им вара, е чана чи хисеплӗ, ҫемьелле кайӑк иккенне мантӑн-им? Саншӑн пример!.. Сывӑ пул, синьор!

Урапа ҫатӑртатса кусса кайрӗ.

Базаров тӗрӗс каларӗ. Каҫхине Катяпа калаҫнӑ чухне Аркадий хӑйӗн вӗрентекенӗ ҫинчен пачах манчӗ. Вӑл ӗнтӗ Катяна пӑхӑнма та пуҫларӗ, Катя кӑна хӑй те туйрӗ, анчах тӗлӗнмерӗ. Аркадин тепӗр кунне Марьинӑна, Николай Петрович патне, каймалла пулнӑ. Анна Сергеевна ҫамрӑксене кансӗрлеме тӑрӑшмарӗ, чыслӑхшӑн кӑна вӗсене ытлашши вӑрахчен пӗччене хӑвармарӗ. Мӑнаппӑшӗ, ҫамрӑксем мӑшӑрланас хыпара пӗлсен, ҫилленнипе макӑрсах янӑ, ҫакна пула ӑна ҫамрӑксенчен уйӑрчӗҫ. Малтан Анна Сергеевна ҫамрӑксен телейне курса тӑни хӑйшӗн йывӑр пуласран хӑранӑччӗ, анчах пачах урӑхла килсе тухрӗ: ку ӗҫ ӑна йывӑр пулма мар, — йӑпатса, юлашкинчен кӑмӑлне те савӑнтарса ячӗ, Анна Сергеевна куншӑн хӗпӗртерӗ те, хурланчӗ те. «Базаров тӗрӗс пулчӗ пулмалла, — шухӑшларӗ вӑл: — сӑнама юратни, пӗр сӑнама юратни кӑна, канӑҫлӑха юратни тата харпӑр хӑйне юратни…»

— Ачасем! — терӗ вӑл хыттӑн: — юрату меӗн вӑл, иртӗхекен туйӑм-и?

Анчах Катя та, Аркадий те ӑна ӑнланмарӗҫ. Вӗсем унтан ютшӑнчӗҫ; ирӗксӗр илтмелле пулнӑ калаҫу вӗсен пуҫӗсенчен тухма та пӗлмерӗ. Анчах Анна Сергеевна вӗсене часах лӑплантарчӗ; ку уншӑн йывӑр та пулмарӗ: вӑл хӑй лӑпланчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех