Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVI

Пай: Умӗн

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫул: 1955; Хушнӑ: 2020.06.30 13:12

Пуплевӗш: 210; Сӑмах: 1737

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Инсаровпа паллашнӑ хыҫҫӑн часах Елена (пиллӗкмӗш е улттӑмӗш хут ӗнтӗ) дневник ҫырса пыма тытӑнса пӑхрӗ. Акӑ ҫав дневникри хӑшпӗр сыпӑксем:

Июнӗн… Андрей Петрович мана кӗнекесем килкелесе парать, анчах эпӗ вӗсене вулама пултараймастӑп. Ҫакӑн ҫинчен тӳрех калаймастӑп — намӑс; вуларӑм тесе суйса кӗнекисене каялла парас килмест. Ҫапла туни ӑна кӳрентерме пултарнӑ пек туйӑнать. Эпӗ хама хам мӗнле тыткаланине пӗрмаях сӑнать вӑл. Кӑмӑлланӑ пек туйӑнать вӑл мана. Андрей Петрович питӗ лайӑх ҫын.

…Мӗн кирлӗ мана? Мӗн пирки-ха ман чӗрере ывӑннӑ чухнехи пек йывӑрлӑх? Мӗншӗн эпӗ вӗҫсе иртекен кайӑксем ҫине ӑмсанса пӑхатӑп? Вӗсемпе пӗрле хамӑн та вӗҫсе каяс килнӗн туйӑнать, ӑҫта вӗҫессине пӗлмесӗр, анчах кунтан инҫете-инҫете вӗҫӗттӗм. Ҫапла шухӑшланӑшӑн ҫылӑх пулмасть-ши? Манӑн атте, анне тата ҫемье пур. Эпӗ вӗсене юратмастӑп-и вара? Ҫук, хам юратас килнӗ пек юратмастӑп эпӗ вӗсене. Ҫак сӑмахсене калама та хӑрушӑ, апла пулсан та, ку тӗрӗс. Тен, эпӗ пысӑк ҫылӑха кӗнӗ; тен, ҫавӑнпа эпӗ хуйхӑратӑп, ҫавӑнпа канӑҫ тупаймастӑп пулӗ. Ман ҫине темле алӑ пусса тӑрать. Эпӗ тӗрмери пекех, акӑ халех стенасем ман ҫине ишӗлсе анаҫҫӗ, тейӗн. Мӗншӗн ыттисем ҫакӑн пек туйӑмпа тертленмеҫҫӗ-ха? Эпӗ хамӑн тӑвансемпе те ҫакӑн пек кӑмӑлсӑр пулсан, кама юратмалла-ха манӑн? Атте тӗрӗс те калать пулас ҫав, вӑл мана: эсӗ йытӑсемпе кушаксене кӑна юрататӑн, тесе ӳпкелешет. Ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑхас пулать. Эпӗ сахал кӗлтӑватӑп, кӗлтӑвас пулать… Эпӗ юратма пултарас пек туйӑнать…

…Эпӗ Инсаров умӗнче ҫаплах именетӗп-ха. Мӗн пиркине пӗлместӗп; эпӗ ҫамрӑк хӗрачах мар ӗнтӗ, вӑл вара простой та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын. Тепӗр чухне унӑн сӑнӗ сиввӗн, ҫиллессӗн курӑнать. Пирӗнпе ҫӳреме кӑмӑлӗ те, вӑхӑчӗ те ҫук пулас. Ҫакна эпӗ чухлатӑп, ҫавӑнпа та унӑн вӑхӑтне туртса илме намӑс пек туйӑнать. Андрей Петрович — урӑхла. Эпӗ унпала кунӗпех пакӑлтатма та хатӗр… Анчах вӑл та мана яланах Инсаров ҫинчен кала-кала парать. Мӗнле хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртни ҫинчен калать тата! Эпӗ ӑна кӗҫӗр тӗлӗкре аллинче кинжал тытса тӑнӑ пек куртӑм. Вӑл мана: «Эпӗ сана та, хама та вӗлеретӗп!» тет пек. Мӗнле ухмахла тӗлӗк!

…О, мана кам та пулсан: акӑ санӑн мӗн тумалла, тесе каласанччӗ! Ырӑ кӑмӑллӑ кӑна пулни сахал; ырӑ ӗҫ тусан… лайӑх; ку вара пурнӑҫри чи кирли пулать. Анчах мӗнле тумалла-ха ырӑ ӗҫе! О, эпӗ хама хам алла илме пултарсан! Хам час-часах Инсаров господин ҫинчен ҫапла шухӑшланине ӑнланаймастӑп. Вӑл пирӗн пата килсе ларать те тимлӗн итлет, хӑй вара чӑрманмасть, хӗвӗшмест, эпӗ ун ҫине пӑхатӑп, манӑн кӑмӑл тулать — ҫавӑ ҫеҫ; вӑл тухса кайсан, эпӗ ун сӑмахӗсене пӗтӗмпех аса илетӗп те хама хам тарӑхатӑп, ҫӗткеленетӗп… мӗншӗнне хам та пӗлместӗп. (Вӑл французла начар калаҫать пулсан та, вӑтанмасть — ку мана килӗшет.) Тепӗр тесен, ҫӗнӗ пӗлӗшсем ҫинчен эпӗ яланах нумай шухӑшлатӑп. Унпа калаҫнӑ чухне эпӗ сасартӑк хамӑрӑн буфетчик пулнӑ Василие аса илетӗп. Вӑл ҫунакан пӳртрен урасӑр старике сӗтӗрсе тухнӑччӗ, хӑй те кӑшт ҫеҫ ҫунса кайманччӗ. Атте ӑна маттур, терӗ, анне пилӗк тенкӗ укҫа пачӗ, манӑн ӑна пуҫ таяс килчӗ. Вӑл пӑртак айвантарах уҫӑ пит-куҫлӑччӗ, кайран ӗҫке ерсе кайрӗ.

…Паян пӗр ыйткалакан хӗрарӑма вак укҫа патӑм, вӑл мана: эсир мӗншӗн хуйхӑратӑр? терӗ. Манӑн сӑн хуйхӑллӑ пулма пултарни ҫинчен эпӗ шухӑшламан та. Ку яланах хам пӗччен пулнинчен ҫапла пулӗ, тесе шутлатӑп, эпӗ вӗт хамӑн ырлӑхпа та, усалпа та яланах пӗччен. Никампа калаҫса йӑпанма та ҫук. Хам патӑма ҫывхаракан мана килӗшмест; кама кӑмӑллатӑп… вӑл айккинчен пӑрӑнса иртсе каять.

…Мӗн пулчӗ мана паян, хам та пӗлместӗп, — пуҫ арпашса кайрӗ, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе тархаслама, каҫару ыйтма хатӗр. Кам мӗнлине пӗлместӗп, анчах мана вӗлернӗ пек, эпӗ хам ӑшӑмра кӑшкӑратӑп, тарӑхатӑп; эпӗ макӑратӑп, шӑпланма та пултараймастӑп… Турӑҫӑм! Пӳлӗхҫӗм! пӗтер ман ӑшри ҫав шухӑш-туртӑмсене! Эсӗ ҫеҫ ҫакна тума пултаратӑн, ыттисем пурте вӑйсӑр: эпӗ ыйткалакансене кӑштах япала паркалани те, ӗҫлени те, нимӗн те, нимӗн те, нимӗн те мана пулӑшаймасть. Чӑн та, ӑҫта та пулин ҫын килне ӗҫлеме кайнӑ пулӑттӑм: мана ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ.

Мӗне кирлӗ ҫамрӑклӑх, мӗне кирлӗшӗн пурӑнатӑп, мӗншӗн манӑн чун пур, мӗне кирлӗ вӗсем пурте?

…Инсаров… — эпӗ мӗнле ҫырмаллине пӗлместӗп, — Инсаров господин, унчченхи пекех, мана шухӑшлаттарать. Манӑн пӗлес килет: мӗн пур-ши ун чӗринче? Вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пек, пурте ӑнланмалла пек туйӑнать, апла пулсан та, эпӗ нимӗн те курмастӑп. Тепӗр чухне вӑл ман ҫине темле сӑнаса пӑхать — тен, ку манӑн фантази кӑна пулӗ? Поль мана йӗкӗлтет — эпӗ Поле ҫиленетӗп. Мӗн кирлӗ ӑна? Вӑл мана юратса пӑрахнӑ… анчах унӑн юратӑвӗ мана кирлӗ мар. Вӑл Зойӑна та юратать. Эпӗ ӑна сӑлтавсӑр кӳрентеретӗп иккен — эсӗ ҫурмалла тӗрӗс пулма пӗлейместӗн, терӗ вӑл мана ӗнер… Ку тӗрӗс. Ку ҫав тери айванла.

Ах, чухлатӑп эпӗ: ҫынна е инкек, е чухӑнлӑх, е чир кирлӗ. Унсӑрӑн шӑпах мӑнкӑмӑлланма пуҫлатӑн.

…Мӗншӗн Андрей Петрович паян мана икӗ болгар ҫинчен каласа пачӗ! Вӑл ҫакна юриех каларӗ пулас. Мӗн ӗҫ пур-ха ман Инсаров господин ҫумӗнче? Андрей Петровича ҫилентӗм эпӗ.

…Перо илетӗп — мӗнле ҫырма пуҫламаллине пӗлместӗп. Мӗнле кӗтмен ҫӗртен калаҫма тапратрӗ вӑл паян садра! Мӗнле ачаш та шанӑҫлӑ пулчӗ! Мӗнле сасартӑк пулса иртрӗ ку. Эпир пӗр-пӗрне тин ҫеҫ пӗлнӗ тахҫанхи туссем пек. Епле-ха эп ӑна ку тарана ҫитсе те ӑнланса илеймен! Мӗн тери ҫывӑх вӑл халь мана! Тата акӑ мӗн тӗлӗнтерет: эпӗ халь чылаях лӑплантӑм. Кулас килет манӑн: ӗнер эпӗ Андрей Петровича та, ӑна та ҫилентӗм, — ӑна Инсаров господин тесе те чӗнтӗм, паян вара… Акӑ тинех тӗрӗс ҫын тупӑнчӗ; акӑ кама шанма юрать. Ку суймасть; эпӗ тӗл пулнӑ ҫынсенчен ку пӗрремӗш суйман ҫын. Андрей Петрович кӑмӑллӑ, ырӑ, мӗншӗн-ха эпӗ ӑна кӳрентеретӗп? Ҫук! Андрей Петрович, тен, унран ытларах пӗлет пулӗ, ӑслӑрах та пулӗ… Анчах темшӗн вӑл ун умӗнче питӗ пӗчӗк. Лешӗ хӑйӗн ҫӗршывӗ ҫинчен каланӑ чухне ӳсет, ӳсет, пит-куҫӗ лайӑхланать, сасси вара хурҫӑ пек ӑна пуҫне устаракан ҫын тӗнчере те ҫук пек туйӑнать. Вӑл калаҫать ҫеҫ мар, ӗҫне те тунӑ, малалла та тӑвать. Эпӗ унран ыйтса пӗлетӗп-ха… Мӗнле-ха вӑл, сасартӑк ман енне ҫаврӑнса, мана ӑшшӑн кулчӗ… Тӑван пиччӗсемпе шӑллӗсем кӑна ҫавӑн пек кулаҫҫӗ. Ах, мӗнле кӑмӑллӑ эпӗ! Вӑл пирӗн пата пӗрремӗш хут килсен, эпир пӗр-пӗринпе ҫавнашкал ҫывӑх пуласси ҫинчен эпӗ шухӑшламан та. Пӗрремӗш хутра ҫавӑн пек унпа интересленменни халь мана кӑмӑллӑ та… Интересленмен! Халь вара унпа интересленетӗп-и эпӗ?

…Эпӗ нумайранпа ӗнтӗ ӑшчиккӗм ҫакӑн пек лӑпка пулнине пӗлместӗп. Лӑпкӑ ян ӑшчик, питӗ лӑпка. Ҫырмалли те нимен те ҫук. Эпӗ ӑна тӑтӑшах куратӑп — урӑх нимӗн те мар. Тата мӗн ҫырас-ха?

Поль питӗрӗнсе ларать; Андрей Петрович сайра хутра кӑна килкелесе каять… мӗскӗн! вӑл мана… пек туйӑнать. Тепӗр тесен, ку пулма пултараймасть. Эпӗ Андрей Петровичпа калаҫма юрататӑп: нихҫан та хӑй ҫинчен пӗр сӑмах каламасть, яланах мӗнле те пулин ӗҫ ҫинчен, усӑллӑ ӗҫ ҫинчен калаҫать. Вӑл Шубин пек мар, Шубин лӗпӗш пек капӑр, вӑл хӑйӗн тумӗпе мухтанать; лӗпӗш вара ҫавӑн пек тумасть. Тепӗр тесен, Шубин та, Андрей Петрович та… хам мӗн каласшӑн пулнине хам та пӗлместӗп.

…Пирӗн пата ҫӳреме кӑмӑллӑ ӑна; эпӗ ҫакна куратӑп. Анчах мӗншӗн? Мӗн тупнӑ вӑл манра? Тӗрӗс ӗнтӗ, пирӗн кӑмӑл туртӑмӗсем пӗр евӗрлӗ: вӑл та, эпӗ те, эпир иксӗмӗр те, сӑвӑсем вулама юратмастпӑр: иксӗмӗр те художествӑра нимӗн те пӗлместпӗр. Анчах мӗн тери лайӑх вӑл манран! Вӑл лӑпкӑ, эпӗ яланах шикленсе ҫӳретӗп; унӑн ҫул-йӗрӗ пур, тӗллев пур, эпӗ вара — ӑҫталла утатӑп эпӗ? Ӑҫта ман кил-ҫурт? Вӑл хӑйне лӑпкӑ тытать, анчах унӑн мӗнпур шухӑшӗ инҫетре. Вӑхӑт ҫитсен, пире пурне те пӑрахса хӑварать вӑл, лере, хӑй патне, тинӗс леш енне каять. Мӗнех вара? Турӑ патӑр ӑна! Эпӗ ҫапах та вӑл кунта пулнӑ чух унпа паллашнӑшӑн савӑнатӑп.

Мӗншӗн вырӑс мар-ха вӑл? Ҫук, вӑл вырӑс пулма пултараймасть.

Анне те ӑна юратать; хайне пысӑка хуман ҫын, тет. Ырӑ аннем! Вӑл ӑна ӑнланаймасть. Поль шарламасть, мана систерсе каланисем манӑн кӑмӑла кайманнине ӑнланать вӑл, анчах кӗвӗҫет. Усал ача! Мӗнле тивӗҫпе? Эпӗ хӑҫан та пулсан…

Кусем пурте ним те мар! Мӗншӗн ҫаксем ман пуҫа килсе кӗреҫҫӗ?

…Эпӗ ку таранччен, ҫирӗме ҫитиччен, никама юратманни ҫапах та тӗлӗнмелле вӗт? Мана Д. (ӑна Д. тесе чӗнме тытӑнатӑп, мана ҫак ят килӗшет: Дмитрий) чӗри пӗтӗмпех хӑй ӗҫне, хӑйӗн шухӑшне парӑннӑран ҫавӑн пек уҫӑмлӑ пек туйӑнать. Мӗншӗн пӑшӑрханмалла-ха унӑн? Кам пӗтӗмӗшпех… пӗтӗмӗшпех… пӗтӗмӗшпех хӑй ӗҫне парӑннӑ — унӑн хуйхӑ сахал, вӑл нимшӗн те ответ тытмасть… Эпӗ мар кӑмӑллатӑп: вӑл кӑмӑллать. Сӑмах май каласан, вӑл та, эпӗ те пӗр ҫеҫкене юрататпӑр. Эпӗ паян роза татрӑм. Пӗр ҫулҫи ӳкрӗ, вӑл ӑна ҫӗртен илчӗ… Эпе вара розӑна пӗтӗмпех ӑна патӑм.

…Д. пирӗн пата тӑтӑшах ҫӳрет. Ӗнер вӑл ҫӗрле пуличченех ларчӗ. Мана болгарла калаҫма вӗрентесшӗн. Мана унпа лайӑх, килти пекех… Килтинчен те лайӑхрах.

…Кунсем иртеҫҫӗ… Лайӑх мана, тата темшӗн, хӑрушӑ, турра та кӗлтӑвас килет, куҫҫулӗ те инҫе мар. О, ӑшӑ та ҫутӑ кунсем!

…Мана унчченхи пекех лайӑх, — хушӑран-хушӑран кӑна кӑштах хурланатӑп. Эпӗ телейлӗ… Телейлӗ-ши эпӗ?

…Ӗнер кайса килнине чылайччен манас ҫук. Мӗнле тӗлӗнмелле, ҫӗнӗ те хӑрушӑ шухӑшсем! Вӑл ҫав улӑпа тытса, пӳскене ывӑтнӑ пекех, шыва пӑрахсан, эпӗ хӑрамарӑм… анчах вӑл мана хӑратрӗ. Кайран вара унӑн пит-куҫӗ хаярланнӑ пекех тискерленчӗ! Ишсе тухать! — терӗ вӑл. Ку ман кӑмӑла тавӑрчӗ. Апла пулсан, эпӗ ӑна ӑнланса илеймен иккен. Кайран, пурте кулса ярсан, хам та кулсан, мӗн тери чӗре ыратрӗ уншӑн! Вӑл вӑтанчӗ, эпӗ вара вӑл манран вӑтаннине чухласа илтӗм. Ҫакӑн ҫинчен вӑл мана кайран, каретӑра, тӗттӗмре каласа пачӗ, эпӗ унӑн сӑн-питне пӑхса илесшӗн пулса, хӑраса ларнӑ чухне каларӗ. Ҫапла, унпа шӳтлеме юрамасть, вӑл хӳтӗлеме те пултарать. Анчах мӗншӗн-ха унра ҫавӑн пек курайманлӑх? Тутисем чӗтреҫҫӗ, куҫӗсем сиввӗн пӑхаҫҫӗ. Тен, урӑхла юрамасть пулӗ? Чӑн-чӑн арҫын, кӗрешӳҫӗ пулма, ҫав вӑхӑтрах йӑваш та ҫемҫе кӑмӑллӑ пулса юлма юрамасть пулӗ-ши? Нумай пулмасть вӑл мана: пурнӑҫ тӳрккес япала, терӗ. Эпӗ ҫав сӑмахсене Андрей Петровича каласа кӑтартрӑм, вӑл ӑна килӗшмерӗ. Хӑшӗ тӗрӗс вӗсенчен? Мӗнле пуҫланчӗ ҫак кун! Мӗнле лайӑх пулчӗ мана унпа юнашар утма… Пӗр-пӗрне сӑмах хушмарӑмӑр пулсан та, лайӑх пулчӗ. Анчах мӗн пулса иртни мана савӑнтарать. Ҫавӑн пек кирлӗ пулнӑ пулас.

…Каллех канӑҫсӑрлӑх… Эпӗ сывӑ мар.

…Ҫак кунсенче эпӗ тетрадь ҫине нимӗн те ҫырмарӑм, мӗншӗн тесен ҫырас килмерӗ. Кирек мӗн ҫырса хурсан та, вӗсем пӗри те чӗрери шухӑшсем мар иккенне чухлатӑп эпӗ… Мӗн-ши ман чӗрере? Эпӗ пӗррехинче унпа чылайччен калаҫрӑм, ҫак калаҫу мана нумайӑшне уҫса пачӗ. Вӑл мана хӑйӗн планӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ (сӑмах май, халь пӗлетӗп ӗнтӗ унӑн мӑйӗ ҫинчи суран мӗн пирки пулнине… Турӑҫӑм! ӑна вӗлермелле суд туни ҫинчен, ӑна амантни ҫинчен шухӑшлатӑп та…) Вӑл вӑрҫӑ пуласса сисет те уншӑн хавасланать. Ҫав хушӑрах эпӗ Д. хальхи пек хуйхӑрнине нихҫан та курман. Мӗн пирки вӑл… вӑл!.. хуйхӑрма пултарать-ха? Атте хуларан таврӑнчӗ те, эпир иккӗн ларнине курсан, пирӗн ҫине темле пӑхса илчӗ. Андрей Петрович килчӗ, эпӗ вара вӑл начарланнине, шурса кайнине асӑрхарӑм. Вӑл мана; эсӗ Шубинпа сиввӗн те тирпейсӗррӗн калаҫатӑн, тесе ӳпкелешрӗ. Эпӗ Поль ҫинчен пачах манса кайнӑ. Ӑна курсанах хам айӑпа тӳрлетме тӑрӑшӑп. Ман халь унпа… тата тӗнчере никампа та курнӑҫма вӑхӑтӑм ҫук. Андрей Петрович манпа темле пӑшӑрханса калаҫать. Мӗне пӗлтереҫҫӗ кусем? Мӗншӗн ман тавра тата ман чӗрере ҫавнашкалах тӗттӗм? Ман тавра тата ман чӗрере темле ӑнланса илмелле мар ӗҫ пулса иртет пек туйӑнать — ӑна каласа ӑнлантарма пӗр сӑмах кирлӗ…

…Ҫӗрле эпӗ ҫывӑрман — пуҫ ыратать. Мӗншӗн ҫырмалла? Вӑл паян питӗ час тухса кайрӗ, эпӗ унпа калаҫас тенӗччӗ… Вӑл манран пӑрӑннӑ пек туйӑнать. Ҫапла, вӑл манран пӑрӑнать!

…Шыранӑ сӑмах тупӑнчӗ, мана ҫутӑ ҫутатрӗ! Турӑҫӑм! хӗрхен мана… Эпӗ юрататӑп!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех